Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VII

Пай: Ҫеҫенхир

Автор: Ваҫлей Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Хушнӑ: 2019.12.08 12:24

Пуплевӗш: 331; Сӑмах: 3399

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Лавҫӑсем кун хыҫҫӑн тепӗр каҫхине каллех чарӑнса тӑчӗҫ те пӑтӑ пӗҫерчӗҫ. Хальхинче ҫынсене мӗн малтан пуҫласах темле ӑнланмалла мар тунсӑх пусса илчӗ. Ҫанталӑкӗ пӑчӑ тӑрать; пурте шыв ӗҫеҫҫӗ, ниепле те ӗҫсе тӑранаймаҫҫӗ. Уйӑх, чирлӗ пек, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе йывӑррӑн тухрӗ; ҫӑлтӑрсем те тӗксӗмреххӗн йӑлтӑртатрӗҫ, инҫет пӑтранчӑклӑн, тӗксӗммӗн курӑнчӗ. Ҫанталӑк тем пуласса сиссе асапланнӑ пек туйӑнчӗ.

Вут тавра ӗнерхи пек шавлани-калаҫни илтӗнмерӗ ӗнтӗ. Пурте сӳрӗккӗн, калаҫас килмесӗр калаҫрӗҫ, ҫаплах тунсӑхлӑ пулчӗҫ. Пантелей ассӑн сывла-сывла ярать, урисем ыратни ҫинчен ӳпкелешсе калаҫать, час-часах сӗмсӗр, пуҫсӑр вилӗме асӑнать.

Дымов ӳпне выртнӑ та чӗнмест, улӑм ҫӳппи чӑмлать; улӑм ҫӳппийӗ шӑршлӑ пулнӑ пек, пит-куҫӗ унӑн йӗрӗнчӗклӗн, усаллӑн та ӗшенчӗклӗн курӑнать… Вася янахӗ ыратнишӗн йӗрмӗшет, ҫанталӑк пӑсӑласси ҫинчен ӗнентерсех ҫирӗплетет. Емельян аллисене сулламасть, хускалмасӑр ларать, вут ҫине ҫамкине пӗркелентерсе пӑхать. Егорушка та аптрасах ҫитнӗ. Ҫуран утса ывӑннисӗр пуҫне, унӑн кӑнтӑрла шӑрӑх пулнипе пуҫӗ ыратать.

Пӑтӑ пиҫсен, Дымов, ӗҫ ҫукран тенӗ евӗр, юлташӗсемпе чӑркӑшса калаҫма пуҫларӗ.

— Кӗрсе ларчӗ те, мӑкӑль, чи малтан кашӑкӗпе кармашма пуҫларӗ! — терӗ вӑл, Емельян ҫине хаяррӑн пӑхса. — Ӗмӗтсӗрлӗх! Ялан хуран ҫывӑхнелле пӗрремӗш пырать. Чиркӳре юрланӑ тесе, улпут вырӑнне хурать пуль ӗнтӗ хӑйне! Сирӗнешкел юрӑҫсем аслӑ ҫул тӑрӑх ыйткаласа ҫӳренине нумай курнӑ эп!

— Мӗн ҫыпӑҫатӑн эс ман ҫумма? — хаярланса кайрӗ Емельянӗ те.

— Ан сӗкӗн хуран патне чи малтан. Хӑвна чаплӑ ҫын тесе те ан шутла, акӑ мӗн!

— Тӑмсай, урӑх никам та мар, — хӑйӑлтатрӗ Емельян.

Ҫавнашкал калаҫусем чылай чух мӗнпе вӗҫленнине пӗлсе, Пантелейпе Вася тавлашӑва чарса лартма шутларӗҫ. Дымова ахалех вӑрҫнишӗн ӳкӗтлесе асӑрхаттарчӗҫ.

— Чиркӳ юрӑҫи… — йӗрӗнчӗклӗн кулса, ҫаплах калаҫма чарӑнмарӗ-ха ашкӑнчӑк. — Такам та юрлама пӗлет сан пек! Лар та чиркӳре паперть ҫинче юрла: «Турӑ пулӑр, паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр татки парӑр!» Эх, эсир!

Емельян чӗнмерӗ. Вӑл чӗнменни Дымова пушшех тарӑхтарса-ҫӗтӗлтерсе ячӗ. Чиркӳ юрӑҫи пулнӑ ҫын ҫине вӑл татах та хаяртараххӑн пӑхрӗ те:
— Ҫыхланас килмест, ахаль пулсан сана хӑвӑн ҫинчен мӗн шухӑшламаллине кӑтартнӑ пулӑттӑм-ха та! — тесе хучӗ.

— Мӗн эс ҫаплах ҫыпӑҫатӑн ман ҫумма, мазепа? — хыпса илчӗ Емельян. — Эп сана тиветӗп-и?

— Мӗн каларӑн эс мана? — тӳрленсе ларчӗ Дымов.

Куҫӗсем унӑн тарӑхнипе хӗрелсе-йӑмӑхса кайрӗҫ. — Мӗн терӗн? Эпӗ мазепа-и? Ҫапла-и? Ак сана апла пулсан! Пыр, кай, шыра!

Дымов ҫавӑнтах Емельян аллинчи кашӑка туртса илчӗ те ӑна айккинелле инҫете ывӑтрӗ. Кирюха, Вася тата Степка, сиксе тӑрса, кашӑк шырама чупрӗҫ, Емельян вара Пантелей ҫине тархасласа ыйтуллӑн пӑхма тытӑнчӗ. Пичӗ унӑн темле пӗркеленсе, пӗчӗкленсе ларчӗ, тути кӑлт-кӑлт сиккелерӗ, чиркӳ юрӑҫи пулнӑ ҫын юлашкинчен чӑтаймарӗ, ача пек йӗрсе ячӗ.

Дымова тахҫантанпах курайманскер, Егорушка сывлӑшра сасартӑк чӑтма ҫук пӑчӑ пулса ларнине, вут хӗлхемӗ унӑн питне мӗнле пӗҫертнине туйса илчӗ: унӑн хӑвӑртрах тӗттӗм ҫӗре, лавсем тӑракан еннелле, тарса каясси килчӗ, анчах ашкӑнчӑкӑн хаяр та тунсӑхлӑ куҫӗсем ӑна хӑйсем патнеллех туртрӗҫ. Чӑтма ҫук, чӑтма ҫук кӳрентермелли сӑмах каласшӑн ҫунса, вӑл Дымов патнелле пӗр утӑм турӗ те, пӳлӗнсе-чыхӑнса, ҫапла кӑшкӑрче хучӗ:

— Эсӗ пуринчен те начар! Сана эп чӑтма пултараймастӑп!

Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн лавсем патнелле чупмаллаччӗ пуль, анчах вӑл вырӑнтан хускалма пултараймарӗ, малалла каларӗ:

— Леш тӗнчере эсӗ тамӑкра ҫунатӑн! Эпӗ Иван Ивановича йӑлт каласа паратӑп ак. Емельяна кӳрентерме тивӗҫӳ ҫук сан!

— Курӑр-ха эсир ӑна! — кулса илчӗ Дымов. — Тути ҫинче амӑш сӗчӗ типмен, вӗрентме пӑхать, сысна ҫури. Хӑлхунтан ярса илес пулсан?

Егорушка халь ӗнтӗ сывлӑшӗ пачах, пачах питӗрӗнсе ларнине туйрӗ; вӑл — кун пекки унӑн нихӑҫан та пулманччӗ-ха — сасартӑк пӗтӗм кӗлеткипе чӗтреме пуҫларӗ те урине тапрӗ, ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ:

— Хӗнӗр ӑна! Хӗнӗр ӑна!

Унӑн куҫӗнчен куҫҫулӗ сирпӗнсе тухрӗ: ӑна намӑс пек пулса кайрӗ, вӑл вара лавсем патне чупрӗ. Хӑй кӑшкӑрнӑ хыҫҫӑн ҫынсем мӗн турӗҫ, ӑна вӑл курмарӗ. Ҫӑм миххи ҫинче аллисемпе те, урисемпе те туртӑна-туртӑна йӗнӗ май вӑл пӗр сӑмах ҫеҫ пӑшӑлтатрӗ:

— Анне! Анне!

Ҫак ҫынсем те, вут таврашӗнчи мӗлкесем те, ҫӑм миххисем те, кашни минутрах аякра ялтӑртатакан инҫетри ҫиҫӗм те — пурте халӗ ӑна чунсӑр та хӑрушшӑн туйӑнчӗҫ. Вӑл ниҫта кайса кӗрейми аптраса ҫитсе те сехӗрленсе, хӑйӗнчен хӑй мӗнле майпа тата мӗншӗн ҫак хӑрушӑ мужиксем хушшине, ҫак палламан ҫӗршыва лекни ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ. Ӑҫта халӗ куккӑшӗ, Христофор атте, Дениска? Мӗншӗн вӗсем лавсене халӗ те хӑваласа ҫитеймеҫҫӗ? Манса кайман-ши вӗсем ун ҫинчен? Манса кайнӑ пуль ун ҫинчен, хуть те мӗн пултӑр тесе пӑрахнӑ пуль ӑна текен чӑтма ҫук хӑрушӑ та тискер шухӑша чӑтаймасӑр, вӑл темиҫе хутчен те лав ҫинчен сиксе анса пӗр ҫаврӑнса пӑхмасӑр ҫулпа каялла ыткӑнас патнех ҫитрӗ, анчах ҫул хӗрринчи тӗксӗм те чӗмсӗр хӗрессене аса илни — вӗсене вӑл, шутламалли те ҫук, тӗл пулатех — тата аякра ҫиҫӗм ялтӑртатни кашнинчех ӑна ҫапла тумашкӑн чарса тӑчӗҫ… «Анне! анне!» — тесе пӑшӑлтатни кӑна ӑна кӑштах ҫӑмӑллӑх панӑн туйӑнчӗ.

Ахӑртнех, лавҫӑсем те хӑрама тытӑнчӗҫ пулӗ. Егорушка вут патӗнчен тарса кайсан, вӗсем малтан чылайччен чӗнмесӗр ларчӗҫ, кайран ҫурма сасӑпа хуллен тем ҫинчен — ҫав «тем» кунталла килни, хӑвӑртрах пуҫтарӑнса унран аяккарах каймалли ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ… Вӗсем васкаса апатланчӗҫ те, вутта сӳнтерсе, лашисене кӳлме тытӑнчӗҫ. Вӗсем мӗнле хыпаланнинчен тата калаҫнинчен вӗсем темле инкек пулассине сисни курӑнчӗ.

Дымов, хускалас умӗн, Пантелей патне пычӗ те:
— Мӗн ятлӑ вӑл? — тесе ыйтрӗ.

— Егорий… — хуравларӗ лешӗ.

Дымов пӗр урипе кустӑрма ҫине пусрӗ те, михӗсене ҫыхнӑ пӑявран тытса, ҫӳлелле ҫӗкленчӗ. Егорушкӑна унӑн пичӗпе кӑтра пуҫӗ курӑнчӗҫ. Пичӗ шуранка, ывӑннӑ ҫын пичӗ пек туйӑнать, хаяр та мар.

— Ера! — терӗ вӑл шӑппӑн, кулмасӑр. — Ме, ҫап!

Егорушка ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ; ҫав вӑхӑтра ҫиҫӗм ҫиҫрӗ.

— Темех мар, ҫап! — тепӗр хут каларӗ Дымов. Вара, Егорушка ҫапасса е калаҫма пуҫласса кӗтмесӗрех, аялалла сикрӗ те:
— Кичем мана! — тесе хучӗ.

Унтан, урлӑраххӑн пускаласа, хул лапаткисене хускаткаласа, лавсем ҫумӗпе юлхавлӑн малалла сулланчӗ, йӗрмӗшсе те ӳпкелешсе тепӗр хут каларӗ:

— Кичем мана! Турӑҫӑм! А эсӗ, Емеля, ан кӳрен, — хушса хучӗ Емельян ҫумӗпе иртнӗ чух. — Пӗтнӗ пурнӑҫ пирӗн, тӳсме хал ҫук пурнӑҫ.

Сылтӑмра ҫиҫӗм ялтӑртатса илчӗ, куҫкӗски ҫине ӳкнӗ пек, ҫавӑнтах аякра тепре ҫуталчӗ.

— Егорий, ме, тыт! — аялтан темле пысӑк тӗксӗм япала тӑсса кӑшкӑрчӗ Пантелей.

— Мӗн вӑл? — ыйтрӗ Егорушка.

— Чӑпта! Ҫумӑр ҫусан витӗнме.

Егорушка ҫӗкленчӗ те хӑй йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ. Инҫет палӑрмаллах хуралнӑ, халь ӗнтӗ вӑл кашни минутра тенӗ пекех шурӑ ҫутӑпа куҫ хупаххи евӗрлӗ уҫӑла-уҫӑла илет. Хура лаптӑк, темле йывӑр япала туртнӑ пек, сылтӑмалла шуса пырать.

— Мучи, аслатиллӗ ҫумӑр пулать-и? — ыйтрӗ Егорушка.

— Ах, шӑнса пӑсӑлнӑ урасем, чирлӗскерсем! — вӑл мӗн каланине илтмесӗр, тӑпӑртата-тӑпӑртата илчӗ Пантелей.

Сулахайра, такам пӗлӗтре шӑрпӑк чӗртнӗ евӗр, шурӑ фосфор ҫутӑ мӗлтлетсе сӳнчӗ. Таҫта аякра-аякра тахӑшӗ тимӗр витнӗ ҫурт тӑррипе чупнӑ пек сасӑ илтӗнчӗ. Ахӑртнех, пӳрт тӑррипе ҫарран чупрӗҫ пулмалла, мӗншӗн тесен тимӗрӗ ытлашши хытӑ янрамарӗ.

— Лапкӑшпех карса илнӗ! — кӑшкӑрчӗ Кирюха.

Сылтӑм горизонтпа инҫет хушшинче ҫиҫӗм чӑтмалла мар ҫуттӑн ялтлатрӗ, ҫеҫенхирӗн пӗр пайӗ тата таса тӳпе чикки ҫап-ҫуттӑн курӑнчӗҫ. Хӑрушӑ пӗлӗт васкамасӑр пӗтӗм лапкӑшӗпе ҫывхарчӗ; ун хӗррисем пысӑк та хура ҫӗтӗк-ҫатӑк пек усӑнса тӑчӗҫ; ҫавнашкал ҫӗтӗк-ҫатӑк усӑнчӑкӗсем сылтӑмпа сулахай енче те нумай купаланнӑ. Вӗсене пула пӗлӗт темле ӳсӗр те ашкӑнчӑк пек туйӑнать. Аслати уҫӑмлӑн, янравлӑн шӑтӑртатрӗ. Егорушка сӑхсӑхрӗ те хыпаланса пальто тӑхӑнчӗ.

— Кичем мана! — илтӗнчӗ малти лавсем патӗнчен Дымов сасси, ҫав сасӑ тӑрӑх вӑл каллех тарӑхма пуҫлани палӑрчӗ. — Кичем!

Сасартӑк ҫил питӗ хыттӑн парӑлтатса ҫӗкленчӗ, Егорушка аллинчи ҫыхӑпа чӑпта кӑшт ҫеҫ вӗҫсе каймарӗҫ. Карӑнса та чӗтренсе, чӑпта унталла-кунталла туртӑнчӗ, ҫӑм миххине, Егорушка питне ҫапа-ҫапа илчӗ. Ҫил ҫеҫенхир тӑрӑх асар-писеррӗн шӑхӑрса та ҫавӑрттарса вӗҫрӗ, вӑл курӑк хушшинче чӑтма ҫук хытӑ шавланине пула аслати сасси те, кустӑрмасем кусни те илтӗнми пулчӗҫ. Вӑл хура пӗлӗт патӗнчен вӗрчӗ, унпа пӗрле тусан пӗлӗчӗсемпе ҫумӑр, йӗпе ҫӗр шӑрши вӗҫсе килчӗҫ. Уйӑх ҫути тӗтреленчӗ, вараланчӑк пек туйӑнчӗ, ҫӑлтӑрсем те тӗксӗмленчӗҫ, ҫул хӗррипе таҫта каялла тусан пӗлӗчӗсемпе вӗсен мӗлкисем вӗҫрӗҫ. Халь ӗнтӗ ҫавраҫил, ҫӗр ҫинчен тусан, типӗ курӑк, тӗк пуҫтарса, чӑнах та тӳпене ҫитиех пӗтӗрӗнсе хӑпарать пулӗ; ахӑртнех, шуйттан ураписем, ҫӗр ҫийӗн ҫаврӑнса куҫакан ҫав типӗ курӑксем, хура пӗлӗт патӗнчех вӗҫеҫҫӗ-тӗр; епле хӑрушӑ пуль вӗсене унта! Анчах куҫа кӗрсе тулнӑ тусан витӗр ҫиҫӗм йӑлтӑртатнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те курӑнмасть.

Ҫумӑр халь тӑкса ярать пуль тесе, Егорушка чӗркуҫленчӗ те чӑптапа витӗнчӗ.

— Пантеле-ей! — кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ малта. — А...а..ва!

— Илтӗнмест! — хыттӑн, юрланӑ пек хуравларӗ Пантелей.

— А...а...ва! Аря...а!

Тӳпере аслати ҫиллессӗн кӗмсӗртетрӗ, ун сасси сылтӑмран сулахлялла, унтан каялла куҫса кайрӗ, вара малти лавсем патӗнче чарӑнса тӑчӗ.

— Свят, свят, свят, Саваоф турӑ, — сӑхсӑхнӑ май пӑшӑлтатрӗ Егорушка — ҫӗрпе пӗлӗт санӑн чапупа тулччӑр.

Тӳпери тӗттӗмлӗх ҫӑварне уҫрӗ те шурӑ вутпа сывларӗ; ҫавӑнтах аслати тепӗр хут шатӑртатрӗ; вӑл шӑпланчӗ кӑна, чӑтма ҫук хыттӑн ялтӑртаттарса ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, ҫавна май Егорушка чӑпта ҫурӑкӗ витӗр пӗтӗм аслӑ ҫула мӗн вӗҫне ҫити, пӗтӗм лавҫӑсене, Кирюхӑн жилетне те курса юлма ӗлкӗрчӗ. Лӑсканчӑк вӗҫлӗ хура пӗлӗтсем сулахайра ҫӳлелле ҫӗкленме тытӑнчӗҫ ӗнтӗ, вӗсенчен пӗри, пӳрнеллӗ ал лаппи пек курӑнаканни, уйӑх еннелле туртӑнать. Егорушка, мӗн пулса иртнине курас мар тесе, вӗҫне ҫитиех куҫне хытӑ хупса лартса кӗтме шутларӗ.

Ҫумӑр темшӗн ҫумасть те ҫумасть. Пӗлӗт айккипе иртсе каймӗ-ши тесе, Егорушка пуҫне чӑпта айӗнчен кӑларса пӑхрӗ. Калама ҫук тӗттӗм. Егорушка Пантелее те, ҫӑм миххине те, хӑйне те курмарӗ; вӑл нумаях пулмасть уйӑх ҫутатнӑ еннелле чалӑшшӑн пӑхрӗ, анчах унта та, лав ҫинчи пекех, сӗм-тӗттӗм иккен. Хура тӗттӗмлӗхре ҫиҫӗм ҫути шуррӑн, куҫа ыраттармалла йӑлтӑркка курӑнать.

— Пантелей! — чӗнчӗ Егорушка. Хирӗҫ сас памарӗҫ. Анчах акӑ ҫил юлашки хут чӑптана карӑнтарса туртрӗ те таҫта тарса ҫухалчӗ. Лӑпкӑн, пӗр кӗвӗллӗн шавлани илтӗнчӗ. Егорушка чӗркуҫҫийӗ ҫине пысӑк сивӗ тумлам ӳкрӗ, тепри алли ҫийӗн юхса анчӗ. Вӑл чӗркуҫҫийӗсем витӗнменнине асӑрхарӗ, чӑптине тӳрлетесшӗн пулчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ҫул ҫине, туртасемпе ҫӑм миххисем ҫине тем тӑкӑнса шакӑртатма пуҫларӗ. Ку вӑл ҫумӑр пулчӗ. Чӑптапа иккӗшӗ вӗсем пӗр-пӗрне ӑнланчӗҫ пулмалла, тем ҫинчен хӑвӑрт, хаваслӑн, икӗ чакак евӗрлех шапӑлтатса калаҫма тытӑнчӗҫ.

Егорушка чӗркуҫҫийӗ ҫинче, тӗрӗсрех, аттисем ҫинче, хуҫланса ларса пыратчӗ. Ҫумӑр чӑптана шӑкӑртаттарма тытӑнсан, вӑл, самантрах йӗпенсе ларнӑ чӗркуҫҫийӗсене витес тесе, кӗлеткипе малалла туртӑнчӗ; чӗркуҫҫийӗсене витме май тупӑнчӗ, анчах минут та иртмерӗ, унӑн хыҫӗ ҫурӑмран аяларах тата ури хырӑмӗсем хӑвӑрт йӗпенчӗҫ. Вӑл ҫӗнӗрен малтанхи пек майлашӑнса ларчӗ, чӗркуҫҫийӗсене ҫумӑр ҫине кӑларса хучӗ, вара тӗттӗмре курӑнман чӑптана мӗнле тӳрлетмелли ҫинчен шухӑшлама тытӑнчӗ. Анчах унӑн аллисем йӗпеччӗ ӗнтӗ, унӑн ӗнси хыҫне , ҫаннисем ӑшне шыв юхатчӗ, хул лапаткийӗсем шӑнса кайма ӗлкернӗччӗ. Вӑл вара ҫумӑр иртсе кайичченех ним те тумасӑр, хускалмасӑр ларма шутларӗ.

— Свят, свят, свят… — пӑшӑлтарӗ вӑл. Сасартӑк унӑн пуҫӗ ҫийӗнчех чӑтма ҫук хӑрушшӑн, хӑлхана ҫурасла хыттӑн шатӑртатни, ҫатӑртатни илтӗнчӗ, пӗлӗт икке уйрӑлса кайнӑн туйӑнчӗ; вӑл пӗшкӗнчӗ те, ӗнсипе ҫурӑмӗ ҫине тем таткисем ӳкессе кӗтсе, сывлама чарӑнчӗ. Вӑл асӑрханмасӑр куҫне уҫрӗ, вара хӑйӗн пӳрнисем ҫинче, чӑпта тӑрӑх юхакан шыв йӑрӑмӗсемпе йӗпе ҫаннисем ҫинче тата аялта ҫӗр ҫинче темле шурӑ симӗс ҫутӑ, хыпса илсе, пӗр пилӗк хут вӗлтлетнине курчӗ. Ҫавӑнтах аслати малтанхи пекех хыттӑн та сехрене хӑпартса тавралӑха тепӗр хут кисрентерчӗ. Тӳпере ҫав сасӑсем халь ӗнтӗ халтӑртатмарӗҫ, кӗрлемерӗҫ, типӗ йывӑҫ ҫатӑртатнӑ евӗррӗн илтӗнчӗҫ.

«Шӑтӑр-шӑтӑр-шат-шат!» — пӗлӗт тӑрӑх чупса кайса шатӑртатрӗ аслати, унтан, такӑнса, сассине ӑҫта та пулин малти лавсем патӗнче е аякра хыҫалта кӗскен те хаяррӑн кӗмсӗртете-кӗмсӗртете ҫухатрӗ.

Ҫиҫӗм малтан та хӑрататчӗ-ха, халӗ вара, ҫакнашкал хӑрушшӑн шатӑртатса-кӗмсӗртетсе тӑнӑ чух, вӑл чӑннипех те ытла та тискеррӗн, усаллӑн курӑнчӗ. Куҫа мӗнле кӑна хытӑ пӑчӑртаса хупса ан ларт, унӑн тухатнӑ ҫути пурпӗр курӑнма пӑрахмарӗ, пӗтӗм ӳт-пӳ тӑрӑх сиввӗн сарӑлчӗ. Мӗн тумалла, ҫав ҫиҫӗме курас мар тесен? Егорушка тепӗр май ҫаврӑнса ларма шутларӗ. Хӑйне такам сӑнанинчен хӑранӑ пек асӑрханса, вӑл тӑватӑ уран тӑчӗ те, йӗпе михӗ ҫинче аллисемпе шуса, тепӗр май ҫаврӑнса ларчӗ.

«Шӑтӑр-шӑтӑр-шат-шат!» — вӗҫсе иртрӗ ун пуҫӗ ҫийӗн, лав айне ӳкрӗ, унта «шат-шат!» туса ҫурӑлчӗ.

Куҫӗ ун каллех асӑрханаймасӑр уҫӑлчӗ, Егорушка хӑрушлӑх курчӗ; лав хыҫҫӑн виҫӗ улӑп вӑрӑм сӑнӑ йӑтса утать. Ҫиҫӗм вӗсен сӑннисен вӗҫӗнче йӑлтӑртатрӗ, улӑпсен кӗлеткине уҫӑмлӑн ҫутатрӗ. Кусем вӗсем пичӗсене хупласа, пуҫӗсене усса йывӑррӑн утакан питӗ пысӑк ҫынсем пулчӗҫ. Пурте хӑйсем шухӑша путнӑ, салхуллӑ та хуйхӑллӑ. Лавсем хыҫҫӑн вӗсем сиен тӑвас тесе те утмаҫҫӗ пулӗ-ха, анчах, ҫывӑхрах пулнипе, вӗсенчен пурпӗр сехре хӑпса тухмаллах хӑрамалла.

Егорушка хӑвӑрт малалла ҫаврӑнчӗ те пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренсе кӑшкӑрса ячӗ.

— Пантелей! Мучи!

«Шӑтӑр-шӑтӑр-шат-шат!» — хуравларӗ ӑна тӳпе.

Вӑл, лавҫӑсем кунтах-и е кунта мар-и тесе, куҫне уҫрӗ. Ҫиҫӗм икӗ ҫӗрте ялтӑртатрӗ, лавсене, лавҫӑсене, ҫула мӗн вӗҫне ҫити ҫутатрӗ. Ҫул ҫинче пӗчӗк ҫырмасем юхаҫҫӗ, кӑпӑк сиксе ташлать. Пантелей лавпа юнашарах утать, ҫӳллӗ тӑрӑллӑ шӗлепкипе хулпуҫҫине вӑл чӑптапа витнӗ; аслатие пула хӑлхасӑр юлнӑ пек тата ҫиҫӗме пула суккӑрланнӑ евӗр, хӑрани те, канӑҫсӑрланни те сисӗнмест унӑн.

— Мучи, улӑпсем! — йӗрсе кӑшкӑрчӗ вара ӑна Егорушка.

Анчах мучи илтмерӗ. Ун умӗпе Емельян пырать. Ку пысӑк чӑптапа пуҫӗнчен пуҫласа урине ҫитиех витӗннӗ те виҫкӗтеслӗх евӗр туйӑнать. Вася, нимпе те витӗнменскер, яланхиллех йывӑҫ ҫын пек утать — чӗркуҫҫине хуҫлатмасӑр, урисене ҫӳле ҫӗкле-ҫӗкле пусать. Ҫиҫӗм ялтӑртатса ҫуталсан, лавсем хускалми пулнӑн, лавҫӑсем хытса ларнӑн туйӑнаҫҫӗ, Васьӑн ҫӗкленӗ урине вара ҫывӑрса кайнӑ тейӗн…

Мучие Егорушка тепӗр хут кӑшкӑрчӗ. Хирӗҫ чӗннине илтмесӗр, вӑл халӗ ӗнтӗ ҫак асар-писерлӗх хӑҫан пӗтессине те кӗтме пӑрахрӗ, хускалмасӑр ларчӗ. Хӑйне халех аҫа ҫапса вӗлересси пирки вӑл иккӗленмерӗ ӗнтӗ, ҫавӑн чух ӑнсӑртран куҫӗ уҫӑлнипе леш хӑрушӑ улӑпсене курассине кӗтрӗ. Вӑл халӗ сӑхсӑхмарӗ, мучие те чӗнмерӗ, амӑшӗ ҫинчен те шухӑшламарӗ, аслатиллӗ ҫумӑр хӑҫан та пулин чарӑнассине шанма пӑрахса, сивӗпе шӑннӑҫемӗн шӑнса кӑна пычӗ.

Анчах сасартӑк сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

— Егорий, эсӗ мӗн, ҫывӑрмастӑн пуль те? — кӑшкӑрчӗ аялтан Пантелей. — Ан! Хӑлху илтми пулчӗ-им, ухмах ача.

— Аслати-тӗк аслати-и! — терӗ такам палламан ҫын хулӑн сасӑпа, вара, пӗр курка эрех ӗҫсе янӑ чухнехи пек, ӗхлетсе илчӗ.

Егорушка куҫне уҫрӗ. Аялта лавсем патӗнче Пантелей, Емельян-виҫкӗтеслӗх тата улӑпсем тӑраҫҫӗ. Улапӗсем халь чылай лутра пек, Егорушка тинкерсе пӑхрӗ вӗсем хулпуҫҫийӗсем ҫинче сӑнӑсем мар, тимӗр сенӗксем тытнӑ ахаль мужиксем ҫеҫ иккенне курчӗ. Пантелейпе виҫкӗтеслӗх хушшинчен ҫӳллӗ мар ҫурт чӳречи ҫуталса курӑнать. Апла пулсан, лавсем яла ҫитнӗ ӗнтӗ. Егорушка хӑй ҫинчен чӑптине сирчӗ те, ҫыххине илсе, лав ҫинчен хыпаланса анчӗ. Халь ӗнтӗ, ҫывӑхрах ҫынсем калаҫнӑ май тата чӳречерен ҫутӑ курӑннӑ чух, аслати малтанхиллех кӗмсӗртеттерсе ҫиҫӗм пӗтӗм тӳпене каса-каса ялтӑртаттарчӗ пулин те, вӑл хӑрама пӑрахрӗ.

— Аслатиллӗ ҫумӑрӗ аван вӑл, пырать… — мӑкӑртатрӗ Пантелей. — Турра тав… Урасем ҫумӑрпа йӗпенессе йӗпенчӗҫ-ха та, тем мар, пырать вӑл та… Антӑн-и, Егорий? Ну, кӗр пӳрте… Тем мар, пырать…

— Свят, свят, свят, — хӑйӑлтатрӗ Емельян. — Таҫта аҫа ҫапрӗ-ҫапрех… Ку таврашрисем-и эсир? — ыйтрӗ вӑл улӑпсенчен.

— Ҫук, Глиновӑран… Глиново ялӗнчен эпир. Платер улпутсем патӗнче ӗҫлетпӗр.

— Тырӑ ҫапатӑр-и?

— Тӗрлӗрен пулать. Халь тулӑ выратпӑр-ха. Ҫиҫӗмӗ, ҫиҫӗмӗ мӗнлерех! Тахҫантанпах кун пек аслатиллӗ ҫумӑр пулманччӗ-ха.

Егорушка пӳрте кӗчӗ. Ӑна шӗвӗр янахлӑ хыткан курпун карчӑк кӗтсе илчӗ. Аллинче ун ҫурта, вӑл куҫне хӗссе пӑхать, йывӑррӑн сывла-сывла ярать.

— Турри кӗҫӗр мӗнле аслатиллӗ ҫумӑр ярса пачӗ пире! — терӗ вӑл. — Пирӗннисем вара ҫеҫенхиртех ҫӗр каҫма юлнӑ, мӗнле кӑна тӳсӗҫ ӗнтӗ ку ҫанталӑка, мӗскӗнсем! Салтӑн пӗчӗк улпут, салтӑн…

Сивӗпе чӗтренсе тата йӗпенчӗклӗн хутланса, Егорушка лачкам йӗпеннӗ пальтине хывса пӑрахрӗ, унтан, урисемпе аллисене саркаласа, хускалмасӑр тӑчӗ. Кӑшт кӑна хускални те ӑна йӗпепе сивве киревсӗррӗн туйтарчӗ. Кӗпин ҫаннисемпе ҫурӑмӗ йӗпе, шӑлаварӗ пӗҫҫисем ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ, пуҫӗ ҫинчен шыв юхать…

— Мӗн, йӗкӗт, чаркаланса тӑран? — терӗ карчӑк. — Ирт, лар!

Ҫаплах чаркаланса пусса, Егорушка сӗтел патне иртрӗ те сак ҫине такамӑн пуҫӗ ҫумне ларчӗ. Пуҫ хускалкаласа илчӗ, сӑмсинчен сывлӑш пайӑрки кӑларса ячӗ, чӑмлакаларӗ те лӑпланчӗ. Сак ҫинче пуҫран тытӑнса малалла, сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑп витӗнсе, темле мӑкӑрӑлчӑк япала выртать. Хӗрарӑм ҫывӑрать иккен ҫапла.

Карчӑк, ассӑн сывласа, пӳртрен тухрӗ те часах каялла арбузпа дыня йӑтса кӗчӗ.

— Ҫи, пӗчӗк улпут! Хӑналамалли урӑх ним те ҫук… — терӗ те вӑл, анасласа, сӗтел сунтӑхӗнче тем шырарӗ, унтан вӑрӑм ҫинче ҫӗҫӗ тупса кӑларчӗ; ҫӗҫҫи шӑп та лӑп хайхи иртен-ҫӳрен ҫурчӗсенче вӑрӑ-хурахсем купсасене чиксе вӗлермелли ҫӗҫӗ пек. — Ҫи, пӗчӗк улпут!

Егорушка, сивчир тытнӑ чухнехилле чӗтресе, хура ҫӑкӑрпа пӗр чӗл дыня, унтан тепӗр чӗл арбуз ҫирӗ, ҫавна пула пушшех те шӑнса кайрӗ.

— Пирӗннисем ҫеҫенхиртех ҫӗр каҫаҫҫӗ ав… — ача ҫинӗ май калаҫрӗ карчӑк. — Тур ҫырлахтӑрах… Турӑш умне ҫурта ҫутса лартмаллаччӗ те ҫуртине Степанида ӑҫта хунине пӗлейместӗп. Ҫи, пӗчӗк улпут, ҫи…

Карчӑк анасласа илчӗ те, сылтӑм аллине хыҫалалла ярса, сулахай хулпуҫҫине хыҫрӗ.

— Пӗр икӗ сехетсем ҫитнӗ пуль ӗнтӗ халь, — терӗ вӑл. — Часах тӑма та вӑхӑт. Пирӗннисем вара ҫеҫенхиртех ҫӗр каҫаҫҫӗ… Лачкам йӗпе пуль…

— Кинемей, — терӗ Егорушка, — ман ҫывӑрас килет.

— Вырт, пӗчӗк улпут, вырт… — анасласа ассӑн сывларӗ карчӑк. — Иисус Христос туррӑмҫӑм! Хам ҫывратӑп, ҫав вӑхӑтрах такам шакканине те илтеп пек. Вӑранса кайса пӑхрӑм та, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пуҫланӑ иккен тур пулӑшнипе… Ҫурта ҫутас теп, тупаймастӑп. Хӑйпе хӑй калаҫнӑ майӑнах вӑл сак ҫинчен темле ҫӗтӗк тумтире шутарса илчӗ те, — ахӑртнех, хӑйӗн вырӑнӗ пулчӗ пуль вӑл, — кӑмака ҫывӑхӗнчи пӑтаран икӗ тӑлӑп вӗҫертрӗ, вара Егорушка валли вырӑн сарма тытӑнчӗ.

— Аслатийӗ ҫаплах чарӑнмасть-ха, — мӑкӑртатрӗ вӑл. — Аҫа ҫапса тем ҫунтарса ан ятӑрччӗ тата. Пирӗннисем, ав, ҫеҫенхиртех ҫӗр каҫаҫҫӗ… Вырт, пӗчӗк улпут, ҫывӑр… Турӑ канлӗх патӑр сана, пӗчӗкскерӗм… Дынине илмӗп эп, тен, тӑрсан татах ҫийӗн.

Карчӑк анасласа ассӑн сывла-сывла янисем, ҫывӑракан хӗрарӑм пӗр кӗвӗллӗн сывлани, пӳртри тӗксӗмлӗх тата тулти ҫумӑр шавӗ — ҫаксем пурте ҫынна сӳрӗклентереҫҫӗ, ыйхӑлантараҫҫӗ. Карчӑк умӗнче салтӑнма Егорушкӑна аван мар пек туйӑнчӗ. Вӑл аттине кӑна хыврӗ, выртрӗ те сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑппа витӗнчӗ.

— Йӗкӗт ҫывӑрма выртрӗ-и? — тепӗр минутран Пантелей пӑшӑлтатни илтӗнчӗ пӳртре.

— Выртрӗ! — пӑшӑлтатрӗ карчӑк та. — Турӑҫӑм, ах, турӑҫӑм, мӗн хӑтланать вӑл! Кӗмсӗртеттерет, кӗмсӗртеттерет, вӗҫӗ-хӗрри те ҫук…

— Часах иртет ӗнтӗ? — пӑшӑлтатрӗ Пантелей ларса. — Майӗпенрех илтӗнет пек… Атьсем хваттерсем тӑрӑх кайрӗҫ, иккӗшӗ лашасем патӗнче юлчӗҫ… Атьсем ӗнтӗ… Юрамасть… Лашасене ҫавӑтса кайӗҫ. Кӑштах ларап та ак вӗсене улӑштарма каяп… Юрамасть… ҫавӑтса кайӗҫ…

Пантелейпе карчӑк Егорушка ури ҫумӗнче лараҫҫӗ, анасласа та ассӑн сывла-сывла, темле чӑшӑлтатса-пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ. Егорушка вара ҫаплах-ха ниепле те ӑшӑнса ҫитеймест. Вӑл ӑшӑ та йывӑр тӑлӑп витӗннӗ, пӗтӗм кӗлетки чӗтрет ун, ӑшчикӗнче те ҫавнашкалах, урине шӑнӑр туртать… Вӑл тӑлӑп айӗнче салтӑнчӗ, анчах ӑна ку та пулӑшаймарӗ. Ача хытӑрах та хытӑрах чӗтрерӗ.

Пантелей лаша сыхлама кайрӗ, кайран каялла тавранчӗ, Егорушка ку вӑхӑт тӗлне те ҫывӑрса каяйманччӗ-ха, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтретчӗ. Унӑн пуҫӗпе кӑкӑрне темскер хӗнлӗх пусса тӑрать, анчах ҫавӑ мӗнне ача пӗлеймест: карчӑкпа мучи пӑшӑлтатни-ши е сурӑх тирӗн йывӑр шӑрши? Арбузпа дыня ҫинӗ хыҫҫӑн ҫӑварта тимӗр шӑрши аван маррӑн сисӗнет. Унсӑр пуҫне, пӑрҫасем ҫыртаҫҫӗ тата.

— Мучи, сивӗ мана! — терӗ те вӑл хӑйӗн сассине хӑй те палласа илеймерӗ.

— Ҫывӑр, ачам, ҫывӑр… — ассӑн сывларӗ карчӑк. Тит хӑйӗн ҫинҫе урисемпе вырӑн патне утса пычӗ те аллисемпе сулкалама пуҫларӗ, унтан, маччана ҫити ӳссе, ҫил арманӗ пулса тӑчӗ.

Христофор атте, халь ӗнтӗ кӳмере лараканскер мар, пачӑшкӑн чиркӳре тӑхӑнмалли пӗтӗм тумтирне тӑхӑннӑскер, арман йӗри-тавра утса ҫаврӑнчӗ, ӑна ҫветтуй шывпа сирпӗтрӗ, арманӗн ҫунаттисем ҫавӑн хыҫҫӑн ҫаврӑнма пӑрахрӗҫ. Ку вӑл вӗрипе аташнине пӗлсе, Егорушка куҫне уҫрӗ.

— Мучи, — чӗнчӗ вӑл Пантелее. — Шыв ӗҫес килет! Никам та чӗнмерӗ. Егорушкӑна тӳсмелле мар пӑчӑ тата выртма мелсӗр пек пулса тӑчӗ. Вӑл тӑчӗ, тумланчӗ, вара пӳртрен тухрӗ. Ҫутӑлнӑ иккен. Пӗлӗт тӗксӗм-ха, анчах ҫумӑр ҫумасть ӗнтӗ. Чӗтресе те йӗпе тумтирпе чӗркенсе, Егорушка пылчӑклӑ картишне иртрӗ, шӑплӑхра итлесе пӑхрӗ: унӑн куҫӗ умне хӑмӑш алӑклӑ пӗчӗк вите тӗл пулчӗ, алӑкӗ ҫурри уҫӑлса тӑрать. Вӑл, алӑкран пӑхса, ҫав витене кӗчӗ, тӗттӗм кӗтесре киҫак ҫине ларчӗ.

Унӑн йывӑрланнӑ пуҫӗнче шухӑшсем пӑтранчӗҫ, типӗ ҫӑварӗнче хайхи тимӗр шӑрши ҫаплах киревсӗррӗн сисӗнсе тӑчӗ. Вӑл хӑйӗн шӗлепкине тыткаласа пӑхрӗ, ун ҫинчи павлин тӗкне тӳрлетрӗ, вара амӑшӗпе пӗрле ҫак шӗлепкене туянма мӗнле кайнине аса илчӗ. Вӑл аллине кӗсйине чикрӗ те унтан нӳрелнӗ хӑмӑр замаска татки тупса кӑларчӗ. Мӗнле лекнӗ ку замаска ун кӗсйине? Вӑл шухӑшласа ларчӗ, шӑршласа пӑхрӗ: пыл шӑрши кӗрет. Аха, еврейсем панӑ пӗремӗк иккен! Епле чусталанса кайнӑ вӑл!

Егорушка хӑйӗн пальтине пӑхма тытӑнчӗ. Пальтӑвӗ унӑн тӗссӗр, пысӑк шӑмӑ тӳмеллӗ, сюртук майлӑ ҫӗленӗскер. Хаклӑ та ҫӗнӗ япала пулнине шута илсе, килте ӑна ҫывӑрмалли пӳлӗмре мар, малти пӳлӗмре амӑшӗн тумтирӗсемпе пӗрле ҫакса усратчӗҫ; ӑна уявсенче ҫеҫ тӑхӑнма юратчӗ. Ҫапла пӑхса ларнӑ май Егорушка пальтине шеллесе пӑрахрӗ, — унӑн пальтине те, ӑна хӑйне те таҫта тӗнче ҫине пӗр-пӗччен кӑларса янине аса илсен тата вӗсем ӗнтӗ пальтӑвӗпе пӗрле текех киле таврӑнаймассине ӑнлансан вара чӑтаймарӗ, ӳлесех йӗрсе ячӗ, кӑшт ҫеҫ киҫак ҫинчен ӳкмерӗ.

Витене ҫумӑрпа йӗпеннӗ шурӑ йытӑ кӗчӗ те Егорушка ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ; пичӗ ҫинче ҫӑм таткисем папильотка пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ хӑйӗн. Вӑл, ахӑртнех, шухӑшларӗ пулмалла: вӗрмелле-и е вӗрмелле мар-и? Вӗрмелле мар тесе татӑклӑн шухӑшланӑ хыҫҫӑн Егорушка патне асӑрханса пычӗ, замаскӑна ҫисе ячӗ, вара каялла тухрӗ.

— Варламовӑн вӗсем! — кӑшкӑрчӗ урамра тахӑшӗ. Йӗрсе тӑрансан, Егорушка витерен тухрӗ те, шыв кӳлленчӗкӗнчен пӑрӑнса, урамалла утрӗ. Шӑп кӑна хапха тӗлӗнче ҫул ҫинче лавсем тӑраҫҫӗ. Вараланчӑк ураллӑ йӗпе лавҫӑсем кӗрхи шӑна пек сӳрӗккӗн, ыйхӑллӑн утса ҫӳреҫҫӗ е туртасем ҫинче лараҫҫӗ. «Мӗн тери кичем, аван мар иккен мужик пулма!» — вӗсем ҫине пӑхса шухӑшларӗ Егорушка. Вӑл Пантелей патне пычӗ те унпа юнашар турта ҫине ларчӗ.

— Мучи, сивӗ мана! — аллисене ҫанни ӑшне чиксе, чӗтресе каларӗ вӑл.

— Темех мар, часах ӗнтӗ ҫитетпӗр, — анасларӗ Пантелей — Тем мар, ӑшӑнатӑн.

Шӑрӑх маррине пула лавсем ирех хускалса кайрӗҫ. Часах хӗвел тухрӗ, ҫӗре, ҫӑм миххисене, Егорушка тумтирне типӗтрӗ, анчах михӗ ҫинче выртакан ача ҫаплах чӗтрерӗ те чӗтрерӗ-ха. Куҫне хупрӗ кӑна вӑл, каллех Тита, ҫил арманне курчӗ. Унӑн пӗтӗм шӑмшакӗ ыратрӗ, хӑсасси килчӗ, куҫ умӗнчи ҫав сӑнарсене хӑваласа ярас тесе, вӑл мӗнпур вӑйне хурса тӑрӑшрӗ, анчах сӑнарӗсем ҫухалнӑ-ҫухалманах ун ҫине хӗрелнӗ куҫлӑ ашкӑнчӑк Дымов чышкисене ҫӗклесе чупрӗ е тата вӑлах: «Кичем мана!» — тесе тунсӑхларӗ. Ун ҫумӗнчен казак лаши утланнӑ Варламов иртрӗ, таҫтан тата хӑйӗн хир кӑрккине йӑтнӑ телейлӗ Константин килсе тухрӗ. Анчах ҫав йывӑр та йӑлӑхтармӑш ҫынсене мӗн тери курас килмерӗ Егорушкӑн!

Каҫ енне вӑл, шыв ӗҫме ыйтса, пуҫне ҫӗклерӗ. Лавсем сарлака шыв урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче тӑраҫҫӗ. Анатра шыв ҫинче тӗтӗм тухни, ун витӗр баржа туртса пӑрахут пыни курӑнать. Шыв леш енче малта питӗ пысӑк ту капмарланса ҫӗкленет, ун ҫине ҫуртсемпе чиркӳсем йӑвӑ ларса тухнӑ; ту хӗрринче тавар вакунӗсем ҫумӗпе локомотив пырать…

Ку таранччен Егорушка пӑрахутсене те, локомотивсене те, пысӑк юханшывсене те нихӑҫан та курманччӗ-ха. Ҫавсем-ҫине пӑхсан, халӗ вӑл хӑраса ӳкмерӗ, тӗлӗнмерӗ; сӑн-пичӗ унӑн ним чухлӗ те пӑлханса улшӑнмарӗ. Унӑн хӑсас килчӗ, вӑл вара кӑкӑрӗпе михӗ хӗрринерех выртма тӑрӑшрӗ. Часах хӑсса ячӗ. Пантелей, ҫавна курнӑскер, ӗхлетсе илчӗ те пуҫне пӑркаларӗ.

— Чирлесе ӳкрӗ пирӗн йӗкӗт! — терӗ вӑл. — Ахӑртнех, ӑшчикӗ шӑннӑ пуль… йӗкӗтӗн… Ют ҫӗрте… Ӗҫсем япӑх капла!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех