Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать

Пай: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хушнӑ: 2019.06.14 17:09

Пуплевӗш: 107; Сӑмах: 1397

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кӑнтӑрла ҫитнӗ тӗлелле сасартӑк усал хыпар пӗтӗм хулана пӑлхатса ячӗ. Телеграф та кирлӗ пулман, телеграф ҫинчен ҫынсем вӑл вӑхӑтра шухӑшламан та, — ҫав хыпар пӗр ҫынтан тепӗр ҫын патне, пӗр ҫуртран тепӗр ҫурт патне телеграф хӑвӑртлӑхӗпех куҫса пынӑ. Паллах ӗнтӗ, учитель шкул ачисене килелле салатса яна: учитель ҫавӑн пек тума чухламасан, пӗтӗм хула тӗлӗнетчӗ ӗнтӗ. Вӗлернӗ ҫын ҫумӗнче юнланса пӗтнӗ ҫӗҫӗ тупнӑ, ҫӗҫҫи Мефф Поттерӑн пулнӑ, ӑна тахӑшӗ палласа илнӗ, тет. Тата ҫапла та каланӑ: ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртсен икӗ сехет тӗлнелле, пӗр ҫын килелле таврӑннӑ чухне Поттер тӗлне ҫитсе тухнӑ, тет. Поттер шыв юхса выртнӑ ҫӗрте ҫӑвӑнса тӑнӑ, тет.

Ҫав сынна курсан, вӑл ҫавӑнтах таҫталла кайса ҫухалнӑ, тет, — ку ӗнтӗ ахальтенех мар пулӗ темелле. Ҫитменнине тата, ҫӑвӑнса хӑтланни те унӑн йӑли таврашӗ пулман. Тата ҫапла та калаҫнӑ: вӗлерекенне шыраса полици пӗтӗм хулипе ухтарса ҫӳренӗ, тет (калаҫнӑ чухне халӑх ҫынна айӑпламалли япаласене яланах час тупать те приговорсем туса хурать), анчах вӗлерекен ҫынне полици ниҫта та шыраса тупайман, тет. Пур еннелле те юланутсем янӑ, айӑплӑ ҫынна каҫчен тытаҫҫех тесе шанса тӑнӑ шериф.

Пӗтӗм халӑх масар ҫинелле чышӑнчӗ. Том та хӑйӗн ыратакан чӗри ҫинчен мансах, халӑх хыҫҫӑн утрӗ — вӑл хӑйӗн каяс килнипе каймарӗ: ун шучӗпе, халӗ ҫакӑнтан пӗр пин миля аякра пулнӑ пулсан, лайӑхрахчӗ. Анчах ӑна ҫавӑнпалла ӑнланмалла мар темӗнле вӑй туртрӗ. Ҫав хӑрушӑ вырӑна ҫитсе, вӑл хӑй пӗчӗк пулнипе малалла хӗсӗнсе кӗрсе кайрӗ те каллех ҫав тискер япалана курчӗ. Вӑл хӑй ҫакӑнта пулнӑранпа тем ӗмӗрех иртсе кайнӑ пек туйӑнчӗ ӑна. Такам ӑна аллинчен чӗпетсе илчӗ. Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ те Гекльберри куҫне курах кайрӗ. Ҫавӑнтах иккӗшӗ те икӗ еннелле пӑхма пуҫларӗҫ, вӗсем пӗр-пӗрин куҫӗнчен пӑхса илнӗ чухне кам та пулин мӗн те пулин асӑрхаман-ши тесе шухӑшларӗҫ. Анчах ҫынсем вӗсене асӑрхамарӗҫ те, пурте пӗр-пӗринпе калаҫса, ҫав тискер япаларан куҫӗсене илмесӗр пӑхса тӑчӗҫ.

«Мӗскӗн йӗкӗт!» «Телейсӗр ҫамрӑк!» «Акӑ, вилӗ вӑрлакансене асӑнмалӑх пулнӑ-ха!» «Мефф Поттерӑн, ӑна тытма пултарсан, ҫакӑнса тӑрассинчен хӑтӑлмалли те ҫук», — ҫакӑн пек каларӗҫ пурте пӗр сасӑпа. Пачӑшкӑ тата ҫапла каларӗ:
— Ку турӑ хушнипе пулнӑ.
Кунта турӑ ирӗкӗ, — терӗ.

Том пӗтӗм ҫанҫурӑмӗпе чӗтресе илчӗ, мӗншӗн тесен унӑн куҫӗ Джо индеецӑн салхуллӑ сӑнне курчӗ. Ҫав тапхӑрта халӑх шавласа каярах чакрӗ.

— Ҫав вӑл, вӑл! Вӑл кунта хӑех килет.

— Кам, кам? — тесе ыйтрӗ пӗр ҫирӗм сасӑ.

— Мефф Поттер!

— Пӑхӑр, чарӑнса тӑчӗ. Астӑвӑр ӑна, вӑл аяккалла каясшӑн. Тытӑр ӑна, ан ярӑр!

Том пуҫӗ тӗлӗнчӗ, йывӑҫсем ҫинче, ҫӑварӗсене карса ларакан ҫынсем: «Мефф Поттер кайма шутламасть те, вӑл именнӗ пек те нимӗн тума пӗлмен пек тӑрать ҫеҫ», — тесе пӗлтерчӗҫ.

— Нимӗн намӑса та пӗлмест! — терӗ тӑракансенчен пӗри. — Хӑй тунӑ тискер ӗҫе канлӗн пӑхса савӑнса тӑма килнӗ вӑл… кунта ҫынсем пулассине шутламан та вӑл.

Халӑх сирӗлчӗ те, вилӗ шӑтӑкӗ патнелле Поттера алӑран ҫавӑтса шериф чаплӑн утса пычӗ. Мӗскӗн Поттерӑн сӑнӗ-пичӗ хӑранипе йӑлтах улшӑнса кайнӑ, унӑн куҫӗсенче вӑл шутсӑр хӑраса ӳкни палӑрать. Вӗлернӗ ҫынна курсан, вӑл хӑйне тахӑше ҫапнӑ пекех чӗтресе илчӗ, питне аллисемпе хупларӗ те макӑрса ячӗ.

— Ҫакна эпӗ туман, тусӑмсем, — терӗ вӑл йӗрсе, — сире чӑн сӑмах паратӑп, эпӗ туман.

— Кам, ара, сана айӑплать? — тесе янтратса ячӗ тахӑшӗн сасси.

Ухӑ тӗлленӗ ҫӗрех пырса лекрӗ. Поттер пуҫне ҫӗклере те, хӑйӗн куҫӗпе нимӗн шанчӑк та ҫуккине палӑртса, чӗреренех пырса титвелле, йӗри-тавралла пӑхса илчӗ. Вӑл индееца курчӗ те ҫапла каларӗ:
— О, Джо индеец!
Эсӗ мана сӑмах патӑн, нихсан та…

— Ҫакӑ сирӗн ҫӗҫӗ-и? — Ҫын вӗлернӗ ҫӗҫҫе шериф Поттер сӑмси патнех илсе пычӗ.

Хӑйне ҫынсем ярса тытса хуллен ҫӗр ҫине лартман пулсан, Поттер ӳкнӗ пулӗччӗ. Унтан вӑл ҫапла каларӗ:
— Мана темӗн систерсе тӑчӗ: эпӗ ҫавӑнта каялла таврӑнса тупмасан… — Вӑл шартах сикрӗ, шанчӑка йӑлтах ҫухатса, алӑпа сулчӗ те: — Кала вӗсене, Джо, кала вӗсене, халӗ ӗнтӗ нимӗн тумалли те ҫук… — терӗ.

Ҫав намӑссӑр суеҫӗ епле вӗлернине хӑйӗнчен шухӑшласа кӑларса, нимӗн именмесӗр калама пуҫласан, Гекльберрипе Том хӑраса, тӗлӗнсе хытсах кайрӗҫ, куҫпуҫӗсене те чарсах пӑрахрӑҫ. Ачасем кашни минутрах уяр пӗлӗт ҫинчен Джо пуҫӗ ҫине кӗҫех аҫа ҫапӗ тесе кӗтсе тӑчӗҫ, турӑ ҫитересси час пулманнинчен тӗлӗнчӗҫ вӗсем. Каласа пӗтерсен те Джо ҫав-ҫавах чӗрӗ юлнине курсан, хӑранӑ хушӑра вӗсен тупа тунине пӑрахӑҫласси тата айӑпсӑрах айӑпласа хунӑ Поттера ҫӑласси килсе кайрӗ. Анчах ҫак шухӑш та часах иртсе кайрӗ, мӗншӗн тесен вӗсене ҫав усал Джо шуйттана сутӑнни паллӑ пулса тӑчӗ, шуйттан пек вӑйлӑ персонӑпа унӑн ырлӑхӗшӗн тавлашма та шикленмелле.

Тахӑшӗ Поттертан: «Ма эсӗ тармарӑн? Ма кунта килтӗн?» — тесе ыйтрӗ.

— Эпӗ урӑхла тума пултараймарӑм… Эпӗ пултараймарӑм! — тесе йынӑшса ячӗ Поттер. — Эпӗ аяккалла тарас тенӗччӗ, анчах урасем хӑйсемех мана кунталла сӗтӗрсе килчӗҫ. — Вӑл каллех макӑрса ячӗ.

Темиҫе минутран, причак ҫитерсе ыйтнӑ чухне, индеец каллех нимӗн пӑшӑрханмасӑр-тумасӑрах хӑй мӗн каланине тепӗр хут каласа пачӗ. Ачасем вара, ӑна ҫапах та пӗлӗт ҫинчен аҫа ҫапманнине кура, Джо шуйттана сутӑннине ӗненмеллипех ӗненчӗҫ. Вӑл вӗсен куҫӗнче тӗнчери чи усал япала пулин те, сасартӑках чи ытармалла мар япала пулса тӑчӗ, вӗсем тӗлӗнсе ҫеҫ пӑхакан куҫӗсене унӑн пичӗ ҫинчен те илеймерӗҫ. Май килсен, Джо хыҫҫӑн ҫӗрлехи каҫсенче астукаласа ҫӳрес тесе шут тытрӗҫ вӗсем хӑйсен ӑссӗн, унӑн тискер хуҫине епле те пулин пӑртак курма пулмӗ-ши, терӗҫ.

Ҫын виллине аяккалла турттарса кайнӑ чухне Джо индеец ӑна ҫӗр ҫинчен урапа ҫине хӑпартса хума пулӑшрӗ. Халӑх хушшинче пурте чӗтресе илчӗҫ: лӑп ҫав тапхӑрта суран ӑшӗнчен юн тумламӗсем юхса тухрӗҫ, тесе пӑшӑлтатма пуҫларӗҫ. Ӑнсӑртран ҫавӑн пек телейлӗ япала пулни чӑнах та кам вӗлернине кӑтартса парӗ, тесе шухӑшларӗҫ ачасем. Анчах вӗсен кӗтни пурнӑҫланмарӗ: мӗншӗн тесен нумайӑшӗ ҫӑвӑнтах:
— Ун чухне Мефф Поттер ҫын виллинчен виҫӗ утӑмра тӑратчӗ, — терӗҫ.

Том хӑрушӑ япала пӗлсе тӑнипе тата хӑй темӗн лайӑх мар тунӑ пек ӳкӗнсе асапланнипе ҫавӑн хыҫҫӑн пӗр эрне хушши ҫӗрле йӗркеллӗ ҫывӑраймарӗ. Пӗрре ирхине, апатланса ларнӑ хушӑра, Сид ҫапла каларӗ:
— Том, эсӗ ҫывӑрнӑ чухне ытла та ҫаврӑнкаларӑн, тӗлӗкре питӗ калаҫса выртатӑн, ҫывӑрма та памастӑн… ҫӗрле эпӗ ҫур ҫӗрччен те ҫывраймарӑм, — терӗ.

Том шуралса кайса пуҫне усрӗ.

— Вӑл ырӑ паллӑ мар, — терӗ Полли мӑнаккӑшӗ. — Сан пуҫунта мӗнле шухӑш пур, Том?

— Нимӗн те мар! Нимӗн те мар!

Ҫапах та ачан алли чӗтренсе илчӗ те чашӑкӗнчи кофе тӑкӑнса кайрӗ.

— Эсӗ темтепӗр лӑпӑртататӑн, — терӗ татах Сид. — Сӑмахран, кӗҫӗр каҫхине эсӗ пӗрмаях: «Юн, юн, авӑ мӗн вӑл!» — тесе выртрӑн. Ҫавна темӗн тӗрлӗ те каласа хӑтлантӑн. Унтан: «Ан асаплантарӑр мана ун пек, эпӗ калатӑп», — терӗн. Калатӑн-и? Мӗн калатӑн-ха апла?

Тома хӑй умӗнче пурте шума тапратнӑ пек туйӑнса кайрӗ. Ҫав тапхӑрта темӗн пулма пултаратчӗ, ӑна калама хӗн, анчах, телее пула, ҫав тапхӑрта Полли мӑнаккӑшӗ пӑшӑрханнӑ пек пӑхни иртсе кайрӗ те, вӑл, хӑй те пӗлмесӗрех, Тома ҫӑлӑнса тухма пулӑшрӗ. Вӑл ҫапла каларӗ:
— Ох!
Ҫав вӑл пӗтӗмӗшпех хайхи ҫынна тискеррӗн пусса пӑрахнӑран. Мана хама та вӑл кашни каҫах тӗлленет. Хӑшпӗр чухне тӗлӗкре куратӑп: вӗлерекенӗ эпӗ пек.

— Манпа та ҫавнашкалах пулкалать, — терӗ Мэри. Ҫавӑн пек ӑнлантарса панине Сид чӑнласах йышӑннӑ пек туйӑнчӗ.

Том, лайӑхрах сӑлтав тупса, аяккалла шӑвӑнчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара, шӑл ыратать тесе, пӗр эрне хушши тенӗ пек вӑл ҫывӑрма выртас умӗн ямах шӑммине тутӑрпа туртса ҫыха-ҫыха лартрӗ. Вӑл ҫакна пӗлмерӗ: Сид каҫсеренех юриех ҫывӑрмасть-мӗн, хӑш-хӑш чухне, Том ҫыхнине пушатса, вӑл мӗн-мӗн каланисене чавсаланса итлесе выртать-мӗн те, вара каллех ҫыхнине тӳрлете-тӳрлете хурать-мӗн.

Томӑн ӑшчикки пӑшӑрханни хуллен-хулленех иртсе кайрӗ; ӑна шӑл ыратасси те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, ҫавӑнпа вӑл ӑна пӑрахӑҫа кӑларчӗ. Хӑй тӑванӗ аташса выртнӑ чухне пӑт-пат каласа яракан сӑмахсем тӑрӑх Сид мӗн те пулни шухӑшланӑ пулсан та, вӑл ҫав шухӑшсене хӑйӗн ҫумӗнчех хӑварчӗ.

Ҫав вӑхӑтра Томӑн юлташӗсем ҫӗнӗ вӑйӑ вӗренчӗҫ: кушак виллисене тӗпчесе ҫӳреме тапратрӗҫ, ҫав вӑйӑ кашни хутӗнчех Тома тискер ӗҫ пулса иртни ҫинчен астутарчӗ. Сид ҫакна асӑрхарӗ: ку таранччен Том, пур вӑйӑра та хӑйне пирвайхи рольсем панине пит юратнӑ пулин те, ҫав вӑйӑра нихҫан та аслӑ следователь пулма килӗшмерӗ. Сид ҫавӑн пекех тата Том свидетель пуласран та пӑрӑна-пӑрӑна юлнине асӑрхарӗ, ку та темӗнле тӗлӗнмелле пек туйӑнчӗ ӑна. Сид ҫакна та асӑрхамасӑр хӑвармарӗ: ҫавӑн пек вӑйӑсенчен Том, йӗрӗннипе, кӑшт та пулин май килсенех пӑраха-пӑраха тарать. Сид ҫавӑн пек тӗлӗнмелле япаласем пирки шутласа хӑй пуҫне ҫӗмӗрчӗ, хӑй ҫапах нимӗн те шарламарӗ. Калас пулать, ҫавӑн йышши вӑйӑсем часах модӑран тухрӗҫ те Тома асап кӑтартма пӑрахрӗҫ.

Ҫавӑн пек хуйхӑллӑ вӑхӑтра Том кашни кунах е пӗр кун сиктерсе, май килсенех «ҫын вӗлернӗскер» ларнӑ ҫӗре, тӗрмен решеткеллӗ пӗчӗк чӳречи патне, пырса ҫӳрерӗ, ҫав ҫын валли вӑл тӗрлӗрен тутлӑ япаласем, хӑй мӗн тупма пултарнине вӑрттӑн иле-иле пычӗ. Тӗрме хула хӗрринче ларакан пысӑках мар чул ҫуртра. Унта хурал таврашӗ те ҫук, тӗрминче ларакансем те сайра хутра ҫеҫ пулкалаҫҫӗ. Ҫавӑн пек пӗчӗккӗн иле-иле пырса панисем Томӑн ӑшчиикине самаях лӑплантарчӗҫ.

Хулари ҫынсен вилӗсене вӑрланӑшӑн Джо метиса пӗрре хӗн кӑтартасси килчӗ. Вӗсем ӑна, сӑмалапа сӗрсе, тӗк ӑшӗнче йӑвалантарса, кашта ҫине утлантарса хуларан илсе тухасшӑн ҫунчӗҫ. Анчах, пурте унран хӑраса тӑнӑран, ҫав ӗҫе пуҫарса яма хӑяканни никам та тунӑнмарӗ, ҫавӑнпа вара вӑл ӗҫ пулмарӗ те. Хӑйне икӗ хутчен тӗпченӗ чухне те метис тӳрех ҫапӑҫу тухнинчен пуҫласа каласа пачӗ, малтан вилле вӑрлани ҫинчен асӑнмарӗ те, ҫавӑнпа судра та ҫав ыйтӑва тапратмалла мар турӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех