Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 6 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.06 11:59

Пуплевӗш: 77; Сӑмах: 1213

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Алексей Мересьевшӑн операци хыҫҫӑн пулма пултаракан чи хӑрушӑ вӑхӑт килсе ҫитрӗ. Вӑл хӑй тӗллӗн кӑна пурӑнма пуҫларӗ. Вӑл ӳпкелешмерӗ, макӑрмарӗ, тарӑхмарӗ. Вӑл нимӗн те чӗнмерӗ.

Кунӗ-кунӗпе ним хускалмасӑр ҫурӑм ҫинче выртса, мачча ҫинчи кукӑр-макӑр ҫурӑка пӑхрӗ вӑл. Юлташӗсем хӑйпе калаҫма пуҫласан, вӑл, час-часах хӑйӗнпе мӗн ҫинчен калаҫнине ӑнланмасӑрах, «ҫапла», «ҫук», тесе ответ пачӗ, унтан вара каллех шарлами пулса, куҫӗсемпе штукатурка ҫинчи хура ҫурӑк ҫине тӗллерӗ. Ҫав ҫурӑк халь уншӑн темле, вуласа тухнӑ хыҫҫӑн хӑйне ҫӑлӑнӑҫ кӳме пултаракан иероглиф пек туйӑнать. Врачсем хушнине вӑл пурне те пӗр сӑмахсӑрах туса пырать, хӑйне панӑ эмелсене пурне те ӗҫет, апата сӳрӗккӗн, тутине пӗлмесӗрех ҫиет те каллех ҫурӑмӗ ҫине выртать.

— Эй, сухал, мӗн ҫинчен шухӑшлатӑн? — кӑшкӑрчӗ ӑна Комиссар.

Алексей пуҫне ун еннелле ҫавӑрса, ӑна курман пек пулса пӑхрӗ.

— Мӗн ҫинчен шухӑшлатӑн, тесе ыйтатӑп?

— Ним ҫинчен те мар.

Палатӑна пӗррехинче Василий Васильевич пырса кӗчӗ.

— Ну, ӗҫсем мӗнле? Герой, герой — пӗр сасӑ та кӑлармарӑн! Халӗ, тӑванӑм, эсӗ вунсакӑр кун хушши нимӗҫсем патӗнчен тӑватӑ уран упаленсе килнине ӗненетӗп ӗнтӗ. Хам ӗмӗрте эпӗ сан пеккисене шутсӑр нумай курнӑ, эсӗ ун чухлӗ паранкӑ та ҫимен пулӗ, анчах та сан пеккине касма тӳр килмен… — Профессор хӑйӗн кушаланакан, хӗрлӗ, сулема ҫисе янӑ чӗрнеллӗ аллисене сӑтӑркаласа илчӗ. — Мӗн кӑмӑлсӑр пӑхса выртатӑн? Ӑна мухтаҫҫӗ, а вӑл ҫапах кӑмӑлсӑр! Эпӗ медицина службин генерал-лейтенанчӗ вӗт. Ну, кулса илме хушатӑп!

Тутисемпе нимӗскере пӗлтерменле пушшӑн кулса, Мересьев хӑйӗн ӑшӗнче: «Пӗтӗм ӗҫ ҫакӑн пек вӗҫленессе пӗлнӗ пулсан, упаленсе килмелле пулнӑ-ши-ха? Пистолетра виҫӗ патрон юлнӑччӗ вӗт-ха», тесе шухӑшларӗ.

Комиссар хаҫат илсе сывлӑшра пулса иртнӗ интереслӗ ҫапӑҫу пирки калакан корреспонденцие вуларӗ. Пирӗн ултӑ истребитель, нимӗҫсен ҫирӗм икӗ самолётне хирӗҫ ҫапӑҫӑва кӗрсе кайса, саккӑрӑшне ҫапса антарнӑ, хӑйсем пӗр машина ҫеҫ ҫухатнӑ. Комиссар ҫак корреспонденцие ҫав тери пысӑк туйӑмпа, ҫапӑҫура вӑл пӗлмен-палламан лётчиксем мар, унӑн кавалерисчӗсем чапа тухнӑ пек вуларӗ. Кукушкин та пулин ҫак ӗҫ мӗнле пулса иртме пултарни ҫинчен тавлашма тапратсан, хӗрӳленсе кайрӗ. Анчах Алексей вӗсене итлесе: «Телейлӗ ҫынсем! Вӗҫеҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ, а эпӗ ӗнтӗ сывлӑша урӑх нихҫан та ҫӗкленеес ҫук», — тесе шухӑшларӗ.

Совет Информвюровӗн сводкисем кӗскелнӗҫем кӗскелсех пычӗҫ. Пур енчен пӑхсан та, таҫта, Хӗрлӗ Ҫар тылӗнче тӑшмана ҫӗнӗрен пырса ҫапма хӑватлӑ вӑй чӑмӑртанни палӑрса тӑчӗ. Комиссарпа Степан Иванович ҫав чӑмӑр тӑшмана хӑш тӗлте пырса ҫапасси, тата нимӗҫсене вӑл мӗн кӳресси ҫинчен хӗрсе кайсах сӳтсе яврӗҫ. Нумаях пулмасть ҫакӑн пек калаҫусене Алексей никамран малтан хутшӑнатчӗ. Анчах халӗ вӑл вӗсене итлемесӗр выртма тӑрӑшрӗ. Вӑл та пысӑк событисем капланса килнине туйрӗ, — хӑватлӑ, тен ӗҫсене татса паракан ҫапӑҫусем ҫывхарнине сисрӗ. Анчах та хӑйӗн юлташӗсем — вӗсемпе пӗрлех хӑвӑрт тӳрленсе пыракан Кукушкин та — ҫав ҫапӑҫусене хутшӑнма пултарасси ҫинчен шухӑшлани, хӑйӗн ӗнтӗ тылрах пурӑнмалла пуласси ҫинчен, халь тин ҫакна нимӗнпе те тӳрлетме ҫукки ҫинчен шухӑшлани ун чӗрине ҫав тери ыраттарчӗ, ҫав тери кӳрентерчӗ, ҫавӑнпа та Комиссар хаҫатсем вуланӑ чух е вӑрҫӑ ҫинчен калаҫу пуҫлансан, Алексей, курас та, илтес те мар тесе, одеялӗпе пуҫӗ ҫинченех витӗнсе, питҫӑмартине минтер тӑрӑх шутаркалама тытӑнчӗ. Пуҫӗнче ҫав вӑхӑтра пачах та кирлӗ мар ҫӗртен: «Упаленме ҫурални — вӗҫме пултараймасть», тенӗ сӑмах ҫаврӑнса тӑчӗ.

Клавдия Михайловна палатӑна кӑчкӑ кӑларнӑ темиҫе ҫӳҫе туратти илсе пычӗ. Вӑрҫӑ пурнӑҫӗпе пурӑнакан, баррикадӑсемпе каркаласа пӗтернӗ Мускава вӗсем ӑҫтан пырса лекнине те пӗлме пулман. Кашнин сӗтелӗ ҫине вӑл пӗрер турат лартса пачӗ. Мамӑк пек ҫемҫе шурӑ чӑмӑрккасем тухса ларнӑ пӗчӗк хӗрлӗ туратсем ҫав тери кӑмӑла каймалла чӗрӗ сӑнлӑ пулнӑ, вӗсем ҫине пӑхнӑ май хӗрӗх иккӗмӗш палатӑна ҫуркунне хӑех пырса кӗнӗ пек туйӑннӑ. Ҫак кун палатӑри ҫынсем пурте хаваслӑн пӑлханчӗҫ. Нихҫан калаҫман танкист та хӑйӗн бинчӗсем айӗнчен темиҫе сӑмах мӑкӑртатса илчӗ.

Алексей шухӑшласа выртрӗ. Камышинра пылчӑкпа епресе кайнӑ тротуарсем ҫуммипе, урама сарнӑ йӑлтӑртатакан чулсем тӑрӑх пӑтранчӑк шывсем юхаҫҫӗ, ӑшӑнса ирӗлнӗ ҫӗр шӑрши, нӳрлӗхпе лаша тислӗке шӑрши кӗрет. Шӑп ҫавӑн пек кун вӗсем Ольӑпа иккӗшӗ Атӑлӑн ҫӳлӗ ҫыранӗнче тӑнӑччӗ. Вӗсен тӗлӗпе, пӗтӗм анлӑ шыв талккишӗпе, тӑрисен ылтӑн шӑнкӑрав пек сассипе янракан хаваслӑ шӑплӑхра, шавсӑр та лӑпкӑн пӑр каятчӗ. Ҫаван чух шыв юххине май — пӑрсем мар, вӗсем — Ольӑпа иккӗшӗ вӗресе таракан шыва хирӗҫ пӗр сассӑр ишсе пынӑ пек туйӑннӑ. Вӗсем ним чӗнмесӗр тӑнӑ, хӑйсен малашнехи пурнӑҫӗнче вӗсене ҫав тери нумай телей курассӑн туйӑннӑ та, ҫакӑнта, анлӑ Атӑл хӗрринче те, ҫурхи ирӗклӗ ҫул ҫинче те вӗсене сывлама сывлӑш ҫитмен. Халь ӗнтӗ ун пекки тек пулас ҫук. Оля ӑна пӑрахӗ. Пӑрахмасан та, Оля хӑй ирӗкӗпе кӳнӗ жертвӑна вӑл йышӑнма пултарать-им, ӑна, ҫавӑн пек ҫутӑ чунлӑ, хитре, илемлӗ кӗлеткеллӗ хӗре хӑйӗнпе, йывӑҫ ура ҫинче танкӑлтатакан ҫынпа юнашар уттарма унӑн тивӗҫ пур-им?.. Ҫакан пек шухӑшланипех вӑл сестрана хӑйӗн сӗтелӗ ҫине лартнӑ кӑчкӑллӑ турата — ҫуркунне ҫинчен аса илтерекен япалана — илсе кайма хушрӗ.

Кӑчкӑллӑ турата илсе кайрӗҫ, анчах та салху шухӑшсенчен хӑтӑлма йывӑр пулчӗ: вӑл урасӑр пулса юлни ҫинчен пӗлсен, Оля мӗн калӗ-ши? Пӑрахса кайӗ, манӗ, ӑна хӑйӗн пурнӑҫӗнчен чӗрсе пӑрахӗ-ши? Алексейӗн пӗтӗм ас-тӑнӗ, шӑмми-шакки ку шухӑша хирӗҫ тӑчӗ: ҫук, вӑл ун пек ҫын мар, вӑл пӑрахас ҫук, пӑрӑнса каяс ҫук! Анчах ку тата япӑхрах пулать. Алексей ҫапла шухӑшласа выртрӗ: Оля хӑйӗн таса кӑмӑлне пула, ӑна, урасӑр ҫынна, качча тухать, ҫавӑн пиркиех хӑй техникӑллӑ аслӑ шкулта вӗренсе тухас ӗмӗтсене пӑрахать, хайне, инвалид-упӑшкине, тата, кам пӗлет, тен ачисене те тӑрантарса усрама тӑрӑшса, службӑна кӳлӗнет…

Ҫакӑн пек йывӑрлӑха йышӑнма тивӗҫ пур-и-ха унӑн? Вӗсем халлӗхе нимӗнпе те ҫыхӑнман вӗт-ха, вӑл унӑн савнӑ хӗрӗ кӑна, арӑмӗ мар. Вӑл юратнӑ ӑна, лайӑх юратнӑ, ҫавӑнпа та хӑйӗн ун пек тивӗҫ ҫук, вӗсене Ольӑпа иккӗшне пӗтӗҫтерсе тӑракан пур ҫыхӑсене те унӑн хӑйӗн касса татмалла, тӳрех, яланлӑхах татмалла, ҫапла тунипе Ольӑна пулас вӑхӑтри йывӑр пурнӑҫран ҫеҫ мар, иккӗленӳ асапӗсенчен те хӑтармалла, тесе шут турӗ вӑл.

Анчах ҫак вӑхӑтрах «Камышин» текен штемпель пуснӑ ҫырусем ҫитрӗҫ те, унӑн ҫакӑн пек салху шухӑшӗсене тӳрех чӗрсе пӑрахрӗҫ. Оля ҫырӑвӗнче темле вӑрттӑн пӑлхану нумай. Инкек пуласса сиснӗ пекех, вӑл Алексее тем пулсан та яланах санпа пӗрле пулатӑп, манӑн пӗтӗм пурнӑҫӑм — санта, сан ҫинчен кашни пушӑ минутрах шухӑшлатӑп, ҫав шухӑшсем ҫех мана вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пурнӑҫӑн йывӑрлӑхӗсене, заводри чӑлӑм куҫ хупмасӑр иртен каҫсене, пушӑ кунсемпе каҫсенче окопсемпе противотанковӑй канавсем алтнине тата — мӗн пытарса тӑмалли пур ӗнтӗ! — ҫурри выҫӑ пурӑннине те тӳссе ирттерме пулӑшаҫҫӗ, тесе ҫырнӑ. «Санӑн юлашки пӗчӗк карточку, эсӗ тунката ҫинче кулса ларса, йытӑпа пӗрле ӳкерни, яланах манпа пӗрле. Эпе ӑна аннен медальонӗ ашне кӳртсе лартрӑм та, мӑйран ҫакса ҫӳретӗп. Хама йывӑр килсен, эпӗ ӑна уҫса пӑхатӑп… Тата пӗлетӗн-и, эп ӗненсех пурӑнатӑп: эпир пӗр-пӗрине юратнӑ чух пирӗншӗн нимӗн те хӑрушӑ мар», тенӗ вӑл. Малалла халичченхи пекех Алексей амӑшӗ юлашки вӑхӑтра ун пирки пит те пӑшӑрханни ҫинчен каланӑ та, каллех: карчӑк патне час-часрах ҫыр, ӑна усал хыпарсемпе ан пӑлхат, тесе асӑрхаттарнӑ.

Унччен малтан тӑван хуларан илнӗ ҫырусем уншӑн кашниех пысӑк савӑнӑҫ кӳнӗ, унӑн фронтри йывӑр кунӗсене нумай вӑхӑтлӑха ӑшӑтнӑ, анчах халӗ вӗсем Алексее пӗрремӗш хут савӑнтармарӗҫ ӗнтӗ. Вӗсем унӑн чунне ҫӗнӗрен пӑлхатса, пӑтраштарса ячӗҫ. Ҫакӑнта вара Алексей хӑйне кайран ҫав тери нумай тертлентернӗ йӑнӑша туса хучӗ: ку йӑнӑш вӑл — хӑйӗн урисене татни ҫинчен Камышина ҫырса яма хӑяйманни пулчӗ.

Алексей хӑйӗн телейсӗр пурнӑҫӗ ҫинчен, хӑйӗн савӑнӑҫлӑ мар шухӑшӗсем ҫинчен пӗтӗмпех, тӗплӗн ҫырса янӑ пӗртен-пӗр ҫын вӑл — метеостанцири хӗр пулнӑ. Вӗсем пӗр-пӗрине лайӑх палламанпа пӗрех, ҫавӑнпа та унпа калаҫма та ҫӑмӑл пулнӑ. Унӑн ятне те пӗлменнипе, вӑл адресне ҫапла ҫырса ячӗ: ППС, ҫавӑн пек метеостанци, Метеорологи сержанчӗ валли. Фронтра ҫырӑва епле упраса усранине пӗлнӗ вӑл, ҫавӑнпа ҫак ҫыру хӑҫан та пулин кӑтартнӑ адрес тӑрӑх вырӑна ҫитессе шаннӑ. Тепӗр тесен, ку ӑна кирлех те пулман. Унӑн хӑйӗн шухӑшӗсене кама та пулин каласа парасси кӑна килнӗ.

Пачах та савӑнӑҫсӑр шухӑшсемпе иртсе пычӗҫ Алексей Мересьевӑн госпитальти пӗр евӗрлӗ кунӗсем. Унӑн тимӗр пек ҫирӗп организмӗ пит те ӑста тунӑ ампутацие ҫӑмӑллӑнах тӳссе ирттерчӗ пулин те, вӑл палӑрмаллах вӑйсӑрланса пычӗ, тем тӗрлӗ эмеллесен те пурин куҫӗ умӗнчех кунран кун начарланчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех