Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 15-мӗш сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хушнӑ: 2019.11.06 21:24

Пуплевӗш: 373; Сӑмах: 3445

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Яков Лукичӑн алли ҫӑмӑл пулчӗ, Гремячире кашни каҫах выльӑхсем пусма пуҫларӗҫ. Кӑшт тӗттӗм пулнӑ-пулманах ӑҫта та пулин сурӑх пӑвӑнса та кӗскен мекеклетсе макӑрса яни, вилес умӗн сысна нӑриклетсе ҫухӑрса янӑ сасӑ шӑплӑха пӑраласа ҫурса илни е пӑру муклатни илтӗнсе каять. Пусасса колхоза кӗнисем те, пӗччен хуҫалӑхпа юлнисем те пусаҫҫӗ. Вӑкӑрӗсене, сурӑхӗсене, сыснисене, ӗнисене те пуса-пуса пӑрахаҫҫӗ; ӗрчетмелӗх хӑварнисене те пусаҫҫӗ… Икӗ каҫ хушшинче Гремячири ӗне-выльӑхсен хисепӗ ҫурри кӑна тӑрса юлчӗ. Хутор тӑрӑх йытӑсем пыршӑ-пакартасем сӗтӗрсе чупкаласа ҫӳреме тытӑнчӗҫ, нӳхрепсемпе кӗлетсем аш-какайпа тулса ларчӗҫ. Икӗ кун хушшинче кооператив лавкки складра ҫулталӑк ҫурӑ выртнӑ икҫӗр пӑта яхӑн тӑвара сутса пӗтерчӗ. «Пусӑрах, халӗ ӗнтӗ ку выльӑх-чӗрлӗх хамӑрӑн мар!» «Пусӑрах, пурпӗрех аш-какай хатӗрлевӗ йӗркипе илсе тухса каяҫҫӗ!» «Пусӑрах, ахалӗн колхозра аш-какай таврашне тутанса пӑхасси пулас ҫук!» — ҫакӑн пек вӑрттӑн усал сӑмахсем ҫӳреме тапратрӗҫ хуторта. Пусма тытӑнчӗҫ вара. Чӗлхисем ҫаврӑнми пуличченех ҫирӗҫ. Пӗчӗккисенчен пуҫласа пысӑккисем таранах пурте вар-хырӑм ыратнипе аптраса ӳкрӗҫ. Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче сӗтелсем пӗҫерсе те ӑшаласа тултарнӑ аш-какайпа йӑтӑнса лараҫҫӗ. Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче кашниннех — тути-ҫӑварӗ ҫап-ҫара ҫу, кашниех ваттисене асӑннӑ кунхи пек какӑрса ларать; ӳсӗрӗличченех ҫисе тултарнӑ пирки пурин те куҫӗсем анкӑ-минкӗленсе кайнӑ.

Щукарь мучи хӑйӗн ҫулталӑкри пӑрушне пуринчен малтан пусаканнисемпе пӗр вӑхӑтрах тытса йӑвантарчӗ. Карчӑккипе иккӗшӗ ӑна, тирне сӳсе тирпейлеме майлӑрах пултӑр тесе, каштаран ҫакса ярасшӑн пулчӗҫ; чылайччен асапланчӗҫ, анчах нимӗн те тӑваймарӗҫ (мӑнтӑрланса кайнӑ пӑру йывӑр!), карчӑк, пӑрӑва кайри пӗҫҫинчен тытса ҫӗкленӗ чухне, пилӗкне хускатрӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара чир-чӗртен сиплекен карчӑк унӑн ҫурӑмӗ ҫине эрнипех пӗчӗк чугун ӳпӗнтере-ӳпӗнтере лартса аппаланчӗ. Щукарь мучин тепӗр ирхинех хӑйӗн апат пӗҫермелле пулчӗ, анчах те карчӑкӗ сусӑрланни, тен пӑшӑрханнипе, те ытлашши выҫлӑхланнипе, пиҫнӗ вӑкӑр ашне кӑнтӑрлахи апатра ҫав тери нумай ҫисе тултарчӗ те вара темиҫе талӑк хушши картаран тухма пӗлмерӗ, тем пек сивӗ ҫанталӑкра та талӑкӗ-талӑкӗпех лупас хыҫӗнче, хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшинче ҫухалса лармалла пулчӗ. Щукарьӑн ҫурма ишӗлчӗк пӳрчӗ умӗпе иртсе ҫӳрекенсем ҫакна асӑрхаҫҫӗ: анкартинче, хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшинче, мучин хӑлхаллӑ ҫӗлӗкӗ курӑнса каять, пӗр хускалмасӑр куҫ умӗнче тӑрать; унтан, хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшинчен сасартӑках мучи хӑй те сиксе тухать, тӑкӑрлӑк еннелле ҫаврӑнса пӑхмасӑр, пӳрчӗ патнелле лакӑштатса утать. Асаплӑн пускаласа, урисене аран-аран сӗтӗркелесе, пӗчӗк хапхи умне ҫитет, анчах сасартӑк, темскерле, халех тумалли ӗҫне аса илнӗ пек пулса, вӑртах каялла ҫаврӑнать, вӗттӗн-вӗттӗн чупса татах хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшине чӑмать. Вара хӑрӑк тунасем хушшинче каллех мучин хӑлхаллӑ ҫӗлӗкӗ пӗр хускалми те мӑнаҫлӑн курӑнса тӑрать. Шартлама сивви ҫатӑрах илет. Ҫилӗ, мучи тавра шӗвӗркке тӑрӑллӑ юр кӗрчӗсем хӳсе ларта-ларта, анкарти тӑрӑх сӑлпӑран вӗҫтерет…

Иккӗмӗш талӑк ҫине кайсан, каҫалапа, ҫынсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе выльӑхӗсене пусма тытӑннине пӗлсенех, Разметнов Давыдов патне чупса пычӗ.

— Ларатӑн?

— Вулатӑп. — Давыдов пысӑк мар сарӑрах кӗнекен страницине кӗтесрен хуҫлатса хучӗ, шухӑша кайнӑн йӑл кулса илчӗ. — Ку, акӑ, тӑванӑм, кӗнеке-тӗк кӗнеке, — каҫса кайса вулатӑн! — катӑк шӑллӑ тутине йӗрсе, вӑйлӑ пуклак аллисене саркаласа, кулса ячӗ.

— Романсем вулатӑн апла! Е пӗр-пӗр юрӑ кӗнеки пулӗ-ха, хуторта авӑ…

— Ухмах! Ухмах! Романсем! Мӗнле юрӑ кӗнекисем пулччӑр унта! — Давыдов кула-кулах Андрее пукан ҫине хӑйне хирӗҫ лартрӗ, аллине кӗнеке тыттарчӗ. — Ку Андреев юлташ Ростоври партактивра тунӑ доклад. Ку, тӑванӑм, вунӑ роман тӗшне тӑрать! Факт! Вулама тытӑнтӑм та, ҫиме те мансах кайнӑ. Халӗ ӗнтӗ апачӗ те пӗтӗмпех сивӗнсе кайрӗ пулӗ.

Давыдовӑн тӗксӗмрех сарӑ сӑн-питӗнче пӑшӑрханни, кӑмӑлсӑрланни палӑрчӗ. Вӑл ура ҫине тӑчӗ те, аллисене кӗсйине чиксе, кухньӑналла утрӗ.

— Эсӗ мана итлетӗн-и, ҫук-и? — ҫав тери тарӑхса кайса ыйтрӗ Разметнов.

— Итлемесӗр ара! Паллах, итлетӗп. Халех.

Давыдов кухньӑран тӑм чашӑкпа сивӗнсе кайнӑ купӑста яшки илсе тухрӗ, ларчӗ. Вӑл тӳрех ҫӑвар тулли ҫӑкӑр ҫыртса илчӗ, шупка-хӗрлӗрех сӑн ҫапнӑ сарлака шӑмӑллӑ питҫӑмартисене хыттӑн вылятса чӑмла-чӑмла хӗсӗнтернӗ чакӑр куҫӗсемпе Разметнов ҫине тирӗнчӗ.

Яшки ҫинче шӑнса ларнӑ ӗне ҫӑвӗн сарӑ тӗслӗ ҫутӑ ҫаврашкисем курӑнаҫҫӗ, хӗп-хӗрлӗ ҫулӑм пек ҫутӑлса пӑрӑҫ хутаҫҫи ишсе ҫӳрет.

— Купӑста яшкине какай ярса пӗҫернӗ-и? — йӗкӗлтесе ыйтрӗ Андрей, табак тӗтӗмӗпе сарӑхса ларнӑ пӳрнине чашӑк еннелле тӑсса.

Давыдов, ҫӑварти апатне ҫӑтса яраймасӑр йӑл кулса, кӑмӑллӑн пуҫне сӗлтрӗ.

— Какайне ӑҫтан илтӗн?

— Пӗлместӗп. Мӗн вара?

— Мӗн пултӑр, хуторта пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхӗн ҫуррине пусса пӗтернӗ!

— Кам? — Давыдов ҫӑкӑр чӗллине тытса ҫавӑркаларӗ те аяккалла тӗртсе хучӗ.

— Шуйттансем! — Разметновӑн ҫамки ҫинчи суран ҫӗвекӗ хӗп-хӗрлех хӗрелсе кайрӗ. — Колхоз председателӗ тата! Гигантсем тӑватӑн пулать! Хӑвӑн колхозникусемех пусаҫҫӗ, акӑ камсем! Уйрӑм хуҫалӑхлисем те! Ухмаха ерсе кайнӑ! Мӗнпур пеккине пӗтӗмӗшпех пусаҫҫӗ, вӑкӑрӗсене те пулин пусаҫҫӗ!

— Санӑн ӗнтӗ йӑли ҫапла… митингри пек кӑшкӑрашмалла… — каллех яшкине сыпма тӑрса, пӑшӑрханса каларӗ Давыдов. — Эсӗ мана лӑпкӑн та йӗркеллӗн каласа пар-ха, кам пусать, мӗншӗн?

— Мӗншӗнне эпӗ ӑҫтан пӗлем?

— Эсӗ вара яланах ӳлесе те кӑшкӑрса калаҫатӑн… Куҫа хупсан — акӑ вӑл, тӑванӑмҫӑм, хайхи вунҫиччӗмӗш ҫул.

Ӳлесе те ярӑн ҫав! Разметнов выльӑхсене пусма пуҫлани ҫинчен хӑй мӗн пӗлнине каласа пачӗ. Вара Давыдов чӑмламасӑр тенӗ пекех ҫиме тытӑнчӗ, шӳтлешесси-тӑвасси пӗр самантрах таҫта кайса кӗчӗ унӑн, куҫӗсем тавра пӗркеленчӗксем тата ытларах пуҫтарӑнчӗҫ, сӑнӗ-пичӗ темле ватӑлса кайнӑн туйӑнчӗ.

— Халех кай та пурне те пухӑва пуҫтар. Нагульнова… Чим, ун патне эпӗ хамах кӗрсе тухатӑп.

— Мӗн тума пуху пухмалла-ха?

— Епле мӗн тума? Выльӑхсене пусма чаратпӑр! Колхозран хӑваласа кӑларатпӑр тата суда паратпӑр. Ытла та пысӑк япала-ҫке-ха ку, факт! Ку вӑл каллех кулак пире лартса такӑнтарма хӑтланни пулать! Ну ме — туртса яр та вӗҫтер… Чим-ха, сӑмах тӗлне пулнӑ чух, эпӗ мухтанса илме те мансах кайнӑ иккен.

Давыдовӑн сӑн-пичӗ тӑрӑх куҫӗсене ӑшӑтса яракан телейлӗ кулӑ чупса иртрӗ, тути хӗррисене тем пекех сиввӗн шӑртлантарса тытма тӑрӑшрӗ пулин те, вӑл хӑйӗн савӑнӑҫне пытараймарӗ.

— Паян эпӗ Ленинградран посылка илтӗм. Ҫапла, юлташсем посылка пекки ярса панӑ… — вӑл пӗшкӗнчӗ, кровать айӗнчен пӗр ещӗк туртса кӑларчӗ те, кӑмӑлӗ тулнипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑскер, ещӗк хупӑлчине уҫса хучӗ.

Ещӗкре пирус пачкисем, печени коробкисем, кӗнекесем, йывӑҫран эрешлесе тунӑ портсигар, пӗчӗк пакетсемпе чӗркемсенче тата темле кучченеҫ-парне таврашӗ урлӑ-пирлӗ арпашӑнса выртаҫҫӗ.

— Юлташсем аса илнӗ, ярса панӑ авӑ… Кусем, тӑванӑм, хамӑрӑн пируссем, Ленинградра туса кӑларнӑскерсем… Куратӑн-и, шоколадне те пулин чиксе янӑ, мӗне кирлӗ-ши ӗнтӗ вӑл мана? Камӑн та пулин ача-пӑчине пама юрӗ… Ну, кунта япалисем мар, фактчӗ паха. Тӗрӗс-и? Чи пахи — аса илни, ярса пани, тата ҫыру та пур акӑ…

Давыдовӑн сасси яланхи пек сиввӗн илтӗнмест; вӑл ҫакӑн пек нимӗн тума пӗлми телейлӗ пулнине Андрей пуҫласа курать. Давыдов ҫапла пӑлханса ӳкни, темле майпа-ҫке, Разметнов ҫине те куҫрӗ. Давыдова кӑмӑллӑ сӑмах калас тесе, вӑл ҫапла персе ячӗ:

— Ну, ку питех тӗ аван. Эсӗ — йӗкӗчӗ аванскер, ҫавӑнпа ярса панӑ та ӗнтӗ сана. Кунта, кур-ха, пӗр тенкӗлӗх мар пурлӑх чиксе янӑ.

— Ӗҫӗ унта мар! Хӑвах ӑнланатӑн ӗнтӗ, эпӗ, шуйттан илесшӗ, йӑхсӑр-тӗпсӗр ҫынпа пӗрех-ҫке-ха: арӑм та, никам та ҫук манӑн, факт! Ҫав вӑхӑтрах — шӑнкӑрт посылка килет, акӑ вӑл. Чӗрене хускатакан факт… Ҫырӑвӗнче, кур-ха, миҫе ҫын алӑ пуснӑ. — Давыдов пӗр аллипе пирус коробкине сӗнет, тепринпе нумаййӑн алӑ пуснӑ ҫырӑва тытса тӑрать. Хӑйӗн аллисем тӑр-тӑр туса чӗтреҫҫӗ.

Разметнов Ленинград пирусне тивертсе ячӗ те ҫапла ыйтрӗ:

— Ну, мӗнле, ҫӗнӗ хваттер килӗшет-и сана? Кил хуҫи арӑмӗ пырать пек-и? Кӗпесем ҫутарас тӗлӗшпе мӗнле майлаштаркаларӑн? Е ҫутарма эсӗ манӑн аннене илсе пырса пар, э? Е кил хуҫи арӑмӗпе калаҫса татӑлмаллаччӗ… Ҫийӗнти кӗпӳне хӗҫпе кассан та витерес ҫук, тата, ӳкесле хӑваланӑ лаша пекех, хӑвӑнтан тар шӑрши перет.

Давыдов хӗрелсе кайрӗ, ҫан-ҫурӑмӗ пӗҫерсе илчӗ.

— Ҫапла, ку тӗрӗсех ӗнтӗ… Нагульнов патӗнче пурӑнтӑм, унта темле аван мар пек туйӑнатчӗ… Ҫиппе тирсе туртмаллине эпӗ ӑна хамах тукалатӑп-ха, ҫукалани те пулнӑ. Анчах пӗтӗмӗшпе калас пулсан, чӑнах та, эпӗ килнӗренпе те мунчара ҫӑвӑнман-ха, ку ӗнтӗ факт. Фуфайка та тата… Кунта ларекра супӑнь ҫук, ҫӑвас пирки кил хуҫи арӑмӗнчен ыйтса пӑхрӑм, вӑл: «Супӑнь парӑр», тет. Кӗпе ҫумалли супӑнь ярса пама ыйтса юлташсем патне ҫыру ҫырса ярас-ха. Хваттерӗ тесен, пырать, ача-пӑча таврашӗ ҫук, вулама никам та чӑрмантармасть тата ытти енчен те…

— Эппин эсӗ ҫумаллисене анне патне ҫӗклесе пыр, вӑл ҫуса парӗ. Эсӗ, тархасшӑн, именсе ан тӑр. Вӑл манӑн аван карчӑк.

— Кӗпесем ҫӑвассине майлаштаркалӑп-ха, ан чӑрман, тавтапуҫ. Колхоз валли мунча туса лартмалла, ку вара ӗҫ пулӗччӗ! Туса лартатпӑрах, факт! Ну, каях, пуху пухас ӗҫе йӗркеле.

Разметнов пирусне туртса пӗтерчӗ те тухса кайрӗ, Давыдов посылкӑри пӗчӗк пакетсене мӗнле лекнӗ ҫапла иле-иле хучӗ, ассӑн сывласа илчӗ, сарӑ-хӑмӑр фуфайкин аслӑланса кайнӑ ҫухине тӳрлетрӗ, унтан, вирелле тураса вырттарнӑ хура ҫӳҫне шӑлса якаткаларӗ те тумланма тытӑнчӗ.

Ҫула май Нагульнов патне кӗчӗ. Лешӗ ӑна саркаланчӑк куҫхаршисене кӑмӑлсӑррӑн пӗркелентерсе, аяккалла пӑхса кӗтсе илчӗ.

— Выльӑхӗсене пусаҫҫӗ… Харпӑрлӑхӗсене шеллеҫҫӗ. Вак буржуй чун-чӗри сӑмахпа каламалла мар хытӑ пӑтрашать, — мӑкӑртатрӗ Нагульнов, сывлӑх сунса алӑ тытнӑ хыҫҫӑн. Унтан, тӳрех, сиввӗн, арӑмӗ еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ: — Эсӗ, Гликерья, халех тух-ха кунтан. Кӑштах кил хуҫи арӑмӗ патне кайса лар, эпӗ сан умӑнта калаҫма хал ҫитерейместӗп.

Сӑн-питрен салхуллӑ курӑнакан Лушка кухньӑнала тухрӗ. Ҫак кунсенче, кулаксен килйышӗсемпе пӗрле Тимофей Рваный та тухса кайнӑ хыҫҫӑн, вӑл шыва чиксе кӑларнӑ ҫын пек, пуҫне усса ҫӳрет. Тӑртанса кайнӑ куҫ айӗсем унӑн — хуйхӑллӑ, кӳлӗ тӗслӗ кӑн-кӑвак; сӑмси те вилнӗ ҫыннӑнни пекех шӗвӗрӗлсе юлнӑ. Ахӑртнех, чун савнипе уйрӑлни чӗрине йывӑррӑн пусать пулмалла. Ун чухне, Ҫурҫӗрти сивӗ ҫӗрелле тухса каякан кулаксене ӑсатса янӑ кун, вӑл уҫҫӑнах, пӗр вӑтанмасӑрах, яра кун тӑршшипех Тимофее кӗтсе, Борщевсен килӗ таврашӗнче уткаласа ҫӳрерӗ. Каҫалапа вара, кулаксен килйышӗсене, вӗсен япалисене тиенӗ лавсем Гремячирен тапранса тухсан, вӑл ухмаха ернӗ ҫын пекех усал сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ те юр ҫине выртсах тапкаланчӗ. Лавӗнчен уйрӑлса Тимофей ун патнелле ыткӑннӑччӗ ӗнтӗ, анчах Фрол Рваный ӑна хаяррӑн кӑшкӑрса пӑрахса каялла тавӑрчӗ. Тимофей вара, Гремячий ҫинелле ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, курайман ҫилли тӑвӑнса ҫитнипе шурса кайнӑ тути хӗррисене ҫырткаласа, лавӗ хыҫҫӑн утрӗ.

Тимофейӑн ачаш сӑмахӗсем ӳпкелешсе пӑшӑлтатакан тирек ҫулҫисем пекех илтӗнчӗҫ — текех илтеймест ӗнтӗ вӗсене Лушка. Епле ҫав хуйхӑ-суйхӑпа типсе хӑрас мар ӗнтӗ ҫак хӗрарӑмӑн, епле выртса-йӑваланса йӗрес мар? Халӗ кам ӑна куҫран пӑхса чӗререн йӑпатӗ: «Ку симӗс юбка сире ытла та килӗшет-ҫке, Лушка! Ӑна тӑхӑнсан эсир ӗлӗкхи саманаран пӗр-пӗр офицер майринчен те янкӑсрах», тесе калӗ? Е кам-ши тата хӗрарӑмсем юрлакан юрӑри сӑмахсемпе: «Эс каҫар-сывпул, савнӑ сарпике. Маншӑн сан сӑну ҫут хӗвел пекех», тейӗ? Тимофей кӑна, хӑйӗн йӑпӑлтатас йӑлипе, чӗререн тухан намӑссӑрлӑхӗпе, Лушкӑн ачаш чунне пӑлхатса яма пултаратчӗ.

Ҫав кунтан пуҫласа вӑл упӑшкинчен пачах ютшӑнчӗ. Макар ун чухне ӑна лӑпкӑн, витӗмлӗн тата ҫав тери нумай сӑмахсем каласа тултарчӗ:

— Юлашки кунусене ман патӑмрах пурӑнса ирттер ӗнтӗ, пурӑнса пӗтер. Кайран вара хӑвӑн ҫурту тӗпӗсене, резинкусемпе писев кӗленчисене пуҫтар та чун туртнӑ ҫӗрелле тухса вӗҫтер. Эпӗ, сана юратса, нумай намӑс курса пӗтрӗм, анчах халӗ манӑн тӳсӗм тулса ҫитрӗ! Кулак ывӑлӗпе ҫыхланса пурӑнтӑн — эпӗ шарламарӑм. Халӗ вара, эсӗ колхозри пӗтӗм тӑнлӑ-пуҫлӑ халӑх умӗнче уншӑн куҫҫулӗ тӑксах йӗтӗн пулсан, эпӗ урӑх тӳсме пултараймастӑп! Эпӗ, каскӑн хӗрарӑм, санпалах пулсан, тӗнчери революциччен мар, нумаях та пурӑнаймӑп. Пурнӑҫра эсӗ маншӑн — ҫурӑм ҫинчи ытлашши ҫӗклем. Ҫав ҫӗклеме ывӑтса яратӑп ӗнтӗ эпӗ! Ӑнлантӑн-и?

— Ӑнлантӑм, — тесе хирӗҫ хуравларӗ те Лушка, шӑпах пулчӗ.

Ҫав каҫхине Давыдовпа Макар чунтан-чӗререн калаҫса ларчӗҫ.

— Вараласа тӑкрӗ сана арӑму! Халӗ ӗнтӗ эсӗ колхозниксем умӗнче куҫна епле мӑчлаттаркаласа тӑрӑн-ши, Нагульнов?

— Эсӗ каллех ӗлӗкхинех пуҫлатӑн…

— Тунката эсӗ! Вӑкӑр пырши! — Давыдовӑн мӑйӗ хӗрелсе кайрӗ, ҫамки ҫинчи юн тымарӗсем карӑнма пуҫларӗҫ.

— Мӗнле калаҫмалла-ши санпа? — Нагульнов пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ, пӳрнисене шӑтӑртаттарса илчӗ, хуллен кӑна, ытарлӑн, йӑл кулса илчӗ. — Кӑштах урӑхларах каласанах эсӗ тӳрех ҫекӗл ҫине ҫаклатса илетӗн: «Анархист! Сулӑнчӑкҫӑ!» — тетӗн. Эпӗ арӑм ҫине мӗнле пӑхнине тата мӗн пирки ҫавнашкал мӑшкӑл тӳссе пурӑннине пӗлетӗн-и эсӗ? Эпӗ сана каланӑччӗ пулас-ха: арӑм ҫинчен шухӑшламастӑп эпӗ. Эсӗ сурӑхӑн курдюкӗ ҫинчен мӗн те пулин шухӑшласа пӑхнӑ-и?

— Ҫ-у-ук… — вӑрӑммӑн тӑстарса каларӗ Давыдов, Макарӑн сӑмахӗ кӗтмен ҫӗртенех урӑх еннелле ҫаврӑнса кайнинчен ытла та хытӑ тӗлӗнсе.

— Эпӗ, акӑ, шухӑшласа пӑхнӑ: сурӑх хыҫне ҫутҫанталӑк ӳтлентерсе, ҫыпӑҫтарса янӑ ҫав курдюк ӑна мӗн тума кирлӗ-ха? Нимӗн тума та кирлӗ мар пек. Ну, лаша е йытӑ тесен — вӗсем хӳрипе шӑнасене хӑвалаҫҫӗ. Сурӑха вара сакӑр кӗрепенке ҫу ҫакса панӑ, вӑл ҫавна лӑстӑртаттарса ҫӳрет, шӑнасене те хӑваласа яраймасть, ҫулла хӑйне те курдюкпа ҫӳреме шӑрӑх, куршанаксем те ҫыпҫӑнса тулаҫҫӗ ун ҫумне…

— Мӗне кирлӗ пулчӗ-ха кунта курдюк, тӗрлӗрен хӳре таврашӗ? — Давыдов пӗчӗккӗнех шӑртланма тытӑнчӗ.

Анчах Нагульнов нимӗн пулман пекех сӑмахне малалла тӑсрӗ:

— Ҫавна, манӑн шухӑшӑмпала, намӑсне витме ҫакса янӑ. Аван мар-ҫке-ха, сурӑхӑн ӑҫта кайса кӗмелле? Мана та акӑ хӗрарӑм, урӑхла каласан, арӑм, сурӑха ҫав курдюк кирлӗ пекех, кирлӗ. Эпӗ пӗтӗмпех тӗнчери революцишӗн ҫивӗчленнӗ ҫын. Ҫав, ытарма ҫук революцие кӗтетӗп-ҫке эпӗ… Хӑрарӑм тени вӑл маншӑн — тьфу, урӑх нимӗн те мар. Хӗрарӑм вӑл ытахальтен кӑна. Унсӑрӑн та юрамасть ҫав. Ӗнтӗ вӑл манӑн чараксӑртарах пулчӗ пулсан, ҫӑва патне! Эпӗ ӑна ҫаплах каларӑм та: пит чӑтаймастӑн пулсан, ҫӳрех аскӑнланса, анчах асту, ҫине йӑтса ан кил е чир-чӗр ан ҫаклат, ун пек-кун пек пулсан, пуҫна тепӗр майлӑ пӑрса лартатӑп!» — терӗм. Анчах эсӗ акӑ, Давыдов юлташ, ҫавна нимӗн те ӑнланмастӑн. Эсӗ — хуҫлатмалли тимӗр аршӑнпа пӗрех. Революци сассине те эсӗ кирлӗ пек тӑна илсе итлейместӗн… Ну, мӗн эсӗ хӗрарӑм ҫылӑхӗшӗн ман ҫине тӑрӑнатӑн-ха? Ҫапах та, вӑл кулакпа ҫыхланса кайнӑшӑн тата ҫав класс тӑшманне юратнипе кӑшкӑрсах йӗнӗшӗн, — ӑна ҫӗлен темелле. Ҫавӑнпах килтен хӑваласа кӑларса яратӑп та ӗнтӗ эпӗ ӑна. Хӗнеме хал ҫитерейместӗп. Эпӗ ҫӗнӗ пурнӑҫа кӗретӗп, ҫавӑнпа та аллӑма варалассӑм килмест. Эсӗ акӑ хӗнесе тӑкнӑ пулӑттӑн, ҫапла-и, э? Ун пек пулсан санпа, коммунистпа, сӑмахран, ӗлӗкхи ҫын, пӗр-пӗр чиновник хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пулнӑ пулӗччӗ-ши? Лешсем яланах арӑмӗсене хӗненӗ. Ҫапла ҫав вӑл! Ҫук, тӑванӑм, эсӗ манпа Лушка пирки калаҫма пӑрах. Эпӗ унпала хамах татӑлатӑп, ку ӗҫре эсӗ ытлашши ҫын. Хӗрарӑм тени вӑл — питӗ пысӑк вырӑнта тӑрать! Унтан нумай килет: — Нагульнов, тем ӗмӗтленнӗн йӑл кулса ячӗ те, хӗрӳленсех малалла каларӗ: — Мӗнпур пек чикӗсене аркатса тӑкӑпӑр та акӑ, эпӗ ун чухне хамах пуринчен малтан: «Яра парӑр, урӑх юнлӑ хӗрарӑмсене качча илӗр!» — тесе кӑшкӑрса ярӑп. Пурте юнӗсене хутӑштарса пӗтерӗҫ те хайхи, вара ҫут тӗнчере ҫакнашкал мӑшкӑл — пӗри шурӑ ӳтлӗ, тепри сарӑ, виҫҫӗмӗшӗ хура пулни те пӗтӗ. Вара шурӑ ӳтлисем, ыттисене ӳчӗ урӑх тӗслӗ пулнишӗн ӳпкелесе хӑйсенчен катӑка хурасси те пулмӗ. Пурте килӗшӳллӗ, — пурте кӗре сӑн-сӑпатлӑ та пӗр евӗрлӗ пулӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен эпӗ хӑш чухне ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе шухӑшласа выртатӑп…

— Эсӗ тӗлӗкри пекех пурӑнатӑн, Макар! — терӗ Давыдов кӑмӑлсӑррӑн. — Санӑн чун-чӗрӳнте мӗн пурринчен чылайӑшне ӑнланаймастӑп эпӗ. Рассӑлла хирӗҫӳ — вӑл ҫаплах-ха ӗнтӗ, анчах ытти вара… Пурнӑҫпа йӑла ыйтӑвӗсенче эпӗ санпа килӗшместӗп. Ну, ҫӑва патне тата! Анчах урӑх эпӗ сан патӑнта пурӑнмастӑп. Факт!

Давыдов сӗтел айӗнчен чемоданне туртса кӑларчӗ (чемоданӗнче усӑсӑр йӑваланса выртакан инструменчӗсем шӑкӑр-шӑкӑр туса илчӗҫ), тухса утрӗ. Нагульнов ӑна ҫӗнӗ хваттере, ача-пӑчасӑр колхозник Филимонов патне ӑсатса ячӗ. Ҫавӑн чухне, Филимонов килӗ тӗлне ҫитичченех, вӗсем тырӑ акса хӑварасси ҫинчен калаҫса пычӗҫ, анчах ҫемьепе йӑла ыйтӑвӗсене урӑх тӗкӗнмерӗҫ вара. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем пӗр-пӗринчен сивӗнни тата ытларах сисӗнме пуҫларӗ…

Хальхинче те акӑ Нагульнов, Давыдова темле урлӑ-пирлӗ пӑхкаласа кӗтсе илчӗ, ҫапах та, Лушка тухсанах, хӗрӳленсех калаҫма тытӑнчӗ:

— Выльӑхсене пусаҫҫӗ, ҫӗленсем! Колхоза парас мар тесе виҫӗ пырпа кӳпме те хатӗр. Эпӗ акӑ мӗн тума сӗнетӗп: паянах пӗтӗм пухупа йышӑнса, усал шухӑшпа выльӑх пусакансене персе пӑрахмалла тума ыйтас пулать!

— Мӗ-ӗ-ӗн?

— Персе пӑрахмалла тумалла, тетӗп. Персе пӑрахмалла тӑвасси ҫинчен кам умӗнче ыйту тӑратмалла-ши? Халӑх сучӗ пултараймасть-и, э? Ҫавӑн пеккисене, пӗтӗ ӗнисенех пусаканнисене, пӗр-иккӗшне ҫапла шаплаттарӗччӗҫ те, вара ыттисем те тӑна кӗнӗ пулӗччӗҫ! Хальхи вӑхӑтра питӗ ҫирӗп тыткалани кирлӗ.

Давыдов кепкине арча ҫинелле ывӑтрӗ, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ. Унӑн сассинче вӑл кӑмӑлсӑр пулни те, шухӑша кайни те палӑрать.

— Акӑ, каллех эсӗ ытлашши кукӑртатӑн… Аптӑрамалла санпа, Макар! Ну, шухӑшласа пӑхсам эсӗ: пуснӑшӑн персе пӑрахма юрать-и вара? Ун пек саккунсем ҫук-ҫке, факт! ЦИК-па Халӑх Комиссарӗсен Совечӗн постановленийӗ тухнӑччӗ ӗнтӗ, анчах унта та ку тӗлӗшпе турех ҫапла каланӑ: икӗ ҫуллӑха хупса лартмалла, ҫӗрсӗр тӑратса хӑварма юрать, усал туса хӑтланаканнисене крайран пуҫӗпех кӑларса ямалла, тенӗ. Эсӗ пур — персе пӑрахма ыйтасшӑн. Ну, чӑнах та эсӗ темӗнле ҫын… — Темӗнле ҫын! Нимӗнле ҫын та мар эпӗ! Эсӗ ҫаплах виҫсе та планласа ларатӑн. Колхоза кӗменнисем, вӑкӑрӗсене пусса пӗтерсен, мӗнпе акӑпӑр-ха вара?

Макар Давыдов умнех пырса тӑчӗ, алтупанӗсене унӑн анлӑ хулпуҫҫийӗсем ҫине хучӗ. Вӑл Давыдовран пӗр пуҫ ҫӳлӗшне яхӑн ҫӳлерех; ун ҫине ҫӳлтен пӑхкаласа, калаҫма тытӑнчӗ:

— Сема! Шеллетӗп эпӗ сана! Мӗншӗн санӑн пуҫ мими ҫав териех юлхав-ши? — унтан, кӑшкӑрнӑ пекех: — Тырӑсем акса хӑвараймасан, пӗтсе ларатпӑр-ҫке-ха эпир! Е ҫавна та ӑнланаймастӑн-и? Выльӑхсемшӗн пӗр-икӗ ҫӗленне персе пӑрахмаллах! Кулаксене персе пӑрахмалла! Ҫавсен ӗҫӗ ку! Ҫӳлти влаҫсенчен ыйтас пулать!

— Ухмах!

— Акӑ каллех эпӗ ухмах пулса тӑтӑм… — Нагульнов салхуллӑн пуҫне усрӗ, унтан ҫав самантрах ӑна, йӗнер качисене туйнӑ лаша пек, картах ҫӗклерӗ, янӑрашма тытӑнчӗ:  — Мӗн пуррине веҫех пусса пӗтереҫҫӗ! Позици граждан вӑрҫинчи майлах килсе тухрӗ, пур енчен те тӑшман тапӑнать, эсӗ пур! Эсир, сан йышшисем, тӗнчери революцие пӗтерсе хуратӑр!… Сирӗн пек йывӑр шухӑшлӑ ҫынсемшӗнех вӑл час персе ҫитеймӗ! Унта буржуйсем рабочи халӑха хӗн-хур кӑтартаҫҫӗ, хӗрлӗ китаецсене ним юлми пӗтерсе пыраҫҫӗ, хура ӳтлисене вӗлереҫҫӗ, эсӗ пур кунта тӑшмансене ачашласа ларатӑн! Калама лайӑх мар! Ҫав тери пысӑк намӑс! Чикӗ леш енчи буржуйсем мӑшкӑл-асап кӑтартакан хамӑр тӑванӑмӑрсем ҫинчен шухӑшлама пуҫласан, чӗрери юн типсех ларать. Хаҫатсене те эпӗ ҫавӑншӑнах вулаймастӑп!.. Хаҫат вуланӑ чухне манӑн пӗтӗм ӑшчик таврӑнса тухать! Эсӗ пур! Тӑшмансем тӗрмесенче ҫӗртекен хамӑр тӑванӑмӑрсем ҫинчен мӗн шухӑшлатӑн-ха? Хӗрхенместӗн эсӗ вӗсене!..

Давыдов хытӑ мӑшлатса сывлама пуҫларӗ, ҫу сӗрнӗ пек йӑлтӑркка хура ҫӳҫӗсене пилӗк пӳрнипе тӑрмаласа илчӗ.

— Шуйттан эсӗ! Епле апла хӗрхенместӗп пулать-ха? Факт! Ан кӑшкӑр-ха, тархасшӑн! Хӑв ӑсран тайӑлнӑ та, ыттисене те хӑв пекех ухмаха кӑларатӑн! Вӑрҫӑра эпӗ контрасене Лушка куҫӗсемшӗн аркатнӑ-и? Мӗн тума сӗнетӗн эсӗ? Тӑна кӗрсем! Персе пӑрахасси ҫинчен сӑмах та пулма пултараймасть! Ун вырӑнне санӑн массӑллӑ ӗҫе туса пырасчӗ, хамӑр политикӑна ӑнлантарса парасчӗ, персе пӑрахасси вӑл — ҫӑмӑл ӗҫ! Кирек хӑҫан та ҫапла вара эсӗ! Кӑштах ӗҫ тухаймасан, тӳрех тепӗр енне кайса ҫапӑнатӑн, факт! Унччен ӑҫта пулнӑ-ха эсӗ?

— Эсӗ ӑҫта, эпӗ те ҫавӑнтах пулнӑ!

— Ҫавӑнтах ҫав! Эпир пурте ҫак киревсӗр ӗҫе курмасӑр ҫывӑрса юлнӑ, халӗ ӗнтӗ персе пӑрахасси ҫинчен мар, ӗҫе мӗнле тӳрлетесси ҫинчен калаҫмалла! Ҫитӗ сана истерикӑсем туса кӑтартма! Ӗҫе тытӑн! Пике-хӗр, шуйттан! Чӗрнисене сӑрланӑ пике хӗртен те начартарах-ха эсӗ!

— Чӗрнесем манӑн юнпа сӑрланнӑ!

— Перчеткесӗр ҫапӑҫнисен пурин те ҫавӑн пек, факт!

— Ҫемен, епле эсӗ мана пике-хӗр теме пултаратӑн-ха?!

— Ку сӑмах май пулчӗ.

— Каялла ил эсӗ ху сӑмахна, — терӗ Нагульнов шӑппӑн.

Давыдов, нимӗн шарламасӑр, ун ҫине пӑхрӗ те кулса ячӗ.

— Илетӗп. Эсӗ лӑплан, пухӑва кайӑпӑр. Выльӑхсене пуснине хирӗҫ питӗ вӑйлӑ калаҫмалла.

— Ӗнер эпӗ кунӗпех килӗрен-киле кӗрсе ӳкӗтлесе ҫӳрерӗм.

— Ку вӑл — аван меслет. Пирӗн пурин те тата тепӗр хут ҫӳремелле.

— Акӑ каллех эсӗ… Ӗнер эпӗ: «Ну, ӳкӗте кӗртрӗм пулас-ха!» тесе пӗр картишӗнчен тухнӑччӗ кӑна, илтетӗп, пӗрин ҫӑвӑр сысни ҫӗҫӗ айне лекнипе: «Нӑрик-и-ик, нӑрик-и-ик!» — тӑвать. Эпӗ пур, ҫав харпӑрлӑх хуҫине — ҫӗлене унччен малтан пӗр сехет хушши тӗнчери революци ҫинчен тата коммунизм ҫинчен ӑнлантарса ларнӑччӗ! Епле ӑнлантартӑм-ха тата! Чуна тивмелле каланипе хамӑн та темиҫе хутчен куҫҫуль шӑпӑртатса тухрӗ. Ҫук, ӳкӗтлени кирлӗ мар вӗсене, пуҫӗсенчен шаккамалла та ҫапла каламалла: «Ан итле кулака, сиенлӗ ҫӗлен-калта! Харпӑрлӑхшӑн ҫунма унтан ан вӗреннӗ пултӑр! Выльӑхна ан пуснӑ пултӑр!» — темелле. Хӑй шухӑшӗпе вӑл вӑкӑрне пусатӑп тесе шухӑшлать, анчах, тӗрӗссипе каласан, тӗнчери революцие ҫурӑмран ҫӗҫӗпе яшлаттарать!

— Хӑшне пуҫран шаккамалла, теприне вӗрентмелле, — ҫине тӑрсах хӑйӗнне каларӗ Давыдов.

Вӗсем картишне тухрӗҫ. Йӗпе ҫил-тӑман вӗҫтерет.

Ҫыпҫӑнчӑк юр лапкамӗсем кивӗ юра ҫиелтен витеҫҫӗ, ҫурт ҫийӗсем ҫине ӳксе ирӗлеҫҫӗ. Вӗсем сӗм тӗттӗмлӗх витӗр шкула ҫитрӗҫ. Пухӑва Гремячи ҫыннисенчен ҫурри кӑна пынӑ. Разметнов ЦИК-па Халӑх Комиссарӗсен Совечӗн «Выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑткӑнланса пусса пӗтерессипе кӗрешмелли мерӑсем ҫинчен» йышӑннӑ постановленине вуласа пачӗ, унтан Давыдов сӑмах тухса каларӗ. Юлашкинчен вӑл тӳрех ҫакӑн пек ыйту лартрӗ:

— Пирӗн алӑра, граждансем, колхоза илме ыйтса ҫырса панӑ ҫирӗм ултӑ заявлени пур, ыранхи пухура вӗсене пӑхса тухатпӑр, анчах кам та кам, кулак вӑлтине ҫакланса, колхоза кӗриччен выльӑхсене пусса пӗтернӗ, ҫавна колхоза илместпӗр, факт!

— Енчен тата, колхоза кӗнисем ҫамрӑк выльӑхсене пусаҫҫӗ пулсан, вӗсене мӗн тӑватӑр? — ыйтрӗ Любишкин.

— Вӗсене кӑларса пӑрахатпӑр!

Пуху ахлатсах ячӗ, уҫӑмсӑррӑн сӗрлеме тытӑнчӗ.

— Апла пулсан, колхозне салатса ярӑр! Унашкал выльӑхне пусман кил хуторӗпе те ҫук! — кӑшкӑрса каларӗ Борщев.

Нагульнов чышкисемпе юнасах ун ҫине тӑрӑнчӗ:

— Шӑлна ҫырт эсӗ, кулака сутӑннӑскер! Колхоз ӗҫне сӑмсуна ан чик, сансӑрах майлаштарӑпӑр! Хӑв эсӗ виҫӗ ҫулхи вӑкӑрна пусса пӑрахмарӑн-и-ха?

— Хамӑн выльӑхпа эпӗ хам хуҫа!

— Ыран акӑ эпӗ сана тӗрмене ӑсататӑп, унта хуҫаланӑн вара!

— Ытлашши хаяр калаҫатӑр! Ытлашши хытӑ йӗркесем тӑватӑр! — ҫухӑрашса илчӗ тахшин хӑйӑлтатакан сасси.

Халӑхӗ сахал пухӑннӑ пулин те, пуху тӑвӑллӑ иртрӗ. Килӗсене саланнӑ чухне хутор ҫыннисем нимех те шарламарӗҫ, шкултан тухсан кӑна, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйрӑлса кайса, утнӑ май пӗр-пӗринпе сӑмахлама тытӑнчӗҫ.

— Шуйттан илӗртрӗ-и тен мана икӗ сурӑха пусса пӑрахма! — ӳпкелешсе Любишкина каласа парать Куженков Семен колхозник. — Халӗ ӗнтӗ ҫав какая эсир карланкӑранах кӑларса илетӗр…

— Эпӗ, йӗкӗт, хам та мӑшкӑла тухрӑм ҫав, качакана пусса пӑрахрӑм… — йывӑррӑн хашлатса илчӗ Любишкин. — Халӗ, авӑ, пуху умӗнче куҫна мӑчлаттарса лар. Эх, ҫав хӗрарӑмпа! Ҫылӑха кӳртсе ячӗ. «Пус та пус», тет. Какай ҫиесси килнӗ-мӗн унӑн! Ах, эсӗ, юбка тӑхӑннӑ анчибал! Халех киле таврӑнатӑп та акӑ, ҫамкине ҫапса шӑтаратӑп!

— Кирлех ҫав, кирлех ҫав вӗрентни, — канаш парса пырать Любишкинӑн хӑти, ватӑлса ҫитнӗ мучи Бесхлебнов Аким. — Сана, хӑтаҫӑм, пусни пачах та аван мар, эсӗ колхоз членӗ-ҫке-ха.

— Ҫапла ҫав ӗнтӗ, — ассӑн сывласа ячӗ Любишкин, тӗттӗмре мӑйӑхӗ ҫумне ҫыпҫӑнса тулнӑ юра сире-сире пӑрахса, тӗмескесенчен такӑнкаласа пынӑ май.

— Эсӗ тата, Аким мучи, хӑв та ула вӑкӑрна пусса пӑрахрӑн мар-и? — ӳсӗркелесе ыйтрӗ Демка Ушаков, Бесхлебновпа кӳршӗллӗ пурӑнаканскер.

— Пусрӑм ҫав, ачам. Ара, епле пусас мар-ха ӑна! Вӑкӑрӑм урине хуҫса пӑрахрӗ, хуҫсах пӑрахрӗ ҫав, каяннӑй, чӑпарскер! Тем усалӗ ҫавна нӳхреп лаҫҫине ертсе кӗнӗ те, нӳхрепе ӳке панӑ хайхискер, урине хуҫнӑ пӑрахнӑ.

— Ҫавӑнпа пулӗ-ха, эпӗ ирхине ирех эсир кинӳпеле иксӗр ӑна хулӑсемпе нӳхреп лаҫҫинелле хӳтерсе кӗртнине курнӑччӗ…

— Мӗн эсӗ! Мӗн калаҫатӑн ҫак, Дементий! Сӑх-сӑхсам! — хӑраса ӳкрӗ Аким, ҫав вӑхӑтрах нимӗн курӑнми ҫӗрлехи тӗттӗмре куҫӗсене мӑч-мӑч-мӑч тутарса, тӑкӑрлӑк варринче тӑпах чарӑнса тӑчӗ.

— Утар, утар, мучи, — лӑплантарчӗ ӑна Демка. — Ну, мӗн ҫӗре тӑрӑнтарса лартнӑ сухапуҫӗ пек тӑпах тӑтӑн-ха? Вӑкӑрна хӑваласа пырсах нӳхрепе кӗртсе ӳкернӗ ҫав ӗнтӗ…

— Хӑех кӗрсе кайнӑ, Дементий! Ҫылӑха ан кӗрсем. Ох, пысӑк ҫылӑх пулать!

— Чее эсӗ, ҫапах та вӑкӑртан чее мар. Вӑкӑр вӑл чӗлхипе хӳри айне ҫуласа илейрет, эсӗ ӗнтӗ, паллах, унашкал, тума пултараймастӑн пулӗ-ха, э? «Вӑкӑра сусӑрлатап та, пуссан та нимӗн калаймӗҫ», тесе шухӑшларӑн, имӗш.

Хутор ҫийӗн нӳрӗ ҫил урса ахӑрашать. Пӗчӗк юхан-шыв хӗрринчи лапамсенче тирексемпе хӗрлӗ ҫӳҫесем кашласа лараҫҫӗ. Хутора сӗм хура — куҫран е нимӗн курӑнми хура — пӗркенчӗк витсе хупӑрласа илчӗ. Нӳрӗ ҫанталӑка пула уҫӑмсӑртарах илтӗнекен сасӑсем тӑкӑрлӑксем тӑрӑх чылайччен янӑраса пычӗҫ. Юрӗ йӑтӑнсах ҫӑвать. Хӗл хӑйӗн юлашки юрне тӑкса пӗтерме тӑрӑшать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех