Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 3 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Тӑваттӑмӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.17 22:12

Пуплевӗш: 107; Сӑмах: 1435

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Хӗвел тухманччӗ-ха, ҫуллахи кӗске каҫ ҫутӑлма та пуҫламанччӗ, анчах хирти аэродромра моторсене ӑшӑтма тытӑнчӗҫ. Капитан Чеслов, сывлӑмлӑ курӑк ҫине картта сарса хурса, эскадрильери лётчиксене ҫӗнӗ вырӑн хӑш тӗлте пулмаллине тата унта мӗнле каймаллине кӑтартрӗ.

— Лайӑхрах пӑхса пырӑр! Пӗр-пӗрне куҫран ан ҫухатӑр! Аэродром малти лини ҫывӑхӗнчех пулать.

Ҫӗнӗ вырӑн чӑнах та картӑ ҫинче кӑвак карандашпа паллӑ тунӑ фронт линийӗ ҫумӗнчех, нимӗҫ ҫарӗсем йышӑннӑ вырӑна савӑл пек тӑсӑлса кӗрсе каякан ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче пулнӑ. Самолётсем каялла мар, малалла вӗҫсе кайнӑ. Лётчиксем савӑнчӗҫ: инициативӑна каллех нимӗҫсем хӑйсен аллине илнӗ пулсан та, Хӗрлӗ Ҫар чакма мар, хӑй наступлени тума хатӗрленнӗ.

Хӗвелӗн пирвайхи пайӑркисем палӑрсанах, уй тӑрӑх кӗрен тӗслӗ хумлӑ-хумлӑ тӗтре туртӑннӑ вӑхӑтрах, иккӗмӗш эскадрилья хӑйӗн командирӗ хыҫҫӑн сывлӑша хӑпарчӗ те, самолётсем, пӗр-пӗрне куҫран ҫухатмасӑр, кӑнтӑралла вӗҫсе кайрӗҫ.

Мересьевпа Петров хӑйсен пирвайхи вӗҫевӗнче юнашарах, мӑшӑррӑн пычӗҫ. Сывлӑшра ирттернӗ кӗске вӑхӑт хушшинчех, Петров хӑйне ертсе пыраканни питӗ ӑста вӗҫме пултарнине курчӗ; Мересьев та, ҫул ҫинче кӗтмен ҫӗртен юриех темиҫе ҫӳллӗ вираж туса илнӗскер, хӑй ертсе пыракан лётчик лайӑх курма, ӑнланма пултарнине, унӑн нервисем ҫирӗп пулнине асӑрхарӗ.

Ҫӗнӗ аэродром стрелковӑй полк тылӗнче вырнаҫнӑ. Нимӗҫсем ку аэродрома палӑртнӑ пулсан, вӗсем ун патне вак калибрлӑ артиллерипе те, шултрарах миномётсемпе те персе ҫитерме пултарнӑ. Анчах халӗ вӗсен хӑйсен сӑмси умӗнчех вырнаҫнӑ темле аэродромпа аппаланма вӑхӑт пулман. Тул ҫутӑличчен, тӗттӗмлех, вӗсем совет ҫарӗсен укрепленийӗсем ҫине кунта ҫурхи уйӑхсенче пухса килнӗ мӗнпур артиллерирен пеме тытӑнчӑҫ. Укрепленисем тунӑ район тӗлӗнче пӗтӗм пӗлӗт ҫулӑм пек хӗрелсе, чӗтренсе тӑчӗ. Снарядсем ҫурӑлнипе пӗтӗм тавралӑх тӗтӗм ӑшне путрӗ. Хӗвел тухса хӑпарсан та ҫӗр ҫинче ҫутӑ пулмарӗ. Кӗрлекен, ӳлекен, чӗтресе тӑракан тӗттӗмлӗхре нимӗн те уйӑрса илме май пулмарӗ, — пӗлӗтри хӗвел тӗксӗм, лапӑрчӑк-хӗрлӗ икерчӗ пек кӑна курӑнса тӑчӗ.

Анчах та кунччен пӗр уйӑх малтанах совет самолёчӗсем нимӗҫ позицийӗсем тӗлӗнчи пӗлӗтре ахальтен вӗҫсе ҫӳремен пулнӑ ҫав. Нимӗҫсен командованийӗ мӗн тума шутланине малтанах пӗлнӗ, позицисене тата ҫарсем пухӑнмалли центрсене картӑ ҫине палӑртса хунӑ, квадрат хыҫҫӑн квадрата тӗпчесе пӗлнӗ. Нимӗҫсем ҫапла шутланӑ: хӑйсен яланхи йӑли тӑрӑх, мӗнпур вӑя пухас та, ирхи ыйхӑпа ҫывӑракан тӑшмана хул айӗнчен ҫӗҫӗпе чиксе пӑрахас, тенӗ. Анчах тӑшманӗ юри ҫывӑрнӑ пек кӑна тунӑ. Вӑл хӑйне тапӑнакана ҫӗҫӗ тытнӑ аллинчен ҫавӑрса илнӗ те, хурҫӑ пек ҫирӗп те паттӑрла пӳрнисемпе пӑчӑртаса лартнипе ҫав алӑ нӑтӑртатса илнӗ. Темиҫе вуншар километр тӑршшӗ тӑсӑлакан фронтра артподготовка тӑвӑлӗ лӑпланса та ҫитейменччӗ-ха, — хӑйӗн батарейисем кӗрленипе хӑлхасӑр пулса ларнӑ, позицийӗсене хупласа илнӗ тар тӗтӗмӗпе суккӑрланнӑ нимӗҫсем хӑйсен траншейӗсенче вутлӑ ҫаврашкасем пек разрывсем пулнине курчӗҫ. Совет артиллерийӗ питӗ тӗрӗс, нимӗҫсем пек уйрӑм площадьсем тӑрӑх мар, паллӑ тӗлсене: батарейӑсене, атака тума хатӗрленнӗ танксемпе пехота пухӑннӑ вырӑнсене, ҫӗр айӗнчи боеприпас нӳхрепӗсене, блиндажсемпе команднӑй пунктсене персе аркатрӗ.

Нимӗҫсен артподготовкинчен хӑватлӑ вутлӑ дуэль пулса тӑчӗ. Вӑл дуэле икӗ енчен те тӗрлӗрен тӗслӗ калибрлӑ вуншар пин тупӑсем хутшӑнчӗҫ. Капитан Чесловӑн эскадрильинчи самолётсем ҫӗре анса ларсан, лётчиксен урисем айӗнчи ҫӗр чӗтресе тӑчӗ, снарядсем вӗҫӗмсӗр ҫурӑлнипе таврара ним илтӗнмерӗ. Пӗтӗм ҫанталӑк хӗррине тӗтӗм хупласа илчӗ. Полкӑн пӗчӗкҫеҫ аэродромӗ ҫийӗпе умлӑн-хыҫлӑн бомбардировщиксем ярӑнса иртрӗҫ, вӗсен бомбисем ҫурӑлни артиллериллӗ ҫапӑҫӑвӑн пӗр майлӑ кӗрлевӗнче уйрӑмах хыттӑн, аслати авӑтнӑ пек илтӗнчӗ.

Эскадрильӗсенче 2-мӗш номерлӗ хатӗрленӳ тумалли ҫинчен приказ пачӗҫ. Ку ӗнтӗ лётчиксен хӑйсен кабининчен тухмалла маррине, пирвайхи ракета ярсанах вӗсен сывлӑшалла ҫӗкленме хатӗр пулмаллине пӗлтернӗ. Самолётсене хурӑн вӑрманӗ хӗррине илсе тухса, туратсемпе витсе, палӑрмалла мар туса лартрӗҫ. Вӑрмантан сулхӑнтарах нӳрӗк сывлӑш, кӑмпа шӑрши туртӑнса тӑчӗ, ҫапӑҫу кӗрленине пула пӗр сассӑр пек вӗҫекен вӑрӑмтунасем лётчиксен пичӗсене, аллисене, мӑйӗсене сырса илсе ҫыртӗҫ.

Мересьев шлемне хыврӗ те, вӑрӑмтунасене кахаллӑн хӑвалакаласа, ирхи вӑрманти ырӑ шӑршӑпа киленсе, шухӑша кайса ларчӗ. Юнашар капонирта вӑл ертсе пыракан лётчикӑн самолёчӗ тӑнӑ. Петров пӗрехмай самолётри лармалли вырӑнтан сике-сике тӑчӗ, ҫапӑҫу еннелле пӑхма тата бомбардировщиксене куҫпа пӑхса ӑсатса яма лармалли ҫӗре урисемпех хӑпарса тӑчӗ. Унӑн халӗ пурнӑҫра пирвайхи хут чӑн-чӑн тӑшманпа тӗл пулма часрах сывлӑша вӗҫсе хӑпарас килчӗ, пульӑсемпе «Р–5» текен самолёт хӑй хыҫҫӑн кӑкарса пыракан пиртен тунӑ хӑмпӑва мар, тӑшманӑн чӑн-чӑн самолётне ҫапас килчӗ. Кам пӗлет, тен вӑл самолёт ӑшӗнче шӑпах паян ҫав ҫинҫешке те хитре, лайӑх тӗлӗкре курӑннӑ пек туйӑннӑ хӗре вӗлернӗ тӑшман летчикӗ ларать пулӗ, — унӑн ҫавсене пӗтерсе тӑкас килчӗ.

Мересьев хӑй ертсе пыракан лётчик мӗнле тӑрӑшни, пӑлханни ҫине пӑхса ларса шухӑшларӗ: вӗсем иккӗш тантӑшпа пӗрех вӗт-ха — лешӗ вунтӑххӑрта, Мересьев ҫирӗм виҫҫӗре. Мӗне пӗлтерет ӗнтӗ арҫыншӑн — вӑл виҫ-тӑватӑ ҫул аслӑрах пулни! Анчах хӑй ертсе пыракан лётчикпа танлаштарсан, Алексей хӑйне хӑй ватӑ, опытлӑ, лӑпланма ӗлкӗрнӗ ҫын пек туйрӗ. Акӑ халӗ те Петров кабинӑра ҫаврӑнкалать, аллисене сӑтӑркалать, кулать, пуҫсем ҫийӗпе ярӑнса иртекен «ил»-сене кӑшкӑрса ӑсатать, Алексей машинӑри сӑранпа витнӗ лармалли сак ҫинче канлӗн кӑна тайӑнса ларать. Вӑл лӑпкӑ. Унӑн урисем ҫук. Ӑна вӗҫме ҫав тери йывӑр, тӗнчери пӗр лётчике те ун пек йывӑр мар. Анчах ку ӑна хумханхармасть те. Вӑл хӑйӗн ӑсталӑхне пӗлет те, хӑйӗн пӑсӑлса пӗтнӗ урисене шанать.

Полк каҫ пуличченех 2-мӗш номерлӗ хатӗрленӳре ларчӗ. Темшӗн, ӑна резервра тытнӑ. Вӑл хӑш вырӑнта тӑнине вӑхӑт ҫитиччен палӑртасшӑн пулман пулас.

Ҫӗр каҫма вӗсене ҫӗрпӳртсене вырнаҫтарчӗҫ. Вӗсене кунта нимӗҫсемех тунӑ пулнӑ, стена хӑмисене ҫиелтен картонпа тата сарӑ хутпа ҫыпӑҫтарнӑ. Стенасем ҫинче унта-кунта тискер ҫӑварлӑ киноартисткӑсен сӑнӗсем тата нимӗҫ хулисен ӳкерчӗкӗсем те ҫаплипех ҫакӑнса тӑнӑ.

Артиллериллӗ ҫапӑҫу халӗ те чарӑнмарӗ-ха. Ҫӗр ҫаплах чӗтрерӗ. Типӗ хӑйӑр хут ҫине тӑкӑнса тӑчӗ, вара ҫӗрпӳрте темле кӑпшанкӑсем тулнӑ пек, вӑл йӗрӗнмелле кӑштӑртатрӗ.

Мересьевпа Петров тулта, уҫӑ сывлӑшра, плащ-палаткӑсем сарса выртма шут турӗҫ. Приказ тӑрӑх, пурин те хывӑнмасӑрах ҫывӑрмалла пулнӑ. Мересьев протезсен чӗнӗсене ҫеҫ кӑшт пушатрӗ те, ҫурӑмӗ ҫинче выртса пӗлӗтелле пӑхрӗ. Ӑна вӑл чӗтресе тӑнӑн туйӑнчӗ. Петров часах ҫывӑрса кайрӗ. Вӑл харлаттарсах ҫывӑрчӗ, темскер мӑкӑртатрӗ, чӑмларӗ, тутисене чаплаттарчӗ, пӗчӗк ача пек хутланса выртрӗ. Мересьев ӑна хӑйӗн шинелӗпе витсе ячӗ. Хӑй ҫывӑрса кайма пултарас ҫуккине туйса, вӑл сивӗ пулнипе ҫӳҫенкелесе тӑчӗ те, ӑшӑнмалла темиҫе хутчен гимнастикӑллӑ упражненисем туса илсе, тунката ҫине ларчӗ.

Артиллери халь ытла хытах пемерӗ. Хутран-ситрен кӑна, пӗрре кунта, тепре лере батарейӑсем ним йӗркесӗр пере-пере илчӗҫ. Темиҫе снаряд вӗсен пуҫӗсем ҫийӗпе чашкӑрса иртсе, таҫта аэродром районӗнче ӳксе ҫурӑлчӗҫ. Ҫак канӑҫ паман вут тени кунта халь никама та кансӗрлемен вӑл. Алексей снарядсем ҫурӑлни ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. Вӑл ҫаплах фронт линийӗ ҫине пӑхрӗ. Тӗттӗмре вӑл питӗ лайӑх курӑнчӗ. Халӗ, ҫак ҫӗрлехи сехетре те, вӑл чарӑнма пӗлмен йывӑр кӗрешӳре пурӑннӑ. Ҫанталӑк хӗрринче талккишӗпех вӑйлӑ пушарсем курӑннӑ. Фронт линийӗ ҫийӗнчех ракетӑсем чӗтренсе ҫутӑлса тӑнӑ: кӑвакраххисем — нимӗҫсен, сарӑраххисем — пирӗн. Унта та кунта сасартӑк ҫулӑм сиксе илнӗ, унтан снаряд ҫурӑлнӑ сасӑ ахлатнӑ.

Таврара ҫурхи хура нӑрӑсем нӑрлатни илтӗнчӗ, — вӗсем, вӑрҫӑ ҫине пӑхмасӑрах, ешӗрекен хурӑнсем хушшинче хӑйсен ӗҫӗсене тунӑ, — унтан вӗсен сассисем ҫумне каҫхи бомбардировщиксем ӗрлени хутшӑнчӗ. Пӗтӗм фронт линийӗ ҫутӑлакан пульӑсен тӗрлӗ тӗслӗ чӗнтӗрӗпе эрешленчӗ. Хӑвӑрт перекен зениткӑсен снарячӗсем ҫӳлелле юн пек сирпӗнчӗҫ. Ҫӗр каллех чӗтресе, кӗрлесе йынӑшса илчӗ. Анчах хурӑнсем хушшинче нӑрлатса вӗҫекен нӑрӑсене ку пӗртте кансӗрлемерӗ; вӑрманта этем сассипех, хурлӑха йыхӑрса, тӑмана ухлатрӗ; аялта лапам вырӑнта, тӗмӗсем хушшинче, кӑнтӑрла хӑрани иртсе кайнӑ май, шӑпчӑк юрлама тытӑнчӗ. Малтан вӑл хӑй юррине хӑюсӑр, сассине тӗрӗслесе пӑхнӑ пек е-инструмента ӗнернӗ пек ҫеҫ пуҫларӗ, унтан пӗтӗм вӑйӗпе шӑхӑрса, хӑй юррин кӗввипе ӑнтӑхса кайсах юрлама тытӑнчӗ. Ӑна ыттисем ответ пачӗҫ, вара часах ҫак фронт ҫывӑхӗнчи пӗтӗм вӑрман шӑпчӑксен сассипе тулчӗ. Ахальтен мар Курск тӑрӑхӗнчи шӑпчӑксем пӗтӗм тӗнчипех чапа тухнӑ ҫав!

Пушарсен хӗрлӗ ҫутипе, ракетӑсен шурӑ ҫутипе, час-часах снарядсем ҫурӑлнӑ ҫутӑпа ҫуталакан вӑрманта, бензин шӑрши кӗрекен, йывӑҫсем айӗнче самолёт пытанса тӑракан вӑрманта шӑпчӑк юррисене итлесси тӗлӗнмеллерех пулчӗ. Кайӑксем ҫавӑн пек каҫса кайсах юрланине итлесе, Алексей пӗр шӑпчӑка аса илчӗ. Ольӑпа иккӗшӗ вӗсем ӑна тахҫан «хамӑрӑн шӑпчӑк», тенӗччӗ. Ҫакӑн пекех ҫутӑ, кӑшт сивӗрех, ырӑ шӑршӑллӑ каҫхине вӗсем Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренӗ ҫӗртен таврӑннӑччӗ. Вӗсем ӗнтӗ икӗ хутчен те Ольӑсен калинкки тӗлӗпе иртсе кайрӗҫ. Анчах сывпуллашмалли самант ҫитсен, кашнинчех тата тепӗр хут ҫаврӑнса килме шут турӗҫ. Юлашкинчен вӗсем хула хӗрринчи урам вӗҫне, сӑрт хӗррине пырса тухрӗҫ. Кунта хула ҫыннисем тӗрлӗ ҫӳпӗ-ҫапӑ килсе тӑкнӑ вырӑн пулнӑ; уйӑх ҫутинче кантӑк ванчӑкӗсем, консерва банкисем, чӳлмек катӑкӗсем ҫуталса выртнӑ; пӗр-пӗринпе калаҫса пынипе, вӗсем ҫав тери илемсӗр вырӑна килсе тухнине те асӑрхаман. Ҫав вӑхӑтра, сасартӑк, ҫывӑхрах, пӗчӗк чиркӳ садӗнче вӗсем шӑпчӑк сассине илтрӗҫ. Вӑл хӑюсӑр шӑхӑркаласа илчӗ те чарӑнчӗ. Пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илсе, Алексейпе Оля хӑйсене ку ахаль ҫеҫ туйӑнчӗ пулмалла, тесе шутларӗҫ. Анчах шӑпчӑк татах тепӗр хут шӑхӑрса илчӗ те, хӑй юррине тӑрук паттӑрланса, хыттӑн шӑрантарма тытӑнчӗ. Вӗсем ун юррине пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн ҫыпҫӑнса тӑрса итлерӗҫ. Мӗн тери тав турӗҫ вӗсем ҫак илемсӗртерех вырӑнта юрлама тытӑннӑ кайӑка! Вӑл ятарласах вӗсене валли юрланӑ пекех пулчӗ ку. Ӑна вӗсем «хамӑрӑн шӑпчӑк» тесе ят пачӗҫ, кайран вара каҫ-каҫ пӗрре кӑна мар, вӑрҫӑ пуҫланнипе уйрӑлмалла пуличченех ун юррине итлеме ҫӳрерӗҫ.

Халь акӑ Курск шӑпчӑкӗсем вӑрмана хӑйсен илемлӗ кӗввисемпе тултарчӗҫ. Ыранхи кун, комисси умӗнче мар, вилӗм умӗнче экзамен тытмаллипе Алексей шӑпчӑк юррисене итлесе ҫывӑрса каяймарӗ. Вӑл ыранхи кун ҫинчен мар, пулас ҫапӑҫу ҫинчен мар, вилмелле пуласси ҫинчен те мар, тахҫан Камышин хули хӗрринче вӗсем валли юрланӑ шӑпчӑк ҫинчен, «хӑйсен шӑпчӑкӗ» ҫинчен, Оля ҫинчен, тӑван хули ҫинчен шухӑшларӗ.

Хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт шуралма пуҫларӗ. Майӗпе шӑпчӑксен сассине каллех тупӑсен сасси хупласа лартрӗ. Ҫапӑҫу хирӗ ҫийӗнче пысӑк, хӗп-хӗрлӗ хӗвел хӑпарма пуҫларӗ, ун пайӑркисем тупӑ-пӑшал пенипе тухса тулнӑ тӗтӗм витӗр аран-аран шӑтарса тухрӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех