Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: III сыпӑк

Пай: Обломов –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хушнӑ: 2019.10.12 09:24

Пуплевӗш: 254; Сӑмах: 2574

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Август уйӑхӗн юлашки кунӗсенче ҫумӑр ҫума пуҫларӗ те кӑмакаллӑ дачӑсен мӑрйисенчен тӗтӗм мӑкӑрланма тытӑнчӗ, кӑмакасӑр дачӑсенчи ҫынсем пичӗсене ҫыхса ҫӳрерӗҫ, юлашкинчен вара дачӑсем пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех пушанса юлчӗҫ.

Обломов хулана тухса ҫӳреме пӑрахрӗ. Пӗр ирхине вӑл хӑйӗн чӳречисем умӗнчен Ильинскисен сӗтел-пуканӗсене турттарса та йӑтса кайнине курчӗ. Халӗ уншӑн хваттертен куҫса каясси е кунӗпе выртса канмасӑр, ӑҫта та пулин ҫула май кӗрсе апатланасси паттӑрла ӗҫ тунӑ пек туйӑнмасть пулсан та, ҫапах вӑл ҫӗрле ӑҫта пуҫне чикессине пӗлмерӗ.

Парк та, раща та пушанса юлнӑ хыҫҫӑн тата Ольгӑн чӳречине хупса лартнӑ хыҫҫӑн, дачӑра тӑр-пӗччен тӑрса юласси уншӑн питӗ йывӑр пек туйӑнчӗ.

Вал Ольгӑн пушанса юлнӑ пӳлӗмӗсенче утса ҫӳрерӗ, парк йӗри-тавра ҫаврӑнчӗ, ту ҫинчен анчӗ те, унӑн чунӗ тӑвӑнса, кӳтсе ҫитрӗ.

Обломов Захарпа Аниҫйӑна хӑй ҫӗнӗ хваттер тупиччен пурӑнма шутланӑ вырӑна, Выборг Енне кайма хушрӗ, хӑй хулана кайрӗ, хупахра васкаса апатланчӗ те каҫхине Ольга патӗнче ларса вӑхӑт ирттерчӗ.

Анчах та хулари кӗрхи каҫсене паркри е ращари вӑрӑм та ҫутӑ кунсемпе, каҫсемпе танлаштараймастӑн. Кунта ӗнтӗ Ольгӑна кунне виҫшер хут кураймастӑн, кунта ун патне, Захара та пилӗк ҫухрӑма ҫити ҫыру леҫме яма ҫук. Ҫуллахи чечекленекен ырӑ юрату йӑлтах сӳрӗкленнӗ пек, ӑна чечекленме темӗн ҫитеймен пирки вӑл шупкаланса пынӑ пек туйӑнать.

Хӑшпӗр чухне вӗсем ҫуршар сехет ним чӗнмесӗр лараҫҫӗ. Ольга хай ӗҫне пикенсех тума тытӑнать, тӗрӗ тӑваткалӗсене йӗппипе йӗрлесе шутлать. Обломов тӗлли-паллисӗр шухӑша путать те малалла мӗнле пурӑнасси ҫинчен ӗмӗтленет.

Теплерен кӑна вӑл Ольга ҫине пӑхать те хытӑ юратнипе ҫӳҫенсе илет; е Ольга ун ҫине кӑштах пӑхса илет те вӑл епле телейлӗн те ҫепӗҫҫӗн парӑнса пӑхнине асӑрхаса, йӑлкӑшса кулать.

Виҫӗ кун умлӑ-хыҫлӑ вӑл Ольга патне хулана ҫӳрерӗ, вӗсем патӗнчех апатланчӗ; ҫак эрнере ҫӗнӗ хваттере куҫмалла, ҫавӑнпа килте ним йӗрки те ҫук, терӗ.

Анчах тӑваттӑмӗш кунне Ильинскисем патне пырса кӗме лайӑх мар пек туйӑнчӗ ӑна, вӑл вара Ильинскисен ҫурчӗ таврашӗнче уткаласа ҫӳрерӗ те хуйхӑрса киле таврӑнчӗ.

Пиллӗкмӗш кунне Ильинскисем килте апатланмарӗҫ.

Улттӑмӗш кунне Ольга ӑна ҫапла пӗлтерчӗ: эсӗ ҫав-ҫав магазина пыр, эпӗ унта пулӑп. Эсӗ мана киле ҫитиччен ҫуран ӑсатса ярӑн, лав хыҫран пырӗ, терӗ.

Ку йӑлтах ӑна иментерчӗ; ҫул ҫинче вӗсене час-часах паллакансем тӗл пулкаларӗҫ, пуҫ тайса ирткелерӗҫ, чарӑнса тӑрсах вӗсемпе калаҫакансем те пулчӗҫ.

— Ах, турӑҫӑм, мӗнле асап! — терӗ хӑраса та именсе тарланӑ Обломов.

Ольга инкӗшӗ те ун ҫине хӑйӗн ӗшенчӗклӗ пысӑк куҫӗсемпе пӑхать, Обломова курса пуҫӗ ыратакан пулнӑ пек, тем шухӑша кайса, спирт шӑршлать. Ҫӳреме те Обломовӑн мӗнле инҫе ҫӳрес пулать! Килетӗн, килетӗн Выборг Енчен, каҫхине татах каялла таврӑнмалла — ҫӳресех виҫӗ сехет иртет.

— Пӗлтерӗр инкӳне, — ҫине тӑрсах каларӗ Обломов, — вара эпӗ сирӗн патра кунӗпех пурӑнма пултаратӑп, никам та ним калаймӗ…

— А эсӗ палатӑра пултӑн-и? — ыйтрӗ Ольга Обломовӑн: «пултӑм, мӗн тумаллине йӑлтах турӑм», тесе каласси килетчӗ, анчах Ольга куҫран тинкерсе пӑхсанах туйнине чухлама пултарасса пӗлет. Вӑл вара вӑрӑммӑн сывласа ҫеҫ илчӗ.

— Ах, Ольга, ҫав ӗҫе тума мӗнле йывӑррине пӗлесчӗ санӑн! — терӗ вӑл.

— Леш кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗпе калаҫса пӑхрӑн-и? Хваттер тупрӑн-и? — ыйтрӗ вара Ольга, ҫӗрелле пӑхса.

— Кӑнтӑрла вӑл нихҫан та килте пулмасть, каҫхине тата хам яланах кунта, — терӗ Обломов, вырӑнлӑ сӑлтав тупнӑшӑн савӑнса.

Хальхинче Ольга вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те нимӗн те каламарӗ.

— Ыран мӗн пулсан та ҫав хӗрарӑмӑн пиччӗшӗпе калаҫса пӑхатӑп, — лӑплантарма тӑрӑшрӗ Обломов Ольгӑна. — Ыран вырсарникун, вӑл ӗҫе каймасть.

— Ҫаксене пурне те йӗркелесе ҫитермесӗр пирӗн инкене пӗлтерме юрамасть, хамӑрӑн та пӗр-пӗринпе сайрарах курнӑҫмалла…

— Ҫапла, ҫапла, чӑнах та, — шикленерех каларӗ Обломов.

— Эсӗ пирӗн патра хамӑр кун — вырсарникун апатлан е юнкун пыма пултаратӑн, пӗччен, — терӗ Ольга, — кайран вара театрта курнӑҫма пултаратпӑр. Эсӗ эпир хӑҫан театра каяссине пӗлӗн, вара ху та пыр.

— Ҫапла, ку тӗрӗс, — терӗ Обломов, пӗр-пӗринпе курнӑҫассине Ольга хӑй ҫине илнӗшӗн савӑнса.

— Ҫанталӑк лайӑх пулсан, эпӗ Ҫуллахи Сада уҫӑлса ҫӳреме каятӑп, эсӗ те пыма пултаратӑн, — пӗлтерчӗ Ольга. — Ку пире парка… парка аса илтерет! — пысӑк туйӑмпа каларӗ вӑл.

Обломов ним чӗнмесӗр Ольга аллине чуптурӗ те ҫитес вырсарникунччен сывпуллашрӗ. Ольга ӑна хуйхӑллӑн пӑхса ӑсатрӗ, кайран фортепиано калама ларчӗ те хӑй ӑҫтине те пӗтӗмпех манчӗ. Унӑн чӗри тем пирки хурланса макӑрчӗ, фортепиано сасси те макӑрчӗ. Ольга юрлас терӗ — юрлаймарӗ.

Тепӗр кунне Обломов тӑчӗ те дачӑра тӑхӑнса ҫӳренӗ тискер сюртукне тӑхӑнса ячӗ. Халатне вӑл тахҫанах тӑхӑнма пӑрахнӑ, ӑна шкапа пытарса хума хушнӑ.

Захар, яланхи пекех чӑртмаххӑн утса, патнусне чӗтрентерсе, сӗтел ҫине кофе стаканӗ пырса лартрӗ, крентӗлсем хучӗ. Анисья ун хыҫӗнчен алӑкран пуҫне кӑларса пӑхрӗ, — вӑл яланах ҫавнашкал: ку чашӑкӗсене сӗтел патне лайӑхах илсе ҫитерет-ши тесе, ун хыҫӗнчен пӑхса тӑрса юлать; Захар патнуса чиперех сӗтел ҫине лартсан, вӑл ним шарламасӑр алӑка хупать е лешӗ пӗр-пӗр чашӑка ӳкерсе ҫӗмӗрсе пӑрахсан, ыттисене те ҫӗмӗрттерес мар тесе, чупса тухать. Пӗр-пӗр чашӑк ӳксе ҫӗмӗрӗлсен, Захар малтанах чашӑксемпе ятлаҫма тытӑнать, кайран арӑмне ятлать, ӑна чавсапа кӑкӑртан чышма хӑмсарать.

— Питӗ аван кофе! Кам кунашкал лайӑх пӗҫерме пултарать? — ыйтрӗ Обломов.

— Кил хуҫи арӑмӗ, — терӗ Захар. — Улттӑмӗш кун ӗнтӗ хӑех пӗҫерет. «Эсир цикорий ытлашширех яратӑр тата лайӑх вӗретсе ҫитерейместӗр. Кӳр-ха хам вӗретем!» тет.

— Лайӑх кофе, — терӗ Обломов, тепӗр стакан тултарса. — Тав ту ӑна.

— Акӑ вӑл хӑй, — терӗ Захар, ҫурма уҫӑ тӑракан юнашар пӳлӗм алӑкӗ еннелле кӑтартса. — Ку вӗсен буфет пулмалла: чей, сахӑр, кофе тата чашӑк-тирӗк — йӑлтах кунта ларать. Вӑл хӑй те ҫавӑнта ӗҫлет.

Обломова хӗрарӑм ҫурӑмӗ, ӗнси, кӑштах шурӑ ӳтлӗ мӑйӗ тата ҫара чавсисем кӑна курӑнчӗҫ.

— Мӗн унта вӑл чавсисемпе питӗ ҫивӗччӗн ҫаврӑнкалать? — ыйтрӗ Обломов.

— Кам пӗлет ӑна! Чӗнтӗр якатать пулмалла.

Обломов хӗрарӑмӑн чавсисем мӗнле ҫаврӑнкаланине, ҫурӑмӗ мӗнле авӑнса тӳрленнине сӑнарӗ.

Вӑл хӗрарӑм пӗшкӗнмессерен унӑн таса юбкипе таса чӑлхи тата чӑмӑр, тулли ӳтлӗ урисем курӑнаҫҫӗ.

«Хӑй чиновница, анчах чавсисем пӗр-пӗр графиньӑнни пекех; путӑклӑ тата!» — шутласа илчӗ Обломов.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче Захар Обломова кил хуҫи арӑмӗ кукӑль ҫиме сӗннине пӗлтерчӗ.

— Паян вырсарникун, вӗсем кукӑль пӗҫереҫҫӗ!

— Тутлӑ кукӑль пӗҫереҫҫӗ пулӗ-ха! Суханпа, кишӗрпе… — тӗлсӗртерех персе ячӗ Обломов.

— Кукӑль хамӑрӑн обломовсеннинчен кая мар, ашне чӑх-чӗп ашӗпе кӑмпа тултарнӑ, — пӗлтерчӗ Захар.

Ах, апла аван пулма кирлӗ, илсе кил! Кам пӗҫерет ӑна вӗсен унта? Ҫав тирпейсӗр карчӑк-и?

— Вӑл ӑҫтан пӗҫерме пултартӑр! — йӗрӗнсе каларӗ Захар. — Кил хуҫи арӑмӗ пулмасан, хӑй ӑссӗн кӑвас тепӗ хума та пултараймасть вӑл. Йӑлтах кил хуҫи арӑмӗ тӑвать. Кукӑльне вӗсем Аниҫйӑпа иккӗшӗ пӗҫерчӗҫ.

Тепӗр пилӗк минутран юнашар пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлчӗ те ҫара хул курӑнса кайрӗ. Хулӗ ҫине кил хуҫи арӑмӗ Обломов куркаланӑ тутӑрах витнӗ, аллинчи турилкке ҫинче пысӑк кукӑль татӑкӗ пӑсланать.

— Питӗ пысӑк тав сире, — ӑшшӑн каларӗ Обломов. Кукӑль татӑкне илчӗ те хӗрарӑмӑн пысӑк кӑкӑрӗпе ҫара хулӗсем ҫинелле тинкерсе пӑхрӗ.

Алӑк хӑвӑрт хупӑнчӗ.

— Эрех ӗҫместӗр-и? — илтӗнчӗ сасӑ.

— Пысӑк тав сире, эпӗ эрех ӗҫместӗп, — тата ӑшшӑнрах каларӗ Обломов. — Мӗнле эрӗх вӑл сирӗн?

— Хамӑрӑн, килти: эпир хамӑр килте хурлӑхан ҫулҫипе йӳҫӗтсе тӑватпӑр, — илтӗнчӗ сасӑ.

— Эпӗ нихҫан та хурлӑхан ҫулҫипе йӳҫӗтсе тунӑ эрехе ӗҫсе курман, тутанса пӑхтарӑрсамччӗ эппин!

Ҫара алӑсем каллех турилккепе пӗр черкке эрех тӑсса пачӗҫ: Обломов ӗҫрӗ те, эрех ӑна питӗ килӗшрӗ.

— Питӗ пысӑк тав, — терӗ Обломов, алӑк еннелле пӑхса илес тесе, анчах алӑк хупӑнса та ларчӗ.

— Мӗн эсир хӑвӑр ҫине пӑхтарасшӑн та мар, сывлӑх сунтарасшӑн та мар? — терӗ Обломов ӳпкелешсе.

Кил хуҫи арӑмӗ алӑк хыҫӗнче кӑшт кулса илчӗ.

— Эпӗ пӗрмай кухньӑра пултӑм та, тумланма ӗлкӗреймен-ха. Халех улӑштарса тӑхӑнатӑп; пиччеҫӗм те часах кӑнтӑрлахи кӗлӗрен килет, — тавӑрчӗ вӑл.

— Ах, сӑмах майӗн, пиччӳ пирки, — терӗ Обломов. — Кӗме калӑр-ха ӑна ман патӑма, унпа калаҫмалли пур.

— Юрать, килсенех калӑп.

— Кам ӳсӗрет унта сирӗн? Камӑн ун пек типӗ ӳслӗк? — ыйтрӗ Обломов.

— Асанне. Саккӑрмӗш ҫул ӗнтӗ ҫавӑн пек ӳсӗрет вал пирӗн.

Алӑк хупӑнса та ларчӗ.

«Мӗнле айван вӑл, ҫапах та темшӗн килӗшӳллӗ… ҫӳрессе те таса ҫӳрет!» — шухӑшларӗ Обломов.

Ҫак вӑхӑтчен вӑл кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗпе курса паллашаймарӗ. Курасса куркаларӗ, анчах сайра хутра ҫеҫ, ӑна та тӳшек ҫинче выртнӑ чух кӑна. Лешӗ ирхине ирех, пысӑк хут пакетне хул хушшине хӗстерсе, решеткеллӗ хӳме ҫумӗпе вӗлтлетсе иртет те тӑкӑрлӑкра ҫухалать. Пилӗк сехет ҫитсен каллех ҫав ҫынах, ҫав пакетпах чӳрече умӗнчен васкаса иртет те крыльца хыҫӗнче ҫухалать. Килте сасси илтӗнмест.

Ҫав хушӑрах ку ҫуртра ҫынсем пурӑнни уйрӑммӑнах ирхине сисӗнет: кухньӑри ҫӗҫӗ сасси, ватӑ карчӑк кӗтесре тем чӳхени чӳрече витӗр илтӗнет; дворник вутӑ ҫурни е пичкепе шыв турттарса килни, ачасем макӑрни е ватӑ карчӑк каҫӑхса кайса ӳсӗрни — йӑлтах стена витӗр илтӗнет.

Обломов малти чи лайӑх тӑватӑ пӳлӗме йышӑнса пурӑнать. Кил хуҫи арӑмӗ хӑйӗн ҫемйипе кайри икӗ пӳлӗмре, пиччӗшӗ ҫӳлти хутра, «светелка» тенӗ пӳлӗмре пурӑнать.

Обломовӑн кабинечӗпе ҫывӑрмалли пӳлӗм чӳречисем килкартинелле пӑхаҫҫӗ, хӑнасене йышӑнмалли пӳлӗм чӳречисем — пӗчӗк сад еннелле, зал чӳречисем — купӑстапа ҫӗрулми пахчи еннелле. Хӑнасене йышӑнмалли пӳлӗмри чӳречесене тӗссӗрленнӗ ҫитсӑпа карнӑ.

Стенасем ҫумне ахаль пукансем лартса тухнӑ; тӗкӗр айӗнче картла вылямалли сӗтел; чӳрече янахӗсем ҫине чечек чӳлмекӗсем лартса тултарнӑ; ҫакӑнса тӑракан тӑватӑ читлӗхре — юрлакан кайӑксем.

Агафья Матвеевнӑн пиччӗшӗ пӳлӗме чӗрне вӗҫҫӗн утса кӗчӗ те Обломов саламне хирӗҫ виҫӗ хутчен пуҫ тайрӗ. Виц-мундирне вӑл ҫӑтӑ-ҫӑтӑ тӳмеленӗ, ҫавӑнта унӑн кӗпине курмалла мар — те пур ун кӗпи, те ҫук; галстукне ахаль тӗвӗлесе ҫыхнӑ, ун вӗҫӗсене мундир айне пытарнӑ.

Вӑл пӗр хӗрӗхсенче, ун ҫӳҫӗ ҫамки ҫинче тӗпекленсе тӑрать, тӑнлавӗсем ҫинче, вӑтамрах йытӑ хӑлхи пек тирпейсӗррӗн тӑмаланса тӑрать. Кӑвак куҫӗсем япала ҫине тӳрех пӑхмаҫҫӗ, малтан вӑрттӑн пӑхса илеҫҫӗ, иккӗмӗш хутӗнче тин вара тинкерсе пӑхаҫҫӗ.

Хӑйӗн аллисенчен вӑтаннӑ пекех, калаҫнӑ чухне, вӑл вӗсене иккӗшне те ҫурӑм хыҫне пытарма тӑрӑшать е пӗрне хӗве чикет, теприне ҫурӑм хыҫне пытарать. Начальнике хут парса ӑнлантарнӑ чухне те вӑл пӗр аллине ҫурӑм хыҫнелле тытнӑ, тепӗр аллине вӑта пӳрнипе, чӗрнине аялалла туса, хут ҫинчи пӗр-пӗр йӗркене е сӑмаха асӑрхануллӑн тӗллесе кӑтартнӑ; унӑн пӳрнисем хулӑмрах та хӗрлӗрех пулнӑ тата кӑштах чӗтренӗ, тен ҫавӑнпах вӑл вӗсене ҫынна час-часах кӑтартма именнӗ.

Вӑл Обломов ҫине малтан вӑрттӑн, унтан тинех тӳррӗн пӑхрӗ те: — Эсир мана чӗнтӗр-и? — терӗ.

— Ҫапла, эпӗ сирӗнпе хваттер пирки калаҫса пӑхас тенӗччӗ. Ларма ыйтатӑп! — кӑмӑллӑн пӗлтерчӗ Обломов.

Икӗ хут сӗннӗ хыҫҫӑн тин Иван Матвеевич ларма шутларӗ: малалла ӳпӗнчӗ те аллисене ҫанӑсем ӑшне пытарчӗ.

— Сӑлтавсене пула манӑн урӑх хваттер шырама лекет, ҫавӑнпа кӑна урӑххисене пама ыйтатӑп, — терӗ Обломов.

— Халь тин пама йывӑр, — терӗ Иван Матвеевич, ҫӑварне пӳрнисемпе хупласа ӳсӗрчӗ те аллисене каллех ҫанӑ ӑшне пытарчӗ. — Кӗркуннеччен килсе систернӗ пулсан, ун чухне хваттер шыракансем те нумайччӗ.

— Эпӗ килтӗм, анчах эсир килте пулмарӑр-ҫке, — пӳлсех каларӗ Обломов.

— Йӑмӑк каларӗ, — хушса хучӗ чиновник. — Эсир хваттершӗн пӗртте ан шикленӗр: сире кунта лайӑх пулать. Тен, сире кайӑк-кӗшӗк кансӗрлет?

— Мӗнле кайӑк-кӗшӗк?

— Чӑхсем.

Ирсерен чӳрече умӗнче чӑх чӗпписем шинклетнӗ, чӗп амӑшӗ кӑтикленӗ пулин те Обломов ун ҫинчен шутламан. Унӑн асӗнче яланах Ольга пулнӑ пирки вӑл таврара мӗн пулса иртнине те асӑрхаман.

— Ҫук, вӑл нимех те мар, — терӗ Обломов. — Эпӗ эсир саркайӑксем ҫинчен калатӑр пулӗ тесе: вӗсем ирех юрлама тытӑнаҫҫӗ.

— Эпир вӗсене куҫаратпӑр кунтан, — терӗ Иван Матвеевич.

— Ку та нимех те мар, — терӗ Обломов, — манӑн урӑх сӑлтавсем пур, кунта юлма пултараймастӑп.

— Кирек мӗн тӑвӑр, — терӗ Иван Матвеевич. — Хӑвӑр вырӑна ҫын тупаймасан, контракт пирки мӗн тӑвӑпӑр-ха? Укҫине тӳлетӗр-и?.. Сире тӑкак пулать.

— Мӗн чухлӗ тӳлемелле унта?

— Эпӗ халех расчет илсе килетӗп. Вӑл контракт тата шут илсе килчӗ.

— Акӑ, хваттершӗн сакӑрҫӗр тенкӗ хут укҫан тӳлемелле, ҫӗр тенкӗ сататка парса хунӑ, ҫичҫӗр тенкӗ тӳлемелли юлнӑ, — терӗ вӑл.

— Ниушлӗ эсир вара ҫулталӑкшӑн илме шутлатӑр? Эпӗ сирӗн патра икӗ эрне те пурӑнмарӑм-ҫке? — пӳлчӗ ӑна Обломов.

— Мӗнле-ха? — йӑвашшӑн та именчӗклӗн хирӗҫлерӗ Иван Матвеевич. — Йӑмӑк тивӗҫсӗр сиен курать. Вӑл, тӑлӑх арӑм, хваттершӗн илнӗ укҫапа кӑна пурӑнать. Ҫӑмарта, чӑх сутса, ачасене тумтир туса памалӑх йӳнеҫтеркелет.

— Чимӗр-ха, эпӗ тӳлеме пултараймастӑп, — терӗ Обломов. — Хӑвӑрах шутлӑр: эпӗ кунта икӗ эрне те пурӑнайман-ха. Мӗнле ку капла? Мӗншӗн?

— Акӑ, контракт ҫине ҫавӑн пек ҫырнӑ, — терӗ Иван Матвеевич, вӑта пӳрнипе икӗ йӗркене тӗллесе кӑтартрӗ те пӳрнине хуҫлатрӗ. — Вуласа пӑхӑр: «Эпӗ, Обломов, хваттертен вӑхӑтсӑр тухса каяс пулсан, ӑна ҫав условипех тепӗр ҫынна парса хӑварма пулатӑп е ҫын тупӑнмасан, пӗтӗм ҫулталӑкшӑн, килес ҫулхи июнӗн пӗрремӗшӗччен, кил хуҫи арӑмне Пшеницынӑна тӳлеме пулатӑп».

— Мӗнле вӑл апла? — терӗ Обломов. — Ку тӗрӗс мар.

— Саккун тӑрӑх ҫавӑн пек, — асӑрхаттарчӗ Иван Матвеевич. — Хӑвӑр алӑ пуснӑ-ҫке: акӑ!

Алӑ пуснӑ вырӑна вӑл каллех пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ те ҫавӑнтах пӳрнине пытарчӗ.

— Мӗн чухлӗ вара? — ыйтрӗ Обломов.

— Ҫичҫӗр тенкӗ, — терӗ Иван Матвеевич, ҫав пӳрнипех шут шӑрҫине шаклаттарса. — Витепе сарайшӑн тата ҫӗр аллӑ тенкӗ.

Вӑл каллех шут шӑрҫине шаклаттарса илчӗ.

Чимӗр-ха, манӑн лашасем ҫук-ҫке, мӗншӗн витепе сарайшӑн тӳлем-ха? — ҫивӗччӗн хирӗҫлерӗ Обломов.

— Контракт ҫинче пур-ҫке, — асӑрхаттарчӗ Иван Матвеевич, пӳрнипе йӗрлесе кӑтартса. — Михей Андреич мана сирӗн лашасем пулаҫҫӗ, тесе пӗлтерчӗ.

— Суять Михей Андреич! — тарӑхса каларӗ Обломов. — Контрактне парӑр мана!

— Акӑ, копине илӗр, анчах контракт йӑмӑк патӗнче юлать, — ҫемҫен тавӑрчӗ Иван Матвеевич, контрактне илсе. — Унсӑр пуҫне, — малалла вуларӗ Иван Матвеевич, — пахчари купӑста, ҫарӑк тата ытти ҫимӗҫсемпе усӑ курнӑшӑн, пӗр ҫын пуҫне шутласан, икҫӗр аллӑ тенке яхӑн…

Вӑл каллех шут шӑрҫине шаклаттарса туртасшӑнччӗ.

— Мӗнле пахча? Мӗнле купӑста? Эпӗ ним те пӗлместӗп, мӗн эсир? — хаярлансах хирӗҫлерӗ Обломов.

— Акӑ, контрактра каланӑ: Михей Андреич та ҫаплах каларӗ…

— Мӗн-ха вара ку, эсир ман кӗрекере мансӑрах хуҫа пуласшӑн? Мана купӑста та, ҫарӑк та кирлӗ мар… — терӗ Обломов тӑрса.

Иван Матвеевич та тӑчӗ.

— Чимӗр-ха, мӗнле вара сирӗнсӗр: акӑ хӑвӑр алӑ пуснӑ-ҫке! — хирӗҫлерӗ вӑл.

Иван Матвеевич каллех алӑ пуснӑ вырӑна чӗтрекен пысӑк пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ, ун аллинчи хут та чӗтреме пуҫларӗ.

— Пӗтӗмпе мӗн чухлӗ шутлатӑр эсир? — чӑтаймасӑр ыйтрӗ Обломов.

— Тата маччапа алӑк сӑрланӑшӑн, кухньӑри чӳречесене юсаттарнӑшӑн, алӑкӑн ҫӗнӗ пробойӗсемшӗн, хут укҫан тепӗр аллӑ тӑватӑ тенкӗ те ҫирӗм сакӑр пус тӳлемелле.

— Мӗнле, манӑн уншӑн та тӳлемелле-и? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Обломов. — Кӑна йӑлтах кил хуҫи шучӗпе тумалла-ҫке! Туса пӗтереймен хваттере кам куҫтӑр-ха?..

— Акӑ, контракт ҫинче сирӗн тӳлемелле тенӗ, — терӗ Иван Матвеевич, катаранах пӳрнипе ҫав тӗле кӑтартса. — Пурӗ пин те виҫҫӗр аллӑ тӑватӑ тенкӗ те ҫирӗм сакӑр пус! — йӑвашшӑн каларӗ вӑл, контрактне ҫурӑм хыҫнелле пытарса тытса.

— Ӑҫтан тупам-ха? Ҫук манӑн укҫа! — хирӗҫлерӗ Обломов, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа, — Кирлех пулӗ мана сирӗн ҫарӑкӑрпа купӑсту!

— Кирек мӗн тӑвӑр, — хуллен хушса хучӗ Иван Матвеевич. — Эсир ытлашши ан шикленӗр: сире кунта пурӑнма питӗ канлӗ пулать, — терӗ вӑл. — Укҫине… йӑмӑк тӑхтама пултарать.

— Юрамасть, мана юрамасть, сӑлтавсем пур! Илтетӗр-и?

— Илтетӗп. Кирек мӗн тӑвӑр, — терӗ Иван Матвеевич хирӗҫмесӗр; хӑй пӗр утӑм каялла чакса тӑчӗ.

— Юрӗ, шухӑшласа пӑхам-ха, хам вырӑна кама та пулин хваттере яма тӑрӑшӑп, — терӗ Обломов, пуҫне чиновник еннелле сулса.

— Йывӑртарах. Тепӗр тесен, кирек мӗн тӑвӑр! — сӑмахне вӗҫлерӗ Иван Матвеевич, вара, виҫӗ хут пуҫ тайрӗ те, тухса кайрӗ.

Обломов, укҫа енчӗкне туртса кӑларса, укҫине шутласа пӑхрӗ: мӗн пурӗ виҫҫӗр пилӗк тенкӗ кӑна. Вӑл тӗлӗнсе хытсах кайрӗ.

«Ӑҫта пӗтертӗм-ха эпӗ укҫана?» — тӗлӗнсе те хӑраса хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ вӑл. «Ҫу пуҫламӑшӗнчех мана пин те икҫӗр тенкӗ ярса панӑччӗ, халӗ мӗн пурӗ те виҫҫӗр пилӗк тенкӗ кӑна юлнӑ!»

Обломов шутлама, ӑҫта тӑккаланине аса илме тӑрӑшрӗ, анчах икҫӗр аллӑ тенкӗ кӑна шутласа тупрӗ.

— Ӑҫта кайса пӗтрӗ-ха пирӗн укҫа? — терӗ вӑл.

— Захар, Захар!

— Мӗн кирлӗ?

— Мӗн туса пӗтрӗ пирӗн укҫа? Укҫа ҫук вӗт халӗ пирен! — ыйтрӗ вӑл.

Захар хӑй кӗсйисене ухтарма пуҫларӗ: аллӑ пуслӑх, вунӑ пуслӑх кӗмӗл укҫа туртса кӑларчӗ те сӗтел ҫине хучӗ.

— Каялла пама мансах кайнӑ, ямшӑка панинчен юлнӑччӗ, — терӗ вӑл.

— Мӗн эсӗ мана вак укҫа паратӑн? Сакӑрҫӗр тенкӗ укҫа ӑҫта кайса кӗнине кала эс мана?

— Ӑҫтан пӗлем-ха эпӗ? Эсир ӑҫта пӗтернине эпӗ пӗлетӗп-им? Ямшӑка ҫеҫ эсир мӗн чухлӗ тӳлетӗр?

— Тӗрӗс, ямшӑксене нумай тӳленӗ, — аса илчӗ Обломов, Захар ҫине пӑхса. — Дачӑра ямшӑка мӗн чухлӗ тӳленине астумастӑн-и эс?

— Ӑҫтан астӑвас? — терӗ Захар. — Пӗррехинче вӑтӑр тенкӗ пама хушрӑр мана, ҫавна астӑватӑп.

— Ҫырса пырасчӗ санӑн! — ӳпкелерӗ ӑна Обломов. — Хут пӗлмен ҫынна питӗ япӑх!

— Хут пӗлмесӗрех ӗмӗре ирттертӗм, мухтав Турра, ҫынсенчен япӑхах мар, — хирӗҫлерӗ Захар, аяккалла пӑхса.

«Тӗрӗс калать Штольц, ялта шкул уҫас пулать», — шухӑшларӗ Обломов.

— Ҫынсем калаҫҫӗ, ав, Ильинскисен тарҫи хут пӗлекенскер пулсан та, — малалла каларӗ Захар, — буфетри кӗмӗле сӑптӑрса кайнӑ.

«Ҫук, тем тусан та апла пулас ҫук!», — шиклӗн шухӑшларӗ Обломов. «Чӑн та, нумай пӗлекенсем — пурте киревсӗр ҫынсем: хупахсем тӑрӑх купӑспа ҫӳреҫҫӗ, чей ӗҫеҫҫӗ… Ҫук, шкулсем уҫма иртерех-ха!..»

— Ну, тата ӑҫта укҫа кайрӗ-ха? — ыйтрӗ вӑл.

— Эпӗ ӑҫтан пӗлем? Ав, Михей Андреича дачӑра патӑр.

— Чӑнах та-ҫке, — терӗ Обломов савӑнса, ҫав укҫана аса илсен. — Ямшӑка вӑтӑр тенкӗ те Тарантьева ҫирӗм пилӗк тенкӗ панӑччӗ пулас… Тата кама панӑ?

Захар ҫине вӑл шухӑшлӑн, тем ыйтса пӑхрӗ. Захар ун ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхать.

— Анисья астумасть-ши? — ыйтрӗ Обломов.

— Ӑҫтан астутӑр, ухмахскер? Мӗн пӗлтӗр-ха хӗрарӑм? — йӗрӗнсе каларӗ Захар.

— Аса илейместӗп! — салхуллӑн каларӗ Обломов. — Вӑрӑсем пулман-ши?

— Вӑрӑсем йӑлтах ҫаратнӑ пулӗччӗҫ, — терӗ Захар, пӳлӗмрен тухса.

Обломов кресла ҫине ларчӗ те шухӑша кайрӗ. «Ӑҫтан укҫа тупам-ха?» — сивӗ тара ӳкичченех шухӑшларӗ вӑл. «Ялтан хӑҫан ярса парӗҫ, тата мӗн чухлӗ ярса парӗҫ-ши?»

Вӑл сехет ҫине пӑхрӗ: икӗ сехет, Ольга патне кайма вӑхӑт. Паян унта апатланмалли кун. Вӑл майӗпен хавасланса пычӗ, ямшӑка чӗнтерчӗ те Морская урамне кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех