Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунпӗрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.03 10:25

Пуплевӗш: 135; Сӑмах: 998

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Энска каятӑп

Ромашкӑна вӗлермелле! Эпӗ ҫав ирсӗр ӗҫе вӑлах тунӑ тесе шутлатӑп. Кун пирки нимӗн чухлӗ те иккӗленместӗп. Кам пултар тата! Фойере ларнӑ чухне эпӗ Катьӑна чуптунине пӗр вӑл кӑна курнӑ вӗт.

— Эпӗ унӑн кровачӗпе сӗтелӗ ҫине ҫилӗллӗн пӑха-пӑха, ҫур сехете яхӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмре кӗтрӗм. Унтан, хӑй мӗн-мӗн тунине каласа пама ыйтса, каламасан, пӗтӗм шкул умӗнче намӑслантаратӑп, тесе хут ҫырса хӑвартӑм. Кӑшт тӑрсан, ҫав хута ҫурса пӑрахрӑм та Валька патне зоопарка тухса кайрӑм.

Паллах ӗнтӗ, вӑл хӑйӗн кышлаканӗсем патӗнчех! Вӑл таса мар халат тӑхӑннӑ, кӑранташне хӑлхи ҫине, пысӑк блокнотне хул хушшине хӗстернӗ; читлӗх патӗнче ҫара ҫерҫисене алӑ вӗҫҫӗн тӑрантарса тӑрать. Вӑл, вӗсене ӑман ҫитернӗ май, савӑнӑҫлӑн шӑхӑркаласа илет.

Эпӗ ӑна кӑшкӑрса чӗнтӗм. Вӑл ӑнланаймасӑр ҫаврӑнса пӑхрӗ, аллине ҫилӗллӗн сулса илчӗ те:
— Тӑхта! — терӗ.

— Валя! Пӗр самантлӑха!

— Тӑхта, ан аташтар-ха? Саккӑр, тӑххӑр, вуннӑ…

— Валька! — тархасларӑм эпӗ.

— Хуса кӑларатӑп! — терӗ Валька.

Эпӗ ҫара ҫерҫисем ҫине ҫилӗллӗн пӑхса илтӗм. Вӗсем пуҫхӗрлӗ ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Хӑлхисем хӑйсен хупах пек, пичӗсем те этем пичӗ евӗрлех. Эсрелсем! Нимӗн те тӑваймӑн кӑна вӗт! Вӗсем ҫисе тӑраниччен кӗтсе тӑр ӗнтӗ ак.

Вӑхӑт ҫитрӗ! Анчах та Валька, хӑйӗн вараланчӑк пӳрнисемпе сӑмсине сӑтӑра-сӑтӑра, ҫур сехете яхӑн блокночӗ ҫине темскер ҫырса тӑчӗ. Акӑ ӗнтӗ ҫак асаплӑ вӑхӑт та иртсе кайрӗ.

— Аҫа ҫапмӗш! — терӗм эпӗ ӑна. — Хӑвӑн чӗрчунусемпе чуна илес патнех ҫитертӗн. Укҫу пур-и ҫан?

— Ҫирӗм ҫичӗ тенкӗ, — мӑнкӑмӑллӑн хуравларӗ Валька.

— Пурне те пар!

Валька темле ҫӗленсем туянма укҫа пуҫтарнине пӗлетӗп-ха эпӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫапла калани чӑрсӑртарах пулчӗ пулӗ. Анчах мӗн тӑвас тетӗн-ха? Манӑн хамӑн пурӗ те вунҫичӗ тенке кӑна, билет илме тата ҫавӑн чухлӗ кирлӗ.

Валька куҫне хӗскелесе илчӗ, унтан ман ҫине лайӑхрах пӑхрӗ те укҫине туртса кӑларчӗ.

— Каятӑп.

— Ӑҫта?

— Энска.

— Мӗншӗн?

— Таврӑнсан калӑп. Халлӗхе ҫакна ҫеҫ калатӑп. Ромашка — йытӑ. Эсӗ унпа вӑл мӗнле йыта иккенне пӗлменнипе ҫеҫ туслӑ пурӑнатӑн. Пӗлетӗн пулсан хӑв та йытӑ эсӗ. Ну, ҫитет. Чипер юл.

Валя темӗнле улшӑннӑ сассипе кӑшкӑрса чӗннӗрен, эпӗ, алӑкран та тухса кайнӑччӗ пулин те, ҫавӑнтах калле ҫаврӑнтӑм.

— Саня, — мӑкӑртатрӗ вӑл, — эпӗ унпа туслӑ мар. Тӗрӗссипе…

Вӑл калаҫма чарӑнчӗ, каллех сӑмсине сӑтӑркаласа илчӗ.

— Эпӗ айӑплӑ, — пӗлтерчӗ вӑл. — Манӑн сана асӑрхаттармалла пулнӑ. Кораблевпа пулнӑ историе астӑватӑн-и?

— Ӑна та астумасан тата!

— Ун ӗҫӗ пулчӗ ку!

— Мӗн?

— Вӑл Николай Антоныч патне кайнӑ та пурне те каласа панӑ.

— Суятӑн!

Эпӗ ҫав каҫ, Татариновсем патӗнчен таврӑнсан, Валькӑна Кораблев пирки «кавар» туни ҫинчен каласа панине ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа аса илтӗм.

— Тӑхта, ара вӗт эпӗ санпа калаҫрӑм.

— Ҫапла, а Ромашка итлесе тӑнӑ.

— Мӗншӗн халиччен каламарӑн эсӗ?

Валька пуҫне чикрӗ.

— Вӑл мана никама та шарламалла мар тесе сӑмах партарчӗ, — мӑкӑртатрӗ вӑл. — Тата ҫӗрле ман ҫине пӑхатӑп тесе хӑратрӗ. Пӗлетни эсӗ, ҫӗрле хам ҫине пӑхнине тӳсме пултараймастӑп эпӗ. Халӗ ӗнтӗ вӑл маншӑн нимех те мар. Пӗррехинче вӑранса кайрӑм та, вӑл ман ҫине пӑхса вырта парать. Ҫавӑнтан вара хӑрама пуҫларӑм.

— Ухмах эсӗ, урӑх нимӗн те мар.

— Вӑл кӗнеки ҫине ҫырса пырать. Унтан Николай Антоныча элеклесе парать, — салхуллӑн каларӗ Валька. — Вӑл манӑн тӗнкене илет. Элеклет-элеклет те ун ҫинченех мана каласа парать. Эпӗ хӑлхасене хуплатӑп, вӑл ҫаплах каласа парать.

Пӗр виҫ ҫул ӗлӗкрех шкулта: Ромашка куҫне уҫса ҫывӑрать, тетчӗҫ. Ку тӗрӗсех ӗнтӗ. Пӗррехинче вӑл мӗнле ҫывӑрнине эпӗ хам та асӑрхарӑм. Куҫ хӑрпӑхӗсем хушшинчен темле тӗксӗмрех те хӑрушӑрах куҫ шӑрҫи курӑнатчӗ… Ку начар япала ӗнтӗ — ӑҫтан пӗлетӗн-ха: те ҫывӑрать вӑл, те ҫывӑрмасть! Ромашка: эпӗ нихҫан та ҫывӑрмастӑп, тетчӗ. Суйнӑ кӑна вӑл пире — унӑн куҫ хӑрпӑхӗсем кӗске пулнӑ. Анчах та ӑна ӗненекен ачасем те тупӑнатчӗҫ. Ӑна «ҫывӑрманшӑн» юрататчӗҫ, хӑш чух хӑратчӗҫ те тата. Валька та ҫавӑн пиркиех хӑрама пуҫланӑ пулас: вӑл вӗт Ромашкӑпа кӳршӗллӗ койка ҫинче пилӗк ҫул хушши ҫывӑрнӑ.

Ҫаксем пурте манӑн пуҫӑмра тӗлӗкри пек шӑва-шӑва иртрӗҫ. «Ухмах, — шухӑшларӑм эпӗ. — Ҫутҫанталӑка сӑнакан, имӗш».

— Мунчала эсӗ! — терӗм эпӗ. — Манӑн халӗ калаҫса тӑма вӑхӑт ҫук, анчах та, ман шутпа, ҫав кӗнеке ҫинчен санӑн ячейкӑна ҫырса пӗлтермелле пулать. Эпӗ вӑл сан ҫине аплах утланса ларман пуль тесеттӗм. Миҫе хутчен сӑмах панӑ эсӗ ӑна?

— Пӗлместӗп, — мӑкӑртатрӗ Валька.

— Шутлӑпӑр.

Вӑл салхуллӑн кӑна ман ҫине пӑхса илчӗ.

Зоопаркран эпӗ вокзала билет илме кайрӑм, унтан шкула таврӑнтӑм. Манӑн лайӑх готовальня пурччӗ, эпӗ ӑна та хампа пӗрле илме шутларӑм, аптӑраса ҫитсен сутма та юрать-ҫке-ха.

Акӑ ӗнтӗ манӑн мӗнпур айванлӑхӑм ҫумне тепри хутшӑнчӗ — ку вара маншӑн ҫав тери хакла ларчӗ.

Эпӗ кӗнӗ вӑхӑтра ҫывӑрмалли пӳлӗмре пӗр вунӑ ача тата хамӑрпа пӗр класра вӗренекен Таня Величко ларатчӗҫ.

Пӗрисем кӗнекесем вулатчӗҫ, теприсем калаҫатчӗҫ. Шура Кочнев ҫӗнӗрен килнӗ математик пек туса кӑтартать: вӑл доска патнелле ыткӑннӑ пек тӑвать, ерипен кӑна та мӑнкӑмӑллӑн ларанҫи пулать. Пурте кулса ячӗҫ. Пӗр сӑмахпа каласан, манӑн кровать патӗнче манӑн арчана ухтарса тӑракан Ромашка ҫине никам та пӑхмасть.

Ҫак тепӗр ырӑ мар япала мана тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Пӗтӗм пуҫӑма юн тапса тухнӑ пек пулчӗ, анчах та эпӗ ун патне лӑпкӑн утса пырса, лӑпкӑ кӑна сасӑпа:
— Мӗн шыратӑн эсӗ, Ромашка? — тесе ыйтрӑм.

Вӑл, хӑраса кайса, пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ. Эпӗ, тем тери пӑлханнӑ пулин те, ҫак самантра вӑл чӑн-чӑн тӑмана евӗрлех пулнине туйса илтӗм: сӑнӗ унӑн тӗлӗнмелле шуралса кайнӑ, пысӑк хӑлхисем хӗрелсе тӑраҫҫӗ.

— Катя ҫырӑвӗсене-и? — ыйтрӑм эпӗ. — Вӗсене Николай Антоныча парас тетӗн-им? Акӑ вӗсем. Ил!

Эпӗ ӑна сулӑнса кайса ура кӗлипе питӗнчен ҫатлаттартӑм.

Хам сӑмахсене шӑппӑн каланипе эпӗ ӑна ҫапассине никам та кӗтмен иккен. Эпӗ ӑна тата икӗ-виҫӗ хут ҫапса илтӗм пулас. Таня Величко пулман-тӑк эпӗ ӑна вӗлереттӗмччӗ те пулӗ. Ачасем ҫӑвар карса тӑнӑ вӑхӑтра вӑл хӑюллӑнах пирӗн хутлӑха ыткӑнса кӗрсе тӑчӗ, мана ҫавӑрса илсе пӗтӗм вӑйӗпе тӗртсе ячӗ, эпӗ ирӗксӗрех койка ҫине кайса лартӑм.

— Ӑсран тухрӑн-и-мӗн эсӗ?

Темӗнле тӗтре витӗр эпӗ унӑн питне, вӑл ман ҫине йӗрӗнсе пӑхнине асӑрхарӑм, мӗн пулнине аса илтӗм.

— Ачасем, эпӗ сире пурне те каласа парӑп, — терӗм эпӗ.

Анчах та вӗсем чӗнмерӗҫ. Ромашка урайӗнче мӑйне тӑсса выртать. Питҫӑмартийӗ унӑн кӑвакарса тухнӑ. Эпӗ арчана илтӗм те тухса кайрӑм…

Пӗр виҫӗ сехет хушши йывӑр шухӑша путса вокзалта ҫапкаланса ҫӳрерӗм. Ирӗксӗртен тенӗ пек кӑна хаҫат вуласа тухрӑм, расписание пӑхрӑм, виҫҫӗмӗш класри буфетра чей ӗҫрӗм. Ҫиессӗм те килчӗ манӑн. Анчах та чейӗ тутлӑ мар пек туйӑнчӗ маншӑн, бутербродсем пыра ларчӗҫ, ҫӑвар ӑшӗ Валькӑн ҫара ҫерҫийӗсем пек ӑман ҫинӗ тейӗн, темӗнле ырӑ марланса кайрӗ. Эпӗ ҫак ӗҫ хыҫӗнчен хама темле вараланчӑк ҫын вырӑнне хутӑм. Таврӑнмалла марччӗ ҫав манӑн шкула. Готовальня! Мӗн мурне кирлӗ пулнӑ-ха вӑл мана? Калле килнӗ чух билет илме Даша инке паман пулӗччӗ-ши вара мана?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех