Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑшӑрханни (тĕпĕ: пӑшӑрхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Давыдов, ҫакна асӑрхаса, юлхавлӑн йӑл кулчӗ, ыйӑхсӑр ирттернӗ ҫӗрпе чылай пӑшӑрханни пусарса ҫитерчӗ, ҫавӑнпа ӑна тӳсме ҫук ыйӑх пусрӗ.

Давыдов отметил это про себя, вяло улыбнулся: бессонная ночь и пережитые волнения сказались на нем, и его уже неодолимо борол сон.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдовӑн тӗксӗмрех сарӑ сӑн-питӗнче пӑшӑрханни, кӑмӑлсӑрланни палӑрчӗ.

На смугловатое лицо Давыдова пали досада и огорчение.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӑх ытла пысӑккӑн хускалса кайни, темшӗн пӑшӑрханни, сас-чӗвсене темле ытла питӗ сиссе тӑни палӑрнӑ.

Замечалось смутное беспокойство и какая-то особенно острая чуткость ко звукам.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Унӑн сӑнӗ шуралса кайнӑ, анчах куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ, тутине пӑчӑртаса тытнӑ, вӑл хӑйне хӑй лӑпкӑ тытма тӑрӑшса асапланни, вӑрттӑн пӑшӑрханни сӑн-сӑпатӗнченех курӑнать.

Бледна, но глаза блестят; в замкнутых губах, во всякой черте таится внутренняя напряженная жизнь, окованная, точно льдом, насильственным спокойствием и неподвижностью.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чунӗ пӑшӑрханни сӑнӗнче палӑрсан, куҫӗсем тӗтреленеҫҫӗ, ҫамки тирӗ пӗрӗнет, иккӗленсе шухӑшлани, кулянни, шикленни сисӗнет; анчах ҫав пӑшӑрханчӑк туйӑм сайра хутра ҫеҫ пӗр-пӗр уҫӑмлӑ ӗмӗт ҫуратать, е пӗр-пӗр ҫирӗп шут тытма хистет.

Если на лицо набегала из души туча заботы, взгляд туманился, на лбу являлись складки, начиналась игра сомнений, печали, испуга; но редко тревога эта застывала в форме определенной идеи, еще реже превращалась в намерение.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Даша инке пире вырнаҫтарса епле ӑшталанни ҫинчен, куклине те хура ҫӑнӑхран та «ют ҫӗршывран килнӗ ҫупа» ҫеҫ пӗҫерме тивнӗшӗн пӑшӑрханни ҫинчен каласа та парас мар пулӗ.

Стоит ли рассказывать о том, как хлопотала, устраивая нас, тётя Даша, как она огорчалась, что пирог приходится ставить из тёмной муки и на каком-то «заграничном сале».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Петя пӑшӑрханни ахалех пулчӗ, Праҫникӗн малтанхи кунӗ пур хатӗрсем те ҫитнӗ: картинӑсем ҫакнӑ, ялавсем ҫакмалли юпасене шуратнӑ, ярмарка площадӗнчи тӑпрана пур ҫӗрте те шывпа сапнӑ.

Но Петины опасения оказались напрасны, к первому дню праздника все было готово: картины развешаны, столбы из флагов выбелены, площадь обильно полита из длинных зеленых бочек.

XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тутисем кавлеҫҫӗ, унӑн хавасланни те, пӑшӑрханни те палӑрмасть.

Равнодушно жующие губы не выражали ни радости, ни волнения.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫапах та, ҫавӑн пек пӑшӑрханни ӑна, Гаврикпа юнашар хула урамӗсем тӑрӑх утса пырса, хӑйӗн ҫул ҫинче пулнӑ ӗҫӗсем ҫинчен хӗрсе каласа пама кӑнсӗрлемен.

Впрочем, это не мешало ему уже давно шагать рядом с Гавриком по городу и, захлебываясь, рассказывать о своих дорожных приключениях.

XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл пур ыйтӑва та чарӑнса тӑрса тарӑн шухӑша кайнӑ хыҫҫӑн тавӑрса пычӗ, унӑн йӑпанчӑклӑ сассинче темӗнле пӑшӑрханни сисӗнсе тӑчӗ.

На всё он отвечал помолчав, подумав, и тревога сквозила за его беспечным тоном.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл пӑшӑрханни курӑнсах тӑратчӗ.

У неё было расстроенное лицо.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав пӑтравлӑ ҫырура вӑл ӑна ӑшӑ чӗререн ҫырни, уншӑн ҫав тери пӑшӑрханни сисӗнсе тӑнӑ.

И столько было в сумбурном письме наивного, полудетского чувства, что Алексею стало грустно.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Малалла халичченхи пекех Алексей амӑшӗ юлашки вӑхӑтра ун пирки пит те пӑшӑрханни ҫинчен каланӑ та, каллех: карчӑк патне час-часрах ҫыр, ӑна усал хыпарсемпе ан пӑлхат, тесе асӑрхаттарнӑ.

Писала она также, что его мать последнее время очень беспокоится о нем, и опять требовала, чтобы он писал старушке чаще и не волновал ее дурными вестями.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Анчах та Горбунов ҫав тери пӑшӑрханни палӑрчӗ.

Но оно выражало крайнюю степень волнения.

13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Кашни минутрах вӗсен пичӗ-куҫӗсем улшӑннӑ, пӑшӑрханни, салхуланни палӑрнӑ.

С каждой минутой их лица делались всё серьёзнее, озабоченнее.

13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

«Тӑри юррипе вӑраннӑ эпир. Шел, халӗ хир кайӑкӗн сасси илтӗнмест», — ачалӑхри хаваслӑх таврӑнни те палӑрать «Кӗр мӑнтӑрӗ» сӑвӑсен кӗнеке авторӗн, 9-мӗш класрах Ҫемен Эреш поэт пулса тӑнӑскерӗн, ҫав вӑхӑтрах халӑх тӑван ҫӗртен сивӗннӗшӗн пӑшӑрханни те.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Утарҫӑсем пӑшӑрханни ахальтен мар.

Куҫарса пулӑш

Пыл хуртне мӗн пулчӗ-ши? // Надежда КУДРЯШОВА, Юрий МИХАЙЛОВ. Хресчен сасси, 2019.07.17, 26(2765)№

Вӑл вара ачалла хӑтланса гаражран машина вӑрласа тухса тарать. Хӑйшӗн пӑшӑрханни пирки шутлать-ши пӑртак та пулин?

Куҫарса пулӑш

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Хӑйсем пирки пӗтӗм хула ҫавӑн пек пӑшӑрханни вӗсене кӑмӑла кайрӗ.

Радовались тому, что наделали хлопот всему городу.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Томӑн ӑшчикки пӑшӑрханни хуллен-хулленех иртсе кайрӗ; ӑна шӑл ыратасси те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, ҫавӑнпа вӑл ӑна пӑрахӑҫа кӑларчӗ.

Понемногу Том успокоился, зубная боль ему надоела, и он ее отменил.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех