Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тухатмӑш ҫине тухатмӑш темелле тата, тем чухлӗ, раштавра тепӗр чух, ҫавӑн пекех, юр пит нумай ҫуса тултарать: пурте шукӑль, пичӗсене сӑрланӑ, ярмӑркара ҫӳрекен панночкӑсем пек.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Озеров вара пӑсӑлса, ланкашкаланса пӗтнӗ ҫула, ун тӑрӑх майӗпен шӑвакан лавсене, пичӗсене тӑм илтернӗ, юрланса пӗтнӗ хӗрарӑмсем ҫӗмрӗк ҫуна тавра тата ҫул хӗрринчи канава пушатнӑ тырӑ миххисем тавра тӑнине курчӗ, Васька Голубцова та курчӗ вӑл: харсӑр ача, ашшӗн кӗске кӗрӗкне тӑхӑннӑскер, кӗрт тӑрӑх аран-аран ашса, васкаман хӗрарӑмсем патне пырать, вӗсене пушӑ аврипе юнаса хыттӑн кӑшкӑрать…
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Залра ҫил пек хумханса илчӗҫ; Сергей делегатсен кулса тӑракан пичӗсене курса сӑмахне малалла тӑсрӗ:— В зале ветерком прошумело оживление; видя улыбающиеся лица делагатов Сергей продолжал:
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫывӑрса кайса, ирччен канмалла, анчах пуҫа кӑнтӑрлахи тӗлпулусем шухӑшлаттараҫҫӗ: пӗрре вӑл Яман-Джалгари колхозницӑсен пичӗсене, тепре хӑйпе пӗр ятлӑ хуралҫӑ чеелле пӑхнине е кашкӑр пӑвакан йыттӑн хӑрушӑ пуҫне курать…
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Веялкӑсем шӑпланчӗҫ, йӗтем ҫинче тӗрлӗрен сасӑпа калаҫни, кулни, чашӑк-тирӗксем чанкӑртатни, шыва сирпӗтни янӑраса тӑма пуҫларӗ: ҫынсем, пичӗсене ҫуса, каҫхи апата хатӗрленеҫҫӗ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӗрупраҫсем, илемсӗр пулас тесе, юриех тирпейсӗрленсе, ҫӑвӑнмасӑр ҫӳренӗ, пичӗсене хӑрӑмпа хуратнӑ, хӑшпӗр ҫӗрте ӳчӗсене ҫиекен курӑкпа сӑтӑрса шыҫӑнтарса янӑ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Озеровецсем унтан пичӗсене хӳтӗлеҫҫӗ, хӑлхисем ҫине пилоткисене антара-антара лартаҫҫӗ, лутӑрканса пӗтнӗ вараланчӑк шинель тӑхӑннӑскерсем, хутлана-хутлана, пӗр-пӗрин ҫумне лӑпчӑнкалаҫҫӗ — ботинкисемпе шӑн тӑпрана тата хытӑрах кӑптӑртаттараҫҫӗ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Надьӑпа Нина пӗр-пӗринчен пӗчӗк куҫкӗски турта-турта илсе, ун витӗр пӑхаҫҫӗ те аллисемпе пичӗсене хуплаҫҫӗ.Надя и Нива вырывали друг у друга зеркальце, смотрелись в него, закрывались руками.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ачасем нумайччен сарай хыҫӗнче пичӗсене юрпа сӑтӑрчӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫав вӑхӑтра пӗр-пӗрин ҫине пӑхрӗҫ те, иккӗшӗ те кукленсе ларса, ахӑлтатса кулса ярасран хӑраса, ҫӑварӗсене алтупанӗсемпе хупларӗҫ: мӗн чухлӗ тӑрӑшмарӗ Акилина Яковлевна, ачасен пичӗсене ҫуса тасатайман, лапӑртаса ҫеҫ пӗтернӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл ачасен пичӗсене ҫутатрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унтан каллех ачасен пичӗсене ҫутатрӗ те ҫапла каларӗ:
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кӗрхи уяр та тин ҫеҫ шӑнтма пуҫланӑ ир Валентинӑпа икӗ амӑшӗн шурса кайнӑ пичӗсене ҫутатать…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Фронт тӑрӑх васкамасӑр иртсе пынӑ май, вӑл салтаксен пичӗсене сӑнавлӑн тишкерсе, уйрӑм кӑсӑклӑхпа питӗ тимлӗн пӑхса тухрӗ те, унӑн йывӑр, тӑртанчӑк хупанкасем айӗнчи ӑслӑ куҫӗсенче вара куҫлӑх витӗр ӑшӑ та кӑмӑллӑ кулӑ ҫемҫен ҫуталса кайрӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тӑвӑр пӳлӗмре, тӑват кӗтеслӗн вырнаҫтарнӑ саксем ҫинче, пичӗсене шалалла туса, виҫҫӗмӗш свод салтакӗсем лараҫҫӗ.
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Ҫакӑ ак, ахӑртнех, слесарь пулнӑ, — ҫывӑхран иртсе пынӑ май, пичӗсене пӑхса, шутланӑччӗ ун чух Ромашов, — ку вара хавас кӑмӑллӑ пулас та хуткупӑс калама ӑста пулма тивӗҫ.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кусем вӗсем пичӗсене хупласа, пуҫӗсене усса йывӑррӑн утакан питӗ пысӑк ҫынсем пулчӗҫ.То были люди громадных размеров, с закрытыми лицами, поникшими головами и с тяжелою поступью.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Йӗрсе хӳхлени хытӑрах та хытӑрах илтӗне пуҫларӗ; ӗнтӗ тӑванӗсем те, ютсем те, куҫҫульпе ҫӑвӑннӑ пичӗсене, тутисене тутӑр тытса, ахлатнӑ сасӑпа кӑшкӑрса йӗрес марччӗ тесе, аран чӑтса тӑраҫҫӗ.
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Районта, станицӑра, урӑхла каласан, вырӑнсенче ӗҫлекен пикесем вырсарникунсенче пичӗсене сӑрласа, пудра сапса, кунӗ-кунӗпе урам тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, каҫсенче ташӑ ташлаҫҫӗ, кино курма ҫӳреҫҫӗ, пирӗн арӑмсемпе хӗрсен вара вырсарникунсенче те тарпа ҫӑвӑнмалла-и?
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑшӗсем вӗсенчен хӑйсене хӑйсем мӑйракасӑмса тирӗнчен явнӑ нумай вӗҫлӗ нухайккӑсемпе турта-турта ҫапнӑ, теприсем кӗске ҫӗҫӗпе кӑкӑрне е хулпуҫҫине вӑрӑм сурансем каса-каса янӑ, виҫҫӗмӗшсем ҫӑварӗсене пӳрнисемпе турта-турта ҫурнӑ, хӑлхисене тӑпӑлтарнӑ, пичӗсене чӗрнисемпе чӑрмаланӑ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.