Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VII

Пай: Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем –> Пӗрремӗш пай

Автор: Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хушнӑ: 2020.01.24 01:17

Пуплевӗш: 107; Сӑмах: 1281

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Майӗпенех каҫ пулать. Хӗвеланӑҫ ҫути сӳнсех пырать, сӑрт-тусем хуралчӗҫ, шӗвӗрӗлчӗҫ те калама ҫук ҫӳллӗ пулса тӑчӗҫ. Кунта тата, хӗвеле улӑштарма тенӗ пекех, горизонтра тӗксем сӑрт-ту евӗр курӑнакан станицӑри садсем хыҫӗнчен уйӑх шуса тухрӗ, унӑн ҫутипе вара сӑрт-тусем татах сивлекрех те татах мӑнаҫлӑнрах курӑнма пуҫларӗҫ. Уйӑхӑн вӑйсӑр та сулхӑн ҫутипе пӗрле кӑнтӑрлахи шӑрӑхран сивӗнсе ҫитмен ӑшӑ ҫӗр ҫине каҫхи сулхӑн ӳкрӗ. Веялкӑсем шӑпланчӗҫ, йӗтем ҫинче тӗрлӗрен сасӑпа калаҫни, кулни, чашӑк-тирӗксем чанкӑртатни, шыва сирпӗтни янӑраса тӑма пуҫларӗ: ҫынсем, пичӗсене ҫуса, каҫхи апата хатӗрленеҫҫӗ.

Татьяна икӗ лампа ҫутрӗ те хӗрлӗ скатертьпе витнӗ кӑнтӑрлах кӗнекесемпе хаҫатсем хурса тултарнӑ сӗтел ҫине лартрӗ. Уйӑх ҫутинче лампӑсем тӗксӗммӗн ҫунаҫҫӗ, анчах ҫеҫенхирти нӑрӑсемпе лӗпӗшсене ҫутӑ патне магнит туртать тейӗн, вӗсем лампа трубисем тавра темле ҫӑткӑнла хӗвӗшме пуҫларӗҫ. «Ҫын авторитетне пӑсатӑн, — салхуллӑн шухӑшларӗ Татьяна, пӗр вӑрӑм та хура нӑрӑ лампа тавра явкаланнине, труба ҫине пырса перӗнсе, скатерть ҫине ӳкнине, унтан каллех ҫӗкленсе вӗҫнине сӑнаса. — Ҫын авторитетне… пӑсатӑн… Ҫак ирсӗр чире урӑх меслетпе сиплеме тивет… Мӗнлескерпе?» — Вӑл, пукан ҫине ларса, кӗнеке уҫрӗ те шухӑша кайрӗ.

Лаша утланса, Андрей Васильевич Кнышев килчӗ. Татьяна йӗнер пуссисем чанкӑртатнине, старик ерипен ахлатса, йӗнер ҫинчен аннине, чӗлпӗре урапа ҫумне ҫыхнине илтрӗ.

— Сывлӑх сунатӑп, тырпул ӑстисем! Ҫӑкӑр-тӑвар сунатӑп сире тата лаша пӑхакансем ячӗпе пуҫ таятӑп! — хыттӑн каларӗ Кнышев.

— Спасибо ырӑ сӑмахшӑн, Андрей Васильевич. Пирӗн пата каҫхи апата ларӑр.

— Эпӗ апатланма ӗлкӗрнӗ, кая юлатӑп тесе васкарӑм, анчах лашана ахалех ывӑнтартӑм. Сирӗн нимӗн те пуҫланман иккен-ха.

— Эпир тахҫанах хатӗр.

— Мӗне пула тытӑнса тӑратӑр вара?

— Кондратьева кӗтетпӗр.

Калаҫнине итлес тесе, Татьяна апатланакансен сӗтелӗ патне пычӗ, ӑна кухня сӗтелли ҫумне кӗске урасем ҫине тӑватӑ хӑма хурса тунӑ. Кухарка, Татьяна валли вырӑн тупса, пӗр турилкке шаритленӗ ҫӗрулми, тепӗр турилкке касса туранӑ, суханпа хутӑштарнӑ помидор илсе пычӗ.

— Ответсем пирки мӗн шутлатӑн эсӗ, Андрей Васильевич? — ыйтрӗ Никита Самойлов, турилкке ҫине ӳпӗнсе, ҫӗрулмине кашӑкпа ӑсса илчӗ.

— Хатӗрленнӗ-и?

— Мӗнле шухӑш пултӑр-ха тата кунта? — Андрей Васильевич юриех чарӑнса тӑчӗ, буркине, васкамасӑр хывса, хуҫлатса хучӗ, вара ун ҫине, пукан ҫине ларнӑ пек, ларчӗ. — Мухтанма пултараймастӑп, Никита Семенович, ответлеме пултаратӑп.

— Пур ыйтусем ҫине те-и?

— Кирек епли ҫине те, — шанӑҫлӑн каларӗ Андрей Васильевич, сайра та кӗске сухалне якаткаласа.

— Пурнӑҫӑн паллӑ вӑхӑчӗсене ҫирӗп астӑватӑн-и? — янравлӑ сасӑпа кӑшкӑрчӗ Дарья, хӗрарӑмсемпе пӗрле сӗтелӗн тепӗр вӗҫӗнче лараканскер.

— Кама мӗн, Дарья инкене пурнӑҫӑн паллӑ вӑхӑчӗсем кирлӗ!

— Паллӑ вӑхӑтсем, эпӗ ҫапла ӑнланатӑп, — вӗсем чи кирлиех мар-ха, — шутлӑн калаҫма пуҫларӗ Самойловпа юнашар ларакан хӗрарӑм. — Астӑватӑп, манӑн ача шкулта те Пушкина, те Лермонтова вӗренетчӗ — манса кайнӑ… Вӑл, мӗскӗн, паллӑ вӑхӑтсене пӗтӗмпех тӗплӗн вӗренсе пӗлнӗччӗ, вӗсене тур кӗнеки пек вулатчӗ, анчах иккӗ илчӗ…

— Санӑн ывӑлу нимӗн ӑнланаймасӑр вӗреннӗ вӗт-ха вӗсене.

— Эсир мӗн ачапа танлаштаратӑр-ха, — сӑмах хушрӗ Дарья. — Ача ачах вӑл… Манӑн хамӑн ҫакӑн пек япала пулса иртрӗ. Хӗлле эпир Кочубей ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке вуланӑччӗ…

Кунта вара калаҫу Дарья патне, сӗтелӗн тепӗр енне куҫрӗ. Самойлов, ҫакӑнпа усӑ курса, Андрей Васильевич ҫывӑхнерех пычӗ, ӑна табак турттарчӗ, вара сайра уссине алтупанӗпе сӑтӑрса, шӑппӑнрах ҫапла ыйтрӗ:

— Ҫапах та, Андрей Васильевич, эсӗ Ӗҫ Геройӗ ячӗпе кала: мӗнле астӑватӑн?

— Мӗнле астӑватӑп? — Кнышев шухӑша кайрӗ, ҫамкине темиҫе хут чышкипе сӑтӑра-сӑтӑра илчӗ. — Санӑн ҫакна пӗлмеллех-и? Калатӑп… Астума нимех те мар. Манӑн ӑс-пуҫра уйрӑммӑн ҫырса хуни пур.

— Аха, апла ӑсра ҫырса хуни те пур! Эпӗ ун пек тума пӗлместӗп.

— Нимех те мар-ҫке. Асра ҫырса хунисӗр те юрать вӑл, Никита Семенович, — вӗрентрӗ Кнышев. — Манӑн канаша итле. Тӗрӗс ҫул-йӗр тыт — ҫакӑ чи кирли.

— Апла имӗш, пӗтем ӗҫ те ҫул-йӗр ҫинче, — терӗ Самойлов, кӑмӑлне ҫӗклентерсе. Вӑл ура ҫине тӑчӗ, Кнышева та ура ҫине тӑма сӗнчӗ — Манӑн, ӑнланатӑн-и, мӗнле те пулсан ҫавӑн пек тӑвас килет те… Айккинерех пӑрӑнар-ха, эсӗ мана хӑшпӗр ыйтусем пирки пулӑшӑн… Апла, санӑн шухӑшупа, пӗтӗмпех пурнӑҫӑн ҫул-йӗрӗ тӗрӗс пулнинче тата ӑс-пуҫра… Авӑ мӗнле япала…

Каҫхи апат пӗтсен, кухаркӑсем, чашӑк-тирӗке кӗмсӗртеттерсе, сӗтел ҫинчи мӗн пуррине пухма тытӑнсан, ҫынсем, итем ҫине саланса икӗ ушкӑна уйӑрӑлнӑ. Пӗрисем — ытларах ҫамрӑксем тата янравлӑ та уҫӑ сасӑллӑ вӑтам ҫула ҫитнисем — йӗри-тавра ҫавӑрӑнса тӑчӗҫ, юрра ӗнерекен уҫӑ та ҫинҫе сасӑпа юрӑ пуҫласа ячӗҫ: «Моло-о-дой дувочек, ой да на яр похылывся»; хор юлашки нота ҫине куҫсан, юрӑ кӗввине тӑсса юрлакансен сассисем шӑрчӑксен музыкине ҫеҫ мар, инҫетре трактор кӗрленине те хупласа, пӗтӗм айлӑма янраса кайрӗ. Теприсем — арҫынсем те, хӗрарӑмсем те, ҫитӗнсе ҫитмен ачасем те — хӑйсен куҫӗсене кӑнтӑрлах хӑйсене илӗртсе тӑнӑ хӗрлӗ материпе витнӗ сӗтел патне пухӑнчӗҫ. Кондратьева кӗтсе, вӗсем хуҫалӑхри тӗрлӗ ӗҫсем ҫинчен васкамасӑр калаҫма пуҫларӗҫ. Пӗр Варвара Аршинцева ҫеҫ нихӑш ушкӑнпа та хутшӑнман. Вӑл калаҫма пултарать, юрра юратать пулсан та, ҫак самантра унӑн калаҫас та, юрӑ та итлес килмен. Вӑл чи ҫӳллӗ тулӑ купи тӑрринче сӑрт ҫинчи пек выртнӑ, унӑн ҫурӑмӗ тыррӑн канӑҫ паракан ҫемҫелӗхне туйнӑ. Аллисене пуҫ айне хурса тата пӗтӗм шӑмшак ывӑннине туйса, вӑл уйӑх ҫутиллӗ, кӑн-кӑвак та пит ҫӳллӗ тӳпене пӗр куҫ хупмасӑр пӑхса выртнӑ.

Кондратьев киличчен пӗччен пулса, унӑн чи паллӑ вӑхӑтсене, чи кирлӗ ответсене тепӗр хут аса илес килнӗ. Вӑл пӗччен пулнӑ, шухӑшлама ӑна никам та чӑрмантарман пулсан та унӑн шухӑшӗсем хальчченхи пекех хӑйсен колхозӗ ҫине куҫса пынӑ. «Санӑн кулянмалла мар, савӑнмалла», — аса илнӗ вӑл Татьяна сӑмахӗсене, вара ӑна хӑй мӗнпе пурӑнни пурте, — «Красный кавалерист» та хӑйӗн бригадисемпе, выльӑх-чӗрлӗх фермисемпе пӗрле, Усть-Невински ГЭС та уй-хирӗнчи пӗтӗм юпасемпе пӗрле, комбайнсем, тракторсем, автомашинӑсем те, элеватора илсе каймалли тырра тиенӗ лавсем те, Родниковскинчи ҫӗнӗ шкул та, Ӗҫ Геройӗ Андрей Васильевич Кнышев та хӑйӗн лаша кӗтӗвӗсемпе пӗрле, ҫеҫенхирте янӑракан каҫхи юрӑ та, тырӑсем купаланса выртакан йӗтемсем те, вӑл хӑй те, — ҫаксем вӗсем пурте тата пӗтӗмпех Сталин биографийӗ пулать пек туйӑннӑ. «Пурнӑҫӑн паллӑ вӑхӑчӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ те ӗнтӗ», — шухӑшларӗ вӑл, вара пуҫа ҫак шухӑшсем килсе кӗнипе чӗрене те ҫӑмӑл пулса тӑнӑ.

Вӑл куҫне хупмасӑр выртать, ҫывӑхра ҫав-ҫавах хӑй пӗлекен юрӑ ҫӳлелле ҫӗклене-ҫӗклене янӑрать, ҫеҫенхир ҫинче ҫаплах сайра ҫӑлтӑрсемлӗ таса тӳпе, хӑйӗн ҫутӑ куҫӗсемпе уйӑх ҫаплах ҫӗр ҫине пӑхать. «Манӑн мӗнле тикӗсреххӗн те илемлӗреххӗн каласа парас-ши? — ыйтнӑ вӑл, анчах кирлӗ ответне тупайман. — Чун-чӗрепе туйса тӑратӑп, анчах сӑмахпа каласа пама пултараймастӑп Акӑ, ҫак тӳпе пекех: ун ҫине темӗн чухлӗ пӑхсан та, пурне те пӗр харӑс кураймастӑн, — Сталин пурнӑҫӗ те ҫавӑн пек…» Ҫак шухӑш ӑна савӑнтарчӗ, вара ӑна хӑй сӗтел патне хӑюллӑн утса пынӑ пек курӑнчӗ; Кондратьев ура ҫине тӑнӑ та, ал парса ыйтать: «А ну, бригадӑри парторг Варвара Аршинцева, ҫулпуҫ биографине эсӗ мӗнле вӗренни ҫинчен каласа пар-ха пире?» «Каласа паратӑп, — хӑюллӑн ответлет вӑл, — анчах эсир мана ан чарӑр, эпӗ хама майлӑ каласа паратӑп…» «Ху пек кала — итлетпӗр…»

Варвара Сергеевна шухӑшсене пухма тӑнӑччӗ кӑна, сасартӑк ҫывӑхрах машина кӗрлени илтӗнчӗ, фара тырӑ купине ҫутатрӗ, юрӑ юрлама пӗр самантрах пӑрахрӗҫ; вара Дарья йӗтем ҫине чупса пычӗ те:
— Варюша! Эсӗ мӗн ҫывӑратӑн? Кай, Кондратьев килчӗ! Хворостянкина та илсе килчӗ! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Машинӑран чи малтан сӗлкӗшлӗ те ҫилленчӗклӗ Хворостянкин тухрӗ. Кондратьев сӗтел патӗнчи ҫынсен ушкӑнне кӗчӗ, сывлӑх сунчӗ, айккинче тӑракан Варвара Сергеевнӑна куҫӗсемпе шыраса тупса каларӗ:

— А! Парторг! Ҫывӑхарах кил… Ну, сывлӑх сунатӑп, Варвара Сергеевна. — Вӑл, табуретка ҫине ларса, лампӑна кӗтесселле тӗртсе лартрӗ. — Кая юлнӑшӑн пурин умӗнче те каҫару ыйтатӑп. Ҫул ҫинче Игнат Савельевича тӗл пултӑм та, пирӗн унпа калаҫу пулчӗ, ҫавӑнпа кая юлтӑм.

— Хворостянкин килни аван-ха, — терӗ Варвара Сергеевна. — Вӑл списокра пӗрремӗшӗ.

— Эпир списоксӑрах ирттерӗпӗр, — терӗ Кондратьев, картузне хывса тата кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ тӑнлавне якаткаласа илсе. — Кружоксенчи занятисем пирӗн ялан пекех кӗркунне пуҫланнине эсир пӗлетӗр. — «Красный кавалерист» колхозра, сӑнавлӑха, занятие ҫулла чи хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтӗнче те ирттерме пӑрахас марри ҫинчен эпир Татьяна Николаевнӑпа калаҫса татӑлтӑмӑр. Сӑнав ӑнӑҫлӑ пулни пур енчен те курӑнать… Халӗ сирӗн пӗлӗве тӗрӗслес пирки. Тӗрӗслӳ кӑштах яланхи пекех мар пулать. Пурте ман ҫывӑхарах ларӑр, Сталин юлташӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗсем ҫинчен эпир пурте пӗрле калаҫӑпӑр та, вара мӗн тата мӗнле вӗренни ҫинчен, мӗне ӑнланни калаҫура палӑрӗ. Ҫавӑн пек-и, Татьяна Николаевна?

Татьяна килӗшсе пуҫне сулчӗ. Сӗтел патне пӗр самант хушшинче тырӑ тултарнӑ михӗсем — лармалли ҫемҫе вырӑнсем — йӑтса пынинчен те, тенкелсем лартса, сӗтел хушшине пурте йӗри-тавра типтерлӗ ларса тухнинчен те Кондратьев сӗнӗвӗ пурне те кӑмӑла кайни курӑнчӗ. Варвара Аршинцева, пӗрре Татьяна ҫине, тепре Кондратьев ҫине кӑмӑллӑн пӑхкаласа, ҫапла шухӑшларӗ: «Пӗрле калаҫни — ку питех те тӗрӗс, пурин те чӗлхисем уҫӑлаҫҫӗ… Ҫакӑнпа пӗрлех тата хамӑр колхоз ҫинчен те калаҫӑпӑр… Хворостянкина хӑйпе пӗрле илсе килсе, Николай Петрович питӗ тӗрӗс тунӑ».

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех