Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: I сыпӑк

Пай: Обломов –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хушнӑ: 2019.10.08 11:36

Пуплевӗш: 311; Сӑмах: 3043

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Гороховӑй урамра, пӗр уезд хули шӑнӑҫмалла пысӑк ҫуртра, хӑйӗн хваттерӗнчи вырӑнӗ ҫинче, ирхине Илья Ильич Обломов выртать.

Вӑл вӑтӑр икӗ-вӑтӑр виҫӗ ҫулсенче, вӑтам пӳлӗ, кӑмӑллӑ сӑн-питлӗ, тӗксӗм кӑвак куҫлӑ, анчах сӑнӗнче нимӗнле ӗмӗт те, нимӗнле тимлӗ шухӑш та палӑрмасть. Унӑн питӗнче те, куҫӗсенче те, тути ҫинче те, ҫамка пӗркеленчӗкӗсем хушшинче те пӗр-пӗр шухӑш ҫӑмӑллӑн вылянса илет те пачах ҫухалать, вара пӗтӗм сӑнӗнче шухӑшсӑрлӑх палӑрса тӑрать. Ҫав шухӑшсӑрлӑх сӑнран пӗтӗм кӗлетке хусканӑвӗсене, халат пӗрмисене те куҫать.

Хушӑран унӑн куҫӗсем ӗшенчӗклӗн е кичеммӗн курӑнаҫҫӗ; анчах ӗшенчӗклӗх те, кичемлӗх те унӑн сӑнӗнчи йӑвашлӑха пӗтереймеҫҫӗ, ҫав йӑвашлӑх унӑн сӑнӗнче кӑна мар, чунӗнче те тӗп вырӑн йышӑнать; чунӗ вара кашни хускалурах, куҫӗсенче, куллинче яр-уҫҫӑн ҫуталса тӑрать. Ҫиелтен сӑнан сивӗ чӗреллӗ ҫын та, Обломова кӑшт пӑхса илсенех: «Ырӑ кӑмӑллӑ, йӑваш ҫын пулас ку!» тейӗччӗ. Чӗреллӗрех те кӑмӑллӑраххи, унӑн сӑнне нумай сӑнанӑ хыҫҫӑн, ырӑ шухӑшпа, йӑлкӑшса кулса пӑрӑнӗччӗ.

Илья Ильичӑн пичӗ хӗрлӗ те мар, кӗре те мар, шуранка та мар — нимле те мар, тен, ку Обломов ҫамрӑклах шыҫмакланнӑран ҫапла пулӗ: сахал ҫӳренӗрен-и е сывлӑш ҫитменрен-и, тен, вӑл та, ку та пулманран пулӗ. Унӑн ӳчӗ арҫыншӑн ытла ачаш пек туйӑнать: мӑйӗ калама ҫук шӳрӑ, аллисем пӗчӗк те шыҫмак, хулпуҫҫийӗсем ҫемҫешке.

Хускаласса вӑл, пӑлханса ӳксен те, ҫемҫен, хӑйне евӗрлӗ илемпе ӳркевлӗн хускалкалать. Чунӗ пӑшӑрханни сӑнӗнче палӑрсан, куҫӗсем тӗтреленеҫҫӗ, ҫамки тирӗ пӗрӗнет, иккӗленсе шухӑшлани, кулянни, шикленни сисӗнет; анчах ҫав пӑшӑрханчӑк туйӑм сайра хутра ҫеҫ пӗр-пӗр уҫӑмлӑ ӗмӗт ҫуратать, е пӗр-пӗр ҫирӗп шут тытма хистет. Пӗтӗм пӑшӑрханӑва Обломов ассӑн сывласах, ним тума ӳркенсе, тӗлӗрсе ирттерсе ярать.

Лӑпка сӑнлӑ, ачаш ӳтлӗ Обломова килте тӑхӑнмалли тумӗ мӗнлерех килӗшет! Ун ҫинче перс халачӗ, Европӑра тӑхӑнаканни мар, чӑн-чӑн Хӗвелтухӑҫӗнче тӑхӑнан ярапасӑр, пилӗксӗр халат, вӑл ҫав тери анлӑ, Обломов та унпа икӗ хут пӗркенме пултарать. Азири пек, халат ҫаннисем пӳрнесенчен хулпуҫҫи патнелле сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса хӑпараҫҫӗ. Ку халат, хӑйӗн малтанхи тӗсне ҫухатса, тӗллӗн-тӗллӗн якалса ҫуталнӑ пулин те, ҫаплах йӑлтӑрти тӗслӗ-ха, ҫирӗп-ха.

Обломовшӑн халат калама ҫук чаплӑ: вӑл ҫемҫе, кӑпӑшка: ӳте сӗртӗнни сисӗнмест; вӑл, итлекен чура пек, ӳтӗн кашни пӗчӗк хусканӑвнех пӑхӑнать. Ирӗклӗ те канлӗ пулма юратнӑран, Обломов килте яланах галстуксӑр, жилетсӑр ҫӳрет. Унӑн туфли вӑрӑм, ҫемҫе те аслӑ; Обломов, ним пӑхмасӑр, кровать ҫинчен урине ҫӗрелле тӑсать те тӳрех туфли тӑхӑнать.

Обломов выртни — чирлӗ ҫын е ыйхӑ пуснӑ ҫын выртни мар, ывӑннӑ ҫын выртса канни те мар, кахал ҫын киленсе выртни те мар: ку уншӑн йӗркеллӗ япалах. Килте чухне — вӑл ялан тенӗ пекех килте, — вӑл пӗрмай выртать, пӗрмай эпир тӗл пулнӑ пӗр пӳлӗмре; ҫав пӳлӗм уншӑн ҫывӑрмалли те, ӗҫлемелли те, хӑнасене йышӑнмалли те шутланать. Унӑн тата виҫӗ пӳлӗм пур, анчах вӑл вӗсене кӗрсе курмасть, хӑшпӗр ирхине кӑна, тарҫи кабинетри тусана шӑлнӑ чух, Обломов ытти пӳлӗмсене кӗркелет, тусанне те кашни кунах шӑлмаҫҫӗ. Ытти пӳлӗмсенчи сӗтел-пукана чехолсем тӑхӑнтарнӑ, чӳрече каррисене карса хунӑ.

Илья Ильич выртнӑ пӳлӗм ҫиелтен пӑхма лайӑх тирпейленӗ пек курӑнать. Унта хӗрлӗ йывӑҫран тунӑ ҫыру сӗтелӗ, пурҫӑн материпе витнӗ икӗ диван, тӗнчере ҫук кайӑксемпе ҫимӗҫсене тӗрлесе эрешленӗ ширмӑсем. Унтах пурҫӑн чаршавсем, кавирсем, темиҫе картина, бронза, фарфор тата ытти илемлӗ вӗтӗр-шакӑрсем.

Анчах илеме ҫывӑх туякан ҫивӗч куҫлӑ ҫын ҫакӑнти япаласем ҫине пӑхса илсенех вӗсене кунта ячӗшӗн ҫеҫ, ҫын йӑлине ҫырлахтарас тесе ҫеҫ пухнине ӑнланӗччӗ. Обломов, паллах, хӑй кабинетне илемлетнӗ чух ҫакӑншӑн ҫеҫ тӑрӑшнӑ. Илеме ҫывӑх туякан ҫын ҫак хӗрлӗ йывӑҫран тунӑ йывӑр, тӳрккес пукансемпе, чӗтренекен этажеркӑсемпе ҫырлахман пулӗччӗ. Пӗр диванӑн хыҫӗ усӑнса аннӑ, ҫилӗмпе ҫыпӑҫтарнӑ йывӑҫ тӗллӗн-тӗллӗн хӑйпӑннӑ.

Картинӑсем те, вазӑсем те, вӗтӗр-шакӑр япаласем те ҫавӑн майлах.

Пӳлӗм хуҫи вара ҫак япаласем ҫине ҫав тери сиввӗн те тимсӗррӗн: «Кам илсе килсе лартса тултарнӑ кунта кусене?» тенӗ евӗр пӑхать. Обломов хӑйӗн пурлӑхӗ ҫине ҫапла сиввӗн пӑхнӑран-и, е ҫав пурлӑх ҫине унӑн тарҫи Захар тата сиввӗнрех пӑхнӑран-и — тимлӗрех сӑнасан, кабинетри тирпейсӗрлӗх тӗлӗнтерсе ярать.

Стенасем ҫинче, картинӑсем таврашӗнче, чечек ярӑмӗсем пек, тусанлӑ эрешмен картисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; тӗкӗрсем ҫине тусан ларнӑран сӑн курӑнмасть, мӗн те пулин манасран, вӗсем ҫине пӳрнепе йӗрлесе, ҫырса хума пулать. Кавирсем тӗл-тӗл вараланнӑ. Диван ҫинче манӑҫнӑ алшӑлли выртать; сӗтел ҫинче кашни ир тенӗ пекех, ҫӗркаҫхи апатран юлнӑ турилккепе тӑвар суланчи лараҫҫӗ, кӑшласа пӗтернӗ шӑмӑпа ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсем выртаҫҫӗ.

Ҫав турилкке те, халӗ ҫеҫ туртнӑ хыҫҫӑн вырӑн ҫумне сӗвӗнтерсе тӑратнӑ чӗлӗм те, е вырӑн ҫинче пӗрмай выртакан хуҫи те пулман пулсан, ку пӳлӗмре никам та пурӑнмасть теме пулӗччӗ, — кунта йӑлтах тусанланса, шупкалса пӗтнӗ, этем пурӑнни ҫинчен калакан пӗр паллӑ та юлман. Этажерка ҫинче, чӑнах та, хаҫат, ик-виҫ кӗнеке уҫӑлса выртать, ҫыру сӗтелӗ ҫинче чернил кӗленчи, хур тӗкӗсем пур; анчах уҫса хунӑ кӗнекесен страницисем тусанланса, сарӑхса кайнӑ; вӗсене тахҫанах пӑрахнӑ пулас; хаҫачӗ пӗлтӗрхискер, чернильницӑран, чернил пуҫас пулсан, хӑраса ӳкнӗ шӑна ҫеҫ сӗрлесе вӗҫсе тухнӑ пулӗччӗ-и тен.

Илья Ильич ытти чухнехинчен питӗ ир, сакӑр сехет тӗлнелле, вӑранчӗ. Хӑй темшӗн хытӑ пӑшӑрханса ӳкнӗ. Унӑн сӑнӗнче — те шикленни, те хуйхӑрни, те кӳренни курӑна-курӑна кайрӗҫ. Пӑхсах курӑнать, чунӗпе асапланать хӑй, анчах ним шухӑшласа кӑларма та пултараймасть.

Ӗнер Обломов ялтан, хӑйӗн старостинчен, ырӑ мар ҫыру илчӗ. Староста мӗнле ырӑ мар хыпар пӗлтересси паллах: тырӑ-пулӑ пулманни, куланай пухса пӗтерменни, тупӑш чакни тата ыт. те. Староста пӗлтӗр те, виҫӗмҫул та хӑйӗн улпучӗ патне ҫакнашкал ҫырусем ҫырнӑ пулин те, ҫак юлашки ҫыру та Обломова, пур кӗтмен инкек пекех, хытӑ пӑшӑрхантарчӗ.

Ҫӑмӑл-им? Татӑклӑн мӗн те пулин тӑвасси ҫинчен шухӑшламалла. Ҫапах Илья Ильич хӑй ӗҫӗсем пирки тӑрӑшнине палӑртасах пулать. Вӑл темиҫе ҫул каялла старостӑран ырӑ мар ҫыру илсен, хӑйӗн именийӗнчи ӗҫсене лайӑхрах йӗркелесе улӑштарасси ҫинчен пуҫӗнче план тума та тытӑннӑччӗ ӗнтӗ.

Ҫав план тӑрӑх экономика, полици тӗлӗшпе ҫӗнӗрен улшӑнусем тумаллаччӗ. Анчах плана вӗҫне ҫитиех шухӑшласа кӑларман-ха, старостӑн ырӑ мар ҫырӑвӗсем вара ҫулсерен килсе тӑраҫҫӗ, ӗҫ тума хистесе, Обломов канӑҫне пӑсаҫҫӗ. Плана вӗҫне ҫитериччен татӑклӑн мӗн те пулин тумаллине Обломов ӑнланать.

Вӑл вӑрансанах тӑрса ҫӑвӑнма, чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн лайӑх шухӑшлама, ӑна-кӑна тавҫӑрма, ҫырса хума, ҫак ӗҫе тӗплӗн тума шут тытрӗ.

Ҫур сехете яхӑн вӑл ҫак шутпа асапланса выртрӗ, анчах кайран ҫапла шут тытрӗ: кӑна йӑлтах чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн та тума пулать, чейне, яланхи пекех, вырӑн ҫинчех ӗҫме юрать, тата выртса шухӑшлама та ним те чӑрмантармасть.

Ҫапла турӗ те. Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн вӑл вырӑн ҫинчен пуҫне ҫӗклерӗ, кӑшт ҫеҫ тӑмарӗ; туфли ҫинелле пӑхса, хӑрах урине ҫӗрелле тӑсрӗ, анчах ӑна каялла вырӑн ҫине хучӗ. Сехет тӑххӑр ҫурӑ ҫапсан, Илья Ильич ҫӳҫенсе илчӗ.

— Мӗн-ха эпӗ капла, чӑнах та? — терӗ вӑл кӳренчӗк сасӑпа: — намӑса пӗлес пулать: ӗҫе пуҫӑнма вӑхӑт! Хӑвна ирӗк пар ҫеҫ, вара…

— Захар! — кӑшкӑрчӗ вӑл.

Илья Ильич кабинетӗнчен, пӗчӗк коридорпа ҫеҫ уйрӑлса тӑракан пӳлӗмрен, малтан сӑнчӑрти йытӑ хӑрлатнӑ евӗр сасӑ, унтан таҫтан тӳплеттерсе сикни илтӗнчӗ. Кӑна Захар кӑмака сакки ҫинчен сикрӗ; вӑл яланах унта тӗлӗрсе ларса вӑхӑт ирттерет.

Пӳлӗме ватӑла пуҫланӑ ҫын кӗчӗ; вӑл сӑрӑ сюртукпа, пӑхӑр тӳмеллӗ сӑрӑ жилетпа, хулӗ айӗнчи ҫӗтӗкрен кӗпи курӑнать; унӑн пуҫӗ чӗркуҫҫи пекех ҫара, кӑвакара пуҫланӑ бакенбардисем сарлака та ҫӑра — кашнинченех виҫшер сухал тухмалла.

Захар турӑ пӳрнӗ сӑнне ҫеҫ мар, хӑйӗн ялти ҫи-пуҫне те улӑштарма тӑрӑшмасть. Тумтир ӑна ялти евӗрлӗ ҫӗлетсе параҫҫӗ. Сӑрӑ сюртукпа жилета юратать вӑл: ҫак ҫурма-хурмӑллӑ ҫи-пуҫ ӑна хӑй тахҫан, вилнӗ улпучӗсене чиркӗве е хӑнана ӑсатнӑ чух тӑхӑнкаланӑ ливрейӑна аса илтерет; ун шучӗпе, ҫав ливрея Обломовсен килӗнчи чаплӑ япаласенчен пӗртен-пӗри шутланать.

Тӗттӗм ялти улпутӑн пуян та канлӗ пурнӑҫӗ ҫинчен старике урӑх пӗр япала та аса илтермест. Ватӑ улпутсем вилнӗ, вӗсен сӑнӳкерчӗкӗсем килте юлнӑ та халӗ таҫта мачча ҫинче йӑваланса выртаҫҫӗ пулӗ; ӗлӗкхи пурнӑҫпа чаплӑ хушаматсем ҫинчен калакан халапсем манӑҫа тухсах пыраҫҫӗ, е ялта пурӑнакан ватӑсен асӗнче ҫеҫ упранаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Захаршӑн кӑвак сюртук хаклӑ: ҫав сюртук тата улпутӑн сӑнӗнчи, хӑтланкаларӗшӗнчи хӑйӗн ашшӗ-амӑшне аса илтерекен хӑшпӗр паллӑсем Захара иртнӗ чаплӑ пурнӑҫ мӗлки ҫинчен калаҫҫӗ; улпут курнӑҫланнӑшӑн Захар кӑмӑлсӑр мӑкӑртатать пулин те, ҫав хушӑрах ҫав курнӑҫланӑва улпут ирӗкӗ вырӑнне хурса хисеплет, ӗлӗкхи пурнӑҫӑн мӑнаҫлӑхне систернине курать.

Ҫав курнӑҫланусӑр вӑл — улпут пуррине те сисмест; ҫав курнӑҫланусӑр — нимӗн те ун ҫамрӑклӑхне, тахҫанах пӑрахса килнӗ ялне, авалхи кил ҫинчен калакан халапсене ӑса илтермест; вӑл халапсем — ватӑ тарҫӑсен, нянькӑсен, кӑкӑр сӗчӗпе тӑрантаракан хӗрарӑмсен йӑхран йӑха куҫса пыракан пӗртен-пӗр хроники шутланнӑ.

Обломовсен килӗ тахҫан хӑйсен енче пуян та чаплӑ шутланнӑ, анчах кайран, — мӗншӗнне турӑ пӗлет, — чухӑнлансах, ваклансах пынӑ, юлашкинчен вара сисӗнмесӗрех ытти ҫӗнӗ килсем хушшинче палӑрми пулнӑ. Кӑвакарнӑ тарҫӑсем ҫеҫ иртнӗ пурнӑҫ ҫинчен аса илсе, пӗр-пӗрне кӑмӑллӑн кала-кала панӑ.

Акӑ мӗншӗн Захар хӑйӗн сӑрӑ сюртукне ҫав тери юратать. Ача чухне вӑл нумай ватӑ тарҫӑсем, авалхи улпутсем евӗр, бакенбарда ӳстернине курнӑ, ҫавӑнпах-и, тен, халӗ хӑйӗн бакенбардине те хисеплет.

Шухӑша путнӑ Илья Ильич чылайччен Захара асӑрхамарӗ. Захар ун умӗнче чӗнмесӗр тӑчӗ. Юлашкинчен вӑл ӳсӗрсе илчӗ.

— Мӗн эсӗ? — ыйтрӗ Илья Ильич.

— Эсир чӗнтӗр-ҫке.

— Чӗнтӗм? Мӗншӗн чӗнтӗм-ха — астумастӑп! — тавӑрчӗ Обломов, карӑнса. — Кай-ха хӑвӑн пӳлӗмне, эпӗ унччен аса илӗп.

Захар кайрӗ, Илья Ильич ылханлӑ ҫыру ҫинчен шухӑшласа выртрӗ.

Чӗрӗк сехет иртрӗ.

— Ну, ҫитет выртса! — терӗ Обломов. — Тӑрас пулать-ҫке… Ҫапах староста ҫырӑвне тепре тӗплӗ вуласа тухам-ха, вара тӑрӑп. Захар!

Каллех сикни, хӑрлатни паҫӑрхинчен хытӑрах илтӗнчӗ. Захар кӗчӗ, Обломов каллех шухӑша кайрӗ. Захар, улпут ҫине кӑмӑлсӑр, кӑштах хӑяккӑн пӑхса, пӗр-икӗ минут тӑчӗ те, юлашкинчен алӑк патнелле утрӗ.

— Ӑҫта каятӑн-ха? — сасартӑк ыйтрӗ Обломов.

— Хӑвӑр ним те каламастӑр та, мӗншӗн-ха кунта ахаль тӑрас манӑн? — хӑрӑлтатрӗ каллех Захар, урӑх сасӑпа калама пултараймасӑр; хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл ватӑ улпутпа пӗрле йытӑсемпе сунара кайсан, сивӗ ҫил ҫинче сасне ҫӗтернӗ.

Вӑл, пӳлӗм варринче ҫурма ҫаврӑнса, Обломов ҫине хӑяккӑн пӑхса тӑчӗ.

— Мӗн, санӑн урусем хӑрчӗҫ-им, тӑма та пултараймастӑн? Эпӗ шухӑша кайнине куратӑн — эппин тӑхта! Выртса тӑранмарӑн-им унта? Ӗнер эпӗ старостӑран илнӗ ҫырӑва шыраса туп. Ӑҫта чикрӗн ӑна?

— Мӗнле ҫыру? Эпӗ нимӗнле ҫыру та курман, — терӗ Захар.

— Эсӗ почтальонран илтӗн-ҫке ӑна: ҫав тери вараланнӑскерччӗ!

— Ӑҫтан пӗлем-ха эпӗ — таҫта хунӑ эсир? — терӗ Захар, сӗтел ҫинчи хутсемпе тӗрлӗрен япаласене ҫапкаласа.

— Эсӗ нихҫан та ним те пӗлместӗн. Авӑ унта, карҫинккене пӑх! Е диван хыҫне ӳкмен-и? Акӑ диван хыҫне халӗ те юсаман; столяра чӗнсе илсе юсасчӗ ҫакна санӑн! Эсех ҫӗмӗртӗн-ҫке? Ним ҫинчен те шутламастӑн!

— Эпӗ ҫӗмӗрмен, — тавӑрчӗ Захар. — Вӑл хӑех ҫӗмӗрӗлчӗ; унӑн ӗмӗр лармалла мар: хӑҫан та пулин ҫӗмӗрӗлмелле.

Илья Ильич Захарпа тавлашма кирлӗ тесе шутламарӗ: — Тупрӑн-им? — тесе ҫеҫ ыйтрӗ вӑл.

— Акӑ, темле ҫырусем.

— Вӗсем мар.

— Апла, ҫук урӑх, — терӗ Захар.

— Ну, юрать, каях! — чӑтӑмсӑррӑн каларӗ Илья Ильич. — Тӑратӑп та хамах тупатӑп.

Захар хӑй пӳлӗмне кӗчӗ, анчах кӑмака сакки ҫине сиксе ларма пикеннӗччӗ кӑна, каллех васкаса кӑшкӑрни илтӗнчӗ:

— Захар! Захар!

— Эй, турӑҫӑм! — мӑкӑртатрӗ Захар, каллех кабинеталла ухса. — Мӗнле асап ку? Вилӗм ҫитинччӗ пӗреххут!

— Мӗн кирлӗ? — терӗ вӑл, хӑрах аллипе алӑк хӑлӑпӗнчен тытса, хай кӑмӑлсӑрланнине палӑртса; Обломов ҫине ҫав тери хӑяккӑн пӑхнӑ пирки, улпута вӑл ҫур куҫпа ҫеҫ курчӗ, улпут та унӑн тем пысӑкӑш хӑрах бакенбардине ҫеҫ курчӗ, — ҫав бакенбардӑран ик-виҫӗ кайӑк вӗҫсе тухассӑнах туйӑнчӗ.

— Сӑмса тутри, часрах! Хӑвӑнах тавҫӑрса илмелле сан: курмастӑн-им! — хаяррӑн астутарчӗ Илья Ильич.

Улпут ҫапла хушнӑшӑн, ӳпкеленӗшӗн Захар пӗрре те кӑмӑлсӑрланмарӗ те, тӗлӗнмерӗ те, хӑй шучӗпе, вӑл ҫакна йӑлтах вырӑнлӑ тесе шутларӗ пулас.

— Кам пӗлет ӑна, тутӑр ӑҫтине? — мӑкӑртатрӗ Захар, пӳлӗм тавра ҫаврӑнса; пукансем ҫинче ним те ҫукки ахалех курӑнать пулин те, вӑл кашни пуканах хыпашласа тухрӗ.

— Яланах ҫухататӑр! — терӗ вӑл, хӑна пӳлӗмне тӗрӗслес шутпа алӑк уҫса.

— Ӑҫта? Кунтах шыра! Эпӗ виҫӗмкунтанпа кӗмен унта. Хӑвӑртрах! — хушрӗ Илья Ильич.

— Ӑҫта тутӑр? Ҫук тутӑр! — терӗ Захар, аллисене саркаласа, кашни кӗтессех пӑхса, — Авӑ-ҫке, — сасартӑк ҫилленсе каларӗ вӑл, — сирӗн айӑрта! Авӑ хӗрри курӑнса тӑрать. Хӑвӑр ун ҫинче выртатӑр, манран тутӑр ыйтатӑр!

Хирӗҫ каласса кӗтмесӗр, Захар тухса кайма тӑчӗ. Обломов хӑй йӑнӑшнӑшӑн именчӗ. Захара айӑплама вӑл хӑвӑртах урӑх сӑлтав тупрӗ.

— Мӗнле тасалӑх сан пур ҫӗрте те: мӗн чухлӗ тусан, пылчӑк, турӑҫӑм! Авӑ, авӑ, пӑх-ха кӗтессене — нимӗн те тумастӑн!

— Эпӗ нимӗн те тумастӑп пулсан вара… — кӳреннӗ сасӑпа калаҫма пуҫларӗ Захар. — Тӑрӑшатӑп, пурнӑҫама шеллеместӗп! Кунсерен тенӗ пекех тусанне те шӑлатӑп, урайне те…

Вӑл урай варринелле, Обломов апатланнӑ сӗтел ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ.

— Авӑ, авӑ, — терӗ вӑл, — йӑлтах шӑлнӑ, тирпейленӗ, туя хатӗрленнӗ пӗкех… Тата мӗн кирлӗ?

— Ак ку мӗн? — пӳлчӗ Илья Ильич, стенасемпе мачча ҫинелле кӑтартса. — Ак ку? Ак ку?

Вӑл ӗнертенпех выртакан алшӑлли ҫине те, сӗтел ҫине манса хӑварнӑ ҫӑкӑр турилкки ҫине те кӑтартрӗ.

— Ну, ӑна илсе кайма та пултаратӑп, — терӗ Захар, турилккене хӗрхеннӗ пек тытса.

— Ҫав анчах-и? Стенасем ҫинче тусан тата, эрешмен картисем тата?.. — терӗ Обломов, стенасем ҫинелле кӑтартса.

— Эпӗ ӑна мӑнкун эрни тӗлне тирпейлетӗп; ун чухне турӑшсене тасататӑп, эрешмен картисене те шӑлатӑп.

— Кӗнекесене, картинӑсене хӑҫан шӑлатӑн тата?..

— Кӗнекесемпе картинӑсене — сурхури умӗн: ун чухне Аниҫйӑпа пӗтӗм шкапсене тасататпӑр. Халӗ хӑҫан тасатас? Эсир пӗрмай килте ларатӑр.

— Эпӗ хушӑран театра, хӑнана кайкалатӑп: ҫав хушӑра тасатасчӗ…

— Ҫӗрле мӗн тасатни вӑл?

Обломов, ун ҫине ӳпкевлӗн пӑхса, пуҫне пӑркаларӗ те ассӑн сывласа илчӗ. Захар та, ним пӑлханмасӑр чӳречерен пӑхса, ассӑн сывласа илчӗ. «Ну, тӑванӑм, эсӗ манран та ытларах Обломов иккен», тесе шухӑшларӗ пулас улпут, Захар вара кӑшт ҫеҫ ҫапларах шухӑшларӗ: «Суятӑн! Эсӗ ӑслӑ та мӗскӗн сӑмахсем калама ҫеҫ ӑста, тусанпа эрешмен картисем пирки сан ӗҫӳ те ҫук».

— Ӑнланатӑн-и эсӗ, — терӗ Илья Ильич, — тусанлӑ ҫӗрте кӗве пулать? Эпӗ хӑш чухне стена ҫинче хӑнкӑла та куркалатӑп!

— Манӑн пӳлӗмре пӑрҫа та пур! — ним пӑлханмасӑр каларӗ Захар.

— Лайӑх-и вара вӑл? Ирсӗр-ҫке ку? — астутарчӗ Обломов.

Захар пӗтӗм пичӗпе кулса илчӗ, ҫав кулӑ унӑн куҫ харшисене те, бакенбардисене те хускатрӗ, унӑн пӗтӗм пичӗ-куҫӗ хӗрелсе кайрӗ.

— Тӗнчере хӑнкӑласем пулнӑшӑн эпӗ ма айӑплӑ-ха? — терӗ вӑл, айванла тӗлӗнсе. — Эпӗ шухӑшласа кӑларнӑ-им вӗсене?

— Тасамарлӑхран вӑл, — пӳлсех каларӗ Обломов. — Мӗн эсӗ яланах суятӑн!

— Тасамарлӑха та эпӗ шухӑшласа кӑларман.

— Сан унта, ав, каҫсерен шӑшисем чупаҫҫӗ — илтетӗп эпӗ.

— Шӑшисене те эпӗ шухӑшласа кӑларман. Хуть шӑши, хуть кушак, хуть хӑнкӑла — ун пек чӗрчун кирек ӑҫта та нумай.

— Мӗнле-ха ыттисен кӗве те, хӑнкӑла та ҫук?

Захар сӑнӗнче вӑл ӗненменни е, тӗрӗсрех каласан: «Апла пулма пултараймасть», тесе лӑпкӑн шухӑшлани палӑрчӗ.

— Манӑн пурте нумай, — ҫине тӑрсах каларӗ вӑл, — кашни хӑнкӑланах асӑрхаса ҫитереймӗн, ун патне ҫурӑка кӗреймӗн.

«Хӑнкаласӑр мӗн ҫывӑрни вӑл?» тесе шухӑшларӗ пулас.

— Эсӗ шӑл, кӗтессенчи ҫӳп-ҫапа тасат — вара ним те пулмасть, — вӗрентрӗ Обломов.

— Паян тасататӑн, ыран каллех пухӑнать, — терӗ Захар.

— Пухӑнмасть, — пӳлчӗ улпут, — пухӑнма кирлӗ мар.

— Пухӑнатех — эпӗ пӗлетӗп, — хӑйӗннех печӗ тарҫӑ.

— Пухӑнать пулсан, каллех шӑлса кӑлар.

— Мӗнле вара? Кашни кунах пур кӗтессе тасатас-и? — ыйтрӗ Захар. — Мӗнле пурнӑҫ вара вӑл? Турӑ чунӑма илтӗрччӗ пӗреххут!

— Мӗншӗн-ха ыттисен таса? — хирӗҫлерӗ Обломов. — Кур-ха ав, урам урлӑ, настройщикӗнне: пӑхма илемлӗ, тарҫи те — пӗр хӗр ҫеҫ…

— Нимӗҫсен ӑҫтан тусан пултӑр, — сасартӑк хирӗҫлерӗ Захар. — Вӗсем мӗнле пурӑннине курӑр-ха эсир! Пӗтӗм кил-йышӗ эрнипех шӑмӑ кӑшлать. Пӗр сюртуках ашшӗ хывсан ывӑлӗ тӑхӑнать, ывӑлӗ хывсан — ашшӗ. Арӑмӗпе хӗрӗсем ҫинчи кӗпесем кӗске: хур амисем евӗр, урисене хӑйсен айне хӗстереҫҫӗ кӑна… Ӑҫтан тусан пултӑр вӗсен? Вӗсен пирӗнни пек шкапсенче те кивӗ ҫи-пуҫ темиҫе ҫул купаланса выртмасть, е хӗл каҫа ҫӑкӑр хытти пӗр кӗтес пухӑнмасть… Вӗсен ҫӑкӑр хытти те ахаль выртмасть: сухари туса тултараҫҫӗ те сӑрапа сыпса ҫиеҫҫӗ!

Ҫавнашкал хыткукарла пурнӑҫа тарӑхса, Захар шӑл витӗр чӑртлаттарса сурчӗ.

— Ан калаҫса тӑр! — хирӗҫлерӗ Илья Ильич: — эсӗ тасат лайӑхрах!

— Тепӗр чухне тасатнӑ та пулӑттӑм, анчах эсир хӑвӑрах чаратӑр, — терӗ Захар.

— Каллех хӑйӗнне перет! Пӗрмай эпӗ чӑрмантаратӑп пулать.

— Паллах, эсир; пӗрмай килте ларатӑр: эсир пур чухне мӗнле тасатан-ха? Кунӗпех ҫӳреме кайӑр, вара тасататӑп.

— Авӑ тата мӗн шухӑшласа кӑларчӗ — каймалла иккен! Кай-ха эсӗ пӗреххут ху пӳлӗмне.

— Чӑнах та! — ҫине тӑчӗ Захар. — Акӑ паянах тухса каясчӗ сирӗн, эпир Аниҫйӑпа йӑлтах тасатнӑ пулӑттӑмӑр. Пурпӗрех иккӗн тирпей кӳрсе ҫитереес ҫук: хӗрарӑмсене тара тытас пулать, йӑлтах ҫумалла.

— Э! Шутласа тупрӗ-ха тата: — хӗрарӑмсене! Кай ху пӳлӗмне, — терӗ Илья Ильич.

Захарпа ҫакӑн ҫинчен калаҫма пуҫланишӗн вӑл хӑй те савӑнмарӗ ӗнтӗ. Ҫак чӑркӑш япала ҫинчен калаҫма пуҫласанах тем чухлӗ чӑрмав сиксе тухнине вӑл яланах манать.

Обломовшӑн пӳлӗм таса пултӑрччӗ, анчах ҫав тасалӑх сисмесӗрех пулса пытӑрччӗ; Захар пур — ӑна тусан шӑлма, урай ҫума хушсанах, ялан хирӗҫме пӑхать. Ун пек чухне вӑл кил-ҫуртра питӗ тасатса аппаланмалла, теме пуҫлать, улпута ку питӗ хӑратса ӳкернине лайӑх пӗлет вӑл.

Захар тухса кайрӗ, Обломов шухӑша путрӗ. Тепӗр темиҫе минутран сехет — тата ҫурӑ ҫапрӗ.

— Мӗн ку? — хӑраса ӳкнӗ пекех каларӗ Илья Ильич. — Часах вунпӗр сехет, эпӗ ҫаплах тӑман-ха, халиччен ҫӑвӑнман-ха? Захар!

— Эй, турӑҫӑм! Ну! — тени, унтан кӑмака сакки ҫинчен сикни илтӗнчӗ юнашар пӳлӗмрен.

— Ҫӑвӑнмалли хатӗр-и? — ыйтрӗ Обломов.

— Тахҫанах хатӗр! — тавӑрчӗ Захар: — мӗн эсир тӑмастӑр?

— Мӗн эсӗ хатӗр тесе пӗлтерместӗн? Эпӗ тахҫанах тӑнӑ пулӑттӑм. Кай, эпӗ сан хыҫҫӑнах пыратӑп. Ман ӗҫлес пулать, эпӗ ҫырма ларатӑп.

Захар кайрӗ, анчах тепӗр минутран ҫырса пӗтернӗ, хуралнӑ тетрадьпе хут татӑкӗсем йӑтса таврӑнчӗ.

— Акӑ, ҫырас тетӗр пулсан, счетсене те тӗрӗслӗр: укҫа тӳлес пулать.

— Мӗнле счетсене? Мӗнле укҫа? — кӑмӑлсӑрланса ыйтрӗ Илья Ильич.

— Аш сутакан, пахча-ҫимӗҫ сутакан, кӗпе ҫӑвакан, ҫӑкӑр сутакан — пурте укҫа ыйтаҫҫӗ.

— Укҫа чӑрмавӗ кӑна! — мӑкӑртатрӗ Илья Ильич. — А эсӗ мӗн счетсене пӗчӗккӗн памастӑн, пӗтӗмпе харӑс тыттаратӑн.

— Хӑвӑрах мана хӑвалаттӑрччӗ-ҫке: ыран та ыран, теттӗр.

— Ну, халӗ те вара ырана хӑварма юрамасть-им?

— Ҫук! Питӗ аптратаҫҫӗ: урӑх кивҫен памаҫҫӗ. Паян пӗрремӗш числа.

— Ах! — кулянса каларӗ Обломов. — Ҫӗнӗ чӑрмав! Ну, мӗн тӑратӑн? Хур сӗтел ҫине. Эпӗ халех тӑрса ҫӑвӑнатӑп та пӑхатӑп, — терӗ Илья Ильич. — Ҫӑвӑнма хатӗр-и вара?

— Хатӗр! — терӗ Захар.

— Ну, халӗ…

Вал тӑрас тесе, эхлеткелесе, ҫӗкленме пикенчӗ.

— Эпӗ сире калама астуман, — терӗ Захар. — Эсир ҫывӑрнӑ чухне управляющи дворнике хушса ячӗ: сирӗн халех кунтан куҫса каймалла… хваттер кирлӗ, тет.

— Ну, мӗнех вара? Кирлӗ пулсан, паллах, куҫса каятпӑр. Мӗн эсӗ ман ҫумма ҫыпҫӑнатӑн? Эсӗ мана кун пирки виҫҫӗмӗш хут калатӑн ӗнтӗ.

— Ман ҫумма та ҫыпӑҫаҫҫӗ.

— Куҫса каятпӑр, те.

— Пӗр уйӑх каяллах куҫса кайма пултӑр та — халӗ те каймастӑр, теҫҫӗ вӗсем; полицие пӗлтеретпӗр, теҫҫӗ.

— Пӗлтерччӗрех! — хӑюллӑн каларӗ Обломов. — Ӑшӑтсан, тепӗр виҫӗ эрнерен, эпир хамӑрах куҫса каятпӑр.

— Ӑҫта тепӗр виҫӗ эрнерен! Управляющи калать: икӗ эрнерен рабочисем килсе йӑлтах ҫӗмӗрме пуҫлаҫҫӗ, тет… «Паян-ыранах куҫса кайӑр», тет.

— Э-э-э! Ытла хӑвӑрт! Авӑ тата мӗн! Халех тухса каймалла мар-и тата? Эсӗ мана хваттер пирки аса та ан илтернӗ пул! Эпӗ сана пӗрре чартӑм, эсӗ пур — каллех. Асту!

— Мӗн тӑвас-ха манӑн? — хирӗҫ чӗнчӗ Захар.

— Мӗн тӑвас? — акӑ мӗнпе тӳрре тухать вӑл ман умра! — терӗ Илья Ильич. — Вӑл манран ыйтать! Мана мӗн ӗҫ! Эсӗ мана ан чӑрмантар, унта вара мӗнле пӗлетӗн, ҫапла ту, анчах куҫса каймалла ан пултӑр. Улпутшӑн та тӑрӑшма пултараймасть!

— Аттеҫӗм Илья Ильич, мӗн тума пултаратӑп-ха эпӗ? — ҫемҫен хӑйӑлтатма пуҫларӗ Захар. — Ҫурчӗ манӑн мар: хӑвалаҫҫӗ пулсан, ют ҫуртран мӗнле тухса каймӑн-ха? Ҫурчӗ манӑн пулсан, эпӗ пӗтӗм кӑмӑлтан…

— Мӗнле те пулин ӳкӗте кӳртме май ҫук-и вӗсене? «Эпир тахҫантанпах кунта пурӑнатпӑр, тӗрӗс тӳлесе пыратпӑр», тесчӗ.

— Каларӑм, — терӗ Захар.

— Ну, вӗсем мӗн теҫҫӗ?

— Мӗн! Хӑйсеннех переҫҫӗ: «Куҫса кайӑр, пирӗн хваттер юсамалла», теҫҫӗ. Хуҫа ывӑлӗн туйӗ тӗлне ҫак пӳлӗмпе тухтӑр пӳлӗмне пӗрлештерсе пӗр пысӑк хваттер тӑвасшӑн.

— Ах, турӑ! — кӳренсе каларӗ Обломов. — Ҫавнашкал авланакан ашаксем те пур-ҫке!

Вӑл ҫурӑм ҫине ҫаврӑнса выртрӗ.

— Сирӗн, сударь, хуҫа патне ҫырасчӗ, — терӗ Захар: — вара, тен, вӑл пире тӗкӗнмӗччӗ, малтан леш хваттере ҫӗмӗрттерӗччӗ.

Ҫакна каланӑ май Захар аллипе таҫталла сылтӑмалла кӑтартрӗ.

— Ну, юрать, тӑрсанах ҫырӑп… Эсӗ ху пӳлӗмне кай, эпӗ шухӑшлам. Ним тума та пӗлместӗн эсӗ, — хушса хучӗ вӑл: — ҫав юрӑхсӑр ӗҫ пирки те хамӑнах шухӑшлама тивет. Захар кайрӗ, Обломов шухӑшлама тытӑнчӗ. Анчах вӑл ним ҫинчен шухӑшлама та аптрарӗ: староста ҫырӑвӗ ҫинчен-и, е ҫӗнӗ хваттере куҫасси ҫинчен шухӑшламалла-и, е счетсене тӗрӗслесе тухмалла-и? Пурнӑҫ чӑрмавӗсем ҫапла капланса килнинчен шикленсе, вӑл пӗрмай пӗр айӑкран теприн ҫине ҫаврӑнкаласа выртрӗ. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн: «Эх, турӑҫӑм! Пурнӑҫ канӑҫ памасть-ҫке, ниҫта хӑтӑлма ҫук», тенисем ҫеҫ илтӗнкелерӗҫ.

Вӑл ҫакӑн пек, ним шут тытмасӑр, хӑҫанччен выртасси паллӑ марччӗ, анчах малти пӳлӗмре шӑнкӑрав сасси илтӗнчӗ.

— Такам килчӗ ӗнтӗ тата! — терӗ Обломов, халатпа пӗркенсе. — Эпӗ халӗ те тӑман-ха — намӑс мар-и! Кам-ши ку, ирех килчӗ?

Вӑл кам килнине пӗлес шутпа алӑк ҫинелле пӑхса выртрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех