Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнтӑм (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ халь анчах Ӗренпур патӗнчен таврӑнтӑм.

— Сей минут из-под Оренбурга.

Аллине шарт ҫапать Ненила // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Строя таврӑнтӑм, ваше благородие.

— Вернулся в строй, ваше благородие.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ун патӗнчен ҫӗрле тин таврӑнтӑм.

Пришел от нее поздно.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ киле питӗ хӗпӗртесе таврӑнтӑм, вӑл мана йӑла-йӗрке тирпейлӗхӗ енчен те пуринчен лайӑх хӗр пек туйӑнчӗ, вара тепӗр кун эпӗ ӑна хама качча тухма сӗнтӗм.

Я вернулся в восторге домой и решил, что она верх нравственного совершенства и что потому-то она достойна быть моей женой, и на другой день сделал предложение.

V // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Кӑнтӑрлахи апат умӗн эпӗ миссис Пиви патне таврӑнтӑм.

К обеду я вернулся к миссис Пиви.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Вунпӗр сехет тӗлне эпӗ киле таврӑнтӑм та, ҫывӑрма выртрӑм.

К одиннадцати часам я вернулся домой и пошел спать.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Каллех гостиницӑна таврӑнтӑм.

Я снова вернулся в гостиницу.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Паян эпӗ киле таврӑнтӑм, леш хӗре, хамӑн пӳрте, Ерошка мучине, хамӑн крыльца ҫинчен юр тусене куртӑм, вара мана савӑнӑҫӑн ҫав тери вӑйлӑ ҫӗнӗ туйӑмӗ ярса илчӗ те, эпӗ йӑлтах ӑнлантӑм.

Я нынче вернулся домой, увидал ее, свою хату, дядю Ерошку, снеговые горы с своего крылечка, и такое сильное новое чувство радости охватило меня, что я все понял.

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ҫак калаҫусем хыҫҫӑн эпӗ киле таврӑнтӑм та инҫе ҫула тухса каймашкӑн хатӗрленме тытӑнтӑм.

После этих переговоров я воротился домой и стал готовиться к далекому плаванию.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Киле эпӗ питӗ кӑмӑллӑ таврӑнтӑм, выртрӑм та ҫавӑнтах ҫывӑрса кайрӑм, мӗншӗн тесен эпӗ вӑл кун пулса иртнӗ ӗҫсемпе, шухӑшсемпе ытла та хытӑ ывӑнса ҫитнӗччӗ.

С успокоенным сердцем я тотчас же вернулся домой, лег и мгновенно уснул, так как был весьма утомлен тревогами этого дня.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Унтан эпӗ киле таврӑнтӑм та, пӑхмалли труба илсе, ту ҫине хӑпартӑм; пӗтӗм таврана, килекен ҫынсем куриччен, пӑхса ҫаврӑнас терӗм; тӑшмансем килсе тапӑнас хӑрушлӑх пур чухне эпӗ яланах ҫавӑн пек тӑваттӑм.

Затем я вернулся домой, захватил подзорную трубу и при помощи лестницы взобрался на вершину горы, чтобы, не будучи замеченным, осмотреть всю окрестность; так поступал я всегда, когда опасался нападения врагов.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫав кунах, ҫурҫӗр иртсен пӗр сехетре, эпӗ, калама ҫук хытӑ ывӑнса-ӗшенсе ҫитнӗскер, утрав ҫине таврӑнтӑм.

В тот же день, к часу ночи, я вернулся на остров, измученный и усталый до крайности.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кимӗри шыва пӗтӗмпех тӑкса пӗтерсен, япаласене вырнаҫтарса хутӑм, унтан каллех киле япаласем илме таврӑнтӑм.

Вычерпав из лодки воду, я сложил в нее вещи и вернулся за новым грузом.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫакӑн пек сӑмах татнӑ хыҫҫӑн эпӗ хамӑн крепоҫе васкасах таврӑнтӑм та йывӑр та хӑрушӑ ҫула каймашкӑн хатӗрленме тытӑнтӑм.

С этим решением я поспешил вернуться к себе в крепость и стал готовиться к трудной и опасной поездке.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫавӑнта, ҫыран хӗрринче, ҫын ҫӳренӗ, тен, пӗр ҫын мар, пилӗк е ултӑ ҫын ҫӳренӗ, тесе шухӑшласа таврӑнтӑм эпӗ хамӑн киле.

Я ушел домой в полном убеждении, что там, на берегу, побывал человек — и, может быть, не один, а пять или шесть.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Чӑн та, эпӗ яланах урӑх ҫулпа таврӑнаттӑм, анчах кимӗ пӑхма эпӗ тахҫанах кайнӑччӗ, ҫавӑнпа та урӑх ҫулпа мар, шӑпах ҫав ҫулпа каялла таврӑнтӑм, тесе шанчӑклӑнах калама пултаратӑп-и эпӗ?

Правда, возвращался я обыкновенно другой дорогой, но это было давно и мог ли я с уверенностью утверждать, что я шел тогда именно той, а не этой дорогой?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ каллех ҫав йӗр патне таврӑнтӑм.

Я вернулся еще раз на то же место.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вырасса та эпӗ ӑна хам шухӑшласа кӑларнӑ меслетпе выртӑм: пучахӗсене касса илтӗм те пысӑк карҫинккана тултарса киле ҫӗклесе таврӑнтӑм.

Да и убирал я его своим собственным способом: срезал только колосья и уносил с поля в большой корзине.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫак вырӑнтан вара эпӗ паҫӑрхи ҫулпах каялла утрӑм, васкамасӑр, час-час канма ларса, киле таврӑнтӑм.

Оттуда я вернулся домой прежней дорогой, шел я не торопясь и часто присаживался отдохнуть.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вара эпӗ ӑна тытрӑм та киле илсе таврӑнтӑм.

Я подобрал его и принес домой.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех