Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вуннӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Пиллӗкмӗш пай. Чӗре патне

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.09 10:14

Пуплевӗш: 89; Сӑмах: 1110

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Сивцев-Вражкӑра

Халиччен вӑл Петька пурӑнакан Мускавӑн пӗр-пӗр Йытӑ площадки пек кукӑр урамӗ кӑначчӗ-ха. Анчах ак Катя Сивцев-Вражека куҫса килчӗ те — ҫавӑнтан вара вӑл тӗлӗнмелле улшӑнса тӑчӗ. Катя ҫакӑнта пурӑннипех ҫак урам ним чухлӗ те ытти урамсем пек мар. Хама кирек хӑҫан та кулӑшла туйӑнакан урам ячӗ те халӗ маншӑн темӗне тӑракан пулчӗ, Катя урамӗ тенӗ пек…

Сивцев-Вражека эпӗ кунсерен пыркаласа каятӑп, эп пынӑ вӑхӑтра Катьӑпа Кира килте пулмаҫҫӗ, мана Кира амӑшӗ тӗл пулать те хӑй сӑмахӗпе йӑпантарса тӑрать. Амӑшӗ пӗрре те Кира пек мар, тӗлӗнмелле карчӑк, артистка-декламаторша, Мускав клубӗсенче вӑл классикла произведенисене пӑхмасӑр каласа парать, хӑй пӗчӗкҫӗ кана, ҫӳҫӗ кӑвакара пуҫланӑ, романтикла ҫын ӗнтӗ! Хуть мӗн ҫинчен калать пулин те вӑл хавхаланса калать, вӑл литературӑна ытарайми юратни курӑнсах тӑрать. Ку енпе те вӑл Кирка пек мар, Кирка «Дубровскине» те аран-аран вуласа пӗтерчӗ, «Маша Дубровскине качча тухнӑ» тесех ӑнланса юлчӗ.

Ун амӑшӗпе хӑшпӗр чух икшер сехет те калаҫаттӑмӑр, анчах вӑл пӗрмаях темле Варвара Рабинович ҫинчен калатчӗ, вӑл та декламаторша иккен те пысӑк чапа тухнӑскер имӗш, Кира амӑшӗ пӗр вӑхӑтра ун патне вӗренме пымашкӑн та шутланӑ-мӗн, анчах ҫав Варвари ана «ытла вӗҫкӗнӗн» йышӑннӑ иккен те вара тин ун патӗнче вӗренес шухӑшран сивӗннӗ.

Унтан Кира пыратчӗ — яланах вара пӗр сӑмахӗччӗ унӑн:

— Ай, ай, ай, каллех хӑвӑр кӑна тӗттӗмре ларатӑр-ҫке. Курар-ха, курӑр-ха… Саня, сехрем хӑпса тухать манӑн аннешӗн, — тетчӗ вара йӗрсе ярас сасӑпа. — Вӑл сана савать вӗт. Мӗн пулчӗ сана, аннеҫӗм? Ватӑ пуҫпа ҫапла юрать-и? Инкек пуласран чунӑм ҫук, чӑнах.

Амӑшӗ вара пӗрмаях йывӑра илетчӗ те тухса каятчӗ кухньӑна, Кира ун хыҫҫӑн калаҫса супатчӗ.

Унтан Катя килсе кӗретчӗ. «Эсӗ Катьӑна пӗлместӗн-ха», тесе Иван Павлыч тӗрӗс калать иккен. Ун пурнӑҫӗ мӗнле пынине тӗплӗн пӗлменни кӑна та мар, — сӑмахран каласан, иртнӗ ҫулхине унӑн партийӗ (вӑл геологсен партин начальникӗнче ӗҫлетчӗ) Кӑнтӑр Уралта пысӑк ылттӑн ҫӑлӗ тупнӑ иккен, е тата фото ӗҫне юратакансен выставкинче ун сӑнӳкерчӗкӗсем пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Эпӗ пӗлмен унӑн чунӗ тӳрӗ те питех те ырӑ кӑмӑллӑ иккенне, пурнӑҫ ҫине вӑл ӑслӑн та тӗрӗссӗн пӑхнине пӗлмен иккен — Кораблев ҫав енсене пурне те шута илнӗ хыҫҫӑн: «Вӑл ҫӑмӑлттай чӗреллӗ мар», терӗ. Катя мана хамран самай аслӑрах пек туйӑнатчӗ, ҫав туйӑм искусство ҫинчен калаҫнӑ чух ытларах та палӑратчӗ, юлашки ҫулсенче искусствӑна пӗлсе пырас пирки эпӗ пайтах кая юлнӑ иккен. Анчах сасартӑк ман умма хам лайӑх пӗлекен ӗлӗкхи Катька сиксе тухатчӗ, вӑл ахӑлтатса кулма юрататчӗ, «тласкаланецсем ырӑ суннӑ май похода тухнӑ Фердинант Кортес тата темиҫе кунран Гонолулу хулине кӗни» ҫинчен вуланӑ хыҫҫӑн ӑнран кайнӑ пек тӗлӗнсе тӑратчӗ. Фердинанд Кортес ҫинчен эпӗ аса та илмен пулӑттӑмччӗ пулӗ, пӗр сӑнӳкерчӗкӗ ҫинче Катькӑна курман пулсан, вӑл унта юланутҫӑ, арҫын шӑлаварне тӑхӑннӑ, атӑпа, ӗнси урлӑ карабин ҫакнӑ, сарлака ҫунатлӑ шӗлепкепе. Геолог-разведчик-ҫке! Ҫак карточкӑна курнӑ пулсан капитан та хӗпӗртенӗ пулӗччӗ.

Ҫапла кун хыҫҫӑн кун иртрӗ, юлашки хут тӗл пулнӑран вара мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен эпир ҫаплах калаҫаймарӑмӑр-ха. Пуласса тем те пулса иртрӗ ӗнтӗ, ун ҫинчен калаҫас тесен пӗтӗм пурнӑҫа ҫитмелле пек туйӑнать. Малтан хамӑра-хамӑр лайӑхрах аса илессине эпир сиснӗ пекех пултӑмӑр. Николай Антоныч ҫинчен те, Ромашов ҫинчен те, Катя умӗнче хам айӑпа кӗни ҫинчен те пӗр сӑмах та калаҫмарӑмӑр. Калаҫмасӑр тӑмашкӑн питӗ кансӗрччӗ вара, мӗншӗн тесен Сивцев-Вражека каҫ сиктермесӗр Катя кукамӑшӗ пыра-пыра каятчӗ.

Малтанласа вӑл, хӑйне хисеплеттерме юратакан кӑмӑлпа, хӑнтӑрлатнӑ кӗпине тӑхӑнса пыратчӗ, тӗрлӗрен историсем кала-кала кӑтартатчӗ. — Ку ӗнте Николай Антоныч таврӑнман чухнеччӗ-ха. Ҫапла вӑл хӑйӗн тусӗ пупа качча тухни ҫинчен каласа пачӗ, пупӗ каярахпа пуйса кайнӑ та имӗш, чиркӳре амвон ҫине тухса тӑрса: «Граждансем, эпӗ тинех турӑ ҫуккине ӑнланса илтӗм», тенӗ. Ҫакӑн ҫинчен вӑл мӗншӗн каласа пачӗ-ши, пӗлейместӗп, тен карчӑк ҫав пуппа Николай Антоныч хушшинче темле пӗрпеклӗх пур тесе шутлатчӗ пулӗ.

Анчах пӗррехинче вӑл пӑшӑрханса чупса ҫитрӗ те хыттӑн пӑшӑлтатса: «Таврӑнчӗ», терӗ.

Ҫавӑнтах Катьӑпа иккӗшӗ питӗрӗнсе илсе калаҫма тытӑнчӗҫ. Кайнӑ чух кукамайӗ ҫиленнӗ сасӑпа:
— Тактика пулмалла — ҫынпа пурӑнмалла, — тесе хӑварчӗ.

Катя ӑна хирӗҫ нимӗн те шарламарӗ, уйрӑлнӑ чух ҫеҫ, тарӑн шухӑша кайса, ӑна чуптуса илчӗ.

Тепӗр кунхине килнӗ чух карчӑк йӑлтах йӗрсе пӗтнӗччӗ, ӗшеннӗскер, аллинчи сунчӑкне хумасӑрах алӑк патне ларчӗ.

— Чирлесе ӳкрӗ, — терӗ вӑл. — Доктор чӗнтертӗм ун патне. Гомеопата. Вӑл доктора хӑваласа ячӗ. «Пӗтӗм пурнӑҫӑма Катьӑна ӳстересшӗн патӑм та, вӑл ав мӗнле тав турӗ», тет.

Карчӑк кӑшт куҫҫуль те кӑларчӗ.

— «Урӑх нимӗн те юлмарӗ пурнӑҫра. Ку — вӗҫӗ», — тет. Ҫав майлӑ калаҫать.

Ҫапах та ку вӗҫӗ марччӗ пуль-ха, Николай Антоныч тытамак тытнипе ӑптраса чӑнласах темиҫе кун хушши вырӑнпа выртнӑ та чӗрӗлсе ҫитнӗ. Вӑл Катьӑна чӗнтернӗ. Катя ун патне каймарӗ. Вӑл Нина Капитоновнӑпа мӗн калаҫнине те илтрӗм эпӗ:

— Кукамай, вӑл чирлӗ-и, сывӑ-и, чӗрӗ-и, вилӗ-и, пурпӗрех ӑна курассӑм килмест манӑн. Эс ӑнлантӑн-и?

— Ӑнлантӑм, — терӗ Нина Капитоновна. — Ашшӗ те Катя пекехчӗ ҫав, — йывӑра илнӗ пек каларӗ вӑл кайнӑ чух Кира амӑшне. — Кам ӑна кунӑҫтартӑр — у-у. Хуть те пуйӑс айне ту. Катя фанатикла ҫын.

Николай Антоныч чӗрӗлсе ҫитсенех карчӑк кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ. Халӗ ӗнтӗ кунне икшер хут кӗрсе тухакан та пулчӗ — ҫав майпа эпир Николай Антонычпа Ромашка ҫинчен яланах ҫӗнӗ хыпар пӗлсе тӑраттӑмӑр. Ромашка ҫинчен пӗррехинче Катя та асӑнса илчӗ.

— Вӑл эп ӗҫленӗ ҫӗре пынӑ, — терӗ вӑл мана кӗскен, — анчах ман ӑна курма вӑхӑтӑм ҫук, нихҫан та пулмӗ те, тесе калама сӗнтӗм.

— …Ҫыру ҫыраҫҫӗ-ха, — терӗ пӗррехинче карчӑк. — Пӗрех май Г. летчик та Г. летчик теҫҫӗ. Юла-юпаҫҫӗ пулинех. Лешӗ вара ӑсран каясса ҫитет — пуп ачи ҫинчен калатӑп. Николай Антоныч мӑштах. Пӗтӗмпех шыҫӑннӑ, шӑпӑрт ларать. Ман тутӑрпа пӗркенсе ларать…

Сивцев-Вражека Валя та темиҫе хут кӗрсе тухрӗ, ун чухне вара пурте, хӑйсен ӗҫӗсене пӑрахса, вӑл Кирӑпа епле савса пӑхнине сӑнатчӗҫ. Валя вара чӑнах та питӗ тӑрӑшса пӑхатчӗ, хӑй мӗн тунине ыттисем курмаҫҫӗ, тесе шухӑшлатчӗ ӗнтӗ.

Кира валли вӑл чулмекӗ-чӳлмекӗпе чечек йӑтатчӗ — яланах пӗр йышшине илетчӗ-ха тата, ҫавӑнпа Кира пӳлӗмӗ чей розипе примул чечекӗнчен тунӑ пӗчӗк питомник пек пулса тӑчӗ. Катьӑпа мана вӑл темле тӗлӗкри пек кӑна куратчӗ пулӗ, чӑннипе вара Кирӑна кӑна, хӑш чухне тата Кира амӑшне куркалатчӗ пулӗ, ӑна та парнесем илкелесе килетчӗ, — пӗррехинче ун валли 1917-мӗш ҫулхинех пичетленсе тухнӑ «Чтец-декламатор» илсе килнӗччӗ.

Хӑшпӗр чухне хуть тӗлӗкӗнчен вӑранатчӗ те каюрасемпе ҫараҫерҫисен пурнӑҫӗ ҫинчен мӗнле те пулин кулӑшла истори кала-кала паратчӗ.

Юрать-ха, Кирӑна култарас тесен, нумай та кирлӗ марччӗ…

Ҫавӑн пек иртетчӗҫ ҫав Сивцев-Вражекри каҫсем — хамӑн ҫурҫӗре таврӑнас умӗнхи каҫӑмсем.

Ӗҫӗм-хӗлӗм чылайччӗ манан: Татаринов капитан экспедицине шырас пирки хускатнӑ ӗҫӗме савӑнсах йышӑнчӗҫ теме ҫукчӗ, е эпӗ хам ӗҫе пӗлсе пуҫламанччӗ-ши?

Эпӗ темиҫе статья ҫыртӑм: «Гражданла авиаци» журналне хаяр ҫилтӑман вӑхӑтӗнче самолета мӗнле майпа креплени тӑвасси ҫинчен, «Правда» хаҫата — штурман дневникӗсем ҫинчен ҫырса ятӑм, Главсевморпутьне докладлӑ ҫыру ҫыртӑм. Виҫ-тӑватӑ кун иртсен хам тухса каяс умӗн Географически обществӑн пухӑвӗнче «Св. Мария» епле ишни ҫинчен пысӑк доклад тумаллаччӗ.

Пӗр каҫхине, ҫурҫӗр иртсен пӗр сехетре эпӗ хам патӑма кӑштах уҫӑлнӑ кӑмӑлпа пырса кӗтӗм. Портье патне ҫӑраҫҫи илме чарӑнтӑм та:
— Сирӗн валли ҫыру пур, — терӗ вӑл мана.

Ҫырупа пӗрле хаҫат та тыттарчӗ.

Ҫырӑвӗ ытла кӗскеччӗ: Географически общество секретарӗ мана докладу пулмасть тесе пӗлтерет, доклад сӑмахӗсене вӗсем патне вӑхӑтра ҫырса парайманнипе, тет. Хаҫачӗ алла илсенех вуламалла май хуҫланчӗ. Унта «ученӑя хӳтӗлесе» ятлӑ статья пур. Эп ӑна вулама пуҫларӑм та куҫ-пуҫӑм алчӑрасах кайрӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех