Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Саккӑрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.02 22:36

Пуплевӗш: 167; Сӑмах: 1379

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Бал

Пирӗн шкулта столярнӑй мастерской пурччӗ, эпӗ унта каҫ-каҫ кайса ӗҫлеттӗм. Лӑп та шӑп ҫав вӑхӑтсенче ӗнтӗ эпир пысӑк заказ йышӑнтӑмӑр. Ялти шкулсем валли вӗренмелли хатӗрсем тума хушрӗҫ. Пире лайӑхах укҫа тупма май килчӗ.

«Октябрьти революци хыҫҫӑнхи литературӑра хресчен пурнӑҫӗ» вӗҫленчӗ. Эпӗ тарӑхса ҫитнипе ӑна пӗр каҫрах ҫырса тӑкрӑм. Анчах та манӑн ытти парӑмсем те пур. Сӑмахран, нимӗҫ чӗлхи. Эпӗ юратман япала. Тӗрӗссипе, ҫур ҫул вӗҫӗнче эпир Катьӑпа пӑр ҫине пӗрререн пӗрре кӑна кайрӑмӑр — унта та ярӑнма тӳрӗ килмерӗ. Пӑра веҫех каткаласа пӗтернӗччӗ: унта мӗн иртенпех хоккей команди ҫӳренӗ иккен, ӑмӑртӑва хатӗрленнӗ. Эпир буфетра чей ҫеҫ ӗҫрӗмӗр.

Катя манран тӑван мар атте пирки ҫырса панипе паманни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

— Ҫыртӑм. Анчах Валька калать, вӑл ӗнтӗ пурпӗрех ҫук, тет.

— Ӑҫта вара вӑл?

— Шуйттан пӗлет-и? Тарнӑ.

Эпӗ Гаера мӗншӗн ҫав тери курайманни ҫинчен Катьӑн манран ыйтса пӗлес кӑмӑлӗ пурччӗ. Анчах та манӑн ҫав эсрел ҫинчен асӑнас килмерӗ. Эпӗ шавламарӑм. Вӑл пурпӗрех ыйтрӗ. Кӗскен кӑна хамӑр Энскра мӗнле пурӑнни, атте тӗрмере вилни, анне Гаера качча тухни ҫинчен каласа пама тиврӗ. Катя, манӑн йӑмӑк пуррине пӗлсен, тӗлӗнсе кайрӗ.

— Мӗн ятлӑ вӑл?

— Вӑл та Саня,
Анчах та вӑл эпе Энскран тухса кайнӑранпа ун патне пӗр ҫыру та ҫырманнине пӗлсен, тата ытларах тӗлӗнчӗ.

— Миҫе ҫулта вӑл?

— Вунулттӑра.

Катя ман ҫине тарӑхса пӑхрӗ.

— Сысна!

Ку ӗнтӗ чӑнах та аван мар япала, эпӗ вара Энска ҫырма пултӑм.

— Шкултан вӗренсе тухсан. Халӗ мӗн ҫырмалла-ха? Эпӗ ӗнтӗ темиҫе хут та ҫырма тытӑнса пӑхнӑ. Ырӑ… Сывӑ… Интереслех мар вӑл.

Ку вӑл пирӗн каникул умӗнхи юлашки тӗлпулу пулчӗ. Унтан каллех заняти хыҫҫӑн заняти пуҫланчӗ, пӗр вӗҫӗмрен вуламалла. Эпӗ ирпе ултӑ сехетре тӑратӑп та «Самолетостроение» тытса ларатӑп, каҫсенче столярнӑйӗнче ӗҫлетӗп, тепӗр чух — ҫурҫӗрчченех…

Акӑ ӗнтӗ ҫур ҫул иртсе кайрӗ. Вунпӗр кун хушши канмалла! Чи малтанах эпӗ Катя патне шӑнкӑртаттартӑм, ӑна хамӑрӑн шкула, бала чӗнсе илтӗм.

Афиша ҫинче «тӗне хирӗҫ — бал» тесе ҫырнӑччӗ. Анчах ку ӗҫпе ачасем ытлашшиех интересленсе каймарӗҫ. Тӗне хирӗҫ темӑпа икӗ-виҫӗ костюм ҫеҫ тупӑнчӗ. Шура Кочнев (Ун ҫинчен пирӗн шкулта:
«Каҫсерен вуник сехет ҫапсан,
Коган вӑранать ыйӑхран» — тесе юрлатчӗҫ.)
ксендз тумне тӑхӑнчӗ.
Ку вара лайӑх тухрӗ! Сутанӑпа ҫӳлӗ шлепки унӑн вӑрӑм пӳ ҫине ҫав тери килӗшрӗ. Вӑл, ҫилӗллӗ сӑнлӑскӗр, каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ. Лайӑх вылярӗ. Ҫавӑнпа кулӑшла тухрӗ те ӗнтӗ. Ытти ачасем те хӑйсен рясисене ҫӗртен сӗтӗрсе, кулса кӑна ҫӳрерӗҫ.

Катя кая юлса ҫитрӗ, эпӗ ӗнтӗ ӑна тепӗр хут телефонпа чӗнме те шутланӑччӗ. Вӑл, шӑнса кӳтнӗскер, чӗкӗнтӗр пек хӗрелсе кайнӑскер, салтӑнмаллм пӳлӗмрех, эпӗ унӑн пальтовӗпе калушне панӑ вӑхӑтра, кӑмака патне чупса кайрӗ.

— Сивӗ-тӗк — сивӗ, — терӗ вӑл, унтан пит ҫӑмартине кӑмака ҫумне тытрӗ, — пӗр икҫӗр градус та пулӗ!

Ҫине вӑл кӑвак бархатран ҫӗленӗ кӗпе тӑхӑннӑ. Ҫухине чӗнтӗртен тунӑ. Ҫивӗчӗ ҫине кӑвак бант ҫыхнӑ.

Ҫак бантпала кӑвак кӗпи, мӑйӗнчи ҫинҫе-ҫинҫе ӗнчӗ-ахах ҫип ӑна ҫав тери килӗшет! Вӑл ҫирӗп те тӑп-тӑп, тӗлӗнмелле яштака кӗлеткеллӗ курӑнать. Пӗр сӑмахпа каласан, эпир иксӗмӗр актовӑй зала кӗрсенех (унта ӗнтӗ ташлама та пуҫланӑ) пирӗн шкулти чи чаплӑ ташлакансем хӑйсен хӗрӗсене пӑраха-пӑраха хӑварса, ун патнелле ыткӑнчӗҫ. Эпӗ ташла пӗлменшӗн хамӑн пурнӑҫра чи малтанхи хут ӳкӗнсе илтӗм. Мӗн тӑвас тен! Эпӗ хама «маншӑн пулсан икӗ айкки те тӑвайкки» тенӗ пек кӑтартма тӑрӑшрӑм, артистсен тумланмалли пӳлӗмне кайрӑм. Анчах та унта хатӗрленеҫҫӗ-мӗн, хӗрачасем мана унтан та хӑваласа кӑларчӗҫ. Зала таврӑнтӑм. Лӑп та шӑп ҫак вӑхӑтра вальс чарӑнчӗ. Эпӗ Катьӑна чӗнсе илтӗм. Эпир ларса палкама тытӑнтӑмӑр.

— Кам ку? — сасартӑк хӑраса ӳкнӗ пек ыйтрӗ вӑл.

Эпӗ пӑхса илтӗм.

— Ӑҫта?

— Ав леш — хӗрлӗ ҫӳҫли.

Нимех те мар иккен, ку вӑл — Ромашка ҫеҫ! Вӑл уявла тӑхӑннӑ, эпӗ хӑйӗнчен саклат хурса илнӗ галстукне ҫакнӑ. Ман шутпа, паян ӑна ытлашши начартарах та теме ҫук. Анчах та Катя ун ҫине йӗрӗнсе пӑхрӗ.

— Мӗнле чухламастӑн эсӗ — тискер вӑл, — терӗ Катя, — эсӗ хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа курмастӑн та. Вӑл Урия Гип тӗслӗ.

— Кам пек?

— Урия Гип пек.

Эпӗ хама Урия Гип камне пӗлнӗ пек кӑтартасшӑн пулса:
— А-а, — терӗм.

Анчах Катьӑна улталасси ҫӑмӑлах мар!

— Эх эсӗ те ҫав, Диккенса вуламан, — терӗ вӑл. — Пӗлекен ҫын вырӑнӗнче шутланатӑн тата ху!

— Кам шутлать мана пӗлекен ҫын тесе?

— Пурте. Пӗррехинче тепле эпӗ сирӗн шкулти хӗрачапа калаҫрӑм, вӑл мана: «Григорьев — пултаруллӑ ҫын» тесе каласа пачӗ. Акӑ сана пултаруллӑ — Диккенса вуламан!

Эпӗ ӑна Диккенса вулани, Урия Гип пирки ҫеҫ вуламанни ҫинчен каласа парасшӑнччӗ, анчах та лӑп та шӑп ҫак самантра оркестр выляса ячӗ, хамӑрӑн физкультура учителӗ (ӑна пурте Гоша тесе чӗнетчӗҫ) Катьӑна хӑйпе ташлама сӗнчӗ, эпӗ каллех пӗр-пӗччен тӑрса юлтӑм. Кунхинче мана артистсем хӑйсем патне кӗртрӗҫ, ӗҫ те пачӗҫ: пӗр хӗрачана раввин пек сӑрласа яма хушрӗҫ. Ку ҫӑмӑл ӗҫех пулмарӗ. Эпӗ унпа ҫур сехет хушши аппалантӑм, калле зала таврӑннӑ ҫӗре Катя ҫаплах ташлатчӗ-ха. Халӗ ӗнтӗ Валькӑпа.

Ку ӗнтӗ чӑнах та чылаях кулӑшла картина пулчӗ: Валька хӑйӗн урисем ҫинчен темӗнле интереслӗ япаласем ҫине пӑхнӑ пек куҫне илме пӗлмест, Катя ӑна тӗрте-тӗрте ярать, куҫса пынӑ маях ташлама вӗрентет, хӑй ҫав тери тарӑхать. Анчах та темшӗн кичем пула пуҫларӗ мана.

Тахӑшӗ ман тӳмме ҫумне номер ҫыпӑҫтарса хӑварчӗ — почтӑлла выляҫҫӗ-мӗн. Эпӗ, тӗрме ҫынни пек номерлӗскер, шухӑша кайса лартӑм. Акӑ сасартӑк икӗ ҫыру килчӗ: «Ҫитет сире шухӑшласа ларма. Пытармасӑр калӑр-ха, кама килӗштеретӗр эсир? Ответ ҫырӑр № 140». Тепри вара тупсӑмлӑ ҫыру: «Григорьев пултаруллӑ ҫын, ҫапах та Диккенса вуламан». Эпӗ Катьӑна юнаса илтӗм. Вӑл кулса ячӗ, Валькӑран уйрӑлса манпа юнашар ларчӗ.

— Сирӗн кунта савӑнӑҫлӑ, — терӗ вӑл, — анчах ытлашши пӑчӑ. Ну, халӗ мӗнле — ташлама вӗрентӗн-и ӗнтӗ?

Эпӗ: «Вӗренместӗп», терӗм. Вара эпир хамӑр вӗренекен класа кӗтӗмӗр. Унта фойе пекреххи тунӑ: кӗтессене «Настал час» трагедирен бутафор креслисем лартса тухнӑ, лампӑсене хӗрлӗ те кӑвак хутсемпе чӗркесе пӗтернӗ. Эпир хам ларакан парта ҫинех вырӑн йышӑнтӑмӑр. Вӑл сылтӑм енчи ретре, чи хыҫалта ларать. Астӑваймастӑп, мӗн ҫинчен калаҫнӑ-тӑр эпир, темле кирлӗ япала ҫинченехчӗ, ахӑр, калаҫакан кино ҫинченччӗ пулас. Катя кӑна ӗненсех пӗтермерӗ. Эпӗ вара ӑна ӗнентерес тесе, ҫутӑпа сасӑсен хӑвӑртлӑхӗ ҫинчен темӗнле цифрӑсем каласа патӑм. Пирӗн пуҫ ҫийӗнчи кӑвак лампа ҫутти Катьӑна пӗтӗмпех кӑвакартса кӑтартать. Ҫавӑнпах хӑюллантӑм пулӗ те ӗнтӗ эпӗ. Манӑн ӑна паҫӑрах, шӑнса хӗрелсе кайнӑскерне, килсе кӗрсенех питне кӑмака ҫумне тытнӑ самантрах, чуптӑвас килетчӗ. Анчах ун чухне май килмерӗ. Халӗ ӗнтӗ акӑ вӑл кӑвак сӑнлӑ чухне, — юрать те пулӗ. Эпӗ, хамӑн сӑмаха ҫуррине каласа пӗтерсенех калаҫма чарӑнса, куҫа хупрӑм та ӑна пит ҫӑмартийӗнчен чуптуса илтӗм.

Эх, ҫиленсе кайрӗ вара вӑл!

— Мӗне пӗлтерет ку? — ҫилленсе ыйтрӗ вӑл.

Эпӗ чӗнмерӗм. Манӑн чӗре хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн тапрӗ, эпӗ вӑл халех: «Эпир пӗр-пӗрне пӗлместпӗр» теесрен е пӗр-пӗр урӑхларах сӑмах персе ярасран хӑраса лартӑм.

— Выльӑхла хӑтланатӑн эсӗ! — терӗ вӑл, тарӑхса.

— Выльӑхла мар, — терӗм эпӗ, ним калама аптӑраса. Пӗр самант эпир ним чӗнмесӗр тӑтӑмӑр, унтан Катя мана шыв илсе килме хушрӗ. Шыв илсе килсен вара вӑл мана лекци вулама пуҫларӗ. Ун сӑмахӗпе, эпӗ ӑна юратмастӑп пулать иккен. Ун вырӑнӗнче урӑх хӗр пулнӑ пулсан, эпӗ ӑна та чуптума пултарнӑ иккен.

— Эсӗ хӑвна ху мана юрататӑп тесе ӗнентерме ҫеҫ тӑрӑшатӑн, — татса каларӗ вӑл, — чӑннипе, юратмастӑн эсӗ?

Эпӗ ӑна ҫиллентересшӗн пулманнине ӗненчӗ-ха вӑл. Анчах ҫапах та манӑн унашкал хӑтланмалла пулман, мӗншен тесен ку вӑл хама хам улталани кӑна пулать. Тӗрӗссипе, эпӗ нимӗн те туймастӑп иккен…

— Нимӗнле юрату та ҫук, — хушса хучӗ вӑл, пӑртак чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн. Эпӗ вӑл хӗрелсе кайнине туйса илтӗм.

Сӑмах калас вырӑнне эпӗ унӑн аллине тытрӑм та хамӑн питҫӑмартине, куҫӑмсене сӑтӑркаларӑм. Ҫук аллине калле илмерӗ вӑл, эпир темиҫе минут вара парта хушшинче лартӑмӑр. Ҫак класра манран ыйтнӑ, кунта мана теоремӑсем калама доска умне кӑларнӑ. Акӑ халӗ эпир ларакан парта хушшинче Валькӑн лӳчӗркеннӗ шпаргалкисем выртаҫҫӗ. Тӗлӗнмелле. Тӗлӗнмелле пулсан та — ырӑ! Эпӗ хама ҫак самантра мӗн тери ырӑ пулнине сӑмахпа та каласа параяс ҫук!

Анчах та акӑ кӗтесре такам хыттӑн сывланӑ пек туйӑнчӗ маншӑн, эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм та Ромашкӑна куртӑм. Вӑл мӗншӗн хытӑ сывланине пӗлейместӗп эпӗ, анчах та сӑнӗ унӑн тӗлӗнмелле тискер. Вӑл эпир ӑна ҫийӗнчех асӑрханине ӑнкарса илчӗ, ахӑр, темскер мӑкӑртаткаласа кахаллӑнтарах кӑна кулса, пирӗн пата пырса тӑчӗ.

— Григорьев, ма эсӗ мана паллаштармастӑн?

Эпӗ ура ҫине тӑтӑм. Манӑн сӑнӑм-пуҫӑм ытлашши ыррӑнах курӑнмарӗ, ахӑр, вӑл куҫӗсене, хӑранӑ чухнехилле мӑчлаттарса, тухса кайрӗ. Вӑл сасартӑк хӑраса ӳкни ытла та кулӑшла пулчӗ. Эпир иксӗмӗр те кулса ятӑмӑр. Катя каларӗ: «Вӑл Урия Гип пек кӑна та мар, пысӑк куҫлӑ, кукӑр сӑмсаллӑ тӑмана пек те», терӗ. Кӑна пӗлчӗ вара вӑл: Ромашкӑна класра хӑшпӗр чух тӑмана тесе виртлетчӗҫ. Эпир зала таврӑнтӑмӑр.

Шурка Кочнев пире алӑк патӗнче кӗтсе илчӗ, вӑл тутисене кулӑшларах пӗркелерӗ, хӑранӑ пек пулчӗ. Эпӗ ӑна Катьӑпа паллаштартӑм, вӑл Катьӑна, чӑн-чӑн ксендз пекех, чӗтрекен аллисене хӗрӗн тути патнерех тытса пиллерӗ.

Ташлама чарӑнчӗҫ, концерт пуҫланчӗ. «Ревизорӑн» хӑшпӗр сыпӑкӗсене кӑтартма тытӑнчӗҫ. Кӑна лартма хамӑр театрах хатӗрленнӗччӗ.

Катьӑпа эпир виҫҫӗмӗш ретре лартӑмӑр, анчах пурпӗрех нимӗн те илтеймерӗмӗр. Эпӗ пушшех илтеймерӗм пулас. Вӑл та илтеймерӗ курӑнать. Эпӗ ӑна ҫапла пӑшӑлтатрӑм:
— Эпир татах калаҫӑпӑр-ха. Юрать-и? — терӗм.

Вӑл ман ҫине шӑтарас пек пӑхрӗ те пуҫне тайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех