Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑваттӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Ҫиччӗмӗш пай. Пилӗк ҫул

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.18 17:35

Пуплевӗш: 131; Сӑмах: 2071

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

«Курнӑҫасси пулатех, анчах час мар»

Эшелон чиперех ҫитнӗ тесе пӗлтерчӗҫ Худфондран, Ярославльте ачасене чечексемпе кӗтсе илнӗ иккен. Кукамай ҫапах та телеграмне часах ҫаптармарӗ. Ярославльтен тата вӗсем таҫта Ҫӗрӗшнӗ Ҫырма ялне тухса каймалла пулнӑ, мана темшӗн ҫакӑн пек йӗрӗнтерекен ятлӑ ялта ачасемшӗн ырриех пулас ҫук пек туйӑнчӗ. Киркӑран эпӗ хӑраса ӳкмелли ҫыру илтӗм, вӑл та пур ачисемпе таҫта эвакуаципе тухса каймалла, Валя Мускавра юлать имӗш. Ку вӗсен пирвай уйрӑлӑвӗ ҫеҫ-ха. Тата ҫакӑнтан та тӗлӗнмелле: вӑл нимӗҫ бомбисенчен хӑрамасть иккен, паллах ӗнтӗ, вӗсем Сивцев-Вражкине те ҫитсе ӳкме пултараҫҫӗ; ҫак вӑл Вальӑпа ейкеленекен Жени Колмакчирен ытларах хӑраса ӳкнӗ иккен. Ҫыруне вара йӗпетсе пӗтернӗччӗ, мӗскӗн Кирка ҫыру ҫырнӑ чухне макӑрнӑ ӗнтӗ, вӑрҫӑ пуҫланнӑран вара вӑл пайтах айванланнине пӗле-тӑркачӑ чунтан-вартан хӗрхентӗм ӑна эпӗ.

Саня — ку вара чи пысӑк пӑшӑрхануччӗ, асапла тӗлӗкӗмсенче ӑна курса ҫиленеттӗм, — мӗншӗн? — вӑл вара, шурса кайнӑскер, ытла ывӑннипех салхуллӑн итлетчӗ…

Елӗк «Элит» ятлӑ пулнӑ кинотеатр конторинче Розалия Наумовна санитарсен посчӗ турӗ, райсоветан сыхлӑх тройки мана сестрара ӗҫлеме хушрӗ, мӗншӗн тесен Розалия Наумовна ман ҫинчен: чирлисене пӑхас ӗҫре вӑл ӑсталанса ҫитнӗ ҫын, терӗ.

— Пӗлсе тӑнӑ пултӑр, Татаринова-Григорьева юлташ, — терӗ мана вӑрттӑн ҫеҫ кӑвак ҫӳҫлӗ ыр кӑмӑллӑ доктор, вӑлах сыхлӑх тройкин членеччӗ, — е эсир ку ӗҫпе килӗшмесен, сана халех укрепленисем тунӑ ҫӗре яратпӑр, — терӗ.

Укрепленисенче ӗҫлесси, «окопсенче» тетчӗҫ-ха ӑна Ленинградра, паллах, сестрара ӗҫлессинчен йывӑрччӗ. Анчах эпӗ тав турӑм та ӑна хирӗҫ пултӑм.

Каҫ кӳлӗм эпир ӗҫе тухса кайрӑмӑр, Вӑтам Рогатка леш енче танксем кӗрсе ӳкмелли тарӑн канавсем чаврӑмӑр. Тӑпри тӑмлӑ пулчӗ, хытӑччӗ, малтан киркапа ҫапа-ҫапа ватмалла пулчӗ, унтан тин кӗреҫепе ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр. Эпӗ Ленинград издательствисенчен пӗрин бригадине ҫаклантӑм, ҫав бригада ун чухнех, хай, шӳт тӑвакансем каланӑ тӑрӑх, «Гитлер валли ҫӑва чавмашкӑн» ӑсталанса ҫитнӗ иккен. Бригадӑра, пурте тенӗ пекех, хӗрарӑмсем кӑначчӗ: машинисткӑсем, корректорсем, редакторсем; эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм вара, вӗсенчен нумайӑшӗ темшӗн питӗ капӑр тумланса пынӑччӗ. Мӗншӗн окопсем чавмашкӑн та ҫакӑн пек чаплӑ кӗпе тӑхӑнса килтӗр, тесе ыйтрӑм та пӗр чипер редактортан, вӑл кулса ячӗ, манӑн кунтан начартараххи ҫук, терӗ. Ҫак йӑлтах урӑх тӗнчеллӗ ҫынсен ушкӑнӗ мана яланах интереслентерчӗ — вӗсем театр тӗнчинчен, литературӑпа искусство тӗнчинчен-ҫке. Анчах интеллигентлӑ илемлӗ хӗрсене, киркасемпе тӗттӗм хӗрлӗ тӑмлӑ чул пек хытӑ тӑпрана ватнӑ чух искусство тени асне те килместчӗ пулас, ун ҫинчен сӑмах-юмах кӗрсен те — театрти чи юлашки премьера ҫинчен калаҫсан та, Р. художникӑн «Сильва» сценине сӑнласа ӳкерме кирлех те пулманни ҫинчен калаҫсан та, ҫав пуҫран кайми асаплӑ вӑрҫӑ ҫинех сӑмах пырса тухатчӗ, ун ҫинчен манма та ҫукчӗ ҫав.

Эпир пӗр хурарах редакторшӑпа иксӗмӗр пӗрле ӗҫлерӗмӗр, вӑл мана хӑйӗн упӑшкипе икӗ тӑванӗ ӗнер фронта тухса кайрӗҫ, тесе каласа пачӗ. Шӑллӗ пирки питӗ пӑшӑрханатчӗ хӑй — вӑл типшӗмрехскер имӗш, ача кӑна-ха, упӑшки вара ӑна тем пек илсе каясшӑн мар калаҫтарнӑ та, анчах ниепле те ӗҫ тухман. Эпӗ Саня ҫинчен каласа патӑм, унтан кӑштах сӑмах хушмасӑр ӗҫлерӗмӗр — окоп тӗпне наҫилкке хутӑмӑр, ыттисем пирӗн наҫилкке ҫине тӑм тиерӗҫ, ӑна эпир ҫӗклесе тухрӑмӑр та окопӑн хӑрах аяккинче пушатрӑмӑр. Вӑрҫӑ пуҫланнӑран вара Саньӑран пӗр хыпар-хӑнар та ҫук темерӗм ӑна эпӗ. Унччен малтан Саньӑна пӗр отрядри летчикӑн амӑшӗпе телефонпа калаҫсаттӑм, вӑл мана Рыбинскран ҫыру илтӗм, тесе пӗлтерчӗ. Эппин Саня та Рыбинскрахчӗ пулӗ? Унта тен летчиксен чаҫӗ пулать пулӗ-ха. Анчах Совет Союзӗнчи ытти хуласене асӑнса та вӑл ҫавӑнта пулӗ теме пултарнӑ эпӗ. Чӑннипе вӑл ӑҫта иккенне, мӗнле иккенне пӗлмешкӗн урӑх тивӗҫӗм те ҫукчӗ манӑн. Е вӑл виле выртас пулсан, хӑҫан, епле ҫак хур пулнине те пӗлмӗп эпӗ. Тен шӑпах ҫав сехетре манӑн театрта пулас пур-и, е нимӗн тумасӑрах ҫывӑрнӑ вӑхӑт пулӗ, е тата кампа та пулин калаҫасси, хальхи пек каласси пулӗ, акӑ бригадир мӗн ҫинчен те пулин урӑххи ҫинчен шухӑшласа, пуҫа ҫӗклетмесӗр ӗҫлеме сӗнчӗ, эпир пӗчӗк редакторшӑпа пӗр-пӗрин ҫине пӑхрӑмӑр та кулса ятӑмӑр. Ку ӗнтӗ чӑнах та питӗ лайӑх канашчӗ — мӗн ҫинчен те пулин шухӑшламалли пурахчӗ ҫав.

Каҫӗ хамӑр сисмесӗрех иртрӗ; ҫӗрпе пӗлӗт хутшӑннӑ сӗртен, куҫа палӑрми пӑтрашӑннӑ ҫута витӗр заниткӑсене пытарса тӑран йывӑҫ тӗмӗсене хускатса, хирсем урлӑ вӗрсе иртен уҫӑ ҫил пек сасартӑк таса ир сӑнарӗ ҫапрӗ. Катара, хула ҫинче, тухма ӗлкӗреймен хӗвелӗн ярӑмӗ тӗлӗнче хула тӳпине пӳлсе тӑракан кӗмӗл тӗслӗ аэростатсем, тем пысӑкӑш шампа пулӑсем пек, ҫакӑнса тӑраканскерсем, курӑнчӗҫ те пытанчӗҫ.

Ир тӗлне кӑшт кӑна шуралчӗҫ, пӗр хӗр аптӑраса ӳкрӗ, ҫапах та пирӗн бригада хӑй «урокне» ыттисенчен маларах пӗтерчӗ. Манӑн ӑш хыпса килнӗччӗ те ҫӗнӗ тусӑм мана, квас ӗҫме тесе, черете ертсе кайрӗ. Пӑрахӑҫа тухнӑ кивӗ чиркӳ патӗнче палаткӑсем вырнаҫнӑччӗ, черете тӑтӑмӑр та редакторша мана чан ҫапнӑ ҫӗре хӑпарса пӑхар, терӗ.

Ӗҫ марччӗ ӗнтӗ ку, ахаль те ҫурӑм сӑрӑлтататчӗ манӑн, ытла ывӑнса ҫитнӗччӗ, анчах кӗтмен ҫӗртенех хӑпарса пӑхма килӗшрӗм.

Эпӗ хамӑр участока шыраса тупрӑм, унта наҫилкке тӑрӑнтарса хунӑччӗ, ун ҫине стена хаҫачӗ ҫапнӑ, ҫавӑнталла халь урӑх ҫынсем пыраҫҫӗ. Ҫаплах сахал тунӑ-и вара эпир? Анчах пирӗн тарӑн канав тепӗр канав патне пырать, тепри виҫҫӗмӗш патне, ҫапла майпа вӗҫне-хӗррине тухиччен куҫ та ҫавӑрса илеймест, хӑрах енӗ тӳремӗн чӑнкӑлатнӑ виҫӗ метр тарӑнӑш канавра хӗрарӑмсем ҫаплах тӑм ватаҫҫӗ, тепӗр енче тата тӑприне кӗреҫесемпе ывӑтаҫҫӗ те, ӑна ҫинчех тачкӑсемпе турттарса тӑраҫҫӗ… Ҫав хӗрарӑмсенчен пӗрне уйӑх каялла ҫеҫ ху килне, ӗҫне пӑрахса хула тулашӗнчи пушӑ хире кайса унта ҫӗр чавалӑн-ха тенӗ пулсан, ҫакӑн пек канавсем те, бастионсем, траншейсем тӑвӑн тенӗ пулсан, ҫак ӗҫлекен халӑхран ырӑ кӑмӑллӑн кулса ямасӑр пӗри те чӑтайман пулӗччӗ. Ҫапах та вӗсем хула тулашӗнчи ҫак пушӑ хире килнӗ-ха, хулана йӗри-тавра ҫавӑрса илекен тем пысӑкӑш ункӑсем те турӗҫ, ункисем-ҫулсен тӗлӗнче кӑна татӑлаҫҫӗ, унта хӗреслетнӗ рельсӑсене урлӑ-пирлӗ хӗреслесе кӑлара-кӑлара хунӑ.

Ҫак мӗскӗн хире мӗнле туйӑмпа пӑхнине епле каласа парам-ши, вӑл хир тем пысӑкӑш ҫурма ункӑсемпе каскаланнӑ та, ирпеле ӑна Ленинград хӗвелӗн васкаман ҫути сӳрӗккӗн ҫутатать.

Эпӗ ниҫтан тарса хӑтӑлайман тӑвӑл пулас чухнехи пек хӑрарӑм. Анчах ман чунӑмра темле ҫамрӑк, савӑнӑҫлӑ хӑюлӑх та сасартӑк ҫӗкленчӗ.

Кӑнтӑрла ҫитсен киле таврӑнтӑм та хапха умӗнчех Розалия Наумовнӑна тӗл пултӑм, хӑраса ӳкнӗ вӑл тата: Невскинче халӗ ҫеҫ шпиона тытнине куртӑм, тет. — Хӑй хулӑн та, мӑйӑхлӑ, — шӑпах кӗҫҫепит нимӗҫ ӗнтӗ! Тьфу! — лач сурса хучӗ вӑл йӗрӗнсе. — Юрать-ха, Берта хампа пӗрле пулмарӗ! Вӑл ӑнран кайнӑ пулӗччӗ!

Берта питӗ хӑраканскер ӗнтӗ.

Ҫуртӑн иккӗмӗш хутне хӑпарсан эпир чарӑнса тӑтӑмӑр, мӗншӗн тесен Розалия Наумовна ӗҫ мӗнле пулнине кӑтарта-кӑтарта калама тытӑнчӗ. Ҫав вӑхӑтра пӗр ҫын пусма тӑрӑх анатчӗ, атӑ кӗлипе хытӑ шаклаттарса пусать, пирӗн тӗле ҫитес умӗн карлӑк урлӑ пӗшкӗнчӗ те аялалла пӑхрӗ, вӑл Лури иккенне палласа та илтӗм эпӗ.

Лури штурман, Саня юлташӗ, вӗсем Ҫурҫӗрте чухнех пӗрле ӗҫленӗ, унтан уйрӑм пурӑнчӗҫ. Саня хӑй кирек ӑҫта ӗҫлесен те, мана Лури кирлӗ тетчӗ. «Эх, Шуркӑ пулсанччӗ кунта!» тесе ҫыратчӗ вӑл мана Испанирен. Лури сайра хутра пирӗн пата килкелесе каять — уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын, мухтанчӑк, ют ҫӗршыв ҫыннин сӑнарне кӗртекен сухалпа.

— Катерина Ивановна! — маттурӑн чыс турӗ вӑл мана. — Шаккарӑм, шӑнкӑртаттартӑм, шанчӑкӑма ҫухатрӑм та ҫыруна ещӗке ятӑм.

— Саньӑран-и?

— Ҫавӑ ҫырать.

Розалия Наумовнӑна та вӑл маттурӑн чыс турӗ.

Лури хӑйӗн пӗтӗм пушӑ вӑхӑчӗ те вунпилӗк минут кӑна терӗ, ҫавӑнпа эпӗ Саня ҫыруне ун умӗнчех вулас темерӗм, пӑхса ҫеҫ илтӗм те пӗр сӑмахӗ хӑй тӗллӗнех вуланса юлчӗ: «Курнӑҫӑпӑр та, анчах час мар-ха», тени.

— Ӑҫтан-ха эсир. Ҫартан-и? Ленинградран-и? Саня ӑҫта?

Лури ҫарта иккен, Ленинградра. Ҫак икӗ ыйтӑва ответ пама ӑна йывӑр марччӗ. Анчах эпӗ хистесех тепре ыйтрӑм:
— Саня ӑҫта? — терӗм.

Кӑштах шухӑшласа тӑчӗ те уйӑрса илмелле мар:
— Полкра, — терӗ.

— Эсир каласшӑн мар пуль, ҫапла-и? Сывах-и вара вӑл?

— Штык пек, — кулкаласа каларӗ Лури.

Лури хӑйӗн пушӑ вӑхӑчӗ вунпилӗк минутран та ытла мар тесе «тупа турӗ» пулин те Розалия Наумовна кофе лартма чупрӗ; иксӗмӗр ҫеҫ тӑрса юлсан, эп унтан аран хӑшпӗр хыпарсем пӗлкелерӗм: таҫта — ӑҫта иккенӗ паллӑ мар — хӑйне уйрӑм ӗҫсем тумалли полк пулать иккен, унта пуринчен ытла ГВФ летчикӗсене илеҫҫӗ имӗш, халиччен пин ҫурӑ та икӗ пин сехет хушши вӗҫнисене, тет, вӗсене халь ҫӗнӗ машинӑсемпе вӗҫме вӗрентеҫҫӗ пулать.

Ҫак сӑмахсене илтсен чӗреме темскер сиввӗн кӗрсе вырнаҫрӗ: «хӑйне уйрӑм ӗҫсем тумалли полк» тет, анчах эпӗ ун ҫинчен ыйтса пӗлес темерӗм, — Лури пурпӗрех каласа паман пулӗччӗ. Саньӑн тата нумай вӗренмелле-и-ха? тесе ҫеҫ ыйтрӑм. Лури каллех шухӑша кайса, нумай пулмасть, тесе тавӑрчӗ. Вӑл пур ыйтӑва та чарӑнса тӑрса тарӑн шухӑша кайнӑ хыҫҫӑн тавӑрса пычӗ, унӑн йӑпанчӑклӑ сассинче темӗнле пӑшӑрханни сисӗнсе тӑчӗ.

Саня патне ик-виҫӗ сӑмахлӑ ҫыру ҫыртӑм та Лурие патӑм, вӑл кӑштах «пушӑ вӑхӑт пулмалла пулсан» кӗрсе тухма сӑмах пачӗ, унтан алӑк патӗнче Розалия Наумовнӑпа ҫапӑнчӗ те тухса кайрӗ. Уҫнӑ алӑк умӗнче тата кӑшт тӑтӑмӑр, ырӑ ҫул суннӑ май сасартӑк ытаклантӑмӑр та лайӑх чуптурӑмӑр…

Ҫырӑвӗ вара, хам кӑна туятӑп пулин те, салхулӑ.

Саня пысӑк Петьӑпа пӗчӗкки ҫинчен ыйтать, ачана халех Ленинградран илсе кайма сӗнет.

«Энскри ваттисем патне кайсан питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ!» тесе ҫырать. Анчах вӑл ҫавӑнтах судьяпа Даша инке пирки те пӑшӑрханать, систерсе ҫеҫ пӗлтернӗ тӑрах, Энск хулине бомбӑсем пӑрахнӑ пулать, хули фронтран пите инҫетре тӑратчӗ-ха. Пӗр сӑмахпа каласан, Саня темӗн пӗлнӗ, начар пуласса сиснӗ, акӑ мӗншӗн вӑл «курнӑҫӑпӑрах, анчах час мар-ха» тет.

Час мар ҫав-ха. Йывӑр кунсем килеҫҫӗ. Паркетлӑ урайӑн тӗттӗмрех тӑваткалӑшӗсем ҫине ҫеҫ пускаласа, утса ҫӳретӗп эпӗ, чӳрече патне пытӑм та пӗрисем тӗттӗмрех курӑнчӗҫ, каялла утнӑ чух — теприсем тӗттӗмрех пек.

Хӑйне уйрӑм ӗҫсем тӑвакан полк иккен — «мӗнех эппин, ан пӑшӑрхан», терӗм эпӗ сасӑпах темшӗн каллех кӑрт-кӑрт сикекен чӗреме. «Испанире пулчӗ те вӑл, таврӑнчӗ. Ӗненетӗп тесе ҫеҫ час-часах ҫырса тӑмалла ӑна».

Ак хӑҫан сисрӗм иккен хам вилес пек ӗшенсе ҫитнине. Выртрӑм та, куҫӑма хупсанах пӗтӗмпе ҫӗнӗрен хускалчӗ: йывӑр тӑмлӑ наҫилкке йӑтнӑ хӗрсем, хӑмасем тӑрӑх васкамасӑр пыракан тачкӑсем, чӳрече кантӑкӗсем ҫине ӳксе ҫиҫекен хӗвел те, — пурте арпашӑнчӗ.

Унтан таҫтан ҫутӑ ҫапрӗ, ытла ҫутах та мар — шурӑ каҫ хыҫҫӑн васкамасӑр ҫапаканни; тавралӑх шуралчӗ, мӗн курни аяккалла иртрӗ те хам ыйӑхланине тинех туйса илтӗм. Пурте лайӑхчӗ-ха, питӗ те лайӑхчӗ, такам хам ҫурӑм хыҫӗнче кулянтаракан юрӑ юрлать-и е йӑнӑшать-и, ҫавӑ кӑна ан илтӗнтӗрччӗ…

— Катя, тревога!

Розалия Наумовна мана хулпуҫҫирен силлет.

— Тӑрӑр, тревога!

…Июль вӗҫӗнче Невскинче эпӗ Варя Трофимовӑна тӗл пултӑм, вӑл Совет Союз Геройӗн арӑмӗ, Саньӑпа пӗрле «специальнӑй авиацире» ӗҫлекен летчикӑн арӑмӗ. Тахҫан эпир Варяпа Саратова упӑшкамӑрсем патне кайнӑччӗ те, ҫавӑн чухнех-ха эпӗ вӑл шӑл тухтӑрӗ иккенне пӗлсен, хам тӗлӗннине астӑватӑп.

Вӑл ҫӳлӗрех кӑна, вӑйлӑ та хӗрлӗ пит-куҫлӑ хӗрарӑм, утасса ҫирӗп утаканскер. Темӗнпе вӑл мана Киркӑна асилтерет, хыттӑн кулса янӑ чух хитре те вӑрӑм шӑлӗсене кӑтартать те, Кирка евӗрлех курӑнать.

— Манӑн Гриша вӗт Берлина бомбӑсем тӑкать. Вуланӑ пуль? — терӗ вӑл, сывлӑшне ҫавӑрса.

Калаҫса кайрӑмӑр та вӑл мана Ҫар медицини академинче стоматологически клиникӑра ӗҫлеме кӗме сӗнчӗ.

Эпӗ шухӑшласа илтӗм, Варя ҫинчех каласа пӗлтерчӗ вара. «Малтан мӗнле ӗҫ пуласса пӑхмалла пулать, акӑ эпӗ пӗр майрана ҫавӑнта кӗме рекомендаци патӑм та, вӑл икӗ кун хушши ӗҫлесенех, шӑршӑ килӗшменнипе тесе, тухса кайрӗ», терӗ.

Варя «майрасене» кураймастчӗ ӗнтӗ — кун ҫинчен эпӗ Саратова кайса килнинченех астӑваттӑм-ха.

Чӑнах та, клиникӑра ытла шӑршлӑччӗ ҫав, ӑна эпӗ коридора кӗрсенех туйса илтӗм, коридорӑн икӗ енӗпе те палатӑсем вырнаҫтарнӑ. Ҫав шӑрша пула Варя Трофимова хама ытти сестрасемпе, рентгенологпа, аслӑ врачӑн арӑмӗпе тата ыттисемпе те паллаштарнӑ чухнех кӑмӑл пӑтранчӗ манӑн, хӑсассӑм килчӗ.

Кунта пит-куҫран суранланнӑ ҫынсем выртатчӑҫ. Эпӗ килсе кӗрсенех пӗр ҫамрӑк ҫынна йӑтса кӗчӗҫ, унӑн пӗтӗм питне-куҫне мина вӑтӑрса кайнӑ…

Ҫак ҫынсене пӑхнӑ май, вӗсене лӑплантарса та шанчӑк парса тӑмаллаччӗ, ку темӗнех мар-ха, ку пысӑк инкек мар, пит ҫинче ҫӗвӗ юлсан та чӑтса кӑна ирттермелле, вара нимӗнле паллӑ та юлмасть, тесе йӑпатмаллаччӗ манӑн вӗсене — ун ҫинчен эпӗ иккӗмӗш кунхине-и, е виҫҫӗмӗш кунхине ӗҫленӗ чух-и туйса илтӗм. Унтан вара манӑн полевой хирургӑн клиникинче ӗҫлемелле пулчӗ, кунта та аманнӑ ҫынсен пит-куҫӗ ӗмӗрлӗхех пӑсӑлса юласран хӑранине пытарса тӑма ҫукчӗ, госпитальтен тухса каяс умӗн вӗсем чи малтанах илемне ҫухатнӑ пит-куҫне куратчӗҫ те куҫкӗскисем умне пырса темӗнччен пӑхса тӑратчӗҫ, хӑйсене вара кӑлӑхах чипертерех сӑн кӗртме, илемлетме тӑрӑшатчӗҫ…

Хӑш чухне тата эпир пӗр улталамасӑр «нимӗн те палӑрас ҫук» тесе калаттӑмӑр. Сӑмахран, эпӗ унччен малтан нихҫан та ҫӗнӗ сӑмса лартасси ҫинчен, е тиртен пӗр татӑк касса илсе пите сапласси ҫинчен шухӑша та илмен. Кайран ҫавна мӗн чухлӗ курма тӳрӗ килчӗ-ши? Малтанхи перевязкӑсенче аманнӑ ҫыннӑн питне-куҫне курсан хӑраса ӳкмелле, ӗмӗрлӗхех илемсӗр тӑрса юлнӑ тейӗн ҫав, унтан ик-виҫӗ уйӑх иртет те хӑй чаҫне тухса каяс умӗн хайхискерӗн иртнӗ суранӗсенче хӑшпӗр йӗрсем кӑна кӑшт курӑнкалаҫҫӗ.

Стоматологически клиникӑра ӗҫлемешкӗн малтанхи вӑхӑтра мана пушшех те йывӑрччӗ, йывӑррине пула хавасланаттӑмччӗ те эпӗ, кашни калас сӑмахӑма шухӑшласа каламаллаччӗ, чӗрене пите йывӑр пулсассӑн та хама ҫирӗп тытма пӗлмеллеччӗ.

Петьӑсен чаҫӗ университетсем вырнаҫнӑ ҫӗрте, шыв хӗрринче тӑратчӗ. Ачасене ӑсатса ярсанах Петя халӑх ополченине ҫырӑнчӗ. Вӑхӑтӑм пӳр чухне эпӗ ун патне кӗркелеттӗм те вара эпир ҫурт хӗрринчи пӗренесем ҫине тухса лараттӑмӑр, е Филологически институт патӗнчен пуҫласа Сфинксем патне ҫити уткаласа ҫӳреттӗмӗр. Ытти палӑксене куҫарса кайнӑччӗ ӗнтӗ, е хӑйӑрлӑ михӗсен хушшине туса пытарнӑччӗ, Сфинксем вара темшӗн ӗлӗкхи пекех, тахҫан 1941-мӗш ҫулхи июнӗн 22-мӗшченхи мирлӗ кунсенчи пекех выртатчӗҫ. Нева хӗрринче вӗсем ҫынсен салху ӗҫхӗлне нимӗн чухлӗ уямасӑрах пӑхса выртатчӗҫ, куҫӗсем ытла чарӑлнӑччӗ хӑйсен, малти урисем ҫӗкленерех тӑратчӗҫ. Петя сӑнарӗ, ҫав Сфинксем ҫине пӑхса тӑнӑ май, ырӑ кӑмӑллӑн та чеереххӗн курӑнатчӗ.

— Ҫакӑнни пек ура тума пӗлмелле те, вара вилсен те юрать, — теплерен хускатрӗ вӑл пӗррехинче. Ҫак гениллӗ малти ура мӗне пӗлтернине Петя вӑрахчен, питӗ интереслӗн каласа пачӗ.

Эпир Розалия Наумовнӑпа иксӗмӗр унӑн мӗнпур кӗпи-йӗмне ҫуса юсаса патӑмӑр, анчах вӑл, батальонран илнӗ кӗпи начарччӗ пулин те, нимӗн те илсе каймарӗ. Вӑл епле пулсан та хӑвӑртрах чӑн-чӑн салтак пуласшӑн тӑрӑшатчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех