Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вуннӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Улттӑмӗш пай. Катя Татаринова каласа пани. Ҫамрӑклӑх хунать

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.12 20:41

Пуплевӗш: 60; Сӑмах: 903

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ҫӗрле

Улттӑрах хӑй патне таврӑнаймарӗ вӑл, вунпӗрелле ҫеҫ, Петя патне те кӗмен иккен, «Асторие» каҫхи апат тума халех хӑй патне пыма хушрӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫаплах кун каҫа апатланайман, шуйттанла выҫса ҫитнӗ, пӗччен ҫиесси вара кичем ӗҫ иккен.

Петьӑна та ҫак канӑҫсӑр кун ӗшентернӗ, йӑрӑ пулмашкӑн тесе выҫварлах вӑл эрех те сыпнӑ иккен, халӗ акӑ диван ҫинчех куҫне уҫи-уҫми выртать, чурӑс сӑмси ҫине пӑхсан, армак-чармакла алли-ури ҫине пӑхсан, Петрушка выртать тейӗн ҫав.

Эпӗ Саньӑна кӗтсе илнӗ кунсене лайӑхах астуса тӑратӑп, курнӑҫнӑ кунсене кӑна та мар, ҫыру илнӗ кунсене те астӑватӑп. Триумфальнӑйри пӗчӗк садра эпир апрелӗн 2-мӗшӗнче курнӑҫнӑ, Пысӑк театр патӗнче — июнӗн 13-мӗшӗнче. Паянхи асран кайми каҫ — майӑн 21-мӗшӗ, вӑл Арктика институтӗнчен телефонпа шӑнкӑртаттарчӗ те, эпӗ ун патне тухса кайрӑм.

Эпир пӗрне-пӗри мӗн ачаран пӗлсе тӑраттӑмӑр, эпӗ ӑна пӗлнӗ чухлӗ вӑл хӑй те хӑйне пӗлмест пек туйӑнатчӗ. Анчах ҫав каҫхине вӑл хӑйне тыткаланӑ пек унччен курманччӗ-ха. Апат тунӑ чух ҫавӑн пирки эп ӑна хам та каласа патӑм.

Проектне пӗтӗмпех йышӑннӑ иккен, институтра ӑна чылай комплиментсем каланӑ имӗш — вӗсем вырӑнсӑр та марччӗ пулӗ. Саня В. профессорпа та курнӑҫнӑ, вӑл хайхи «Св. Мария» куҫса пынӑ май утрав тупаканни, В. Саньӑпа питӗ ыррӑн калаҫнӑ, Саня ҫак илемлӗ те пысӑк Ленинградра, ҫак хулара летчиксен шкулӗнче вӗреннӗрен вара юратса тӑрать — Заполярьери шӑплӑх хыҫҫӑн — Ленинград! Пурте ӑнӑҫса пырать-ха, пурте лайӑх.

Вӑл телейлӗ иккенне, вӑл ӑнӑҫтарнине пит-куҫӗнчен пӑхсан та, кашни хусканчӑкне курсан та, ҫинине те пулин пӑхсан та курма пулать! Куҫӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, хӑй тӳремӗн тӑрать те хӑйне ирӗклӗн тыткалать. Эп ӑна мӗн ачаран юратса тӑратӑп, апла пулмасан та кӗҫӗр каҫ пурпӗрех ӑна юратса пӑрахнӑ пулӑттӑм.

Темӗн ҫиеттӗмӗр эпир вӗҫӗмсӗр, унтан уҫӑлса ҫӳреме тухрӑмӑр, мӗншӗн тесен эпӗ Ленинграда курма ӗлкӗреймерӗм-ха терӗм, Саня хӗрсе ҫитрӗ те «эппин ку мӗнле хула иккенне хам кӑтартса ҫӳрем-ха сана» терӗ.

Виҫҫӗмӗш сехетчӗ ӗнтӗ, сӗм-тӗттӗм пулмалли вӑхӑтчӗ, анчах эпир «Асторирен» тухсан питӗ ҫутӑччӗ, Гоголь урамӗпе иртнӗ чух юри чарӑнса хаҫат вулама тытӑнтӑм.

Шурӑ каҫ! Анчах Саня: мана унпа тӗлӗнтереймӗн, терӗ. Ленинградра вӗсем ҫур ҫулталӑка ҫити пыманнипе ҫеҫ лайӑх тӗрӗ.

Эпир Главнӑй штаб хапхи витӗр тухрӑмӑр, пирӗн куҫа кунта капӑр та пушӑ площадь курӑнса кайрӗ — пысӑк та мар вӑл, ҫапах та ирӗк, Мускаври уҫӑ плошадьсем пек мар, темле чипертерех курӑнать. Вӑл мӗнле площадь иккенне пӗлменнишӗн ирӗксӗрех вӑтантӑм, вара Саня вырӑс историйӗн урокне 1917-мӗш ҫулхи ноябрӗн 7-мӗшӗ таранччен мана кӗскен каласа пачӗ.

Унтан вара эпир Халтурин урамӗпе иртрӗмӗр — ҫурт ҫумӗнчи хунар айӗнче ҫырнине вуланипе пӗлтӗм ӑна эпӗ — кайран, Эрмитижӑн ҫӳлӗ хапхине хулпуҫҫи ҫинче ҫӗклесе таракан колоссен умӗнче пайтах чарӑнса тӑтӑмӑр. Саня мӗнле пӑхрӗ пуль вӗсем ҫине, пӗлместӗп, эпӗ вара ҫав колоссем чӗрӗ пекех тесе хӗрхенсе пӑхрӑм — вӗсене тем пек йывӑр та, ҫапах вӗсем пите кӗрнеклӗ.

Унтан эпир шыв хӗрринчи урама тухрӑмӑр — акӑ ӑҫта иккен ҫав шурӑ каҫ — кун ҫути те мар, ҫӗр ҫути те мар ир те мар, каҫ та мар! Ҫар медицини академи ҫурчӗ ҫинче тӳпе теттӗм кӑвакӑн курӑнать, сенкер кӑвакӑн, саррӑн, вут-хӗмӗн курӑнать — тӗнчере мӗн тӗслӗ ҫутӑ пур, пурте ҫакӑнта тейӗн ҫав! Таҫта хӗвел пурччӗ ҫавӑнта. Петропавловски крепость ҫийӗнче вара йӑлтах урӑхла тӗсчӗ, тӗтрелле-сӑрккаччӗ, вӗсене пӗр тӳпе тесен ӗненмелле мар урӑхла тӗслӗччӗ. Малтанласа эпир крепость ҫине ҫавӑн тӗлӗнчи тӳпе ҫине темӗнччен пӑхса тӑтӑмӑр, унтан ҫавӑнтах Ҫар медицини академийӗпе унӑн пӗлӗчӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр та, пӗр самант хушшинчех пӗр тӗнчерен тепӗр тӗнчене — куҫа илӗртмен сӑнран ытарайми тӗссемпе хӑвӑрт-хӑвӑрт ялкӑшса та улшӑнса тӑракан тӗнчене куҫнӑ пек туйӑнчӗ.

Сулхӑнлатрӗ, эпӗ ытла ҫӳхе тумланнӑччӗ, Саня плащӗпе иксӗмӗр те пӗркентӗмӗр, ҫапла ытакланса нумайччен сӑмах чӗнмесӗр лартӑмӑр.

Эпир ҫурма ҫаврака гранит тенкел ҫинче, шӑпах. Невана анас ҫӗрте лартӑмӑр, таҫта аялта вара чуллӑ ҫырана ҫапӑнан хумсем шавлани кӑшт ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ.

Ҫав каҫхине ман кӑмӑлӑм епле тулли иккенне, хам епле телейлӗ иккенне каласа пама сӑмах та ҫитерес ҫук! Тинех ӗнтӗ эпир пӗрле, нихҫан уйрӑлмасса пӗрле пултӑмӑр. Текех ӗнтӗ пӗр-пӗрне тӳрре тухма та, пӗр-пӗрне вӑрҫма та кирлӗ марччӗ. Эпӗ унӑн ҫирӗп те сарлака, савнӑ аллине тытрӑм та чуптуса илтӗм, вӑл ман алла чуптурӗ.

Ӑҫта кӑна ҫитсе ҫӳремерӗмӗр-ши ҫав каҫхине, астумастӑп та, Нева патӗнчен кая пӗлменнине ҫеҫ астӑватӑп. Сенкер тӑрӑллӑ мечет, икӗ минаретлӑскер — пӗри ҫӳлӗ, тепри лутрарах — пӗрмай пирӗн умра курӑнса тӑчӗ, эпир тек ун патнелле утрӑмӑр, вал пиртен пӗрмаях аяккалла куҫнӑ пек курӑнчӗ.

Урамсене те шӑлса тасатрӗҫ, Выборгски енче сарӑ хӗвел ҫаврашки чылай ҫӳле хӑпарнӑччӗ, ҫав каҫпа мӗнле уйрӑлас килместчӗ пулин те, вӑл ҫаплах иртсе пычӗ — Саня вара ҫинчех Петьӑпа телефонпа калаҫма шут тытрӗ.

— Ҫак каҫа вӑл мӗнле ирттерме шухӑшлани ҫинчен ыйтса пӗлӗпӗр-ха унтан, — терӗ вӑл кулкаласа.

Анчах эпӗ ӑна чӑрмантарар мар-ха терӗм, мӗншӗн тесен телефон тепӗр пӳлӗмреччӗ, эпир Беренштейн фотограф-художникӑн ҫемйине пӗтӗмпех вӑратнӑ пулӑттӑмӑр.

— Ҫемйи питӗ лайӑх вӗсен, ҫутӑли-ҫутӑлми вӗсене вӑратни — мӑшкӑл кӑтартнӑ пек пулӗччӗ.

Мечӗт патӗнче — ҫитрӗмӗрех вӗт ҫав мечӗт патне — Саня такси чарчӗ, таксире вара пире сасартӑк питӗ канлӗ пек пулчӗ, Саня мана утравсене ҫитсе курма ӳкӗтлеме тытӑнчӗ, унтан вара Петя патне кайӑпӑр терӗ. Анчах хӑйне ӑна ыран та ытла ӗшенме тиветчӗ, ҫавӑнпа эпӗ малтан кӑштах та пулин кӗрсе ҫывӑрма сӗнтӗм…

Вара «Асторие» таврӑнтӑмӑр та кофе вӗретме тытӑнтӑмӑр. Саня кирек хӑҫан та кофейникпа спиртовка хӑйпе пӗрле илсе ҫӳретчӗ — Ҫурҫӗрте пурӑннӑ чух вӑл кофе ӗҫме хӑнӑхнӑ.

— Ытла аванран хӑрушӑ та-ҫкӗ, чӑнах-и? — терӗ те вӑл мана ыталаса илчӗ. — Епле сикет сан чӗрӳ! — Манӑнне те, итле-ха эс.

Вӑл ман алла илсе чӗри тӗлне хучӗ.

— Ӑш выртмасть пирӗн, кулӑшла мар-и ку, чӑнах?

Хӑйне илтмесӗр вӑл темӗн каларӗ, сасси те ӑшӗ капланнине пула сасартӑк урӑхла илтӗнчӗ…

Сковородниковсем патне пӗрремӗш сехетре тин кайрӑмӑр. Пӗчӗкҫӗ кӑна питӗ чипер майра алӑк уҫрӗ те Петя килте ҫук тесе пӗлтерчӗ.

— Вӑл клиникӑна кайрӗ.

— Ир-ирех-и?

— Ирех.

Вӑл пӑшӑрханни курӑнсах тӑратчӗ.

— Мӗн пулнӑ эппин?

— Темӗнех пулман. Вӑл телефонпа калаҫма тытӑнчӗ те Александра Ивановнӑна кӑштах йывӑртарах тесе пӗлтерчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех