Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Сысна ҫури йӑли

Автор: В. Абакаев

Ҫӑлкуҫ: О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Хушнӑ: 2020.01.18 02:01

Пуплевӗш: 242; Сӑмах: 2820

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пирӗн жуликла ӗҫре ырӑ кӑмӑллӑ та пӑртак шанма пултармалла тӗрӗс чунлӑ юлташ тупма темрен те хӗн. Хампа пӗрле жуликра ӗҫлесе курнӑ чи лайӑх мастерсем те, вӗсем те хӑшпӗр чухне чике тӑршшех лартатчӗҫ.

Ҫавӑнпа пӗлтӗр ҫулла эпӗ вӑрра пултармалла, анчах халиччен ӗҫӗ ӑнса пынипе иртӗнсе, пӑсӑлса каяйман, майлӑрах йӗкӗт тупма май пулмӗ-ши тесе, пӗр-пӗр тӗттӗмрех кӗтессе, ҫак ҫылӑхлӑ япала халиччен пулман вырӑна кайса пӑхма шут тытрӑм.

Ҫапла пӗр пӗчӗк хулана пырса тухрӑм. Ку хула сӑрт ҫинче ларать, ӑна Миунт Нэбо теҫҫӗ. Кунта, вырӑнти обществӑн чи лайӑх ҫыннисем яланах пухӑнакан пӗр пӗчӗк лавкӑна кӗретӗп те хайхискер, хама майлӑ ҫынсем пурри-ҫуккине сӑнама тытӑнатӑп.

— Джентльменсем, — тетӗп эпӗ хамӑр чылайччен пӗр-пӗринпе перӗнкелесе, тӗркӗшкелесе тӑнӑ хыҫҫӑн, типӗтнӗ улма пички тавра сырӑнса тӑнӑ ҫынсене, — ман шутпа, эсир пӗтӗм ҫӗр ҫинче чи ҫылӑхсӑр этемсем пулассӑн туйӑнать: эсир тӗрлӗрен жуликла ӗҫсенчен, айӑплӑ япаласенчен инҫе тӑратӑр.

— Ҫапла ҫав, мистер Питерс, — тет мана лавка хуҫи, — тӗрӗс каларӑр эсир: эпир кунта чӑнахах та ырӑ, лӑпкӑ ҫынсем, пирӗнтен лайӑххи ҫак пӗтӗм сӑртлӑ вырӑнӗпе те ҫук, анчах эсир Руф Татама пӗлместӗр-ха.

— Во-во, вот, — тесе ярса илчӗ хуҫа сӑмахне полици начальникӗ, — эсир Руф Татама пӗлместӗр-ха. Тепӗр тесен, ӑҫта май пултӑр-ха сирӗн унпа паллашма? Ун пек путсӗр ҫын тӗнчипе те урӑх ҫук. Вӑл ирсӗре тахҫанах мӑйӗнчен туртса ҫакмалла пулнӑ та. Вӑл халӗ те решетка ӑшӗнче ларать. Тӗрӗссипе каласан, унӑн тӗрмере лармалли срокӗ тухнӑ та-ха ӗнтӗ, ӑна манӑн виҫӗмкунах кӑларса ямалла пулнӑ та, анчах, ан тив, лартӑрах: ик-виҫ кун ытлашши ларни ӑна сиенлемест. Ӑна Янс Гудлона вӗлернӗшӗн хупнӑччӗ.

— Чӑнах-и? — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. — Пулма пултараймасть ку! Сирӗн, Маунт Нэбора ҫакнашкал начар ҫын та пур-и вара? Кам шутлама пултартӑр-ха ӑна: ҫынна вӗлерекен вӗт-ха!

— Унтан та ирсӗртерех! — тет лавка хуҫи. — Вӑл сысна вӑрлать. Эпӗ ҫак Татам мистера шыраса тупса унпа паллашма шут тытрӑм. Полици начальникӗ ӑна тӗрмерен кӑларсан ик-виҫӗ кунтан эпӗ чӑнахах та унпа курса паллашрӑм та, ӑна хула тулашне тухма чӗнтӗм. Эпир пӗр пӗрене ҫине лартӑмӑр таӗҫ ҫинчен калаҫма тытӑнтӑмӑр.

Мана пӗр ӗҫ туса ҫавӑрса яма ял ҫынни пек курӑнакан компаньон кирлӗччӗ. Ку ӗҫе эпӗ пӗр ялта туса кӑтартма шутланӑччӗ. Руф Татам эпӗ шутласа хунӑ ӗҫ валли ятне ҫуралнӑ пекех туйӑнчӗ.

Вӑл улӑп пек ҫӳллӗ, кӗлетки унӑн — первӑй бэзболлистӑнни пекех, куҫӗсем — Гарриэта аппа пӗчӗккӗ чухне вылянӑ шур тӑм йыттӑнни пек кӑвак та суйкӑнла вылянса тӑракан чее куҫсем. Ҫӳҫӗсем Римри диск ывӑтакансенни пек хумлӑн выртаҫҫӗ. Ҫӳҫӗн тӗсӗ вара хӗвел аннӑ чухнехи Великий Каньонти пӗлӗте аса илтерет. Вӑл ӳкерчӗке, Америкӑри пӗр художник сӑрланӑскерне, Америкӑра пӗр гостинӑйри шпалер шӑтӑкӗсене хупласа тӑма ҫакнӑччӗ.

Эпӗ ӑна хам ӗҫ ҫинчен пӗтӗмпех каласа патӑм та, вӑл халь тесен халь манпа ӗҫе тухса кайма хатӗр тӑнине пӗлтӗм.

— Вӗлерсе аппаланас ӗҫе пӑрахар-ха эпир, — терӗм эпӗ ӑна. — Ку ӗҫ вӑл вак-тӗвек ӗҫ ҫеҫ, тата вӑл пит ансат ӗҫ. Каласа кӑтартӑр-ха эсир мана: вӑрӑ-хурахла тата жуликла ӗҫсенчен илсен, пӑртак хисеплӗрех, хӑвӑр пултарулӑхпа мухтанмалӑх ӗҫ мӗн те пулин туса курнӑ-и эсир, е мухтанмасӑрах та пулин каласа парӑр-ха — эпӗ сире хама юрӑхлӑ компаньон пулма пултарасса пӗлсе тӑрам.

— Мӗ-ӗнле-э! — терӗ вӑл хӑйсен кӑнтӑр халӑхӗн тӑснак сассипе. — Эсир ман ҫинчен нимӗн те илтмен-и вара? Хура ӳтлисенчен те, шурӑ ӳтлисем хушшинчен илсен те, пӗтӗм Синегорьипе, сыснасене ман пек ҫӑмӑл та чеен, пӗр шавсӑр, курми-илтми вӑрлама пултараканни никам та ҫук. Сыснана ӑна эпӗ витерен те, сарайӗнчен те, вӑлашка хыҫӗнчен те, вӑрмантан та кӑнтӑр кунӗнчех, е ҫӗрле, кирек ӑҫтан та, кирек мӗнле пулсан та, вӑрласа тухма пултаратӑп, тата — сысна ҫухӑрнине те, нӑриклетнине те никам та илтес ҫук, — ӑна ӗнтӗ хам ҫине шантарсах калатӑп. Мӗнпур ӗҫӗ те унта сыснана мӗнле ярса тытса, мӗнле йӑтса каймаллинче ҫеҫ. Эпӗ сыснасем вӑрлас тӗлӗшпе часах акӑ тӗнчипе чи паллӑ чемпион пулса тӑратӑп.

— Эсир хӑвара мухтанине килӗштеретӗр иккен, — терӗм эпӗ. — Паллах, мистер Татам, ҫын хисепленине юратни вӑл лайӑх япала, сысна ҫурисене вӑрлас ӗҫе эпӗ те хирӗҫ мар. Кунта, тӗттӗм кӗтесре, вӑл — хисеплӗ ӗҫ, анчах пысӑк хуласенче, кунти пӗчӗк тавралӑх чиккинчен тухсан, сирӗн ӗҫӗр вӑл ялти тӗксӗм ҫынсен ӗҫӗ пек ҫеҫ туйӑнма пултарать. Ҫавах та, вӑл ӗҫ сирӗн талант пуррине пӗлтерет. Эпӗ сире хамӑн компаньон пулма хаваслансах илетӗп. Манӑн пин доллар укҫам пур. Сирӗн ял ҫыннинни пек сӑн-сӑпатӑрпа усӑ курса, укҫаллӑ ҫынсем хушшинче, пӗр-пӗр предприяти хуҫипе пӗрле пая кӗрсе, пайтах акцисем те туянӑпӑр-ха эпир, ӑна эпӗ шансах тӑратӑп.

Часах эпир ҫула тухрӑмӑр, сӑрт ҫинчен тӳрем ҫӗрелле антӑмӑр. Эпӗ юлташа ҫул тӑршшӗпех хам мӗн тума шутлани ҫинчен кала-кала кӑтартса, вӗрентсе пытӑм. Эпир Хӗвеланӑҫ штатсем еннелле утрӑмӑр.

Эпир Ленсингтона ҫитнӗ ҫӗре унта Бикли тӑванӗсен циркӗ те пынӑ. Ҫавна пула хулана таврари ял ҫыннисем пур енчен те пухӑннӑ. Вӗсем урама сарнӑ Бельги шашкисене хӑйсем ҫӗленӗ пысӑк аттисемпе лаплаттарса тапса утаҫҫӗ. Цирк таврашне эпӗ, унта ют кӗсьесене вӑлта ярса пӑхса, кӑшт-кашт вак укҫасем ҫаклатмасӑр нихҫан та ахаль ирттерместӗп. Ҫавӑнпа эпир миссис Пиви ятлӑ пӗр тӑлӑх арӑм патӗнче, унтанах тӑранса пурӑнмалла калаҫса, икӗ пӳлӗм хваттер йышӑнтӑмӑр. Ун хыҫҫӑн эпӗ Руфа ҫӗленӗ тумтирсен магазинне илсе кайса джентльмен пек тумлантартӑм. Хам малтан пӗлсе тӑнӑ пекех, ватӑ Мисфицкипе иксӗмӗр ҫак чӑн-чӑн патша тумне Руфа тӑхӑнтарсан, вӑл пит хитреленсе кайрӗ. Чӑн та ӗнтӗ, тумӗ те пит лайӑхчӗ: йӑрӑм-йӑрӑм симӗсрех куҫлӑ кӑвак сукно, жилетки — сӑрланӑ тир пек, йӑмӑх хӗрлӗ галстук, атти сап-сарӑ.

Кун пек костюм Руф ҫуралнӑранпа та пуҫласа ҫеҫ тӑхӑнса курчӗ. Ку таранччен вӑл нанка кӗпепе хӑйӗн хӗрлӗ-хӑмӑр тӗслӗ шалаварне ҫеҫ тӑхӑнса ҫӳренӗ. Ну-и мухтанатчӗ те вара Руф хӑйӗн ҫӗнӗ костюмӗпе!.. Кайӑкла Игоррот хӑйӗн сӑмсине тӑхӑнтарнӑ ҫӗнӗ ункӑпа мухтаннӑ пекех мухтанатчӗ.

Ҫав каҫах эпӗ цирк патне кайрӑм та, ун ҫывӑхӗнче «хупӑлла» текен вӑйӑ пуҫласа ятӑм. Руфӑн ют ҫын пек пулса, мана хирӗҫ вылямаллаччӗ. Эпӗ ӑна ставка лартмалӑх пӗр ывӑҫ вак укҫа ывӑҫласа патӑм, вӑл выляса илесрен шикленсе мар, ҫук; пысӑкрах сум хурса панине курсан, эпӗ шарика хамран выляса ямалла ниепле те ҫапма пултараймастӑп, алӑ ҫӗкленмест, пӳрнесем хирӗҫеҫҫӗ.

Эпӗ пӗчӗк сӗтел лартрӑм та, хӑш хупӑ айӗнче пӑрҫа пуррине пӗлме ҫӑмӑллине ҫынсене кӑтартма пуҫларӑм. Хутла пӗлмен тӑмсайсем сӗтелӗн пӗр енне ҫавра ункӑ пек пуҫтарӑнса тӑчӗҫ те пӗрне пӗри чавсисемпе тӗккелеме, пӗрне пӗри выляма астара пуҫларӗҫ. Акӑ ӗнтӗ Руфӑн ҫакӑнта паттӑрланса тухса, пӗр-пӗр кӗмӗл укҫине хӗрхенмесӗр выляма тытӑнса, ыттисене астармаллаччӗ кӑна. Анчах ӑҫта-ши вӑл? Вӑл ҫук. Таҫта аякра пӗр икӗ хутчен курӑнкаласа илчӗ вӑл. Ҫапса тултарнӑ афишӑсем ҫине куҫне чарса пӑхса тӑнине те куртӑм эпӗ, ҫӑвар туллин канихветсем чӑмласа тӑратчӗ. Анчах ман ҫывӑха вӑл пырса та пӑхмарӗ.

Пуҫтарӑнса тӑнӑ ушкӑн ерипенех хӗрсе пырать, выляма пикенчӗҫ, анчах никам пулӑшмасӑр «хупӑлла» вылясси вӑл хыпман пулла вӑлта ярса ларнӑ пек ҫеҫ-ҫке-ха. 42 доллар выляса илсен, вӑййа хупрӑм, анчах малтан хам сахалтан та пӗр 200 доллар выляса илме шутланӑччӗ.

Вунпӗр сехет тӗлне эпӗ киле таврӑнтӑм та, ҫывӑрма выртрӑм. Цирк Руфа ытла хытӑ илӗртрӗ пулмалла. Кунти музыка тата ытти тӗрлӗрен астарусем питӗ тӗлӗнтернипе вӑл ытти ӗҫсем ҫинчен пӗтӗмпех манса кайрӗ пулмалла, тесе шутларӑм эпӗ хам ӑшра. Ҫавӑнпа, ыран эпӗ ӑна ҫывӑрса тӑрсанах хытӑ ятласа, хамӑр ӗҫӗн принципӗсем ҫинчен тӗплӗн вӗрентӗп, тесе шутларӑм.

Морфей манӑн хулпуҫҫисене хытӑ матрац ҫумне ҫыхса лартнӑччӗ кӑна, таҫта — пиҫсе ҫитмен улма ҫисе тултарнипе варпа аптӑранӑ ача ҫухӑрашнӑ евӗр, темле чӗрене касакан тискер ҫухӑрашу илтӗнсе кайрӗ.

Эпӗ вӑр-вар вырӑн ҫинчен сиксе тӑтӑм, алӑка уҫатӑп, ырӑ кӑмӑллӑ тӑлӑх арӑма чӗнетӗп, вара вӑл хӑйӗн пуҫне алӑк хушшинчен кӑларсан:
— Миссис Пиви, мадам! — тетӗп, — ырӑ ҫын пулӑр-ха, тархасшӑн ачӑрӑн ҫӑварне пӑкӑласа лартӑр, капла йӗркеллӗ ҫынсем канлӗн ҫывӑрма пултараймаҫҫӗ, — тетӗп.

— Сэр, — тет вӑл мана хирӗҫ. — Ку манӑн ача мар. Ӑна хӑвӑр тусу, мистер Татам пӗр икӗ сехет каярах хӑйӗн пӳлӗмне йӑтса кӗнӗ сысна ҫухӑрать. Ҫавӑнпа та, эсир унӑн тӑван пиччӗшӗ, е аҫу-аннӳсенчен тивекен тетӗшӗ пулсан, вӑл сысна ҫӑварне хӑвӑр кайса пӑкӑласа лартӑр.

Эпӗ, ҫын курсан аван мар пуласран, кӑшт-кашт тӑханкаларӑм та, Руф патне кайрӑм. Вӑл ҫывӑрма выртман иккен-ха, лампи ҫунса ларать, хӑй хӑмӑр хавронӗ валли тимӗр ҫатма ҫине сӗт ярса тӑрать, сысни ҫаплах ҫухӑрма чарӑнмасть.

— Мӗнле япала ку, Руф? — тетӗп эпӗ. — Эсир хӑвӑра хушнӑ, хӑвӑр тума пулнӑ ӗҫе тумарӑр. Манӑн вӑййа пӑсрӑр Тата, ку сысна сирӗн ӑҫтан тупӑннӑ? Мӗншӗн сысна? Эсир каллех хӑвӑрӑн ӗлӗкхи ӗҫе тытӑнтӑр пулас?

— Ан ҫилленӗр-ха ӗнтӗ, Джеф, вӗреннӗ ӗҫе тума чарӑнайманшӑн каҫарӑр! Эсир хӑвӑрах пӗлетӗр-ҫке ӗнтӗ эпӗ сысна вӑрлама мӗн тери юратнине. Ку ӗҫ манӑн юна кайнӑ, юнӗ ҫавнашкал вылять. А паян тата тӗлнех, юриех тенӗ пек, ҫав тери лайӑх май килсе тухрӗ те, эпӗ ниепле те чарӑнаймарӑм, — тет.

— Ну, мӗн вара! — тетӗп эпӗ. — Пӗлес те ҫук, эсир чӑнахах та клептосвинипе чирленӗ-и тен. Кам пӗлет, — хамӑр ҫак сысна ӗрчетекен вырӑнтан сысна ӗрчетмен ҫӗре тухсан, сирӗн чунӑр ку ӗҫе пӑрахса сумлӑрах тата усӑллӑрах ӗҫ енне ҫаврӑнма пултарӗ. Ҫакӑн пек ирсӗр, тӑнсӑр, хисепсӗр, ухмахла ҫухӑракан выльӑхпа аппаланса мӗнле хӑвӑр ята пӑсас килет-ха сирӗн? — эпӗ ӑна ӑнланма та пултараймастӑп.

— Джеф, — тет вӑл — нивушлӗ эсир сыснасене пӗртте юратмастӑр? Эсир вӗсене пӗлместӗр, ӑнланмастӑр, анчах эпӗ лайӑх ӑнланатӑп. Акӑ ку ӗнтӗ ман шутпа тӗлӗнмелле ӑслӑ сысна: вӑл халь ҫеҫ кайри урисем ҫинче икӗ уран утса кӑтартрӗ.

— Юрӗ, — тетӗп эпӗ. — Эпӗ ҫывӑрма каятӑп. Сирӗн сысну чӑнахах та ҫавӑн пек ӑслӑ пулсан, тархасшӑн каласа ӑнлантарса парӑрччӗ ӑна: хӑйне-хӑй вӑл пӑртак лӑпкӑрах тыттӑр.

— Паҫӑр вӑл выҫӑ пулнӑ, — тет Руф. — Халь ӗнтӗ вӑл ҫывӑрать. Эсир вӑл ҫухӑрнине урӑх илтеймӗр.

Ҫывӑхра типографи машини е алпа ҫавӑрса пичетлемелли станок пур вырӑнта пулсан, эпӗ яланах ирхи апат умӗн хаҫат вулатӑп. Тепӗр кун эпӗ вырӑн ҫинчен ирех тӑрса тухрӑм та, тулти алӑк умӗнче хаҫат салатакан халь тин ҫеҫ илсе килнӗ «Лесингтон листокне» тупрӑм. Унта эпӗ, чи малтан, пысӑк саспаллисемпе пичетленӗ пӗлтерӳ куртӑм.

Кунта ҫапла ҫырнӑччӗ:

Пилӗк пин доллар награда!

Бикли тӑванӗсен циркӗнчен ӗнер каҫхине Европӑран кӳртернӗ Беппо ятлӑ чаплӑ вӗреннӗ сысна ҫухалчӗ. Кам та кам ҫав сыснана тӗрӗс-тӗкеллӗнех каялла леҫсе парать — ҫавна ним ыйтса-туса тӑмасӑрах пилӗк пин доллар награда паратпӑр.

Цирк управляющийӗ Дж. Тэпли.

Эпӗ хаҫата тирпейлӗн хуҫлатса шалти кӗсьене чикрӗм те Руф патне кайрӑм. Вӑл тумланнӑпа пӗрех иккен; сыснине юлашки сӗт тата панулми хупписем ҫитерсе тӑрать.

— Ну, ну, ну! Ырӑ кун пултӑр сире пурне те! — терӗм эпӗ кӑмӑллӑн та ҫемҫен. — Ҫапла ӗнтӗ, эпир ыйӑхран тӑтӑмӑр-и-ха? Апатланать пулас сысна та? Юратнӑ сысна! Эсир унпа мӗн тӑвасшӑн-ха ӗнтӗ, тусӑм? — терӗм эпӗ.

— Эпӗ ӑна корзинкӑна хуратӑп та Мамунт Нэбона анне патне яратӑп. Хам таврӑниччен йӑпатса пурӑнтӑрах ӑна, — тет вӑл.

— Мӗнле пит лайӑх сысна вара ку! — тесе эпӗ сысна ҫурӑмӗнчен хыҫатӑп.

— А ӗнер хӑвӑр ӑна тем те пӗр каласа вӑрҫрӑр.

— Ҫапла та, анчах паян, ирхи ҫутӑпа, вӑл ӗнерхинчен нумай илемлӗрех курӑнать. Эпӗ хам та сысна ферминче ӳснӗ, сыснасене эпӗ пит юрататӑп, анчах эпӗ яланах хӗвел ансанах выртаттӑм та, лампа ҫуттипе пӗр сыснине те курман… Акӑ мӗн тӑвӑпӑр, Руф! эпӗ сана ку сыснашӑн вунӑ доллар парам.

— Эпӗ ку сыснана сутасшӑн марччӗ-ҫке, — тет Руф. — Урӑххине пулнӑ пулсан, сутӑттӑм та-и тен, анчах кӑна — ҫу-ук! — тет.

— Мӗншӗн кӑна мар? — тесе ыйтатӑп эпӗ. Хам ҫав вӑхӑтрах вӑл ман чеелӗхе туйса илчӗ пулӗ тесе шикленме тытӑнатӑп.

— Мӗншӗн тесен ку сыснана ҫаклатни манӑн хам ӗмӗрте чи паллӑ ӗҫ пулса тӑчӗ. Ку ӗҫе тума пултаракан ҫын урӑх тӗнчипе те ҫук. Манӑн хӑҫан та пулин килйыш пулас пулсан, эпӗ вучах умне ларса хам ачасене вӗсен ашшӗ ҫак сыснана халӑхпа тулса ларнӑ циркран мӗнле ҫаклатса тухни ҫинчен мухтанса каласа тӗлӗнтерӗп. Пӗлме ҫук — тен хамӑн мӑнуксене те каласа пама тӳр килӗ. Вӗсем унпа савӑнса мухтанса ҫӳрӗҫ. Ӗҫӗ ҫапла пулчӗ: унта пӗр-пӗринпе сыпӑнса тӑракан икӗ чатӑр карса хунӑ. Сысна сак пек ҫӳлӗлетсе тунӑ ҫӗрте выртать. Хӑйне пӗчӗк сӑнчӑрпа кӑкарнӑ. Тепӗр чатӑрӗнче улӑп пек пысӑк ҫынпа пӗр кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ майра пур. Эпӗ сыснана илтӗм те чатӑр арки айӗнчен хырӑмпа шуҫса тухрӑм. Сысна шӑширен те лӑпкӑрах пулчӗ: пӗр сас-чӳ те памарӗ. Эпӗ ӑна пиджак аркипе витрӗм те ҫӗр ҫынран та иртсе пулӗ, — тӗттӗм урама тухрӑм. Сутмастӑп пулӗ, Джеф, эпӗ ку сыснана. Ӑна анне пӑхса сыхласа усратӑр, тетӗп эпӗ, вӑл маншӑн хамӑн чаплӑ ӗҫӗн свидетелӗ пулӗ.

— Эсир ватӑлса вучах умӗнче сӳпӗлтетсе лармалла пуличчен пурӑнаймасть вӑл, унччен нумай малтан вилет. Сирӗн мӑнукусен пурӗ-пӗрех сире сӑмахпах ӗненме тивет. Эпӗ сире уншӑн ҫӗр доллар парам! — терӗм.

Руф тӗлӗнсе кайса ман ҫине пӑхса илчӗ.

— Сирӗншӗн сысна ҫав тери пысӑк хака тӑма пултараймасть, — терӗ вӑл. — Мӗн тӑватӑр эсир унпа?

— Итле-ха, — терӗм эпӗ йӑл кулса. — Пӗрре курнипелех манӑн ашӑмра художник темпераменчӗ пуррине пӗлме йывӑр, анчах манра илемлӗх туйӑмӗ пурах ӗнтӗ. Эпӗ коллекци пухатӑп — тӗрлӗ тӗслӗ хавроньсене пуҫтаратӑп. Эпӗ чи паха та сайра тӗл пулакан йӑхлӑ сыснасем шыраса тӗнчипех ҫавӑрӑнтӑм. Вабаш айлӑмӗнче манӑн ятарласа тутарнӑ сысна вити те пур. Унта эпӗ чи паха ӑратлӑ сыснасене — мериноссенчен пуҫласа полякла-китай ӑратли таранах — пухса хунӑ. Ку сысна манӑн шутпа, Руф, пит чаплӑ ӑратлӑ пек туйӑнать. Эпӗ ӑна чи тӗп беркшир пулӗ, тесе шухӑшлатӑп. Акӑ мӗншӗн туянасшӑн эпӗ ӑна.

— Эпӗ, паллах, сире ырӑ ӗҫ туса пама хавас, анчах манӑн хамӑн та художествӑллӑ туйӑм пур-ҫке-ха, — тет Руф мана хирӗҫ. — Ман шутпа, сысна вӑрлама такамран та лайӑх пултаракан ҫын вӑл художниках пулса тӑрать. Сыснасем ман кӑмӑла ҫӗклентерсе ӗҫлеме хавхалантараҫҫӗ. Пуринчен ытла — ҫак сысна. Уншӑн эсир мана икҫӗр аллӑ доллар парсан та, эпӗ ӑна ҫавах сутас ҫук.

— Ҫук, итлӗр-ха, — тетӗп эпӗ ӑна, ҫамка ҫине тапса тухнӑ сивӗ тара шӑлса илсе. — Кунта ӗҫ пӗртте укҫа ҫинче мар — пултарулӑхра, искусствӑра. Тата, тепӗр енчен илсен, искусствӑра ҫеҫ те мар, унтан та ытларах, ҫынсене… этемлӗхе юратнинче тӑрать ӗҫ. Сысна ӗҫне хам лайӑх пӗлсе тӑнӑ пирки, манӑн ку беркшир ӑратлӑ сыснана илмеллех, туянмаллах ӗнтӗ. Хама ҫывӑх ҫынсен тӗлӗшӗнчен илсен, ку ӗҫ мана тивӗҫ те хаклӑ ӗҫ пулса тӑрать. Унсӑрӑн манӑн яланах ӑш ҫунма пултарать. Сысни вӑл, паллах, ун чухлӗ тӑмасть, анчах этемлӗхӗн чи ҫывӑх тусӗсем пулса тӑракан сыснасене тивӗҫлӗн хисеплес ӗҫре чи аслӑ тӗрӗслӗхе пӑхӑнса, эпӗ сире сыснашӑн пилӗкҫӗр доллар паратӑп, — тетӗп.

— Джеф! — тет вӑл, сыснине юратнипе каҫӑхса кайнӑскер. — Маншӑн укҫа мар, кӑмӑл-туйӑм пахарах, — тет.

— Ҫичҫӗр, — тетӗп эпӗ.

— Парӑр эппин сакӑрҫӗр, — тет вӑл, — вара эпӗ хам чӗрери юрату кӑмӑлне туртса татам.

Эпе хамӑн пиҫиххи шал енчен вӑрттӑн укҫана кӑларса илтӗм те, ҫирӗмшер долларлӑ хӗрӗх хут-укҫа шутласа патӑм.

— Сыснана манӑн хам пӳлӗме илсе кайса питӗрсе лартас пулӗ; хамӑр ирхи апат ҫийиччен унта лартӑр вӑл.

Эпӗ ӑна кайри уринчен ярса тытрӑм та, вӑл пӑспа ӗҫлекен сирена пекех ҫухӑрма тытӑнчӗ.

— Парӑр-ха мана, — терӗ Руф. вара хавроне хул хушшине хӗстерчӗ те, тепӗр аллипе унӑн сӑмсине тытса, ҫывӑракан ачана йӑтнӑ пек, пӗр сас-чӳ тумасӑр манӑн пӳлӗме илсе кӗчӗ.

Костюм илсе панӑранпа Руф темӗн тӗрлӗ шӑршӑлантармалли кирлӗ-кирлӗ мар япаласем туянасшӑн ҫунакан пулчӗ. Ирхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн вӑл Мисфицкий патне хӑй валли сӑрӑ тӗслӗ носки илме каятӑп, терӗ. Вӑл тухса ҫеҫ кайрӗ, эпӗ хӑрах алӑллӑ ҫын чӑх чирӗ вӑхӑтӗнче шпалер ҫыпӑҫтарма тӑрсан ӗшеленнӗ пекех ӗшеленме пуҫларӑм. Эпӗ пӗр ватӑ негра тара тытрӑм; унпа иксӗмӗр сыснана миххе чиксе урапа ҫине хутӑмӑр та цирка тухса кайрӑмӑр. Эпӗ Джордж Б. Тэплие шырама тытӑнтӑм. Вӑл пӗчӗкрех чатӑр ӑшӗнче, яр уҫӑ чӳрече умӗнче ларать иккен. Вӑл мӑнтӑртарах арҫын, куҫӗсем шӑтарас пек витӗр пӑхаҫҫӗ, хӗрлӗ кипкеллӗ, хура картузлӑ. Кипкине тӑватӑ карат тӑракан бриллиант йӗппе ҫаклатнӑ.

— Джордж Б. Тэпли эсир пулатӑр-и? — тесе ыйтатӑп эпӗ.

— Вӑл ҫын эпӗ тесе присяга пама та хатӗр, — тет вӑл мана хирӗҫ.

— Ну, ҫапла ӗнтӗ, эпӗ сире: «тупса илсе килтӗм», тесе калама та пултаратӑп!

— Тӗрӗсрех, ӑнланмалларах калӑр-ха! — тет вӑл. — Мӗн илсе килтӗр эсир? Ази ҫӗленӗ валли тинӗс сыснисем-и, е чи хаклӑ буйвол валли упа сарри илсе килтӗр-и?

— Ҫук-ҫке! — тетӗп эпӗ. — Эпӗ сирӗн вӗрентнӗ сыснана, Беппона тупса илсе килтӗм; акӑ вӑл кунтах, пӗчӗк урапа ҫинче мих ӑшӗнче выртать. Паян ирхине эпӗ ӑна тулти алӑк умӗнчи пахчара тупрӑм. Вӑл манӑн пахчари чечексене чавма тытӑннӑ. Сирӗншӗн йывӑрах мар пулсан, хӑвӑр пама пулнӑ хама тивӗҫ укҫана, 5.000 доллара манӑн ваккӑн мар, шултрарах укҫан илесчӗ, — терӗм.

Джордж Б. Тэпли хӑй ларакан чатӑр ӑшӗнчен вӗҫтерсе тухрӗ те мана хӑй хыҫҫӑн пыма хушрӗ. Эпир хӗрӗнчи ӳплесенчен пӗрин патнелле каятпӑр. Ӳплере мӑйне кӗрен лента ҫыхнӑ пӗр хура сысна утӑ ҫинче кишӗр ҫисе выртать.

— Эй, Мак, — тесе кӑшкӑрать Тэпли ӑна тӑрантаракан ҫынна, — паян ирхине пирӗн тӗнчипех паллӑ, чаплӑ сыснапа нимӗн те пулман-и?

— Беппона-и? Ҫу-ук! Нимӗн те пулман-ҫке, — тет арҫын. — Вӑл халӗ апатне те кӑнтӑрла тӗлӗнче выҫӑхса ҫитнӗ хористкӑсем ҫинӗ пекех пыран ҫиет.

— Мӗн пулнӑ сире? — тесе ыйтать Тэпли, ман еннелле ҫавӑрӑнса. — Эсир каҫхине сысна котлетне ытлашши ҫисе тултарса аптӑраман пуkӗ-вӗт?

Эпӗ хаҫата туртса кӑлартӑм та ӑна кӑтартатӑп.

— Ултав ку! — тет вӑл. — Эпӗ кун ҫинчен нимӗн те пӗлместӗп. Пирӗн тӗнчипех паллӑ тата тӑватӑ ураллисем хушшинчи тӗлӗнмелле чаплӑ тӗслӗхе эсир хӑвӑр куҫӑрпа хӑвӑр куртӑр. Вӑл хӑйӗн ирхи апатне мӗн тери ӑслӑн тутанса ҫисе выртнине те хӑвӑрах куртӑр. Эсир хӑвӑр куҫӑрпа курнине ӗненме пултаратӑрах ӗнтӗ, ӑна никам та вӑрламан, тата вӑл ҫухалман та. Сывӑ пулӑр! Сире ырлӑх-сывлӑх сунатӑп!

Эпӗ ӗҫ мӗнле пулса тухнине ӑнланса иле пуҫларӑм. Вара пӗчӗк урапа ҫине кӗрсе ларса Нед мучие чи ҫывӑхри аллея патнелле кайма хушрӑм. Унта ҫитсен эпӗ хам сыснана михрен силлесе кӑлартӑм та ӑна малтан майлӑрах тӳрлетсе тӑратрӑм. Унтан вара чылайччен тӗллесе тӑрса кутӗнчен ҫав тери хытӑ тапрӑм та, хайхи манӑн сысна хӑйӗн нӑриклетсе илнӗ сассинчен те пӗр ҫирӗм хут маларах аллейӑн тепӗр вӗҫӗнчен тухса ӳкрӗ.

Ун хыҫҫӑн эпӗ Нед мучие хӑйне пама пулнӑ 50 сентне тӳлесе татрӑм та хаҫат кантурне пытӑм. Манӑн ӗҫ мӗнле пырса тухнине кӗскен те уҫҫӑн хам хӑлхапа илтес килчӗ. Эпӗ пӗчӗк чӳрече патне пырса пӗлтерӳсем йышӑнакан пуҫлӑха хам пата чӗнсе илтӗм.

— Манӑн пӗрисем тавлашнине татса памалла, — терӗм эпӗ. — Сире сысна ҫинчен пӗлтерӳ ҫапма паракан ҫын мӑнтӑр та пӗчӗк хура уссиллӗ, тата кӗске ураллӑ ҫын пулман-и? — терӗм.

— Ҫук, — тет пуҫлӑх. — Вӑл пит ҫӳллӗскер. Ҫӳҫӗ унӑн пулса ҫитнӗ ыраш пек хӑййӑн выртакан пурҫӑн тӗслӗ. Хӑй кантӑк ӑшӗнче ларакан ачаш чечек пекех юсав.

Кӑнтӑрлахи апат умӗн эпӗ миссис Пиви патне таврӑнтӑм.

— Мистер Татам валли вӗрирех яшка хӑвармалла мар-ши? — тесе ыйтрӗ миссис Пиви.

— Сире ӑна нумай кӗтме тивӗ! Ӑна валли яшкана сивӗтмесӗр, вӗри тытса тӑрас тесен, сирӗн тӗнчери мӗнпур кӑмрӑка та, мӗнпур вӑрмана та икӗ полушари ҫинчен пӗтӗмпех ҫунтарса пӗтерме тивӗ, — терӗм эпӗ ӑна юлашкинчен.

Ҫапла ӗнтӗ, тӗнчере ырӑ кӑмӑллӑ та чыслӑ тата шанчӑклӑ юлташ тупма мӗн тери йывӑррине хӑвӑрах куртӑр, — тесе пӗтерчӗ хӑйӗн вӑрӑм халапне Джеф Питерс.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех