Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пичӗсене (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура тӑхӑннӑ темиҫе ҫын часрах ҫӗр ҫине тӑсӑла-тӑсӑла выртнӑ; хӑшӗсем пичӗсене аллисемпе хупласа татнӑ, мӑн сухаллӑ пӗр ҫынӗ тата ҫавӑнтах пальтоне йӳле янӑ та, салтаксем ҫинелле кӑвак куҫӗсемпе пӑхса, пуринчен малта тӑнӑ.

Несколько тёмных фигур бросились на землю и прижались к ней, иные закрывали руками лица, а седобородый человек, распахнув на груди пальто, выдвинулся вперёд всех, глядя на солдат голубыми глазами и говоря им что-то.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Пичӗсене чӗрмелесе, таткаласа пӗтернӗ… кулса вилӗн!

Рожи поцарапали… порвались… умора!

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Ӗҫ аллисем вӗрене вӗҫертрӗҫ те, копёр тӑрӑх ывӑннӑн усӑнса анчӗҫ, ӗҫлекенсем йывӑррӑн ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлчӗҫ те, ҫилентернӗ тискер кайӑк пек хӑрӑлтатса, ҫан-ҫурӑмӗсене турткалантарса, ассӑн сывласа, тарланӑ пичӗсене шӑлкалама тытӑнчӗҫ.

Руки рабочих выпустили веревки, и они слабо повисли вдоль копра, а рабочие грузно опустились тут же на землю, отирая пот, тяжело вздыхая, поводя спинами, щупая плечи и наполняя воздух глухим ропотом, похожим на рычание большого раздраженного зверя.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Вӗсем ҫырмана анса ҫӑл шывӗпе ҫӑвӑнчӗҫ, пичӗсене кӗпе аркисемпе шӑлса типӗтрӗҫ.

Они спустились в овражек, к роднику, поплескали на лица водой, вытерли их подолами рубах.

21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Захар, шӑлас тенӗ чух, тусан шӑлать, ун шӑласси килмен чух — Анисья ҫил-тӑвӑл пек вӗҫсе кӗрет те пӑртак сапунӗпе, пӑртак ҫара аллипе, сӑмсипе тенӗ пекех, йӑлт шӑлса, вӗрсе, туртса антарса тасатать те ҫухалать; е, тата, Обломов сада тухсан, кил хуҫи арӑмӗ ун пӳлӗмне кӗрет, йӗркесӗрлӗхе курсан, пуҫне пӑркалать те, тем мӑкӑртатса, минтерӗсене хӑпартлантарса хурать, ҫав хушӑрах минтер пичӗсене пӑхать те: каллех улӑштармалла, тесе пӑшӑлтатать, вара вӗсене хывса илет, чӳречесене шӑлса тасатать, диван хыҫне тӗрӗслет те тухса каять.

Последний, если хотел, стирал пыль, а если не хотел, так Анисья влетит, как вихрь, и отчасти фартуком, отчасти голой рукой, почти носом, разом все сдует, смахнет, сдернет, уберет и исчезнет; не то так сама хозяйка, когда Обломов выйдет в сад, заглянет к нему в комнату, найдет беспорядок, покачает головой и, ворча что-то про себя, взобьет подушки горой, тут же посмотрит наволочки, опять шепнет себе, что надо переменить, и сдернет их, оботрет окна, заглянет за спинку дивана и уйдет.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Август уйӑхӗн юлашки кунӗсенче ҫумӑр ҫума пуҫларӗ те кӑмакаллӑ дачӑсен мӑрйисенчен тӗтӗм мӑкӑрланма тытӑнчӗ, кӑмакасӑр дачӑсенчи ҫынсем пичӗсене ҫыхса ҫӳрерӗҫ, юлашкинчен вара дачӑсем пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех пушанса юлчӗҫ.

В конце августа пошли дожди, и на дачах задымились трубы, где были печи, а где их не было, там жители ходили с подвязанными щеками, и, наконец, мало-помалу, дачи опустели.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл тӗрлӗ картинкӑсем ҫыпӑҫтарнӑ, кӗнеке пичӗсене ҫӗнӗрен хурса улӑштарнӑ, пенал пӳлӗмӗсенчи перосене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарнӑ.

Он то и дело переклеивал картинки, заново обертывал учебники, менял в пенале перья.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Тулли уйӑх мӗскӗнсен (телейсӗрсен) сӑнсӑрланса кайнӑ пичӗсене ҫутатса пӑхать.

Яркая луна озаряла обезображенные лица несчастных.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑрмантан сулхӑнтарах нӳрӗк сывлӑш, кӑмпа шӑрши туртӑнса тӑчӗ, ҫапӑҫу кӗрленине пула пӗр сассӑр пек вӗҫекен вӑрӑмтунасем лётчиксен пичӗсене, аллисене, мӑйӗсене сырса илсе ҫыртӗҫ.

Из леса тянуло прохладной, душистой грибной сыростью, и неслышные за грохотом боя комары отчаянно атаковали лица, руки, шеи пилотов.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Трамвай пӗкки ҫинче ялтлатса илнӗ кӑвак ҫутӑ пӗр самантлӑха пӳлӗм ӑшчиккине ҫутатрӗ те, вӗсем пӗр-пӗрин пичӗсене курчӗҫ.

Синяя вспышка над дугой трамвая на миг осветила комнату, и каждый из них на мгновение увидел лицо другого.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Чӳречерен уйӑх ҫути кӗрсе вӗсен сарӑ та кӑвак пичӗсене, путнӑ ҫӑварӗсене, тӗтреллӗ те ҫурри хупӑ куҫӗсене, тӑсӑк сӑмсисене ҫутатса тӑнӑ…

Луна сквозь окна освещала их желтые и синие лица, ввалившиеся рты, мутные, полузакрытые глаза и высунувшиеся носы…

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Шӑмма пӑчкӑпа татнӑ чух хӑрушла хытӑ ыратрӗ, анчах та вӑл, асапа тӳсме вӗреннӗскер, халӗ ҫак шурӑ халат тӑхӑннӑ, пичӗсене марлӗрен тунӑ маскӑсемпе хупланӑ ҫынсем унӑн урисем патӗнче мӗн тунине те питех ӑнланаймарӗ.

Когда пилили кость, боль была страшная, но он привык переносить страдания и даже не очень понимал, что делают у его ног эти люди в белых халатах, с лицами, закрытыми марлевыми масками.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Сигарӗсем вӗсен пичӗсене ҫутатса ячӗҫ те, эпӗ вӑрӑмскерӗ хӑлхасӑр-чӗлхесӗр испанец пулнине палласа илтӗм, — эпӗ ӑна пичӗ ҫинчи сухалӗ тӑрӑх тата куҫӗ ҫинчи пластырӗ тӑрӑх палларӑм.

Сигары осветили их лица, и тогда я сразу узнал, что высокий — это глухонемой испанец с пластырем на глазу и седыми бакенбардами.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Иккӗшӗ те, пичӗсене алӑк патнелле, ҫурӑмӗсене стена еннелле туса, ҫӗр ҫине юнашар кӗрсе ларчӗҫ.

Они уселись на полу, лицом к двери, прислонившись к стене.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӑртак аяккарах, хӗвеланӑҫ еннеллерех тӑрӑр-ха, ҫакӑн пек инкекре ҫынна пуринчен ытла тусӗсен пичӗсене курни ҫеҫ йӑпатма тултарать, кунта ман пата никам та ҫӳремест, пӗр эсир ҫеҫ.

Отойдите чуточку подальше — вот так; как приятно видеть дружеские лица, когда человек попал в такую беду, — ведь ко мне никто, кроме вас, не ходит.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сулахай енче, мӑн ҫынсем ларакан саксем хыҫӗнче, вӑхӑтлӑха тунӑ сарлака платформа ҫинче, экзаменра тухса каламалли ачасем лараҫҫӗ: пӗчӗк арҫын ача ӗречӗсем, пичӗсене ҫав тери таса ҫунӑскерсем, таса тумланнӑскерсем, хӑйсене ҫыхса лартнӑ пекех туйса лараҫҫӗ, юнашарах хӑйсене тирпейлӗ тытман пысӑкрах ача ӗречӗсем; батист та кисея тумланса капӑрланлса ларнӑ хӗрачасемпе хӗрсен шап-шурӑ ҫеҫ курӑнакан ӗречӗсем ҫав хӗрсем хӑйсен аллисем ҫара пулнине, хӑйсем ҫинче кукамӑшӗсен шӑкӑрчисем, ҫӳҫӗсем ҫинче шупка та кӑвак бантсем тата чечексем пулнине пӗр минутлӑха та манмаҫҫӗ.

Слева от учительского места, позади зрителей, возвышалась просторная эстрада, на которой сидели школьники, участвующие в программе: маленькие мальчики, умытые, причесанные и такие нарядные, что сидели как на иголках и маялись невыносимо; неуклюжие верзилы; белоснежные ряды девочек и разряженные в батист и кисею взрослые барышни, которые стеснялись своих голых рук в старинных бабушкиных браслетах, розовых и голубых бантов и цветов в волосах.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

8. Акӑ вӗсен пичӗсене хирӗҫ тӑма Эпӗ санӑн питне те ҫирӗп турӑм, вӗсен ҫамкисене хирӗҫ тӑма санӑн ҫамкуна та ҫирӗп турӑм.

8. Вот, Я сделал и твое лице крепким против лиц их, и твое чело крепким против их лба.

Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех