Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXI. Тупата

Пай: Пӗччен парус шуррӑн курӑнать

Автор: Александр Ярлыкин

Ҫӑлкуҫ: Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хушнӑ: 2019.09.27 01:18

Пуплевӗш: 163; Сӑмах: 1355

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

— Э! Гаврик!

— Э! Петька!

Ҫак икӗ юлташ малтанхи хут курнӑҫнӑ вӑхӑт иккӗшӗ те ҫавӑн пек тӗлӗнсе, хавасланса кӑшкӑрса янипе иртсе кайрӗ.

Ачасем пӗр-пӗрне ыталамарӗҫ, аллисене чӑмӑртамарӗҫ, пӗр-пӗрин куҫӗсене шӑтарас пек пӑхмарӗҫ. Хӗрачасем, ҫавӑн пек курнӑҫсан, ҫапла тумасӑр ирттереймӗччӗҫ пулмалла.

Вӗсем пӗр-пӗрин сывлӑхӗ ҫинчен тӗпчемерӗҫ, хавасланнине кӑшкӑрашса палӑртмарӗҫ.

Вӗсем ҫитӗннӗ арҫынсем, черноморецсем пек турӗҫ, хӑйсем хавасланнине кӑшт кӑтартрӗҫ те, ӗнер ҫеҫ уйӑрӑлса кайнӑ пек, тӳрех ӗҫ ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ.

— Эсӗ ӑҫта каятӑн?

— Тинӗс хӗррине.

— Эсӗ?

— Ҫывӑхри Армансем текен ҫӗре, пичче патне.

— Мӗн тума?

— Кирлӗ. Пыратӑн-и?

— Сывӑхри Армансем патне-и?

— Мӗнех вара?

— Ҫывӑхри Армансем…

Вӑл вырӑнта Петя нихӑҫан та пулман. Анчах вӑл пӗлнӗ, ку питӗ инҫе, «шуйттан патӗнчех».

Петя шучӗпе Ҫывӑхри Армансем тӑлӑх арӑмсемпе тӑлӑх ачасем пурӑнакан вырӑн. Вӑт вырӑна мӗнле те пулин инкек пулнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ асӑнаҫҫӗ.

Кам та пулин сасартӑк вилсе кайсан, «Ҫывӑхри Армансене» аса илеҫҫӗ. Ун чухне вара ҫапла калаҫҫӗ: «Илтнӗ-и эсир хуйхӑллӑ хыпара! Анжелика Ивановнӑн упӑшки сасартӑк вилнӗ. Ӑна пӗр пурлӑхсӑр хӑварнӑ. Халӗ вӑл пурӑнма Маразлиевски урамран Ҫывӑхри Армансем патне куҫнӑ», теҫҫӗ.

Унтан каялла тавӑрӑнасси пулман. Унтан ҫын мӗлки ҫеҫ тавӑрӑнма пултарнӑ, вӑл та кӗске вӑхӑта ҫеҫ — пӗр сехетрен ытла мар.

«Ӗнер пирӗн пата Анжелика Ивановна кӗрсе ларчӗ. Унӑн упӑшки сасартӑк вилнӗ. Вӑл пӗр сехетрен ытла лармарӗ. Ӑна паллама та ҫук… Мӗлке ҫеҫ…» — тесе калаҫнӑ.

Пӗрре, Петя ашшӗпе сасартӑк вилнӗ учителе пытарнӑ ҫӗрте пулнӑ. Унта вӑл тупӑк умӗнче пуп хӑрушӑ, тӗлӗнмелле сӑмахсем каланине: темӗнле «таса ҫынсен чунне лӑплантаракан ялсем» ҫинчен тата темтепӗр ҫавӑн пек сӑмахсем илтнӗ.

Ҫав хурлӑхлӑ ялсене Петя хай ӑшӗнче нумай ҫил арманлӗ ял пек, вӗсем хушшинче хура тутӑрлӑ тӑлӑх хӗрарӑмсем, саплӑклӑ тумтирлӗ тӑлӑхсем пурӑнаҫҫӗ, — тесе шутланӑ.

Паллах ӗнтӗ, Ҫывӑхри Армансем текен ҫӗре ыйтмасӑр кайни хӑрушӑ ӗҫ. Ку буфетран вӑрттӑн варени илнинчен те, вилнӗ йӗкехӳрене хӗве чиксе килне илсе пынинчен те хӑрушӑрах. Ку чӑнах та преступлени пулнӑ. Петян Гаврикпа пӗрле ҫав тӗлӗнмелле ҫӗре питех те каяс килнӗ, хурлӑхлӑ армансене, тӑлӑх хӗрарӑмсен мӗлкисене хӑй куҫӗпе курас килнӗ, анчах ҫапах та вӑл кайма часах килӗшмен.

Пӗр вунӑ минут хушши вӑл иккӗленсе тӑчӗ.

Ҫапах та, ҫавӑн пек пӑшӑрханни ӑна, Гаврикпа юнашар хула урамӗсем тӑрӑх утса пырса, хӑйӗн ҫул ҫинче пулнӑ ӗҫӗсем ҫинчен хӗрсе каласа пама кӑнсӗрлемен.

Каяссипе каяс марри ҫинчен шухӑшланӑ ҫӗртех Петян каймалла пулнӑ, мӗншӗн тесен ачасем чылай малалла утнӑ ӗнтӗ.

Хура тинӗс ачисен лайӑх енӗ вӑл — тӗнчере пулса иртекен мӗнпур ӗҫсем ҫине пӑшӑрханса ӳкмесӗр пӑхасси.

Анчах Петя каласа пани Гаврика, кӗтмен ҫӗртенех, питӗ тӗлӗнтернӗ. Гаврик, йӗрӗннӗ пек туса, пӗрре те хулпуҫҫи урлӑ сурмарӗ, пӗрре те: «Эсӗ суятӑн», тесе каламарӗ. Петяна Гаврик хӑранӑ пек туйӑнчӗ. Анчах Петя ҫавӑнтах ку вӑл хӑй лайӑх каласа пама пӗлнӗ пирки пулчӗ, тесе шухӑшларӗ.

Вӑл хӗрелсе кайнӑ, пӗтӗм урама илтӗнмелле каласа парать:

— Вара матрос пӗррех парать ӑна питӗнчен пӑталлӑ патакпа. Чӑнах калатӑп, суймастӑп! Вара леш пӗтӗм «Тургенев» ҫинчи ҫынсем илтӗнмелле кӑшкӑрса ярать: «Тытӑр! Тытӑр!» Эпӗ суятӑп пулсан, манӑн пите сурма пултаратӑн! Вара матрос пароход карлӑкӗ ҫине сиксе тӑрать те, пӗррех сикет тинӗсе — бабах! — шыв тумламӗсем ҫеҫ ҫӳлелле тӑватӑ хутлӑ ҫурт ҫӳллӗш сирпӗнчӗҫ. Эпӗ суятӑп пулсан, кунтах пӗтсе ларас, святой таса хӗрес!..

Петя, хӗрсе, аллисемпе сулса сиккелесе пынипе, пӗр лавка умӗнче хура мӑйрака тултарнӑ корзинкӑна ӳпӗнтерсе янӑ. Вара вӗсен, лавка хуҫинчен хӑраса, чӗлхене тӑсса икӗ квартал чупса тармалла пулнӑ.

— Вӑл мӗнле? — ыйтрӗ Гаврик. — Алли ҫинче якорь пурччӗ-и?

— Паллах! — хӗрсе кӑшкӑрать Петя,сывлӑшне аран ҫавӑрса.

— Якорь ҫак тӗлтеччӗ-и?

— Ҫавӑнта. Эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн?

— Курман-и эпӗ матроссене! — каласа хучӗ те Гаврик, пысӑк ҫын пек сурчӗ.

Петя хӑй юлташӗ ҫине кӗвӗҫсе пӑхрӗ те, хӑй те сурчӗ. Анчах унӑн сурчӑкӗ Гаврикӑнни пек илемлӗ сирпӗнмерӗ. Инҫе кайса ӳкес вырӑнне, вӑл хуллен Петя чӗркуҫҫийӗ ҫине тумларӗ. Ҫавӑнпа ӑна шӑлса тасатмалла пулчӗ.

Вара Петя сурма вӗренме шутланӑ. Вӑл ҫул тӑршшӗпех тӑрӑшса сурма вӗренсе пынӑ, унӑн тепӗр кунне тутисем ҫуркаланнӑ, дыня ҫинӗ чухне ыратнӑ.

— Лешӗ, тепри, урине скороход сандали тӑхӑннӑччӗ-и тата куҫлӑхпаччӗ-и?

— Куҫлӑхпа.

— Ҫапла пултӑр эппин.

— Эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн?

— Жандарм агенчӗсене курман-и эпӗ!

Пӗтӗм историе каласа пӗтерсен, Петя васкаса тутисене ҫулласа илчӗ те, сывлӑш ҫавӑрмасӑрах пӗтӗм историе ҫӗнӗрен каласа пама тытӑнчӗ.

Гаврик ҫав вӑхӑтра асап курнине ӑнланса илме те хӗн. Вӑл пӗлнисем умӗнче Петя каласа панисем нимӗне те тӑман! Гаврик ҫав тӗлӗнмелле матрос хальхи вӑхӑтра вӗсен пӳртӗнче пурӑнни ҫинчен систерсенех, Петян пӗтӗм вӗҫкӗнлӗхӗ пӗтсе ларнӑ пулӗччӗ.

Анчах шарлама юрамасть, Петя иккӗмӗш хут пакӑлтатнине тӳсӗмлӗн итлес пулать. Кӑна тӳсме питех те хӗн вара.

Мӗн пулӗ-ши систерсен? Пӗр сӑмахпа ҫеҫ? Ҫук, ҫук, ниепле те юрамасть! Петя пурӗпӗрех каласа кӑтартать. Унран сӑмах илсессӗн? Ҫук, ҫук, пурӗпӗр сарать. Чиркӳ ҫине пӑхса сӑхсӑхтарсан — каламӗ те вара…

Пӗр сӑмахпа каласан, Гаврик иккӗленсе асапланнӑ. Унӑн чӗлхи ҫав тери кӗҫӗтнӗ, вара ача, калаҫма чарас тесе, хӑйӗн тутисене пӳрнисемпе вӑйпах хӗстерсе тытнӑ.

Анчах нимӗн те пулӑшман. Ҫав вӑрттӑн сӑмаха унӑн пынӑҫемӗн вӑйлӑрах каласа парас килнӗ. Петя ҫав вӑхӑтрах хӗрсе каласа парать: урапапа пынине, хӑрушӑ матрос виноградникрен сиксе тухнине, кучер патне пырса тапӑннине тата Петя ун ҫине мӗнле кӑшкӑрса янине, вара леш тенкел айне пытаннине…

Малалла тӳсме май пулмарӗ. Гаврик чӑтаймарӗ.

— Тупата никама та каламастӑп, тесе сӑмах пар!

— Тупата каламастӑп, — терӗ васкаса, куҫне хупса илмесӗр Петя.

— Турра асӑн.

— Туршӑн та, святой таса хӗрес. Мӗн вара?

— Эпӗ сана пӗр япала ҫинчен каласа парӑп.

— Ну?

— Анчах эсӗ никама та каламӑн-и?

— Ҫак вырӑнтан та тапранмалла ан пултӑр!

— Телейпе тупа ту!

— Манӑн пурӑнӑҫра телей курмалла ан пултӑр! — каласа ячӗ Петя васкаса, ҫӗнӗ хыпара хӑвӑртрах пӗлесшӗн. Хӑй сурчӑкне пысӑккӑн ҫӑтать. Тата, тӗплӗрех пултӑр тесе, вӑл ҫапла хушса хурать: — Манӑн куҫсем ҫурӑлса кайччӑр! Ну?

Гаврик чӗнмесӗр пынӑ, вӑл мӑшӑлтатнӑ, сурнӑ. Ун ӑшӗнче калас е калас мар пирки тавлашу пынӑ. Анчах калас килни ҫӗнтернӗ.

— Петька, — терӗ вӑл тытӑннӑ сасӑпа. — Сӑхсӑх чиркӳ ҫине пӑхса!

Вӑрттӑнлӑха хӑвӑртрах пӗлесшӗн ҫунса, Петя чиркӳ шырама тытӑнчӗ.

Ҫав вӑхӑтра ачасем христиансен кивӗ масарӗ патӗнчен иртсе пынӑ. Известьрен тунӑ стена урлӑ кивӗ акацисен тӑррисем, салху ангелсен мрамортан тунӑ ҫуначӗсем курӑннӑ. Стена тӑрӑх чечексемпе памятниксем сутакансем вырнаҫнӑ.

(Ҫывӑхри Армансем чӑнахах та вилӗмпе кӳршӗллӗ пурӑнаҫҫӗ, унта кайма та масар ҫумӗнчен иртсе пымалла!)

Акаципе ангелсен леш енче, ҫутӑ-сирень тӗслӗ пӗлӗт ҫинче, масар чиркӗвӗн тӑрринчи хӗрес курӑнать.

Петя, сӑнчӑрлӑ ылттӑн хӗрес ҫине пӑхса, сӑхсӑхрӗ те ҫапла каларӗ:

— Святой чӑн хӗрес, каламастӑп! Ну?

— Итле, Петька…

Гаврик тутисене хытӑ ҫыртнӑ, аллине кышланӑ. Куҫӗсенче унӑн куҫҫуль палӑрнӑ.

— Итле, Петька… Каламастӑп тесе тӑпра ҫи! Петя, йӗри-тавра тишкерсе пӑхса илчӗ те, пӗр ҫӗрте юрӑхлӑ, таса тӑпра пуррине курчӗ. Вӑл чӗрнипе пӗр чӗптӗм тӑпра чавса илчӗ, вара, чӗлхине тӑсса, ҫав тӑпрана хучӗ.

Кун хыҫҫӑн вӑл, темӗн ыйтнӑ пек, чармак куҫӗсемпе хӑй юлташӗ ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

— Ҫи! — терӗ Гаврик хытӑ сасӑпа.

Петя куҫне хӗсрӗ те тӑпрана чӑмлама тытӑнчӗ. Анчах ҫав вӑхӑтра ҫул ҫинче ачашшӑн янӑранӑ сасӑ илтӗнчӗ.

Конвой командинчи хура погонлӑ икӗ салтак, хӗҫӗсене йӗннисенчен кӑларса, сӑнчӑрланӑ арестанта илсе пынӑ. Виҫҫӗмӗш салтакӗ, револьвер тата мрамор тӗслӗ хупӑллӑ хулӑн кӗнеке тытнӑскер, хыҫалтан утса пынӑ. Салтак пуставӗнчен ҫӗленӗ калпак, ҫавӑн пекех халат тӑхӑннӑ арестант пуҫне усса утнӑ, халат айӗнчен кӑвак йӗмӗ курӑннӑ.

Урари сӑнчӑрсем пӗртте курӑнман, вӗсем йӗм ӑшӗнче янӑрамасӑр чӑнкӑртатнӑ, аллисен сӑнчӑрӗсем лайӑх курӑннӑ, вӗсем сулланса ачашшӑн янӑраса чӗркуҫҫисене ҫапса пынӑ.

Кӳленчӗк шыв урлӑ каҫакан пуп тумтирӗн аркине пуҫтарнӑ пек пӗшкӗнсе, арестант аллине яланах ҫӗкле-ҫӗкле илнӗ. Хырнӑ сухаллӑ, кӑвак питлӗ арестант е салтак, е матрос пек туйӑннӑ.

Тӑр уҫӑ кӑнтӑрла урам тӑрӑх утса пынӑшӑн вӑл питех те пӑшӑрханнӑ, вӑл никам ҫине пӑхмасӑр тӳп-тӳрӗ утса пынӑ.

Салтаксен те пичӗсем савӑнӑҫлах пулман. Анчах вӗсем ҫӗрелле пӑхман, ҫилленсе ҫӳлелле пӑхса пынӑ. Урамри ҫынсен куҫӗсемпе тӗл пулас мар тесе, вӗсем сӗнксе утнӑ.

Ачасем чарӑнчӗҫ. Салтаксен чалӑш лартнӑ сӑмсасӑр картузӗсем ҫине, револьверсен сарӑ шнурӗсем ҫине тата аллисенче сулланса пыракан ҫутӑ хӗҫсене вӗсем ҫӑвара карсах пӑхса тӑнӑ. Хӗҫсем ҫине хӗвел ӳксе йӑлтӑртатнӑ.

— Иртсе кайӑр, ан чарӑнӑр, — терӗ кӗнеке тытнӑ салтакӗ. — Пӑхса тӑма хушмаҫҫӗ.

Арестанта илсе кайрӗҫ.

Петя чӗлхине ҫанӑпа шӑлчӗ те:

— Ну!

— Мӗн?

— Ну, кала ӗнтӗ! — терӗ.

Гаврик юлташӗ ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ, аллине хыттӑн хутларӗ те саплӑклӑ чавсине Петян сӑмси айнех тӑсса:
— Ме! Ӗм! — терӗ.

Петя хӑйне хӑй те шанман. Тутисем чӗтренӗ.

— Эпӗ тӑпра та ҫирӗм вӗт! — терӗ вӑл, макӑрас патнех ҫитсе.

Гаврикӑн куҫӗсем хаяррӑн та чеен йӑлтӑртатрӗҫ. Вӑл лапчӑнса ларчӗ те, пӗр вырӑнта ҫавӑрӑнса, юриех ҫиллентермелле сасӑпа:
— Улталарӗҫ ухмаха, тӑватӑ пус укҫана! — тесе юрласа ячӗ.

Петя хӑйне хытӑ улталанине сисрӗ, Гаврикӑн нимӗнле вӑрттӑнлӑх та пулман, — вӑл куласшӑн ҫеҫ ӑна тӑпра ҫитернӗ! Ку питӗ кӳренмелле япала, анчах тӳсме ҫуках мар.

Тепринче вӑл та Гаврика ҫакӑн пекех улталӗ, вӑл та вара хавасах пулмӗ. Курӑпӑр.

— Юрать, усал, асту! — терӗ Петя хӑйне кӳрентермесӗр. Вара икӗ юлташ, нимӗн пулман пек, малалла утрӗҫ.

Хӑшпӗр чухне Гаврик хӑй пӗччен, ҫара урисемпе тапӑртатса, сасартӑк ҫапла юрлама тытӑнать:

— Улталарӗҫ ухмаха, Тӑватӑ пус укҫапа!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех