Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ

Пай: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хушнӑ: 2019.06.14 17:15

Пуплевӗш: 133; Сӑмах: 1615

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ирхине вӑрансан, Том нумайччен хӑй ӑҫтине чухласа илеймерӗ.

Вӑл тӑрса ларчӗ, куҫӗсене сӑтӑркаларӗ те йӗри-тавра пӑхса илчӗ. Кӑвак ҫутӑллӑ сулхӑн ир. Вӑрманта нимӗнле сас-чӗвӗ те ҫук. Тӗлӗнмелле канлӗх! Пӗр йывӑҫ ҫулҫи те тапранмасть, аслӑ ҫутҫанталӑк шухӑша путнине пӗр сасӑ та пӑсмасть. Ҫулҫӑсемпе курӑксем ҫинче сывлӑм шывӗ ҫут шӑрҫа пек йӑлтӑртатать.

Кӑвайт хунӑ ҫӗрте шап-шурӑ кӗл выртать, кӑвак тӗтӗм ярӑмӗ ҫеҫ тӳрех ҫӳлелле хӑпарать. Джопа Гек ҫывӑраҫҫӗ. Инҫетре — вӑрман ӑшӗнче — темӗнле кайӑк кӑшкӑрать, ӑна хирӗҫ тепри чӗнчӗ, таҫта улатакка таккама тапратрӗ. Сивӗ кӑвак шуҫӑм ҫуталса килнӗ майӗпе сасӑсем те ӳссе нумайланса пычӗҫ, — пур ҫӗрте те пурнӑҫ курӑна пуҫларӗ. Ҫутҫанталӑк хӑй ҫинчен йывӑр ыйхине сирсе ярса ӗҫе пуҫӑнса пынӑ май, шухӑша кайнӑ ача куҫне тӗлӗнмелле япаласем кӑтартса тӑчӗ.

Пӗр пӗчек симӗс хурт сывлӑмпа йӗпеннӗ ҫийӗпе шуса пырать. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл, хӑйӗн пӗвӗн иккӗ виҫҫӗмӗш пайне ҫулҫӑ ҫинчен ҫӳлелле хӑпарта-хӑпарта илсе, йӗри-тавра пӑхкаланӑ пек пулать, унтан татах малалла шӑвӑнать. «Ҫӗвӗҫ пекех виҫе-виҫе илет», — тесе шухӑшларӗ Том. Хурчӗ ун патнелле ҫывхарса ҫитсен, Том чул пек хытса кайрӗ. Хурт урӑх еннелле кайма шутламаннине кура унӑн чунӗнчи ӗмӗтӗсем пӗрре ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ, тепре аялалла анчӗҫ. Хурт хӑйӗн пӗвне ҫӳлелле ҫӗклесе пӗр тапхӑр хушши тӑчӗ те Том ури тӑрӑх шуса кайма шут тытрӗ, унтан вӑл унӑн ҫанҫурӑмӗ тӑрӑх ҫӳреме тапратрӗ. Ҫавна курсан, Том чӗри питӗ хӗпӗртесе кайрӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ унӑн ҫӗнӗ ҫипуҫ пулассине, паллах, ҫап-ҫутӑ пират ҫипуҫӗ пулассине пӗлтерчӗ.

Сасартӑк пӗр ушкӑн кӑткӑ пырса тухрӗ, вӗсем пурте ӗҫлеме тапратрӗҫ. Пӗри ҫине тӑрсах вилӗ эрешмене тапӑнчӗ, лешӗ хӑйӗнчен пилӗк хут пысӑкрах пулин те, вӑл ӑна йывӑҫ вулли тӑрӑх ҫӳлелле сӗтӗрсе кайрӗ.

Пӑчӑр-пӑчӑр пӑнчӑсемлӗ хӑмӑр уяр курӑк туни ҫине хӑпарса тӑче. Том ун патнелле пӗшкӗнчӗ те ҫапла каларӗ:
— Уяр, уяр, вӗҫсе маях килнелле, —
Сан килӳнте пушар, ачусем пӗчченех, — терӗ.

Уяр ҫавӑнтах итлерӗ те пӗчӗк ачисене ҫӑлма вӗҫсе кайрӗ. Том ҫакӑнтан кӑшт та тӗлӗнмерӗ: уярсен килӗнче пушар тесен, вӗсем ӑна яланах ҫӑмӑлттайла ӗненнине Том тахҫанах пӗлсе тӑнӑ, айваннине кура вӑл вӗсене темиҫе хут та улталанӑ.

Унтан тислӗк нӑрри йӑраланса тухрӗ, вӑл хӑйӗн шарне паттӑррӑн малалла тӗртсе пырать. Нӑрӑ урисене ӳт ҫумне таччӑн тытса вилнӗ пек пулнине курас тесе, Том ӑна пӳрнипе тӗртсе пӑхрӗ.

Кайӑксем ҫак тапхӑрта каҫса кайсах юрлама тапратрӗҫ. Пилеш кайӑкӗ йывӑҫ ҫине, Том пуҫӗ тӗлнех, пырса ларчӗ те, питӗ хытӑ савӑнса, хӑйӗн тӗклӗ кӳршисене мӑшкӑллама тытӑнче. Кӑшкӑрма юратакан кӗпшӗл, кӑвак вут ҫути пекек, сывлӑшра вӑльт-вальт ҫеҫ туса иртрӗ те ачаран икӗ утӑмри турат ҫине пырса ларчӗ. Вӑл пуҫне чалӑштарчӗ те ютран килнӗ ҫынсем ҫине сӗм-сӗрленсе тӗллесе пӑхрӗ. Сӑрӑ пакша тата тепер пысӑкрах йышши кайӑк, тилӗ йӑх таврашӗ, пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑвӑрт чупса иртрӗҫ. Вӗсем вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе чарӑнкаласа кӗтмен хӑнасем ҫине хаяррӑн хӑрлаткаларӗҫ: ку вӑрманти тискер кайӑксем ҫынсене хальччен курман пулмалла, вӗсенчен хӑрамалла-и е хӑрамалла мар-и, — ӑна та пӗлмеҫҫӗ.

Халӗ ӗнтӗ пӗтӗм чӗрӗ чун вӑранчӗ те хускалкалама пуҫларӗ. Ҫӑра йывӑҫ ҫулҫисем витӗр унта-кунта вӑрӑм сӑнӑсем пек ҫутӑ пайӑркисем тӑрӑнчӗҫ. Ик-виҫӗ лӗпӗш вӑльт-вальт вӗҫсе ҫӳреме тытӑнчӗҫ. Том ытти пирачӗсене чышкӑласа тӑратрӗ те, икӗ минут та иртмерӗ, вӗсем шывра, шур хӑйӑрлӑ ӑшӑх вырӑнта, ҫаппа-ҫарамасах пӗр-пӗрин хыҫҫӑн хӑваласа чупма тапратрӗҫ, пуҫ урлӑ тапса сиксе вылярӗҫ. Лере, инҫетре, анлӑ шыв талккӑшӗ хыҫӗнче, халь ҫывӑрса ларакан хулана вӗсен пӗртте каяс килмерӗ. Ҫӗрле вӗсен сулли ҫухалнӑ, ӑна пӗр-пӗр шыв юхӑмӗ ӑнсӑртран шыв тулса килнипе юхтарса кайнӑ пулас. Ачасем уншӑн хуйхӑрмарӗҫ, хӗпӗртерӗҫ анчах: вӗсемпе цивилизациллӗ тӗнче хушшинчи кӗпер ишӗлсе анчӗ.

Вӗсем, тӗлӗнмелле ҫӑмӑлланса, телейлӗскерсем тата хырӑмӗсем питех выҫнӑскерсем, лагере таврӑнчӗҫ. Часах вӗсен походри пек кӑвайчӗ каллех йӑлкӑшма тапратрӗ. Ҫавӑнтан инҫе мар Гек таса та сивӗ шывлӑ ҫӑлкуҫӗ тупрӗ. Ачасем сарлака юман ҫулҫисемле шӗшкӗ ҫулҫисенчен хӑйсем валли куркасем турӗҫ, — тискер вӑрманти илӗртекен япаласемпе тутлӑланнӑ шыв кофе вырӑнне питех аван каять, терӗҫ вӗсем. Джо ирхи апат валли ветчина касма тапратрӗ. Анчах Томпа Гек ӑна ҫав ӗҫе тума тӑхтамашкӑн хушрӗҫ: вӗсем шыв хӗрринче пӗр меллӗрех вырӑн тупрӗҫ те вӑлтисене ячӗҫ. Пулӑ пырса лекессине пӗр минут та кӗтсе тӑмалла пулмарӗ. Джо тӳсӗмлӗхӗ те пӗтейменччӗ, лешсем питӗ аван карп, икӗ уланкӑ тата пӗчӗк ҫуйӑн йӑтса каялла пырса та ҫитрӗҫ, — пӗр сӑмахпа каласан, вӗсем пӗр ҫемье тӑранмалӑх ҫителӗклех ҫимӗҫ илсе пычӗҫ. Пуллине ветчинапа пӗрле ӑшаларӗҫ те тӗлӗнсех кайрӗҫ: ку таранччен вӗсене нихҫан та пулӑ ҫавӑн пек тутлӑн туйӑнман. Вӗсем ҫакна пӗлмерӗҫ: шыв ӑшӗнче пурӑнакан пулла мӗн чул хӑвӑртрах ӑшалатӑн, унӑн тути те ҫавӑн чухлех лайӑхрах пулать. Вӑрманта ҫывӑрни, уҫӑ сывлӑшра чупса ҫӳрени, шыва кӗни пуринчен ытла хырӑмӗсем выҫни апата епле тутлӑлатни ҫинчен вӗсем шухӑшламарӗҫ те.

Ирхи апат ҫисен, вӗсем сулхӑна выртрӗҫ. Гек чӗлӗм туртса пӗтерсен, пурте пӗрле вӑрман ӑшнелле разведкӑпа тухса кайрӗҫ. Вӗсем, ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех пӗтӗмпех виноград аврисем чӑркаланнӑ йывӑҫ вуллисем хушшипе тухса, ҫӗрсе выртакан йывӑҫсем урлӑ каҫа-каҫа, савӑнӑҫлӑн утса пычӗҫ. Тапхӑрӑн-тапхӑрӑн вӗсем питӗ илемлӗ пӗчӗк уҫланкӑсене пыра-пыра тухрӗҫ. Курӑк кавирӗпе витӗннӗ хаклӑ йышши чулсем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ ҫак уҫланкӑсенчи чечексем.

Ҫул ҫинче ачасен пӑхса савӑнмаллисем татах та нумай пулчӗҫ. Анчах ытлашши тӗлӗнмелли вӗсем нимех те тупмарӗҫ. Вӗсем ак ҫакна пӗлчӗҫ: утравӑн тӑршшӗ виҫӗ миле яхӑн, сарлакӑшӗ чӗрӗк миле яхӑн пулать, ӑна чи ҫывӑхри ҫырантан пӗр икҫӗр ярд сарлакӑш шыв пырӗ уйӑрса тӑрать. Ачасем кашни сехетре тенӗ пекех шыва кӗчӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсем лагере каҫ пуласпа тин таврӑнчӗҫ. Вӗсен хырӑмӗсем питех те выҫнӑ, ҫавӑнпа вӗсем пулӑ тытса вӑхӑта та ирттерсе тӑмарӗҫ, сивӗ ветчинапах аван апатланчӗҫ те пуплемешкӗн сулхӑна кӗрсе выртрӗҫ. Пуплесси-тӑвасси часах чарӑнса пыма пуҫларӗ, кайрантарахпа вуҫех те пӗтсе ларчӗ. Вӑрманти шӑплӑхпа чаплӑлӑх тата пӗчченлӗх туйӑмӗ хуллен-хулленех ачасене пусса пычӗ. Вӗсем шухӑша кайрӗҫ. Чунӗсене темӗнле паллӑ мар хуйхӑ пырса кӗчӗ — вӗсенче кил ҫинчен хуйхӑрасси ҫуралса пычӗ. Финн Юнлӑ ал та салхуланса хӑй пӗлсе тӑракан пусма картлашкисемпе пушӑ пичкесем ҫинчен шухӑшлама тапратрӗ. Анчах кашниех хӑй ун пек шухӑшланинчен вӑтанчӗ, хӑй шухӑшне хыттӑнах каласа пама нихӑшӗн те паттӑрлӑхӗ ҫитмерӗ.

Тахӑш тапхӑртанпа ӗнтӗ вӗсем патнелле инҫетрен пӗр темӗнле ӑраснарах йышши сасӑ илтӗнсе килме пуҫларӗ. Анчах вӗсем ӑна — эпир хӑшпӗр чухне сехет сассине астуманни пекех — астумарӗҫ. Ҫав темӗнле сасӑ хуллен-хулленех уҫӑраххӑн илтӗнме пуҫларӗ, ҫавӑнпа ӑна илтмесӗр юлма та май пулмарӗ ӗнтӗ. Ачасем пӗрне-пӗри пӑхса илчӗҫ те тӑнлама тытӑнчӗҫ. Пӗр тапхӑр шӑпах пулчӗ, нимӗнле сас-чӗвӗ те илтӗнмерӗ. Унтан инҫетре салхуллӑн кӗрӗс! тутарни илтӗнсе кайрӗ.

— Мӗн вӑл? — ыйтрӗ Джо аран илтӗнмелле.

— Пӗлместӗп, — терӗ Том шӑппӑн.

— Ҫук, ку аслати мар, — терӗ Гекльберри, — мӗншӗн тесен аслати вӑл…

— Чарӑнӑр, итлӗр! — мӗнпур вӑйӗпе кӑшкӑрса ячӗ Том.

Ачасем пӗр минут пек тӑхтаса тӑчӗҫ, ҫак хушӑ тем ӗмӗр иртнӗ пекех туйӑнчӗ вӗсене, унтан шӑпах пулнӑ ҫӗртен каллех кӗрӗс! тутарни илтӗнсе кайрӗ.

— Атьӑр, кайса пӑхар, мӗн вӑл?

Вӗсем виҫҫӗшӗ те сиксе тӑчӗҫ те хӑйсен хули еннелле пӑхса ларакан ҫыран патнелле чупрӗҫ. Тӗмӗсене сирсе, вӗсем шыв ҫинелле пӑхрӗҫ. Санкт-Петербург хулинчен пӗр миля анатарах шыв варрипе пӗчӗк пӑрахут шыва майлӑ ишсе пырать. Ку вӑл — ҫырантан ҫырана каҫса ҫӳремелли пӑрахут. Аякран пӑхсан, унӑн сарлака палуби ҫинче халӑх кӗшӗлтетнӗ пек туйӑнать. Пӑрахут тавра темӗн чухлӗ кимӗ йӑшӑлтатать, анчах ачасем ҫав кимӗсем ҫинче ларакан ҫынсем мӗн тунине инҫетрен кураймарӗҫ.

Сасартӑк пӑрахут аяккинчен шурӑ тӗтӗм палкаса хӑпарчӗ, ҫав тӗтӗм лӑпкӑ пӗлӗт пек пулса кайсан, пӑхса тӑракан ачасем каллех малтанхи салхуллӑ сасса илтрӗҫ.

— Халӗ ӗнтӗ мӗн пулнине пӗлетӗп! Такам шыва анса кайнӑ! — терӗ Том.

— Тӗрӗс, тӗрӗс, — терӗ ӑна хирӗҫ Гек. — Пӗлтӗр ҫулла Билл Тернер анса кайсан та ҫавӑн пекех пулнӑччӗ; ун чухне те шыв ҫинче тупӑпа персе ҫӳренӗччӗ — тупӑпа персен, шыва анса кайнӑ ҫынсем ҫиеле тухаҫҫӗ. Ия! Тата виҫ-тӑватӑ ҫӑкӑр илеҫҫӗ те вӗсен ӑшне чӗркӗмӗл хураҫҫӗ, вара ҫӑкӑрсене шыв тӑрӑх яраҫҫӗ: анса кайнӑ ҫын хӑш тӗлте выртать, ҫӑкӑр ҫав тӗлте чарӑнса тӑрать.

— Ия, эпӗ илтнӗччӗ ун ҫинчен, — терӗ Джо. — Эпӗ ҫавна ӑнланса илейместӗп: мӗншӗн-ха ҫӑкӑр чарӑнса тӑрать?

— Ман шутпа, унта хӑвачӗ ҫӑкӑрта мар, ҫӑкӑрне шыв тӑрӑх янӑ чухне мӗнле сӑмахсем каланинче пулӗ.

— Янӑ чухне нимӗн те каламаҫҫӗ, — терӗ ӑна хирӗҫ Гек, — эпӗ курнӑччӗ, нимӗн те каламаҫҫӗ.

— Тӗлӗнмелле!.. — терӗ Том. — Тен, вӗсем хуллен калаҫҫӗ, никам та ан илттӗр тесе, хӑйсен ӑссӗн калаҫҫӗ пуль. Паллах ӗнтӗ! Кун пирки ним иккӗленмелли те ҫук. Ӑна тӳрех чухласа илме пулать…

Ытти ачасем Томпа килӗшрӗҫ: вӑл питех те тӗрӗс калать, терӗҫ. Ахаллӗн ҫав ниме те вӗрентмен, нимӗнле ӑсе те ҫук ҫӑкӑр татӑкӗ, хӑйне ҫав тери пысӑк ӗҫпе ярсан, ҫавӑн пекех ӑслӑн хӑтланма пултарас ҫукчӗ темелле.

— Ах, эсрелӗ! Манӑн халӗ леш енче пуласчӗ! — терӗ Том.

— Манӑн та пуласчӗ, — терӗ ӑна хирӗҫ Гек. — Шутсӑр пӗлес килет, кам унта анса кайнӑ-ши?

Ачасем инҫетелле пӑхса итлесе тӑчӗҫ. Сасартӑк Том пуҫне шухӑш пырса кӗчӗ:
— Эпӗ пӗлетӗп кам анса кайнине.
Эпир анса кайнӑ! — терӗ вӑл.

Вӗсем ҫав самантра хӑйсене паттӑрсем вырӑнне шутлама пуҫларӗҫ. Мӗнле чап, мӗнле телей! Вӗсене шыраҫҫӗ, вӗсене асӑнса йӗреҫҫӗ, вӗсене вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ; вӗсемшӗн хуйхӑрнипе чӗресем ҫурӑлаҫҫӗ; вӗсемшӗн куҫҫуль юхтараҫҫӗ, ҫынсем вӗсене асӑнаҫҫӗ: ҫав вилнӗ мӗскӗн ачасене лайӑх пӑхмарӑмӑр, теҫҫӗ, ҫынсем хӑйсем лайӑх мар тунӑшӑн ӳкӗнсе асапланаҫҫӗ. Кунта чи пысӑк савӑнӑҫ акӑ ҫакӑ пулать: вӗсем ҫинчен ӗнтӗ пӗтӗм хула калаҫать, пур арҫын ачасем те вӗсене кӗвӗҫеҫҫӗ — вӗсем тӗлӗнмелле чапа тухса кайнишӗн кӗвӗҫеҫҫӗ. Ҫавӑ питех лайӑххӑн туйӑнчӗ ачасене. Пӗр ҫавӑншӑнах пиратсем пулма юранӑ.

Каҫхи тӗттӗм килсен, пӑрахут хӑйӗн яланхи ӗҫне тума пуҫӑнчӗ, киммисем те саланчӗҫ. Пиратсем лагере таврӑнчӗҫ. Вӗсем питӗ хӗпӗртенӗ. Хӑйсем ҫаван пек чапа тухма май килнине вӗсем темӗн пекех мухтанчӗҫ. Хӑйсем пирки пӗтӗм хула ҫавӑн пек пӑшӑрханни вӗсене кӑмӑла кайрӗ. Вӗсем пулӑ тытрӗҫ, ӑна пӗҫерсе каҫхине ашатланчӗҫ, унтан вара хулара вӗсем ҫинчен мӗн калаҫҫӗ-ши, мӗн шухӑшлаҫҫӗ-ши тесе сӑмахлама тапратрӗҫ. Хӑйсемшӗн пурте шутсӑр хуйхӑраҫҫӗ пулӗ тесе шутлаҫҫӗ ачасем. Каҫхи тӗттӗм хупланса килсенех, вӗсен халапӗ хуллен-хулленех чарӑнса ларчӗ; виҫҫӗшӗ те вут ҫинелле тӗллесе пӑхса выртрӗҫ, хӑйсен шухӑшӗсем таҫта инҫетре ҫӳрерӗҫ пулмалла. Хальтерех ҫеҫ хӑпартланса кайни пусӑрӑнчӗ, Томпа Джо ирӗксӗрех хӑйсене ҫывӑх ҫынсем ҫинчен астуса илчӗҫ, анчах вӗсем ҫавӑн пек мыскаралла хӑтланнӑшӑн питех савӑнас та ҫук пулӗ. Пуҫа иккӗлле шухӑшласси пырса кӗчӗ. Иккӗшӗн те ӑшчикӗсем лӑпкӑ мар, иккӗшӗ те хӑйсене телейсӗр ачасем тесе шутларӗҫ. Сайра хутра вӗсем ирӗксӗрех хашлатса сывласа илчӗҫ. Джо хӑракаласа юлташӗсенчен ҫапла ыйтма хӑйрӗ: «Цивилизациллӗ тӗнчене таврӑнасси ҫине эсӗр мӗнле пӑхатӑр… паллах, халӗ мар, кайран таврӑнасси, ҫине…»

Том унтан ҫилленсе, мӑшкӑлласа кулса пӗтерчӗ! Гек, килсӗр ҫын, Том майлӑ пулчӗ, иккӗлле шухӑшлама пуҫларӗ Джо вара: «Эпӗ шӳт туса ҫеҫ каларӑм», — тесе ӑнлантарса пама васкарӗ. Хӑйне каҫарсан, Джо хӗпӗртерӗ, юлташӗсем кӑшт ҫеҫ ӑна шанманнине палӑртрӗҫ: «Эсӗ хӑравҫӑ пек килшӗн хуйхӑратӑн», — терӗҫ ӑна. Ку хутӗнче пӑлхава вӑхӑчӗ ҫитиччен пусарса хучӗҫ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех