Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра

Пай: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хушнӑ: 2019.06.14 19:34

Пуплевӗш: 253; Сӑмах: 2740

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Вырсарникун ирхине, шуҫӑм киле пуҫласанах, Гек ту ҫинелле хӑпарчӗ те валлиец-старик патне пырса шаккарӗ. Ҫуртра пурӑнакансем пурте ҫывӑраҫҫӗ-ха, анчах хытах ҫывӑрмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫӗрле пӑлханнӑ хыҫҫӑн лӑпланса ҫитеймен. Чӳречерен тахӑшӗ:
— Кам унта? — тесе ыйтрӗ.

Гек хӑранӑ сасӑпа хыттӑнах мар ҫапла каларӗ:
— Тархасшӑн, кӗртӗр-ха?
Эпӗ ҫеҫ кунта, Гек Финн, — терӗ.

— Вӑл ятшӑн, ачам, пирӗн кил алӑкӗ яланах уҫӑ, кӑнтӑрла та, ҫӗрле те. Ырӑ сунса кӗтетпӗр.

Пӗчӗк ҫапкаланчӑк хӑлхисемшӗн ҫак сӑмахсем питех те тӗлӗнмелле пек туйӑнса кайрӗҫ. Нихҫан та вӑл ҫакӑн пек кӑмӑллӑ сӑмахсем илтменччӗ-ха. Кам та пулин халиччен ӑна: «Ырӑ сунса кӗтетпӗр!» тесе каланине те астумасть вӑл.

Алӑка ҫавӑнтах уҫрӗҫ те, Гек пӳрте кӗчӗ. Ӑна пукан ҫине лартрӗҫ, старикпе унӑн маттур ывӑлӗсем васкасах тумланчӗҫ.

— Ачам, хырӑму хытах выҫнӑ пулӗ, тетӗп. Ирхи апат часах, хӗвел тухсанах, пулать, — вӗри апат, асту. Эпӗ те, ачасем те эсӗ пирӗн патӑрта ҫывӑратӑп пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ.

— Эпӗ шутсӑрах хӑрарӑм! — тесе ӑнлантарчӗ Гек. — Вара чуппипе яра патӑм. Эсӗр пистолетсемпе пеме тапратсанах, эпӗ ура вӑйӗ ҫитнӗ таран чупма тапратрӑм, нимӗн канмасӑр пӗр виҫӗ миля чупрӑм. Халӗ ӗнтӗ эпӗ ҫав ӗҫ ҫинчен пӗлмешкӗн килтӗм. Ҫавсене, шуйттансене, — вӗсем вилӗ пулсан та, — тӗл пулас марччӗ тесе, юри тул ҫутӑличчен килтӗм.

— Мӑнтарӑн ачи, ку каҫ саншӑн ырах пулмарӗ пулас: сан сӑн-питӳ хӗн-хурлӑ курӑнать. Нимех те мар-ха вӑл. Акӑ вырӑн: апатлансан, тӳрех вырт та ҫывӑр. Ҫук, ачам, вӗсем вилӗ мар, — ҫавӑншӑн эпир питӗ тарӑхатпӑр. Куратӑн-и, мӗнле пулчӗ. Эсӗ каланӑ тӑрӑх, эпир вӗсене ӑҫта тытмаллине пӗлтӗмӗр, ҫавӑнпа та вӗсем патне ҫывӑхах йӑпшӑнса пытӑмӑр. Анчах сумах тӗмисем хушшинчи сукмак ҫинче нӳхрепри пекех тӗттӗм вӗт. Вӗсенчен пӗр вунпилек утӑмра чарӑнса тӑтӑмӑр пулӗ, сасартӑк хамӑн ачху! тӑвас килнине туйса илетӗп. Шутсӑрах телей пӳлмарӗ. Эпӗ апла та, капла та чарма хӑтланатӑп, анчах нимӗн тумалли те ҫук, — менпур вӑйпа ачху! туса ятӑм. Эпӗ малта пистолет хатӗрлесе тытса пыраттӑм. Эпӗ ачху! туса ятӑм ҫеҫ, ҫав мошенниксем сукмак ҫинчен тӗмсем хушшинелле вӗлт ҫеҫ кӗрсе кайрӗҫ, тӗмсем ӑшӗнче туратсем ҫӑтӑртатма пуҫларӗҫ, эпӗ: «Перӗр, ачасем!» — тесе кӑшкӑратӑп. Хам ӑҫта ҫатартатать, ҫавӑнталла перетӗп. Ачасем те персе ячӗҫ. Анчах усалсем вӑрман ӑшӗпе тарма пуҫларӗҫ. Эпир вӗсем хыҫҫӑн каятпӑр. Эпир виҫсӗмӗр те тивертеймерӗмӗр пулмллла… Тарма пуҫлас умӗн вӗсем те пире пӗрер хутчен персе илчӗҫ. Анчах вӗсен пулисем нимӗнле сиен тумасӑрах пирӗн ҫумӑн шӑхӑрса иртсе кайрӗҫ. Вӗсен ура сассисем илтӗнми пулсан, эпир вӗсене хӑвалама пӑрахрӑмӑр, ту ҫинчен антӑмӑр та полицейскисене ура ҫине тӑратрӑмӑр. Вӗсем ҫынсене пуҫтарчӗҫ те шыв хӗрринелле тӑратса тухрӗҫ, тул ҫутӑлсанах, шериф вӑрман ӑшӗнче пӗтӗм халӑхпа ухтарать. Манӑн ачасем те каяҫҫӗ. Сӑнран пӑхсан ҫав санӑн усалусем мӗнле, эсӗ пире ҫавна каласа пама пултарсан аванччӗ, вӑл пире питӗ пулӑшатчӗ. Анчах эсӗ вӗсене тӗттӗмре лайӑххӑн кураймарӑн та пулӗ?

— Ҫук, эпӗ вӗсене хулара куртӑм та вӗсем хыҫҫӑн утрӑм.

— Питӗ аван! Кала, эппин, кала-ха, ачам, вӗсем мӗнлескерсем?

— Пӗри хӑлхасӑр-чӗлхесӗр ватӑ испанец, ӑна эпӗ хулара пӗрре е икӗ хут курнӑ, тепри — ҫӗтӗк-ҫатӑк тум-тирлӗскер, питӗ ирсӗр сӑн-сӑпатлӑскер…

— Ку пире ҫитет, ачам… Вӑл ҫынсене эпир пӗлетпӗр. Пӗрре вӗсене вӑрманта тӗл пултӑмӑр. Вӗсем тӑлӑх арӑмӑн ҫурчӗ таврашӗнче ҫапкаланса ҫӳретчӗҫ, пире курчӗҫ те аяккалла шӑвӑнчӗҫ. Ачасем! Хӑвӑртрах шериф патне, апатне кайран та ҫиме ӗлкӗретер!

Валлиецӑн ывӑлӗсем ҫавӑнтах тухса утрӗҫ. Вӗсем алӑк патнелле кайсанах, Гек вӗсем хыҫҫӑн чупрӗ те ҫапла каларӗ:
— Вӗсене эпӗ кӑтартса пани ҫинчен, тархасшӑн, никама та ан калӑр!
Тархасшӑн!

— Юрать. Калаттарасшӑн мар пулсан — каламаст-пӑр. Калас пулсан та, уншӑн сана мухтӗччӗҫ вӗт.

— Ой, ҫук, ҫук! Тархасшӑн, ан калӑр! Ҫамрӑккисем тухса кайсан, старик Гека ҫапла каларӗ.

— Вӗсем калас ҫук, эпӗ те каламастӑп. Анчах эсӗ мӗншӗн ҫавӑн ҫинчен пӗлтересшӗн мар-ха?

Гек ӑнлантарса хӑтланасшӑн пулмарӗ, вӑл пӗрмай: «Ҫав пӗр ҫынӗ ҫинчен эпӗ ытла та нумай пӗлетӗп, эпӗ пӗлнине хӑйне пӗлтерес килмест, пӗлсессӗн, вӑл мана вӗлеретех», — тесе тӑчӗ.

Старик татах каламастӑп тесе тепӗр хут сӑмах пачӗ, ҫапах та хӑй ҫапла ыйтрӗ:
— Ачам, ӑҫтан сан пуҫа кӗчӗ-ха вӗсен хыҫҫӑн ҫӳреме?
Вӗсем сана ырӑ мар ҫынсем пек туйӑнчӗҫ-и-мӗн?

Гек, юрӑхлӑрах ответ шыраса, чӗнмесӗр тӑчӗ. Юлашкинчен ҫапла каларӗ:
— Куратӑр-и, манӑн пурнӑҫ питех тутлах мар, пур те ҫавӑн пек калаҫҫӗ, эпӗ хирӗҫ нимӗн те тавӑрса калама пултараймастӑп.
Вӑт, хӑшпӗр чухне ӗнтӗ, эпӗ ҫӗрлесенче вуҫех те ҫывӑрмастӑп: пӗрмаях урамсем тӑрӑх утса шухӑшласа ҫӳретӗп, манӑн епле урӑхла пурнӑҫ пуҫласа ярас-ши, тетӗп? Иртнӗ каҫ та ҫавӑн пек пулчӗ. Ыйхӑ килмерӗ манӑн, ҫавӑнпа ҫав ӗҫсем ҫинчен шухӑшласа ҫур ҫӗр ҫитеспе урам тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрерӗм. «Эрех ӗҫменнисен» таверни патӗнчи кивӗ кирпӗч склачӗ ҫумӗпе иртсе пыратӑп, стена ҫумне пырса тӑтӑм та шухӑшласа тӑратап… Сасартӑк акӑ мӗн куратӑп: манӑн ҫумран икӗ ҫын чупса иртсе каяҫҫӗ, пӗрин хул хушшинче темскер пур, ку вӑрланӑ япала тесе шутларӑм эпӗ. Пӗри тапак туртатчӗ те, тепри те туртасшӑн пулчӗ, — ҫапла вӗсем манран икӗ утӑмра ҫеҫ чарӑнса тӑчӗҫ. Сигарӗсем вӗсен пичӗсене ҫутатса ячӗҫ те, эпӗ вӑрӑмскерӗ хӑлхасӑр-чӗлхесӗр испанец пулнине палласа илтӗм, — эпӗ ӑна пичӗ ҫинчи сухалӗ тӑрӑх тата куҫӗ ҫинчи пластырӗ тӑрӑх палларӑм. Тепри ҫак куҫ харшисене пӗрӗнтерсе ҫӳрекен, ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирлӗ шуйттанӗ пулнӑ…

— Нивушлӗ эсӗ сигара ҫутипе унӑн ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирне те курма пултартӑн?

Гек пӗр вӑхӑт нимӗн калама аптраса тӑчӗ.

— Пӗлместӗп те, куртӑм пулмалла.

— Мӗн вара? Вӗсем кайрӗҫ, эсӗ…

— Эпӗ вӗсем хыҫҫӑн… Ҫавӑн пек пулчӗ те вӑл. Вӗсем мӗн тума шутланине пӗлес килчӗ. Вӗсем ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарса пычӗҫ, эпӗ вӗсем хыҫҫӑн… тӑлӑх арамӑн килкарти патне урлӑ каҫмалли патне ҫитичченех пытӑм. Унтан тӗттӗмре тӑтӑм та итлеме пикентӗм. Ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирли тӑлӑх арӑм хутне кӗрет, испанецӗ тӑлӑх арӑмӑн сӑн-питне пӗтӗмпех пӑсса пӗтеретӗп тесе тупа тӑвать, — ун ҫинчен эпӗ сире те, сирен ике ывӑлӑра та каласа кӑтартнӑччӗ вӗт-ха…

— Мӗнле! Хӑлхасӑр-чӗлхесӗр ҫын та калаҫрӗ-и?!

Гек каллех шутсӑр пысӑк йӑнӑш турӗ. Вӑл, ҫав испанец мӗскерле ҫын пулни старикӗн пуҫне ан кӗтӗрччӗ тесе, пур майпа та тӑрӑшрӗ. Анчах унӑн чӗлхи юриех ун умне ӑна чӑрмантарса хӑтланмалли задача лартнӑ пекех пулчӗ. Гек хӑй йӑнӑш каласа янине темиҫе хут та тӳрлетме хӑтланса пӑхрӗ, анчах старикӗ пӗрре те хӑй куҫӗсене ун ҫинчен илмерӗ, Гек йӑнӑш хыҫҫӑн йӑнӑш каласа пычӗ. Юлашкинчен валлиец ҫапла каларӗ:
— Итле, ачам, манран ан хӑра эсӗ.
Эпӗ санӑн пуҫу ҫинчи ҫӳҫ пӗрчине те тивес ҫук. Ҫук, эпӗ санӑн хута кӗретӗп… ия, хута кӗретӗп. Ҫав испанец вӑл хӑлхасӑр-чӗлхесӗр мар. Эсӗ астумасӑр каласа ятӑн, халӗ ӗнтӗ нимӗн те тумалли ҫук. Эсӗ ҫав испанец ҫинчен темӗскер пӗлетӗн те, ху каласшӑн мар. Мана шан, кала. Ан та шухӑшла, — эпӗ сан ҫинчен никама та каласа кӑтартмастӑп.

Гек пӗр минутлӑха старикӗн тӳрӗ куҫӗнчен пӑхрӗ, пӗшкӗнчӗ те ӑна хӑлхинчен шӑппӑн каларӗ:
— Вӑл испанец мар, вӑл Джо индеец! — терӗ.

Валлиец чут ҫеҫ пукан ҫинчен йӑванса анмарӗ:
— Апла пулсан, халӗ ӗҫ уҫҫӑнах палӑрать, халӗ эпӗ аванах ӑнланатӑп.
Эсӗ хӑлхасене касса илесси ҫинчен тата сӑмса шӑтӑкӗсене касса кӑларасси ҫинчен каласан, эсӗ ӑна сӑмах хитре тухмашкӑн ху шухӑшласа кӑларнӑ пулӗ, терӗм, мӗншӗн тесен шури ӳтлӗ ҫынсем ҫавӑн пек хирӗҫ тавӑрса хӑтланмаҫҫӗ, вӑл ӗнтӗ индеец ӗҫӗ.

Ирхи апат ҫинӗ чухне те сӑмахласа ларчӗҫ, ытти сӑмахсем хушшинче старик ҫапла каларӗ:
— Тухса кайиччен эпӗ ывӑлсемпе пӗрле хунар ҫутрӑм та, ӑҫта та пулин юн юхни ҫукки тесе, карта урлӑ каҫмалли вырӑна тата каҫмалли вырӑн патӗнчи тӑпрана пӑхса сӑнарӑм.
Юн таврашӗ тупмарӑмӑр, пӗр пысӑк тӗрке ҫеҫ тупрӑмӑр…

— Мӗн тӗрки?

Сӑмахсем ҫиҫӗм пек пулсан та, вӗсем Гекӑн шуралсах кайнӑ тути хӗррисенчен ҫиҫӗмрен те хӑвӑртрах вӗҫерӗнсе тухрӗҫ. Унӑн куҫӗсем ҫап-ҫаврака пулса кайрӗҫ, сывлӑшӗ тӑвӑрлалса килчӗ, вӑл, старик мӗн калассине кӗтсе, ӑна тӗллесе пӑхса тӑчӗ. Хӑй енчен валлиец та ӑна виҫӗ ҫеккунт… пилӗк-ҫеккунт… вуннӑ… пӑхса тӑчӗ, унтан ҫапла ответлерӗ:
— Вӑрӑ хатӗрӗсем ҫыхса лартна тӗрке…
Мӗн пулчӗ-ха сана?

Гек, хуллен, анчах тарӑн сывласа, пукая хыҫӗ ҫумнелле тайӑнса ларчӗ, хӑй калама та ҫук хӗпӗртесе кайрӗ. Валлиец нимӗн кулмасӑр-тумасӑр, темӗн интересленсе, ӑна тӗллесе пӑхса тӑчӗ те ҫапла каларӗ:
— Ия, вӑрӑ хатӗрӗсене ҫыхса лартнӑ тӗрке.
Вӑл сана питех лӑплантарса янӑ пек туйӑнать. Мӗнтен хӑрарӑн-ха эсӗ? Эпир мӗн тупнӑ пулӗ тесе шухӑшланӑ эсӗ?

Гека стена ҫумне хупӑрласа лартнӑ пекех пулчӗ. Старик хӑйӗн сӑнаса пӑхакан куҫӗсене ун ҫинчен илмерӗ. Ача тем пекех майлӑрах ответ шухӑшласа тупасшӑн пулчӗ, анчах ун пуҫне нимӗн те пырса кӗмерӗ, старикен сӑнаса пӑхакан куҫе ун ӑшнелле тата тарӑнрах кӗчӗ. Ҫыпӑҫусӑр ответ тупӑнса килчӗ, анчах ӑна виҫкелесе тӑма та вӑхӑт пулмарӗ. Гек вара, мӑн пулать-килет тесе, аран илтӗнмелле ҫапла каласа хучӗ:
— Эпӗ эсӗр… вырсарникунхи шкулта вӗренмелли кӗнекесем тупнӑ пулӗ тесе шухӑшларӑм.

Мӗскӗн ачана темскер пусса тӑнӑ пек пулчӗ, ҫавӑнпа вӑл кулма та пултараймарӗ. Анчах старикӗ хыттӑн ахӑлтатсах, савӑнӑҫлӑн кулса ячӗ, унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ кисренме тапратрӗ, юлашкинчен, ҫителеклех кулса тӑрансан, ҫапла каларӗ:

— Ҫакӑн пек лайӑх кулни вӑл укҫа кӗсъере юлнипе пӗрех, мӗншӗн тесен вӑл тухтӑра укҫа парса тӑкакланассинчен те хӑтарать.

— Мӑнтарӑн ачи! — терӗ вӑл унтан, — ҫав тери шурса кайнӑ эсӗ, питех те сыв мар пулмалла. Ҫавӑнпа санӑн пуҫ мимийӗ те улшӑнса кайнӑ. Вӑл нимех те мар-ха, пурте иртет. Канатӑн, выртса ҫывӑратӑн… вара йӑлтах иртсе каять.

Гек хӑй ҫавӑн пек айван пулнӑшӑн, хӑй вырӑнсӑрах пӑшӑрханнипе хӑй ҫинчен темӗн шухӑшлаттарнӑшӑн тарӑхрӗ. Усал ҫынсем ҫавӑнта, тӑлӑх арӑмӑн карти патӗнче, калаҫса тӑнӑ чухне, вӑл хӑех ӑнланнӑччӗ вӗт-ха: ҫавсем тавернӑран йӑтса тухнӑ тӗркере нимӗнле пуянлӑх та пулман. Анчах калас пулать, вӑл ҫавна чухлакаланӑ ҫеҫ ҫав, лайӑххӑнах пӗлеймен. Ҫавӑнпа та япала тупни ҫинчен каланине илтсенех, вӑл ҫав тери хумханса кайрӗ. Чӑннипе каласан, вӑл ҫавӑн пек пулса тухнӑшӑн хӗпӗртерӗ те. Халӗ ӗнтӗ вӑл ҫав тупнӑ тӗрке ӑшӗнче укҫа таврашӗ пулманнине лайӑхах пӗлчӗ. Апла пулсан, пурте аван, нимӗн те ҫухалман-ха. Ия, пурте аванах майлашса пынӑ пек туйӑнать-ха: арча та халӗ иккемӗш номерте пытарса лартнипех тӑрать пуль-ха, усал ҫынсене иккӗшне те паянах тӗрмене тытса хупса лартаҫҫӗ, кӗҫӗр ҫӗрле вара Гекпа Том, нимӗн чӑрманса хӑтланмасӑр, никамран та хӑрамасӑрах пӗтӗм ылтӑна ярса илеҫҫӗ.

Вӗсем ирхи апат ҫисе пӗтернӗ тӗле такам алӑкран пырса шаккарӗ, Гек васкаса пытанса ларчӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑй ҫӗрле пулнӑ ӗҫе мӗнле те пулин ҫыпҫӑнни ҫинчен никам та ан чухлатӑр, терӗ. Валлиец хӑй патне пӳлӗмелле темиҫе ледипе джентльмена кӗртрӗ, вӑл шутра тӑлӑх арӑм Дуглас та пулчӗ. Пӳлӗме кӗрсенех, вӗсем тӑлӑх арӑмӑн картине пӑхас тесе сӑрт ҫинелле хулари ҫынсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе тапаланса хӑпарнине асӑрхарӗҫ. Ӗнтӗ хыпар та сарӑлнӑ курӑнать.

Валлиецӑн хӑй патне пынӑ ҫынсене ҫав ҫӗрле пулнӑ истори ҫинчен каласа кӑтартма тиврӗ. Тӑлӑх арӑм вара ӑна хӑйне хӑтарнӑшӑн тав тума пуҫларӗ.

— Пӗр сӑмах та ан калӑр, сударыня! Тепӗр ҫын пур, ҫав ҫын сире эпӗ ывӑлсемпе пӗрле усӑ тунинчен ытларах усӑ кӳнӗ пулӗ, тен. Анчах вӑл хӑйӗн ятне калама ирӗк памасть. Вӑл пулмасан, ҫав вырӑна кайса пӑхасси пирӗн пуҫа пырса та кӗрес ҫукчӗ.

Паллах, ҫак сӑмахсене илтсен, ҫынсен питех те пӗлесси килсе кайрӗ, вӗсем чи пысӑкрах япалине те манса кайнӑ пек пулчӗҫ. Анчах валлиец хӑйӗн хӑнисем пӗлесшӗн ҫуннине кура вӗсене ҫавах та хӗрхенмерӗ, пытарса тӑмалли япала ҫинчен каласа памарӗ. Ҫавна пула вӗсен пӗлес килнийӗ те часах пӗтӗм хулипех сарӑлчӗ. Пулса иртнӗ япала ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлсен, тӑлӑх арӑм ҫапла каларӗ:

— Эпӗ кравать ҫинче кӗнеке вуласа выртнӑ ҫӗртех ҫывӑрса кайрӑм та ҫӗрӗпех канлӗ ҫывӑртӑм. Эсӗр мӗншӗн мана пырса вӑратмарӑр вара?

— Вӑратма кирлӗ мар терӗмӗр эпир. Ҫав усал ҫынсем каялла таврӑнас ҫукчӗ пулӗ: вӗсем хатӗрсемсӗр тӑрса юлчӗҫ вӗт-ха, хатӗрсемсӗр вӗсен ӗҫлемелли те пулмастчӗ. Ма вӑратас-ха вара сире? Сехре хӑпартмашкӑн-и? Кунсӑр пуҫне тата манӑн виҫӗ негр ирчченех сирӗн ҫурт патӗнче хурал тӑчӗҫ. Халӗ ҫеҫ вӗсем каялла килчӗҫ.

Тата ҫӗнӗ ҫынсем пычӗҫ, икӗ сехет хушши вара старик хӑйӗн халапне ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен пуҫласа каласа пачӗ.

Вырсарникунхи шкулта каникул, ҫавӑнпа та ирхине яланхи пекех занятисем пулмарӗҫ, анчах ҫапах та пурте ир-ирех чиркӗве пуҫтарӑнна. Пур ҫӗрте те ҫӗрле хӑрушӑ япала пулни ҫинчен ҫеҫ калаҫаҫҫӗ. Усал шухӑш тытнӑ ҫынсен йӗрне полици халӗ те йӗрлесе тупайманнине пурте пӗлчӗҫ ӗнтӗ. Проповедь пӗтсен, Тэчер судьян арӑмӗ халӑхпа пӗрле алӑк патнелле утакан миссис Гарпера хӑваласа ҫитрӗ те ҫапла каларӗ:

— Мӗн, ара, мӗн, Бекки кунӗпех ҫывӑрать-и-мӗн? Вӑл ытла та ывӑнассине эпӗ малтанах пӗлтӗм…

— Сирӗн Бекки?

— Ия. (Тӗлӗнсе пӑхрӗ Бекки амӑшӗ.) — Вӑл сирӗн патӑрта ҫывӑрмарӗ-и вара?

— Ҫук.

Миссис Тэчер шуралса кайрӗ те чиркӳри тенкел ҫинелле лаштӑрах ларчӗ. Лӑп ҫав вӑхӑтра унӑн ҫумӗпе Полли мӑнаккӑшӗ иртсе пыратчӗ, вӑл хӗрсе кайсах хӑй тусӗпе темӗн ҫинчен сӑмахлать.

— Сывӑ-и, миссис Тэчер? — терӗ Полли мӑнаккӑшӗ. — Ырӑ ир пултӑр, миссис Гарпер. Манӑн арҫын ача каллех ҫухалчӗ. Кӗҫӗр вӑл сирӗн патӑрта… е сирӗн патӑрта ҫывӑрнӑ пулмалла та… халӗ ӗнтӗ чиркӗве те килме хӑрать пулмалла, — хӑйне лектерессине пӗлет вӑл.

Миссис Тэчер хуллен пуҫне сулласа илчӗ те тата ытларах шуралса кайрӗ.

— Вӑл пирӗн патӑрта пулман, — терӗ миссис Гарпер, хӑй те пӑшӑрханма пуҫласа.

Полли мӑнаккӑшӗн сӑнӗ-пичӗ хӑй пӑшӑрханнине уҫҫӑнах палӑртрӗ.

— Джо Гарпер, эсӗ паян ирпеле ман Тома куртӑн-и? — тесе ыйтре вӑл.

— Ҫук, курмарӑм.

— Юлашки хут эсӗ ӑна хӑҫан курнӑччӗ?

Джо астуса илме тӑрӑшрӗ, анчах хӑҫан курнине лайӑххӑнах калама пултараймарӗ. Чиркӳрен тухакансем чарӑна-чарӑна тӑма пуҫларӗҫ. Халӑх хушшинче пӑшӑлтату тапранчӗ. Кашни ҫын питӗнчех пӑшӑрхану палӑрчӗ. Ачасенчен тата кӗҫӗн учительсенчен ыйтса пӗлме тапратрӗҫ. Килелле таврӑннӑ чухне пӑрахут ҫинче Томпа Бекки пулнипе пулманнине нихӑш те асӑрхаман иккен: мӗншӗн тесен питӗ тӗттӗм пулнӑ, пурте пуҫтарӑннӑ-и тесе ыйтма та нихӑшӗ те астуман. Юлашкинчен пӗр ҫамрӑк ача ҫапла лаплаттарса хучӗ:

— Эппин, вӗсем ҫӗр айӗнчи шӑтӑк ӑшнех выртса юлнӑ!

Миссис Тэчер ӑнсӑр пулса кайса ӳкрӗ. Полли мӑнаккӑшӗ аллисемпе пуҫне тыта-тыта макӑрса ячӗ.

Пӑшӑрханмалла хыпар пӗр ҫӑвартан тепӗр ҫӑвара, пӗр ушкӑнтан тепӗр ушкӑна, пӗр урамран тепӗр урама куҫса пычӗ. Пӗр пилӗк минутран мӗнпур чан ҫапса янратрӗ, пӗтӗм хула ура ҫине тӑче. Кардиф тӑвӗ ҫинче пулса иртнӗ япала пӗр самантрах питӗ пӗчӗк япала пек туйӑнса кайрӗ. Ҫаратакансем ҫинчен ҫавӑнтах манса кайрӗҫ. Утсене йӗнерлерӗҫ, кимӗсесе ҫыхнӑ ҫӗртен вӗҫертрӗҫ. Пӑрахутсене чӗнтерме ячӗҫ, ҫур сехетрен вара икҫӗр ҫынна яхӑн шыв тӑрӑх та, типӗ ҫӗрпе те ҫӗр айӗнчи шӑтӑк патнелле кайрӗҫ.

Хула ҫав тери пушанса юлчӗ, ҫынсем вилсе пӗтнӗ пек курӑнса ларчӗ вӑл. Полли мӑнаккӑшӗпе миссис Тэчера йӑпатма хӑтланса, хӗрарӑмсем кунӗпех вӗсем патне ҫӳрерӗҫ; вӗсемпе пӗрле макӑрчӗҫ, ҫакӑ ӗнтӗ йӑпатса калакан сӑмахсенчен пуринчен те лайӑхрах пулчӗ.

Ҫӗрӗпех хулара хыпар ҫитессине кӗтсе тӑчӗҫ, анчах юлашкинчен, аранах тул ҫутӑла пуҫласан, ҫӗр айӗнчи шӑтӑкран виҫ-тӑватӑ сӑмах ҫеҫ килчӗ: «Татах ҫуртасем тата ҫимелли ярӑр», — тесе пӗлтерчӗҫ. Миссис Тэчер хуйхӑрса чутах ухмаха тухмарӗ, Полли мӑнаккӑшӗ те ҫавӑн пекех хуйхӑрчӗ. Вӗсем шанчӑка ан ҫухатчӑр тесе, каламашкӑн Тэчер судья пӗрмаях ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкран ҫынсем ярса тӑчӗ, анчах вӗсен сӑмаххисем савӑнтармарӗҫ ҫав. Тепӗр кунне, тул ҫутӑлнӑ чухне, валлиец-старик киле таврӑнчӗ, хӑй пӗтӗмпех ҫурта ҫӑвӗпе тата тӑмпа вараланса пӗтнӗ. Вӑл килнӗ ҫӗре Гек хӑйне вырттарнӑ вырӑн ҫинчехчӗ. Арҫын ача вӗриленсе кайса, пӗр енчен тепӗр еннелле куҫкаласа аташса выртать. Тухтӑрсем пурте ҫӗр айӗнчи шӑтакра, ҫавӑнпа чирлӗ ачана тӑлӑх арӑм Дуглас пӑхать. «Хам уншӑн мӗн тума пултарнине пурне те тӑватӑп, мӗншӗн тесен вӑл ача лайӑх-и е лайӑх мар-и, вӑл ҫапах та турӑ туса янӑ чӗрчун вӗт, ӑна ахалех пӑрахмалла мар ӗнтӗ», — тет вӑл. «Гекӑн хӑлӗн лайӑх енӗсем те пур», — терӗ валлиец, унӑн сӑмаххисемпе тӑлӑх арӑм та килӗшрӗ:

— Эсир тӗп-терӗсех калатӑр. Турӑ тунӑ япала ҫинче туррӑн пичечӗ те пур. Унӑн аллисем тунӑ кашни япала ҫинчех туррӑн тивлечӗ пур, — терӗ.

Кӑнтӑр тӗлнелле шутсӑр ывӑнса ҫитнӗ ҫынсен ушкӑнӗсем хуланалла таврӑнма пуҫларӗҫ, анчах ҫине тӑрсах тӑрӑшакан граждансем ҫапах шырама пӑрахмарӗҫ-ха. Ҫӗннине ҫакна ҫеҫ пӗлчӗҫ: ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра, ӗлӗк никам та пырса курман инҫетри галерейӑсенче те — пур ҫӗрте те шыраса пӑхнӑ-мӗн. Пур тӑкӑрлӑксенче те, тухмалли вырӑнсенче те пӑхса ҫӳрене, ҫав лабиринтра ҫӳренӗ чухне инҫетре ҫутӑсем вӗлт-вӗлт тунисене курнӑ, кӑшкӑрнӑ сасӑсем тата салхуллӑ тӳпе айӗнче кӗрӗслӗтсе янракан пӑшал сассисем те илтӗннӗ. Пӗр ҫӗрте, туристсем кӗрсе ҫӳрекен вырӑнсенчен инҫетре, икӗ сӑмах тупнӑ, — чул ҫине ҫурта хӑрӑмӗпе: «Беккипе Том» тесе ӳкернӗ, ҫавӑнтах ҫурта ҫӑвӗ тумлатса пӗтернӗ хӑю татӑкки выртнӑ, тет. Миссис Тэчер хӑйӑва палласа илчӗ те ӑна пӑхса хытӑ макӑрса ячӗ. «Ку манӑн пӗтнӗ ача ҫинчен асӑнмалли юлашки япала пулать ӗнтӗ», — терӗ вӑл. Нимӗн те унтан хаклӑрах пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен Бекки хӑй хӑрушӑ вилӗмпе вилес умӗн юлашкинчен ҫак япаларан уйрӑлнӑ. Хӑшпӗрисем ак ҫапла каласа кӑтартрӗҫ: шыраса ҫӳренӗ хушӑра инҫетре темӗнле ҫутӑ вӗлт-вӗлт тунисем курӑнкаланӑ; ҫавна курсан, пӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн савӑннипе хытӑ кӑшкӑрса ярса ҫав еннелле кайнӑ; анчах вӗсен савӑнни вӑхӑтсӑр пулнӑ, мӗншӗн тесен унта вӗсем ачасене мар, хӑйсен кампанинчи ҫынсенех тӗл пулнӑ.

Ҫапла виҫӗ хӑрушӑ кун та виҫӗ хӑрушӑ каҫ иртнӗ. Хуйхӑллӑ та салхуллӑ сехетсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑсӑлса пычӗҫ. Юлашкинчен пӗтӗм хула, йӑлтах шанчӑка ҫухатса, темӗнле ӗнтӗркесе кайнӑ пекех пулчӗ. Кашниннех ӗҫӗ аллинчен туха-туха ӳкет. «Эрех ӗҫменнисен тавернин» хуҫи хӑй патӗнче вӑрттӑн эрехсем тытни ҫинчен ӑнсӑртран пӗлсен, ҫав шутсӑрах та тӗлӗнмелле ӗҫ пулсан та, вӑл никама та хумхатса ямарӗ. Чирлӗ Гек пӗр вӑхӑтлӑха тӑна кӗрсе ҫитсен, вӑл таверна ҫинчен халап пуҫласа ячӗ те юлашкинчен, питӗ хӑрушӑ хыпар илтессинчен хӑракаласа, ҫапла ыйтрӗ… «Эпӗ чирлӗ выртнӑ вӑхӑтра «Эрех ӗҫменнисен тавернинче» мӗн те пулин тупман-и?» — терӗ.

— Тупнӑ, — терӗ тӑлӑх арӑм.

Гек хӑранипе куҫӗсене тискеррӗн чарса пӑрахрӗ, кравать ҫинче ҫӳлелле сиксе илчӗ.

— Мӗн? Мӗскер тупнӑ?

— Ӗҫмеллисем, хӑватлисене тупнӑ. Эрех… Вара тавернӑна хупса лартнӑ… Вырт, ачам. Харатсах ятӑн эсӗ мана!

— Пӗр сӑмах ҫеҫ, пӗр сӑмах ҫеҫ калӑр мана, тархасшӑн. Кам тупнӑ? Том Сойер-и?

Тӑлӑх арӑм куҫҫуль юхтарма пуҫларӗ.

— Чарӑн, чарӑн, ачам, эпӗ сана каларӑм вӗт: санӑн нумай калаҫма юрамасть. Эсӗ питех те чирлӗ.

«Апла, эппин, эрехсӗр пуҫне урӑх нимӗн те тупман пулать, мӗншӗн тесен укҫа тупнӑ пулсассӑн, ҫав пӗтем хулана шутсӑр хускатса яратчӗ. Эппин, пуянлӑх ӗмерлӗхех, ӗмӗр-ӗмӗрех ҫухалса кайрӗ… Анчах вӑл меншен макӑрать-ха? Тӗлӗнмелле! Мӗн макӑрмалли пур-ха унӑн, темелле?»

Ҫав шухӑшсем Гекӑн пуҫ миминче хуллен ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗҫ, ҫавсене пула вӑл пите ывӑнчӗ те ҫывӑрса кайрӗ.

— Акӑ, вӑл ҫывӑрса кайрӗ те, мӗскӗн ача, — терӗ тӑлӑх арӑм хӑй ӑссӗн. — «Том Сойер тупнӑ!» Кайса шыраса туп ӗнтӗ Том Сойера. Санӑн Том Сойерна шырама вӑй-хал ҫитекен ҫынсем сахалланса кайрӗҫ ӗнтӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех