Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр

Автор: Хыпар

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Хушнӑ: 2019.07.21 01:27

Пуплевӗш: 78; Сӑмах: 757

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Халӗ нимӗнпе те кӑсӑкланмастпӑр та тӗпкӗч ывӑл ватӑ амӑшне пӑрахса ялтан хулана куҫса кайсан та, вӑй питти ҫынсенчен тӑракан хӑш-пӗр ҫемье хушма хуҫалӑхра пахча ҫимӗҫ туса илмесен тата чӑх-чӗп усрамасан та тӗлӗнместпӗр. Йышлах мар пулин те тӗл пулаҫҫӗ-ха унашкал ҫынсем ялсенче. Унччен колхоз-совхозра ӗҫленӗ евӗр ятне туса, тӗрткеленсе ҫӳренӗскерсем халӗ хӑйсем тӗллӗн вӑй хурасшӑн мар. «Кӗркунне пахча ҫимӗҫ йӳнӗ. Мана хӗл каҫма 3 михӗ ҫӗр улми, 1 витре кишӗр, тепӗр витре сухан, 4-5 пуҫ купӑста пулсан ҫитет. Мӗн, вӗсене туянаймастӑп-и?» — ҫапла калаҫнине ялсенче час-часах илтетӗп. Хӑшӗ-пӗри кӳршӗренех туянать-ха хӑйне кирлине, тепри хулана ҫул тытать.

Красноармейски районӗнчи Кӑмакал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ кӳршӗллӗ Кӗҫӗн Шетмӗре пурӑнакан ЛПХ ертӳҫи Николай Семенов ман шухӑшпа йӑлтах килӗшнине пӗлтерчӗ. «Чӑнах ӗнтӗ, ҫӗр ҫинче те чакаланмасан, хамӑра тӑрантармалӑх пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла та туса илмесен, выльӑх-чӗрлӗх усрамасан ялта пурӑнни мӗн усси?» — терӗ тӗлӗнсе. Ҫӗр пайӗсем уйӑрса панӑ хыҫҫӑн чылай ҫемьен халӗ усӑ куракан лаптӑксем темиҫе гектар таранах. Вӗсенче мӑян, хыт хура ашкӑрнӑран епле тӗлӗнмӗн-ха? Кампа та пулин килӗшсе татӑлса тара парсан выльӑх тытакансем нумай ҫул ӳсекен курӑка утӑлӑх ҫитӗнтерни те аван пулӗччӗ. Ҫум курӑк вӑрри кӳршӗсене вӗҫсе сарӑлмӗччӗ, пӗр-пӗринпе хирӗҫмелли сӑлтав тупӑнмӗччӗ. Ҫав вӑхӑтрах юлташлӑх сад-пахчара, ҫӗрӗ 6 сотӑй ҫеҫ пулин те, пултаруллисем хӑйсем валли кӑна мар, пасара кайса сутмалӑх та ҫимӗҫ туса илнӗшӗн епле савӑнмӑн.

Николай Семенович ачалӑхне аса илчӗ. Ҫут тӗнчене 1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче килнӗ. Фронтри ашшӗ вӑл ҫуралнине ҫыру урлӑ пӗлнӗ. 1946 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑл киле таврӑннине ун чухне 4 ҫул тултарма ӗлкӗрнӗ Коля лайӑх астуса юлнӑ.

— Ҫав ҫул кашкӑрсем сурӑха килтенех тытса кайнӑччӗ, — куҫ умне кӑларчӗ ачалӑхне Николай Семенов. — Аттене килнӗ-килмен колхозра бригадира лартрӗҫ. Тӗрӗссипе, унӑн пиччӗшӗ тӑван хуҫалӑхӑн чи малтанхи председателӗ пулнӑ. Пӗртӑвансем тӑван ҫӗре чунтан юратнине шута илнӗ пулмалла. Вӑхӑт ҫитсен эпӗ те совхоз директорӗ пултӑм.

Николай Семенович 3-мӗш класра вӗреннӗ чухнех ҫуллахи каникулта кунӗпех молотилкӑпа юнашар утнӑ. Улттӑмӗшне ҫитсен кӗлте турттарнӑ, капан тунӑ. Хӗвел тухичченех ура ҫине тӑни, хӗвел ансан ҫеҫ ҫывӑрма выртни ӗмӗрлӗхех асӗнче юлнӑ. «Тӑри юррипе вӑраннӑ эпир. Шел, халӗ хир кайӑкӗн сасси илтӗнмест», — ачалӑхри хаваслӑх таврӑнни те палӑрать «Кӗр мӑнтӑрӗ» сӑвӑсен кӗнеке авторӗн, 9-мӗш класрах Ҫемен Эреш поэт пулса тӑнӑскерӗн, ҫав вӑхӑтрах халӑх тӑван ҫӗртен сивӗннӗшӗн пӑшӑрханни те.

1975 ҫулта ҫамрӑк ҫемье Кӗҫӗн Шетмӗне куҫнӑ, кил-ҫурт ҫавӑрнӑ. Николай Семенович мӑшӑрне, педагог пулнӑ май, вырӑнти шкула ҫӳреме ҫывӑхланнӑ. Кил хуҫи хӑй те арӑмӗ пекех педагог, сӑвӑҫ-журналист пулма пултарнӑ, анчах ҫӗр кӑвапинчен хӑпайманскер Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтне суйласа илнӗ, аслӑ пӗлӳллӗ агроном пулса тӑнӑ. Шуршӑлти элита вӑрлӑх туса илекен хуҫалӑхра ҫулталӑк тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн тӑван ене таврӑннӑ: малтан — колхоз председателӗ, реорганизаци хыҫҫӑн совхоз директорӗ пулнӑ. Ҫынсем хальхи пек улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ туянма район центрне е Шупашкара кайман, вӗсене йӑлт вырӑнтах ҫитӗнтернӗ. Никамӑн пахчинче ҫум курӑк ашкӑрман. Шкул ачисем те хастар хутшӑннӑ ял хуҫалӑх ӗҫне. Вӗренекенсен производство бригадине ҫӳренӗ. Лайӑх ӗҫленӗшӗн парнесене тивӗҫнӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ ял хуҫалӑх специалистне вӗреннӗ, алла диплом илсен Шупашкарта ӑҫта вырнаҫасчӗ тесе ӑшталанса тӗрлӗ ведомство алӑкӗсене туртса ҫӳремен, тӑван тӑрӑха таврӑнса тӗпленнӗ.

— Ҫынсем килте ҫӑкӑр пӗҫернӗ. Чи малтан хуҫалӑх ӗҫӗсене татса панӑ, — сӳтӗлчӗ сӑмах ҫӑмхи малалла. — Ҫав вӑхӑтрах килте те ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ. Ӗне, сысна, сурӑх, качака, кайӑк-кӗшӗк усранӑ, хуртсем ӗрчетнӗ. Колхозӑн та пулнӑ утар. Вырмана тухас умӗн килӗрен 8-шар килограмм пыл валеҫнӗ. Анне те пӗр вӗлле тытатчӗ. Садсем те пулнӑ. Эпӗ улмуҫҫи нумай лартнӑ. Лавккаран ҫимелли нимӗн те туянман. Хула ҫыннисем валли пултӑр тенӗ. Ял ҫыннин пӗр ӗне те пулин усрамаллах. Хӑй хальлӗн сутма сӗт йӳнӗ. Ҫавӑнпа мӗншӗн чӑкӑт тӑвас мар, сар ҫу шӑратас мар, хӑйма илес мар? Хулара пурӑнакан ачисене, мӑнукӗсене савӑнтарас мар? Эпир килте халӗ те ӗне-выльӑх тытатпӑр. Пӗлтӗр патшалӑха 10 тонна сӗт патӑмӑр.

Ҫӗртен ютшӑннӑ арҫынсем ӗлӗкех пулнӑ. Колхозра ӗҫшӗн укҫа паман, туса илнӗ продукципе татӑлнӑ. Ҫав вӑхӑтрах налук тӳлеме, кил-ҫурт тумашкӑн строительство материалӗ, вут-шанкӑ е ҫӗр кӑмрӑкӗ туянма алӑра чӗрӗ укҫа кирлех пулнӑ. Арҫынсем ҫавӑнпа шапаша ҫӳренӗ.

— Вӗсене эсир хуҫа пулнӑ май ятланӑ-и?

— Тӗрлӗрен пулнӑ. Кун шучӗпе минимума тултарнисене сӑмах тивмен. Чӗрӗ укҫа кирлине хамӑр та лайӑх ӑнланнӑ-ҫке. Плана тултарайманнисемпе ҫирӗпрех мерӑсем йышӑннӑ. Совхоза куҫсан патшалӑх ытларах пулӑшма тытӑнчӗ. Ӗҫшӗн укҫа пама пуҫларӑмӑр. Вара арҫынсенчен строительство бригади йӗркелерӗмӗр. Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче 200 ӗне вырнаҫмалӑх вите, выльӑх апачӗ упрамалли хуралтӑсем, ача сачӗ, шкул, ытти объект та ҫӗклерӗмӗр.

— Сире мӗн канӑҫ памасть?

— Ялта халӑх йышӗ чакни. 7 ялтан тӑракан тӑрӑхра эпӗ ӗҫе пуҫӑннӑ вӑхӑталла 1500 ытла ҫынччӗ. 20-30 йӗкӗте ҫара ӑсататтӑмӑр. 2000 ҫул тӗлне 1010-1020 ҫын юлчӗ, ҫара 10 яш ҫеҫ кайрӗ. Тивӗҫлӗ канура пурӑннӑран хальхи пирки татса калаймастӑп. Паллах сахал.

— Сирӗн шутпа, ял ҫирӗплентӗр, ҫамрӑксем ҫуралнӑ тӑрӑхран, тӑван ҫӗртен ан писчӗр тесен мӗн тумалла?

— Хӑйсен ӗҫне уҫмалла, ҫӗр ӗҫӗнчен, выльӑх-чӗрлӗхрен услам илме вӗренмелле. Чӑвашлӑхран ютшӑнмалла мар. «Хыпар» хаҫатпа кӑларӑмӗсене ҫырӑнса илмелле. Пирӗн ҫемье вӗсемпе мӗн ӗлӗкрен туслӑ. Сӑмах май, темиҫе сыпӑкран тӑван лекекен пичче Леонтий Алексеев «Хыпар» хаҫатра нумай ҫул ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех