Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунулттӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Саккӑрмӗш пай. Саня Григорьев каласа пани. Кӗрешер те шырар

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.22 22:08

Пуплевӗш: 64; Сӑмах: 724

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Йышӑну

Вӑл кайрӗ те эпӗ унӑн ҫулахи пушӑ хваттерӗнче, кунта никам та пурӑнман пек ҫӗрте, пӗр-пӗччен тӑрса юлтӑм. Виҫӗ пысӑк пӳлӗм, пуринче те хам хуҫа пулса тӑтӑм. Кунта вара уткаласа ҫӳресе хамӑн кӑмӑл ҫитнӗ таран шухӑшлама пултараттӑм. Р. вунпилӗк сехетре таврӑнма шутлатчӗ, вӑл килсессӗн эпӗ пӗр кӗске сӑмах ҫеҫ: юрӗ, темеллеччӗ.

Е тепӗр сӑмаха, вӑрӑмраххине:
— Килӗшейместӗп, — темеллеччӗ манӑн.

Ҫак якӗ сӑмах хушшинче кансӗр те ытла вӑрӑм ҫул курӑнать, ун тӑрӑх эпӗ, кана-кана, утнӑҫемӗн утрӑм, ҫапах та вӗҫӗ-хӗрри курӑнмасть!

Нимӗҫсем эпӗ вырнаҫнӑ района перкелесех тӑратчӗҫ. Чи малтанхи хут тӗрӗслес майпа персе пӑхнӑ шрапнель паҫӑрах ӳксе ваннӑччӗ, ҫапах тӗтӗм карӑмӗ васкамасӑр сирӗлсе Литейнӑй кӗпер ҫийӗн ҫакӑнса тӑратчӗ-ха. Паҫӑр инҫетре ӳксе ҫурӑлнӑ снарядсен сассисем сасартӑк ҫывхара пуҫларӗҫ — сылтӑмран сулахаялла, квартӑлсем урлӑ майсӑр пускаласа тӳрех ҫак ҫурт патнелле, ҫак эпӗ хамӑн «юрӗ» е «килӗшейместӗп» тенӗ пӗр-пӗринчен вӗҫӗмсӗр инҫетре тӑракан сӑмахсен хушшинче аташса ҫӳренӗ ҫӗре ҫывхарчӗҫ.

…Тен эпӗ ачасем пурӑнмалли пӳлӗмреччӗ пулӗ. Хӑрах куҫлӑ тетте, хура упа, пуҫне салхуллӑн сӗнксе шкап тӑрринче ларать, кӗтесре роллер выртать, лутра ҫавра пукан ҫинче темӗнле коллекцисем пуҫтарнӑ, — вара эпӗ Р. пӗчӗк чухне мӗнле пулнине тӗшмӗртсе чухларӑм — ҫавӑн пекех вичкӗн те виҫеллӗ хӗрӳ, ҫӳҫне малалла казакла усӑнтарса янӑ, ҫавра питлӗ. Ҫак пӳлӗмре эпӗ «юрӗ» е «килӗштерейместӗп» тенӗ сӑмахсене манса, канса тӑраттӑм. Кунта ӗнтӗ тахҫан Катьӑпа иксӗмӗр Ленинградра епле майпа ҫуртӑмӑра тирпее кӗртме ӗмӗтленни ҫинчен шухӑшлама та юратчӗ. Ӑҫта ҫурт, унта ачасем те пулаҫҫӗ.

Снарядсем ӳксе ҫурӑлни ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарать. Пӗри акӑ юнашарах ӳкрӗ, алӑксем яри уҫӑлчӗҫ, таҫги чӳрече кӗленчисем савӑнӑҫлӑн янраса тӗпренчӗҫ. Шӑплансанах урамра такам ури сасси илтӗнчӗ. Чӳречерен пӑхрӑм та сӑнран-питрен улшӑннӑ икӗ ачана курах кайрӑм, вӗсем пӳртелле чупса кӗнӗ пек туйӑнчӗ мана. Аха вӗсем пӗрне-пӗри хуса ҫитрӗҫ, пӗрремӗш иккӗмӗшне ҫурӑмӗнчен лӑпкаса ҫапрӗ те кула-кулах каялла ҫавӑрӑнчӗ. Вӗсем пятнашкӑлла вылятчӗҫ.

…Р. вунпилӗк сехетре таврӑнмалла, вара ӑна эпӗ:
— Юрӗ, — тейӗп.

Ҫур ҫул хушши ӗҫсӗр аптраса пурӑнни — вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче кашни Совет ҫыннишӗнех мӑшкӑллӑ япала — пулман пекех! Эпӗ Ҫурҫӗре каятӑп. Ҫак ҫулсенче вӑл маншӑн мӗн чухлӗ инҫетре, ҫаван чухлӗ мана ытларах та ытларах илӗртет. Элле эпӗ, хам пултарнӑ таран, Хӗвелтухӑҫӗнче те, Кӑнтӑрта та ҫапӑҫмарӑм-и? Анчах Ҫурҫӗре, хам пӗлсе ҫитнӗ, хам юратнӑ ҫӗршыва, каймаллах.

Вара сасартӑк чарӑнтӑм та эпӗ, хама хам:
— Катя, — терӗм.

Ӑна хӑварса каймалла-и? Инҫете те нумайлӑха? Петьӑна та шырама тытӑнмасӑр — тен унӑн, кам пӗлет, полевой почта номерӗ ҫеҫ улшӑннӑ пулӗ? Ӑна ҫакӑнта, Ленинградра, Ленинград фронтӗнче урӑх шырамалла та мар-и-ха? Катя эвакуаципе кирек ӑҫталла тухса каяс пулин те Нина Капитоновнӑпа тата Петьӑпа епле майпа пулсан та ҫыхӑну тытма тӑрӑшнах пулӗччӗ ӗнтӗ. Тата ҫав аран палӑракан йӗре те ҫухатас-им ӗнтӗ, тен шӑпах ҫав йӗр Катя асапланса та тертленсе пурӑнакан ҫӗре ертсе пырать-тӗр.

Татрӑм шухӑша! Тата ик-виҫ кунлӑха эпӗ Ленинградрах юлатӑп. Катьӑна шыраса тупатӑп та, унтан Ҫурҫӗре тухса каятӑп.

Р. вунпилӗк сехетре таврӑнчӗ. Эпӗ хам шухӑша ӑна пӗлтертӗм. Вӑл мана итлесе пӗтерчӗ те ман вырӑнта вӑл хӑй те ҫавӑн пек шут тытнӑ пулӗччӗ терӗ.

— Анчах Мускава эпир пӗрлех ҫитмелле. Управленире сире эпӗ хамӑрпа ӗҫлекеннисен шутне кӗртмелле тӑвӑп, унтан вара Слепушкин сире килйыш ӗҫне туса пӗтерме тесе икӗ эрнелӗхе отпуск парӗ. Мӑшӑр тени вӑл — халама кӑна ҫӑмӑл вӗт! Мӗнле арӑм-ха тата! Эп астӑватӑп-ҫке Екатерина Ивановнӑна. Ӑслӑ ҫын вӑл, ырӑ чӗреллӗ, пӗр сӑмахпа каласан, ытарса илме ҫук!

___________

Тепӗр кунхине Петроградскине таврӑнса 79-мӗш номерлӗ ҫуртра пурӑнакансем патне кӗрсе тухни ҫинчен, художествосен Академине кӗрсе Петя ӑҫта иккенне ыйтса пӗлни ҫинчен каламӑп та эпӗ. Петя аманнӑ хыҫҫӑн Васильевскри госпитальте выртнине ҫеҫ пӗлтӗм эпӗ. Косточкин скульптор ун патӗнче пулкаланӑ та, анчах ҫав скульптор выҫӑпа вилнӗ, Петя вара, сас-хура ҫӳренӗ тарӑх, каллех фронта кайнӑ. Худфондӑн ачасен лагерӗ адресӗпе янӑ хамӑн ҫырусем мӗншӗн ҫитменни ҫинчен те каламӑп, вӑл лагерь Новосибирск таврашне эвакуаципе тухса кайнӑ. Ованесян доктор манпа пӗрле райсовета ҫитсе, ҫын хутне кӗресшӗн тӑрӑшман пӗр хулӑнламас йӗркесӗр ҫынна ятласа илни ҫинчен те каламӑп.

Январьте эшелонсем Ярославль еннелле кайнӑ, Ленинград ҫыннисем валли унта уйрӑм больницӑсем тунӑ пулнӑ. Ку тӗрӗсси пирки нимӗнле иккӗленӳ те ҫукчӗ ӗнтӗ. Хам курнӑ Ленинград ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, Катьӑна шӑпах Ярославльте шырамаллаччӗ манӑн. Ҫакӑ тӗрӗс иккенне мана икӗ япала ҫирӗплетсе пачӗ. Пӗрремӗшӗ, Худфонд лагерӗ иккӗмӗш эвакуаципе тухса кайиччен Ярославль облаҫӗнчи Ҫӗрӗк Яр ялӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ. Иккӗмӗшӗ, стоматологически клиникин машинистки, Лукерья Ильинишна ятлӑскер вӑл, мана сасартӑк хӑй асне илнине пӗлтерчӗ: Трофимова доктор Катьӑна шӑпах Ярославле ӑсатнӑ иккен.

— Тупата турӑҫӑм, — терӗ вӑл ӳкӗннӗ май, — ҫакӑн пек ӗҫре улталӑп-ши вара? Асӑм чакнипе кӑна маннӑ эпӗ, ӑс чакни вӑл пӗр пӗрчӗ сахӑр ҫименнинчен килет. Ҫиместӗп те-ха, ҫапах аса илтӗм акӑ! Эпӗ калатӑп сире — ӑна эсир Ярославльте тупатӑрах.

Р. самолечӗ ҫурҫӗр вӑхӑтӗнче вӗҫсе каятчӗ. Телефонпа калаҫса татӑлтӑмӑр та вӗҫсе каяс умӗн вунӑ минут маларах ҫитсе тӑтӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех