Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх

Пай: Капитан хӗрӗ

Автор: Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка

Ҫӑлкуҫ: Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хушнӑ: 2019.09.05 09:56

Пуплевӗш: 207; Сӑмах: 1899

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пахчари пирӗн улмуҫҫийӗн
Тӑрри те ҫук унӑн, ҫук туратти те;
Пирӗн те хӗрӗн, княгинюшкӑн,
Ашшӗ те ҫук унӑн, ҫук амӗш те.

Кам тумлантарӗ-ши ӑна,
Камах пиллӗх парӗ-ши?

Туй юрри.

Кибитка комендант пӳрчӗ умне пырса тӑчӗ. Пугачев шӑнкӑравӗн сассине илтнипе, пирӗн хыҫҫӑн халӑх кӗпӗрленсе чупса пычӗ. Самозванеца Швабрин крыльцо ҫине тухса кӗтсе илчӗ. Хӑй вӑл казакла тумланнӑ, сухалне ӳстерсе янӑ. Пугачева ҫак сутӑнчӑк кибиткӑран тухма пулӑшрӗ. Хӑйӗн суя савӑнӑҫне, юрама тӑрӑшнине кӑтартас тесе, киревсӗррӗн йӑпӑлтатать. Мана курсассӑн, вӑл темле шикленерех тӗлӗнсе тӑчӗ, анчах та часах йӗркене кӗрсе: ««Эсӗ те пирӗнпе-и? Тахҫанах ҫапла кирлӗ!» — тесе, мана алӑ пама аллине тӑсрӗ. Эпӗ унтан пӑрӑнтӑм та пӗр сӑмах та чӗнмерӗм.

Хама ҫывӑх, тахҫантанпах хӑнӑхнӑ пӳлӗме кӗрсессӗн, уйрӑмӑнах тата вӗлернӗ комендантӑн дипломӗ, иртнӗ вӑхӑтӑн салхуллӑ эпитафийӗ пек, стена ҫинче ҫакӑнса тӑнине курсассӑн, манӑн чӗре ыратса кайрӗ. Арӑмӗ мӑкӑртатса ҫӳренипе ывӑннӑ Иван Кузмич тӗлӗрсе ларма юратнӑ диван ҫине Пугачев пырса ларчӗ. Швабрин ӑна хӑй аллипех эрех пырса тыттарчӗ. Пугачев черккене ҫавӑрса хучӗ те ман еннелле кӑтартса: «Его благородине те хӑна ту», терӗ. Швабрин ман пата хӑйӗн подносне ҫӗклесе пычӗ; анчах та эпӗ унтан иккӗмӗш хут ӗнтӗ пӑрӑнтӑм… Ӑна хӑй те хӑй пек маррӑн туйӑнать. Кирек-мӗне те часах тавҫӑрса илме пултараканскер, вӑл, паллах, Пугачев ӑна темшӗн кӑмӑлламаннине сисрӗ. Унран хӑрать хӑй, ман ҫине шанмасӑртарах пӑхкаласа илет. Пугачев крепӑҫре ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен, тӑшман ҫарӗсем енӗпе мӗнле хыпар-хӑнар ҫӳренине тата ыттине те ыйтса пӗлчӗ те, сасартӑк, кӗтмен ҫӗртенех Швабрина:

— Каласа пар-ха, шӑллӑм, хурал аллинче мӗнле хӗре усратӑн эсӗ? Кӑтарт-ха мана ӑна? — терӗ.

Швабрин вилнӗ ҫын пек кӑвакарса кайрӗ.

— Государь… вӑл хурал аллинче мар… вӑл чирлӗ… светлицӑра выртать вӑл, — терӗ йӗтӗрекен сассипе.

— Илсе кай мана ун патне, — терӗ самозванец, ура ҫине тӑрса. Сӑмахпа ирттерме, ӳкӗтлесе тӑма нимле май та ҫук. Швабрин Пугачева Марья Ивановна светлицине илсе кайрӗ. Эпӗ вӗсем хыҫҫӑн утрӑм.

Швабрин пусма картлашки ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

— Государь! Эсӗ манран мӗн тенӗ ӑна ыйтма тивӗҫлӗ; вӑл сирӗн ирӗкӗр, — анчах та ют ҫынна ман арӑм ҫывӑракан пӳлӗме кӗртме ан хушӑр, — терӗ вӑл.

Ҫиллӗме шӑнараймасӑр чӗтренсе илтӗм эпӗ.

— Эсӗ апла авланнӑ иккен! — терӗм эпӗ Швабрина, ӑна туртса ҫурас патне ҫитсе.

— Ерипен эсӗ! — тесе пӳлчӗ мана Пугачев. — Вӑл манӑн ӗҫ, — терӗ вӑл, Швабрин енне ҫаврӑнса. — Эсӗ ытлашши пӑркаланса, ытлашши ӑсла персе ан тӑр, арӑму-и вӑл санӑн, арӑму мар-и, эпӗ акӑ ун патне кампа кӗрес тетӗп, ҫавна илсе кӗртетӗп. Ваше благородие, ут ман хыҫҫӑн.

Светлица алӑкӗ умӗнче Швабрин каллех чарӑнса тӑчӗ. Тытӑнчӑклӑ сассипе сӑмах хушрӗ.

— Государь, сире малтанах каласа хуратӑп, вӑл халӗ чирлӗ, йывӑр выртать. Пӗҫертсе пӑрахнипе виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ пӗр чарӑнмасӑр аташать.

— Уҫ! — терӗ Пугачев.

Швабрин кӑсьисенче шыракаланҫи турӗ те ҫумра ҫӑраҫҫи ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗ. Пугачев пӗррех тапрӗ алӑка; ҫӑра татӑлса ывтӑнчӗ; алӑк уҫӑлчӗ те, эпир кӗтӗмӗр.

Кӗнӗ-кӗмен пӑхса илтӗм те эпӗ, тӗлӗнсе хытсах кайрӑм. Урайӗнче шурса, ырханланса кайнӑ Марья Ивановна ларать, вӑл хресчен хӗрарӑмӗсен ҫӗтӗк-ҫурӑк платьипе, ҫӳҫне-пуҫне тӑмаласа пӗтернӗ. Умне кӑкшӑмпа шыв лартнӑ, ун ҫине пӗр чӗл ҫӑкӑр хунӑ. Мана курсан, вӑл шартах сикрӗ те кӑшкӑрса ячӗ. Мӗскер пулчӗ мана ку самантра — астумастӑп.

Пугачев Швабрин ҫине йӳҫҫӗн тӑрӑхласа пӑхса илчӗ:

— Аван мӗн санӑн лазарет! — терӗ. Унтан Марья Ивановна патне ҫывхарса: — Кала-ха, кӑвакарчӑнӑм, мӗншӗн сана упӑшку асаплантарать? Мӗнпе айӑпа кӗтӗн-ха эсӗ ун умӗнче? — терӗ.

— Ман упӑшкам! — тесе илчӗ вӑл, тӗлӗнсе. — Вӑл ман упӑшка мар! Эпӗ нихӑҫан та унӑн арӑмӗ пулассӑм ҫук. Мана унран хӑтармаҫҫӗ пулсан, эпӗ лучше вилме сӑмах панӑ, вилетӗп те, — терӗ.

Пугачев Швабрин ҫине хаяррӑн пӑхса илчӗ:

— Эсӗ мана суйса улталама хӑйрӑн пулать! Сана ҫакӑншӑн мӗн тивӗҫҫине пӗлетне эсӗ, ӗҫсӗр аптӑранӑскер? — терӗ.

Швабрин чӗркуҫланса ларчӗ… Ҫав самантра ҫилӗпе курайманлӑх вырӑнне ман ӑшчике темле йӗрӗнӳ ҫавӑрса илчӗ. Таркӑн казак ури умӗнче йӑваланакан дворянин ҫине пӑхса, эпӗ йӗрӗнсе тӑтӑм. Пугачев ҫемҫелчӗ.

— Пӗррелӗхе каҫаратӑп сана, анчах та асту, ӑҫта та пулин тепӗр хут айӑпа кӗрсессӗн, ку ӗҫ те асра пулать, — терӗ вӑл Швабрина. Унтан Марья Ивановна енне ҫаврӑнса, ӑна кӑмӑллӑн: — Тухах, сарӑ хӗр; сана ирӗк паратӑп. Эпӗ — государь, — терӗ.

Марья Ивановна хӑвӑрттӑн ун ҫине пӑхрӗ те умра хӑйӗн ашшӗ-амӑшне вӗлерекен тӑнине палласа илчӗ. Аллисемпе пит-куҫне хупларӗ те вӑл, ӑнсӑр пулса ӳкрӗ. Эпӗ ӑна пулӑшма васкарӑм. Ҫав самантрах пӳлӗме эпӗ тахҫанах пӗлсе тӑракан Палаша хӑюллӑн хирӗнсе кӗчӗ те хӑйӗн барышнине пӑхма, тирпейлеме пуҫларӗ. Пугачев светлицӑран тухрӗ, виҫсӗмӗр пӗрле хӑна пӳлӗмне антамӑр.

— Ну, мӗнле, ваше благородие? Хӑтартӑмӑр-и сар хӗре! — терӗ Пугачев кулкаласа. — Мӗн тейӗн эсӗ, пупа чӗнтерсе, ӑна хӑй тӑванӗн хӗрне минчет тума хушас мар-и? Эпӗ хӑйматлӑх ашшӗ пулма пултарӑп. Швабрин кӗҫӗн кӗрӳ пулӗ. Ӗҫетпӗр-ҫиетпӗр, ташласа сиксе, хапхасене питӗретпӗр!

Эпӗ шикленсе тӑни чӑнахах сиксе тухрӗ. Пугачев сӗнӗвӗсене илтнӗ хыҫҫӑн, Швабрин хӑйне хӑй тытайми пулса ҫитрӗ.

— Государь! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл, темӗн пулнӑ пек. — Эпӗ айӑплӑ, эпе сире суйрӑм; анчах сире Гринев та улталать. Ку хӗр кунти пуп тӑванӗн хӗрӗ мар: вӑл ҫак крепӑҫе илнӗ хыҫҫӑн ҫакса вӗлернӗ Иван Мироновӑн хӗрӗ, — терӗ.

Пугачев хӑйӗн вутпа ҫунса тӑракан куҫӗсемпе ман ҫинелле тӗллесе пӑхрӗ.

— Ку тата мӗне пӗлтерет? — тесе ыйтрӗ вӑл манран, ӑнланса илеймен пек.

— Швабрин сана тӗрӗссине каларӗ, — терӗм эпӗ ҫирӗппӗн.

— Эсӗ мана малтан ун пек каламарӑн-ҫке, — терӗ Пугачев, пит-куҫне тӗксӗмлентеререх.

— Шутласа пӑх-ха хӑвах, — терӗм эпӗ ӑна, — Миронов хӗрӗ чӗрӗ, тесе калама юратчӗ-и вара санӑн ҫыннусем умӗнче? Вӗсем ӑна кышласа ярӗччӗҫ. Ӑна нимпе те ҫӑлма пулас ҫукчӗ?

— Ку та тӗрӗсех, — терӗ Пугачев, кулкаласа. — Манӑн ӗҫке юратакан ҫыннӑмсем мӗскӗн хӗре шеллесе тӑрас ҫукчӗ. Кумушка попадья вӗсене улталани пит те аван пулнӑ.

— Итле-ха, — терӗм эпӗ, вӑл халӗ лайӑх кӑмӑллине кура, — сана мӗн тесе чӗнсен аваннине пӗлместеп, ӑна пӗлесшӗнех те мар… Анчах эсӗ маншӑн тунӑ ӗҫшӗн эпӗ хам пурнӑҫӑмпа та тӳлеме хатӗррине турӑ курать. Анчах хамӑн чыслӑха тата христиан совӗҫне хирӗҫлемелли ӗҫ тума ҫеҫ ан хуш. Эсӗ мана ырӑ тӑваканӑм. Пӗрре тытӑннӑ пекех туса ҫитер ӗнтӗ ӗҫе: мана ҫак мӗскӗн тӑлӑхпа пӗрле, турӑ пире ӑҫта кӑтартать — ҫавӑнта кайма ирӗк пар. А эпир, эсӗ ӑҫта пулас пулин те, е мӗн пулас-тӑвас пулин те, пурпӗрех куллен санӑн ҫылӑхлӑ чунна ҫӑлӑнӑҫ кӳме ыйтса турра кӗлтӑвӑпӑр… Пугачевӑн хаяр чунӗ ҫемҫелнӗ пек туйӑнчӗ.

— Юрӗ эппин, эсӗ каланӑ пек пултӑр! — терӗ вӑл. — Ҫакас-тӑк ҫакас, каҫарас-тӑк каҫарас: манӑн йӑли ҫавнашкал. Илех апла эсӗ ху савнӑ чипер хӗре. Ӑҫта илсе каяс тетӗн — унта илсе кай; турӑ сире юрату та телей патӑр!

Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл Швабрин енне ҫаврӑнчӗ те мана хӑй аллинчи мӗнпур заставӑсемпе крепӑҫсене кӗмелли пропуск пама хушрӗ. Швабрин, тӗппипех пӗтнӗн туйӑнса, юпа пек хытса тӑчӗ. Пугачев крепӑҫе тӗрӗслесе пӑхса тухма кайрӗ. Швабринӑн унпа пӗрле каймалла пулчӗ. Эпӗ ҫула хатӗрленес сӑлтавпа юлтӑм.

Чупса кайрӑм эпӗ светлицӑна. Алӑксене питӗрнӗ пулнӑ. Эпӗ шаккарӑм.

— Кам унта? — ыйтрӗ Палаша. Эпӗ хам ҫинчен пӗлтертӗм. Алӑк хыҫӗнче Марья Ивановнӑн кӑмӑллӑ ҫемҫе сасси илтӗнчӗ.

— Тӑхтӑр-ха, Петр Андреич. Эпӗ тумланатӑп. Акулина Памфиловна патне кайӑр; эпӗ те халех унта пулатӑп, — терӗ.

Эпӗ, вӑл каланине итлесе, отец Герасим ҫуртне кайрӑм. Пупӗ те, майри те мана хирӗҫ чупса тухрӗҫ. Савельич вӗсене систерме ӗлкӗрнӗ те иккен. Майрийӗ сӑмах пуҫларӗ.

— Сывӑ-и, Петр Андреич? Турӑ каллех курма пӳрчӗ. Эпир сирӗн ҫинчен кулленех аса илеттӗмӗр. Марья Ивановна акӑ кунта сирӗнсӗр тем те пӗр курса пӗтрӗ, мӗскӗнӗм… Каласа парӑр ӗнтӗ, тӑванӑмӑр, тархасшӑн, Пугачевпа тата эсир епле килӗштерме пултартӑр! Епле-ха пуҫтарса хумарӗ вӑл сире? Ырӑ ӗҫ, куншӑн та тав-ха ӑна, эсреле.

— Ҫитӗ, карчӑкӑм, — тесе чарчӗ ӑна отец Герасим. Ху мӗн пӗлнине пӗтӗмпех ан суйса кӑтарт ӗнтӗ. Ҫӑлӑнӑҫ тени вӑл нумай пакӑлтатнинче мар. Батюшка Петр Андреевич! кӗрӗрех, хапӑл туса чӗнетпӗр. Нумай пулать курманни, нумай.

Пуп майри мана, мӗн турӑ пӳрнӗ унпала тенӗ пек, хӑналантарма тытӑнчӗ. Хӑй ҫав хушӑрах чарӑна пӗлми пакӑлтатать. Вӑл мана Марья Ивановнӑна Швабрин вӗсем патӗнчен мӗнле майпа ирӗксӗрлесе илсе кайни ҫинчен, Марья Ивановна пит те йӗрни тата вӗсенчен уйӑрӑласшӑн пулманни ҫинчен, Марья Ивановна вӗсемпе пӗр чарӑнмасӑрах Палаша (харсӑр та ҫивӗчскер, уряднике те хӑй шӑхличипе ташлатакан хӗр) урлӑ ҫыхӑну тытни ҫинчен, вӑл Марья Ивановнӑна ман пата ҫыру ҫырма канаш панине тата ытти ҫинчен те пӗлтерчӗ.

Эпӗ ӑна кӗскен хам историне каласа патӑм. Пуппа майри Пугачев вӗсен ултавне, Марья Ивановна пирки суйнине, пӗлни ҫинчен илтсессӗн, сӑхсӑхса илчӗҫ. «Пирӗнпе хӗрес вӑйӗ! Тӑвӑл пӗлӗтне аяккалла сирех, ҫӳлти турӑ. Апла-иҫ вӑл Алексей Иваныч, аван хураҫи иккен вӑл, калама та ҫук!» — терӗ Акулина Памфиловна. Ҫав самантрах алӑк уҫӑлчӗ те, Марья Ивановна кӗрсе тӑчӗ. Унӑн шурса кайнӑ пичӗ ҫинче темле кӑмӑллӑ йӑлкӑшу тӑрать. Вӑл халӗ паҫӑр тӗл пулнӑ чухнехи пек хресчен хӗрарӑмӗн кӗпипе мар, ӗлӗкхи пек лайӑх, кӑмӑла килмелле тумланнӑ.

Эпӗ ӑна аллисенчен тытса илтӗм те чылайччен пӗр сӑмах та калаймасӑр тӑтӑм. Чӗресем тулса ҫитнипе, иксӗмӗр те сӑмах чӗнейместпӗр. Пирӗн халӗ вӗсемпе калаҫса тӑма вӑхӑт ҫуккине туйса, кил хуҫисем тухса кайрӗҫ. Эпир иксӗмӗрех юлтӑмӑр. Пурне те мантӑмӑр эпир. Вӗҫӗмсӗр калаҫатпӑр, калаҫса пӗтерейместпӗр. Крепӑҫа туртса илнӗренпе мӗн пулни-иртнине Марья Ивановна пӗтӗмпех каласа пачӗ; ҫав тери йывӑр чӑтма тивнине, путсӗр Швабрин ӑна тем тӗрлӗ асаплантарса пӗтернине каларӗ. Эпир ӗлӗкхи телейлӗ вӑхӑта та аса илтӗмӗр… Тата йӗрмеллипех йӗретпӗр иксӗмӗр те… Юлашкинчен эпӗ малалла хам мӗн тума шухӑшланине калама тытӑнтӑм. Пугачев аллине лекнӗ, ҫитменнине тата Швабрин пуҫ пулса тӑракан крепӑҫре ӑна юлма нимӗнле май та ҫук. Оренбург ҫинчен шутласан та майлӑ мар. Ҫутҫанталӑкра вӑл халӗ пӗр тӑвансӑр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Эпӗ ӑна яла, хам аттесем патне кайма сӗнтӗм. Малтанах вӑл иккӗленсе тӑчӗ, мӗншӗн тесен ӑна атте хӑйне кӑмӑллас ҫуккине пӗлсе тӑни шиклентерет. Эпӗ ӑна лӑплантартӑм. Тӑван ҫӗршывшӑн тивӗҫлӗн ҫапӑҫса вилнӗ герой ҫарҫынни хӗрне атте телей вырӑнне хурсах йышӑнасса эпӗ пӗлсех тӑратӑп. — Юратнӑ Марья Ивановна! — терӗм эпӗ юлашкинчен. — Сана хам мӑшӑрӑм тесе шутлатӑп эпӗ. Тӗлӗнмелле ӗҫсем килсе тухса, пире уйӑрӑлмалла мар пӗрлештерчӗҫ: пире ҫак тӗнчере ӗнтӗ нимӗн те уйӑраяс ҫук. — Марья Ивановна ним пулман пек, чееленсе иленҫи пулса аппаланмасӑр, е юри сӑлтав шыракаласа тӑмасӑр-мӗнсӗрех, эпӗ каланисене итлесе тӑчӗ. Анчах та вӑл леш сӑмахах тепӗр хут каларӗ: аҫу-аннӳ килӗшсе ирӗк парсассӑн ҫеҫ санӑн арӑму пулатӑп, — терӗ. Эпӗ куна хирӗҫлемерӗм те. Чунтан-вартан, вӗрийӗн чуптурӑмӑр эпир пӗр-пӗрне. Ҫапла вара пирӗн хушӑри сӑмахсем пурте татӑклӑ пулса тӑчӗҫ.

Тепӗр сехетрен урядник ман пата Пугачев чӗрмеклекелесе алӑ пуснӑ пропуска илсе пычӗ. Вӑл мана унӑн ячӗпе ун патне пыма чӗнчӗ. Эпӗ пынӑ ҫӗре вӑл ҫула тухма хатӗрленсе ҫитнӗ-мӗн. Ҫак этемпе, манран пуҫне ыттисемшӗн пуриншӗн те усал та хӑрушӑскерпе, уйӑрӑлнӑ чухне, манӑн мӗнле сисӗм-туйӑмсем пулни ҫинчен каласа пама та пӗлейместӗп. Тӗрӗссине мӗншӗн тӳрех калас мар? Ҫав самантра кӑмӑлӑм мана хытах ун еннелле туртрӗ. Ӑна манӑн хӑй ертсе пыракан усал ҫынсен аллинчен питех те хӑтарас килчӗ, халӗ, кая юлсах кайман чухне, унӑн пуҫне ҫӑлас килчӗ. Анчах та Швабрин тата таврара кӗпӗрленсе тӑракан халӑх ҫак хамӑн чӗрӗмре мӗн пуррине ӑна тӗппипех каласа пама кансӗрлерӗҫ.

Эпир пӗр-пӗринчен тӑванпа тӑван пек уйӑрӑлтӑмӑр. Пугачев халӑх хушшинче Акулина Памфиловнӑна асӑрхарӗ иккен те, ӑна пӳрнипе юнаса хытах куҫ хӗсрӗ. Унтан кибитка ӑшне ларчӗ те Бердӑна ҫул тытма хушрӗ. Лашасем вырӑнтан тапрансассӑн, вӑл тепӗр хут кибиткӑран пуҫне кӑларса, мана: «Сывӑ пул, ваше благородие! Хӑҫан та пулин, тен, пӗр-пӗрне курӑпӑр», — терӗ. Эпир унпа чӑнахах та тӗл пултӑмӑр. Анчах ӑҫта, мӗнле тӗл пулма тӳрӗ килчӗ!..

Пугачев кайрӗ. Шурӑ ҫеҫенхирелле, унӑн тройки ярӑнса пынӑ еннелле, эпӗ нумайччен пӑхса тӑтӑм. Халӑх ерипен саланчӗ. Швабрин таҫта кайса кӗчӗ. Эпӗ пуп килҫуртне таврӑнтӑм. Пире тухса кайма мӗн кирлине пурне те хатӗрлесе ҫитернӗ; эпӗ тек вӑхӑта ирттерсе тӑрасшӑн пулмарӑм. Мӗнпур пурлӑхӑмӑра комендантӑн кивӗ урапи ҫине тиенӗ. Ямшӑксем часах лашисене кӳлсе те тӑратрӗҫ. Марья Ивановна чиркӳ хыҫне пытарнӑ хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗн вилтӑприйӗсемпе сывпуллашса уйӑрӑлма кайрӗ. Эпӗ те унпа пӗрле унта каясшӑн пултӑм, анчах та вӑл хӑйне пӗччен хӑварма ыйтрӗ. Темиҫе минутран вӑл пӗр сассӑр-мӗнсӗр куҫҫульне юхтарса таврӑнчӗ. Пирӗн ума кибиткӑллӑ лав пырса тӑратрӗҫ. Отец Герасимпа майри крыльцо ҫине тухрӗҫ. Кибиткӑна эпир виҫҫӗн: Марья Ивановна, Палаша тата эпӗ кӗрсе лартӑмӑр. Савельич ларчӑк ҫине вырнаҫрӗ. «Сывӑ пул, Марья Ивановна, юратнӑ кӑвакарчӑнӑм! Сывӑ пулӑр, Петр Андреич, пирӗн ӑмӑрткайӑкӑмӑр! Телейлӗ ҫул пултӑр, турӑ сире иксӗре те телей патӑр!» — терӗ ӑшӑ кӑмӑллӑн пуп майри. Эпир тапранса кайрӑмӑр. Комендант пӳрчӗн чӳречи умӗнче Швабрин тӑнине куртӑм эпӗ. Унӑн пичӗ ҫинче темле тӗксӗм хаярлӑх капланса тӑни сисӗнчӗ. Хам ҫӗнсе аяла тунӑ тӑшманран савӑнса тӑрӑхлас килмерӗ манӑн. Куҫӑмсене урӑх еннелле куҫартӑм. Акӑ, крепость хапхинчен тухрӑмӑр та эпир, Белогорск крепӑҫӗнчен ӗмӗрлӗхех уйӑрӑлтӑмӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех