Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунҫиччӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.04 19:44

Пуплевӗш: 109; Сӑмах: 825

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Валька

Эпӗ, ытлашши пӑлханас мар тесе, мӗн те пулин пуласран, кӑларса ярсан-тусан хӑвӑртрах тухса кайма майлӑрах пултӑр тесе, хамӑн япаласене хатӗрлесе, ҫыхса хутӑм. Унтан стена хаҫатне вуласа пӑхрӑм — ман ҫинчен пӗр сӑмах та ҫырман, бюрора ху ыйтӑва сӳтсе явман курӑнать. Каникул вӑхӑтӗнче пӗр лару та пулман-и, тен?

Ку маншӑн вара чи хӑрушӑ шухӑш: мана вӗт шкултан ҫеҫ мар, комсомолтан та кӑлараҫҫӗ. Чӑнах та! Ачасем пӗлеҫҫӗ-ши ҫак историе? Эпӗ ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗрсе, Ромашкӑна хӗнесе тӑкнине, никама каламасӑр Энска тухса кайнине? Паллах ӗнтӗ, эпӗ хамӑн ятӑма, комсомолец ятне, вараларӑм. Манӑн хам ҫинчен каласа памаллаччӗ. Халӗ кая юлтӑм!

Яра кунах эпӗ ҫакӑн пирки шухӑшларӑм. Комсомол ячейкин пӳлӗмӗ хупӑччӗ, бюроран вара пӗр Нина Женеман ҫеҫ килте. Эпӗ ӑна юратмастӑп, ҫавӑнпа та манӑн кун пек ӗҫ ҫинчен унпа калаҫас килмерӗ. «Ухмах пулӗ», теттӗм эпӗ ӑна.

Эпӗ Валькӑна кӗтсе тӑтӑм, вӑхӑт иртсех пычӗ, вӑл ҫаплах килмерӗ. Паллах ӗнтӗ, вӑл — зоопаркра! Эпӗ ун патне, ӑнсӑртран уйрӑлса каяс пулсан тесе, салхуллӑ ҫыру ҫырса хӑвартӑм, хам Пресньӑна тухса кайрӑм.

Хальхинче эпӗ ӑна часах тупаймарӑм.

— Жуков — профессор патӗнче, — терӗ мана пӗр вунпилӗк ҫулалла ҫитнӗ арҫын ача, кӑштах Валька пекрехскер, унӑнни пекех кӑмӑллӑ та кӑштах ухмахрах сӑн-питлӗскер.

— Профессорӗ ӑҫта?

— Обходра.

Эпӗ тепӗр хут ыйтрӑм.

— Паркра, обходра!

Халиччен эпӗ профессорсем больницӑсенче ҫеҫ обход тӑваҫҫӗ пулӗ тенӗччӗ. Анчах та арҫын ача мана: «Больницӑсенче ҫеҫ мар, зоопарксенче те… Халӗ акӑ профессор чирлӗ ҫынсене мар, тискер кайӑксене пӑхса ҫӳрет», — тесе ӑнлантарса пачӗ.

— Тискер кайӑксем те чирлекелеҫҫӗ, — терӗ вӑл пӑртакҫӑ шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн. — Паллах ӗнтӗ, ҫынсенчен сайрарах.

Профессорӗ чаплиех пулнӑ иккен. Валька хӑйӗн профессорӗпе ӗнтӗ манӑн хӑлхана йӳҫӗтсе ҫитернӗ. Эпӗ ӑна ҫавӑнтах палласа илтӗм. Сӑлтавӗ паллӑ ӗнтӗ, вӑл та Валька пекех пулчӗ, анчах та ватӑрах Валька пек: вӑл пысӑк сӑмсаллӑ, пысӑк куҫлӑхлӑ; ҫине вӑрӑм кӗрӗк, пуҫне каракуль ҫӗлӗк тӑхӑннӑ.

Вӑл упӑтесен флигелӗ умӗнче тӑратчӗ, ӑна пальто-ҫинчен шурӑ халат тӑхӑннӑ ҫынсем сырса илнӗччӗ. Пӗтӗм халӑх, кашниннех ӑна мӗн те пулин каласа памалли пур пекех, ун патнелле туртӑнать. Анчах та вӑл пӗр Валькӑна ҫеҫ итлет. Ҫапла Валькӑна ҫеҫ ҫав, ав, ҫӗлӗкӗ айккинчен пӗркеленнӗ пысӑк хӑлхине те кӑларчӗ.

Эпӗ айккинерех чарӑнса тӑтӑм. Валька пӑлханнипе куҫне мӑчлаттарать. «Маттур», шухӑшларӑм эпӗ, хам та мӗншӗн иккенне пӗлмесӗрех.

Вӑл пайтахчен калаҫрӗ, профессор ҫаплах итлесе тӑчӗ, унтан вӑл та куҫне мӑчлаттарма, сӑмсине нашлаттарма пуҫларӗ. Пӗр вӑхӑтра вӑл ҫӑварне те уҫрӗ, темскер хирӗҫлесшӗн пулчӗ курӑнать, анчах та Валька хӗрӳллӗн, ҫилӗллӗн ун патнерех пычӗ, профессор вара, итленҫи пулса, ҫӑварне хупрӗ.

Валька калаҫма чарӑнчӗ, профессор хӑлхине хупларӗ, шухӑша кайрӗ. Сасартӑк вӑл темле хавасланса, тӗлӗнсе кайса, Валькӑна хулпуҫҫинчен лӑпкаса илчӗ, унтан лаша пекех тулхӑрса ячӗ, пурте, хытӑ калаҫса, малалла утрӗҫ. Валька вара, тӗлӗннӗ пек пулса, хӑй вырӑнӗнчех тӑрса юлчӗ. Эпӗ ҫакӑнта чӗнсе илтӗм те ӗнтӗ ӑна:

— Валя!

— Эсӗ-ҫке!

Нихҫан та эпӗ ӑна кун пек пӑлханса ӳкнине курманччӗ. Унӑн куҫӗнче куҫҫуль тумламӗсем те пухӑнсах тӑратчӗҫ-ха. Вӑл анранӑ пек кулса ячӗ.

— Мӗн пулнӑ сана?

— Мӗн вара?

— Ара йӗместӗн-и?

— Мӗн суятӑн! — терӗ Валька.

Вӑл чӑмӑрӗпе куҫне шӑлчӗ, унтан савӑнӑҫлӑн сывласа илчӗ.

— Валька, мӗн пулчӗ ара?

— Нимӗнех те пулман. Юлашки вӑхӑтра эпӗ ҫӗленсемпе ӗҫлерӗм, унта вара эпӗ пӗр интереслӗ япала кӑтартса патӑм.

— Мӗнле япала?

— Хура ҫӗленсен ҫитӗннӗҫемӗн юнӗ улшӑнса пынине.

Эпӗ ун ҫине тӗлӗнсе кайса пӑхрӑм. Хура ҫӗленсен юнӗ ҫитӗннӗҫемӗн улшӑнса пынипе савӑнса макӑрмалла-ши вара? Кӑна эпӗ ӑнлансах ҫитейместӗп ҫав.

— Саламлатӑп, — терӗм эпӗ. — Манӑн санпа калаҫмалли пур. Мӗнле, санӑн вӑхӑту пур-и?

— Пур.

Эпир шӑшисем патне кайрӑмӑр.

— Пӗлетӗн-и-ха эсӗ, мана вӗт шкултан кӑларса ярасшӑн?

Валька кун ҫинчен пӗлнех ӗнтӗ, анчах та пачах манса кайнӑ пулас, мӗншӗн тесен малтанах вӑл куҫне чарса пӑрахрӗ, унтан хӑйӗн ҫамкине ҫапса:
— Эх, ҫапла! Пӗлетӗп! — терӗ.

— Бюрора сӳтсе яврӗҫ-и ун пирки?

Сассӑм манӑн кӑштах хӑрӑлтатса тухатчӗ.

— Эсӗ таврӑнасса кӗтсе пӑхас терӗҫ, — хушрӗ Валька.

Эпӗ кӑштах лӑпланнӑ пек пултӑм.

— Ромашка пирки ячейкӑна ҫырса патӑн-и эсӗ?

Валька пуҫне аяккалла пӑрчӗ.

— Пӗлетӗн-и, — мӑкӑртатрӗ вӑл, — эпӗ ҫырмарӑм, каларӑм ҫеҫ ӑна, тата хам ҫумма ҫулӑхсан, ҫырса паратӑпах терӗм. Вӑл урӑх ҫулӑхмасса сӑмах пачӗ.

— Ав епле! Апла саншӑн мана кӑларса яни нимех те мар пулать?

— Мӗншӗн? — хӑраса ӳкрӗ Валька.

— Мӗншӗн тесен эпӗ ӑна пӗр хамшӑн ҫеҫ хӗнеменнине пӗр эсӗ ҫеҫ ӗнентерме пултаратӑн. Эсӗ — хӑравҫӑ. Ҫав хӑравҫӑлӑх вара киревсӗр ӗҫ патне пырса тухать. Хӑратӑн эсӗ мана хӳтӗлеме!

Валькӑна кун пек сӑмахсем калани ӗнтӗ, чӑнах та, йывӑр япала. Анчах та эпӗ ӑна чикӗсӗр ҫиленсе ҫитнӗччӗ. Ромашка обществӑшӑн юрӑхсӑр ҫын, ун пеккисемпе кӗрешмелле, тесе шутларӑм эпӗ.

— Паян паратӑп эпӗ, — вӑйсӑррӑн кӑна каларӗ Валька.

— Юрать, — терӗм эпӗ. — Анчах та пӗлсе тӑр, кун пирки эпӗ хам ыйтмастӑп. Эпӗ кӑна комсомолецӑн тивӗҫӗ тесе ҫеҫ шутлатӑп. Тата акӑ мӗн: сана Кораблев кӗрсе тухма хушрӗ.

— Хӑҫан?

— Халех.

Вӑл чӗрӗк сехетлӗхе кӑна, темле чӑпар шапасене ҫитериччен кӑна, кӗтме тархаслама тӑчӗ, анчах та эпӗ, итлемесӗр-тумасӑр, ӑна пальто тӑхӑнтартрӑм, Кораблев патне илсе кайрӑм…

Тепрер ҫур сехетрен вӑл, ҫав тери тарӑхса ҫитнӗскер, калле таврӑнчӗ, хӑйӗн сӑмсине сӑтӑра-сӑтӑра, чылайччен ятлаҫса тӑчӗ. Кораблев унтан: «Ҫӗрле ху ҫине пӑхнине чӑнах та юратмастӑн-и эсӗ?» тесе ыйтнӑ. Ку вара ӑна тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ.

— Ӑнланаймастӑп-ха эпӗ. Ӑҫтан пӗлнӗ-ха вӑл ӑна! Эсӗ каларӑн пулӗ-ха, выльӑх?!

— Ҫук, эп мар, — суйрӑм эпӗ.

— Ҫитменнине тата вӑл: «Сан ҫине юратса пӑхаҫҫӗ пулсан вара?» тет.

— Чӑнах-и?

— Эпӗ вара: «Ун чух пӗлейместӗп», терӗм. Пилӗк сехет ҫурӑра мана чӗнме хуралҫӑ килчӗ.

— Григорьев, сана педсовета чӗнеҫҫӗ, — терӗ вӑл.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех