Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: I сыпӑк

Пай: Обломов –> Тӑваттӑмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хушнӑ: 2019.10.14 21:56

Пуплевӗш: 168; Сӑмах: 3553

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Илья Ильич чирленӗренпе ҫулталӑк ҫитрӗ. Ҫак ҫулталӑк хушшинче тӗнчен тӗрлӗ кӗтессисенче нумай улшӑнусем пулса иртрӗҫ: пӗр ҫӗрте халӑх пӑлханчӗ, тепӗр ҫӗрте лӑпланчӗ; пӗр ҫӗрте тӗнчипе паллӑ чаплӑ ҫын ӗмӗрӗ сӳнсе ларчӗ, тепӗр ҫӗрте урӑххи чапа тухрӗ; пӗр ҫӗрте этем ҫутҫанталӑкри вӑрттӑн вӑйсене парӑнтарчӗ, тепӗр ҫӗрте кил-ҫуртсемпе ӑрусем арканса тӗп пулчӗҫ. Кивӗ пурнӑҫ пӗтсе пынӑ ҫӗрте ҫӗнӗ пурнӑҫ ешӗл ӳсентӑран пек шӑтса тухрӗ…

Кунсемпе ҫӗрсем пӗр евӗрлӗ пурнӑҫа чӑрсӑр та сасартӑк улӑштармасӑр, лӑпкӑн иртеҫҫӗ пулин те, хӗлпе ҫу та, кӗрпе ҫур та пӗлтӗрхи пекех иртрӗҫ пулин те, Выборг Енче те, Пшеницына ҫуртӗнче, пурнӑҫ пурпӗрех чарӑнса лармарӗ, йӑлтах хӑй майӗпе улшӑнса пычӗ, анчах ҫав тери вӑраххӑн улшӑнса пычӗ, пирӗн планета ҫинче геологилле улшӑнусем ҫавнашкал вӑраххӑн пулса иртеҫҫӗ: пӗр ҫӗрте ӗмӗрсен тӑршшӗнче тинӗс юшкӑнпа тулса ларать, е тинӗс ҫырантан чакса, ҫӗнӗ тӑпра купаласа хӑварать.

Илья Ильич сывалчӗ. Вӑл хӑй ӗҫӗсене тума яла Затертӑя ӑсатрӗ те, лешӗ тырӑ сутса тунӑ укҫана йӑлтах ярса пачӗ. Ҫав шутранах хӑй ҫул укҫи те, ӗҫ укҫи те илчӗ.

Куланай пирки Затертый ҫапла ҫырса пӗлтерчӗ: ку укҫана пухма май ҫук, хресченсем хӑшӗ ҫука юлнӑ, хӑшӗ тӗрлӗ ҫӗре кайса пӗтнӗ, ӑҫта кайни — паллӑ мар, халӗ вӗсем пирки кунта тӗпчесе пӗлетӗп, — терӗ.

Ҫулсемпе кӗперсем пирки тӑхтамалла пулать, — тесе ҫырчӗ — хресченсем ҫӗнӗ ҫулпа кӗперсем тӑвиччен пасар ялне ҫырмапа ту урлӑ ҫӳреме юратарах параҫ, терӗ.

Пӗр сӑмахпа, ҫак хыпарсем те, укҫа та ҫырлахтарчӗҫ, ҫавӑнпа вӑл яла хӑйӗн кайма питӗ кирлех те мар, терӗ, — ку тӗлӗшрен вӑл килес ҫулччен лӑпланчӗ.

Повереннӑй ҫурт лартас ӗҫе те йӗркеленӗ: пӳрт тума мӗн чухлӗ хатӗр кирлине кӗпӗрнери архитекторпа палӑртса хунӑ та старостӑна ҫуркунне йывӑҫ турттарма хушса хӑварнӑ, кирпӗч сарайӗ тума та хушнӑ; ҫавӑнпа Обломовӑн ҫуркунне унта кайса, турра асӑнса, пӳрт лартма тытӑнасси ҫеҫ юлчӗ. Унччен куланай пухма та шанчӑк пур, унсӑр пуҫне яла саклата хума та шутласа хунӑ, ҫапла вара тӑкаксене сапламалӑх укҫа тупӑнать.

Чир хыҫҫӑн Илья Ильич чылайччен салхуллӑ пулчӗ, сехечӗ-сехечӗпе йывӑр шухӑша кайса ларчӗ, хӑш чухне Захара хирӗҫ те самах чӗнмерӗ, лешӗ чашӑксене урайне ӳкернине те, сӗтел ҫинчи тусана шӑлманнине те сисмерӗ; е кил хуҫи арӑмӗ, праҫниксенче кукӑльпе хӑналама килсе кӗрсен, вӑл куҫҫулӗ юхтарнине асӑрхакаларӗ.

Унтан хуллен-хулленех чӗрене касакан хуйхӑ иртме пуҫларӗ. Юр ҫуса урамра та, килкартинче те кӗртсем хывнине, вутӑ купине, чӑх витисене, йытӑ йӑвине, сада, пахчари йӑрансене юр витнине, хӳме юписем ҫумне юр купаланнине Илья Ильич халӗ сехечӗ-сехечӗпе сӑнать.

Кофе авӑртмалли ал арманӗ шалтӑртатнине, сӑнчӑрти йытӑ сиксе вӗрнине, Захар атӑ тасатнине, сехет пӗр пек шакканине чылайччен итлет вӑл.

Ӗлӗкхи пекех, ун патне кил хуҫи арӑмӗ кӗркелесе мӗн те пулин туянма е мӗн те пулин ҫисе пӑхма сӗнет; кил хуҫи арӑмӗн ачисем чупса килкелеҫҫӗ; вӑл кил хуҫи арӑмӗпе пӑлханмасӑр, кӑмӑллӑ калаҫать, унӑн ачисене вӗрентет, вӗсем пакӑлтатса вуланине итлет те, кулас килмесӗр, сӳрӗккӗн кулкалать.

Анчах пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ту ишӗлет, тинӗс ҫырантан чакать е ҫырана кӗрсе каять; Обломов та хуллен-хулленех хӑйӗн малтанхи йӑлана кӗнӗ пурнӑҫӗпе пурӑнма пуҫларӗ.

Кӗр, ҫу, хӗл сӳрӗккӗн, кичеммӗн иртрӗҫ. Анчах Обломов каллех ҫу килессе кӗтрӗ, яла каясса ӗмӗтленчӗ.

Мартра тӑри ашӗ пӗҫерсе хатӗрлерӗҫ, апрельте унӑн чӳречисенчи иккӗмӗш рамисене илчӗҫ те: Нева тапранчӗ, ҫуркунне ҫитрӗ, тесе пӗлтерчӗҫ.

Вӑл садра ҫӳрерӗ. Унтан пахчара тӗрлӗ ҫимӗҫ лартма пуҫларӗҫ; тӗрлӗрен праҫниксем ҫитрӗҫ: труйски, ҫимӗк, майӑн пӗрремӗшӗ, — кашни уявнех ҫамрӑк хурӑнсемпе, чечек кӑшӑлӗсемпе эрешлесе илемлетрӗҫ, ращара чей ӗҫрӗҫ.

Ҫу пуҫламӑшӗнчех икӗ пысӑк праҫник ҫитесси ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ: Иван кунӗ — кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшин менельник кунӗ, Илле кунӗ — Обломовӑн менельник кунӗ: ҫак икӗ чаплӑ эпохӑна асрах тытрӗҫ. Кил хуҫи арӑмӗ пасарта лайӑх пӑру ашӗ туянсан е курсан, е лайӑхрах кукӑль пӗҫерсе кӑларсан, вара яланах:
— Ах, Иван кунӗнче е Илле кунӗнче ҫакнашкал пӑру ашӗ е ҫакнашкал кукӑль пулинччӗ! — текелерӗ.

Илле кунӗ кашни ҫулах Тар завочӗсем патне ҫуран кайса ҫӳрени ҫинчен, Колпинӑри Смоленски ҫӑва ҫинчи уяв ҫинчен калаҫкаларӗҫ.

Каллех чӳречесем умӗнче кӑлӑк чӑххи йывӑррӑн кӑтиклени, ҫамрӑк чӗпӗсем шимплетни илтӗнме пуҫларӗ: чӗп ашӗпе кӑмпа тултарса кукӑль пӗҫерме, халӗ ҫеҫ тӑварланӑ хӑярпа хӑналама тытӑнчӗҫ; часах ҫырла та тупӑнчӗ.

— Халӗ ӗнтӗ пыршӑ-пакарта лайӑх мар, — терӗ Обломова кил хуҫи арӑмӗ: — ӗнер икӗ мӑшӑр пӗчӗк пыршӑ-пакартӑшӑнах ҫичӗ гривнӑ ыйтрӗҫ, ун вырӑнне чӗрӗ лосось пулӑ пур: кашни кунах пулӑ шӳрпи пӗҫерме пулать.

Пшеницына килӗнче хуҫалӑх Агафья Матвеевна питӗ ӑста та ҫивчӗ пулнӑран кӑна мар, Иван Матвеевич Мухояров апат-ҫимӗҫ тӗлӗшпе питӗ пултаруллӑ эпикуреец пулнӑран та лайӑхланса пырать. Ҫи-пуҫ, кӗпе-йӗм тӗлӗшӗнчен вӑл ытлашшипех тирпейсӗр: пӗр ҫи-пуҫах темиҫе ҫул тӑхӑнать, ҫӗннине вара йӗрӗнсе те тарӑхса кӑна туянать, нихҫан та тум-тире тирпейлӗ ҫакса хумасть, кӗтесе пӗр купана пӑрахса тултарать. Хура ӗҫпе пурӑнакан ҫын пек, кӗпе-йӗмне шӑматкун ҫеҫ улӑштарать; анчах апат-ҫимӗҫ тӗлӗшӗнчен укҫа-тенкӗ хӗрхенсе тӑмасть вара.

Кун пирки унӑн хӑй службӑра ӗҫлеме тытӑннӑранпах пӗр ҫирӗп шут пур: «Хырӑмра мӗн пуррине курмӗҫ; анчах пысӑк вӑчӑра, ҫӗнӗ фрак, ҫап-ҫутӑ атӑ — кусем яланах сӑмахлӑ».

Ҫавӑнпа Пшеницынсен сӗтелӗ ҫинче — чи лайӑх пӑру ашӗ, витӗр курӑнакан сарӑ осетр-пулӑ, шурӑ пӑчӑр ашӗ. Мухояров хӑш чухне хӑех пасар тӑрӑх е Милютин лавккисем тӑрӑх йытӑ пек шӑршласа ҫӳрет, чи самӑр чӑхха аркӑ айне хӗстерсе таврӑнать, кӑрккашӑн вара тӑватӑ тенкӗ те хӗрхенмест.

Хӗрлӗ эрех вӑл биржӑра илет те хӑех пытарса лартать, хӑех тупса кӑларать, анчах унӑн сӗтелӗ ҫинче хурлӑхан ҫулҫипе йӳҫӗтнӗ эрехсӗр пуҫне нимӗн те курма ҫук; хӗрлӗ эрехне вӑл мал-пӳлӗмре ӗҫсе ярать.

Тарантьевпа пулӑ тытма кайнӑ чух вӑл яланах пальто кӗсйине пӗр бутылка чи лайӑх мадера пытарать, «заведенире» иккӗшӗ чей ӗҫнӗ чухне вӑл каллех ром чиксе каять.

Майӗпен тинӗссем хухнӑ, тусем ишӗлнӗ пекех, Анисья та улшӑнчӗ: пӗр-пӗрине килӗштерекен Анисьйӑпа кил хуҫи арӑмӗ уйрӑлми туслашрӗҫ, пӗр-пӗринсӗр пурӑнайми пулчӗҫ.

Обломов, хӑйшӗн кил хуҫи арӑмӗ тӑрӑшнине кура, пӗррехинче ӑна, шӳтленӗ майлӑрах, ҫапла сӗнчӗ: ман апат-ҫимӗҫ пирки пӗтӗм ӗҫе хӑвӑр ҫине илсемӗр, мана тӗрлӗ чӑрмавсенчен хӑтарсамӑр, терӗ.

Лешӗн пичӗ савӑнӑҫлӑн ялкӑшса кайрӗ; вӑл хальхинче шухӑшласах кулса илчӗ. Мӗн тери пысӑкланчӗ унӑн ӗҫӗ: пӗр хуҫалӑх вырӑнне иккӗ, е пӗр пӗтӗм хуҫалӑх, тата мӗн тери пысӑк вӑл! Кунсӑр пуҫне, Анисья ялан пӗрле пулать.

Кил хуҫи арӑмӗ пиччӗшӗпе калаҫса пӑхрӗ, тепӗр кунне вара Обломов кухнинчен япаласене йӑлтах Пшеницына кухнине куҫарчӗҫ; кӗмӗл кашӑк таврашне, чашӑк-тирӗке те унти буфета хучӗҫ, Акулинӑна кухньӑран чӑх-чӗп пӑхакан, пахчара ӗҫлекен туса хучӗҫ.

Тӑкаксем пысӑкланса кайрӗҫ: сахӑр, чей, апат-ҫимӗҫ туянасси, хӑяр тӑварласси, панулми, чие йӳҫӗтесси, варени пӗҫересси — йӑлтах пысӑк виҫепе пула пуҫларӗ.

Агафья Матвеевна ӳссе кайрӗ, Анисья, ӑмӑрткайӑк ҫуначӗсене сарнӑ пекех, вӑй илчӗ, — пурнӑҫ вара вӗреме, шыв пек юхма пуҫларӗ.

Обломов ҫемьепе пӗрле виҫӗ сехетре апатланать, кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗ кӑна, ӗҫрен питӗ кая юлса таврӑннӑран, кухньӑра уйрӑм ҫиет.

Чейпе кофе Обломова Захар мар ӗнтӗ, кил хуҫи арӑмӗ хай лартса парать.

Захар, шӑлас тенӗ чух, тусан шӑлать, ун шӑласси килмен чух — Анисья ҫил-тӑвӑл пек вӗҫсе кӗрет те пӑртак сапунӗпе, пӑртак ҫара аллипе, сӑмсипе тенӗ пекех, йӑлт шӑлса, вӗрсе, туртса антарса тасатать те ҫухалать; е, тата, Обломов сада тухсан, кил хуҫи арӑмӗ ун пӳлӗмне кӗрет, йӗркесӗрлӗхе курсан, пуҫне пӑркалать те, тем мӑкӑртатса, минтерӗсене хӑпартлантарса хурать, ҫав хушӑрах минтер пичӗсене пӑхать те: каллех улӑштармалла, тесе пӑшӑлтатать, вара вӗсене хывса илет, чӳречесене шӑлса тасатать, диван хыҫне тӗрӗслет те тухса каять.

Майӗпе тинӗс ӑшӑхланни те, тусем ишӗлни те, ҫырана юшкӑн тулни те, кӑштах вулкан кисрентерсе илни те — ҫаксем йӑлтах Агафья Матвеевна пурнӑҫӗнче пуринчен ытларах сисӗнеҫҫӗ, анчах никам та, пуринчен каярах хӑй те, ҫакна асӑрхамасть. Ҫак улшӑнусем унӑн час-часах та кӗтмен ҫӗртен пулса иртекен ӗҫсем урлӑ палӑра пуҫларӗҫ.

Мӗншӗн-ха вӑл тахӑш вӑхӑтранпа паллаймиех улшӑнчӗ?

Мӗншӗн-ха вӑл ӗлӗк, шарккух ҫунсан та, пулӑ шӳрпи ытлашширех вӗресен те, яшкана ешӗл ҫимӗҫ ямасан та, Акулинӑна лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн хӑтӑрса илетчӗ те манатчӗ, халӗ вара, ун пек-кун пек пулсан, вӑл сӗтел хушшинчен сиксе тухать, кухньӑна чупса каять, Акулинӑна чӗрре кӗрсех ӳпкелешет, Анисьйӑна та ҫилленет; тепӗр кунне вара яшкана ешӗл ҫимӗҫ янине, пулӑ мӗнле пиҫнине хӑй тӗрӗслет.

Хуҫалӑхпа аппаланасси — унӑн пӗртен-пӗр пӗлнӗ, юратнӑ ӗҫӗ, тен, ҫавӑнпа вӑл ют ҫын умӗнче ку енӗпе куҫран ӳкесшӗн мар пулӗ, тейӗҫ хӑшпӗрисем.

Аван. Анчах мӗншӗн ӗлӗк чух унӑн сакӑр сехетрех куҫӗсем хупӑнатчӗҫ, тӑххӑрта вара вӑл ачисене вырттаратчӗ те кухньӑри вутта сӳнтернине, мӑрьесене хупнине, йӑлтах пуҫтарнине тӗрӗслесе, ҫывӑрма выртатчӗ — ӑна вара, темле тупӑпа персен те, ултӑ сехетчен вӑратма ҫукчӗ?

Халӗ ак, Обломов театра кайсан, е Иван Герасимович патӗнче ытларах ларсан, вӑл ҫывӑраймасть, енчен енне ҫаврӑнкалать, сӑхсӑхать, ассӑн сывлать, куҫӗсене хупать — ҫапах ыйхи ҫук та ҫук!

Урамран кӑшт шаккани илтӗнет-и — вӑл пуҫне ҫӗклет, хӑш чух вырӑн ҫинчен сиксе тӑрать, форточка уҫса итлет: Обломов мар-ши?

Хапхаран шаккасан, вӑл юбка тӑхӑнать те кухньӑна чупать, Захара, Анисьйӑна вӑратса хапха уҫма ярать.

Вӑл — тӳрӗ чунлӑ кил хуҫи, тен, ҫавӑнпа килте йӗркесӗрлӗх ан пултӑр, хваттерте пурӑнакан ҫын ӳсӗр дворник илтсе уҫасса урамра ҫӗрле ан кӗтсе тӑтӑр, тет пулӗ; юлашкинчен тата, нумай шаккаса ачасене вӑратма пулать, тейӗҫ хӑш-пӗрисем!

Аван. Анчах мӗншӗн-ха, Обломов чирлесен, вӑл ун патне никама та кӗртместчӗ, пӳлӗм урайне кавирсем, кӗҫҫесем саратчӗ, чӳречесене карса хуратчӗ, Ванькӑпа Маша кӑшт кӑшкӑрсанах е хытӑрах кулсанах вӑл, кӑмӑллӑ та йӑвашскер, хаярланса ӳкетчӗ?

Мӗншӗн-ха вӑл, Захарпа Анисьйӑна шанмасӑр, Обломов вырӑнӗ умӗнче, ун ҫинчен ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе куҫ илмесӗр, ирхи кӗлӗччен ларатчӗ, унтан вара селоп пӗркенетчӗ те, хут татӑкӗ ҫине пысӑк саспаллисемпе «Илья» тесе ҫырса, чиркӗве чупатчӗ, хутне сывлӑхшӑн кӗлтума алтаре паратчӗ, унтан кӗтесе чакса чӗркуҫленетчӗ те нумайччен пуҫ ҫапса выртатчӗ, унтан васкаса пасара каятчӗ те киле шикленсе таврӑнатчӗ, алӑк ҫине пӑхкаласа, Анисьйӑран пӑшӑлтатса ыйтатчӗ:
— Мӗнле?

Хӗрарӑм яланах шеллеме, хӗрхенме пӗлет — ку та ҫавнашкал ҫеҫ, тейӗҫ хӑшпӗрисем!

Аван. Мӗншӗн-ха вара Обломов сывалнӑ хыҫҫӑн та, хӗлӗпех салхуллӑ чух, унпа аран ҫеҫ калаҫнӑ чух, ун пӳлӗмне кӗмен чух, вӑл мӗн тунине пӗлесшӗн мар чух, унпа шӳтлесе кулман чух — вӑл начарланчӗ, мӗншӗн сасартӑк сӳрӗкленчӗ, йӑлтах сивӗннӗ пек пулчӗ: кофе авӑртать-и — мӗн тунине те астумасть, е цикорий ярса тултарать те кофине ӗҫме ҫук — хӑй, чӗлхи ҫӗтнӗ пекех, ним те туймасть. Акулина пулӑ япӑх пӗҫерет; пиччӗшӗ ҫилленсе сӗтел хушшинчен тухать, анчах вӑл, чул пекех, ним те илтмест.

Ӗлӗк чух вӑл шухӑша кайнине никам та курманччӗ, шухӑша кайни килӗшместчӗ те ӑна; вӑл яланах утатчӗ те хускалатчӗ, пур япала ҫине те тинкерсе пӑхса, йӑлт куратчӗ, халӗ ак сасартӑк чӗрҫинчи киллине тытнипех ҫывӑрса кайнӑ пек хытса ларать, унтан сасартӑк кисӗпӗпе ҫав тери хытӑ тӳме пуҫлать — хапхаран шаккаҫҫӗ пуль тесе, йытӑ та вӗрсе ярать.

Анчах Обломов чӗрӗлчӗ кӑна, кӑмӑллӑн кулкалама пуҫларӗ кӑна, ун ҫине ӗлӗкхилле пӑхма, кӑмӑллӑн алӑк уҫса, унпа шӳтлеме пуҫларӗ кӑна — вӑл каллех самӑрланчӗ, каллех хавхаланса, ҫивӗчленсе, хавасланса, анчах малтанхинчен кӑшт урӑхларах ӗҫлеме пикенчӗ; малтан вӑл кунӗпех, лайӑх тунӑ машина евӗр, пӗр пек, тӗрӗс ӗҫлесе ҫӳретчӗ, ярӑнса утатчӗ, шӑппӑн та, хыттӑн та мар калаҫатчӗ, кофе авӑртатчӗ, сахӑр кататчӗ, мӗн те пулин аллатчӗ, ҫӗлеме ларсан, ун аллинчи йӗп сехет йӗппи пекех пӗр виҫепе вылянатчӗ; унтан вӑл васкамасӑр ура ҫине тӑратчӗ; кухньӑна ҫитиччен чарӑнса шкап уҫатчӗ, тем илетчӗ те кайса хуратчӗ — йӑлтах машинӑ пек тӑватчӗ.

Халӗ вара, Илья Ильич ун ҫемйинчи ҫын пулнӑранпа, вӑл урӑхларах аллать те, тӗвет те. Чӗнтӗрӗсем ҫинчен манса кайрӗ. Канлӗ вырнаҫса ларать те ҫӗлеме пикенет, сасартӑк Обломов Захара: кофе пар! тесе кӑшкӑрать, — Агафья Матвеевна ҫавӑнтах кухньӑна сиксе ӳкет, теме тӗллесе перес пекех, питӗ тинкерсе пӑхать, кашӑк илет те ҫутӑ ҫинелле тытса, кофине пӗр виҫӗ кашӑк юхтарса пӑхать: лайӑх вӗренӗ-и вӑл, тӑрӑлнӑ-и, ытла ҫӑра та ан пултӑрччӗ, хӑйма ҫийӗ хытнӑ-и, хытман-и?

Обломовӑн юратнӑ апатне пӗҫереҫҫӗ-и, вӑл кастрюль ҫине тинкерсе тӑрать, ывсине уҫса шӑршлать, тутанса пӑхать, вара кастрюльне вут ҫинче тытса тӑрать. Миндаль тасатать-и е Обломов валли мӗн те пулин тӗвет-и — ҫав тери тӑрӑшса, мӗнпур вӑйран тасатнипе, тӳнипе йӗп-йӗпе тара ӳкет.

Унӑн пӗтӗм хуҫалӑхӗ, тӳни, якатни, аллани тата ытти те — халӗ ӗнтӗ йӑлтах ҫӗнӗ, ырӑ шутпа — Илья Ильич канлӗхӗпе ырлӑхӗшӗн пулса пырать. Ҫак ӗҫсем унӑн малтан ирӗксӗрех тумалли ӗҫсем пулнӑ пулсан, халӗ унӑн савӑнӑҫ ырлӑхӗ пулса тӑчӗҫ. Вӑл хӑйне евӗрлӗ, туллин те хаваслӑн пурӑнма пуҫларӗ.

Анчах вӑл хӑйне мӗн пулнине те пӗлмест, нихҫан та пӗлме шутламасть те; ним иккӗленмесӗр, хирӗҫлемесӗр те иленмесӗр, пӑлханмасӑр, ҫунмасӑр, мӗн пуласса пӗлме тӑрӑшмасӑр, асапланмасӑр, йӑпанма-пӑшӑрханма пӗлмесӗр ҫак илӗртӳллӗ пурнӑҫа хӑнӑхса ҫитрӗ вӑл.

Вӑл сасартӑк урӑх тӗне куҫнӑ пек, ҫав тӗн мӗнлерехскерне пӗлмесӗр, ҫав тӗн мӗне вӗрентнине чухламасӑр, ӑна пӗтӗм чун-чӗререн ӗненекен ҫын пек пулса тӑчӗ.

Ҫакӑ йӑлтах хӑй майӗпе пулса пычӗ, вӑл унтан чакма та, иртсе кайма та шутламарӗ; Обломова вара, шӑнса пӑсӑлнӑ хыҫҫӑн сивӗ чирпе чирленӗ пекех, ним шутламасӑр юратса пӑрахрӗ.

Хӑй вӑл ним те сисмест: кун пирки ӑна кам та пулин калас пулсан, ку уншӑн ҫӗнӗ хыпар пулнӑ пулӗччӗ — вӑл вара кулса илӗччӗ те вӑтанӗччӗ.

Вӑл, ним чӗнмесӗр, Обломовшӑн тӑрӑшать: унӑн кашни кӗпи мӗнлине пӗлсе тӑрать, унӑн ҫӗтӗлнӗ чӑлхисем ҫинчи шӑтӑксене шутлать, вӑл вырӑн ҫинчен хӑш ури ҫине малтан пусса тӑнине пӗлет, унӑн куҫне хӑҫан урпа тухнине, вӑл мӗнле апата мӗн чухлӗ ҫинине, хаваслӑ е кичем пулнине, мӗн чухлӗ ҫывӑрнине асӑрхасах тӑрать, — Обломов хӑйшӗн кам иккенне, хӑй уншӑн ма чӑрманнине пӗлме шутламасӑр, уншӑн ӗмӗр тӑршшӗпех тӑрӑшнӑ пек тӑрӑшать.

Унран: эсӗ ӑна саватӑн-и? тесе ыйтас пулсан, вӑл каллех кулса илӗччӗ те юрататӑп тейӗччӗ; анчах Обломов ун патӗнче эрне кӑна пурӑннӑ пулсан та, вӑл ҫаплах калӗччӗ.

Мӗн пирки е мӗншӗн вӑл шӑпах Обломова юратрӗ, мӗншӗн вӑл малтан юратмасӑрах качча тухнӑ, юратмасӑрах вӑтӑр ҫула ҫитнӗ, халӗ вара мӗн пулчӗ-ха ӑна?

Юратӑва ним кӗтмен-шухӑшламан ҫӗртен, чир пек ерекен вылянчӑк туйӑм теҫҫӗ пулин те, ҫапах унӑн та, ыттисенни пекех, хӑйӗн законӗсемпе сӑлтавӗсем пур. Халиччен ҫав законсене питӗ сахал тӗпченӗ. Кӑмӑл мӗнле ҫаврӑнать, туйӑмсем мӗнле тӗлӗрнӗ чукнехи пек пулаҫҫӗ, малтан мӗнле куҫ суккӑрланать, хӑш самантран юн, унтан чӗре хытӑрах тапма тытӑнать, мӗнле пӗр кунтанах ҫынна ӗмӗрлӗхех юратма, уншӑн вилме те хатӗр пулатӑн, мӗнле пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех хушӑн мар, савнӑ ҫыншӑн пурӑнма пуҫлатӑн, ӑс мӗнле мӑкалса е ҫав тери ҫивӗчленсе пырать, мӗнле ху ирӗклӗхне ҫынна паратӑн, мӗнле пуҫ тайӑлать, урасем чӗтреҫҫӗ, куҫҫулӗ тухать, вӗрилетсе пӑрахать? — юратуран аманнӑ ҫыннӑн ҫаксене ӑслӑ куҫпа тӗпчесе тӑма вӑхӑт ҫук.

Агафья Матвеевна Обломов пек ҫынсене малтан сахал куркаланӑ, курсан та аякран ҫеҫ курнӑ; тен, вӗсем ӑна килӗшнӗ те пулӗ, анчах вӗсем ун ҫывӑхӗнче мар, урӑх таврара пурӑннӑ, ҫавӑнпа вӗсемпе ҫывӑхланма нимле те май пулман.

Илья Ильич утасса та унӑн вилнӗ упӑшки — коллежски секретарь Пшеницын пек вӗттӗн пусса, хыпаланса утмасть, пӗрмай хут ҫырмасть, ӗҫрен юласран хӑраса чӗтремест, пур ӑҫтиҫук ҫине хӑйне утланса чупма ыйтнӑ пек пӑхмасть, пурин ҫине те, пур япала ҫине те хӑйне пӑхӑнма хушнӑ пек тӑвать.

Пичӗ унӑн тӳрккес мар, хӗрлӗ мар, шурӑ, ачаш; аллисем Мухояровӑнни пек чӗтремеҫҫӗ, хӗрлӗ мар, шурӑ, пӗчӗкҫеҫ. Пӗр урине теприн ҫине хурса ларать вӑл, пуҫне аллипе тӗревлет — ҫаксене йӑлтах питӗ ирӗклӗ, лӑпкӑ та илемлӗ тӑвать; калаҫасса та Тарантьевпа Мухояров пек мар, упӑшки калаҫнӑ пек мар калаҫать; вӑл каланинчен Агафья Матвеевна нумайӑшне ӑнланаймасть, анчах ун сӑмахӗсем ӑслине, ыррине, тӗлӗнмеллине туять; вӑл ӑнланакан сӑмахсене те Обломов темлерех, ҫынсенчен урӑхларах калать.

Вӑл ҫӳхе кӗпе-йӗм тӑхӑнать, кулленех ӑна улӑштарать, тутлӑ супӑньпе ҫӑвӑнать, чӗрнисене тасатать — вӑл йӑлт ҫав тери лайӑх, ҫав тери таса, ним тумасан та пултарать, ним те тумасть те, уншӑн урӑххисем ӗҫлеҫҫӗ: унӑн Захар пур, тата виҫҫӗр Захар пур!..

Вӑл — улпут, вӑл калама ҫук чаплӑ, мухтавлӑ! Ҫав хушӑрах вӑл питӗ кӑмӑллӑ; мӗнле ҫемҫен утать, ҫаврӑнкалать, алӑран сӗртӗнет-и — бархат пек; малтанхи упӑшки сӗртӗнсен те ҫапнӑ пекех ыраттаратчӗ! Ку вара калама ҫук ҫемҫен, ҫав тери кӑмӑллӑн калаҫать…

Агафья Матвеевна ҫакӑн ҫинчен шухӑшламасть, ҫакна тавҫӑрса та илмест, анчах кам та пулин Обломов килнӗренпе унӑн кӑмӑлӗ мӗнле ҫаврӑннине сӑнаса, ӑнлантарса парас пулсан, урӑхла мар, шӑпах ҫанашкал ӑнлантарса панӑ пулӗччӗ.

Илья Ильич хӑй ҫак кӗтесе килни кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗнчен пуҫласа сӑнчӑрти йытта ҫитичченех мӗне пӗлтернине лайӑх ӑнланать. Вӑл кунта килнӗренпе йытӑ та виҫӗ хут нумайрах шӑмӑ кӑшлама пуҫларӗ, анчах хӑй кунта килни мӗн тери пысӑк пӗлтерӗшлине тата хӑй кил хуҫи арӑмӗн чӗрине мӗнле ӑнсӑртран парӑнтарнине ӑнланаймарӗ вӑл.

Агафья Матвеевна унӑн апат-ҫимӗҫӗ, кӗпе-йӗмӗ, пӳлӗмӗсем пирки мӗншӗн хыпаланса тӑрмашнине Обломов тавҫӑрса илеймерӗ, — кил хуҫи арӑмӗн кӑмӑлӗ ахаль ҫапла пулӗ, терӗ; пӗрремӗш хут курсанах Обломов ҫав кӑмӑла асӑрханӑччӗ: ун чухне Акулина пӳлӗме автан йӑтса кӗчӗ, кил хуҫи арӑмӗ, лешӗ ытлашши вырӑнсӑр хӑтланнинчен именчӗ пулин те, ҫапах ӑна: лавккаҫа ку автанне мар, кӑваккине памалла, тесе калама ӗлкӗрчӗ.

Агафья Матвеевна Обломов умӗнче курнӑҫланма е хӑй ӑшӗнче мӗн пулса иртнине палӑртма кӑна мар, паҫӑр каларӑшле, кун ҫинчен шухӑшлама та, ӑнланса илме те пултараймасть; кун пек туйӑм хӑйӗн халиччен пулнине те астумасть; унӑн юратӑвӗ хӑй Обломова мӗн виличченех пӑхӑнма хатӗрринчен ҫеҫ палӑрать.

Унӑн чӑн-чӑн туйӑмне витӗр курайман пирки, Обломов ӑна ахаль ҫапла кӑмӑллӑ ҫын вырӑнне ҫеҫ хурса пурӑнать. Ҫавӑнпа Пшеницынӑн йӗркеллӗ те тивӗҫлӗ таса туйӑмӗ Обломовшӑн та, ыттисемшӗн те, уншӑн хӑйшӗн те паллӑ пулмарӗ.

Ҫак туйӑм, чӑнах та, таса: мӗншӗн тесен Пшеницына чиркӳре ҫурта лартрӗ, Обломов сывалтӑрччӗ кӑна тесе, кӗлӗ тутарчӗ; Обломов кун ҫинчен нихҫан та пӗлмерӗ. Пшеницына, унӑн пуҫ вӗҫӗнче ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ларса, ирхи шуҫӑмпа ҫеҫ каятчӗ, ҫапах кайран кун пирки асӑнса калаҫмарӗ.

Обломов ун ҫине чылаях ҫӑмӑллӑн пӑхать: Агафья Матвеевнӑн чавсисем пӗрмай хускални, куҫӗсем пур япалана та тинкерсе сӑнани, вӑл пӗрмай кухньӑран кладовӑйне, унтан нӳхрепе ҫӳрени, вӑл килтипе хуҫалӑхри мӗнпур ӗҫӗн майӗсене те пӗлсе тӑни — Обломовшӑн пулсан, океан пек вӗҫӗ-хӗррисӗр те лӑпкӑ пурнӑҫӑн идеалӗ кӑна; ҫакӑн пек пурнӑҫа вӑл ача чухнех, ашшӗ килӗнче чух, нихҫан та манми астуса юлнӑ.

Унта унӑн ашшӗ, аслашшӗ, ачисем, мӑнукӗсемпе хӑнисем ӳркевлӗн канса ларнӑ е выртнӑ, вӗсем хӑйсен тавра ялан сӑнаса тӑракан, ырми-канми ӗҫлекен ҫынсем пуррине, хӑнисене ҫавсем тумлантарасса, ӗҫтерсе-ҫитерсе, ҫывӑрма вырттарасса, вилес умӗн куҫа хупса ярасса пӗлсех тӑнӑ. Обломов та кунта ҫавнашкалах, диван ҫинче хускалми ларнӑ хушӑрах, йӑлт курать; такам уншӑн тӑрӑшса ҫивӗччӗн чупкалать; ыран хӗвел тухмӗ, пӗлӗте тӑвӑл хуплӗ, тӗнче тӑрӑх тӑвӑллӑ ҫил тустарса ҫӳрӗ, ҫапах Обломов сӗтелӗ ҫинче яшка та шарккух та пулӗ, ҫапах унӑн кӗпе-йӗмӗ таса та ҫӗнӗ пулӗ, ҫапах стена ҫинче эрешмен картисем пулмӗҫ, — Обломов ҫакна кам тунине пӗлмӗ те, хӑйшӗн мӗн тӑвас килни ҫинчен те шутлама ӳркенӗ, анчах вӑл мӗне кӑмӑлланине Агафья Матвеевна сисӗ те сӑмси умнех илсе пырса парӗ, Захар пек чӑртмаххӑн мар, пылчӑклӑ алӑсемпе мар, хаваслӑн та йӑвашшӑн пӑхса, чӗререн парӑннӑ туйӑмпа кулкаласа, ҫара чавсаллӑ таса та шурӑ аллисемпе илсе пырса парӗ.

Обломов кил хуҫи арӑмӗпе кунсерен туслашнӑҫемӗн туслашса пычӗ: юрату ҫинчен, шатра чирӗ евӗр, хӗрлӗхен е вӗри чир евӗр асаплӑ юрату ҫинчен, вӑл шухӑшламарӗ те, аса илсен те, хӑраса ҫӳҫенчӗ.

Вут ҫывӑхнерех пынӑҫемӗн ӑшӑран ӑшӑ пулса ҫитет, ҫапах ӑна юратмасӑр тӑма ҫук; Обломов та Агафья Матвеевнӑпа ҫавнашкалах ҫывӑхланса пычӗ.

Апат хыҫҫӑн вӑл унӑн пӳлӗмӗнче юлать те, чӗлӗм туртнӑ май, Агафья Матвеевнӑна сӑнать: лешӗ кӗмӗл кашӑксене, чашӑк-тирӗке буфета тирпейлесе хурать, чашӑксене кофе тултарать, уйрӑмах, чи малтан, пӗр чашӑкне тимлӗ ҫуса тасатса кофе тултарать те Обломова лартса парать, хӑй вара Обломов кӑмӑллипе кӑмӑллӑ маррине сӑнать.

Агафья Матвеевна алӑкӗ уҫӑлнӑ чухне Обломов кӑмӑлласах унӑн тулли мӑйне, ҫаврака чавсисене сӑнать, алӑк чылай хушӑ уҫӑлман чух та, Обломов ӑна урапа тӗртсе уҫать те кил хуҫи арӑмӗпе шӳтлет, унӑн ачисемпе вылять.

Анчах ирхине ӑна курман чухне те Обломова кичем мар; апат хыҫҫӑн, унпа юлас вырӑнне, вӑл час-часах пӗр-икӗ сехетлӗхе ҫывӑрма выртать; анчах хӑй вӑрансанах, ҫавӑнтах, чей хатӗр пуласса пӗлсех тӑрать.

Тӗлӗнмелле, ҫакна вӑл йӑлтах лӑпкӑн туса пырать: унӑн чӗри те нихҫан ыратмасть, кил хуҫи арӑмне курӑп-ши, курмӑп-ши тесе те пӑшӑрханмасть вӑл, Агафья Матвеевна мӗн шутлӗ-ши, мӗн каламалла-ши ӑна, вӑл ыйтнине хирӗҫ мӗнле тавӑрса каламалла, вӑл мӗнле пӑхӗ-ши — ним те, нимӗн те пӑшӑрхантармасть Обломова.

Тунсӑха та, ыйхӑсӑр каҫсене те, савӑнӑҫлӑ е хурлӑхлӑ куҫҫулӗсене те — ним те пӗлмест вӑл. Чӗлӗм туртса ҫеҫ ларать. Агафья мӗнле ҫӗленине пӑхать, хӑш чухне мӗн те пулин калать е ним те каламасть, ҫав хушӑрах, хӑйне мӗн кирли пурте пур пек, ӑна кунта питӗ канлӗ, нимӗн те кирлӗ мар, ниҫта та каяс килмест унӑн.

Агафья Матвеевна ӑна ним те хушмасть, ним те ыйтмасть. Ҫавӑнпа Обломов нимле паттӑр ӗҫ тума та, чапа тухма та ӗмӗтленмест, вӑхӑт иртнишӗн те, вӑйӗ ахаль сая кайнишӗн те, хӑй ним те — ырӑ та, усал та туманнишӗн те, пурнӑҫа ним ӗҫсӗр, тӗллевсӗр харама янишӗн те асапланса шухӑшламасть.

Куҫа курӑнман хаклӑ йышши ӳсентӑрана шӑрӑхран сулхӑна, ҫумӑр айне, куҫарса лартса, ачашшӑн пӑхса ӳстернӗ евӗрлех пурӑнать вӑл.

— Мӗнле сирӗн йӗп сӑмса умӗнченех вӗлтлетсе иртет, Агафья Матвеевна! — терӗ Обломов. — Эсир малтан ҫав тери ҫивӗч тирсе илетӗр, эпӗ, чӑнах та, хӑвӑр сӑмсӑра юбка ҫумне ҫӗлесе лартасран хӑратӑп.

Лешӗ кулса илчӗ.

— Акӑ ҫак ҫӗвӗ вӗҫне тухам, — терӗ вӑл питӗ шӑппӑн: — вара каҫхи апат ҫийӗпӗр.

— Каҫхи апата мӗн пӗҫернӗ? — ыйтрӗ Обломов.

— Йӳҫӗтнӗ купӑстапа лосось-пулӑ, — терӗ лешӗ. — Осетр-пулӑ ниҫта та ҫук: эпӗ пур лавккана та ҫитсе пӑхрӑм, пичче те ыйтса пӗлкелерӗ — ҫук. Чӗр осетр лексен анчах ӗнтӗ — Каретнӑй ретри пӗр купца заказ пачӗ — ҫав пулӑран кӑшт касса пама пулчӗҫ. Тата пӑру ашӗ, ҫатмапа ӑшаланӑ пӑтӑ пур…

— Вӑт ку аван! Мӗнле ырӑ эсир, Агафья Матвеевна, аса илме пултартӑр! Анисья ан мантӑрччӗ кӑна!

— Эпӗ вара мӗн тӑвам-ха? Илтетӗр-и, чашкӑрать? — терӗ кил хуҫи арӑмӗ. — Ӑшаланать ӗнтӗ.

Унтан ҫӗлесе пӗтерчӗ те ҫипне ҫыртса татрӗ, кӗпине чӗркесе, ҫывӑрмалли пӳлӗме кайса хучӗ.

Ҫапла ӗнтӗ, Обломов ун патне ӑшӑ вут патне ҫывхарнӑ пекех ҫывхарчӗ, пӗррехинче вара питӗ ҫывӑхне пычӗ те, кӑшт ҫеҫ пушар тухмарӗ, кӑшт ҫеҫ хӗлхем хыпса илмерӗ.

Вӑл хайӗн пӳлӗмӗнче уткаласа ҫӳретчӗ, алӑк витӗр пӑхса, кил хуҫи арӑмӗн чавсисем тӗлӗнмелле хӑвӑрт хускалнине сӑнарӗ.

— Яланах ӗҫлетӗр! — терӗ вӑл, ун патне кӗрсе. — Мӗн тӑватӑр?

— Корица тӗветӗп, — терӗ лешӗ, килӗ ӑшне тӗпсӗр авӑралла пӑхнӑ пекех пӑхса, кисипӗпе пӗтӗм вӑйран тӳсе.

— Эпӗ сире кӑштах чӑрмантарсан? — ыйтрӗ Обломов, ун чавсинчен тытса, ӑна ӗҫлеме памасӑр.

— Ярӑр! Тата сахӑр тӳмелле-ха, тата пудинг пӗҫерме эрех ярса памалла.

Обломов ҫапах ун чавсине вӗҫертмерӗ, пичӗпе ун ӗнси тӗлне пулчӗ.

— Калӑр, мӗн пулӗччӗ эпӗ сире юратсан?

Агафья Матвеевна кулса илчӗ.

— Эсир мана юратма пултаратӑр-и? — каллех ыйтрӗ Обломов.

— Мӗншӗн юратас мар-ха? Турӑ пурне те юратма хушнӑ.

— А эпӗ сире чуптусан? — пӑшӑлтатрӗ вӑл, лешин пичӗ ҫумнелле пӗшкӗнсе, унӑн вӗри сывлӑшӗ лешин питне пӗҫертсе ячӗ.

— Халӗ мӑнкун эрни мар, — терӗ хӗрарӑм кулса.

— Ну, чуптӑвӑр ӗнтӗ мана!

— Акӑ турӑ мӑнкунччен усрасан, чуптӑвӑпӑр, — терӗ Агафья Матвеевна тӗлӗнмесӗр, именмесӗр, шикленмесӗр, хӑмӑт тӑхӑнтарнӑ чухнехи лаша пек, пӗр хускалмасӑр тӳрӗ тӑрса. Обломов ӑна мӑйӗнчен кӑштах чуптуса илчӗ.

— Астӑвӑр, корица тӑкса яратӑп; вара хӑвӑр валли пирожнӑй ӑшне хумалӑх та юлмасть, — астутарчӗ лешӗ.

— Нимех те мар! — терӗ Обломов.

— Мӗн ку, сирӗн халат каллех пӗр тӗлтен вараланнӑ? — пӑшӑрханса ыйтрӗ Агафья Матвеевна, халат аркинчен тытса. — Ӑҫта вараларӑр кӑна? Лампадкӑран тумланман-ши?

— Пӗлместӗп ӑҫта вараланине.

— Чӑнах, алӑк ҫумне сӗртӗннӗ пулас? — сасартӑк тавҫӑрса илчӗ Агафья Матвеевна. — Алӑк петлисем ялан чӗриклететчӗҫ, ӗнер ҫу сӗртӗмӗр. Хывса пӑрахӑр часрах, халех тасатса ҫӑватӑп; ыранччен ним те юлмасть.

— Ырӑ Агафья Матвеевна! — терӗ Обломов, халатне ӳркевлӗн хывса. — Пӗлетӗр-и мӗн, атьӑр яла пурӑнма: унта хуҫалӑх лайӑх! Мӗн-мӗн кӑна ҫук: кӑмпи те, ҫырли те, варенийӗ те, кайӑк-кӗшӗкӗ те, выльӑх-чӗрлӗхӗ те.

— Ҫук, мӗншӗн? — каласа хучӗ лешӗ, ассӑн сывласа. — Кунта ҫуралнӑ, кунтах ӗмӗр ирттернӗ, кунтах вилес пулать.

Обломов ун ҫине кӑштах пӑлханса пӑхрӗ, анчах куҫӗсем ялкӑшмарӗҫ, куҫҫулӗпе тулмарӗҫ, чунӗ те ҫӗкленмерӗ, паттӑр ӗҫсем тума чӗнмерӗ. Обломовӑн, диван ҫине ларса, лешин ҫара чавсисем ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхас килчӗ кӑна.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех