Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫӗсем валли анчах шӑтӑк хӑварчӗ те, пичӗсене чӗркесе ҫыхнӑ ыйткалакан хӗрарӑмсем тӑракан ӗрет урлӑ иртсе, чиркӗве кӗчӗ; унчченхи пек вӑл ҫак ыйткалакансенчен кулмарӗ.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Вӗсем, аякранах асӑрханӑ хӗрарӑмӑн шлепке айӗнчи питне курасшӑн пулса, ҫамрӑк коллежски регистраторсем пекех васкаса утаҫҫӗ: ҫак мӑнтӑр тутисемпе пичӗсене хӗретнӗ хӗрарӑмсем вара нумайӑшӗн кӑмӑлне каяҫҫӗ, пуринчен ытларах вӗсене сиделецсем, артельщиксем, яланах нимӗҫле тӑхӑнса тата алла-аллӑн тытӑнса йышпа ҫӳрекен купецсем кӑмӑллаҫҫӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Вӑл вӑхӑтра Невски проспект пушӑ; магазинсен самӑр хуҫисемпе вӗсен приказчикӗсем хӑйсен Голланди кӗписене тӑхӑнса ҫывӑраҫҫӗ е хырӑнма тесе ырӑ пичӗсене супӑнь кӑпӑкӗ сӗреҫҫӗ, кофий ӗҫеҫҫӗ; кондитерски лавккасем умне ыйткалакансем пуҫтарӑнаҫҫӗ; ӗнер шоколад йӑтса шӑна вӗҫнӗ пекех чупса ҫӳренӗ ҫамрӑк тарҫӑ галстуксӑрах, ыйхӑллӑн, аллине шӑпӑр тытса тухать те вӗсене типсе кайнӑ кукӑльсемпе ҫисе ярайман татӑксем ывӑтса ларать.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Унтан вӑл алӑран алла куҫнӑ, ҫӳлерех те ҫӳлерех кайса пынӑҫемӗн такамӑн аллисене тата пичӗсене ҫуланӑ, юлашкинчен вара галеркӑна пырса лекнӗ…
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Сергей куҫне уҫать, хӑй ҫинелле ӳпӗннӗ ҫынсен пичӗсене пӑхать.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫерем ҫинче, ҫулӑм хыпса илнӗ пӳртрен инҫех те мар, вӗсен пичӗсене хутнӑ кӑмака умӗнче тӑнӑ пек пӗҫерсе илнӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Каялла ҫаврӑнса пӑхсан, Григорий хӗрарӑмсен шурса кайнӑ пичӗсене, амӑшӗн анкӑ-минкӗллӗн чарӑлнӑ куҫӗсене асӑрхарӗ.Оглянувшись, Григорий увидел омытые бледностью лица женщин, беспамятные глаза матери.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Казаксем урсах кайрӗҫ тейӗн — кӑшкӑрашаҫҫӗ: «Дон!.. Пирӗн Дон! Лӑпкӑ Дон! Аттемӗр, савӑнӑҫӑмӑр! Ур-р-ра-а-а-а-а!» — унтан хайхи кантӑк витӗр, кӗперӗн тимӗр карлӑкӗ урлӑ тӳрех шывалла, карттусӗсене, кивӗ шинелӗсене, минтер пичӗсене, кӗпи-йӗмӗсене, ытти ӑпӑр-тапӑрӗсене ывӑтма пуҫлаҫҫӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Акӑ ҫул варринче виҫӗ арҫын тӑсӑлса выртаҫҫӗ: вӑйлӑ аллисене улӑпла сарса пӑрахса, вӗсем месерле ҫывӑрнӑ; хӗрсем хӗвелпе пиҫнӗ пичӗсене хӑйсем тунӑ хӳшше пытарса выртнӑ, чӗркуҫҫийӗсене хутлатса, юбка аркипе аран-аран виткеленӗ; пӗр юпа тавра ушкӑнӗпех ҫамрӑк ача-пӑча выртса тухнӑ, — ыйхи ытла тутлӑ пулнӑран вӗсем шӑрӑха та сисмен; вӗсенчен инҫех мар пӗр хӗрарӑм ӳпне выртнӑ, унӑн саланнӑ ҫивӗчӗ пӑхӑр тӗслӗ пулса кайнӑ, ҫара хулпуҫҫийӗсене хупланӑ…
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пуҫне ҫӗклесен, шӑпах ларакан ҫынсен сивӗрех пичӗсене, кӗтесре Тимофей Ильичӑн йӑлтӑркка куҫӗсене курсан, пӳрнисем ун лашах кайрӗҫ, тетрадь ҫине тӑрӑшса ҫырнисем кулӑшла та кӳренмелле пек туйӑнчӗҫ.
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӗкӗсене шӑртлантарса хунӑ хура кайӑксене аса илтерекен юлан утҫӑсем лапсӑркка ҫӗлӗкӗсене сӑмсисем ҫине антарса лартнӑ; вӗсем ҫулланса тӑракан хӑмӑр ӳтлӗ пичӗсене пашлӑкпа кӗптенӗ те йӗнерсем ҫинче шӑнса кӳтнӗ пек хутланса пыраҫҫӗ.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Серпуховран пуҫласа вагонра, яланхи пекех, тӗп хула патне ҫитнине пӗлтерекен тӗркӗшӳ пуҫланчӗ; вагонра тӑварланчӗ, никам та выртасшӑн мар — хӑшӗ пичӗсене ҫунӑ е чемоданӗсене тирпейленӗ, теприсем чӳрече умӗнче кӗпӗрленсе тӑнӑ.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергее курсан, ачасем лӑпланчӗҫ, Савва питшӑлли илсе вӗсен йӗпеннӗ куҫӗсене, пичӗсене, сӑмси айӗсене те шӑлса тасатрӗ, вара иккӗшне те сӗтел хушшине лартрӗ, унта аслисем сӗтлӗ пӑтӑ ҫисе ларнӑ.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Алӑри ачаллӑ хӗрарӑмсем те, ачасӑр хӗрарӑмсем те пур; пичӗсене писев сӗрнӗ ҫамрӑк тӑлӑх арӑмсем те килнӗ, Сергей ҫине вӗсем кӗвӗҫсе пӑхса тӑраҫҫӗ; фронтран килнӗ ҫар тумтирлӗ ҫынсем те пур, вӗсен кӑкӑрӗсем ҫинче орденсем, медальсем…
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫывӑхрах кӗпӗрленсе тӑракан офицер арӑмӗсем пичӗсене тутӑрсемпе хупласа йӗреҫҫӗ, казаксем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпех казармӑсене саланаҫҫӗ.Толпившиеся неподалеку жены офицеров плакали в платочки, к казарме ватагами разъезжались казаки.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Казаксем пичӗсене ҫӑваҫҫӗ, апатланма пухӑнаҫҫӗ.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий курчӗ: еврей такӑнса ӳкрӗ те, пичӗсене аллапписемпе хупласа, вахмистр еннелле ҫаврӑнчӗ.Григорий видел, как еврей споткнулся и, закрывая лицо ладонями, повернулся к вахмистру.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Станцисенче — пурне те пӗлесшӗн ырӑ кӑмӑллӑ куҫсем казаксен шӑлаварӗсен лампасӗсене, хӗвелте ӗҫленипе пӑхӑр пек хӑмӑрланса кайнӑ пичӗсене хыпашлаҫҫӗ.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинья пичӗсене аллапписемпе хӗстерсе тытнӑ та якалса ҫитмен тумхахлӑ ҫул тӑрӑх енчен енне тайкаланса ыткӑнакан кӳмеллӗ урапа ҫинче, чарӑлса кайнӑ куҫӗсемпе ухмаха ернӗ пек пӑхкаласа, силленсе пырать.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫав хушӑрах ҫамрӑк арӑмсемпе хӗрсем, тарланӑ пичӗсене тӗрленӗ тутрисемпе шӑлса, хӑйсен ушкӑнӗнчен каллех ташлама тухрӗҫ, йӗкӗчӗсем те ӗнтӗ, аллисемпе пилӗкӗсене ярса тытнӑ та, ун-кун пӑхкаласа, лешсене хирӗҫ ыткӑнма хатӗрех тӑраҫҫӗ, шӑп ҫав вӑхӑтра ватӑ есаул ҫамрӑк мӑшӑра пиллеме икӗ икон илсе тухрӗ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.