Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.05 23:20

Пуплевӗш: 193; Сӑмах: 1922

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Юлашки тӗлпулу

Эпӗ тӑп-тӑр пӗччен тӑрса юлтӑм. Ҫӑтса ярас пекех: кӗнекесем вулама тытӑнтӑм. Шухӑшлама та манса кайрӑм пулас эпӗ. Шухӑшламанни ырӑ япала-ха вӑл.

Тен, мана сывлӑх пирки летчиксен шкулне илмӗҫ тесе, эпӗ гимнастика тума, сикме, авкаланма-хуҫкаланма пуҫларӑм. Ирсеренех эпӗ хамӑн мускулсене, шӑлсене тӗрӗслесе пӑхатӑп. Ҫав ҫӗр ҫӑтман кӗлеткем мана пуринчен те ытларах тарӑхтарать. Эпӗ хамӑн хуйхӑм-суйхӑма пула ӳсеймерӗм курӑнать.

Ҫапах та март вӗҫнелле хамӑн документсене пуҫтартӑм та Осоавиахим Советне ярса патӑм. Документсем ҫумне тата хама летчиксен Ленинградри шкулне яма ыйтса ҫырнӑ хута та ҫӗлесе хутӑм.

Эпӗ мӗншӗн Мускавран тухса каясшӑн пулни ҫинчен ӑнлантарса пама кирлех те мар пулӗ.

Петька та Ленинграда кайма хатӗрленет. Вӑл Художество академине вӗренме кӗресшӗн. Саня та ҫав сӑлтавпах пирӗнпе пырасшӑн.

Тахҫан ӗлӗк эпӗ Клодт баронӑн лашисене тӑмран тунӑччӗ. Ленинград ҫинчен шухӑшланӑ чухне те вара ҫав тӗлӗнтермӗш лашасем, кӗпер ҫинче тӑраканскерсем, куҫ умне килсе тухрӗҫ. Маншӑн Ленинградра кашни утӑмрах палӑксемпе мрамор хуралтӑсем ларта-ларта тухнӑ пек туйӑнать. Петька мана «Пӑхӑр юланутҫӑ» вуласа тухма хушрӗ, кун хыҫҫӑн вара ҫав чун туртмӗш хулана тата хӑвӑртрах каяс килекен пулчӗ. Анчах та мана, паллах ӗнтӗ, Мускавра хӑварма та, Севастополе яма та пултараҫҫӗ.

Ҫурхи каникул вӑхӑтӗнче эпир Петькӑпа Энска кайса килтӗмӗр. Тӗрӗссипе каласан, каллех кайӑкла пытанса кайма тӳрӗ килчӗ, ара эпир укҫана «шкултан тухсан валли» тесе усратпӑр-ҫке-ха.

Анчах та хальхинче ҫула пачах урӑхла кайса килтӗм, эпӗ хам та ҫак юлашки ҫур ҫул хушшинче пачах улшӑнтӑм. Даша инке мана курсанах ахлатса ячӗ, судья вара: «Кун пек сӑн-питшӗн судпа айӑпламалла», терӗ, Вӑл: «Ответ тытакан мӗншӗн начарланнин сӑлтавне тупасшӑн пӗтӗм вӑя хурӑп» тесе хушса хучӗ.

Анчах «ответ тытакан» ӑна ҫав сӑлтавсем пирки нимӗнех те каласа памарӗ. Вӑл, ҫав тери салхускер, Собор садӗнче, ҫырма хӗрринче, нумаях пулмасть вӑрӑм ҫивӗтлӗ хӑмӑр ҫӗлӗк тӑхӑннӑ «ответ тыттаракана» кӑтартса ҫӳренӗ вырӑнсенче пулчӗ.

Пӗр Петькӑна ҫеҫ эпӗ Кораблевпа мӗнле калаҫни ҫинчен, Николай Антоныч хама мӗнле йышӑнни ҫинчен кӗскен кӑна каласа патӑм. Петька вара ку истори пирки эпӗ кӗтмен-туман сӑмах персе ячӗ. Вӑл мана тимлӗн итлесе тӑчӗ те, хӗрсе кайса:
— Итле-ха, тен, чӑнах та тупӑн! — тесе хучӗ.

— Мӗне?

— Экспедицие.

«Чӑнах та тупсан», шухӑшларӑм эпӗ.

Манӑн питҫӑмарти тӑрӑх темскер сӑркӑлтатса чупрӗ, эпӗ савӑннӑ пек те, хӑранӑ пек те пултӑм. «Чӑнах та тупсан». Темӗнле ача чухнехи пек, тӗтреллӗ курӑнакан картина ҫинчи пек: юр ҫинчи шурӑ палаткӑсем, йытӑсем йывӑррӑн сывласа ҫуна сӗтӗрнисем манӑн куҫ умне тухса тӑчӗҫ. Ҫав тери ҫӳлӗ ҫын, Улӑп пекскер, тир атӑ тӑхӑннӑскер, ҫунасене хирӗҫ утать. Эпӗ хам та урана тир атӑ, пуҫӑма пысӑк-пысӑк ҫӗлӗк тӑхӑннӑ та чӗлӗм хыпса палатка алӑкӗ умӗнче тӑратӑп…

Петька Энскра хӑйне хӑй тӗлӗнмелле тытни ҫинчен калас пулать ӗнтӗ. Вӑл пӗр вӗҫӗмрен хавхаланса ҫӳрерӗ. Ахальтен мар пулӗ ӗнтӗ судья апата лармассеренех, мана куҫ хӗссе, ир мӑшӑрланнин усси ҫинчен сӑмах хускататчӗ. Саня хӗрелсе каятчӗ. Петька, унӑн сӑмахӗсене итленӗ май, чарӑна пӗлми ҫисе ларатчӗ… Вӗсем ҫине пӑхса эпӗ, хӗллехи каникулта чухне хам та ҫавӑн пекех пулнине, шутсӑр нумай ҫинине, хама мӗн каланине ҫийӗнчех ӑнланнине тавҫӑрса илтӗм.

Энскра эпӗ пӗр вӗҫӗмрен Катя ҫинчен шухӑшлаттӑм. Саня кӗнекисем хушшинче «Овод» тупӑнчӗ. Эпӗ ҫак тӗлӗнмелле лайӑх романа вуланӑ май, Овод историйӗ те манӑнни пекех пулнине туйрӑм. Мана та Овод пекех элеклесе пӗтерчӗҫ. Юратнӑ хӗрӗ те унтан, манран хам хӗр пӑрӑннӑ пекех, пӑрӑнса кайнӑ. Маншӑн вара эпир тепӗр вунтӑватӑ ҫултан тин тӗл пулас пек, вӑл мана палласа илеймес пек туйӑнса кайрӗ. Овод пекех этӗ унтан хамӑн сӑнӳкерчӗкӗме кӑтартса:
— Енчен мана ыйтма ирӗк парсан, кам ку? — тесе ыйтӑп.

— Ку вӑл — эпӗ хӑвӑра халь ҫеҫ каланӑ юлташӑн ача чухнехи сӑнӳкерчӗкӗ.

— Эсир вӗлерни-и?

Вӑл шартах сикӗ, мана палласа илӗ. Уя чухне, эпӗ хамӑн тӗрӗслӗхӗме пӗтӗмпех кӑларса хурӑп, кайран вара уйрӑлса кайӑп.

Анчах кун пек тӗл пулассине кӗтме те шанчӑксӑртарах! Хамӑн ӑшӑмра кӑна эпӗ хамӑн тӗрӗслӗхе шанатӑп. Анчах та ҫав ҫӗр ҫӑтман «фон» ҫинчен аса илсенех эпӗ ҫӳҫенсе каятӑп. Эпӗ Энска тухса киличчен пӗр-икӗ кун маларах мана Кораблев Николай Антоныч хӑйне чӑн-чӑн ӗнентерӳ кӑтартни ҫинчен каланӑччӗ. Ҫав ӗнентерӗве Татаринов капитан Николай Иваныч фон-Вышимирские зкспедици ӗҫӗсене туса пыма хушса панӑ пулать.

— Эсӗ йӑнӑшрӑн, — терӗ вӑл кӗскен кӑна, хаярланса кайса…

Мускава эпӗ пӗчченех таврӑнтӑм. Петька кӑшт шӑнан пекки пулса темиҫе кунлӑха Энсках юлчӗ. Эпӗ ӑна юриех шӑнса пӑсӑлан пекки турӗ пулӗ тесе шутларӑм. Кирек мӗнле пулсан та, унӑн кӑмӑлӗ тулнӑччӗ.

Энскинче мана кичемлӗх пусса илчӗ, маншӑн вара Мускава ҫитсе, кӗнекесене тытса ларсанах, кичемленсе ларма вӑхӑт тупӑнас мар пек туйӑна пуҫларӗ. Анчах вӑхӑт тупӑнчӗ-тупӑнчех. Эпӗ, хаярланса кайнӑскер, ним чӗнми пулса, шкулта ҫапкаланса ҫӳрерӗм…

Лӑп та шӑп ҫак кунсенче ӗнтӗ эпӗ хамӑр класра вӗренекен Мартыновӑпа ҫапӑҫрӑм. Вӑл иккен Тоня Величкӑн ӗмӗрлӗх перине вӑрланӑ та Валька ҫине йӑвантарма шутланӑ. Эпӗ ӑна ҫакӑншӑн тата вӑл хӗрача пуҫҫӑн ҫавнашкал хӑтланнӑшӑн хӑлхи чиккинчен лектерсе илтӗм.

Тепӗр кун мана ячейкӑна чӗнтерчӗҫ, мӗн пулнине ыйтса пӗлчӗҫ. Хӗрачасемпе эпир юлташлӑччӗ, анчах та хӗрачасемпе ҫапӑҫас йӑла, ҫитменнине юлашки класра, ҫукчӗ вара пирӗн. «Мартынова ирсӗр, вӑл хӗрача пулни нимех те мар, енчен эпӗ пӗр-пӗр арҫын ачана хӑлхи чиккинчен панӑ пулсан, мана чӗнтереттӗрччӗ-и эсир?» — терӗм эпӗ.

Ачасем шухӑшласа тӑчӗҫ-тӑчӗҫ те манпа килӗшрӗҫ.

Пӗррехинче эпӗ, таҫтан киле таврӑннӑ чухне, алӑк патӗнче ларакан сӗтел ҫинче, унта почтальонсем пирӗн пӗтем корреспонденцисене хурса хӑваратчӗҫ, «Тӑххӑрмӗш класра вӗренекен А. Григорьева» тесе ҫырнӑ хупӑ ҫыру тупрӑм.

Эпӗ ҫырӑва уҫса пӑхрӑм:

«Саня, манӑн санпа калаҫса пӑхас килет. Вӑхӑту пулсан, паян ҫичӗ сехет ҫурӑра Триумфальнӑй урамри сквера тух».

Ҫак ҫырӑва вуласа тухнӑ-тухманах пурте улшӑнса кайнине асӑнма та кулӑшла пек туйӑнать. Пусма ҫинче эпӗ Лихона тӗл пулса пуҫ тайрӑм, кӑнтӑрлахи апатра эпӗ хам пӑтта Валькӑна патӑм, Мартынова та маншӑн пӗрре те ирсӗр пек туйӑнмарӗ, тен, хӑлхи чиккинчен те лектермелле марччӗ пулӗ манӑн, кирек мӗнле пулсан та, хӗрача-ҫке-ха вӑл.

Акӑ ултӑ сехет ҫитрӗ. Ултӑ сехет ҫурӑ. Ҫиччӗ. Ҫиччӗре эпӗ сквера та ҫитрӗм. Ҫиччӗ ҫурӑ. Тӗттӗмленет, анчах хунарсем ҫутман-хӑ. Манӑн пуҫа тӗрле айван шухӑшсем пыра-пыра кӗреҫҫӗ: «Хунарсене ҫутмасан, эпӗ ӑна паллаймӑп… Хунарсене те ҫутӗҫ, анчах вӑл килмӗ… Хунарсене ҫутмӗҫ те вӑл та мана паллаймӗ…»

Хунарсем ҫуна пуҫларӗҫ. Эпир ӗлӗкрех ҫак скверта Петьӑпа иксӗмӗр папироссем сутса тӑнӑ. Ҫак скверта эпир ҫурхи кунсенче пин хут та уроксене вӗренсе ларнӑ пулӗ. Ҫак скверта пӗр вунҫиччӗре кӑна уроксене вӗренме пулать вӗт. Ҫак тахҫанхи скверта пирӗн шкул ачисем ҫеҫ мар, 143-мӗшпе 28-мӗш шкулсенче вӗренекенсем те пӗр-пӗр савнӑ ҫыннисемпе тӗл пулма калаҫса татӑлаҫҫӗ. Ҫак сквер ӗнтӗ пӗтӗмпех улшӑнса, ҫуталса каять, театр пек пулса тӑрать. Кӗҫех акӑ эпир те тӗл пулатпӑр. Акӑ вӑл та килет!

Эпир пӗр-пӗринпе курнӑҫатпӑр, чӗнейместпӗр. Апрелӗн иккӗмӗшӗ, ҫав тери ӑшӑ кун. Акӑ кӗтмен ҫӗртенех, ҫак куна манӑн асӑмра мӗн ӗмӗрлӗхех хӑварасшӑн пулнӑ пекех, юр ӳкме пуҫларӗ.

— Катя, эпӗ эсӗ килнӗшӗн питӗ савӑнатӑп. Манӑн хамӑн та санпа тахҫантанпах калаҫас килет. Ун чухне эпӗ сирӗн патӑрта, Николай Аноныч кӑшкӑрашма пуҫланипе, сана нимӗнех те ӑнлантарса параймарӑм, тӗрӗссипе каласан, ӑнлантарма май та килмерӗ унта. Паллах ӗнтӗ, эсӗ ӑна ӗненсен…

Ҫак шухӑша каласа пӗтерме те хӑратӑп эпӗ, енчен вӑл ӑна ӗненес пулсан, эпӗ ҫак хамӑр ларакан сквертан тухса кайӑттӑм. Эпир акӑ унпа, иксӗмӗр те шурса кайнӑскерсем, пӗр-перин ҫине пӑхмасӑр, калаҫса ларатпӑр. Ҫак скверта кашни сак ҫинчех ҫын пур пулин те, тата ҫакӑнтах хаяр хуралҫӑ уксахласа уткаласа ҫӳрет пулин те, пирӗншӗн никам та ҫук пек туйӑнать. Тухса каймаллах пулать-ши вара манӑн ҫак сквертан?

— Ун ҫинчен урӑх калаҫмӑпӑр.

— Катя, эпӗ ун ҫинчен калаҫмасӑр тӑма пултараймастӑп.

Тӗрӗссипе каласан, эсӗ ӑна ӗненетӗнех пулсан, пирӗн урӑх нимӗн ҫинчен те калаҫмалли ҫук.

Вӑл ман ҫине салхуллӑн, чӑн-чӑн пӗве ҫитнӗ хӗр евӗр пӑхса ларать, Маншӑн вӑл манран аслӑрах та, ӑслӑрах та пек туйӑнать.

— Вӑл пӗтӗмпех мана айӑплать.

— Сана-и?!

— Вӑл мана, ҫав ҫутҫанталӑкра пулма пултарайман шухӑша, аттен ҫырӑвӗсенче ун ҫинчен каланине ӗненнӗшӗн айӑплать.

Эпӗ пӗррехинче Кораблев Марья Васильевнӑна ун пирки: «Ӗненӗр мана, вӑл тискер ҫын», тенине, ун ҫинчен капитан: «Тархаслатӑп сана, ан ӗнен эсӗ ӑна», тесе ҫырнине асӑма илетӗп. Ҫак ҫын ӗнтӗ халӗ Катьӑна, пуриншӗн те айӑпа кӗртет, ӑна хӑйӗн амӑшне вӗлернӗ, вӑл унан ҫӗр ҫинчи пӗртен-пӗр савӑнӑҫне туртса илнӗ, тесе ӗнентерме тӑрӑшать. Катя иккен ун умӗнче те айӑплӑ пулать, мӗншӗн тесен, ҫав тискер ӗҫ хыҫҫӑн Катя хӑйӗн пурнӑҫне мӗнле йӗркелесе ярассине пӗр вӑл кӑна пӗлет пулас.

Ҫав таҫтан аякран ҫавӑрттарса каланӑ сӑмахсене пула пуҫӑм ҫаврӑнма пуҫлать манӑн.

Эпӗ хӑранӑ пек, ӗмӗтӗме татнӑ пек пулса, сиксе тӑратӑп.

— Халӗ ӗнтӗ вӑл сана вунпилӗк ҫул хушши, эсӗ айӑплӑ, тейӗ. Юлашкинчен вара эсӗ ӑна, Марья Васильевна пекех, ӗненсе пӑрахӑн. Ара ку хуҫа пулас тенине пӗлтерет вӗт, ҫавна та ӑнланмастӑн-и вара эсӗ? Енчен эсӗ айӑплӑ пулсан, вӑл санӑн хуҫу пулса тӑрать, эсӗ вара ун чухне вӑл мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тӑвӑн.

— Эпӗ каятӑп.

— Ӑҫта?

— Халлӗхе пӗлейместӗп-ха. Эпӗ геолого-разведочнӑйне кӗме шутлатӑп. Вӗренсе пӗтерсенех тухса каятӑп.

— Ниҫта та каймастан эсӗ. Эсӗ акӑ халӗ кайма пултараттӑнччӗ-и, тен, тепӗр тӑватӑ ҫултан вара… Ниҫта та каймастӑн. Вӑл сана хӑй майлах ҫавӑрать. Марья Васильевна, ав, ӑна, ырӑ кӑмӑллӑ, лайӑх ҫын иккенне, вӑл унӑн умӗнче хӑйне ырӑ сунса пӑхнӑшӑн парӑмра иккенне ӗненнӗ-ҫке-ха. Ара мӗн мурне-ха эпӗ сан ҫумна ҫулӑхрӑм! Ара вӑл вӗт сана пуриншӗн те эпӗ айӑплӑ тесе каласа панӑ.

— Вӑл сана, ҫын вӗлерекен, тет.

— Апла иккен.

— Уншӑн сана персе вӗлерни те нимех те мар, тет.

— Юрать. Унтан хӑйӗнчен пуҫне пурте айӑплӑ. А эпӗ сана вӑл — чи ирсӗр ҫын тесе калатӑп. Ун ҫинчен, ҫӗр ҫинче ҫавӑн пек ирсӗр ҫынсем пулма пултарни ҫинчен шухӑшлама та хӑрушӑ.

— Ун ҫинчен урӑх калаҫмӑпӑр.

— Юрать. Ҫав кирлӗ-кирлӗ маррисенчен хӑшне ӗненетӗн эсӗ? Каласа пар-ха?

Катя вӑрахчен чӗнмест. Эпӗ каллех унпа юнашар ларатӑп. Хӑра-хӑра ӑна аллинчен тытатӑп, вӑл тӗртсе ямасть мана, аллине те туртса илмест.

— Эпӗ эсӗ ун ҫинчен юри каламаннине пӗлетӗп-ха. Эсӗ, чӑнах та, ҫав ҫын вӑлах пулнӑ, тесе шухӑшланӑ.

— Халӗ те ҫаплах шутлатӑп.

— Анчах та санӑн ун пирки мана, ҫитменнине аннене, ӗнентерме тӑрӑшас пулмастчӗ.

— Анчах та вӑл — вӑлах-ҫке-ха.

Катя куҫса ларать, аллине манран туртса илет.

— Ун ҫинчен урӑх калаҫмӑпӑр.

— Юрать, калаҫмӑпӑр эппин. Эпӗ ҫав ӗҫ пирки хамӑн пӗтем пурнӑҫа ирттерсе ярас пулсан та, хӑҫан та пулин ҫав ҫын вӑл пулнине кӑтартса паратӑпах.

— Вӑл — вӑл мар. Эсӗ мана ху патӑнтан ярас мар тетӗн пулсан, ун ҫинчен урӑх калаҫмӑпӑр.

— Юрать, калаҫмӑпӑр…

Урӑх вара эпир кун пирки калаҫмарӑмӑр. Вӑл манран ҫурхи каникула мӗнле ирттерни, Энскра мӗнле ҫӳрени, Саньӑпа ваттисем мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Эпӗ ӑна Саньӑран, ваттисенчен салам каларӑм. Анчах та эпӗ Энскра унсӑр пуҫне хама кичем пулни ҫинчен, ҫав кичемлӗх иртнинче пӗрле ҫӳренӗ вырӑнсенче пӗччен ҫапкаланнӑ чухне пушшех те пусса илни ҫинчен, Петька пӗр вӗҫӗмрен хавхаланса ҫӳрени ҫинчен пӗр сӑмах та шарламарӑм. Эпӗ халӗ вӑл мана юратнипе юратманнине те пӗлеймерӗм, ун ҫинчен манӑн ҫав тери ыйтас килетчӗ пулин те, ыйтма пултараймарӑм. Анчах та халӗ, иксӗмӗр те шурса кайнӑскерсем, чи кирлӗ япаласем ҫинчен калаҫса ларнӑ вӑхӑтра, Катя хӑйӗн амӑшӗн сӑнне йышӑннӑ самантра, вӑл сӑмаха асӑнма та май килмерӗ. Эпӗ Энскран мӗнле таврӑннине, шӑнса пӑрланнӑ кантӑк ҫине пӳрнесемпе ҫырнине, сасартӑк хамӑр умма юрпа витӗннӗ тӗксӗм уй-хир тухса тӑнине ҫеҫ асӑнма пултартӑм. Унтанпа ӗнтӗ пурте улшӑннӑ. Эпир те ӗнтӗ халӗ пӗр-пӗрин ҫине ӗлӗкхи пек пӑхмастпӑр. Анчах та манӑн вӑл мана юратнипе юратманнине ҫав тери пӗлес килет.

— Катя, — персе ятӑм эпӗ, — эсӗ мана юратмастӑн вӗт?

Вӑл шартах сиксе тӗлӗннӗ пек пулчӗ, ман ҫине пӑхса илчӗ. Унтан вӑл хӗрелсе кайрӗ, мана ыталаса илчӗ. Вӑл мана ыталаса илчӗ, эпир вара куҫа хупсах чуптурӑмӑр. Эпӗ хам чуптурӑм пулас. Вӑл та чуптурӗ-и, тен. Ара эпир вӗт куҫсене иксӗмӗр те харӑсах уҫрӑмӑр. Эпир Триумфальнӑйри скверта, Мускав варринче чуптурӑмӑр. Ҫак скверта пире виҫӗ шкул — хамӑрӑн, 143-мӗшпе 28-мӗшсем — курма пултарнӑ. Анчах та эпир тутлӑн чуптурӑмӑр. Ку вӑл пирӗн уйрӑлмалла чуптуни пулчӗ. Пӗр-пӗринчен уйрӑлнӑ чух эпир татах тӗл пулма сӑмах патӑмӑр пулин те, эпӗ хам ӑна юлашки хут чуптунине чухласа илтӗм.

Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ эпӗ, Катя тухса кайсан та, унтах тӑрса юлтӑм, чылайччен ҫул тӑрӑх анраса, тунсӑхласа уткаласа ҫӳрерӗм, иксӗмӗр ларнӑ сак ҫине пыра-пыра лартӑм, унтан пӑрӑнса кайрӑм, каллех ҫав вырӑнах таврӑнтӑм! Эпӗ кепкӑна хыврӑм, манӑн пуҫӑм вӗриленсе кайрӗ, чӗрем татӑлас пекех ыратрӗ. Эпӗ ниепле те тухса кайма пултараймарӑм…

Киле таврӑннӑ ҫӗре, манӑн койка патӗнчи сетел ҫинче пысӑк конверт выртать. Ун ҫине Осоавиахим пичетне пуснӑ, шултра саспаллисемпе манӑн хушаматӑма, ята, атте ятне ҫырса хунӑ. Мана хамӑн пурнӑҫӑмра чи малтанхи хут ятпа, атте ячӗпе чӗнеҫҫӗ. Эпӗ чӗтрекен аллӑмсемпе конверта уҫрӑм. Осоавиахим хутсене йышӑннине пӗлтерет, майӑн иккӗмӗшӗнче мана, летчиксен шкулне кӗрес тӗлӗшпе, медицина комиссине пыма чӗнет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех