Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк

Пай: Кӗҫӗн ывӑл урамӗ –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Тани Юн

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хушнӑ: 2019.12.25 23:47

Пуплевӗш: 635; Сӑмах: 5645

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Куҫсемпе хӑлхасем

…Пинь!.. там!.. пом!.. пинь!.. пом!.. тень!.. Володьӑна яланхи тӗттӗмре каменоломньӑра халиччен илтмен сасӑ вӑратрӗ. Пилӗк эрне пурӑнать ӗнтӗ Володя ҫӗр айӗнче; вӑл каменоломньӑри коридорсенчи кашни сасса уйӑрса илме вӗренчӗ. Сасӑсем усаллисем те, ыррисем те пулнӑ. Вӗсем сӗм тӗттӗмрен илтӗнеҫҫӗ. Куҫ кунта пулӑшусӑр, анчах хӑнӑхнӑ хӑлха партизансене кирлине илтнӗ, Володя сасӑран ҫеҫ мар, ыттинчен те хӑйсен кашни начальникне палланӑ. Ак сӗм тӗттӗмре, хунарти карбида ахаль ҫунтарас мар тесе, ним иккӗленмесӗр Владимир Андреевич Жученков аяккинчи штольнӑна иртсе кайрӗ. Ватӑ шахтер ҫӗр айӗнче те ҫӗр ҫинчи пекех чухланӑ. Володя ӑна шаплаттарнинчен палланӑ. Жученков утнӑ май алтупанӗпе чул стенана ҫапса пынӑ; кунта вӑл кашни картлашкана, кашни сӑмсаха лайӑх пӗлнӗ. Васкамасӑр, сулӑмлӑ пуса-пуса ҫӗр айӗнчи шӑтӑка — отряд штабне Иван Захарович Котло утса кайрӗ. Ак ку строй утӑмӗпе, ҫирӗппӗн те тӗлӗнмелле ҫӑмӑллӑн — Георгий Иванович иртсе кайрӗ. Володя хӑйӗн ҫав тери юратнӑ наставникӗн уттине пин ҫын хушшинче те уйӑрса илме пултарнӑ.

Унтан Володя темиҫе партизан штаба кайнине илтрӗ. Тӗттӗм пулсан та кашнинех палларӗ Володя.

Отряд командирӗ Семен Михайлович Лазарев командирсене хӑй патне штаба канашлӑва пухрӗ пулӗ.

Таҫта аялта, каменоломньӑн виҫҫӗмӗш горизонтӗнче пӑшал пенӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Малтан сасӑ хулӑн рак хуран чулӗ витӗр кӗрсе, часах Володя патне ҫитрӗ, унтан ҫав сасӑ, ҫӗр айӗнчи коридорсенче ҫӳре-ҫӳре, тата темиҫе хут илтӗнчӗ. Унта, аялта, ҫӗр айӗнчи тирта партизансем пӑшал пеме вӗреннӗ. Ку ырӑ, хамӑрӑн, чуна лӑплантаракан сасӑсем пулнӑ. Хӑлха вӗсене илтме хӑнӑхнӑ, вӗсем никама та шиклентермен, вӗсене ним хумханмасӑрах итленӗ.

Анчах Володя урӑх сасӑсене те илтнӗ. Вӗсем пӗр самантрах каменоломньӑн пӑчӑ тӗттӗмне хумхантарнӑ. Автоматсем шатӑртатнине, таҫта-таҫта ҫитсе вӗҫӗмсӗр взрывсем янӑранине, ишӗлекен чулсем кӗрленине Володя нихҫан та манас ҫук. Ҫав шав партизансене хупӑрласа илнӗ ҫӗр айӗнчи тӗттӗме сасартӑк хытарса, хура чул туса, пурне те лапчӑтса, пӑвса пӑрахма пултарнӑн туйӑннӑ.

Икӗ эрне каярах, нимӗҫсем каменоломньӑна тапӑннӑ чух пулса иртнӗ ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче ҫапла пулнӑ. Юлашки эрнесенче каменоломньӑра — штабра та, столовкӑра та, рак хуран чулӗнчен чутласа тунӑ ансӑр нарсем ҫийче ыйха кайнӑ чух та ҫынсем Иван Гаврилович Шустова аса илсе хурланнӑ, Пантелей Москаленко пирки пит пӑшӑрханнӑ.

Хӑрушӑ ҫапӑҫу пулнӑ ун чух! Хакла ларнӑ партизансене ҫӗнтерӳ. Нимӗнрен хӑраман Шустов вилнӗ. Шурӑ ҫӳҫлӗ, кӗрнеклӗ те савӑк лейтенант, комсомолец Ваня Сергеев хӑй гранатипе хӑйне хӑй амантнӑ. Вӑл халӗ каменоломньӑри госпитальте выртать. Володя тӗттӗмре вӑл йынӑшнине илтет; кӑшт ҫеҫ ҫутатнӑ кӗтесре ларакан койка патне хуллен пырса, нимӗн чӗнмесӗр, шурса кайнӑ пит ҫине нумайччен пӑхса тӑрать; лейтенант пичӗ улшӑннӑҫемӗн улшӑнать. Ваня пичӗ пӗр сас-чӗвсӗр, йывӑр тӗттӗмре ирӗлнӗн туйӑнать.

Икӗ уйӑх тытӑнса тӑрать ӗнтӗ ҫӗр айӗнчи крепость. Тата мӗн чухлӗ тӳссе пурӑнмалла ҫак халиччен пулман осадӑна, никам та пӗлмен. Партизансен пурнӑҫӗ кунсерен начарланса пынӑ. Вӗсене гитлеровецсем чул ӑшне чикнӗ, тӗрӗссипе каласан, чӗрӗллех пытарнӑ. Штольнӑсенчен, шурфсенчен тухакан шӑтӑксене тӑшман минӑсем хурса тухнӑ. Кашни шӑтӑка, кашни шанчӑксӑр хушӑка ҫӳл енчен бетонпа е цементпа питӗрсе хунӑ. Куҫа курӑнман партизансем гитлеровецсене канӑҫ паман, вӗсем ура кӗлисене пӗҫертнӗ. Туртса илнӗ ҫӗрӗн парӑнман, хӑйсен ҫӗрӗ айне аннӑ чӑн-чӑн хуҫисене фашистсем сывлӑшсӑр пӗтерме шут тытнӑ.

Йывӑрланнӑҫемӗн йывӑрланнӑ ҫӗр айӗнче сывлама, мӗншӗн тесен унта уҫӑ сывлӑш кӗмен. Ӗҫес килни аптратнӑ. Партизансем парӑнманнипе тарӑхнӑ тӑшман мӗн тума шухӑшланине никам та пӗлмен.

Ҫӳлте пулса-иртнине мӗнле те пулин пӗлмеллех. Нимӗҫсем пӗлмен пӗр пӗчӗк шӑтӑк пит аякра пулнӑ. Каменоломня ҫывӑхӗнче тӗл пулнӑ арҫынсене фашистсем малтан систермесӗрех персе вӗлернӗ е арӗсленине кура, отряд командованийӗ разведкӑна хӗрсене яма шут тытрӗ. Малтан каллех пионерсене ямалла мар-ши тенӗ те, мӗншӗн тесен вӗсем пит лайӑх разведчиксем пулнӑ, анчах комиссар хирӗҫ пулчӗ: ачасене урӑххисене яма май пулмасан ҫеҫ яма пулать, терӗ. Командовани хушнипе штаба Нина Ковалевӑпа Надя Шульгина пырса кӗчӗҫ; вӗсем кирек хӑҫан та ҫӳле кайма хатӗррине пӗлтерчӗҫ. Хӗрсем, санчаҫра пӗрле ӗҫлесе, пӗр-пӗринпе пит туслашнӑ, ҫавӑнпа ҫӳле те пӗрле яма ыйтрӗҫ. Вӗсене разведкӑра мӗн тумаллине вӗрентрӗҫ те, нимӗҫсем пӗлмен тенӗ шӑтӑкран ҫӳле кӑларса яма тапӑнчӗҫ. Анчах разведчиксем ҫӳле тухнӑ-тухманах нимӗҫсем тревога пуҫларӗҫ. Кӑштӑртатнине сасӑ тытакан машина витӗр илтрӗҫ пулмалла. Хӗрсем чул хушшине пытанса, аялалла шуса ансанах, ҫӳлте гранатӑсем ҫурӑлни, автоматсем шатӑртаттарни илтӗнсе кайрӗ. Фашистсем ку шӑтӑка юри хупламасӑр хӑварнӑ, курӑнать. Темӗн тума шухӑшланӑ ӗнтӗ.

Хӗрсем иккӗшӗ те командовани заданине пурнӑҫлайманшӑн ҫав тери хурланнӑ. Вӗсем ҫӗр хутах макӑрчӗҫ; комиссар хай вӗсене лӑплантарма пынӑ.

…Пинь!.. там!.. пом!.. тень!..

Володьӑна халиччен ҫӗр айӗнче илтмен, вӗҫен кайӑк чӗвӗлтетнӗ майлӑ, ӑнланмалла мар сасӑ вӑратрӗ; ӗҫес килни ӑна нумайччен ҫывӑрса кайма памарӗ, вӑрансан тата хытӑрах ӗҫес килнӗ; унӑн ҫӑвар ӑшӗ типсе ларнӑ, пырӗнче кӑтӑкланнӑ, шӑлӗ ҫинче хӑрӑм чӑкӑртатнӑ. Володя хӑйӗн чул сентри ҫинче стена енне ҫаврӑнчӗ те, чул ҫинчи нӳрӗ чӗлхипе ҫулама пуҫларӗ. Ҫапла вӑл юлашки кунсенче вӗренчӗ. Ҫӑварӗнчи асаплантаракан типӗлӗх кӑшт иртсе кайсан, Володя каллех итлеме пуҫларӗ. Пинь!.. тинь!.. пом!.. пинь!.. Мӗнле сасӑ-ха ку? Володя хӑйпе юнашар ҫывӑракан Ваня Гриценкона аяккинчен тӗртрӗ.

— Эй, итле-ха!

— Мӗн кирлӗ сана? — Ваня ҫаврӑнкаларӗ те ачӑххулатса илчӗ.

— Ерипентерех пул! Вӑран та итле!

Ваня вырӑн ҫине тӑрса ларчӗ. Чӑнах та, каменоломньӑн тӗрлӗ енчен тӗрлӗ сасӑпа чӑнклатни илтӗннӗ; хӑшӗ ҫывӑхра, тепри аякра, хӑшӗ хытӑ, теприсем аран: тин!.. пинь!.. пень!.. — тунӑ. Ачасем сывламасӑр итлеҫҫӗ.

…Ҫав вӑхӑтра ҫӗр айӗнчи крепость штабӗнче комиссар Иван Захарович Котло хӑйӗн канашлуне вӗҫленӗ.

— Вывод тӑватпӑр, юлташсем, — ерипен, васкамасӑр, хӑйӗн ҫирӗп сӑмахӗсене вирлӗн, витӗмлӗхне пӗлтерес тесе калать комиссар: — пирӗн разведчиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пире тӑшман ҫӗр айне хупласа лартнӑ. Ҫӳлти тӗнчепе пирӗн ҫыхӑну пачах ҫук. Пире ҫыхӑну кирлӗ. Кирлех. Эпир кунта пытанса пурӑнмастпӑр. Эпир кунта пытанса пурӑнма килмен. Эпир кунта ҫапӑҫма килнӗ… Ку пирӗн — тӗп задача. Кунсӑр пуҫне, кунта Сергей вилме пултарать. Ӑна операци тумалла. Вӑраха хӑвармасӑр тумалла. Унсӑрӑн вӑл вилет. Кӑна ҫак кунсенчех тумалла. Вӑраха хӑварма юрамасть. Тен, Аджи Мушкайри партизансемпе ҫыхӑнмалла пулӗ. Кӗскен каласан, ҫӳле тухас пулать. Паянхи кун пӗр шӑтӑкран ҫеҫ тухма пултаратпӑр. Ан манӑр, пирӗн пӗр шӑтӑк анчах юлнӑ. «Киев» секторта. Нимӗҫсем ӑна курман. Паян эпӗ Семен Михайловичпа унта пултӑм. Ҫитӗннӗ ҫын вӑл хушӑкран тухаймасть. Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн, Георгий Иванович? — Корниловран ыйтрӗ Котло. — Сан пионерсем…

Котло Корнилов ҫине хытӑ сӑнаса пӑхрӗ те, куҫхаршисене пӗрсе, аяккалла пӑрӑнчӗ.

Ачасене ирӗксӗрех разведкӑна ямалла пулсан, комиссар кашнинчех хурланнӑ. Хӑй хурланнине ыттисенчен пытарайман.

— Вӗсене кала ҫеҫ, Иван Захарович, — комиссар тытӑнса тӑнине курса, хӑвӑрт ответлерӗ Корнилов. — Леш, Вовчик пӗр эрне ӗнтӗ ҫӳле ярӑр тесе ҫумма ҫыпҫӑнать. Анчах, тӳррипех каласан, ыттисене яма май килсен, ачасене ярас марччӗ.

— Ыттисене яма май пулсан, кам ачасене ярӗ ӗнтӗ. Анчах мӗн тӑвас? Эпир Семен Михайловичпа пайтах пуҫа ватрӑмӑр, ҫапах нимӗн те шухӑшласа кӑлараймарӑм.

— Нимӗн тума та ҫук, санӑн ырӑ ачусене тархаслама тивет, Корнилов юлташ, — терӗ отряд командирӗ.

— «Тархаслама!» — кулса ячӗ Корнилов. — Вӗсене, шуйттансене, тархасламалла-и! Вӗсем ярасса ҫеҫ кӗтсе тӑраҫҫӗ.

Штабра вӗсем ҫинчен сӑмахланӑ вӑхӑтра ҫамрӑк разведчиксем, хӑйсен сентри ҫинчен анса, ӑнланмалла мар чинклатнӑ ҫӗре пӗр сассӑр утрӗҫ. Малтан вӗсем тревога тӑвасшӑнччӗ, мӗншӗн тесен пӗчӗк ҫутӑ пайӑрки курсан та, ҫӗр айӗнче нимӗн сӑлтавсӑр сас-чӳ сиксе тухнине илтсен те командование пӗлтермелле пулнӑ. Анчах хӑйсенчен култарас мар тесе (кунтан Володьӑпа Ваня нимӗҫ пулисенчен ытларах хӑранӑ), ачасем малтан хӑйсем разведкӑна кайса, тӗрӗслеме шут тытнӑ. Хунарсене ҫутмасӑр вӗсем пӗр штрека, чинклатаканни пуринчен хытӑрах илтӗнекен ҫӗре кӗчӗҫ. Сасӑ халӗ кӑшт улшӑнчӗ! «Пинь-пан-пум» мар, штольнӑра «Клям!.. Пям!.. Клек!..» тунӑ.

Сасартӑк аяккинчи чул коридор кӗтессинче ҫап-ҫутӑ ҫуталса кайрӗ. Ачасен куҫне ҫакӑ курӑнчӗ. Вӗсем куҫӗсене хупрӗҫ, анчах ҫав вӑхӑтрах хӑйсен пуҫ тӗлӗнче Яша Манто пиччен сассине илтрӗҫ:

— Эй, водолазсем, ӑҫта каятӑр? Каялла чакӑр!

— Яша пичче, — повар патне ыткӑнса пӑшӑлтатрӗ Володя, — ерипентерех! Илтетӗн-и? Темӗскер туклатать.

— Шыв тумлать, тусӑм, шыв! Таса шывпа саламлатӑп сире, таса шыв тумламӗпе!

— Мӗнле шывпа?

— Халӗ тепӗр ыйту: мӗнле шывпа? Пӗлӗт ҫинчен юхакан шыв. Малтан вӑл, паллах, сире шкулта вӗрентнӗ пек, юр пулса ӳкнӗ, халӗ ҫӳлте, ман шутпа, ӑшӑтнӑ курӑнать. Эсир ак ҫывӑратӑр та тӗрлӗ илемлӗ тӗлӗксем куратӑр, Яша пиччӗр ҫывӑрмасть те, тӗлӗрмест те. Хураллать. Яша пиччӗрӗн пӗр куҫӗ ялан хуралта, пӗр хӑлхи вахтӑра. Ҫавӑнпа эпӗ тумланине илтрӗм те. Пур ҫӗре те котелоксем ҫакрӑм. Эсир юлашки тӗлӗкӗре курса пӗтернӗ вӑхӑтра эпӗ витре ҫурӑ шыв пухрӑм. Паян сирӗн ӑшаланӑ шыв — сахӑрпа чей пулать. Паттӑр разведчиксене, паллах, черетсӗрех тата икшер порци. Пурнӑҫ чаплӑ-и?

Яша пичче хунарне ҫӳле ҫӗклерӗ. Ачасем пуҫӗсене каҫӑртрӗҫ те чул мачча ҫине унта та кунта котелоксем, кӗленче савӑтсем, пушӑ консервӑ банкисем ҫакӑнса тӑнине курчӗҫ. Вӗсем ӑшне юрлакан сиплӗ тумламсем чанклаттарса анаҫҫӗ. Тинь!.. тинь!.. клек!.. плюм!.. — тенклетеҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, янӑраҫҫӗ банкӑсем. Мачча ҫинче ҫакӑнса тӑракан чи пысӑк котелокне илчӗ те Яша пичче, ачасем еннелле тӑсрӗ:

— Мейӗр, йӗкӗтсем, ӗҫӗр, сывлӑхлӑ пулӑр.

Володьӑпа Ваня, пӗр-пӗрин пуҫне ҫаптарса тӑнлавӗсене юнашар туса, тахҫантанпа ҫителӗклӗ шыв курман тутисемпе йӗпе те сивӗ котелок хӗррине сӗртӗнчӗҫ ҫеҫ, штаб енчен сасӑ илтӗнчӗ:

— Дубинин Владимир! Гриценко Иван! хӑвӑртрах штаба. Юлашки сыпкӑмне мӗн чухлӗ ҫӑтма пултарнӑ таран сыпрӗҫ те ачасем, штаб еннелле чупрӗҫ:

— Есть, хӑвӑртрах штаба!

Штаб умӗнче хунарпа Корнилов политрук тӑрать. Вӑл ачасен пичӗсене ҫутатрӗ.

— Ну, разведка — терӗ вӑл, — ну, Куҫсемпе Хӑлхасем, калаҫу пур!

Вӗсене час-часах халӗ «Куҫсемпе Хӑлхасем» тесе чӗннӗ. Ку ят Корнилов политрук ачасене разведка мӗн иккенне ӑнлантарнӑ кунран пуҫланса кайнӑ: «Разведка вӑл ҫарӑн куҫӗпе хӑлхи» — тенӗ вӑл. Ҫав кунах тата камбузра пӗр кӑмӑлсӑр ӗҫ пулса иртнӗ: ҫамрӑк разведчиксем Акилина Яковлевнӑн ҫатми ҫинчен пылак пончиксем ыйтмасӑр илнӗ. Володя, яланхи пек, тунман, нимӗн пытармасӑр, тӳрех: «Тӗрӗс, эпӗ пончик ыйтмасӑр илтӗм, мӗншӗн тесен ман илме право пур» — тенӗ. «Камсем пултӑр-ха эсир? Кам сире пуринчен малтан пончик илме право панӑ?» — ятлаҫма пуҫланӑ Киля аки. «Камсем, тетӗн-и? — ыйтнӑ Володя. — Эпир, — пӳрнипе хӑй кӑкӑрне тӗртнӗ, пуҫне Ваня Гриценко енне сулнӑ, — эпир — куҫсемпе хӑлхасем. Акӑ камсем эпир». Ҫавӑн хыҫҫӑн пысӑк та ҫивӗч куҫлӑ, сӑнама юратакан Володьӑпа тинкерсе итлеме юратакан, кӑшт ҫеҫ урлӑ хӑлхаллӑ Ваня Гриценкона «Куҫсемпе Хӑлхасем» тесе чӗнме пуҫланӑ.

«Куҫсемпе Хӑлхасем», партизансен служби хушнине пурнӑҫласа, курткисене турткаласа, тӳрленкелерӗҫ те отряд штабне пырса кӗчӗҫ. Командир ачасене мӗн тумаллине тӗплӗн ӑнлантарса пачӗ. Ҫӳле тухсан, нимӗҫ часовойсен куҫӗ умне курӑнмасӑр, Кивӗ Карантина ҫитсе, кирек мӗн пулсан та Михаил Евграфович Ланкина курса, ҫӳлте мӗн пулса иртнине тӗплӗн пӗлмелле пулнӑ тата Аджа-Мушкайри партизансем мӗн те пулин пӗлтереҫҫӗ-и?

— Явка адресне астӑватӑр-и? — ыйтрӗ Лазарев.

— Куҫа хупса та тупма пултаратпӑр, — ответлерӗ Ваня Гриценко.

— Пит аван, — яланхи пек, васкамасӑр, хуллен каларӗ Котло. — Анчах акӑ мӗн… Эс унта, Володя, сӗлӗ пирки Ланкина ытлашши ан аптрат. Пурте кулса ячӗҫ.

— Заданине каласа пар-ха! — хушрӗ комиссар. Володя, стройри пек тӳп-тӳрӗ тӑчӗ те, хӑвӑрт калама пуҫларӗ:

— «Киев» секторти хушӑк витӗр ҫӳле тухмалла, никам куҫне курӑнмасӑр поселока ҫитмелле, кирек мӗн пулсан та, Ланкин юлташ патне кӗмелле, сведенисем илсе, кунти лару-тӑру ҫинчен пӗлтерсе, комендант сехечӗ ҫитиччен, поселокран тухса, хушӑк патне ҫитмелле, сӗлӗ пирки Ланкина аптратмалла мар!

— Пурне те ӑнлантӑр-и?

— Ӑнлантӑмӑр, — ответлерӗ ҫамрӑк разведчиксен ушкӑнӗн командирӗ.

— Ыйтмалли ҫук-и?

— Ыйтмалли ҫук.

— Апла пулсан, хӑвӑр артиллерине пӑрахӑр, — терӗ командир.

Ассӑн сывласа илчӗҫ те ачасем, хулпуҫҫи урлӑ ҫакса янӑ кӗске пӑшалӗсене алла илчӗҫ. Кашнинчех вӗсен пӑшалӗсене хӑварас килмен, анчах ҫӳле пӑшалпа тухма юраманнине Володьӑпа Ваня лайӑх пӗлнӗ. Пӑшалӗсене командира пачӗҫ те ачасем, куртка тӳмисене ярса, ӳт ҫинех ҫыхнӑ пионер галстукӗсене салтрӗҫ. Пурте ура ҫине тӑчӗҫ. Комиссар хӑрӑмпа вараланнӑ, лӳчӗркеннӗ, ӑшӑ галстуксене илчӗ, якатрӗ, тирпейлӗн хуҫлатса, кӗске пӑшалӗсемпе пӗрле штабра ларакан шкапа хучӗ, ҫӑрапа питӗрсе илчӗ.

— Хушӑк патне ӑсатма, сире кӗтсе илме, вӑл-ку пулсан, сире каялла килме пулӑшма Корнилов, Любкин, Важенин юлташсене хушатӑп. Георгий Иванович, — Корнилов енне ҫаврӑнчӗ командир, — разведчиксене лайӑхрах апатлантарччӑр. Калӑр унта: Манто ан хӗрхентӗр. Калӑр! Акилина Яковлевна кӑшт ҫутӑр ачасене. Вӗсем ҫине кунта та пӑхма хӑрушӑ, — ытла вараланчӑк, лере тухсан, тамӑкран тухнине фрицсем пӗрре пӑхсах пӗлӗҫ.

Ҫур сехетрен Акилина Яковлевнӑн вӑйлӑ аллисем сӑтӑрнипе хӗрелсе кайнӑ, Яша пичче тӑраниччен ҫитернӗ ҫамрӑк разведчиксем Корнилов политрук патне пычӗҫ. Ҫул ҫинче вӗсем партизансене тӗл пулчӗҫ. Кашниех ачасем патне пырса, ӑшӑ кӑмӑллӑ, хавхалантаракан сӑмахсем каланӑ: «Ну, ачасем, савӑкрах ҫӳрӗр! Унта пирӗншӗн пӗлӗт ҫине те пулин пӑхса илӗр, вӗҫен кайӑксем мӗнле вӗҫеҫҫӗ…» Е: «Эй, йӗкӗтсем, телей сунатпӑр! Ҫӑлӑр пире, тусӑмсем!» тенӗ. Анчах Кивӗ Карантинри ҫӗр айӗнчи хаяр партизансем ҫакнашкал вӑхӑтра именнӗ: кирлӗ сӑмах тупайман, сӑмах калас вырӑнне ӳсӗркеленӗ те ҫамрӑк разведчиксене, ашшӗсем ачисене йӑпатнӑ пек, хулпуҫҫисенчен тытса лӑсканӑ. Политрук Георгий Иванович Корнилов каяс умӗн, яланхи пек, ларма хушрӗ. Хӑй те вӗсемпе юнашар чулран чутласа тунӑ пукан ҫине ларчӗ.

— Ну, лартӑмӑр, ачамсем, — пуҫларӗ Корнилов. — Атьӑр тепӗр хут пурне те ӑнланса илер. Заданине эсир пӗлетӗр. Тепӗр хут каламастӑп. Тата ҫакна анчах калас тетӗп: командовани сире шанать, партизансем те сире шанаҫҫӗ. Хамӑрӑн лару-тӑрӑва эсир пӗлетӗр. Нумай сӑмахлама кирлӗ мар… Задание пурнӑҫлассине пӗлетӗп, мӗншӗн тесен эсир пирӗн…

— Куҫсемпе хӑлхасем, — сӑмах тӗртсе хучӗ Ваня Гриценко.

— Ҫук, ачамсем, ку сахал. Паллах, сирӗн куҫӑрпа сирӗн хӑлхӑрсене ӗненетпӗр. Анчах пуринчен ытла сирӗн чӗресене шанатпӑр. Чунсӑр куҫ суккӑр, чӗресӗр хӑлха та илтмест. Чӗрӳсем сирӗн, ачамсем, шанчӑклӑ, пионер чӗри. Вӑл сире улталас ҫук. Сирӗн чӗрӳсене шанатпӑр та эпир. Ну, галстуксене эсир ирӗксӗрех кунта хӑваратӑр, хӑвӑр ятӑра, хӑвӑр пионер чысне, хӑвӑр халӑх умӗнчи тивӗҫе хӑвӑрпа илсе каятӑр. Ӑнланмалла калатӑп-и?

— Ӑнланмалла, — шӑппӑн ответлерӗ Володя. Пысӑк куҫӗсем маччаран ҫакса янӑ аран ҫутатакан лампа ҫутинче ылттӑн пек ялтӑраса илчӗҫ. — Гора пичче, ман пӗр ыйту пур. Юрать-и? Ман шутпа, ку уйрӑм задани вӗт? — ыйтрӗ ача тарӑн шухӑша кайса.

— Тӗрӗс, уйрӑм задани, — ответлерӗ Корнилов.

— Парти заданийӗ-и? — каллех ыйтрӗ Володя.

— Парти заданийӗ. Эпир кунта мӗн тӑватпӑр, пурте парти заданине туни пулать.

— Партире тӑман ҫынсем пулсан, ун чух мӗнле? — ыйтрӗ Ваня Гриценко.

— Мӗнех вара? Пирӗнпе пӗрле, чӑнлӑн совет ҫынни пек, чысне ҫухатмасӑр ҫӗр айӗнчен ганссене хӗртет пулсан, парти заданине пурнӑҫлать вӑл; хамӑр тӑван ҫӗршыва хӳтӗлет пулсан — пирӗнпе пӗрле коммунист ӗҫнех тӑвать.

— Куратӑн-и, Ваня, эпӗ те пӗрмай ҫапла пулӗ тенӗ, — васкаса тытӑнчӗ Володя. — Ак, сӑмахран, пире илер: ман шутпа, пирӗн ҫемье партийнӑй. Атте тахҫантанпах партире тӑрать, коммунист. Аппа, Валентина, комсомолка — парти помощници. Эпӗ пионер — партин кӗҫӗн ывӑлӗ. Тӗрӗс-и? Анне, чӑнах та, партире тӑмасть ӗнтӗ, анчах вӑл пирӗн витӗмпе пурӑнать. Вӑл та пирӗн пекех, пирӗнпе пӗр шухӑшлӑ.

Володя амӑшне аса илчӗ. Кунран-кун вӑл ун пирки пӑшӑрханнӑҫемӗн пӑшӑрханма пуҫларӗ. Володя калаҫма пӑрахрӗ, шухӑша кайрӗ. Мӗнле пурӑнать-ши вӑл унта, ҫӳлте, нимӗҫсем йышӑннӑ поселокра? Хӑрах куҫпа та пулин пӑхса илесчӗ ун ҫине, аякран та пулин курасчӗ ӑна, пӗр самантлӑха ҫеҫ!

Корнилов сехетне лампа патне тытса пӑхрӗ.

— Ну, партин кӗҫӗн ывӑлӗ, ну, ачамсем, кайма вӑхӑт. Пӗр сехетрен ҫӳлте ҫутӑлма пуҫлать. Сирӗн ҫӳле тухса, поселока вӑхӑтра ҫитмелле… Тӑхӑр сехетчен нимӗҫсем урамра ҫӳреттермеҫҫӗ, халӗ тухсан, шӑп вӑхӑта ҫитетӗр… — Корнилов ачасем ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ те вӑтаннӑ пек пулса, куҫхаршисене пӗрчӗ, Володя курткин тӳме ҫыххине тӳрлетрӗ. — Каяр, Володя. Атя, Ваня. Любкинпа Важенин хатӗр. «Киевра» кӗтеҫҫӗ. Кайрӑмӑр!

Нимӗҫсем катара шӑтӑк пуррине пӗлмен. Вӑл васан тӗлӗнче мӑкӑрӑлса тӑракан пысӑк чул айӗнчи хушӑкра пулнӑ. Шӑтӑк ансӑр пулсан та, ачасем ҫапах та тухса кайрӗҫ. Мӑнӑрах Ваня Гриценко аран хӗсӗнкелесе тухрӗ. Анчах вӑр-вар Володя вӗлт ҫеҫ шурӗ те юлташне чул айӗнчен тухма пулӑшрӗ. Ҫӳле тухсан ачасем, лутра тӗмескесем, сӑртсем, чулсем хыҫне пытана-пытана, тахҫантанпа ирӗклӗн сывласа курман, хӑрӑм, сӗрӗм тулнӑ кӑкӑрӗсемпе ҫӗр ҫинчи уҫӑ та тутлӑ сывлӑша ҫӑта-ҫӑта, нумайччен упаленсе кайрӗҫ. Эх, сывлӑшӗ мӗнле! Ачасем юр ӗмеҫҫӗ; юр та вӗсене мороженӑйӗнчен пылакрах пек туйӑннӑ. Нимӗҫ часовойӗсем тӑман пӗчӗк вар тӗпӗпе шуса пычӗҫ те вӗсем, ҫӳлелле хӑпарса, поселок хӗрринче ларакан ҫурри ишӗлнӗ сарая кӗчӗҫ. Унта разведчиксем хӑма хушӑкӗсем витӗр урамра пулса иртнине сӑнама пуҫларӗҫ. Часах тул та ҫутӑлчӗ. Часовойсем улшӑнни курӑнчӗ. Урампа гитлеровецсен ирхи патрулӗ иртсе кайрӗ. Унта та, кунта та хӑракаласа ҫултан аяккарах пӑрӑнса утакан поселокри ҫынсем курӑнчӗҫ.

Ачасем сарайран тухма шут тытрӗҫ. Ҫав вӑхӑтра пӗр-пӗрин ҫине пӑхрӗҫ те, иккӗшӗ те кукленсе ларса, ахӑлтатса кулса ярасран хӑраса, ҫӑварӗсене алтупанӗсемпе хупларӗҫ: мӗн чухлӗ тӑрӑшмарӗ Акилина Яковлевна, ачасен пичӗсене ҫуса тасатайман, лапӑртаса ҫеҫ пӗтернӗ. Разведчиксен пичӗсем ҫинче ярӑм-ярӑм, лаптӑк-лаптӑк хӑрӑм.

— Ула зебра, ой, вилетӗп! Каснӑ-лартнӑ зебра! — ҫӑварне алтупанӗпе хупласа кулать Ваня Гриценко.

— Эсӗ ху ҫине пӑх, — антӑхсах кулать Володя. — Ху эс чӑпар гиена, шӑп та шӑп гиена! Ну, шӑп! Ҫитет! — сасартӑк кӑшкӑрчӗ вӑл. — Эпӗ ушкӑн командирӗ иккенне эс ҫапах та асра тыт.

Ачасем нумайччен сарай хыҫӗнче пичӗсене юрпа сӑтӑрчӗҫ. Унтан нимӗн пулман пекех поселок хӗррине утрӗҫ.

Володя кунта разведкӑна кайсан икӗ хут та пулнӑ. Анчах халӗ поселок тата тӗксӗмрех пек курӑнчӗ, ҫын та ӗлӗкхинчен сахалтарах пек туйӑнать. Каменоломньӑна каякан урамра нумай пулмасть пӳртсем ларатчӗҫ, халӗ нимӗн те ҫук: ирӗлме пуҫланӑ юр айӗнчен хӑрӑмланнӑ пӳрт ишӗлчӗкӗсем, ҫунса пӗтеймен хуп-хура пӗрене вӗҫӗсем, взрывпа ваннӑ чул муклашкисем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. Каменоломня ҫывӑхӗнчи ҫуртсемпе хуралҫӑсене ҫунтарса фашистсем пушхир тунӑ. Кунта пӗр ҫын та пурӑнман.

Сасартӑк Ваня юлташӗ аллине ҫавӑрса тытрӗ те, мӗнпур вӑйӗпе чӑмӑртарӗ; Володя кӑшт ҫеҫ кӑшкӑрса ямарӗ.

— Мӗн эс? — тӗлӗнчӗ Володя.

— Пӑх-ха, пӑх! — Ваня шуралса кайрӗ, тутисем чӗтреҫҫӗ. Володьӑна тӗрӗс-тӗкелех тӑрса юлнӑ пӳрт хыҫне ертсе кайрӗ. — Пӑх-ха, илсе каяҫҫӗ…

Володя тӑкӑрлӑкран вунӑ гитлеровец тухнине курчӗ. Вӗсем автомачӗсене алӑра тытса, урам варрипе утаҫҫӗ. Гитлеровецсен хушшинче такӑна-такӑна, шӑнса кӳтнӗ, шап-шурӑ шурса кайнӑ ҫынсем пыраҫҫӗ. Хӑйсем, суккӑр ҫынсем пек, нимӗн курман куҫӗсемпе таҫта малалла пӑхаҫҫӗ. Чи хыҫалта хӗрарӑм пырать. Ҫӳҫӗсем сапаланнӑ, хулпуҫҫи ҫинче ҫӗтӗк тутӑр.

— Эс пӑх-ха, пӑх, ав, хыҫалта… — пӑшӑлтатрӗ Ваня. Володя тинкерсе пӑхрӗ те, хытсах кайрӗ. Нюша аки, Ваня Гриценко амӑшӗ, пырать-мӗн.

— Э-эх! Ак мӗнле ӗҫ! — арӑн илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ Володя. — Тытнӑ пулать…

Ваня хӑйӗн ваткӑллӑ пиншак ҫаннине шӑлӗпе ҫыртрӗ те, куҫне илмесӗр амӑшӗ ҫине пӑхса тӑрать.

— Ох, Вовка, мӗнле инкек… — Ҫаннине усса, шӑлӗсемпе шатӑртаттарса, аран пӑшӑлтатрӗ вӑл. — Эсӗ пуҫна ан кӑлар, Вовка, анне курма пултарать. Паллӗ те, кӑшкӑрса ярӗ. Вара пурне те пӗтерме пултаратпӑр. Тен, аннене пирӗн пирки арӗсленӗ пулӗ, эпир аттепе партизана кайнӑшӑн. Кам та пулин систернӗ ӗнтӗ. Пур ҫавнашкал выльӑхсем. У, лектӗрччӗ ман алла, йӗксӗк!

— Ваня, тен, ман аннене те арӗсленӗ пулӗ? Эпир нимӗн те пӗлместпӗр, ларатпӑр ҫӗр айӗнче. Эх, кӗске пӑшал алӑра пулсан, кӑтартӑттӑм вӗсене…

Нумайччен пӑхса тӑчӗҫ ачасем арӗсленисем ҫине. Хытса кайнӑ пек тӑраҫҫӗ ҫамрӑк разведчиксем пӳрт хыҫӗнче.

Анчах вӗсен пысӑк ӗҫ: задание пурнӑҫламалла.

Салхуллӑ ҫамрӑк разведчиксем асӑрханкаласа, Ланкин пурӑнакан пӳрт еннелле утрӗҫ. Анчах мӗн-ха ку? Урӑх урама кӗрсе кайман-и? Ҫук, йӑнӑшман. Акӑ шоссе, водокачка, ун хыҫӗнчех Ланкин ҫурчӗ пулмалла… Ланкин пӳрчӗ вырӑнӗнче ирӗлме пуҫланӑ юр айӗнчен кӑмрӑкланнӑ чул катӑкӗсен ванчӑкӗсемпе, тӗкне татнӑ вӗҫен кайӑк мӑйӗ пек курӑнакан, ҫап-ҫара та ҫип-ҫинҫе мӑрье ҫеҫ юлнӑ.

Ланкин ӑҫта-ха? Епле тупмалла халь ӑна? Командир заданине мӗнле пурнӑҫламалла? Партизансене кирлӗ сведенисене пӗлсе каймалла, ҫӳлтисене отрядӑн ҫӗр айӗнчи пурнӑҫӗ ҫинчен каласа памалла-ҫке ачасен.

Нимӗн тума пӗлмесӗр ҫӳреҫҫӗ икӗ пӗчӗк разведчик Кивӗ Карантин урамӗсем тӑрӑх. Ачасем Хӑмӑш-Буруна каякан ҫул ҫине тухрӗҫ. Хӑмӑш-Бурун хыҫӗнче, шап-шурӑ ҫыранпа юнашар кӑвак тинӗс. Тата аяккарах, тӗтре витӗр, кӑшт ҫеҫ Керчь тинӗс пырӗн леш енчи ҫыранӗ — юратнӑ Тамань хӑмӑррӑн курӑнать. Тен, вӑл курӑнмасть те пулӗ, анчах ачасене курӑннӑн туйӑнать. Кунта, аптранӑ ачасем утакан ҫул тавра, пурте хамӑрӑн мар, пурне те таҫтан килнӗ ирсӗр ҫынсем туртса илнӗ. Ҫӗре те, ҫуртсене те, ҫынсене те тухатса лартнӑн туйӑнать.

Анчах разведчиксем пурне те сӑнаҫҫӗ. Ахаль мар вӗсене каменоломньӑра «Куҫсемпе Хӑлхасем» тесе чӗнеҫҫӗ. Фашистсем каменоломня таврашне тупӑсем турттарнине, тавралӑха йӗплӗ тимӗр пралук карнине, дотсем алтса бетонланине ачасем катаранах курчӗҫ.

Нимӗҫсем ӗлӗкхи пекех Кивӗ Карантинри каменоломньӑра партизансем ҫарӗпех пытанса пурӑнаҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ пулас.

— Пӑх-ха, епле тӑрӑшаҫҫӗ, — тулли кӑмӑлпа шӑппӑн каларӗ Володя юлташне. — Ак кунта вӗсен штабӗ пулас?

— Ку пирӗн шкулччӗ ӗлӗк, — ответлерӗ Ваня. — Унта илемлӗ икӗ хутлӑ чул ҫуртпа ун картишӗнчи нимӗҫ машинисем ҫине пӑхса илчӗ те ассӑн сывласа ячӗ. — Ав, ҫав кантӑк умӗнче лараттӑм эп иртнӗ ҫул.

— Эх, айван пулнӑ эпир санпа, Ваня. Айван, — терӗ Володя. — Астӑватӑн-и, хӑш чух, уроксене вӗренме ӗлкӗреймесен, шкула каяс килместчӗ?

— Мӗн каласси пур, ухмахран та ухмах пулнӑ ӗнтӗ, — килӗшрӗ Ваня.

— Халӗ пулсан, — ӗмӗтленӳллӗ кӑмӑлпа малалла каларӗ Володя, — тупата туршӑн, класра мӗн каланине хускалмасӑр парта хушшинче итлесе ларӑттӑм, «вӑтам» отметкӑна та хаваслансах йышӑнӑттӑм. Темӗн чухлӗ вӗренме парсан та, тавтапуҫ тейӗттӗм.

Ачасем шкул йӗри-тавра ҫаврӑнчӗҫ те, малалла утма вӑй ҫитменнипе, сасартӑк чарӑнчӗҫ. Вӗсен умӗнчех, шкул хыҫӗнчи пушӑ вырӑнта, икӗ юпа хушшинчи кашта ҫинче, ӗлӗк гимнастика тумалли трапеципе ункӑсем вырӑнӗнче икӗ ҫын вилли ҫакӑнса тӑрать. Разведчиксем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ те ҫывӑхарах пычӗҫ. Ерипен пуҫӗсене ҫӗклесе ҫакса вӗлернӗ ҫынсем ҫине пӑхрӗҫ…

Нимӗн шикленмелли те ҫук. Ҫакӑнса тӑракан ҫынсем — Москаленкопа Ланкин. Тинӗс енчен вӗрекен ҫил ҫын виллисене сулкалантарса ҫавӑрса ячӗ. Разведчиксем вилнӗ ҫынсен кӑкӑрӗсем ҫине ҫакнӑ хӑма татӑкӗсене курчӗҫ. Пантелей Мокаленкон шурӑ ҫӳҫлӗ пуҫӗ усӑннӑ, хӑма ҫине илемсӗр те хуп-хура саспаллисемпе «Партизан» тесе ҫырнӑ. «Партизансене пулӑшакансене пурне те ҫакнашкал вилӗм кӗтет» тесе ҫырнӑ Ланкинӑн путса аннӑ кӑкӑрӗ ҫинчи хама ҫине. Аякри тинӗс те, пӗлӗт те, таврари сывлӑш та ҫамрӑк разведчиксене тӗттӗмленсе кайнӑн туйӑнчӗ. Икӗ уйӑх пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ ачасем ҫӗр айӗнчи тӗттӗмре, анчах ку тӗттӗм каменоломньӑри тӗттӗмрен ҫӗр хут хӑрушӑрах, ҫӗр хут хаяртарах.

Хурланнипе ӗнтӗркесе кайнӑ ачасем, пер-пӗрин ҫине пӑхмасӑр, ҫак тискер вырӑнтан, темӗншӗн, чӗрне вӗҫҫӗн утса кайрӗҫ. Ҫакнашкал хыпар кӗтмеҫҫӗ унта, ҫӗр айӗнчи партизансем. Москаленко та ҫук ӗнтӗ, Ланкин та ҫук. Кам урлӑ халь партизансем ҫыхӑну тытса тӑрӗҫ Крымри вӑрттӑн центрпа?

Кун-каҫах ҫӳрерӗҫ пӗчӗк разведчиксем Хӑмӑш-Бурун тӑрах. Куҫ та, хӑлха та кирлӗ пулчӗ вӗсене кунта. Нумай курма, илтме, шутласа илме, асӑрхама ӗлкерчӗҫ ачасем ҫак хурлӑхлӑ кун. Пит ир те, пит хӑвӑрт тӗттӗмленет кӑнтӑрти хӗллехи кун. Пилӗк сехет иртсен поселокра ҫӳреме юрамасть тесе ҫырнӑ хӳмесем ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ приказ ҫинче. Пилӗк сехет иртсен урама тухакансене кашнине малтан пӗлтермесӗрех персе вӗлеретпӗр тесе ҫырнӑ унта. Каялла таврӑнма вӑхӑт. Курма, илтме, мӗн асӑрхама пултарнине ачасем пурне те курчӗҫ, илтрӗҫ, асӑрхарӗҫ. Хӑмӑш-Бурунран таврӑннӑ чух ҫулҫӑсӑр йывӑҫ турачӗсем витӗр, шоссе ҫывӑхӗнче, Гриценкосен хӗрлӗ тӑрӑллӑ пӳртне курсан, Володя чарӑнчӗ те Ваня ҫине тархаслануллӑн пӑхрӗ.

— Ваня, — именкелесе пуҫларӗ вӑл, — эп санран акӑ мӗн ыйтасшӑн… Эс халӗ ӑҫта та пулин пытан, унсӑрӑн ҫынсем курма пултараҫҫӗ. Сана кунта пурте паллаҫҫӗ… Эпӗ сирӗн пӳрт патне каятӑп. Аннене арӗслемен-ши, ҫавна пит пӗлес килет, Ваня. Мӗнле унта вӑл… Эп пӗр самантлӑха ҫеҫ, халех таврӑнатӑп. Сас та кӑлармастӑп. Сӑмах паратӑп, Ваня.

Ваня ирхине курнине аса илчӗ те туртӑнса илнӗ хулпуҫҫийӗсем хушшине лӑпчӑтнӑ пуҫне ҫеҫ сулчӗ.

— Ху пӗлнӗ пек ту, Вова… Анчах асту, ан лек. Пурне те пӗтеретӗн вара.

Юра ҫил вӗҫтерсе кайнӑ хыҫҫӑн хуралса юлнӑ кӗркуннехи пахчасем урлӑ Володя Гриценкосен шурӑ пӳрчӗ патне упаленсе пычӗ. Ӑна никам та курмарӗ. Володьӑна кунта килти пекех туйӑнса кайрӗ. Акӑ пысӑк касмӑк. Ун кутӗнче вӗсем пӗчӗк чухне Ваньӑпа ҫӗмрӗк градусникри чӗркӗмӗл тумламӗ пирки ятлаҫнӑччӗ. Акӑ сарай. Унта вӗсем пулӑ тытмалли хатӗрсене хуратчӗҫ. Халӗ сарай алӑкӗ умне нимӗҫ мотоциклне тайӑнтарса хунӑ. Гриценкосем патӗнче гитлеровецсем пурӑнаҫҫӗ курӑнать. Асӑрхануллӑрах пулмалла. Володя касмӑк хыҫне пытанса, хуллен пуҫне ҫӗклесе кантӑк витӗр пӑхрӗ те ҫавӑнтах амӑшне курчӗ.

Евдокия Тимофеевна тутӑрпа пӗркеннӗ те кантӑк патӗнчех темскер ҫӗлесе ларать. Володя пӗтӗм ҫиллипе касмӑк хӗррине аллисемпе тытса, картиш урлӑ амӑшӗ ҫине куҫне илмесӗр пӑхса тӑрать. Анакан хӗвел пайӑрки ун ҫине ӳкет. Мӗн тери улшӑннӑ, мӗнле начарланса кайнӑ унӑн амӑшӗ ҫак уйӑх хушшинче! Карчӑк пекех… Володя амӑшӗн алли чӗтренине курчӗ; йӗп ҫӑртине ҫип тирме тытӑнчӗ пулас. Анчах ниепле те тиреймерӗ. Володя курчӗ; шалта, хыҫал енчен, амӑшӗ патне тахӑшӗ пычӗ те ун аллинчи ҫӗвӗ хатӗрӗсене илчӗ. Ку — Валя, Володьӑн аппӑшӗ иккен. Эх, Валька, Валентина, телейлӗ Валендра! Нимӗн те ӑнланмастӑн эс! Аннепе юнашар тӑратӑн ху, анчах хӑвпа пӗрле, хӑв ҫумӑнтах анне пулни ҫав тери аваннине туймастӑн: кӑшт кичем пулсанах, ун ҫумне тӗршӗнетӗн. Мӗн юпа пек тӑратӑн, айван? Ытала аннене хӑвӑртрах, анчах сыхланарах пул… Вӑл имшер… Анчах Валя амӑшӗ патӗнчен кайрӗ.

Володьӑн чӳрече патне чупса пырса, чӑмӑрӗсемпе кантӑка шаккаса, тен юлашки хут, амӑшӗ ҫине ыткӑнса, ун ҫумне лӑпчӑнас килчӗ; аллисемпе амӑшӗн хулпуҫҫисене тытса, унӑн уснӑ пичӗ ҫине аялтан ҫӳлелле куҫ илмесӗр пӑхса, ҫапла кӑшкӑрса ярас килчӗ: «Анне, пӑх-ха, ку — эпӗ! Эсӗ пӑшӑрханатӑн пулӗ. Володя вилнӗ, нимӗҫсем вӗсене каменоломньӑра газпа вӗлернӗ, чулпа хупласа хунӑ тетӗн пулӗ? Ҫук, эпир фашистсене тарӑхтарас тесех пурӑнатпӑр-ха! Ак мана, анне, пирӗн командир разведкӑна ячӗ. Эс ан хӑра, анне. Пурте йӗркеллӗ пулӗ, ан пӑшӑрхан. Ӑнлан, анне: эпӗ парти заданине тӑватӑп. Эх, атте пӗлсенччӗ, вӑл часах ӑнланӗччӗ! Вӑл моряк, коммунист. Вӑл сана мӗнле кирлӗ пек ӑнлантарса парӗччӗ…»

Чӳрече патне чупса пыма пултарсан, амӑшӗнчен икӗ утӑмра тытӑнса лармалла мар пулсан — разведчикӑн асӑрхануллӑ пулмалла-ҫке-ха — Володя ҫаплах калӗччӗ амӑшне. Халӗ вӑл шӑнса ларнӑ касмӑк хыҫӗнче чӗркуҫҫи ҫинче тӑрать; тутисем анчах сасӑсӑр: «Ой, анне, ой, анне, эс, анне… нимӗн те пӗлместӗн…» — теҫҫӗ.

Амӑшӗ сасартӑк чӗтресе кайрӗ те, ура ҫине тӑчӗ, унтан пичӗпе чӳрече кантӑкӗ ҫумне ҫыпҫӑнсах, ывӑннӑ, темӗнле путса ларнӑ пек пулнӑ куҫӗсемпе килкартине пӑхса илчӗ, кантӑка хуплакан шторӑна антарма тытӑнчӗ; малтан вӑраххӑн, кайран хӑвӑрт туртрӗ. Хура штори анса ҫитрӗ те амӑшӗ курӑнми пулчӗ. Кам пӗлет, ывӑлӗ амӑшне юлашки хут курать пулӗ…

Володя касмӑк патӗнчен шуса кайрӗ, пахча витӗр Ваня Гриценко хӑйӗн пӗчӗк командирне кӗтсе тӑракан вырӑна чупрӗ. Партизансен ҫӗр айӗнчи крепоҫне кӗмелли пӗртен-пӗр шӑтӑка фашистсем хупласа хуриччен ачасен каменоломньӑна таврӑнмалла пулнӑ…

«Анне, эсӗ нимӗн те пӗлместӗн!..» Хӑй ӑшӗнче ҫапла кала-кала, Володя хуралтӑсем хыҫӗпе уйрӑм ларакан сарай патне чупрӗ. Ҫав сарайра Ваня пытанмалла пулнӑ. «Ой, анне, эс нимӗн те пӗлместӗн… Хӑвӑн чӳречӳ витӗр нимӗн те курмастӑн!»

Анчах амӑшӗ нумай пӗлнӗ, нумай курнӑ. Вӗсем Вальӑпа иккӗшӗ пӗлни Володя пуҫне те кӗмен. Чӑнах та, Евдокия Тимофеевнӑпа Валентина ҫӗр айӗнчи крепоҫра пулса иртни ҫинчен нимӗн пӗлмесӗрех пурӑннӑ. Володя ҫинчен те, Гриценко мучипе Ваня ҫинчен те вӗсем нимӗн те пӗлмен. Партизансем хӑюллӑ вылазкӑсем туни ҫинчен калаҫнисем ҫеҫ ҫитнӗ вӗсем патне. Гитлеровецсем каменоломньӑра пурӑнакансенчен хӑранине вӗсем лайӑх курнӑ; халӗ каменоломня патне пыма та ҫук: йӗри-таврах ҫавӑрса илнӗ, пур ҫӗрте те часовойсем тӑраҫҫӗ, ӑҫта килнӗ унта фашистсен патрулӗсем ҫӳреҫҫӗ.

Амӑшӗпе йӑмӑкӗ Володя тавҫӑрса илейменнине те пӗлнӗ. Чӑнах та, ӑҫтан пӗлтӗр-ха вӑл Евдокия Тимофеевнӑпа Валя палӑртса хунӑ кунсенче ылмашса Керче кая-кая килни ҫинчен? Ӗҫӗ ҫавнашкал пулнӑ, анчах ку ӗҫ ҫинчен вӗсем иккӗшӗ — амӑшӗпе хӗрӗ ҫеҫ пӗлеҫҫӗ.

Дубининсем Кивӗ Карантина куҫас умӗн вӗсен Керчьри хваттерне Никифор Семенович пӗлӗшӗ, тинӗс ҫинче служить тӑвакан офицер пурӑнма куҫнӑ. Фашистсем хула патне ҫывхарсан, ҫапӑҫу хыҫҫӑн Совет ҫарӗ Керчран каймалла пулнӑ; ҫав офицер Вальӑпа сӑмахланӑ:

— Валенька, — пуҫланӑ вӑл ун чух, — пирӗн, тен, вӑхӑтлӑха кунтан кайма тивӗ. Сирӗнпе эпӗ ҫавӑн ҫинчен калаҫасшӑн. Сирӗн ҫемьене эп пӗлетӗп, сире те пӗлсе ҫитрӗм. Эсир шанчӑклӑ хӗр, ӗҫчен, ытлашши шавлама юратмастӑр, пур ӗҫ те сирӗн ӑнӑҫлӑ пулса пырать. Кӗскен каласан, эсир — чӑн-чӑн комсомолка, ВЛКСМ значокне ахаль ҫакса ҫӳреместӗр. Хӑруш вӑхӑтсем килсен те комсомолка ятне варалас ҫук эсир. Пӗр-ик сӑмахпа каласан, акӑ мӗн…

Офицер Вальӑна, хирӗҫ пулмасан, Евдокия Тимофеевнӑна та, малтанах палӑртса хунӑ кунсенче Керчьри хваттерне киле-киле кайма сӗннӗ. Хӗрлӗ Ҫар хулана хӑварас пулсан, ҫав палӑртса хунӑ кунсенче вӗсен хваттерне вӑрттӑн ӗҫлеме юлнӑ ҫынсем килме пултараҫҫӗ. Пароль «Комбат».

— Сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн: «Комбатран салам», — тесен, пирӗн ҫынсем пулаҫҫӗ. Ӑнланатӑр-и? Аннӳпе эсир хӑвӑр сӑмахлӑр. Вӑл хирӗҫ пулас ҫук. Дубининсен ҫемйинче унашкал ҫынсем пулма пултараймаҫҫӗ. Дубининсене эпир аван пӗлетпӗр.

Чӑнах та, хулана фашистсем йышӑнсан, Евдокия Тимофеевнӑпа Валя Кивӗ Карантинтан килнӗ кунсенче вӗсен хваттерне час-час шукӑль тумланман, сухалӗсене пайтахранпа хырман ҫынсем кӗрсе тухнӑ. Вӗсем ялан «комбатран салам» каланӑ. Хӑйсем тӑваттӑн пулнӑ. Пӗрерӗн-пӗрерӗн килнӗ, черетпе. Малтан хӑйне Виктор ятлӑ тени пынӑ. Унтан Леонид ятли. Тата икӗ ҫын, хӑйсене Ваньӑпа Вася ятлӑ текенсем, пынӑ. Вӗсем Дубининсене комбат саламне ҫеҫ мар, пахарах япаласем те илсе пынӑ. Евдокия Тимофеевнӑпа Валентинӑна вӗсем пистолетсем, пирус коробкисене хунӑ патронсем илсе килсе панӑ. Ҫак япаласене шанчӑклӑ вырӑна пытарса хумалла пулнӑ, анчах пит аякка хума юраман, мӗншӗн тесен вӑхӑт ҫитсен пистолетсене хӑвӑрт подпольщиксене салатмалла пулнӑ. Фашистсен коменданчӗ хӗҫпӑшал пытарса пурӑнакансене ним хӗрхенмесӗр персе вӗлеретпӗр тесе темиҫе приказ та кӑларнӑ. Хӗҫпӑшал илсе килнӗ чух та, йышӑннӑ чух та, пытарса усранӑ чух та асӑрхануллӑ пулмалла. Малтан Евдокия Тимофеевна илсе пынӑ пистолетсене ашшӗ-амӑшӗнчен юлнӑ темӗн пысӑкӑш тӳшек ӑшне ҫӗлесе хунӑ. Тӳшекӗ ҫав тери пысӑк та, ҫав тери хулӑн пулнӑ, бинтпа чӗркенӗ пистолетсем тӳшеке ҫиелтен темӗнле пуссан та палӑрман. Анчах хӗҫпӑшал нумайланнӑҫемӗн нумайланнӑ. Часах Дубининсен тӳшекне шӑнӑҫми те пулнӑ. Кайран илсе килнӗ пистолетсене пит тирпейлӗн мачча ҫине пытарнӑ. Хӑшне-пӗрне Валентина вазелинпа сӗрсе, ҫулла ҫӗтӗк татӑксемпе чӗркесе, ӗлӗк Бобик ҫывӑракан йытӑ пӳртӗнчи ҫӗре алтса пытарнӑ.

Анчах пӗррехинче комбатран салам калакансенчен пӗри нимӗн те илсе килмен. «Пистолетсене урӑх шанчӑклӑрах вырӑна куҫарса хурас пулать, мӗншӗн тесен Дубининсен хваттерӗнче усрама хӑрушӑ» — тенӗ. Кӳршӗ арӑмӗ Алевтина Марковна хӑйне килӗшӳсӗр тыткалама пуҫланӑ: хӑш чух виҫ-тӑват кун ҫухалса пурӑннӑ, унтан темӗнле чемодансемпе ҫыхӑсем йӑтса каялла таврӑннӑ. Ун патне аван мар ҫынсем, ӗлӗк пасарти «барахолка» текен ҫӗрте суту-илӳ туса пурӑнакан ҫынсем ҫӳре пуҫланӑ. Ҫакнашкал ҫуртра хӗҫпӑшала усрама хӑрушӑ пулнӑ. Ҫӗнӗ вырӑн шырама тивнӗ. Вӑрттӑн арсенал Свердлов урамӗнчи 25-мӗш номерлӗ ҫуртра пулать тесе пӗлтерчӗҫ Дубининсене подпольщиксем.

Унта хӗҫпӑшал пытарма вырӑн хатӗр пулнӑ. Анчах мӗнле йӑтса каймалла?

Часах кӳршӗсем Евдокия Тимофеевнӑпа Валя таҫтан ҫӗнӗ пысӑк кастрюльсем йӑтса килнине курчӗҫ. Пӑхма ку кастрюльсем пит ҫирӗп те кӗрнеклӗ, шанчӑклӑ япаласем пулнӑ. Анчах Вальӑпа амӑшӗсӗр пуҫне ҫав кастрюльсем икӗ тӗплине никам та пӗлмен. Тӳшек ӑшӗнчен, Бобик пӳртӗнчен кӑларнӑ, мачча ҫинчен илнӗ пистолетсемпе патронсене икӗ тӗп хушшине хунӑ та кастрюльсене шӳрпе тултарнӑ, котлетсем, пашалусем, пӗҫернӗ улма хунӑ. Валя е амӑшӗ кастрюльсене Свердлов урамне йӑтса кайнӑ. Кастрюльсенчен тутлӑ пӑс тухса пынӑ. Урамри ҫынсем кастрюльпе шӳрпе йӑтса пыракан вӑйран ӳкнӗ хӗрарӑм ҫине е пысӑк кастрюльпе улма котлечӗсем такама леҫекен кӗрнеклӗ хӗрача ҫине пӑхман та. Мӗнех вара, амӑшӗпе хӗрӗ ҫынсем валли апат пӗҫерсе йӳнеҫтеркелесе пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ… Пӗррехинче Евдокия Тимофеевнӑна патруль чарнӑ. Пӗр салтакӗ кастрюль виттине ҫӗклеме хушнӑ та, лайӑх ӑшаланӑ, ҫиес килтерекен котлетсене курсан, пӗрне хӑй ҫӑварне ывӑтса: «Шмект гут!» тесе кӑшкӑрнӑ. Кӑмӑла кайнӑ котлетсемпе хӑйӗн помощникӗсене хӑналанӑ та салтак, кастрюль виттине шаклаттарса хупнӑ. Унтан тинкерсе Евдокия Тимофеевна ҫине пӑхнӑ, ун пуҫӗ ҫинчи шап-шура мамӑк тутӑрне туртса илнӗ, кайран аллипе хулпуҫҫинчен тӗксе, малалла кайма хушнӑ. Ҫара пуҫӑнах утнӑ вара Евдокия Тимофеевна. Ун аллинчи пысӑк кастрюль тӗпӗнче, улма котлечӗсем айӗнче икӗ «вальтер» ятлӑ нимӗҫ пистолечӗпе патрон тултарнӑ темиҫе пистолет обойми выртнӑ.

Амӑшне чӳрече витӗр Гриценкосен пӳртӗнче курнӑ чух, вӑл халӗ ҫеҫ Керчьран, Свердлов урамӗнчи 25-мӗш номерлӗ пӳрте «шӳрпе» леҫнӗ хыҫҫӑн таврӑннине мӗнле пӗлме пултарнӑ-ха Володя!..

Поселок хӗрринчи сарай хыҫӗнче хӑйӗн командирне кӗтсе тӑракан Ваня ҫав тери пӑшӑрханнӑ: ун шучӗпе Володя тахҫанах таврӑнмалла ӗнтӗ. Ваня кӳтсех кайнӑ, чӗтреме пуҫланӑ. Володя ҫаплах килмест-ха.

Тӗрӗссипе каласан, Володя Гриценкосем патне ҫирӗм минутрах кайса килчӗ те-ха… Тӗттӗм пулма пуҫласан поселок хӗрринчи пӗр килкарти хыҫӗнчен Володя сиксе тухрӗ. Ваня хӗпӗртенипе ӑшӑнсах кайрӗ.

— Ну, мӗнле, куртӑн-и? — шӑппӑн ыйтрӗ вӑл.

— Куртӑм, куртӑм, — кӗскен те тӗксӗммӗн ответлерӗ Володя. — Кайран каласа парӑп, аяла ансан. Кайрӑмӑр.

Анчах ачасем шахтёрсен поселокӗн Краснопартизанский текен хӗррине ҫитсенех, вӗсем хаяр сасӑпа кӑшкӑрнине илтрӗҫ.

— Вырӑнтан ан хускалӑр! Ӑҫта каятӑр? Цурюк! Каялла кайӑр!

Хӗллехи каҫ часах тӗттӗмленчӗ. Ҫавӑнпа ачасем мӗн пулнине часах тавҫӑрса та илеймерӗҫ. Анчах такам аллисем вӗсене ҫухисенчен ҫавӑрса тытрӗҫ те, таҫта сӗтӗре пуҫларӗҫ. Нимӗҫ винтовкисен кӳпчекӗсемпе ҫурӑмӗсенчен тӗртме пуҫларӗҫ. Унтан ачасене пур енчен те таҫта каякан ҫынсем хӗсе пуҫларӗҫ. Ҫынсем нимӗн чӗнмесӗр, йывӑррӑн сывласа пурте пӗр еннелле утаҫҫӗ. Йывӑррӑн сывласа, ним сӑмахламасӑр пыракан ҫынсем разведчиксене хӑйсемпе пӗрле илсе кайрӗҫ.

Кайсан-кайсан, Володя хӑй ҫумӗнче ырханланса кайнӑ, тӑрмаланнӑ хӗрарӑма курчӗ. Сӑн-пичӗ хӗрарӑмӑн палланӑ ҫыннӑнни пекех.

— Аки, — шӑппӑн ыйтрӗ Володя хӗрарӑмран, — ӑҫта хӑваласа каяҫҫӗ пире?

— Мӗн ыйтатӑн? Пӗлместӗн-им? — ача ҫине пӑхмасӑр ерипен ыйтрӗ хӗрарӑм. — Барака хӑваласа каяҫҫӗ,ҫывӑрма, пӗркун пулнӑ ҫӗре.

— Мӗн тума?

— Мӗн эсӗ? — ачана курас тесе, пӗшкӗнчӗ хӗрарӑм. — Мӗн эс, халиччен пулман-им? Ирхине каллех шӑннӑ ҫӗрулми пуҫтарма пахчана хӑваласа каяҫҫӗ. Ӗҫ повинноҫӗ…

Сасси те ку хӗрарӑмӑн палланӑ ҫын сасси пек. Ӑҫта курнӑ-ха ӑна Володя? Вӑл Ваньӑна чавсинчен тӗртсе илчӗ:

— Ваня… Ав ҫавӑ инке, аякран пыраканни… ӑҫтан пӗлетӗп эп ӑна?

Ваня малалла тӗрткеленсе тухса, Володьӑран иртрӗ те хӗрарӑм пичӗ ҫине пӑхса илчӗ. Хӗрарӑм шартах сикрӗ:

— Мӗн эсӗ?..

Сасартӑк Володя аса илчӗ… Ланкин шурӑ ҫуртне, иртнӗ хутра вӗсене алӑк уҫнӑ хӗрарӑма аса илчӗ. Ун чухне вӗсем унран сӗлӗ ҫинчен ыйтрӗҫ. Тӗрӗс, вӑл пулнӑ — Ланкин йӑмӑкӗ, Любовь Евграфовна.

Володя ун патнерех хӗсӗнкелесе тухрӗ.

— Сывӑ-и, Люба инке? — шӑппӑн ыйтрӗ вӑл, хӗрарӑм хӑлхи патнерех кармашса.

Лешӗ малалла аран-аран лӑпӑстатма чарӑнмасӑр, ним чӗнмесӗр Володя еннелле ҫаврӑнчӗ.

— Сирен сӗлӗ пирки мӗнле, инке? — тата шӑппӑнрах ыйтрӗ Володя.

Ланкина аяккалла шартах сиксе ӳкрӗ те хӑраса кайса йӗри-тавра пӑхса илчӗ, унтан Володя хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ. Ӑна лӑскама тытӑнчӗ.

— Мӗн эсӗ? Мӗнле сӗлӗ? Ой, тӑванӑмсем, ой инкек! Эсир кунта мӗнле лекнӗ? Сире асӑрхарӗҫ-и? Ой, ачамсем, тарӑр… Эсир камне пӗлсессӗн, пӗтетӗр. Пирӗн Миша пек.

Вӑл ахлатрӗ те хӑйӗн тутӑр кӗтессине тытса, тутине хупларӗ…

Ачасене, гитлеровецсем шӑннӑ ҫӗрулми пуҫтарма хӑваласа тухнӑ ҫынсемпе пӗрле Краснопартизанри поселок хӗрринчи пушӑ, хутман барака тӗртсе кӳртсе ярса, каҫа вырнаҫма хушсан, пӗчӗк разведчиксем Любовь Евграфовна ӑҫта выртнине асӑрхарӗҫ те ыттисем кӑшт лӑплансанах, ӑна тӗттӗмре шыраса тупрӗҫ. Вӗсем унӑн путмар сакки патнелле шуса пычӗҫ те, Ланкина вӗсем патнелле усӑнса, илтӗнми йӗрсе, пиччӗшӗ мӗнле вилни ҫинчен каласа пачӗ.

Ӑна хӑйӗн арӑмӗпе — Елена Алаксандровнӑпа пӗрле арӗсленӗ. Йӑмӑкӗ темиҫе хут та вӗсене валли гестапона передача леҫсе панӑ. Ытти аресленисемпе пӗрле илсе тухнӑ пиччӗшне вӑл икӗ хут тӗл пулнӑ. Юлашкинчен, передача панӑ вӑхӑтра, Ланкин ӑна шӑппӑн калама ӗлкӗрнӗ: «Мана Гришка Спано сутрӗ… пӗлетӗн-и, леш спекулянтсемпе ҫапкаланса ҫӳрекен грек. Пурне те кала, унран сыхланччӑр. Вӑлах Мироновпа ҫӗр айӗнчи отряд ҫинчен элеклесе пачӗ»… Унтан Ланкин йӑмӑкне, тӗрмере аресленӗ Москаленкопа курнӑҫни ҫинчен пӑшӑлтатма ӗлкӗрнӗ. Гестаповецсем ватӑ партизана вилес пек хӗненӗ, анчах Москаленко ним те каламан, никам ҫинчен те пӗлтермен. Ҫӗр айӗнчи партизансенчен хӑранине, хӑйсен ҫиллине ватӑ Москаленко ҫинче палӑртнӑ.

Ланкинпа курнӑҫни темиҫе кун иртсен, йӑмӑкӗ Михаил Евграфовича Москаленкопа юнашар ҫакса вӗлермелли такан ҫинче курнӑ.

— Эпӗ халь анне патӗнче пурӑнатӑп, ун патне куҫрӑм, — пӳлӗнсе сывласа, ачасене хӑлхаран пӑшӑлтатать Ланкина, пуҫне путмар ҫинчен усса, вӗсен пичӗсем ҫине тӗттӗмре вӗри куҫҫуль тумламӗсем юхтарать. — Анне мана икӗ хут та чӗнчӗ. «Атя, — тет, — пирӗн Миша ҫине кайса пӑхар». Эп пултараймастӑп, вал ҫӳрет. Тӑрать-тӑрать те ун ҫине пӑхса, киле таврӑнать, — выртать те ним те шарламасть.

Йӗри-тавра юнашар ҫара нар ҫинче выртакан, ирӗксӗрлӗхре ӗҫлесе ывӑннӑ ҫынсем, йывӑррӑн сывлаҫҫӗ. Такам тӗлӗкре хӑрӑлтатса мӑкӑртатать. Аякри кӗтесрен, сасса хыттӑн илтӗнми туса, ӗсӗклесе макӑрни илтӗнет. Ланкина тӗттӗмре ачасемпе пӑшӑлтатать те пӑшӑлтатать:

— Эсир, ачамсем, хӑвӑрӑннисем патне таврӑнсан, калӑр, кам та пулин илӗртнине ан парӑнччӑр. Сирӗн пата фашистсемпе калаҫса татӑлнӑ сутӑнчӑксене яма пултараҫҫӗ… Спано Гришкӑна е ватӑ Фирсова. Калӑр, вӗсене ав ӗненччӗр. Сутӑнчӑксем вӗсем, ылханлӑ пӗтермӗшсем! Фирсов — ватӑ шуйттан, вӑл та вӗсемпе пӗр каварлӑ. Дубинин Иван Ананьевич — сан аслаҫун пиччӗшӗ, хӑйне гестапора Фирсовпа куҫа-куҫӑн тӑратса тӗпченӗ чух, ӑна гестаповецсем хӗнеҫҫӗ, вӑл Фирсова кӑшкӑрать: «Тӑхта, ват шуйттан, пирӗннисем таврӑнсан, кӑтартӗҫ ак сана! Вилнӗ-вилмен сысна! Тахҫан эс Фирсов пулнӑ, халӗ фрицсен йытти пултӑн». Фирсов ӑна хӑратать: «Асту, Дубинин, — тет, — тата усалтарах пулӗ сана». Аслаҫу Дубинин ӑна хирӗҫ кӑшкӑрать: «Эпир, Дубининсем, сан пеккисем умӗнче чӗнмесӗр тӑракан ҫынсем мар. Эпир Дубининсем, — тет, — суратӑп сирӗн пек хӳрешкесем ҫине». Вӑт епле ҫирӗп старик! — вӗҫлерӗ Ланкина хӑйӗн халапне; унӑн ӗсӗклесе пӑшӑлтатнӑ сассинче хавасланни палӑрать.

Ачасем Любовь Евграфовнӑна тав турӗҫ те нарсем айӗпе асӑрханса баракӑн тепӗр кӗтессине шурӗҫ. Мӗнле ирччен кунтан тухасси ҫинчен шухӑшлас пулать.

— Калас-и сана, Вовка? — терӗ Ваня Володя хӑлхинчен. — Итле. Эпӗ ҫак барака тӑрӑх та, урлӑ та пӗлетӗп. Кунта пӗр вӑхӑтра ополченецсем пурӑнчӗҫ, эпӗ вӗсем патне хӑнана ҫӳресеттӗм! Вӗсен кунта вӑхӑтлӑха лартнӑ кӑмака пурччӗ — ӑна халь ҫӗмӗрнӗ пулас. Ав мӑрье шӑтӑкне фанерпа ҫапса лартнӑ. Фанерне кӑшт турт — хӑйпӑнать. Шӑтӑкӗ пысӑках мар та, эпир иксӗмӗр хӗсӗнкелесе тухатпӑр. А? Мӗнле шутлатӑн?.. Шут турӑмӑр-и? Апла пулсан эп нар ҫине тӑрам, эс ман хулпуҫҫи ҫине хӑпарса тӑр. Кӑшт фанерне турт та пуҫна тулалла кӑларса пӑх. Анчах пӑхас пулать, леш айккинче часовой ҫук-и.

— Часовой пӗрре ҫеҫ, кӗмелли ҫӗрте тӑрать, паҫӑр эп асӑрхарӑм, — ҫӳҫенсе илчӗ Володя. — Ох, Ванька, маттур эс! Эт сана ҫакӑншӑн мухтатӑп — эс кунти таврари кашни шӑтӑка астӑватӑн! Хӑпарса тӑр!

Володя хӑйӗн патмар тусӗн хулпуҫҫийӗ ҫине йӑпӑр-япӑр хӑпарса кайрӗ.

Ҫӗрле ачасем йӗплӗ пралук айӗнчен ӑнӑҫлӑ, шӑппӑн тухсан, каменоломньӑна кӗмелли, хӑйсен вӑрттӑн шӑтӑкӗ патнелле шурӗҫ. Вӗсен темиҫе хут та ҫӗр ҫумне, лӑпчӑнса хускалмасӑр выртма тиврӗ: прожекторӑн куҫа йӑмӑхтаракан сивӗ ҫути кӗҫех хыпашласа тупассӑн туйӑнать. Вӑл юнашарах, ҫӗр тӗттӗмлӗхӗнчи тӗмӗсене, чулсене, тикӗс мар вырӑнсене ҫутатать те лӑпчӑнса выртнӑ разведчиксен кӗлеткисем урлӑ каҫса, инҫетри сӑртсем ҫийӗпе, поселок хӗрринчи ҫуртсем ҫийӗпе, ҫара йывӑҫ тӑрри ҫийӗпе ярӑнса ҫӳрет. Хӑш чух ҫывӑхра-ҫывӑхра, ачасене пырса тӗкӗнес пекех, вӗсем тӗлӗнчен ҫутӑ йӗр хӑварса вӗҫекен пульӑсем, шӑйласа иртсе каяҫҫӗ. Ҫӗр ӑшне, чул ӑшне хӗсӗнсе выртас пулать. Анчах ҫӗрпе чул ҫумӗнче те кашни утӑмрах хӑрушлӑх пулма пултарать: каменоломньӑсем патне пымалли вырӑнсене пурне те минӑланӑ. Ачасем прожектор пайӑркисенчен пытанса, Дерунов сапер вӗрентнӗ пек, минӑсем ҫине пырса тӑрӑнас мар тесе, умри ҫула хыпашласа, теттӗмре сыхланса шӑваҫҫӗ.

Пӗр кун хушшинче ҫав тери нумай хуйхӑ тӳснӗ, ывӑннӑ разведчиксене ку хутра каялла таврӑнмалли ҫул тӗлӗнмелле вӑрӑм та хӑрушӑ пек туйӑнчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех