Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 5 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.05 11:35

Пуплевӗш: 84; Сӑмах: 1160

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Акӑ ӗнтӗ ҫакӑ кун ҫитрӗ. Обход тунӑ чух Василий Васильевич унӑн хуралса кайнӑ, нимӗн те туйман ура тупанӗсене нумайччен хыпашларӗ, унтан хӑй кӗлеткине хӑвӑрт тӳрлетсе тӑчӗ те, Мересьева куҫӗнчен тӳррӗн пӑхса: — Касмалла! — тесе хучӗ. Кӑвакарса кайнӑ лётчик нимӗнле ответ пама та ӗлкӗреймерӗ, профессор ҫавӑнтах ҫиленчӗкле сасӑпа хушса хучӗ: — Касмалла, урӑх ним калаҫса тӑмалли те ҫук, илтрӗн-и? Касмасан, вилетӗн! Ӑнлантӑн-и?

Вӑл хӑйӗн свити ҫине ҫаврӑнса пӑхмасӑрах палатӑран тухрӗ. Палатӑра йывӑр шӑплӑх пулса тӑчӗ. Мересьев, чул пек хытса ларнӑ сӑнлӑ пулса, куҫӗсене уҫса выртрӗ. Унӑн куҫӗсем умне, темӗнле тӗтре витӗр, инвалид-перевозчикӑн кӑвак тӗслӗ илемсӗр йывӑҫ урисем тухса тӑчӗҫ, вӑл каллех ҫав инвалид тӑватӑ ураланса, аллисем ҫине тӗренсе, йӗпе хӑйӑр тӑрӑх шыв хӗрринелле упӑте пек упаленсе кайнине курчӗ.

— Лёша, — хуллен чӗнчӗ Комиссар.

— Мӗн? — терӗ ӑна хирӗҫ Алексей, темле шала кайнӑ, инҫетрен илтӗнекен сасӑпа.

— Ҫапла кирлӗ, Лёша.

Ҫак самантра Мересьева ҫав шыв хӗрринелле тӑватӑ уран упаленсе пыраканни — перевозчик мар, вӑл хӑй татӑк урисемпе упаленсе пынӑ пек, унӑн хӗрӗ, унӑн Оли, ҫилпе варкӑшакан хитре чечеклӗ платье тӑхӑннӑскер, хӗвелпе пиҫнӗ, хитрескер, хӑйӑр ҫинче тутине ҫыртса тӑрса, ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ пек туйӑнса кайрӗ. Ҫапла пулать те ӗнтӗ вӑл! Ҫакӑн хыҫҫӑнах Алексей пичӗпе минтер ҫине тӑрӑнса, пӗтӗм кӗлеткипе силлене-силлене чӗтренсе, пӗр сассӑр макӑрма тапратрӗ. Пурне те хӑрушӑ пулса кайрӗ. Степан Иванович, ахлаткаласа, койка ҫинчен шуса анчӗ, халатне тӑхӑнчӗ те, туфлисемпе кӑштӑртаттарса, аллисемпе кроватьсенчен тыткаласа, Мересьев патнелле пычӗ. Анчах Комиссар ӑна аллипе сулса: макӑртӑрах, ан кансӗрлӗр, тенине пӗлтерекен паллӑ пачӗ.

Чӑн та, Алексее макӑрнӑ хыҫҫӑн ҫӑмӑлтарах пулчӗ. Часах вӑл лӑпланчӗ те халь ӗнтӗ, этем хӑйне нумайранпа асаплантарнӑ ыйтӑва татнӑ хыҫҫӑн ҫӑмӑллӑн туйнӑ пек, тинех хӑйне ҫӑмӑл иккенне туйрӗ. Вӑл каҫ пуличченех, санитарсем хӑйне операци тумалли пӳлӗме йӑтса кайма пыричченех, нимӗн те чӗнмерӗ. Ҫав шап-шурӑ, куҫа йӑмӑхтарса ямалла ҫутӑлса тӑракан пӳлӗмре те вӑл пӗр сӑмах та каламарӗ. Ӑна чӗри вӑйсӑр пирки эмел парса ҫывратма юраманни ҫинчен, операцие вырӑнти наркозпа ҫеҫ тумалла пуласси ҫинчен каласан та, вӑл пуҫӗпе кӑна сулса илчӗ. Операци вӑхӑтӗнче вӑл йынӑшмарӗ те, кӑшкӑрмарӗ те. Василий Васильевич, ҫак пит кӑткӑсах та мар ампутацие хӑех тунӑскер, хӑйӗн яланхи йӑлипе операци вӑхӑтӗнче сестрасемпе хӑйӗн помощникӗсене хаяррӑн ятласа тӑнӑскер, ассистентне темиҫе хутчен те — вӑл вилсе каймарӗ-ши, тесе, Мересьева тӗрӗслеттерчӗ.

Шӑмма пӑчкӑпа татнӑ чух хӑрушла хытӑ ыратрӗ, анчах та вӑл, асапа тӳсме вӗреннӗскер, халӗ ҫак шурӑ халат тӑхӑннӑ, пичӗсене марлӗрен тунӑ маскӑсемпе хупланӑ ҫынсем унӑн урисем патӗнче мӗн тунине те питех ӑнланаймарӗ.

Вӑл палатӑра тин тӑна кӗчӗ те, нимрен малтан Клавдия Михайловнӑн пӑшӑрханчӑклӑ сӑнне курчӗ. Мӗн пулнисене вӑл нимӗн те астуман, ҫавӑнпа та ҫак кӑмӑллӑ та ӑшӑ чунлӑ сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрарӑмӑн сӑнӗ мӗншӗн ҫакӑн пек пӑлхануллӑ пулнинчен тата вӑл хӑй ҫине ыйтуллӑн пӑхнинчен Мересьев тӗлӗнсе кайрӗ. Алексей куҫне уҫнине асӑрхасан, хӗрарӑм сӑнӗ ҫуталса кайрӗ, вӑл унӑн одеял айӗнчи аллине тытса чӑмӑртарӗ.

— Епле маттур эсир! — терӗ те вӑл, ҫавӑнтах унӑн ал тымарне тытрӗ.

«Мӗн ара ку?» Алексей хӑйӗн урисем малтанхинчен ҫӳлерех ыратнине, тата малтанхи пек вӗриленсе, туртса мар, темле мӑкан, сӳрӗккӗн, чӗркуҫҫисенчен ҫӳлерехрен кантрапа пӑвса ҫыхса лартнӑ пек ыратнине туйрӗ. Унтан вӑл сасартӑк, одеял хутламӗсем ҫине пӑхса илсе, хӑйӗн кӗлетки кескерех иккенне асӑрхарӗ. Вара ҫав самантрах пӗтӗмпех аса илчӗ: шурӑ пӳлӗм куҫа йӑмӑхтармалла ҫутӑлни, Василий Васильевич хаярӑн мӑкӑртатни, эмаллӗ витре ӑшне темскер таклатса ӳкни…

«Пулчӗ те-им?» — темле сӳрӗккӗн тӗлӗнчӗ те вӑл, кулма тӑрӑшса, сестрана:
— Эпӗ кӗскелнӗ пулмалла, — терӗ.

Кулли аван мар, пит-куҫа ыратнӑ пирки чалӑштарса илнӗ пек пулса тухрӗ. Клавдия Михайловна васкасах унӑн ҫӳҫӗсене тӳрлетрӗ:

— Нимех те мар, нимех те мар, чунӑм, халь ҫӑмӑлтарах пулать.

— Тӗрӗс, ҫӑмӑлтарах ҫав. Миҫе килограмм ҫӑмӑлтарах-ши?

— Кирлӗ мар, тӑванӑм, кирлӗ мар! Анчах та эсир маттур! Теприсем кӑшкӑраҫҫӗ, хӑшӗсене чӗнсемпе ҫыхса лартаҫҫӗ, ҫитменнине тата тытса тӑраҫҫӗ, анчах эсир сасӑ та кӑлармарӑр… Эх, вӑрҫӑ, вӑрҫӑ!

Ҫак вӑхӑтра палатӑри каҫхи ӗнтрӗк тӗттӗмлӗхӗнчен Комиссарӑн хаяр сасси илтӗнчӗ:

— Мӗскер панихиди пуҫласа ятӑр эсир унта? Акӑ, эсир ӑна ҫырусем парӑр-ха, сестра. Ӑнать те вӗт ҫынсен пурнӑҫӗ, хамӑн та ӑмсанас килет! Пӗр харӑс мӗн чухлӗ ҫыру йӑтӑнса килчӗ!

Комиссар Мересьева пӗр пачка ҫыру пачӗ. Вӑл ҫырусем пурте тӑван полкран килнӗ. Вӗсене тӗрлӗ кунсенче ҫырнӑ пулнӑ, анчах темшӗн пурте пӗрле ҫитнӗ, вара халӗ, татӑк урасемпе выртса, Алексей ҫав туслӑ ҫырусене пӗрин хыҫҫӑн теприне вуларӗ. Ҫырусем ӑна тӗрлӗ ӗҫсемпе, чӑрмавсемпе, хӑрушлӑхсемпе тулнӑ пурнӑҫ ҫинчен, хӑй патнелле илӗртекен инҫетри пурнӑҫ ҫинчен каласа панӑ. Анчах та вӑл пурнӑҫ уншӑн халӗ яланлӑхах, нихҫан таврӑнми ҫухалчӗ. Алексей тӑван полкри ҫӗнӗ хыпарсене те, хӑй асӗнче юлнӑ вак-тӗвек ӗҫсене те кӑмӑллӑн йышӑнчӗ. Уншӑн корпусран пынӑ политработник вӗсен полкне Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑлама тӑратни ҫинчен ӑнсӑртран персе яни те, Иванчук пӗр харӑсах икӗ награда илни те, Яшин ухутана кайса тилӗ тытни, анчах тилли темшӗн хӳресӗр пулни те, Стёпа Ростовӑн флюс пирки Леночка ятлӑ сестрапа пулнӑ роман пӗтсе ларни те пӗр пекех интереслӗ пулнӑ. Самантлӑха вӑл хӑйӗн шухӑшӗсемпе лере, вӑрмансемпе кӳлӗсем хушшине пытаннӑ аэродрома вӗҫсе кайрӗ. Вӑл аэродрома лётчиксем унти ҫӗр пичӗ йӑшӑк пирки час-часах вӑрҫатчӗҫ, анчах Алексее вӑл халь пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи лайӑх вырӑн пек туйӑнчӗ.

Вӑл пӗтӗмӗшпех ҫырусем ӑшне путса, хӑшне хӑҫан ҫырнине асӑрхамасӑрах вуласа пырса, Комиссар сестрана куҫ хӗссе илнине те, вӑл Алексей енне кулкаласа кӑтартса, сестрана хӑлхинчен хуллен кӑна: «Манӑн эмел сирӗн пур люминалсемпе вероналсенчен те нумай лайӑхрах» — тесе пӑшӑлтатнине те сисмерӗ.

Комиссар, Мересьевшӑн чи хӑрушӑ та йывӑр кун ҫитсен, ӑна тӑван аэродромран килекен туслӑ саламсемпе ҫӗнӗ хыпарсене пӗлтерсе унӑн йывӑр хуйхине ҫӑмӑллатас тесе, ун ячӗпе пыракан ҫырусен пӗр пайне пытарса пурӑннӑ. Комиссар ватӑ ҫар ҫынни пулнӑ. Вӑл ҫак тирпейсӗр, васкаса ҫырнӑ хут таткисен хӑватлӑ вӑйне, вӗсем фронтра тепӗр чух эмелсемпе сухарисенчен те хаклӑрах пулнине питӗ лайӑх пӗлнӗ. Анчах Комиссар ҫакӑн пек тунине Алексей нимӗн те пӗлмен.

Андрей Дегтяренко янӑ ҫыру ӑшӗнче вӗтӗ те кӑтрашка саспаллисемпе ҫырнӑ тата кӑшкӑру паллисем пит нумай лартса тултарнӑ пӗчӗк хут татки выртнӑ.

«Юлташ старший лейтенант! Эсир хӑвӑрӑн сӑмахӑра тытса пыманни аван мар вӑл!!! Полкра сире час-часах аса илеҫҫӗ те, суймасӑрах калатӑп, сирӗн ҫинчен ҫеҫ калаҫаҫҫӗ. Нумаях пулмасть полк командирӗ юлташ столовӑйӗнче: Алексей Мересьев вӑт — ҫын!!\! — терӗ. Эсир ӑна пӗлетӗр вӗт, вӑл чи лайӑххисем ҫинчен ҫеҫ ҫавӑн пек калать. Часрах таврӑнӑр, сире кунта кӗтеҫҫӗ!!! Столовӑйри пысӑк Лёля сире ҫапла пӗлтерме хушрӗ: эсир килсен, вӑл сире халь пӗр тавлашмасӑрах виҫшер чашӑк ҫитерӗттӗм, уншӑн Военторг мана хуть те ӗҫрен кӑларса ятӑр, тет. Анчах та эсир хӑвӑрӑн сӑмахӑра тытманни аван мар!!! Ыттисем патне эсир ҫапах та ҫырса янӑ, анчах ман пата нимӗн те ҫырмарӑр. Мӗнле тус-ха ӗнтӗ эсир ҫавӑн хыҫҫӑн! Мана ку пит те кӳрентерет, ҫавӑнпа та уйрӑм ҫыру ҫырмастӑп, анчах эсир ман пата, тархасшӑн, уйрӑм ҫырӑвах ҫырӑр, — мӗнле пурӑнатӑр тата шухӑш-кӑмӑлсем мӗнле?..»

Ҫак кулӑшларах ҫыру айне: «Метеорологи сержанчӗ», тесе ал пуснӑ. Мересьев ҫемҫен кулса илчӗ, анчах унӑн куҫӗсем: «Часрах таврӑнӑр, сире кунта кӗтеҫҫӗ», тесе ҫырни ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Вӑл сӑмахсене аялтан чӗрсех паллӑ тунӑ пулнӑ. Алексей койка ҫине тӑрса ларчӗ те, пит кирлӗ документа ҫухатнӑ ҫын аллисемпе кӗсйисене хыпашланӑ пек, урисем пулнӑ вырӑна хыпашласа илчӗ. Унӑн аллисем пушӑ вырӑна хыпашларӗҫ.

Ҫак минутра ҫеҫ Алексей хӑйӗн ҫухатӑвӗ мӗн тери йывӑр пулнине тавҫӑрса илчӗ. Вӑл ӗнтӗ урӑх нихҫан та полка, авиацине, фронта таврӑнаяс ҫук! Урӑх нихҫан та вӑл самолётпа сывлӑша ҫӗкленеес ҫук, сывлӑшри ҫапӑҫӑва ыткӑнса кӗрсе каяс ҫук, — нихҫан та! Халӗ вӑл инвалид, хӑй юратнӑ ӗҫрен уйрӑлчӗ, пӗр вырӑна пӑталаса лартнӑ ҫын — килти чӑрмав, пурнӑҫра ытлашши япала пулса тӑчӗ. Куна тӳрлетме ҫук, ку вӑл виличченех ҫапла пулмалла.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех