Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пыл хуртне мӗн пулчӗ-ши?

Автор: Надежда КУДРЯШОВА, Юрий МИХАЙЛОВ

Ҫӑлкуҫ: Хресчен сасси, 2019.07.17, 26(2765)№

Хушнӑ: 2019.07.17 22:40

Пуплевӗш: 73; Сӑмах: 667

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Пур чухне те усӑллӑ мар

Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх перепиҫӗ тӑрӑх, ҫӗршывра пыл хурчӗн ҫемийсен шучӗ 3 миллион кӑна юлнӑ. Специалистсен шухӑшӗпе вара ӳсен-тӑрансене шӑркалантарма вӗсен йышӗ 7,2 миллионран кая мар кирлӗ. Вунӑ ҫулта кӑна икӗ перепиҫ хушшинче ҫак усӑллӑ хурт хисепӗ 18% ытла чакнӑ.

Пирӗн республикӑра та лару-тӑру ҫивӗч. Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн Чӑваш Енри тата Ульяновск облаҫӗнчи управленине вӗлле хурчӗсен шӑпишӗн пӑшӑрханса ҫырнӑ ҫырусем сахал мар килеҫҫӗ. Тӗрлӗ районта пурӑнакансемшӗн те ҫак ыйту ҫивӗч тӑрать.

Акӑ Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчен килнӗ ҫырӑвах илер-ха. Ҫынсем хуҫалӑхсенче, уй-хирте хими хутӑшӗпе виҫесӗр усӑ курнипе кӑмӑлсӑр пулнине палӑртаҫҫӗ. «Пыл хурчӗсем кӑна мар, тавралӑх шар курать», — тесе пӗлтереҫҫӗ ялта пурӑнакансем. Хими хутӑшне пула улма-ҫырла йывӑҫ-тӗмми чирлеме тытӑннӑ-мӗн. Хӑшӗ-пӗрин груша тата улмуҫҫи типсех ларнӑ. Пуринчен ытла хурт-хӑмӑр ӑстисем шар курнӑ. Пыл тухӑҫӗ палӑрмаллах чакнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗрпӳсем иртнӗ ҫул 5-10 ҫухрӑмри ялсенче пыл аван пухса илнине пӗлтереҫҫӗ.

Вырӑнти фермер уйсенче хими хутӑшӗсемпе усӑ курасси ҫинчен хаҫатра пӗлтернине те асӑннӑ ҫырура. Анчах ҫакӑ та пыл хуртне упраса хӑварма пулӑшаймасть. Хурт-кӑпшанкӑ выльӑх мар, картана хупаймӑн ҫав. Вӗллере пӑчӑхса та вилме пултараҫҫӗ. Аякка, хими хутӑшӗнчен таса вырӑна илсе каяс — чӑрмавлӑ. Вӗлле хуртне пенсионерсем ытларах тытаҫҫӗ-ҫке.

Муркаш тӑрӑхӗнче вара уй-хирте хими хутӑшӗпе усӑ курасси пирки халӑха пӗлтерсе чӑрманмаҫҫӗ. «Кун пек пыл хурчӗ кӑна мар, усӑллӑ ытти кӑпшанкӑ та пӗтме пултарать», — пӑшӑрханаҫҫӗ ҫынсем. Трак тӑрӑхӗнчи утарҫӑ та вырӑнти агрофирма гербицидсемпе усӑ курнӑ хыҫҫӑн пыл хурчӗсем вилме пуҫланӑран тӗрӗслев ирттерме ыйтса ҫырнӑ.

Ҫакӑн евӗрлӗ ҫырусем ытти районтан та пулчӗҫ. Утарҫӑсем пӑшӑрханни ахальтен мар. Тӗслӗхрен, диметоатах илер-ха. Унта нумай инсектицид — сиенлӗ хурт-кӑпшанка пӗтерекен хими препарачӗсем — пур. Вӑл — пыл хурчӗсемшӗн чӑн наркӑмӑш. Ҫак инсектицидсемпе пур ҫӗрте те усӑ кураҫҫӗ темелле. Унӑн хакӗ йӳнӗ пулни те витӗм кӳрет-тӗр.

Кунсӑр пуҫне чир-чӗр те киревсӗр ӗҫне тӑвать. Сӑмахран, варроатоз. Пӗлтӗр Раҫҫейре ҫак чире тупса палӑртнӑ 75 тӗслӗхе шута илнӗ. Чӑваш Енре вара иртнӗ ҫул ҫӗртекен чир (Европейский гнилец пчел) Муркаш, Шупашкар районӗсенче шар кӑтартнӑ. Мобильлӗ ҫыхӑну хатӗрӗсем те пыл хурчӗсене сиен кӳреҫҫӗ. База станцийӗсем вырнаҫтарнӑ вырӑнсенче утарсем пушанса юлнӑ тӗслӗхсем сахал мар. Шел, тӗрлӗ амакран сиплемелли эмелсем те иккӗлентереҫҫӗ. Акӑ тӗрӗслевҫӗсем пӗр сайтра кӑна регистрацилемен 10 препарат тупса палӑртнӑ. Кунта шӑпах пыл хурчӗсен эмелӗсем пирки сӑмах пырать.

Ҫакнашкал тӳнтерле пулӑмсенчен мӗнле сыхланмалла? Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пурӑнакансем уй-хирте хими хутӑшне ҫанталӑк сивӗ, сывлӑш температури 10-12 градусран пӗчӗк пулсан, усӑ курма сӗнеҫҫӗ. Е каҫхине, ҫичӗ сехет иртсен, сапма юрать: ку вӑхӑтра пыл хурчӗсем вӗҫмеҫҫӗ.

Специалистсем управление килнӗ кашни ҫӑхава тишкернӗ. Лару-тӑруран тухма ҫул-йӗр шыранӑ. Сӑмах май, специалистсем пыл хурчӗсен пылак ҫимӗҫӗн пахалӑхне те тӗрӗсленӗ. Пыла, ҫимӗҫ рационра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑран, Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗ ятарлӑ мониторинг тӗпчевне кӗртнӗ. Пӗлтӗр ҫӗршывра пахалӑх тата хӑрушсӑрлӑх тӗлӗшпе тивӗҫтермен тӗслӗхсем те пулнӑ. Сӑмахран, хӑрушсӑрлӑх тӗлӗшпе 1372 партирен 132-шӗ иккӗленӳ ҫуратнӑ, пахалӑх енчен 203 партирен — 13-шӗ.

Чӑваш Енре утарҫӑсене асӑрхаттарма тивнӗ, уйрӑмах суту-илӳ вырӑнӗсенче. Ҫитменлӗхе пӗ-теричченех куҫран вӗҫертмен тӗрӗслевҫӗсем. Ҫынсене сывлӑха ҫирӗплетме пылак кӑна мар, паха пыл та кирлӗ.

Вӗллесем пушанаҫҫӗ

Мари Элти 5 районта. Ку тӑрӑхри хурт-хӑмӑр ӑстисем влаҫ органӗсене ҫӑхав-ӳпкев июнь уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫырма тытӑннӑ.

Прокуратура ӗҫ пуҫарнӑ. Пыл хурчӗсем мӗншӗн вилнине тӗпчеме Хусанти наука-тӗпчев институтне шаннӑ. Регионӑн Ял хуҫалӑх министерстви сиен сӑлтавне агрокультурӑсене сӑтӑрҫӑсенчен хими им-ҫамӗпе хӳтӗленипе ҫыхӑнтарнӑ. Марат Ахметов министр аграрисене вӑйра тӑракан саккунсем пестицидпа усӑ курма чарманнине, ҫапах та ӑна уй-хирте пӗрӗхтерме пуҫличчен хурт-хӑмӑр ӑстисене маларах пӗлтерме чӗнсе каланӑ.

Кӳршӗ Удмурт Республикинчи 4 районта та хуртсем ӳке-ӳке вилеҫҫӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ минерал удобренийӗпе пестицидсенче тесе шухӑшлаҫҫӗ хурт-хӑмӑр ӑстисем. Пыл хурчӗсем йышлӑн вилни ҫинчен РФ Хурт-хӑмӑр ӑстисен наци союзне Воронеж, Липецк, Рязань, Ростов, Саратов, Смоленск, Мускав, Липецк облаҫӗсенчен, Ставрополь тата Краснодар крайӗсенчен, ытти регионтан ҫу пуҫламӑшӗнче пӗлтерме тытӑннӑ.

Ҫак инкек — Курск облаҫӗнчи 10 районта. Ҫемьесен 75% пӗтнӗ. Ҫакна ял хуҫалӑх культурисене сӑтӑрлакан хурт-кӑпшанка пӗтернӗ чухне усӑ курнӑ препаратра фосфорӑн органика ҫыхӑнӑвӗ пуррипе ӑнлантарнӑ.

Хуртсем Пушкӑртстанри 7 районта та вилнӗ. Ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Ревнер Байтуллин шухӑшӗпе, рапс уйӗсенче усӑ курнӑ химикатсем сӑтӑр кӳнӗ. Кунта пӑтӑрмаха тӗпчеме комисси туса хунӑ. Сӑмах май, кӑҫал Пушкӑртстан хурт-хӑмӑр хуҫалӑхӗсене аталантарма 1,1 млрд тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Раҫҫей саккунӗпе килӗшӳллӗн хуртсем мӗнле сӑлтава пула вилнине судра ҫирӗплетсен тӑкака айӑплин саплаштарма тивет. Рязань облаҫӗнчи Иван Воюкин ӑста суда тавӑҫ тӑратнӑ ӗнтӗ. РФ Хурт-хӑмӑр ӑстисен наци союзӗн ертӳҫисем кӑҫал ҫемьесен ҫурри вилсе пӗтме пултарать теҫҫӗ. Шел, Чӑваш Енре те ку енӗпе лару-тӑру ҫивӗч.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех