Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пичӗсене (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Рабочисем пурте пичӗсене тап-таса ҫунӑ пек курӑнать.

Рабочие казались все чисто умытыми.

XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ӗҫ хыҫҫӑн кашни каҫ тенӗ текех Павел патӗнче унӑн юлташӗсенчен кам та пулин ларать, вӗсем пичӗсене ҫума ӗлкӗричченех темскер хыпӑнса вулаҫҫӗ, кӗнекесем ҫинчен тем ҫыра-ҫыра илеҫҫӗ.

Почти каждый вечер после работы у Павла сидел кто-нибудь из товарищей, и они читали, что-то выписывали из книг, озабоченные, не успевшие умыться.

VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Пӑрахут ураписен хупӑлчисем, пӑрахут урапи пристань еннелле пӑтранчӑк шыв сирпӗтсе ҫаврӑнни курӑнса кайнӑ; кӗпӗрленсе тӑракан халӑхӑн пичӗсене кӗҫех тӗтӗм хупланӑ, унтан хӑранӑ Катеринӑн макӑракан пит-куҫӗ вӗлтлетсе иртнӗ, тепӗр минутран вара пристаньпе пӑрахут хушшинчи пӑтранчӑк шыв лаптӑкӗ 2 — З чалӑша та ҫитнӗ.

Показались кожухи, заворочались колеса, обдавая пристань мутными брызгами, хвост дыма задел по лицам густо столпившуюся публику, потом мелькнуло заплаканное лицо испуганной Лозинской, и еще через минуту — между пристанью и пароходом залегла бурливая и мутная полоса воды в две-три сажени.

II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Хӗрелсе тарласа кайнӑ пичӗсене шӑла-шӑла утаҫҫӗ.

На ходу вытирая пот с раскрасневшихся лиц.

Председатель юлташ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ӑшӑ сывлӑш пичӗсене ҫупӑрларӗ.

Теплый воздух скользил по их лицам.

XXII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Эпӗ, йывӑҫ ҫинчен анса, ҫыран тӑрӑх асӑрханса утрӑм, часах шыв хӗрринче икӗ виле куртӑм; тӑрмаша-тӑрмаша вӗсене хӑйӑр ҫине туртса кӑлартӑм, пичӗсене витсе хӑвартӑм та унтан кайрӑм.

Я слез с дерева, осторожно прокрался к реке и скоро нашел в воде у самого берега два мертвых тела, долго возился, пока не вытащил их на песок, потом прикрыл им лица и ушел поскорее.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Анчах Гленарванпа унӑн юлташӗсен халсӑрланнӑ асаплӑ пичӗсене тата вӗсем ҫинчи тумтирсем ҫӗтӗлсе пӗтнисене курсанах яхтӑн экипажӗ хавхаланма пӑрахрӗ.

Но при виде измождённых, страдальческих лиц Гленарвана и его спутников, при виде их превратившихся в лохмотья одежд экипаж яхты прекратил свои радостные излияния.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Удупа еннелле ҫав териех хыпаланса чупсан та вӗсен пичӗсене вӗреме кӗрес пек вӗри шыв тумламӗсем сирпӗнсе пӗҫертрӗҫ.

Несмотря на всю поспешность, с какой они бежали к удупе, их ошпарили брызги воды, нагретой почти до температуры кипения.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӑван хӗрарӑмӗсем хӑйсен пичӗсене чӑрмаласа куҫҫулӗнчен ытларах юн юхтараҫҫӗ.

Родственницы царапали себе лица и проливали больше крови, чем слёз.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пичӗсене илсен, Европӑри илемсен идеалне кунтан та ытларах пӑсаканни тата пур-ши: пысӑк ҫӑвар, лаптак сӑмса, питҫӑмартисем путса кӗнӗ, янахӗ шурӑ шӑлӗсене кӑтартса малалла тӑсса тӑрать.

Трудно представить себе лица, менее отвечающие европейскому идеалу красоты: огромный рот, плоский нос, вдавленные щеки и выступающая вперёд нижняя челюсть, с блестящими белыми зубами.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ку сӑмахсем Мэри Грант пичӗсене те кӑштах хӗретрӗҫ.

Слова эти вызвали лёгкую краску и на лице Мэри Грант.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем вӑрӑм пӳллӗ ҫынсем, ӳчӗсем йывӑҫ ҫӑвӗ тӗслех, ҫамкисем лутра та пичӗсене чӑп-чӑмӑр тесессӗн те юрать, тутисем ҫӳхе, питшӑммисем хӑпарса тӑраҫҫӗ; вӗсем темӗнле хӗрарӑм манирне килеҫҫӗ.

Это люди среднего роста, с телом оливкового цвета, низким лбом, почти круглым лицом, тонкими губами и выдающимися скулами; в их чертах есть что-то женственное.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван куҫӗсенче, унӑн пичӗсене ҫутатакан илемлӗ куллинче вӗҫсӗр ырӑ сунни курӑнса тӑрать, патагонец ӑна курса хӑйне ҫӗклентерекен сисӗмсене туймасӑр тӑма пултараймарӗ.

Во взгляде Гленарвана, в широкой улыбке, осветившей его лицо, было столько благодарности, что патагонец не мог не понять одушевляющих его чувств.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн куҫӗсем умӗнчен темиҫе тӗрлӗ картинсем иртеҫҫӗ те, вучахри вут хӗлхемӗ ялтӑраса кайсан, труках таҫта кайса кӗреҫҫӗ; Гленарван ҫывӑракан юлташӗсен пичӗсене пӑхса илчӗ те хӳшӗ стенисен тӑрӑхӗпе йӑрӑлтатса иртекен ӗмӗлкесене курчӗ.

Самые разнообразные картины одна за другой проносились в его мозгу и исчезали, как только внимание его отвлекалось вспышками искр в очаге; Гленарван смотрел на лица спящих товарищей, на мимолётные тени на стенах казухи.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ну, акӑлчан тесен, эпӗ шанса пӗтерейместӗп, — йӗрӗннипе пичӗсене пӗркелесе илчӗ майор.

— Ну, насчёт англичан я сомневаюсь, — презрительно поморщился майор.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вутран вӗсен пичӗсене пӑхӑр тӗсӗ ҫапнӑ.

Костер красит медным цветом их лица.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Чашӑк-тирӗк ҫӑвакан пӳлӗмре пысӑк хурантан пӑс тухнипе нимӗн те курӑнмасть, Павка малтанах ӗҫлекен хӗрарӑмсен пичӗсене те уйӑрса илеймерӗ.

Судомойня была наполнена паром из большой лохани с кипятком, где мылась посуда, и Павка первое время не мог разобрать лиц работавших женщин.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ваттисем васкамасӑр шыва утса кӗреҫҫӗ те пичӗсене йӗпетеҫҫӗ.

Старики входили в реку степенно и чинно, обмывали себе лицо.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Акӑ ӗнтӗ пӗрремӗш пайӑрка, ҫывӑхри пит лутра чӑрӑшсем тӑррипе шуса килнӗ те ачасен пичӗсене ҫутатнӑ.

И вот первый луч, скользнув по верхушкам ближайших, очень маленьких елочек, наконец-то заиграл на щеках у детей.

IV // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Качӑртатакан хытӑ юрлӑ, йывӑҫсем ҫине йӑлтӑркка пас тытнӑ, шупка изумруд тӳпеллӗ, мӑръесем ҫивчӗ ҫӗлӗк евӗр тӗтӗмлӗ, самантлӑха уҫнӑ алӑксенчен пӑс мӑкӑрланакан сивӗ ҫанталӑклӑ, ҫынсен пичӗсене ҫыртса илнӗ пек хӗретекен, шӑнса кайнӑ лашасене вашаватлӑн чуптаракан, лӑпкӑ та уяр, шартлама сивӗллӗ шурӑ хӗл тӑрать.

Стояла белая зима с жестокою тишиной безоблачных морозов, плотным, скрипучим снегом, розовым инеем на деревьях, бледно-изумрудным небом, шапками дыма над трубами, клубами пара из мгновенно раскрытых дверей, свежими, словно укушенными лицами людей и хлопотливым бегом продрогших лошадок.

XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех