Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец

Пай: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хушнӑ: 2019.06.14 19:24

Пуплевӗш: 268; Сӑмах: 2400

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тепӗр кунне, кӑнтӑрла тӗлӗнче, ачасем каллех хӑрӑк йывӑҫ патне пычӗҫ: вӗсем хӑйсен хатӗрӗсене илсе каяс, терӗҫ. Том усал тухакан ҫурта кӗрсе курасшӑн ҫунчӗ. Гек та унталла туртӑнчӗ, анчах тӗрӗссипе каласан, ытла хытах туртӑнмарӗ.

— Итле-ха, Том, — тесе пуҫласа ячӗ вӑл, — эсӗ пӗлетӗн-и, паян мӗнле кун?

Том хӑйӗн пуҫӗнче эрнери кунсене шутласа тухрӗ те тӗлӗнсе кайса юлташӗ ҫине пӑхрӗ.

— Ой-ой-ой! Эпӗ ун ҫинчен шухӑшламан та, Гек.

— Эпӗ те ун ҫинчен шухӑшламанччӗ, халӗ мана темӗнпе ҫапса илнӗ пекех пулчӗ: ара, паян пирӗн эрнекун-ҫке, тетӗп.

— Ах, ҫӗр ҫӑтасшӗ! Вӑт мӗнле асӑрханса ҫӳремелле, Гек. Эпир, ҫавӑн пек ӗҫе эрнекун тапратса янӑ пулсан, шутсӑр усал инкек курма пултараттӑмӑр.

— Пултараттӑмӑр! Кала луччӗ кураттӑмӑрах тесе. Пур пулӗ, тен, телейлӗ кунсем те, анчах, паллах ӗнтӗ, эрнекун мар.

— Ӑна пур ухмах та пӗлсе тӑрать. Эсӗ пирвай пӗлсе каламан ӑна, Гек.

— Эпӗ пирвай тесе калатӑп-и вара? Калассине те эрнекуншӑн ҫеҫ каламастӑп. Кӗҫӗр ҫӗрле эпӗ лайӑх мар тӗлек тӗллентӗм… йӗкехӳресене куртӑм.

— Ия, йӗкехӳресем. Чӑнах та, вӗсем инкек пуласса тӗлленеҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса хӑтланчӗҫ-и?

— Ҫук.

— Апла мар пулсан, вӑл аван-ха, Гек. Йӗкехӳресем ҫапӑсса хӑтланмаҫҫӗ пулсан, вӑл акӑ мӗне пӗлтерет: инкек е пулать, е пулмасть. Хӑлхана ҫеҫ ҫивӗч тытмалла, тен, инкек курмастӑн та. Пӑрахар-ха ку ӗҫе: паян вӑхӑт ҫитмен-ха унпала хӑтланмашкӑн, выляр луччӗ. Эсӗ, Гек, Робин Гуда пӗлетӗн-и?

— Ҫук. Кам вӑл Робин Гуд?

— Англире пурӑннӑ чи аслӑ ҫынсенчен пӗри пулать вӑл… чи, чи лайӑххи. Вӑрӑ-хурах.

— Ав мӗнле, манӑн ун пек пуласчӗ! Кама ҫаратнӑ вара вӑл?

— Пупсемпе судри чиновниксене тата пуян ҫынсене те, патшасене те. Чухӑн ҫынсене нихҫан та хур туман вӑл. Чухӑнсене вӑл юратнӑ, хӑй мӗн тупнине яланах вӗсемпе пӗрле тӗрӗс валеҫнӗ.

— Вӑт вӑл ӗнтӗ лайӑх ҫын пулнӑ пулмалла.

— Лайӑх ҫын пулмасан! Ун пек питӗ ырӑ чунлӑ ҫын тӗнчере урӑх нихҫан та пулман. Халӗ ун пек ҫынсем пӗрре те ҫук — чӑн калатӑп сана; унӑн аллине ҫурӑмӗ хыҫнелле ҫыхса лартсассӑн, вӑл тепӗр аллипе кирек кама та… Англире пурӑнакан кирек хӑш ҫынна та тытса хӗртет. Вӑл, хӑйӗн тисс ҫӗмренӗнчен тӗллесе ухӑ ярсан, вунӑ центлӑх укҫана та миля ҫурӑран тивертнӗ.

— Тисс ҫӗмренӗ мӗн вӑл?

— Ӑна эпӗ пӗлместӗп. Темӗнле ӑраснарах йышши пулмалла… Робин Гуд укҫа варри тӗлӗнчен мар, хӗрринчен пырса тивертсен лара-лара макӑрнӑ. Паллах ӗнтӗ, ятлаҫнӑ та. Ҫапла, эппин, эпир Робин Гудла вылятпӑр. Вӑл питӗ аван вӑйӑ. Эпӗ сана вӗрентетӗп.

— Юрать.

Вӗсем каҫченех Робин Гудла вылярӗҫ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе усал тухакан ҫурт ҫинелле хытӑ пӑха-пӑха илчӗҫ, хӑйсене ыран мӗн кӗтни ҫинчен сӑмахларӗҫ. Хӗвел анма пуҫласан, вӗсем йывӑҫсен вӑрӑм мӗлкисем урлӑ каҫа-каҫа килелле утрӗҫ, Кардиф тӑвӗ ҫинчи ҫӑра вӑрмана кӗрсе часах курӑнми пулчӗҫ.

Шӑматкун, кӑнтӑрла иртсен, ачасем каллех хӑрӑк йывӑҫ патне пычӗҫ. Малтан вӗсем табак турткаларӗҫ, сулхӑнта сӑмахлакаласа ларчӗҫ, унтан, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулассине ытлах шанмасӑр, хӑйсен шӑтӑкӗнче аппаланса хӑтланчӗҫ. Том каланӑ пек, час-часах акӑ ҫакӑн пек пулкаланӑран ҫеҫ вӗсем унта аппаланса пӑхрӗҫ: хӑшпӗр чухне пытарса хунӑ укҫа патне ҫитесси пӗр ултӑ дюйм ҫеҫ юлсан, ҫынсем алӑсене усса яраҫҫӗ, унтан вара тепӗр ҫын пырать те кӗреҫепе пӗрре ҫеҫ алтать — вара ӗҫе те пулать вӑл пӗтӗм ырлӑха хӑй илет. Анчах ку хутӗнче ачасем тӑрӑшса хӑтланни ӑнӑҫлӑ пулмарӗ. Хӑйсен хатӗрӗсене хулпуҫҫи урлӑ хурса, ачасем малалла уттарчӗҫ. Эпир пӳлӗхҫӗпе шӳт туса хӑтланмарӑмӑр, пытарнӑ укҫана епле шырамалли йӗркесене йӑлтах астуса тӗрӗс мар туса пытӑмӑр, тесе шухӑшларӗҫ вӗсем. Юлашкинчен вӗсем усал тухакан ҫурт патне пырса ҫитрӗҫ.

Хӗвел ҫунтарса пӑхнипе ҫутҫанталӑк шӑпланни ачасене темӗнле хӑрушшӑн та кичеммӗн туйӑнчӗ. Вӗсем алӑк патнелле йӑпшӑнса пычӗҫ те четресех шалалла пӑхрӗҫ. Ҫӑра курӑк ӳссе ларнӑ пӳлӗм, урайӗ-мӗнӗ те, штукатурки те ҫук, кӑмаки ҫурри ишӗлсе пӗтнӗ; чӳречисем кантӑксӑр, пусми ҫӗрӗк; пур ҫӗрте те татӑк-кӗсӗк эрешмен картисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Ачасем хӑра-хӑра хуллен унта кӗчӗҫ. Хӑйсем хушшинче вӗсем шӑппӑн калаҫрӗҫ, сас-чӑвӗ пуласса хытӑ тӑнласа итлерӗҫ, кашни самантрах тухса тарма хатӗр тӑчӗҫ.

Хуллен-хулленех вӗсем хӑнӑхса ҫитрӗҫ, хӑрама пӑрахрӗҫ те, вӗсен унта мӗн пуррине курасси те килсе кайрӗ. Йӗри-тавра пурне те вӗсем интересленсе пӑхрӗҫ, хӑйсем хӑюллӑ пулнӑшӑн савӑнчӗҫ, ҫав вӑхӑтра тата унтан тӗлӗнчӗҫ те. Кайран вӗсен ҫӳле те хӑпарса пӑхас килсе кайрӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне хӗтӗртме тапратрӗҫ. Унтан киркӑпа кӗреҫине кӗтеселле пӑрахрӗҫ та пусма тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарса кайрӗҫ. Унта та пурте ҫавӑн пекех ирсӗр юхӑнса пӗтнӗ. Пӗр кӗтесре вӗсем чӑлан шыраса тупрӗҫ, чӑланӗнче темӗн пулас пекех туйӑнчӗ. Анчах чӑланӗ пушах иккен. Халӗ вӗсем, пӗтӗмпех хастарланса, хӑйсен майне ларса ҫитрӗҫ. Вӗсем аяла анса ҫӳлелле хӑпарма тытӑнас тенӗччӗ ӗнтӗ, сасартӑк:
— Шӑп тӑр! — терӗ Том.

— Мӗн? — тесе ыйтрӗ Гек шӑппӑн, хӑранипе шуралса кайса.

— Шӑп! Унта… Эсӗ илтетӗн-и?

— Ия. Ой-ой-ой! Атя тарар!

— Шӑп лар! Ан сывла. Алӑк патнелле килеҫҫӗ…

Урай хӑмисем хушшинчи ҫурӑксем витӗр мӗн те пулин курма хӑтланса, ачасем урайне тӑсӑлса выртрӗҫ, сехрисем хӑпнипе ҫавӑн пек тапранмасӑр выртрӗҫ.

— Акӑ чарӑнса тӑчӗҫ… Ҫук… килеҫҫӗ… Килсе ҫитрӗҫ. Шӑп лар, Гек, пӗр сасӑ та ан кӑлар. Ох, ма эпӗ кунта килтӗм-ши!

Икӗ ҫын пырса кӗчӗ. Кашни ачиех:
«Пӑх-ха, пӗри хӑлхасӑр-чӗлхесӗр старик, испанец, иккен, юлашки вӑхӑтра ӑна пирӗн хулара ҫынсем икӗ хут е виҫӗ хут куркаланӑччӗ, теприне вара эпӗ нихҫан та курман», — тесе шутларӗҫ.

«Тепри» питех те лайӑх мар сӑн-питлӗскер, чыссӑр та ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирлӗскер. Испанецӗ юланутлӑ ҫынсем пӗркенсе ҫӳрекен йышши утиялла пӗркеннӗ. Пичӗн икӗ енӗпе те унӑн муталанчӑк кӑвак сухал; сомбреро айӗнчен кӑтраланса тӑракӑн вӑрам тӑ кӑвак ҫӳҫӗ усӑнсӑ аннӑ, куҫӗсене вӑл симӗс куҫлӑхпа хупланӑ. Вӗсем пырса кӗрсенех, «тепри» ӑна шӑппӑн темӗн каларӗ. Иккӗшӗ те, пичӗсене алӑк патнелле, ҫурӑмӗсене стена еннелле туса, ҫӗр ҫине юнашар кӗрсе ларчӗҫ. Калаканӗ хӑй халапне малаллах тӑсрӗ. Хуллен-хулленех вӑл кӑшт хӑюлланчӗ те ӑнланмалларах калаҫма пуҫларӗ.

— Ҫук, — терӗ вӑл, — эпӗ пурне те пуҫпа шухӑшласа илтӗм те, ҫав ӗҫ ман кӑмӑла каймасть. Питех шикленмеллескер.

— Питех шикленмеллескер! — тесе мӑкӑртатса илчӗ «хӑлхасӑр-чӗлхесӗр» испанец, ачасене шутсӑр тӗлӗнтерсе. — Эх, йӗрӗнчӗк.

Ҫав сасса илтсенех, ачасем шартах сикрӗҫ те ҫӑварӗсене карса пӑрахрӗҫ. Джо индеец сасси! Вӑл пӗр хушӑ нимӗн те шарламарӗ, унтан ҫапла каларӗ:
— Ҫав юлашки ӗҫе мӗнле шикленмелле ӗҫ пулчӗ, — ҫапах чиперех иртсе кайрӗ.

— Ҫук, унта пысӑк уйрӑмлӑх пур. Лешӗ — инҫетре, шыв хӗрринчи ту ҫинче пулчӗ-ҫке, юнашар урӑх пӗр кил-ҫурт та ҫукчӗ. Пирӗн ӗҫ май килмесен, ҫавӑнта ӗҫленине те никам та пӗлес ҫук.

— Кунта кӑнтӑрла килсе ҫӳресси тата та шиклӗрех; пирӗн ҫине куҫпа пӑхсанах, ырӑ маррине сисме пулать.

— Пӗлетӗп, пӗлетӗп. Анчах ҫав ухмахла ӗҫ хыҫҫӑн пытанса пурӑнма урӑх юрӑхлӑ вырӑн та пулмарӗ вӗт. Манӑн ҫак лаҫра юлас та килмест. Эпӗ ӗнерех тухса каяс тенӗччӗ, анчах ҫав эсрелӗ арҫын ачисем ҫавӑнта ту ҫинче йӑшӑлтатнӑ чухне, вӗсем пӗтӗм ҫурта йӑлт курса тӑнӑ чухне, ҫынна систермесӗр тухса каясси ҫинчен шухӑшлама та пулмарӗ.

Метис сӑмахӗсане илтсен, «эсрелӗ арҫын ачисем» хӑранипе каллех чӗтреме тапратрӗҫ.

Вӗсем ҫав ӗҫе эрнекун пуҫлама хӑраса тӑни, ӑна тепӗр куна хӑварма шут пытни мӗнле телей пулчӗ. Хӑйсен ӑшӗнче вӗсем: «Ӑна мӗнӗн пӗр ҫулталӑках тӑхтамалла тумарӑмӑр-ши?» — тесе кулянчӗҫ. Ҫапкаланчӑксем ҫимелли туртса кӑларчӗҫ те ирхи апат ҫиме пуҫларӗҫ. Нумайччен шухӑшласа ларнӑ хыҫҫӑн Джо индеец ҫалла каларӗ:
— Итле, ачам, эсӗ шыв тӑрӑх ҫӳлелле…
Хӑвӑн ӗлӗкхи вырӑнна кай-ха, манран хыпарсем пырассине кӗт. Эпӗ пӑртак вӑхӑт тупатӑп та хулана тепӗр хут пӑхма кӗретӗп, «Шикленмелли» ӗҫне эпир кайран, эпӗ пурне те лайӑх ыйтса пӗлсен, пурте лайӑх пулнинее курсан ҫеҫ тӑватпӑр. Унтан Техаса яра паратпӑр. Иксӗмӗр те унта таратпӑр.

Ҫак сӗнӳ кӑмӑла кайрӗ пулас. Часах ку та, тепри те ҫӑварӗсене хытӑ карса анаслама пуҫларӗҫ, метисӗ вара:
— Вилес пекех ҫывӑрас килет!
Халӗ сан черет хуралта тӑмашкӑн, — терӗ.

Вӑл курӑк ҫине хутланса кӗрсе выртрӗ те часах харлаттарма тапратрӗ. Юлташӗ ӑна пӗр-икӗ хутчен тӗрткелерӗ те, вара харлаттарасси те чарӑнчӗ. Унтан хураллаканӗ хӑй те сӗнксе ларма пуҫларӗ: унӑн пуҫӗ аялалла усӑннӑҫемӗн усӑнса пычӗ. Халӗ ӗнтӗ вӗсем иккӗшӗ те харлаттарчӗҫ.

Арҫын ачасем ҫӑмӑллӑнах сывласа илчӗҫ.

— Халӗ е нихҫан та! — терӗ Том шӑппӑн. — Каяр!

— Кайма пултараймастӑп, — терӗ Гек. — Вӗсем вӑрансан, эпӗ тӳрех вилсе каятӑп.

Том тархасларӗ, Гекӗ итлемерӗ. Юлашкинчен Том хуллен, сыхланса урай ҫинчен тӑчӗ те пӗчченех кайрӗ. Анчах пирвайхи утӑм ярса пуссанах, урай хӑмисем хӑлтӑртатса илчӗҫ, Том сехри хӑпнипе ҫавӑнтах кукленсе ларчӗ. Урӑх вӑл каяс тесе тапранса пӑхма та хӑймарӗ. Минутсем шутсӑрах вӑраххӑн шурӗҫ: арҫын ачасем ҫаплах мачча ҫинче выртрӗҫ, вӗсене вӑхӑт петсех ларнӑ пек, ӗмӗрлӗх те кӑвакарса шуралса каймах ӗлкӗрнӗ пек туйӑнчӗ. Ҫавӑнпа вӗсем, хӗвел анса ларнине курсан, хытӑ хӗпӗртерӗҫ.

Ҫывӑраканӗсенчен пӗри харлаттарма пӑрахрӗ. Джо индеец тӑрса ларчӗ, йӗри-тавра пӑхкаларӗ, хӑйӗн юлташӗ ҫине пӑхрӗ те салхуллӑн кулса илчӗ: юлташӗн пуҫӗ чӗркуҫҫийӗсем ҫинеллех усӑнса аннӑ. Унтан Джо ӑна урипеле тапкӑ пачӗ те ҫапла каларӗ:
— Тӑр!
Вӑт мӗнле хуралҫӑ!.. Юрӗ-ҫке ӗнтӗ… Нимӗн те пулман.

— Нивушлӗ эпӗ ҫывӑрса кайнӑ?

— Пӑртак ҫывӑрнӑ ҫав. Пирӗн ҫула каймалли вӑхӑт та ҫитрӗ. Хамӑр ҫумра юлакан укҫапа мӗн тӑватпӑр-ха эпир?

— Пӗлместӗп ӗнтӗ. Яланхи пекех ҫакӑнтах хӑварас мар-ши? Эпир кӑнтӑралла кайма пуҫтарӑниччен вӑл пире кирлӗ пулмасть вӗт-ха. Ултҫӗр аллӑлӑх кӗмӗл укҫана хамӑр ҫире йӑтса ҫӳреҫси чылаях йывӑр пулать вӑл.

— Юрӗ… тепӗр хут та килме пулать…

— Луччӗ ӗлӗк ялан ҫӳренӗ пек… ҫерле килес пулать… апла шанчӑкпӑрах пулать.

— Ия, анчах эпӗ акӑ мӗн каласшӑн, тусӑм: леш хайхи ӗҫе туса хумашкӑн манӑн, тен, часах май та килмест пуле… темӗн те пулма пултарӗ… укҫана эпир лайӑхах пытарса хуман… Атя-ха, эпир ӑна лайӑхрах… тарӑнрах алтса чикер.

— Ку лайӑх шухӑш, — терӗ хирӗҫ индеец юлташӗ. Вӑл пӳлӗмӗн тепӗр пуҫнелле кайрӗ те, чӗркуҫленсе ларса, вучахӑн пӗр хыҫал енчи плитине ҫӳлелле ҫӗклерӗ, унтан пӗр михӗ туртса кӑларчӗ, михӗ ӑшӗнче чӑнкӑр-чӑнкӑр туса илчӗ. Михӗ ӑшӗнчен вӑл хӑйне валли пӗр ҫирӗм-вӑтӑр доллар тата метис валли те ҫавӑн чухлех кӑларса илчӗ те пӗтӗм миххипех метиса тыттарчӗ, лешӗ кӗтесе чӗркуҫленсе ларса кукӑр ҫӗҫҫипе тӑпра чаврӗ.

Ачасем хӑйсен сехри хӑпнине, хурлӑх курнине пӗр самантрах манса кайрӗҫ.

Вӗсем ҫапкаланчӑксем мӗн тунине пӗтӗмпех сӗмсӗр куҫпа пӑхса асӑрхаса тӑчӗҫ. Акӑ мӗнле телей вӗт! Ҫавӑн пек пуянлӑх пулассине ачасем пуҫпа та шухӑшласа илме пултарайман. Ултҫӗр доллар! Кун чухлӗ укҫа вунӑ арҫын ачана пуйтарма та ҫитет вӗт. Пытарнӑ укҫа хӑех, нимӗн аппаланса хӑтланмасӑрах, алла кӗресшӗн. Вӗсен ӗнтӗ, хӑйсем кирлӗ ҫӗрте алтнипе алтманнине тӗрӗс пӗлмесӗрех, чухлакаласа алтса ҫӳремелле пулмасть. Ҫавӑн пек алтса ҫӳрени питех те кансӗрччӗ. Халӗ ӗнтӗ ҫӑвнашкӑл кансӗрлӗхсем курасси те пӗтӗмӗшпех пӗтсе ларать.

Ачасем кашни минутрах пӗр-пӗрне тӗрткелесе тӑчӗҫ, ҫав систермелле тӗрткеленисем: «Халӗ ӗнтӗ эсӗ ҫакӑнта килсе кӗнӗшӗн хӗпӗртетӗн пулӗ?» — тесе ыйтнине пӗлтерчӗҫ, ҫавна кашниех ӑнланчӗ.

Метисӑн ҫӗҫҫи темӗнле хытӑ япала ҫине пырса ҫапӑнчӗ.

— Эхе! — терӗ вӑл.

— Мӗн унта? — тесе ыйтрӗ юлташӗ.

— Ҫурри ҫӗрнӗ хӑма… Ҫук, пӗчӗк арча пулмалла. Кил-ха кунта, ӑна туртса кӑларма пулӑш. Пӑхар-ха, мӗн шуйттан тума вӑл кунта ларать. Тӑхта, кирлӗ мар, — эпӗ ӑна ҫапса шӑтартӑм.

Вӑл аллине ещӗк ӑшне чикрӗ те каялла туртса кӑларчӗ.

— Итле-ха, унта укҫа вӗт! — терӗ вӑл.

Вӗсем иккӗшӗ те пӗр ывӑҫ укҫана пӑхма пӗкӗрӗлчӗҫ. Укҫисем ылтӑн укҫасем. Ачасем ҫӳлте ҫапкаланчӑксем пекех тӗлӗнсе хытса кайрӗҫ, вӗсем пекех питӗ хавасланчӗҫ.

Индеец юлташӗ ҫапла каларӗ:
— Кунта вӑхӑт ирттерсе тӑмалли ҫук.
Часрах ӗҫе тытӑнмалла. Эпӗ халӗ анчах ҫавӑнта кӗтесре, курӑк ӑшӗнче, кӑмакан леш енче, тутӑхса ларнӑ кивӗ кирка куртӑм.

Вӑл чупса кайрӗ те ачасем хӑварнӑ хатӗрсене илсе килчӗ. Джо индеец киркана тытрӗ, хӑй ӑссӗн темӗн мӑкӑртатса илчӗ те ӗҫе пикенчӗ.

Часах арчана туртса кӑларчӗҫ. Вӑл пысӑках мар. Пӗтӗмпех тимӗрпе тыттарса лартнӑскер, тахҫан ӗлек вӑл пите ҫирӗп пулнӑ пулмалла.

Ҫапкаланчӑксем темиҫе минут хушши питӗ хавасланса, нимӗн чӗнмесӗр пуянлӑха пӑхса тӑчӗҫ.

— Тусӑм, кунта темиҫе пин доллар, — терӗ индеец.

— Ҫак вырӑнсенче пӗр ҫулхине Мэррел шайкки ӗҫлесе ҫӳренӗ, теҫҫӗ, — терӗ ачасем палламан ҫын.

— Пӗлетӗп, — терӗ Джо индеец. — Вӗсем пытарса хунӑ пек туйӑнать те.

— Халӗ ӗнтӗ леш ӗҫне муталанса хӑтланма та кирлӗ мар.

Метис салхуллӑн пӑхма пуҫларӗ.

— Эсӗ мана пӗлместӗн, — терӗ вӑл. Ӗҫӗ ҫинчен те эсӗ пурне те пӗлместӗн. Унта ҫаратасси хаклӑ мар, хирӗҫ тавӑрасси — ака мӗн. — Унӑн куҫӗсенче усал вут-ҫулам ялкӑшса илчӗ. — Мана санран пулӑшу кирлӗ пулать… Ҫав ӗҫе пӗтерсенех Техасалла. Киле хӑвӑн Ненҫи патне, хӑвӑн сысна ҫурисем патне кай та манран хыпарсем пырассине кӗт,
— Юрӗ, эсӗ калашле пултӑр.
Кунпала мӗн тӑвӑпӑр-ха? Каллех алтса чикетпӗр-и?

— Ара. (Ҫӳлте темӗн пекех хавасланса хӗпӗртеҫҫӗ.)

— Ҫук, аслӑ асаттесене асӑнсах тупа тӑватӑп, ҫук, алтса чикместпӗр. (Ҫӳлте шутсӑрах хурланса каяҫҫӗ.) Эпӗ манса кайнӑ: кирка ҫинче чӗрӗ тӑпра пулнӑччӗ вӗт-ха. (Ачасем сехрисем хӑпнипе чутах анӑраса кайман.) Ҫав кирка ӑҫтан килсе лекнӗ-ха ҫакӑнта? Ӑҫтан лекнӗ ун ҫине чӗрӗ тӑпра? Мӗнле ҫынсем илсе килнӗ кунта вӗсене, ӑҫта кайса кӗнӗ ҫав ҫынсем? Илтрӗн-и эсӗ мӗн те пулин? Куртӑн-и эсӗ кама та пулин? Кам та пулин килсе ҫӗре алтнине курса укҫана кӑларса каймашкӑн каялла алтса чикмелле-и? Ҫук, ун пек пулас ҫук, пулас ҫук! Эпир укҫана хамӑр пата шӑтӑка куҫаратпӑр.

— Тӗрӗс, тӗрӗс. Эпӗ ун ҫинчен шухӑшламан та. Хӑш шӑтӑкне? Пӗрремӗш номерне-и?

— Ҫук, иккӗмӗш номерне, хӗрес айӗнчине. Пӗрремӗшӗ юравлӑ мар, вӑл ытла та куҫ умӗнче.

— Юрӗ. Тӗттӗмленет ӗнтӗ, часах тухса кайма пулать. Джо индеец ура ҫине тӑчӗ, пӗр чӳречи патне утса пычӗ, унтан теприн патне, шикленмелли-мӗн ҫук-ши тесе хуллен пӑхкаларӗ.

— Кам илсе килме пултарнӑ-ши кунта ҫак киркӑпа кӗреҫене? — ыйтрӗ вӑл. — Мӗнле шухӑшлатӑн эсӗ, вӗсем ҫавӑнта ҫӳлте пытанса ларман-ши?

Ачасен пӗтӗм сывлӑшӗ тӑвӑрланса килчӗ. Джо индеец аллине ҫӗҫӗ ҫине хучӗ, пӗр минут хушши шухӑшласа тӑчӗ те унтан пусма патнелле утма пуҫларӗ. Ачасем чӑлан ҫинчен аса илчӗҫ, анчах вӗсен вырӑнтан тапранма та хал ҫитмерӗ. Урасене йывӑррӑн пусса хӑпарнипе пусма картлашкисем нӑчӑртатма пуҫларӗҫ.

Ачасем, пӗтӗмпех сехри хӑлнипс, мӗн пулать-килет тесе, пӗтӗм халне пуҫтарса чӑланалла вӗҫтерме тӑчӗҫ, сасартӑк, хӑмасем шӑтӑр-шатӑр хуҫӑлса кайрӗҫ те, Джо индеец хуҫӑк пусма юлашкисемпе пӗрле ҫӗре персе ӳкрӗ. Вӑл хытӑ ятлаҫса илчӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ, унӑн юлташӗ ҫапла каларӗ:
— Мӗн тума хӑпармалла пулчӗ-ха?
Лараҫҫӗ пулсан, ларччӑрах, — пирӗн мӗн ӗҫ? Вӗсем, кунта сиксе анса, вилме шутлаҫҫӗ пулсан, кам вӗсене кансӗрлес пур. Пӗр вунпилӗк минутран йӑлтах тӗттӗм пулать. Ун чухне пирӗн хыҫҫӑн хӑвалас теҫҫӗ пулсан, хӑвалаччӑрах, — эпӗ унпа та килӗшетӗп. Манӑн хамӑн шухӑш ҫакнашкал: ҫакӑнта киркӑпа кӗреҫе илсе килнӗ ҫынсем пире курчӗҫ пулсан, вӗсем эпир шуйттансем е усалсем, е тата мӗн те пулин ҫавӑн йышшискерсем тесе шутларӗҫ пулӗ. Вӗсем халӗ тараҫҫӗ тесе тавлашатӑп эпӗ.

Джо пӑртак мӑкӑртатрӗ, унтан юлташӗпе килӗшрӗ: кун ҫути юлашкипе усӑ курса, вӑхӑта ирттерсе тӑмасӑр, ҫула кайма пуҫтарӑнас пулать, терӗ. Тӗттӗмленсе кайсан, вӗсем ҫурт ӑшӗнчен йӑпшӑнса тухрӗҫ те, хаклӑ арчана ҫӗклесе, шыв хӗрринелле утрӗҫ.

Томпала Гек хӑранипе вӑйсӑрланса кайрӗҫ, анчах вӗсен ӑшчиккисенче питех те ҫӑмӑллӑн туйӑнчӗ. Вӗсем тӑчӗҫ те пӗрене хушшисемпе ҫавсем хыҫҫӑн нумайччен пӑхрӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн каймалла-и? Ниепле те каяс ҫук. Мӑйӗсене хуҫмасӑр ҫӗр ҫине чиперех анса, урӑх ҫулпа хулана, ту ҫинелле кайни те питӗ аван ӗнтӗ. Ҫул ҫинче вӗсем сахал сӑмахларӗҫ, йӑнӑш туса пӑрахнӑшӑн хӑйсене хӑйсем шутсӑрах кураймарӗҫ: мӗн тума илсе пымалла пулнӑ-ха вӗсен ҫавӑнта киркӑна кереҫипе? Вӗсем пулас мар пулсан, Джо индеец хӑй шикленесси ҫинчен те шухӑшлас ҫукчӗ. «Хирӗҫ тавӑрас» ӗҫе тӑвиччен вӑл хӑйӗн кӗмӗлне ылтӑнӗпе пӗрле ҫӗре алтса чикетчӗ, унтан вара каялла илме килетчӗ те ырлӑхӗ ҫухалнине куратчӗ. Вӗсем киркӑпа кӗреҫе илсе пынӑшӑн ытла та тарӑхмалла-ҫке. Испанец каллех хулана пырса тухсан, хӑй тавӑрма шухӑшланине ӗҫе кӗртме май шыранӑ чухне, ӑна яланах хыҫран астуса ҫӳремелле. Тен, апла вӗсен ҫав хайхи «иккӗмӗш номер» ӑҫтине те пӗлме май килӗ. Сасартӑк Томӑн пуҫне ҫакӑн пек хӑрушӑ шухӑш вырса кӗнӗ:
— Хирӗҫ тавӑрасси!
Итле-ха, Гек, тен, вӑл пире тавӑрасшӑн пулсан?

— Ох, ан кала! — терӗ Гек, хӑранипе хытсах кайса.

Вӗсем ҫавӑн ҫинчен нумай сӑмахларӗҫ, хулана ҫитичченех вӗсем иккӗшӗ пӗр шухӑшлӑ пулса ҫапла шутласа хучӗҫ: метис вӑл кама та пулин урӑх ҫынна та асра тытма пултарнӑ, мӗншӗн тесен пӗр Том ҫеҫ ӑна хирӗҫ судра тухса каланӑ.

Пӗччен кӑна шикленсе пурӑнасси ҫинчен шухӑшласа илсен, ҫак шухӑш Тома сахал йӑпатрӗ. Компанипе пӗрле тата авантарах пулӗччӗ, тесе шухӑшларӗ вӑл.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех