Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑххӑрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Вуннӑмӗш пай. Юлашки страница

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.29 00:38

Пуплевӗш: 107; Сӑмах: 1614

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Юлашки

Вагон Энска ҫити каятчӗ, ҫурма теттӗм вагонра халӑх туллиех, хӑшӗ тенкелсем ҫине, хӑшӗ урайне ларса тухнӑ, эппин пурте Энска каятчӗҫ пулӗ.

Эпир кӳршӗсемпе паллашрӑмӑр, Мускаври аслӑ шкулсенче вӗреннӗ студентсемччӗ вӗсем, Энска ӗҫлеме каятпӑр терӗҫ.

— Мӗнле ӗҫе вара?

— Пӗлместпӗр-ха. Шахтӑсене.

Соборнӑй садри тарӑн шӑтӑка шутламасан Энскра нихҫан та шахтӑ евӗрлӗ шӑтӑксем пулман, садри шӑтӑк пирки Петька калатчӗ вара, унта, ҫырма хӗрринче «кашни утӑмрах шӑмӑ-тавраш» тупӑнать тетчӗ. Анчах хӗрсем шахтӑсенех каятпӑр, терӗҫ.

Виҫ-тӑват сехет иртсен, яланхи пекех, кашни пӳлӗмре хӑйне уйрӑм пурнӑҫ пуҫланчӗ, вӑл пурнӑҫ кӳршӗ пӳлӗмри пек мар, вагонти хӑма ҫапса уйӑрнӑ пӳлӗмсем шухӑшсемпе туйӑмсене те уйӑрса тӑраҫҫӗ тейӗн ҫав. Пӗр ҫӗрте шавлаҫҫӗ те, тепӗр ҫӗрте салху. Пирӗн пӳлӗмре савӑнӑҫлӑ, мӗншӗн тесен ҫуллахи вӑхӑтра ӗҫлеме Мускавра юлайманнишӗн кӑштах куляннӑ хыҫҫӑн, тата темле ҫавӑнта юлма пултарнӑ Машкӑна ятлакаланӑ хыҫҫӑн юрлама пуҫларӗҫ, вара эпир Катьӑпа ҫӗрӗпех хальхи вӑхӑтри ҫар романссене итлерӗмӗр, вӗсен хушшинче шӳтле юрӑсем те пурччӗ. Хӗрсем мӗн Энска ҫитиех юрласа пычӗҫ, ҫӗрле те вара вӗсем темшӗн ҫывӑрасшӑн пулмареҫ. Пирӗн вӑрӑмах мар ҫул — вӑтӑр тӑватӑ сехет хушши — хӗрсем юрланӑ хушӑра, е ҫак ҫамрӑкла савӑнӑҫлӑ та йӑпанчӑклӑ юрланӑ майпа тӗлӗрсе пынипех иртсе кайрӗ.

Ӗлӗкренех поезд ирпе ирех ҫитсе чарӑнатчӗ, халӗ Энска каҫ-кӳлӗм ҫитрӗмӗр, антӑмӑр та, пӗчӗкҫӗ вокзал пире каҫ ӗнтрӗкӗнче самай кӑмӑллӑ та хӑнӑхнӑ пек ӑшшӑн курӑнчӗ. Анчах ӗлӗкхи Энск вокзал ҫурчӗ патне тухакан ҫӑка лартса тухнӑ анлӑ ҫул пӗтрӗ те, мӗншӗн тесен, бульвара тухсанах катара эпир темле тӗттӗм корпуссем куртӑмӑр, ҫӳлте ун тӑрринче хӗрелнӗ тӗтӗм пӗлӗчӗ йӑсӑрланать. Ку ӗнтӗ Энск хулинче, чӑнах та, тӗлӗнмелле пейзаж, хулан ҫырма енчи пайӗнче вут тухнӑ пулас, терӗм эпӗ хӗрсене, вӗсем ӗненсех ӗненчӗҫ, мӗншӗн тесен ҫул тӑрӑх хам Энскра ҫуралнӑ, кунта эпӗ кашни чула паллатӑп тесе мухтанса пытӑм. Ҫапах вӑл пушар марччӗ, Энскра туса лартнӑ тупӑ завочӗ пулчӗ.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пирӗн хуласем тӗлӗнмелле улшӑннине хамах кураттӑм эпӗ, М-ӑвах илер сӑмахран, — анчах ҫав хуласене эпӗ ачаран пӗлсе каймастӑп. Халь акӑ, Катьӑпа пӗрле Застеннӑй урамӗпе, Гоголь урамӗпе иртнӗ хушӑра, ӗлӗк крепостной вал тӑрӑх лӳпперӗн тӑсӑлса выртнӑ урамсем завод корпусӗсем патӗнчи вутлӑ тӗтӗм пӗлӗчӗ пӗрмаях йӑсӑрланса тӑнӑ ҫӗрелле васкавлӑн чупнине куртӑмӑр. Ку ӗнтӗ пирӗн куҫ умне килнӗ чи малтанхи сӑн-сӑпат пулчӗ, умра лайӑх хӗҫпӑшалланнӑ хула иккен. Паллах, вӑл маншӑн ӗлӗкхи тӑван Энскахчӗ, унпа эп халӗ тахҫанхи тусӑма курнӑ пек тӗл пултӑм — улшӑннӑ сӑн-сӑпата курсан мӗнрен сӑмах пуҫлассипе антраса ирӗксӗрех ачашлӑн та хӗпӗртесе кулатӑп.

Ваттисене курма пыратпӑр тесе Полярнӑйранах Петя патне ҫырса ярсаттӑмӑр, ҫак вӑхӑталла Петя та отпуск илмешкӗн май килтернӗ.

Хамӑр пыма тухни ҫинчен Мускавран телеграфпа пӗлтернӗччӗ пулин те пире никам та кӗтсе илмерӗ, вара эпир Петя таврӑнман пуль-ха терӗмӗр. Анчах Маркузе ҫурчӗн арӑслан пуҫӗсем туса лартнӑ хапхи умӗнче эпир шӑпах Петьӑпа тӗл пултӑмӑр, ӑна эпӗ ҫинчех палласа та илтӑм.

— Э-э, ак ӑҫта иккен-ха вӗсем! — терӗ вӑл пире шыра-шыра супнӑ хыҫҫӑн тинех тупнӑ пек пулса.

Ытакланса илтӗмӗр те унтан вара вӑл Катя патне пычӗ, ун аллине тытса чӑмӑртарӗ. Вӗсен хӑйсен калаҫасси пурччӗ ӗнтӗ — Ленинград, пӗрне пӗри алӑ хӗссе тӑнӑ чух хӑйсен манран ҫывӑх ҫынни тӗнчере те ҫук пулсан та, вӗсенчен эпӗ хам та инҫеччӗ пулӗ.

Даша инке эпир ун пӳлӗмне пырса кӗнӗ чух ҫывӑратчӗ-ха, ахӑрнех вӑл пире тӗлӗкре куртӑм пулас тесе шутларӗ пуль те, чавси ҫине таянса, ыйӑхланӑ куҫпа темӗнччен пирӗн ҫине пӑхса тӑчӗ. Эпир кулма пуҫларӑмӑр та тинех вӑл тӑна кӗрсе ҫитрӗ.

— Санечка, тупата! — терӗ вӑл. — Катя та-и! Хӑй каллех кайрӗ вӗт-ха!

«Хӑй» — судьяччӗ-ха вӑл, «каллех кайрӗ» тени вара эпир Катьӑпа иксӗмӗр пилӗк ҫул ӗлӗкрех килнӗ чухне те судья района тухса кайнӑччӗ, ҫавна пӗлтеретчӗ.

Даша инке пире вырнаҫтарса епле ӑшталанни ҫинчен, куклине те хура ҫӑнӑхран та «ют ҫӗршывран килнӗ ҫупа» ҫеҫ пӗҫерме тивнӗшӗн пӑшӑрханни ҫинчен каласа та парас мар пулӗ. Аран-аран лартрӑмӑр ӑна эпир, Катя килти ӗҫе тытӑнчӗ, эпир Петьӑна пулӑшасшӑн пултӑмӑр та, анчах Петя «тутлӑрах пултӑр» тесе чуста ҫине темле концентратсем лартсан, эпӗ тата ҫавӑнта тӑвар вырӑнне кӗпе-йӗм ҫумалли порошок яма тӑрсан, Даша инке сехӗрленсе ҫеҫ тӑчӗ. Ҫапах та чусти ытарма ҫук хӑпарса ҫитрӗ, Даша инке ӑна тутанса пӑхса лайӑх «тӗпренсех каймасть ку», терӗ пулин те, вӑрҫӑ вӑхӑтне кура, пӗҫернӗ кукли лайӑх пуласси курӑнсах тӑратчӗ.

Апатланнӑ чух Даша инке хамӑра Энскран тухса кайнӑ вӑхӑтран пуҫласа пӗтӗмпех каласа пама хушрӗ. Судья килсен пӗтӗмпех каласа парӑп тесе ӳкӗте кӗртрӗм-кӗртрӗмех ӑна, Петьӑна вара хӑй ҫинчен калаттартӑмӑрах.

Хӗпӗртесе итлерӗм ӑна эпӗ. Хӗпӗртесех — мӗншӗн тесен ӑна ҫирӗм пилӗк ҫул хушши ытла пӗлсе тӑраттӑм та халӗ вӑл, Катя хама каласа кӑтартнӑ май, урӑхла ҫын пек марччӗ. Ытти ҫынсенчен уйрӑларах тӑракан «художникӗн куҫӗ» халӗ тинкеререх те тӳрремӗн пӑхнӑ пек туйӑнчӗ мана.

Вӑл хӑй альбомӗсене мана кӑтартрӗ — иртнӗ ҫул хушшинче вӑл стройра пулман иккен, фронт театрӗнче художникра ӗҫленӗ. Вӑл ӳкернӗ картинӑсем вӑрҫӑри сӑн-сӑпатсем ӗнтӗ, нумайӑшне васкавлӑн та тунӑ. Анчах пирӗн ҫурта пӗр-ик кун та пулин пулса ирттернӗ кашни ҫынах пирӗн кӑмӑл вӑйӗ вышкайсӑр пысӑк иккенне ҫав ӳкерчӗксенче тӗлӗнмелле тарӑн та ӑста тунине уйӑрса илетех.

Вӑрҫӑри манӑҫми картинӑсене эпӗ час-часах асӑрхаттӑм, пӗри тепӗрне йӗрсӗр-палсӑр улӑштарса пыратчӗҫ те, вӗсем ҫине вара хам ӑсӑмра хӗрхенсе пӑхаттӑм. Ак халь ӗнтӗ ҫавсене куҫ умӗнче кӑштах палӑртнӑ пулин те калама ҫук тарӑн шухӑшлӑ, тен гениллӗ хӑватпах кӑтартнӑччӗ пулӗ.

— Ак кур ӗнтӗ, — ырӑ кӑмӑллӑ кулкаласа каларӗ Петя, хӑйне эпӗ тав туса ыр суннӑ хыҫҫӑн, — судья тет-ха вӗсене. Паттӑрлӑх сахал имӗш. Ывӑлӗ ӳкерет-ха, — хушрӗ вӑл аялти тутине тӑсарах, лайӑххине туйсан яланах ҫапла тӑвать вӑл. — Пултарать пулас-ха ачи.

Катя хӑй чемоданӗнчен Нина Капитоновна ҫырӑвӗсене тупса пачӗ. Нина Капитоновна Петьӑпа пӗрле Новосибирск патӗнче пурӑннӑ та Даша инке тӑхлачи, Катя кукамайӗ, пурнӑҫне пӗлесшӗн пулса хӑшпӗр ҫыруне сасӑпах вуласа пама хушрӗ.

Тӑхлачӑ ӗлӗкхи пекех пӗччен пурӑннӑ-ха, Перышкин директор ун патне хӑех пырса каҫару ыйтнӑ иккен, каллех лагере таврӑнма сӗннӗ, анчах тӑхлачӑ килӗшмен, сӗннӗшӗн «тав тунӑ, йӑлӑнасса вара ҫамрӑкранах вӗренмен» имӗш, тесе ҫырать вӑл хӑй ҫырӑвӗнче. Лагере таврӑнма килӗшмен те ҫавӑнтах, пӗтӗм района тӗлӗнтерсе, культура ҫурчӗн культмассовӑй пайне ӗҫлеме кӗнӗ.

«Ҫӗлеме те, виҫсе касма та вӗрентетӗп, — тесе ҫырать вӑл кӗскен, — санпа Саньӑна тав тӑватӑп. Эп ӑна тахҫанах, пӗчӗккӗ чухнех-ха, пӗлсе ҫитнӗ, ӳстӗр тесе хуратул пӑтти ҫитереттӗм. Чиперскер вӑл… Санӑн кӑмӑлу кӑрарах, эс ан аптратса ҫитер ӑна».

Ку ӗнтӗ хамӑр пӗр-пӗрне тупрӑмӑр тесе ҫырнине хирӗҫ калакан ответ.

«Ҫӗрӗпех ҫывраймарӑм, — тет вӑл экспедици юлашкине тупни ҫинчен хыпар илтсен, — пӗрмаях мӗскӗн Маша ҫинчен шухӑшларӑм. Аҫӑвӑн хӑрушӑ шӑпине вӑл пӗлмесӗрех юлни юратчӗ те пулӗ».

Петенька сывах иккен, ӳссе кайнӑ вӑл, фотоӳкерчӗкӗнчен пӑхсан ӗлӗкхинчен те ытларах амӑшӗ сӑнарлӑ пулнӑ. Саньӑна аса илтӗмӗр те эпир — сӑмах уҫмасӑр, ҫав ӑссӑр вилӗм умӗнче кулянса вӑрахчен тӑтӑмӑр.

Катя ҫуркуннех-ха тӑхлачӑпа Петенькӑна Мускава чӗнтересшӗн пропуск майлаштарма тытӑннӑччӗ, хамӑр каялла таврӑннӑ чух курасса та шанчӑк пурччӗ пирӗн.

Вӑрҫӑ иртсен пурсӑмӑр та пӗр килйышӑн пухӑнса Ленинградра пурӑнасчӗ тенӗ тахҫанхи ӗмӗтӗмӗре ҫак каҫхине темиҫе хут та аса илтӗмӗр. Пӗр килйышӑн — кукамайпа пӗрле, икӗ Петя, пысӑккипе пӗчӗкки. Ӑсра эпир хваттер илнӗччӗ ӗнтӗ, ӑҫта та пулин мар — Киров проспекчӗ-ха, пысӑк Петьӑна ӗҫлемешкӗн никам та ан кансӗрлетӗр тесе, пӗр аяккинче студи уйӑрса патӑмӑр та, ҫапла тунӑшӑн вӑтанчӗ вӑл. Пӗр хӗрарӑм ҫинчен Катя питӗ мухтанса калакалатчӗ те вӑл кансӗрлес пирки Петя тирӗс пымастчӗ пулас. Паллах ӗнтӗ ҫав каҫхине ҫав хӗрарӑм ҫинчен сӑмах та хускатмарӑмӑр…

Судья таврӑннӑ вӑхӑтра пӗтӗм ҫурт ҫывратчӗ-ха. Даша инке пире вӑратма тӑрсанах мӗкӗрсе ячӗ вӑл, вара пирӗн юри тата пӗр ҫур сехет хушши ҫывранҫи тумалла пулчӗ. Пилӗк ҫул каялла килнӗ чухнехи пекех вӑл кухньӑна кӗрсе лӗхлетрӗ, сӑмсине шӑнкарчӗ — ҫӑвӑнчӗ. Коридор тӑрӑх вӑл епле иртсе кайни сисӗнчӗ.

Катя каллех ҫывӑрса кайрӗ, эпӗ шӑппӑн ҫеҫ тумлантӑм та кухньӑна пытӑм, вӑл унта чей ӗҫетчӗ, ҫаруранччӗ хӑй, таса кӗпе вӗҫҫӗнччӗ, ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн ҫӳҫӗпе мӑйӑхӗ те йӗпеччӗ-ха.

— Такки вӑратрӑм иккен! — терӗ те вӑл, ман паталла пырса ыталаса илчӗ.

Тӑван хулана, тӑван ҫурта кирек хӑҫан таврӑнсан та «Ну каласа пар ӗнтӗ» тени кӗтсех тӑратчӗ мана. Килтен тухса кайнӑ хушӑра хам мӗн тунине, тӗрӗс пурӑннӑ-и, ҫавна пӗлесшӗнччӗ старик. Лапсӑрккаланса ӳснӗ куҫхарши айӗн куҫӑмран тинкерсе пӑхса вӑл манран судья пекех тӗпчесе ыйтса ниҫта та урӑх ҫӗрте тупас ҫуккине пӗлеттӗм эпӗ… Анчах хальхинче пурнӑҫӑмра малтанхи хут манран тӗпчесе ыйтмарӗ.

— Пӗтӗмпех паллӑ, — терӗ вӑл тулли кӑмӑлпа, мӑйӑхне тирпейлӗн якатса ман орденсем ҫине пӑхнӑ май. — Тӑваттӑ-и?

— Тӑваттӑ.

— Пиллӗкмӗш тата — Татаринов капитаншӑн, — кулмасӑр каларӗ судья. — Кӑна майлаштарса каласа пама кансӗр те, анчах илетӗнех.

Кӑна, чӑнах та, майлаштарса калама кансӗрччӗ, ҫапах та старик тӑрӑшсах ӗҫе тытӑнчӗ курӑнать, мӗншӗн тесен тепӗр кун каҫхине кӗрекере тӗл пулсан хам тунӑ ӗҫе пӑхса тухас ӗмӗтпе старик акӑ мӗн каласа пачӗ:

— Пурнӑҫ малаллах шӑвать. Ҫитӗнсе, ҫын пулса ҫитсен килтӗр акӑ эсир тӑван хулана, вӑл улшӑнса пынине кура палласа илмешкӗн те кансӗр тетӗр-ха. Хула улшӑннӑ кӑна та мар — хушӑнса та пырать, хӑвӑр кӗрешӳпе ҫӗнтерӳ валли кунсерен вӑй илсе тӑнӑ пек. Анчах, хаклӑ Саня, сана хам куҫ умӗнче курнӑ чух ман пуҫӑма ытти шухӑшсем те килсе кӗреҫҫӗ. Эсӗ Татаринов капитанӑн экспедицине тупрӑн — мӗн ӗмӗтленни ҫитет ҫав, хӑш чухне ача халлапӗ пек кӑна туйӑнаканни те пурнӑҫра тӗрӗсе килсе тухать. Хӑйӗн юлашки ҫырӑвӗнче вӑл сана каласа хӑварнӑ-ҫке-ха, кам унӑн аслӑ ӗҫне малалла илсе пырасшӑн, ҫавна каласа хӑварнӑ. Санах — сана эпӗ чӑнласах унпа юнашар куратӑп, мӗншӗн тесен санпа ун пек капитансем этемлӗхпе наукӑна малалла илсе пыраҫҫӗ.

Судья вара черккине ҫӗклерӗ те ман сывлӑхшӑн шалтах туса ӗҫсе ячӗ.

Кӗрекере ҫӗрле пайтахчен лартӑмӑр. Даша инке вара ҫывӑрма та вӑхӑт ҫитрӗ терӗ, анчах эпир унпа килӗшмесӗр Песчинкӑра уҫӑлса ҫӳреме тухса кайрӑмӑр.

Завод ҫинче ҫаплах вутлӑ тӗксӗм пӗлӗт йӑсӑрланса юхать. Эпир шыв хӗрринелле антӑмӑр та Пролома ҫити иртрӗмӗр, ҫавӑн тӗлӗнче ӗнтӗ шалпар йӗмлӗ пӗр ырханкка хура ача какай вырӑнне сенкер раксем тытатчӗ. Вӑхӑт чарӑнса тӑрса ҫак ҫыран хӗрринче, ватӑ башньӑсем хушшинче Песчинкӑпа Тихая шывӗсем пӗрлешсе юхнӑ тӗлте хам килессе кӗтсе тӑнӑ пекех пулса тухрӗ, — акӑ таврӑнтӑм ӗнтӗ эпӗ, вӑхӑтпа иксӗмӗр пӗр-пӗрин ҫине пӑхатпӑр. Умра мӗн кӗтет мана? Мӗнле ҫӗнӗ терт те ҫӗнӗ ӗҫ, ҫӗнӗ ӗмӗтсемпе телейӗм-инкекӗм пулӗ-ши тата! Кам пӗлтӗр… Анчах хама мӑнаҫлӑн пӑхнине хирӗҫ эпӗ те пуҫӑма усмастӑп.

Таврӑнмашкӑн та вӑхӑт ҫитнӗччӗ, Катя шӑна пуҫларӗ, йывӑҫ купаласа тултарнӑ ҫыран тӑрӑх иртсе эпир килелле таврӑнтӑмӑр.

Шӑпахчӗ хулара, юмахри пек туйӑнчӗ. Пӗр-пӗринпе ытакланса пайтахчен эпир сӑмах чӗнмесӗр ҫӳрерӗмӗр. Мана Энскран тухса тарни те аса килчӗ. Хулара ҫаплах тӗттӗм те шӑплӑхчӗ, эпир хамӑр вара телейсӗр те харсӑр пӗчӗк ҫынсемччӗ, умра — хӑрушӑ та палӑрми пурнӑҫчӗ…

Куҫӑм йӗпенчӗ манӑн, хаваслӑх куҫҫульне шӑлассӑм та килмерӗ, хам йӗнинчен вӑтанмарӑм та.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех