Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле

Автор: Николай Андреев

Ҫӑлкуҫ: Килти архив

Хушнӑ: 2019.06.28 11:26

Пуплевӗш: 310; Сӑмах: 1964

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

1-мӗш сыпӑк

…Ҫӗр варринче телефон шӑнкравланипе вӑранса кайрӗ Платон. Ырра маррине сиссе чӗри сиксе тухасла тапма тытӑнчӗ. Вырӑн ҫинчен сиксе тӑрса сасӑ енне ыткӑнчӗ арҫын.

— Да! — кӑшкӑрчӗ чӗтрекен аллипе телефон кӗпҫине ярса тытса.

— Сирӗн Виталийӗр каллех пӑкӑ пек ӳсӗр килчӗ. Чараймарӑм. Гараж алӑкне ҫӗмӗрсе кӗрсех машинапа таҫта тухса кайрӗ… — «савӑнтарчӗ» кинӗ.

— Хӑҫан?!

— Пӗр ҫур сехет кайӗлле.

— Эпӗ мӗн тӑваяп вара?! — хӑтӑрса тӑкрӗ кинне вӑл. — Ыран ирех ӗҫе каймалла. Эсир мана канлӗ ҫывӑрма памастӑр. Хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр! — ҫилӗпе вӑрчӗ телефон кӗпҫине хӑй вырӑнне.

— Кам вӑл? Мӗн пулнӑ? — илтӗнчӗ тӗттӗмре арӑмӗн хӑранӑ сасси.

— Кин шӑнкравлать. Витали каллех ӗҫнӗ тет. Гаражӗнчен машинине илсе тухса кайнӑ…

Ҫӗрӗпе сӳнмерӗ ҫутӑ. Ывӑлне тарӑхнипе пӳртрех сигарет тивертсе ячӗ Платон. Пӳлӗмре унта-кунта уткаларӗ.

«Мӗншӗн сирӗн Виталийӗр? Мӗншӗн ман мӑшӑрӑм темест. Тахҫанах ҫемье ҫавӑрнӑ ывӑлӗшӗн ашшӗпе амӑшӗ яваплӑ-и?» — кинне те тарӑхрӗ вӑл. — «Хӑҫанччен ҫав ӑнман ачашӑн пӑшӑрханса пурӑнмалла?»

Райцентрти пӗр тухтӑрпа калаҫса татӑлса салтака илсе каясран хӑтарса хӑварнӑ чухне мӗн чухлӗ тӑкакланчӗ вӑхӑтӗнче. Тен йӑнӑш турӗ ҫавӑн чухне. Ӑс кӗрсе килнӗ пулӗччӗ унта пӑртак. Анчах самани урӑхлаччӗ ҫав вӑл вӑхӑтра. Чечен вӑрҫи пыратчӗ. Ывӑлне ҫавӑнта илсе кайса вӗлересрен шикленчӗҫ.

Сигарет тӗтӗмӗпе чыхӑна пуҫланӑ арӑмӗ ӑна тула хӑваласа кӑларчӗ. Крыльца ҫинчи ҫутта ҫутса алкумне тухрӗ. «Курение убивает» — вуласа илчӗ пачка ҫинчи пысӑк саспаллисене. Пушаннӑ пачкӑна ҫилӗпе лӳчӗркесе карлӑк урлӑ вӑрчӗ. Картлашка ҫине лайӑхрах вырнаҫса ларса юлашки сигарета тивертсе ячӗ.

«Сигарет туртни мар, ывӑлӗ вӑхӑтран малтан вӗлерме шутланӑ пулас ашшӗне. Халӗ те ӑс кӗмен-ха. Арӑмӗ, икӗ ачи пур. Вӑл вара ачалла хӑтланса гаражран машина вӑрласа тухса тарать. Хӑйшӗн пӑшӑрханни пирки шутлать-ши пӑртак та пулин? Ӑҫта ҫӳрет-ши ҫак самантра? Тен, руль умӗнче ҫывӑрса кайса таҫта пырса ҫапӑннӑ, е кама та пулин таптаса вӗлернӗ?»

Машина сасси илтӗнмест-и тесе тавралӑха тӑнларӗ. Ҫурҫӗр паҫӑрах иртрӗ ӗнтӗ. Кӳршӗ касӑри клуб умӗнчи ҫамрӑксем те саланса пӗтрӗҫ пулас. Ниҫта пӗр сасӑ илтӗнмест. Сигарет тӗтӗмӗпе киленсе ларса, тула аялти тумӗ вӗҫҫӗн анчах тухнӑскер, шӑнса кайнине сисе пуҫларӗ. Тӗпчӗке сурчӑкӗпе йӗпетсе пусма умне ывӑтрӗ.

«Ну лекет те ха ӑна манран килне таврӑнсан», — тарӑхса утрӗ ҫывӑрма Платон.

Ҫӑвӗпе кӗлетсене ҫӗнӗ тырӑ кӗртме хатӗрлерӗҫ вӗсем. Склад заведующийӗ пулнӑ май Платон хӑй ертсе пычӗ ҫав ӗҫсемпе. Тырӑ хумалли кӗлетсене тӗплӗн тасатса тухрӗҫ. Ҫилпе уҫӑлтарса типӗтрӗҫ. Пуҫтарӑннӑ ҫӳп-ҫапа ҫунтарса ячӗҫ. Тахҫанах кивелнӗ складсене юсасах тӑмалла. Платниксем те хӑйӗнех тупма тиврӗ ӑна. Ӗҫсем пайтах. Аран ӗлкӗртсе пычӗ. Мӗнпур хушӑксемпе шӑши шӑтӑкӗсене кӗленче ванчӑкӗ тултарттарчӗ. Цемент хутӑшӗ ячӗҫ ҫавӑнтах. Вентиляци шӑтӑкӗсене сетка карчӗҫ. Акшар шывне пӑхӑр купорос хутӑштарса складсене шураттарчӗ. Вӑхӑтлӑ ӗлкӗрчӗҫ вӗсем. Тырҫи пуҫланчӗ. Паян-ыран кӗлетсене пӗрремӗш тырӑ кӗрӗ. Хӗрӳ тапхӑр вӑхӑтӗнче кунӗн-ҫӗрӗн килне килеймӗ. Ывӑлӗпе кинӗ вара кун пирки пачах шухӑшламаҫҫӗ.

Чӳречесенче кӑвак ҫутӑ палӑра пуҫласан кӗсье телефонӗ юрласа ячӗ. Платон утияла сирсе ывӑтса тенкел хыҫӗ ҫине ҫакнӑ шӑлаварӗ патне ыткӑнчӗ. Телефона кӗсьинчен туртса кӑларса сасӑ сӳниччен хуравлама васкарӗ.

— Итлетӗп!

— Атте хӑтар… — илтӗнчӗ тепӗр вӗҫӗнче Виталин сехерленсе ӳкнӗ сасси.

— Сывӑ-и хӑть?

Мӑшӑрӗ хыҫҫӑнах сиксе тӑчӗ хӗрарӑм. Хӑрушӑ хыпар каласса кӗтнипе арӑмӗн сӑнӗ хут пек шурса кайнине тӗксӗм пӳлӗмре те палӑрать.

— Сывӑ… — савӑнтарчӗ ӑна Платон.

— Аварие лекрӗм эпӗ! — кӑшкӑрчӗ телефонӗнчен Витали. —Пульницӑна илсе килчӗҫ.

— Мӗн?! Йывӑр суранлантӑн-и? Ӑҫта вара эсӗ халӗ? Инҫе-и ялтан? — хыпӑнса ӳкрӗ вӑл.

— Хамӑр район пульницинчех. Ҫук, суранланман эпӗ. Машинӑна та темех пулмарӗ. Хирӗҫ килсе ҫапӑннӑ машинӑрисем ҫеҫ виҫҫӗшӗ те йывӑр аманнӑ. Руль умӗнче ҫывӑрса кайнипе хирӗҫле ҫул ҫине тухнине сисмен те. Урӑ пулман пуль тесе гаишниксем юна илтерсе тӗрӗслеттерме шутларӗҫ… — тӗплӗн ӑнлантарчӗ Витали. — Атте! Эпӗ эрех ӗҫни палӑрсан мана тӑватӑ ҫул таранччен тӗрмене хупма та пултараҫҫӗ. Хӑтар мана. Калаҫса пӑх-ха хӑвӑн палланӑ тухтӑрупа. Тен, вӑл пулӑшӗ… — йӑлӑнчӗ ывӑлӗ.

— Манран пулӑшу ан кӗт! Илтетӗн-и?! — хаяррӑн кӑшкӑрчӗ Платон. —Айӑпа кӗтӗн пулсассӑн явапран та ан тар!

Телефона сӳнтерсе тенкел ҫине пӑрахрӗ.

Ҫакна илтнӗ арӑмӗ макӑрса ячӗ. Упӑшки патне чупса пычӗ.

— Платон, хӗрхен Виталие… — тархасласа пӑхрӗ куҫӗсенчен арҫынна.

Ывӑлне мар, амӑшне шелленипе палланӑ тухтӑра телефонпа шӑнкравласа ыйхинчен вӑратма тиврӗ…

Тӗлпулу хальхинче те ӑнӑҫлӑ иртрӗ Платоншӑн. Темле пуҫлӑхпа та туслӑ пулнӑ тухтӑр Виталие чӑннипех пулӑшрӗ. Унӑн юнӗнче эрех ӗҫни палӑрмарӗ. Ывӑлне пӗр ахалех ҫӑлса хӑвармарӗ тухтӑр. Платон ӑна ҫакӑншӑн пилӗк тонна тырӑ тупса пама сӑмах пачӗ. Вӑл склад заведующийӗ пулнине пӗлсех тырӑ пирки сӑмах хускатрӗ ҫӑлакан. Какай валли хуҫалӑхӗнче сысна ҫурисем усрани ҫинчен каларӗ. Ҫавсене ҫитерме кирлӗ имӗш.

Тырҫи вӑхӑтӗнче пилӗк тонна тырӑ вӑрласси Платоншӑн малтанласа темех мар пек туйӑнчӗ. Комбайн айӗнче хӑйӗн ЗИЛ-130 машинипе ҫӳрекен Кришук ун арӑмӗн шӑллӗ. Платона йысна тесе таҫтан чупса пырса алӑ парать. Машинине те Платон складран запас пайсем йӑкӑртса тухса панипе ҫеҫ хута ярайрӗ. Пулӑшма тивӗҫ. Сӑмакун юратакан хуралҫа улталама йывӑрах пулмӗ. Тырӑ ҫухалнине пӗлсен ҫавӑ сутса ӗҫнӗ теме те меллӗ.

Анчах тӗплӗнрех шухӑшласан иккӗлене пуҫларӗ. Тырҫи вӑхӑтӗнче йӗтем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ҫынран татӑлмасть. Тырӑ вӑрлассине асӑрхаттарас тӗллевпе полици ӗҫченӗсем ялан рейдра ҫӳреҫҫӗ. Райцентрти тухтӑр патне кайма ҫирӗм ҫухрӑм ытла. Кришука чарса тӗрӗслеме те пултараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн кӗлете кӗрес умӗн виҫе ҫинче те пӑхӑнмалла.

«Мӗнле йӗркелес-ха ҫак ӗҫе?» — УАЗӗпе ӗҫе кайнӑ май пуҫне ватрӗ Платон…

2-мӗш сыпӑк

Аркадий хӑйӗн мопечӗ патӗнче чакаланчӗ. Туянни уйӑх ытла пулин те техникӑпа кӑсӑкланакан ача ун ҫумӗнчен кая пӗлмерӗ. Ӗнер карбюраторне сӳтсе илсе тасатнӑ хыҫҫӑн мопед тата лайӑхрах ӗҫленине асӑрхаса савӑнчӗ. Хыҫалти урапи нипель тӗлӗнчен сывлӑш кӑларать иккен. Ӑна тултарчӗ.

Кӑмӑлӗ вара паян нихҫанхинчен те ҫӗкленӳллӗ. Ялта пурӑнакан кукамӑшӗпе кукашшӗ патне Димка килет. Аркадийӗн ӑна хӑйӗн мопедне кӑтартса мухтанасси килчӗ. Пӗлтӗр пӗве хӗррине кӑвайт ҫинче сосискисем ӑшаласа ҫиме велосипедсемпе кайнӑччӗ. Кӑҫал вӑл Димкӑна мопед ҫине лартса кайӗ.

Туссем кӑна мар, вӗсем ҫывӑх тӑвансем те. Кӳршӗллӗ пурӑнакан кукамӑшӗсем патне ҫуллахи канӑва ирттерме килеҫҫӗ. Тӑххӑрмӗш класа ҫеҫ каймалла пулнине пӑхмасӑр иккӗшӗ те тем ҫӳллӗш ӳссе кайнӑ. Димка амӑшӗпе кукамӑшӗ пек хурарах. Ҫӳҫӗ те хура тӗслӗ. Куҫӗсем хӑмӑр. Спортпа кӑсӑкланать. Аркадий вара шурӑ ӳтлӗ. Кӑвак куҫлӑ. Ҫӳҫӗ сарӑ. Пӑхсан Димка ҫывӑх тӑван пулать теме те хӗн.

Чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗ вӑл паян тусӗ хуларан килессе. Кӳршӗ урампа шурӑ тӗслӗ автобус чарӑну енне васканине пӳртсем хушшинчен курса юлташне тӗл пулма васкарӗ.

— Аркадий, хыҫалти фара ҫутмасть… — мопед чарӑннӑ-чарӑнманах аллине унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хурса пӗлтерчӗ Димка.

— Пӗлетӗп. Туяннӑ чухнех ҫаплаччӗ. Аттерен лампочка хуртарттарасшӑнччӗ, хирӗҫлерӗ. Полици хӑваламалла пулсан тарма меллӗ тесе ӑнлантарчӗ. Хӑйсем ача чухне юри ҫутмалла мар тӑваттӑмӑр тет.

Тин ҫеҫ каҫ сивлекне туйрӗ вӑл. Хулпуҫҫийӗсене ҫӳҫенӳллӗн сиктерсе илчӗ.

Мопед ҫинчен анса шыв хӗрринче кӑвайт чӗртме лайӑхрах вырӑн шыраса тупрӗҫ. Хӗвел анӑҫ енчен вӗрекен сивӗ ҫиле хӑвасем иртме памаҫҫӗ. Хытах кашлаҫҫӗ ҫулҫӑсем. Ура айӗнче типсе йӑштӑрккаланнӑ курӑк кӑчӑртатать.

Ҫулла иртсе кайни сисӗнмерӗ те тейӗн. Халӗ кӑна ҫӗртме уйӑхӗччӗ. Ашшӗпе Пухтел ялӗнчен мопед туянса килетчӗҫ. Ашшӗ ҫулпа малтан, машинине ҫӳретсе килет. Пӗрремӗш хут мопед рулӗ умне ларнӑ Аркадий йӑванса каясран шикленет пулин те унран юласшӑн мар. Ӑшӑ каҫ. Хӗвел анса ҫитеймен-ха. Таврара сип-симӗс йывӑҫсем те ем-ешӗл курӑк…

Димка ҫыран хӗррине кайса аллине шыва чиксе пӑхрӗ.

— Вв, сивӗ-ҫке.

Кӑвайт умӗнче сосиски ӑшаласа калаҫса ларчӗҫ. Оксана хӑйсемпе пӗрле килменшӗн кулянчӗҫ. Мопед ҫинче имшеркке хӗр ача валли кӑна вырӑн тупӑнатчӗ.

— Инки ямарӗ. Андрей кукка йӗтем ҫинче хуралҫӑра тӑрать. Оксана кайсан килӗнче хӑй кӑна юласран хӑрать, имӗш… — ӑнлантарчӗ Аркадий.

Димка хӑй мӗн ӗмӗтленни пирки калаҫрӗ. Тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑнах шкултан каясшӑн иккен вӑл. Олимп резервӗсен училищине вӗренме кӗресшӗн. Нумаях пулмасть ӑмӑртура хутшӑнса пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнипе мухтанчӗ.

Анчах калаҫу темшӗн пымарӗ вӗсен.

Сосискӑсене ҫисе янӑ хыҫҫӑн кӑвайт ҫутинче картла выляма пикенсе пӑхрӗҫ. Таҫтан сиксе тухнӑ ҫил колодӑри картсене ҫавӑра-ҫавӑра ывӑтрӗ. Вӗҫтерсе сапаларӗ. Аран тупса пӗтерчӗҫ вӗсене.

— Сӳнтерер пулӗ кӑвайта. Киле каяр… — сӗнчӗ Аркадий.

Ҫула май йӗтем ҫине кӗрсе Андрей куккӑшне алӑ тытса тухма шутларӗҫ.

3-мӗш сыпӑк

Шухӑшланӑ вӑхӑт ҫывхарса пынӑ ҫемӗн Платонӑн чӗри хӑвӑртрах тапма тытӑнчӗ.

Каҫӗ епле лайӑх паян. Уйӑх тухман. Ҫӑлтӑрсем те пӑт-пат ҫеҫ курӑнкалаҫҫӗ. Хуҫалӑх ертӳҫи хиртен вӑхӑтсӑр ан таврӑнтӑр ҫеҫ.

Вӑл кӗлетрен тухса хуралҫӑ пӳрчӗ енне васкарӗ. Ытти чухне йывӑр кӗлеткине аран сӗтӗрсе утаканскер паян хӑйне вӑр-вар тыткаларӗ склад заведующийӗ. «Ырӑ» Платон тырҫи пуҫланнӑ ятпа Андрее паҫӑрах хӑйӗн сӑмакунӗпе хӑналаса ӳсӗртрӗ. Кӗленчере юлнине хальхинче ӑна парсах хӑварчӗ.

— Кӑмӑлу пулсан эсӗ мана шыраса ан ҫӳре. Хӑвах ярса ӗҫ.

Ӳсӗр пулсан та ӗҫӗ пирки манмарӗ ха Андрей.

— Эпӗ ҫакӑнтах ҫывӑрса кайсан кӗлетсене кам хураллать?

— Ун пирки ан пӑшӑрхан. Йӗтем ҫинче кӑткӑ пек ҫын. Вӑрлакана асӑрхамасӑр хӑвармӗҫ. Хӑшне тата хамах пӑхкаласа тӑрӑп.

— Ну, юрӗ. Сире шанса…

Хуралҫӑн алли чӳрече янахӗ ҫине хунӑ кӗленче патне туртӑнчӗ.

Платон пӳртрен тухрӗ. Виҫепе ӗҫлекен Таня патне утрӗ. Пӗлтӗр ҫеҫ шкул пӗтернӗ хурарах хитре хӗре такам та кӑмӑллӗ. Кирпӗч пӳртӗн алӑкне уҫса ярса шала кӗрсе тӑчӗ.

— Халсем, чиперкке.

Сӗтел хушшинче ларакан Таньӑн пичӗ именнипе хӗрелсе кайрӗ. Сӑрӑ тӗслӗ хитре куҫӗсем уҫӑ журнал ҫине тӑрӑнчӗҫ.

— Салам, Платон Леонтьевич.

— Хиртен машина килме тухман-и-ха? Кӗтсе ывӑнтӑм кӗлетре.

— Эпӗ те ҫав… — килӗшрӗ унпа Таня. — Халӗ Пӑрӑнтӑк элеваторне турттарма Аслӑ ҫереме машинӑсем ҫитнӗ тет. Ҫавсене ӑсатмасӑр пирӗн пата тырӑ хӑҫан килесси паллӑ мар. Пӗр пустуй вӑхӑт ирттерсе лармалла ҫакӑнта… — хӑй кӑмӑлсӑрланнине пытармарӗ хӗр.

— Эсӗ кунта ларнӑ вӑхӑтра савнине клубра урӑх хӗрсем ҫавӑрса каясран хӑрамастӑн-им?

— Мӗн тӑвас ӗнтӗ ӗҫ ҫапла пулсан.

— Тен виҫессине хам ҫине илес? Манӑн тем ӗҫех ҫук, хальлӗхе. Эсӗ вара виҫ-тӑватӑ сехете клуба кайма пултаратӑн.

— Тавтапуҫ сире, Платон Леонтьевич.

Сӗтел хушшинчен сиксе тухнӑ хӗр алӑк ҫине ҫакнӑ тӗкӗр умне ыткӑнчӗ. Тӗм хура тӗслӗ вӑрӑм ҫӳҫӗсене васкаса турама пикенчӗ.

Унтан вӗсем виҫе ҫине машина кӗмелле пулсан еплерех ҫырмалли пирки сӳтсе яврӗҫ. Машина йывӑрӑшне вӑхӑтлӑха журнала кӗртмесӗр хут листи ҫырса хума калаҫса татӑлчӗҫ. Таня таврӑнсассӑн ӑна хӑех журнал ҫине куҫарса алӑ пусӗ.

Хӗр тухса кайсассӑнах Платон Кришука шӑнкравларӗ.

— Килме тухмарӑн-и-ха?

— Тата пӗр ҫур сехетрен… — пулчӗ хурав.

— Кӗпере кӗрес умӗн сылтӑмалла пӑрӑнмалла. Акук акка анкартийӗ хыҫӗнче Витали кӗтсе тӑрӗ.

— Юрӗ… — ӑнланчӗ Кришук.

Ҫапла тума шухӑшланӑччӗ те Платон. Кришукӑн машинӑпа виҫе ҫине кӗрсе тӑмалла мар. Ҫул ҫинчен пӑртак пӑрӑнса машинине карчӑк анкартийӗ хыҫне пушатса хӑвармалла. Ӑна кӗтсе илекенсем тырра лашапа вӑхӑтлӑха ывӑлӗ патне турттарса хурӗҫ. Тухтӑра каярахпа леҫсе парӗҫ ӑна. Ҫак вӑхӑтра Платон Кришук машинине виҫсе кӗлете ӑсатнӑ тесе ҫырӗ. Андрей кӑна ҫывӑрса кайтӑрччӗ.

Платон хуралҫӑ пӳртне утрӗ. Арҫын чӑн та пуҫне сӗтел ҫине хунӑ. Харӑлтаттарсах ҫывӑрать.

— Андрей, Андрей… — хуллен силлерӗ ӑна Платон.

Сӗтел хушшинчен сӗтӗрсе тухма пикенчӗ. Ӳсӗр кӑмӑлсӑр тем мӑкӑртатнипе хӑлхинчен кӑшкӑрчӗ:

— Ан хирӗҫле! Машинӑпа килне леҫетӗп.

Чӑннипе вара урӑхла тума шутларӗ. Кӗлетре тырӑ ҫителӗксӗр пулнине пӗлес пулсан айӑпа хуралҫӑ ҫине йӑвантармалла. Ҫак тӗллеве пурнӑҫа кӗртме УАЗ кабининче пӗр михӗ тырӑ та пур. Ӳсӗр Андрей пур пӗрех нимӗн те астумасть. Кам ӗненӗ ун сӑмахӗсене?

Ҫӑмӑл кӗлеткеллӗ хуралҫа кабинӑна вырнаҫтарса йӗтем ҫумӗнчи масар енне ҫул тытрӗ. Ҫакӑнта ҫул хӗррине кӑларса вырттарчӗ Андрее. Ҫумне ҫыххине салтса тырӑ миххине йӑвантарчӗ. Колхоз урамӗ инҫе мар кунтан. Машинӑсем те час-часах иртсе ҫӳреҫҫӗ. Куракансем тӳрех шутлӗҫ хуралҫӑ ҫывӑхри касса тырӑ сутма каясшӑн пулнӑ тесе…

4-мӗш сыпӑк

Ҫӗрлехи тӗттӗме фара ҫуттипе касса мопед масар ҫумӗпе иртсе пычӗ.

— Хӑрамастӑн-и?! — хӑлхасенче ҫил шӑхӑрнине пула хытах кӑшкӑрса ыйтрӗ Аркадий хыҫалта ларса пыракан юлташӗнчен.

— Мӗнрен?! — ӑнланмарӗ Димка.

— Масар ҫумӗпе иртсе пыратпӑр, ҫапах та!

Юлташӗ тем каласшӑнччӗ пулас, анчах урӑххи пирки кӑшкӑрса ячӗ.

— Ҫул хӗрринче такам выртать! Курса ӗлкӗртӗн-и?! Чар мопедна.

Хускалмасӑр выртакан арҫын патне пӗр харӑс чупса ҫитрӗҫ. Вӑл вилнӗ пулӗ тесе хӑранӑччӗ. Харӑлтаттарса ҫывӑрнине илтсен кулса ячӗҫ. Ӳсӗр. Тырӑ вӑрласа сутма каясшӑн пулнӑ пулас. Тӑкӑнса кайнӑ миххи те ҫумӗнчех выртать.

Лайӑхрах куракан Димка ҫывӑракана палласа илчӗ.

— Андрей кукка-ҫке ку.

Ӑна темле силлесен те вӑратаймарӗҫ.

Аркадий Оксанӑна шӑнкравласа амӑшне калама хушрӗ. Инкӗшӗ ҫуран утсан часах ҫитеес ҫуккипе хӑйне мопедпа пырса илме чӗнчӗ.

— Эпӗ кунтах юлатӑп. Эсӗ вӗҫтер… — масар ҫумӗнче пӗчченех тӑрса юлнишӗн пачах хӑрамарӗ Димка.

Шухӑшӗсемпе ялан полицирен тарса хӑтӑлатчӗ. Вӗсен машини чӑннипех сиксе тухсан вара ҫухалса кайрӗ. Аран пӑрса мопедпа анкарти хыҫӗсем енне ыткӑнчӗ. Кунта ҫул ҫук. Кӑтрашка ҫӗр ҫинчи ларакан хыт-хурана таптаса полици машининчен тарса пытанма пикенчӗ. «Альфа» хӑватлӑ техника мар. Спидометр йӗппи ҫитмӗлтен иртеймест. Хыҫалти ҫутӑ вара ҫывхарсах пырать. Сасартӑк мопед фари темле куча патӗнче чакаланакан ҫынсене ҫутатрӗ. Вӗсем ҫине пырса тӑрӑнасран хӑраса арҫын ача мопед рульне сылтӑмалла пӑрчӗ. Малалла шертесем ҫумӗпех пычӗ вӑл. Лаша кӗҫенни, такам ятлаҫнӑ сасӑсем таҫта хыҫа тӑрса юлчӗҫ. Аркадий мопедне сӳнтерсе темле хӳме хыҫне пытанма васкарӗ. Ӑна хӑвалакансем темшӗн курӑнмарӗҫ. Ҫакӑншӑн хӗпӗртенӗ арҫын ача мопеда тивертсе каялла таврӑнма ҫул шыра пуҫларӗ…

Алӑк хушӑкӗнчен хӗрарӑмсем хытах шавлани илтӗнет. Вырӑн ҫинче хускалмасӑр вӗсем мӗн пирки калаҫнине итлерӗ Аркадий.

— Платон Леонтьевичӑн арӑмӗпе ывӑлне ҫӗрле тырӑ вӑрланӑ чухне полици тытса чарнӑ тет… — хыпарларӗ такама кукамӑшӗ.

— Ан аташ. Чӑн та-и?

Ку сасӑ Димкӑн кукамӑшӗн пулас.

Ҫакна илтсен ҫӗрле камсем ҫине чутах пырса тӑрӑнманнине тӳрех тавҫӑрса илчӗ арҫын ача.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех