Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнтӑм (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь ӗнтӗ таврӑнтӑм — ответлерӗм эп.

Я уже вернулась, — сказала я.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ хамӑн тӑван хулама таврӑнтӑм, эсир ав кулса, шӑл йӗрсе калаҫатӑр.

Я приехала в свой родной город, а вы с какими-то насмешками ко мне!

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлместӗп ӗнтӗ, ҫурҫӗр иртсен икӗ сехетре эпӗ таврӑнтӑм та вӗсен иккӗшин те куҫӗсем хӗрелнӗччӗ — тӗтӗме пула пулӗ, пӗтӗмпех туртса тултарнӑччӗ, чӳречине темшӗн уҫманччӗ вара.

Не знаю, о чём они говорили, но, когда я вернулась во втором часу ночи, у обоих были красные глаза — вероятно, от дыма: в номере было сильно накурено, а окно почему-то закрыто.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав кунхине эпӗ киле питӗ каҫа юлса таврӑнтӑм.

В этот день я поздно вернулась домой.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ киле таврӑнтӑм, кӑштах тӑрсан каҫ пулчӗ те вара ҫӗрӗпех ҫав кӑвак тетрадьсене вуларӑм.

Я вернулась домой, и прошло ещё несколько часов, и прошёл долгий вечер за чтением синих тетрадей.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Ромашка патне таврӑнтӑм.

Я вернулся к Ромашке.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ч-па эпир ҫурҫӗр ҫитес умӗн уйрӑлтӑмӑр та эпӗ хам пата таврӑнтӑм.

В двенадцатом часу ночи я простился с Ч. и вернулся к себе.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ халь эп Мускава таврӑнтӑм та, хамӑн ватӑ учителӗм патне кӗтӗм; ҫав историе вӑл тахҫанах маннӑ та пулӗ, теттем, анчах вӑл мана халь: «эсӗ терӗс каланӑ иккен!» — тет.

И вот теперь, когда я вернулся в Москву и зашёл к своему старому учителю, который, так мне казалось, давно забыл об этой истории, — теперь мне говорят: « Ты оказался прав!»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Совет Арктикин» хаҫатӑн ҫак номерне туянтӑм та гостиницӑна таврӑнтӑм.

Я купил этот номер «Советской Арктики» — и вернулся в гостиницу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ эпӗ, Катя тухса кайсан та, унтах тӑрса юлтӑм, чылайччен ҫул тӑрӑх анраса, тунсӑхласа уткаласа ҫӳрерӗм, иксӗмӗр ларнӑ сак ҫине пыра-пыра лартӑм, унтан пӑрӑнса кайрӑм, каллех ҫав вырӑнах таврӑнтӑм!

Вот почему, когда Катя ушла, я остался в сквере и долго еще бродил по дорожкам в тоске, садился на эту скамейку, уходил и опять возвращался.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мускава эпӗ пӗчченех таврӑнтӑм.

Я один вернулся и Москву.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ чӗмсӗррӗн те салхуллӑн Зурин патне таврӑнтӑм.

Я возвратился к Зурину, грустен и молчалив.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ пуп килҫуртне таврӑнтӑм.

Я воротился в дом священника.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ вара хама Катя умӗнче ҫав тери айӑпа кӗнӗ пӗк шутласа сӗтел патне таврӑнтӑм.

и я вернулся к столику с таким чувством, как будто я очень виноват перед ней.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тунсӑхласа ҫитрӗм, те эпӗ калле таврӑнтӑм.

я соскучился и вернулся.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Зоопаркран эпӗ вокзала билет илме кайрӑм, унтан шкула таврӑнтӑм.

Из Зоопарка я поехал на вокзал за билетом, а оттуда в школу.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Зала таврӑнтӑм.

Я вернулся в зал.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Киле эпӗ ҫав тери йывӑр шухӑшсемпе таврӑнтӑм.

Я вернулся домой с тяжелым чувством.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Куҫӑмсемпе ӗретлӗн курмасӑр, хыпашласа тенӗ пек, эпӗ станцӑра билет илтӗм, чи малтан лекнӗ поездпа каялла Мускава таврӑнтӑм.

Почти ничего не видя, вернее, ощупью я беру билет обратно в Москву, сажусь в первый попавшийся поезд.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ киле шӑнса кӳтсе таврӑнтӑм, нумайччен сӑмах уҫаймасӑр, тутасемпе асаплантӑм.

Я вернулась домой такая продрогшая, что долго не могла справиться с губами, чтобы произнести хоть слово.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех