Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 10 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.06 22:24

Пуплевӗш: 213; Сӑмах: 3378

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Алексей темле тӗлӗнмелле туйӑмсемпе пурӑнма пуҫларӗ.

Тренировка туса пурӑнса урасӑрах вӗҫме вӗренме, каллех лайӑх лётчик пулма пултарассине ӗненсен, унӑн ҫав тери пурӑнас, ӗҫлес килсе кайрӗ.

Халӗ ӗнтӗ унӑн пурнӑҫ тӗллевӗ тупӑнчӗ, ку тӗллев — каллех истребитель пулса тӑрасси. Урасемсӗр тӑрса юлсан, тӑшман тылӗнчен хамӑрӑннисем патне мӗнле тӑрӑшса, пӗтем чун-хавалне пухса упаленсе тухнӑ, халӗ те вӑл ҫав тӗллев патне ҫавӑн пекех тӑрӑшса, ҫине тӑрса туртӑнчӗ. Яш чухнех хӑй пурнӑҫӗнче мӗн кирлине чухласа илме вӗреннӗскер, халӗ вӑл чи малтан хӑй умне лартнӑ тӗллев патне епле те пулсан хӑвӑртрах, вӑхӑта сая ямасӑр ҫитмешкӗн хӑйӗн мӗн-мӗн тумаллине тӗп-тӗрӗс палӑртса хучӗ. Вара ҫакӑн пек пулса тухрӗ: пӗрремӗш — унӑн часрах тӳрленмелле, выҫӑ пурӑннӑ вӑхӑтра ҫухатнӑ сывлӑхӗпе вӑйне каялла тавӑрмалла, ҫакӑн пирки ытларах ҫимелле тата ҫывӑрмалла; иккӗмӗш — лётчикӑн ҫапӑҫура кирлӗ пулакан пахалӑхӗсене каялла тавӑрмалла, ҫакӑн пирки унӑн, койка ҫинче выртакан чирлӗ ҫын тума пултаракан гимнастикӑллӑ упражненисене туса, шӑмма-шакка тӗреклетмелле; виҫҫӗмӗш — ку ӗнтӗ чи кирли тата чи йывӑрри пулнӑ — чӗркуҫҫи таран татнӑ урасене вӑйлӑ та ҫӑмӑллӑн ҫаврӑнкалакан тумалла, кайран вара, протезсем туса тӑхӑннӑ хыҫҫӑн, ҫав урасемпе самолета управлени туса пыма хӑнӑхтармалла.

Урасӑр ҫыншӑн утасси те ҫӑмӑл ӗҫ мар. Алексей Мересьев самолёт ҫинче, ҫитменне тата истребитель ҫинче вӗҫме шутланӑ. Анчах та куна валли, пуринчен ытла сывлӑшри ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче, урасем алӑсенчен кая мар тӗрӗс те пултаруллӑн тата уйрӑмӑнах хӑвӑрт ӗҫлени кирлӗ пулнӑ. Татӑк урасем ҫумне ҫыхса янӑ йывӑҫпа сӑран татӑкӗсем ҫак кӑткӑс ӗҫе чӗрӗ орган пекех тума пултарни кирлӗ пулнӑ.

Пилотаж техникине пӗлекен хуть те мӗнле ҫынна та ку вӑл пулма пултарайман япала пек туйӑннӑ. Анчах Алексей халӗ ҫак ӗҫе этем тума пултарасса ӗненнӗ, ҫавӑнпа та хӑй ӑна тӑватӑпах тесе шаннӑ. Вара Алексей хӑйӗн планне пурнӑҫлама тытӑнчӗ. Вӑл хӑйне врачсем хушнӑ процедурӑсене ҫав тери ҫине тӑрса туса пычӗ, хӑйне панӑ эмелсене пӗтӗмпех ӗҫрӗ. Вӑл нумай ҫирӗ, яланах, хӑйӗн ҫиесси килмен пулсан та, апат хушса пама ыйтрӗ. Тем пулсан та, вӑл хӑйне врачсем хушнӑ чухлӗ ҫывратрӗ, унччен кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн нихҫан та ҫывӑрманскер, халӗ ҫывӑрма тытӑнчӗ.

Хӑвна ҫиме, ҫывӑрма, эмелсем ӗҫме хӑнӑхтарасси йывӑр мар. Гимнастика пирки вара Алексее йывӑртарах пулчӗ. Ӗлӗк, сывӑ чух тунӑ зарядка йӗрки халь, пӗрмай койка ҫинче выртакан урасӑр ҫыншӑн, юрӑхлӑ пулман. Ҫавӑнпа та Мересьев хӑйне валли урӑхла зарядка системи шухӑшласа кӑларчӗ: вӑл сехечӗ-сехечӗпе, аллисемпе пилӗкӗнчен тытса, малалла пӗшкӗнчӗ, аллисемпе хирӗнсе каялла каҫӑрӑлчӗ, кӗлеткине унталла-кунталла пӑркаларӗ, пуҫне ҫурӑм шӑмми шатӑртатиччен енчен енне ҫавӑрчӗ. Палатӑри юлташӗсем унран кӑмӑллӑн кулкаларӗҫ, Кукушкин, тӑрӑхласа, ӑна пӗрре Знаменский тӑванӗсем, тепре Лядумег тесе, е тата ытти хытӑ чупнипе чапа тухнӑ ҫынсен ячӗсемпе чӗнчӗ. Ҫак гимнастикӑна вӑл госпитальти ухмахла йӑла вырӑнне шутласа, тӳсме те пултараймарӗ, ҫавӑнпа та Алексей гимнастика тума тытӑнсанах, ҫиленсе мӑкӑртатса коридоралла тухса кайрӗ.

Урасем ҫинчен бинтсене салтса илсен, койка ҫинче ытларах хускалма пултаракан пулсан, Алексей вӑл упражненисене кӑткӑслатрӗ. Татӑк урисене кровать пуҫӗ айне чиксе, аллисемпе пилӗкӗнчен тытса, вӑл пӗрре авӑнчӗ, тепре тӳрленчӗ, кашнинчех авӑнас-тӳрленес хӑвӑртлӑха чакарса, «пуҫ таяссине» ӳстерсе пычӗ. Унтан вӑл урасем валли уйрӑм упражненисем шухӑшласа кӑларчӗ. Ҫурӑм ҫине выртса, урисене — пӗрре пӗрине, тепре теприне йӑтса хуҫлатрӗ, унтан малалла тӑсса хучӗ. Ҫак ӗҫе пӗрремӗш хут тусан, вӑл хӑй умӗнче ҫав тери пысӑк, тен ҫӗнме те ҫук йывӑрлӑхсем тӑнине ӑнланса илчӗ. Чӗркуҫҫирен аяларах татнӑ урисене ҫӗклесе хуҫлатнӑ чух, вӗсем ҫав тери ыратрӗҫ. Хусканусем хӑюсӑр та тӗрӗс мар пулчӗҫ. Самолетӑн ҫунаттисем е хӳри сиенленсен тикӗс вӗҫме мӗнле йывӑр, унӑн та хусканусене татӑк урасемпе тӗрӗс туса пыма ҫав тери йывӑр пулчӗ. Хӑйне ирӗксӗрех самолетпа танлаштарса, Мересьев хӑйӗн тӗрӗс ӗҫлекен шӑмшакӗ питех те пӑсӑлнине, вӑл пӗтӗмӗшпе илсен ҫирӗп пулсан та, унӑн ҫаврӑнӑҫулӑхӗ нихҫан та ӗлӗкхи пек пулса ҫитес ҫуккине ӑнланчӗ.

Урасене гимнастика тутарни питӗ ыраттарчӗ, анчах ҫапах та Мересьев вӗсене хуҫкаламалли вӑхӑта кулленех пӗрер минут таран хушса пычӗ. Кусем — хӑрушӑ минутсем пулчӗҫ, ҫав минутсенче унӑн куҫӗсенчен куҫҫулӗсем хӑйсемех юхса тӑчӗҫ, йынӑшса ярас мар тесе, ирӗксӗрех тута хӗррисене юн тухичченех ҫыртса лартмалла пулчӗ. Анчах та Мересьев пурпӗрех упражненисем тума пӑрахмарӗ, вӗсене вӑл малтан кунне пӗрре, унтан икӗ хут турӗ, вӗсен вӑхӑтне те кашнинчех ӳстерсе пычӗ. Ҫавӑн пек упражненисене тунӑ хыҫҫӑн вӑл, яланах халран кайса ҫитсе, минтер ҫине ӳкрӗ те кусене эпӗ ҫӗнӗрен татах тума пултарӑп-ши? тесе шухӑшларӗ. Анчах палӑртнӑ вӑхӑт ҫитрӗ те, вӑл каллех хӑйӗн ӗҫне тытӑнчӗ. Каҫпала вӑл пӗҫӗ ҫинчи мускулсене тата ура тунисене хыпашласа пӑхрӗ, вара хӑйӗн аллисене малтанхи пек ҫемҫе ӳт-тир мар, ҫирӗп мускулсем кӗрсе кайнине туйсан, савӑнчӗ.

Мересьевӑн пӗтӗм шухӑшӗ те урасем ҫинчен кӑна пулчӗҫ. Хӑш чухне вӑл, манса кайса, ура тупанӗсем ыратнине туйрӗ, — кӗлеткине урӑхларах вырнаҫтарса вырттарчӗ, анчах ҫав самантрах хӑйӗн ура тупанӗсем ҫуккине аса илчӗ. Нервӑсем туртӑшнине пула, нумай вӑхӑтчен ӑна татса пӑрахнӑ ури тупанӗсем пӗтӗм кӗлеткипе пӗрле пурӑннӑ пекех туйӑнчӗ: вӗсем сасартӑк кӗҫӗтме, нӳрӗ ҫанталӑк пулас умӗн туртса ыратма та тытӑнчӗҫ. Вӑл хӑйӗн урисем ҫинчен ҫав тери нумай шухӑшларӗ, тӗлӗкре те хӑйне сывӑ пек, хӑвӑрт ҫӳреме пултарнӑ пек курчӗ. Вӑл е тревога тӑрӑх самолет патнелле пӗтӗм вӑйран чупса каять, чупса пынӑ ҫӗртенех самолет ҫунатти ҫине сиксе хӑпарать, кабинӑна кӗрсе ларса, мотор ҫинчи чехола Юра хывса иличчен урисемпе руле тӗрӗслесе пӑхать, е вӗсем Ольӑпа пӗрле, алӑран алла тытса, чечеклӗ ҫеҫенхир тӑрӑх ҫара уран, нӳрӗ те ӑшӑ ҫӗр ҫине пуснине туйса чупаҫҫӗ. Епле аван ку! Анчах та ҫакӑн хыҫҫӑнах вӑрансан, ху урасӑр иккенне курма мӗн тери йывӑр!

Ҫакӑн пек тӗлӗксем хыҫҫӑн хӑш чух Алексей кӑмӑлӗ ҫав тери хуҫӑлчӗ. Вӑл хӑйне хӑй кӑлӑхах ӗмӗтленсе асаплантарнӑ пек туйрӗ. Камышинри савнӑ хӗрпе ҫеҫен хир тӑрӑх урӑх нихҫан та ҫара уран чупма пултарас ҫук пекех, самолетпа та урӑх нихҫан вӗҫесси пулас ҫук пек туйӑнчӗ ӑна. Хӗрӗ ҫав вӑхӑтрах уншӑн ҫывӑхрах та хаклӑрах, вӑхӑт мӗн тери ытларах шунӑ — ҫав тери ытарайми пулса пычӗ.

Ольӑпа ҫырусемпе ҫыхӑнса тӑни Алексее савӑнтармарӗ. Кашни эрнере тенӗ пекех Клавдия Михайловна ӑна ҫаврака та хитре почеркпа ҫырнӑ конвертсене илме тивӗҫлӗ пулма «ташлаттарчӗ», урӑхла каласан, алӑ ҫупса кровать ҫинче сиккелемелле пулчӗ ун. Ку ҫырусем вӑрӑмрах та ӑшӑрах пулса пычӗҫ, вӑрҫӑ пирки татӑлнӑ хӑюсӑр, ҫепӗҫ юрату Ольӑшӑн ӳссе ҫирӗпленсе пынӑ пек туйӑнчӗ. Ҫырусене Алексей пӑшӑрхануллӑ кичемлӗхпе, хӑй ӑна ҫавӑн пекех юратма тивӗҫсӗр пулни ҫинчен пӗлсе тӑрса вуларӗ.

Камышин хулинчи йывӑҫ ӗҫлекен завод ҫумӗнчи фабзавучра пӗрле вӗреннӗ шкулти юлташсем, пӗр-пӗрине ачаранпах романтикӑлла юратса пурӑннӑскерсем, кайран улт-ҫичӗ ҫуллӑха уйрӑлнӑ. Малтан хӗрӗ механика техникумне вӗренме кайнӑ. Унтан, вӗренсе таврӑнса заводра механик пулса ӗҫлеме пуҫӑнсан, Алексей хулара пулман ӗнтӗ. Вӑл вӗҫевҫӗсен шкулӗнче вӗреннӗ. Ҫӗнӗрен вӗсем вӑрҫӑ пуҫланас умӗн кӑшт маларах ҫеҫ тӗл пулнӑ. Алексей та, Оля та ятарласах тӗл пулас тесе шутламан, тен вӗсем пӗр-пӗрин ҫинчен аса та илмен пулӗ, мӗншӗн тесен пӗрле вӗреннӗренпе вӑхӑт нумай иртнӗ пулнӑ. Анчах та пӗрре, ҫурхи каҫ, Алексей амӑшне таҫта ӑсатса хула урамӗ тӑрӑх утса пынӑ чух, ҫул ҫинче пӗр хӗре тӗл пулнӑ. Малтанах Алексей ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхман, вӑл ку хӗрӗн яштӑм тӳрӗ урисене ҫеҫ асӑрханӑ.

— Мӗншӗн-ха эсӗ саламламарӑн ӑна? Е манса кайрӑн-и — ку Оля вӗт… — тенӗ те амӑшӗ, хӗрӗн хушаматне асӑннӑ.

Алексей каялла ҫаврӑнса пӑкнӑ. Хӗрӗ те каялла ҫаврӑнса, вӗсем хыҫӗнчен пӑхса тӑнӑ-мӗн. Вӗсен куҫӗсем пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ. Алексей тӑруках хӑйӗн чӗри пӑлханса кайнине туйнӑ та, тротуар ҫинче, ҫара тополь айӗнче тӑракан хӗр патнелле ыткӑннӑ.

— Эсӗ-и ку? — тӗлӗнсе ыйтнӑ вӑл, ун ҫине ҫак ҫурхи пылчӑкпа тулнӑ лӑпкӑ каҫхи урама темӗнле тинӗссем леш енчен килсе лекнӗ хитре пике ҫине пӑхнӑ пек пӑхса.

— Алёша? — ҫавӑн пекех тӗлӗнсе, шанман пекрех ыйтнӑ Оля та.

Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине, улт-ҫичӗ ҫул хушши курмасӑр пурӑннӑ хыҫҫӑн, пӗрремӗш хут пӑхнӑ. Алексей умӗнче пӗчӗк пӳлӗ, илемлӗ, хитре, арҫын ачанни пек ҫаврака питлӗ, кӑшт кӑна ылтӑн тӗслӗ хуратутлӑ хӗр тӑнӑ. Алексей ҫине вӑл ҫутӑлса тӑракан пысӑк та кӑвак куҫӗсемпе, ҫемҫе куҫхаршисене кӑштах ҫӗклесе пӑхса тӑнӑ. Фабзавучра юлашки вӑхӑтсенче тӗл пулнӑ чух вӑл ҫаврака питлӗ, ҫирӗп ӳт-пӳлӗ хӗрача пулнӑ, ашшӗн ӗҫе ҫӳремелли ҫуланса пӗтнӗ пиншакне тӑхӑнса унӑн ҫаннисене тавӑрса, мӑнкӑмӑлланнӑ пек пулса ҫӳренӗ, анчах халӗ вӑл пачах та урӑхла пулнӑ ӗнтӗ.

Алексей ун ҫине, амӑшне манса кайсах, ытарайми юратуллӑн пӑхса тӑнӑ, ӑна вӑл ҫак иртнӗ ултӑ е ҫичӗ ҫул хушшинче нихҫан та манман пек, ҫак тӗлпулу ҫинчен ӗмӗтленсе пурӑннӑ пекех туйнӑ.

— Авӑ епле иккен эсӗ! — тенӗ вӑл юлашкинчен.

— Епле? — ыйтнӑ унран Оля, пӗртте шкулта чухнехи пек мар, урӑхла, янравлӑ сасӑпа.

Урам кӗтесӗ хыҫӗнчен ҫил ҫаврӑнса тухнӑ та ҫара тополь тураттисем хушшинче шӑхӑркаласа илнӗ, унтан хӗрӗн юбкине тӑрук варкӑштарса унӑн илемлӗ урисене кӑтартнӑ. Хӗр юбкине тытса аялалла туртнӑ та кулса ярса кукленсе ларнӑ.

— Ав епле! — тенӗ Алексей тепӗр хут, хӗр ҫав тери кӑмӑла кайнине пытармасӑр.

— Епле вара, епле? — кулнӑ хӗр.

Амӑшӗ ҫамрӑк ҫынсем ҫине пӑхса, вӗсен туйӑмӗсене ӑнланса кулса илнӗ те, хӑй ҫулӗпе малалла утса кайнӑ. Лешсем ҫаплах пӗр-пӗрин ҫине ӑшшӑн пӑхса, пӗр-пӗрине калаҫма памасӑр, хӑйсен калаҫуне: «астӑватӑн-и тата…», «пӗлетӗн-и…», «ҫав ӑҫта-ши халӗ…», «мӗнле-ши вӑл халь…» тенӗ ыйтусемпе пӳле-пӳле, вырӑнтан хускалмасӑр тӑнӑ.

Оля ҫывӑхри ҫуртсен чӳречисенчи тӗрлӗ чечексем хушшинчен хӑйсем ҫине ҫынсем интересленсе пӑхнине Алексее асӑрхаттаричченех ҫапла тӑнӑ вӗсем.

— Санӑн вӑхӑт пур-и? Атя Атӑл ҫине, — тенӗ Оля.

Вара пӗр-пӗрине алӑран тытса (кун пек ҫӳрени вӗсен шкулта вӗреннӗ чух та пулман), ҫут тӗнчере пурин ҫинчен те манса кайса, вӗсем Атӑлӑн чӑнкӑ ҫыранӗ хӗррине кайнӑ. Кунтан вӗҫӗмсӗр сарӑлса кайнӑ Атӑл, ун тӑрӑх. мӑнаҫлӑн юхса пыракан пӑр катӑкӗсем ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пекех курӑннӑ.

Ҫакӑнтан пуҫласа амӑшӗ хӑйӗн юратнӑ ывӑлне килте сайра курнӑ. Хӑйӗн тумӗ ҫине ку таранччен питех те ҫаврӑнса пӑхманскер, халь вӑл сасартӑк брюкине куллен якатнӑ, формӑллӑ курткин тӳмисене пурӑпа тасатнӑ, вӗҫевҫӗсен парад чух тӑхӑнакан шур тӑрӑллӑ та значёклӑ картузне чемоданран кӑларнӑ; кунне икӗ хут хӑйӗн шӑрт пек хытӑ сухалне хырнӑ, каҫсерен вара, тӗкӗр умӗнче унӑн-кунӑн ҫаврӑнкаланӑ хыҫҫӑн, ӗҫрен тухакан Ольӑна кӗтсе илме завод патне кайнӑ. Кӑнтӑрла та вӑл таҫта ҫухалса ҫӳренӗ, хӑйне хӑй сӳтӗк тыткаланӑ, ыйтусене хирӗҫ час-часах вырнаҫусӑр ответсем панӑ. Карчӑк хӑйӗн, амӑшӗн сисӗмӗпе ӑна пӗтӗмпех ӑнланнӑ. Ӑнланнӑ та кӳренмен: ваттин ватӑлас пулать, ҫамрӑккин ӳсмелле.

Ҫамрӑк ҫынсем хӑйсен юратӑвӗ ҫинчен пӗрре те калаҫман. Каҫалапа хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатса выртакан лӑпкӑ Атӑл хӗрринчен, е хула таврашӗнчи пахчасем тавра ҫаврӑнса ҫӳресе таврӑннӑ чух кашнинчех, хӑйӗн кӗскелсех пыракан отпускӗн юлашки кунӗсене шутласа, Алексей хӑйне Ольӑпа чӗререн, тӗплӗн калаҫма сӑмах панӑ. Пӗр каҫ хыҫҫӑн тепӗр каҫ ҫитнӗ. Алексей хӗре завод патӗнче кӗтсе илнӗ те — икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт патне ҫити ӑсатнӑ. Кунта Ольӑн пӗчӗкҫеҫ, самолёт кабини пек, ҫутӑ таса пӳлӗм пулнӑ. Оля платьесем ҫакса усрамалли шкаф алӑкӗ хыҫне пытанса урӑх тум тахӑннине Алексей тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑнӑ. Унтан Оля пит ҫума тухса кайнӑ та, ҫырла пек хӗрлӗ тӗслӗ пулса, йӗпе ҫӳҫсемпе, куллен тӑхӑнакан шурӑ пурҫӑн блузкӑпа таврӑннӑ.

Вара вӗсем кинона, цирка е сада кайнӑ. Ӑҫта каясси Алексейшӑн пурӗпӗр пулнӑ. Вӑл экран ҫине те, арена ҫине те, каллӗ-маллӗ утса ҫӳрекен ҫынсем ҫине те пӑхман. Вӑл Оля ҫине пӑхса: «Ну, халь ӗнтӗ епле пулсан та, епле пулсан та, киле кайнӑ чухне ӑна хам юратни ҫинчен калатӑп!» тесе шухӑшланӑ. Анчах ҫулӗ пӗтнӗ, урах каймалли пулман, Алексейӑн юрату ҫинчен калама хӑюллӑх ҫитеймен.

Пӗрре, вырсарникун, вӗсем ирех Атӑл леш енчи ҫарансем ҫине кайма шут тунӑ. Алексей Оля патне хӑйӗн чи лайӑх шурӑ брюкипе уҫӑ ҫухавиллӗ кӗпине тӑхӑнса пынӑ, — амӑшӗ каланӑ тӑрӑххӑн, вӑл кӗпе унӑн хурарах, сарлакарах янахлӑ сӑн-пичӗпе питӗ килӗшӳллӗ пулнӑ. Вӑл пыриччен Оля хатӗр пулнӑ ӗнтӗ. Вӑл Алексее салфеткӑпа чӗркенӗ темле ҫыхӑ тыттарнӑ та, вӗсем тӳрех шыв хӗрринелле кайнӑ.

Ватӑ, урасӑр перевозчик, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин инваличӗ, арҫын ачасем ҫав тери юратнӑ ҫын, хӑй вӑхӑтӗнче Алексее перекатра ыраш пӗтри пулӑсем тытма вӗрентнӗскер, хӑйӗн йывӑҫ урисемпе кӗмсӗртеттерсе, пиншер алӑ тыткаланипе ҫутӑлакан пулса кайнӑ лодкӑна ҫырантан тӗртсе ячӗ те кӗскен-кӗскен ишме тытӑнчӗ. Шыв урлӑ чалӑшраххӑн пырса, лодка тепӗр енчи симӗсленсе ешӗрекен ҫыран еннелле шурӗ. Хӗр лодка хӳринче ларса, шухӑша кайса, шыва аллипе сӗртӗнсе пычӗ.

— Аркаш пичче, эсӗ пире астумастӑн-и? — тесе ыйтрӗ Алексей.

Перевочзик ҫамрӑк сӑнсем ҫине ни ашшӑн мар, ни сиввӗн мар пӑхса илчӗ.

— Астумастӑп, — терӗ вӑл.

— Ну, епле-ха апла! Эпӗ — Алёшка Мересьев, эсӗ вӗт мана ача чух пулӑ тытма вӗрентеттӗн.

— Мӗнех вара, вӗрентнӗ те пулӗ… Сан пеккисем ман таврара нумай алхасатчӗҫ, ӑҫтан пурне те астуса ҫитеретӗн.

Лодки «Аврора» ятлӑ. сарлака хырӑмлӑ катер тӑракан мостки ҫумӗпе иртрӗ те сӑмсипе ҫыранти шултра хӑйар ҫине пырса кӗчӗ.

— Ман вырӑн халь кунта ӗнтӗ. Эп горкомхозран мар, хамран ӗҫлетӗп, — частник эппин, — ӑнлантарчӗ Аркаш пичче, йывӑҫ урисемпе шыва кӗрсе тӑрса, лодкӑна ҫыран патнелле тӗртсе. Йывӑҫ урасем хӑйӑр ӑшнелле путрӗҫ, ҫавӑнпа та лодка малалла пит начар шурӗ. — Сирӗн ҫакӑнтанах сикес пулать, — терӗ перевозчик сӳрӗклӗрех сасӑпа.

— Мӗн чухлӗ парас сана? — ыйтрӗ Алексей.

— Мӗн чухлӗ шел мар, ҫавӑн чухлӗ пар. Сиртен ытларах илмелле ӗнтӗ, эсир ав епле телейлӗ. Анчах та астӑваймастӑп эп сире… ҫук, астӑваймастӑп.

Лодка ҫинчен сиксе аннӑ чухне вӗсем урисене йӗпетрӗҫ те, Оля пушмаксене хывма сӗнчӗ. Вӗсем вара иккӗшӗ те пушмакӗсене хыврӗҫ. Ҫара урасемпе шыв хӗрринчи нӳрӗ, ӑшӑ хӑйӑр ҫине пуснипе вӗсене ҫав тери ирӗклӗ те савӑнӑҫлӑ пулса кайрӗ, ҫавӑн пирки вӗсен чупас, кутӑн-пуҫӑн чикеленес, курӑк ҫинче йӑваланас килчӗ.

— Тыт! — тесе кӑшкӑрчӗ те Оля, хӗвелпе пиҫнӗ ҫирӗп урисене хӑвӑрт-хӑвӑрт иле-иле пусса, хӑйӑрлӑ вырӑн урлӑ сӗвек ҫыраналла, чечекленекен симӗс улӑхалла чупса кайрӗ.

Алексей ун хыҫҫӑн пӗтӗм вӑйран, хӑй умӗнче хӗрӗн чечеклӗ ҫӑмӑл платьи вӗлкӗшсе пынине курса ҫеҫ чупрӗ. Чупнӑ май ҫаран ҫинчи хытӑ курӑксемпе чечексем хӑйӗн ҫара урисене ыраттармаллах ҫапӑннине, хӗвелпе ӑшӑннӑ нӳрӗрех ҫӗр ура тупанӗсем айӗнче епле ӑшӑ та ҫемҫе пулнине туйса пычӗ. Ӑна халӗ Ольӑна хӑваласа ҫитни пит те кирлӗ пек, ӑна ҫитнинчен пулас пурнӑҫри нумай ырлӑхсем килмелле пек, халӗ ҫакӑнта, чечекленекен тутлӑ шӑршсемпе ӳсӗртсе яракан ҫаран ҫинче халиччен калама хӑюллӑх ҫитереймен сӑмахсене пӗтӗмпех калас пек туйӑнчӗ. Анчах Алексей хӗре хӑваласа ҫитме пуҫласа аллине ун патнелле тӑссанах, вӑл сасартӑк кушакла ҫаврӑнӑҫулӑхпа тепӗр еннелле пӑрӑнчӗ те янравлӑн кулса урӑх ҫӗрелле ыткӑнчӗ.

Оля пит ҫирӗп кӑмӑллӑ хӗр пулнӑ та, ниепле те парӑнасшӑн пулман. Алексей ӑна ниепле те хӑваласа ҫитеймерӗ. Оля хӑех ҫаран ҫинчен ҫыраналла пӑрӑнчӗ те ылтӑн тӗслӗ вӗри хӑйӑр ҫине ӳкрӗ. Унӑн сӑн-пичӗ хӗп-хӗрлӗ пулса кайнӑ, вӑл уҫӑ ҫӑварӗпе сывлӑша ҫӑтса, сывланӑ май кӑкрине ҫӳллӗн ҫӗклесе, кулса выртрӗ. Чечекленекен ҫаран ҫинче, ромашкӑсен шурӑ ҫӑлтӑрӗсем хушшинче Алексей ӑна фотоаппаратпа ӳкерсе илчӗ. Унтан вӗсем шыва кӗчӗҫ, Оля шыва кӗмелли костюмне хывса пӑрнӑ чух тата кӗписене тӑхӑннӑ вӑхӑтра Алексей ҫыранри йывӑҫ тӗмисем хушшине кайса ларчӗ.

Оля кӑшкӑрса чӗнсе илсен, Алексей ӑна хӑйӑр ҫинче, хӗвелпе пиҫнӗ урисене хӑй айнелле хутлатса, ҫуллахи ҫӳхе те ҫӑмӑл платьепе, пуҫне тӗклӗ алшӑлипе чӗркесе ларнине курчӗ. Курӑк ҫине таса салфетка сарса, ӑна хӗррисенчен пӗчӗк чулсемпе пусарсан, вӑл ун ҫине ҫыхӑра пулнӑ апат-ҫимӗҫсене кӑларса хучӗ. Вӗсем ҫулланӑ хутпа тирпейлӗн чӗркесе пынӑ сивӗ пулӑпа тата салатпа апатланчӗҫ. Ҫимеллисем хушшинче килте пӗҫернӗ печени те пулнӑ. Оля тӑварпа горчицӑна та манса хӑварман, — вӗсене пӗчӗк кольд-крем банкисемпе илсе пынӑ та халь вӗсене скатерть хӗррине лартнӑ. Ҫак ҫамрӑк, илемлӗ хӗр скатерть умӗнче ҫав тери ӑста тӑрмашни темле пит те килӗшӳллӗ пулчӗ. «Ӗҫе тек тӑсса пыни ҫитет ӗнтӗ, — тесе шут турӗ Алексей. — Ҫитет. Паян каҫпалах унпа калаҫса татӑлмалла. Ним тытӑнса тӑмасӑрах калама пуҫламалла та, унӑн епле пулсан та Алексей арӑмӗ пулмалли ҫинчен ӑна ӗнентермеллех».

Хӑйӑр ҫинче чылай вырткаласан, тата тепӗр хут шыва кӗрсе тухса каҫхине Оля патӗнче тӗл пуласси ҫинчен калаҫса татӑлсан, вӗсем, ывӑннӑ та телейлӗскерсем, вӑрахӑн кӑна перевоз патнелле кайрӗҫ. Темшӗн ҫыран хӗрринче катер та, лодка та пулман. Вӗсем нумайччен, сассисем ҫӗтсе ларичченех кӑшкӑрса Аркаш пиччене чӗнчӗҫ. Хӗвел ӗнтӗ ҫеҫен хир хыҫнелле анса ларма пуҫларӗ. Хӗвелӗн хӗп-хӗрлӗ пайӑркисем, леш енчи чӑнкӑ сӑрт ҫийӗпе шуса иртсе, хулари ҫурт тӑррисемпе хусканмасӑр тӑракан йывӑҫсене ылтӑн тӗспе витрӗҫ, чӳрече кантӑкӗсем ҫинче юн евӗрлӗ ҫутӑлса йӑлтӑртатрӗҫ. Ҫуллахи каҫ пӑчӑ та лӑпкӑ пулчӗ. Анчах хулара темскер пулнӑ пулмалла. Ҫак вӑхӑтра яланах пушӑ пулакан урамсенче халӑх нумай ҫӳрени курӑнчӗ, ҫынсем ларса тулнӑ икӗ грузовик иртсе кайрӗҫ ун хыҫҫӑнах пӗр ушкӑн ҫынсем иртни курӑнчӗ.

— Аркаш пичче таҫта ӗҫсе супнӑ-ши вара? — терӗ Алексей. — Кунтах ҫӗр выртмалла пулсан, мӗн тӑвӑпӑр?

— Санпа пӗрле эпӗ нимрен те хӑрамастӑп, — терӗ Оля, ун ҫине хӑйӗн пысӑк та ҫутӑ куҫӗсемпе пӑхса.

Алексей ӑна ыталарӗ те чуптуса илчӗ. Пуҫласа, пӗртен-пӗр хут чуптурӗ вӑл ӑна.

Шыв ҫинче кӗсменпе ӗҫлени илтӗнчӗ. Леш енчи ҫыранран туп-тулли халӑх ларса тулнӑ лодка килни курӑнчӗ. Алексейпа Оля халӗ ҫав хӑйсем патнелле ҫывхаракан лодка ҫине кӑмӑлсӑр пулса пӑхрӗҫ, анчах та, ҫав лодка вӗсене валли мӗнле хыпар илсе пынине пӗлнӗ пекех, вӗсем темшӗн ӑна хирӗҫ утрӗҫ.

Ҫынсем лодка ҫинчен ҫырана ним чӗнмесӗр сике-сике анчӗҫ. Вӗсем пурте праҫникри пек тумланнӑ пулнӑ, анчах сӑнӗсем салху та хаяртарах пулнӑ. Ҫамрӑк мӑшӑр тӗлӗпе, хӑмасем тӑрӑх, тем пирки шухӑша кайнӑ, васкакан арҫынсем, макӑрнипе куҫӗсем хӗрелнӗ хӗрарӑмсем пӗр сӑмахсӑр ирте-ирте кайрӗҫ. Ҫамрӑк ҫынсем ним ӑнланмасӑрах лодка ҫине сиксе кӗчӗҫ, вара Аркаш пичче, вӗсен телейлӗ сӑнӗсем ҫине пӑхмасӑрах, хуллен каларӗ:

— Вӑрҫӑ… Паян радиопа пӗлтерчӗҫ, Молотов юлташ тухса каларӗ.

— Вӑрҫӑ?.. Кампа? — Алексей тенкел ҫинче кӑртах сиксе илчӗ.

— Ҫавӑнпах, ҫав ылханлӑ германецпах, кампа пултӑр тата, — терӗ Аркаш пичче, кӗсменӗсемпе ҫиллессӗн ӗҫлесе, — Халӑх военкоматсене кайрӗ ӗнтӗ… Мобилизаци.

Алексей тӳрех, киле кӗмесӗрех, военнӑй комиссариата кайрӗ. Ҫӗрле, 12 сехет те 40 минутра тухса каякан поездпа, вӑл хӑйсен лётнӑй чаҫне ларса кайрӗ. Килне те вӑл йӑпӑртлӑха кӑна, чемоданне илме ҫеҫ чупса кӗрсе тухрӗ. Ольӑпа сывпуллашма та ӗлкӗреймерӗ.

Вӗсем пӗр-пӗрин патне ҫырусем сайра ҫырчӗҫ, анчах та ку вӗсем пӗр-пӗрине кӑмӑллама пӑрахнинчен, пӗрне-пӗри манма пуҫланинчен килмен. Ҫук, Ольӑн ҫаврака саспаллисемпе ҫырнӑ ҫырӑвӗсене Алексей тӳсейми кӗтсе тӑнӑ, вӗсене кӗсйинчех илсе ҫӳренӗ, пӗччен юлсан вӗсене татах та татах кӑларса вуланӑ. Вӑрмансем тӑрӑх ҫухалса ҫӳренӗ чух шӑп та ҫав ҫырусене ӗнтӗ вӑл кӑкри ҫумне тытса пӑчӑртанӑ. Анчах ҫамрӑксем хушшинчи ӗҫсем ҫав тери сасартӑк, вӗсем татӑклӑн калаҫиччен чарӑнса ларнӑ та, ҫырусем тӑрӑх халь вӗсем пӗр-пӗрине нумайранпа палласа пурӑннӑ ырӑ туссем пек ҫеҫ калаҫнӑ, хӑйсем пӗр-пӗрине каласа парайман пысӑк туйӑмсене пӗлтерме хӑраса тӑнӑ.

Халь вара, госпитале лексен, Алексей сасартӑк Оля хӑй патнелле туртӑнма пуҫланине сисрӗ, — вӑл вӑтанса тӑмасӑрах ҫырусенче хӑй тунсӑхлани ҫинчен каланӑ, ҫавӑн чухне Аркаш пичче вӗсене илме вӑхӑтра пыманшӑн куляннӑ, Алексее хуть те мӗн пулсан та хӑйне хисеплекен ҫын пурри ҫинчен астума, ют ҫӗрсенче ҫӳренӗ чух та унан хӑйӗн кӗтесӗ пурри ҫинчен, вӑрҫӑран унта вӑл тӑван ҫын пек пырса кӗме пултарни ҫинчен пӗлсе тӑма ыйтнӑ. Кашни ҫакӑн пек ҫӗнӗ ҫыру Алексее ытларах та ытларах тӗлӗнтерсе пычӗ.

Ку ҫырусене темле ҫӗнӗ, урӑх Оля ҫырнӑ пек туйӑнчӗ. Алексей унӑн карточки ҫине пӑхнӑ чух ӑна яланах ҫакӑн пек туйӑннӑ: хытӑрах ҫил вӗрсенех, вӑл хӑйӗн чечеклӗ платьипе пӗрле лӗпӗш пек вӗҫсе кайма пултарать… Анчах ку ҫырусене ӑна юратакан, ун пирки тунсӑхлакан, ӑна кӗтекен лайӑх хӗр ҫырнӑ. Ку пӗр енчен савӑнтарнӑ, тепӗр енчен иккӗлентернӗ, мӗншӗн тесен Алексей хӑйне ҫавӑн пек юратӑва йышӑнма тивӗҫсӗр, тесе шутланӑ. Вӑл малтанах хӑй пирки тӗрӗссине, хӑй халӗ ӗлӗкхи пек цыган манерлӗрех вӑйлӑ каччӑ марри ҫинчен, Аркаш пичче евӗрлӗ урасӑр инвалид пулни ҫинчен ҫырса яма вӑй ҫитереймен вӗт-ха. Тӗрӗссипе ҫырса яма хӑяймасӑр, чирлӗ амӑшне тӑрук ҫапса хуҫасран хӑраса, унӑн халь ҫырусенче Ольӑна улталама тӳр килнӗ, улталанӑ май хӑй ытларах та ытларах пӑтрашса пынӑ.

Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ Камышинран килекен ҫырусем унӑн чӗринче ҫав тери тӗрлӗ тӗслӗ туйӑмсем ҫуратнӑ, — вӗсем савӑнтарнӑ, хуйхӑртнӑ, шанчӑк та панӑ, пӑлхатнӑ та, вӗсем пӗр вӑхӑтрах ӑна хавхалантарнӑ та, асаплантарнӑ та. Пӗрре суйса хунӑ хыҫҫӑн унӑн малалла та темӗн те пӗр шухӑшласа кӑларма тивнӗ, анчах вӑл суйма пӗлмен, ҫавӑнпа та Оля патне ҫырнӑ ответсем кӗске те типӗ пулнӑ.

Метеорологи сержанчӗ патне ҫырма ҫӑмӑлтарах пулнӑ. Пит те аптраса ҫитнӗ вӑхӑтра, операци хыҫҫӑн, хӑйӗн хуйхи ҫинчен кама та пулин ҫав тери каласа парас килнӗ чух, Алексей ун патне пысӑк та салху ҫыру ҫырса янӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн часах вӑл унран тетрадь листи ҫине кукрашкаллӑ саспаллисемпе ҫырнӑ, кӑшкӑру паллисем лартса тултарнӑ ответ илнӗ. Хӗр ҫакӑн пек ҫырнӑ: ҫар дисциплини пулман пулсан, эпӗ халех сирӗн пата пырӑттӑм, сире хамӑн вӑйӑм ҫитнӗ таран пулӑшӑттӑм, тенӗ. Вӑл хӑйӗн патне ытларах ҫырма ыйтнӑ. Ҫав пӑтравлӑ ҫырура вӑл ӑна ӑшӑ чӗререн ҫырни, уншӑн ҫав тери пӑшӑрханни сисӗнсе тӑнӑ. Ҫавӑнпа та, ҫав туйӑмсем ытлашши ӳссе каясран шикленсе, Алексей ун патне хӑйӗн Камышинра юратнӑ хӗрӗ пурри ҫинчен, амӑшӗпе Ольӑна хӑйӗн хуйхи ҫинчен каласа пама хӑяйманни ҫинчен ҫырса янӑ.

Ҫав вӑхӑтри условисене шута илсен, Метеорологи сержанчӗн отвечӗ ӗненмелле мар хӑвӑрт ҫитрӗ. Хӗр ку ҫырӑва ҫула май каякан ҫынтан, хӑйсен полкне пырса тухнӑ майортан, ҫар корреспондентӗнчен парса яни ҫинчен ҫырнӑ. Ҫырӑвӗ питӗ лайӑх, лӑпкӑ та таса пулнӑ — ӑна ҫыракан хастарлӑ та таса кӑмӑллӑ хӗр пекех. Ҫыру вӗҫӗнче вара чернилпа мар, карандашпа: «Эсир, юлташ старший лейтенант, эпӗ сирӗн шанчӑклӑ тусӑр пулни ҫинчен пӗлсе тӑрӑр, Метеорологи сержанчӗ ҫинчен манса ан кайӑр», тесе хушса ҫырса хунӑ.

Ҫырупа пӗрле Алексее пит тирпейлӗн ҫӗлесе лартнӑ посылка панӑ. Ун ӑшӗнче парашют пурҫӑнӗнчен тунӑ темиҫе тӗрленӗ сӑмса тутри, табак хутаҫҫи (ун ҫине вӗҫсе пыракан самолёт туса хунӑ), пуҫ тури, «Магнолия» текен одеколон тата пӗр катӑк пит супӑнӗ пулнӑ. Ҫак пур япаласем ун чухнехи йывӑр вӑхӑтсенче хӗр салтаксемшӗн мӗн тери хаклӑ пулнине Алексей пӗлнӗ. Вӗсем патне пӗр-пӗр праҫникри парнесемпе пӗрле лекнӗ супӑньпе одеколона хӗрсем калама та ҫук хакла хурса усранине те Алексей аван чухланӑ. Вӑл ҫак парнесен хакне питӗ лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа та халь вӗсене хӑйӗн тумбочки ҫине сарса хунӑ чух вӑл пӗр енчен савӑнчӗ, тепӗр енчен ӑна аван мар та пулчӗ.

Халӗ вӑл, каллех вӗҫме тата ҫапӑҫма пултаракан пулас ӗмӗтпе хӑйӗн татнӑ урисене хӑнӑхтарма чунтан тӑрӑшса тренировка тума тытӑнсан, Оля патне яракан ҫырусенче суймалла пулнишӗн, ӑна калас килнине калама май ҫуккишӗн питӗ кулянчӗ. Ольӑна юратас туйӑм унӑн кунран кун ӳссе пычӗ, ун ҫинчен вӑл хӑйӗн чӑн-чӑн ятне те пӗлмен хӗр патне ним пытармасӑрах ҫырчӗ.

Анчах вӑл хӑйне ҫирӗп те хаваслӑ сӑмах пачӗ: хамӑн ӗмӗте пурнӑҫа кӳртсен, строя таврӑнсан, ӗҫлеме пултаракан пулсан, — Ольӑпа каллех юрату ҫинчен калаҫма пуҫлатӑп, терӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл хӑй умне лартнӑ тӗллев патне тата ытларах ҫине тӑрса, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса пыма тытӑнчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех