Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: X сыпӑк

Пай: Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ –> Пӗрремӗш кӗнеке

Автор: Мария Ухсай

Ҫӑлкуҫ: Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хушнӑ: 2020.02.22 15:07

Пуплевӗш: 225; Сӑмах: 1688

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Сергей станица советне пычӗ. Килкартинче тачанка тӑрать, вӑл ҫара пылчӑк рессорӗсем те, ураписем те, тӗнӗлӗ те, ҫуначӗсем те тӑмран тунӑ пекех туйӑнаҫҫӗ. Кучер, кӗрнеклӗ те пысӑк пуҫлӑ вунултӑ ҫулхи ача, катраланса таракан ҫӑмлӑ йӗпе лашасене тӑварнӑ, лашисен ура хушшисем кӑпӑкланса тӑраҫҫӗ. Кучер Дорофей ятлӑ пулнӑ. Вӑл вӑтанчӑк кӑвак куҫлӑ, чӑмӑркка сӑмсаллӑ, сарӑ куҫхаршиллӗ ача. Савӑнӑҫлӑ сарлака пичӗ хӗвелпе те вӗри ҫилсемпе ҫав тери ҫунса хуралса кайнӑ, ӳт-тирӗ тӗксӗмленнӗ, бронза пек туйӑнать. Хӑйӗн ӗҫне Дорофей тем вырӑннех хурать, ун шухӑшӗпе, станица совечӗн кучерӗ пулма пултаракан ҫын питӗ сахал. Ҫулсем пирки, лашасен йӑлисем пирки, кӗтӳ кӗтмелли вырӑнсем ҫинчен тата лашасене шӑвармалли шывсем ҫинчен калаҫма юратать.

— Эпир тин кӑна хиртен таврӑнтӑмӑр, — мӑнкӑмӑллӑн каларӗ вӑл, сӳсменне тачанкӑн турти ҫине ҫакса. — Ой, ҫулсем пылчӑклӑ!

Сергей, Дорофейпе кӑшт калаҫнӑ хушӑра Савва килне апат ҫиме кайнине пӗлсе, Остроухов патне утрӗ… Савва авлансан ашшӗнчен уйрӑлса тухнӑ та, площадьрен инҫех мар, хӑй ҫуртӗнче пурӑннӑ. Калинккене уҫса, Сергей лапкипех симӗс курӑк ӳсекен пӗчӗк килкартине кӗчӗ, пӗчӗк ачасем питӗ ҫивӗч ҫухӑрнине илтсен: «Э, эпӗ ачасен яслине пырса лекрӗм пулас», — тесе шухӑшларӗ те иртсе пыракан хӗрачаран председатель ӑҫта пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗлес тенӗччӗ ҫеҫ, хыҫалтан сасӑ илтӗнсе те кайрӗ:

— Сережа! Кӗр! Питӗ аван, апат тӗлнех пултӑн! — ун патнелле пылчӑкланнӑ атӑпа кӗпесӗр Савва утса пычӗ. Вӑл тин ҫӑвӑннӑ та хӑйӗн ҫирӗп ҫамрӑк ӳтне сарлака алшӑллипе шӑлса типӗтет. Савва Сергей аллине нӳрлӗ те вӑйлӑ пӳрнисемпе чӑмӑртарӗ, ҫамки ҫине ӳкекен йӗпе ҫӳҫне аллипе хыҫалалла шӑлса ячӗ, пӳрчӗ ҫинелле савӑнӑҫлӑн пӑхса илчӗ. Пӳртӗнчен ачасем макӑрнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ.

— Ҫемье кӗрлет! — кула-кула каларӗ вӑл. — Оркестр хамӑнах!

— Нумай-им вӗсем сан? — ыйтрӗ Сергей.

— Халлӗхе тӑваттӑ.

— Мӗншӗн — халлӗхе?

— Пиллӗкмӗшне кӗтетӗп. — Сергей кулнине асӑрхасан, Савва вӑтанчӗ. — Пиллӗкмӗшӗ те пулин хӗр ҫураласчӗ, тӑваттӑшӗ те арҫын ача, заказ парса тунӑ пекех. Питех те ҫухрашкасем.

— Нумай пулмасть хусахчӗ-ха эсӗ? — йӑл кулчӗ Сергей.

— Нумай пулать, Сережа, нумай. Астӑватӑн-и, эсӗ вӗренме кайрӑн, эпӗ авлантӑм. Вара вӑрҫӑ пуҫланчӗ. Вӑхӑт сахалах иртмен.

— Эпӗ вӑрҫӑра чухне эсӗ ҫак ҫухӑракан ачасене ӗрчетнӗ иккен, — терӗ Сергей, шӳт туса.

— Ачисем аван, — савӑнса каларӗ Савва. — Кӗр пӳрте. Эпӗ сана ӗнтӗ Хохлаков вӗҫертмӗ тесе шутланӑччӗ… Мана вӑрҫрӗ пулӗ, тиркерӗ пулӗ… Апла-капла, вӑрҫӑра пулман, тар шӑрши шӑршласа курман, терӗ пулӗ. Юратать вӑл тиркеме. Эпӗ ҫара каясшӑн пулнӑ чухне хӑех мана ҫухӑрса пӑрахрӗ: «Тылра ҫӗнтерӗве кам туптӗ?»

Вӗсем пӳрте кӗчӗҫ. Икӗ кӗҫӗн ачи ҫеҫ макӑрнӑ пулнӑ-мӗн — иккӗшӗ те кӑпӑш ӳтлӗ, ҫавра пуҫлӑ, кӑвак куҫлӑ. Сергее курсан, ачасем лӑпланчӗҫ, Савва питшӑлли илсе вӗсен йӗпеннӗ куҫӗсене, пичӗсене, сӑмси айӗсене те шӑлса тасатрӗ, вара иккӗшне те сӗтел хушшине лартрӗ, унта аслисем сӗтлӗ пӑтӑ ҫисе ларнӑ.

— Акӑ тӗп айӑпӗ ҫакӑнта ӗнтӗ, — терӗ савӑнӑҫлӑн Савва, алӑкран арӑмӗ Анюта кӗнине курсан. Арӑмӗ аллине пӗр ывӑҫ симӗс сухан тытнӑ. — Паллашӑр… Сережа, эсӗ манӑн арӑма палламастӑн вӗт. Вӑл хутортан… Анюта, ку акӑ Сережа. Астӑватӑн-и, эпӗ сана ун ҫинчен текех калаттӑм ?

— Тӗлӗнмелле, ман ҫинчен мӗн каласа кӑтартнӑ-ши вӑл? — ыйтрӗ Сергей, кил хуҫи арӑмӗн пӗчӗк ҫемҫе аллине ерипен чӑмӑртаса.

— Эсӗ танкра ҫуннӑ пулать вара, — вӑтаннипе хӗрелсе кайса каларӗ Анюта. — Эпӗ ӗненмен. Тимӗр епле ҫунма пултартӑр-ха?

— Астӑватӑн-и, Сережа, сан ҫинчен хаҫатсем ҫинче ҫыратчӗҫ? — терӗ Савва.

— Вӑрҫӑра тимӗр те ҫунать, — терӗ Сергей, тусӗн арӑмне пӑхкаласа.

Анюта ҫӳллӗ мар, анчах тулли ӳтлӗ пирки ун ҫире пурри палӑрмасть те. Вӑл лӑпкӑн, майӗпе утать, калаҫасса ерипен, кӑмӑллӑн кулса калаҫать, савӑнӑҫлӑ куҫӗсем чакӑр. Ачасене вӑл питӗ юратнӑ, юри пысӑк ҫемье амӑшӗ пулмах ҫуралнӑ тейӗн. Ачасене вӑл лайӑх пӑхма пӗлет: пӗрне алла тытать, теприне ачашлать, теприн кӗпи тӳмине тӳмелет, теприне чуптӑвать, — ачасене пӑхма кӑна темиҫе ҫул вӗреннӗ пекех… Апат хыҫҫӑн, Анюта ачисемпе килкартине тухсан, Сергей хӑйӗн тусӗ ҫине пӑхса каларӗ:

— Ӑмсанатӑп… Арӑму аван санӑн. Кун пекки часах амӑш-героиня пулать.

— Эсӗ ан ӑмсан, ман пек пулма васка, — кулса тавӑрчӗ Савва.

Сергей йӑл кулчӗ, Иринӑна, уйӑх ҫутатнӑ сӑрта аса илчӗ, анчах ним те чӗнмерӗ… Икӗ тус, тепӗр пӳлӗме кӗрсе, диван ҫине ларчӗҫ те табак чӗртсе ячӗҫ.

— Ну, вӑрҫӑ хыҫҫӑн сана пирӗн инҫетри тыл епле кӑмӑла каять? — ыйтрӗ Савва.

— Тӳррипе каласан, сирӗн инҫетри тыл питех кӑмӑла каймасть.

— Ютшӑнтӑн-им?

— Ҫук, ютшӑнман… Мӗншӗн эсир пӗр вырӑнта тӑпӑртатса тӑратӑр? Мӗншӗн ылтӑн вӑхӑта сая яратӑр?

— Айӑпӗ манра мар.

— Камра?

— Хохлаковпа калаҫнине илтрӗн-ҫке эсӗ. Ӑна ӳкӗте кӗртеймӗн, — терӗ Савва, кулкаласа.

— Мӗн ӳкӗтлес ӑна? Федор Лукич сана ытла пысӑка ӗмӗтленнӗшӗн айӑплать. Вӑл тӗрӗс калать. Эс шухӑшланинчен мӗн усси, ӑнлан-ха? Илемлӗ пурнӑҫ ҫинчен шухӑшлани кӑна сахал, ӑна туса лартас пулать… Епле? Ҫаплах. Усть-Невински станицин пилӗк ҫуллӑх планне тумалла та Хохлаков сӗтелӗ ҫине пырса хумалла. Унта вара пурне те тӗрӗс, тӗпӗ-йӗрӗпе кӑтартса памалла: мӗскер тумалла, хӑҫан, ӑҫта, строительство материалӗ, ӗҫлекен вӑй мӗн чухлӗ кирлӗ пулать. Вӑл планра виҫӗ колхоза та харпӑр хӑй вырӑнне кӑтартса памалла, кунта тырӑ тухӑҫлӑхне хӑпартмалли те, выльӑх-чӗрлӗх шутне ӳстермелли те, сад пахчисем лартасси те, фермӑсемпе хирти стансене тӑвасси те, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетесси те пултӑр… Ҫавсем пӗтӗмпех Хохлаков сӗтелӗ ҫине ҫитсе выртсан, вара пушӑ сӑмах мар, тӗплӗ те ҫирӗп калаҫма пулать. Вара эпир ӑна ҫапла калама пултарӑттӑмӑр: Федор Лукич, ырӑ ҫын пулса, пирӗн плансене пӑхса тухӑр та алӑ пусса парӑр. Хирӗҫ пырсан, пӗтӗм станицӑсем пӗр тан пымалла тесен, эпир райкома, Кондратьев патне кӑйӑпӑр. Унта та пирӗн майлӑ пулмасан, края, Мускава ҫитӗпӗр, анчах хамӑрӑнне тӑватпӑрах… Эсӗ мӗнле шутланӑ? Кунта пӗр ӗмӗтпе кӑна нимех те тӑваймӑн.

Савва пуҫне чикрӗ те шухӑша кайрӗ.

— Тӗрӗс, — терӗ те вӑл пуҫне ҫӗклемерӗ. — Эпӗ сантан ыйтасшӑнччӗ… Намӑс пулсан та, ыйтам-ха. Эсӗ пӗлекен ҫын, институтра та вӗреннӗ, вӑрҫӑра та пулнӑ — Каласа пар мана, кам вӑл Антей? Хохлаков ялан ҫав Антейпе хӑртать мана. Кам вӑл Антей, эпӗ, тупата, пӗлместӗп… Ыйтма аван мар.

— Никам ҫӗнтереймен вӑйлӑ улӑп ҫинчен ҫавӑн пек халап пур. Ун ҫинчен Сталин питӗ аван каланӑ. Вуламан-и? Начар, Савва, начар. Вуласа тух… Тӗп шухӑшӗ ҫапла: ертсе пыраканӑн халӑхран татӑлса кайма юрамасть.

— Эпӗ мӗнех вара унта?

Сергей Савва ҫумнерех сиксе ларчӗ.

— Итле, Савва, ыран исполком ларӑвне пух, унта колхоз председателӗсене, бригадирсене чӗнтер. Станицӑн пилӗк ҫуллӑх планӗ ҫинчен калаҫма пуҫлатпӑр. Унсӑрӑн ҫапла пулма пултарать: эсӗ шухӑшласа ларӑн, кӳршӗсем пиртен иртсе кайӗҫ…

— Исполкома мӗншӗн пухас? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Савва. — Малтан иксӗмӗр ларӑпӑр та ҫырӑпӑр. Учительсене чӗнме пулать, йӗркеллӗ, яка тухтӑр.

— Ҫырма эпир ӗлкӗрӗпӗр, — ура ҫине тӑрса каларӗ Сергей. — Малтан ҫынсене итлесе пӑхар, вӗсем мӗн калӗҫ. Сана та пӑртакҫӑ критиклеччӗр.

— Мӗншӗн?

— Ку тарана ҫитсе те ҫав ыйтӑва сӳтсе явманшӑн.

— Эпӗ хам та шутланӑччӗ… — Савва каласа пӗтереймерӗ. — Ӑҫта пуҫтарнӑпӑр? Пӗтӗм халӑх уйра.

— Уйрах пуҫтарнӑпӑр. Пӗр-пӗр бригадӑра. Эсӗ пурин ҫинчен те шухӑшласа пӑх.

— Докладне кам туса парӗ?

— Докладсӑр та аванах пулӗ. Эсӗ кӑшт каласа парӑн. Ытти ҫынсем калани кирлӗ.

Калаҫу каҫченех тӑсӑлчӗ. Икӗ тус пурин ҫинчен те калаҫса татӑлма ӗлкӗрчӗҫ: ларӑва Кочубей ячӗпе тӑракан колхоз хирӗнче ирттерес, терӗҫ, мӗншӗн тесен, вӑл станица варринче ларать; Саввӑн колхоз председателӗсемпе калаҫса, вӗсене тухса калама хатӗрлемелле. Ку ларӑва агрономсене, зоотехниксене, пахча ҫимӗҫ пӑхакансене чӗнес, терӗҫ… Тӗттӗм урампа (уйӑх хӑпарайман-ха) утнӑ май, Сергей ҫапла шухӑшларӗ: «Ӗмӗтпе ҫӳреме ҫӑмӑл-ҫке… Ну, эпӗ Саввӑна пулӑшӑп. Чи йывӑрри — пуҫласа ярасси, вара каять…» Савва ҫинчен Хохлаковпа калаҫнине аса илчӗ те Сергей кулса ячӗ: «Ӗмӗтпе пурӑнма юратакан ҫын. Анчах Савва килйыш ӗҫӗнче пысӑк практик иккен… Тӑватӑ ывӑл, пиллӗкмӗш проектра — шӳт мар! Акӑ сана Савва!» Хӑй тусӗн шавлӑ та ҫамрӑк ҫемйи Сергее тӗлӗнтернӗ те, савӑнтарнӑ та. «Эсӗ ан ӑмсан, ман пек пулма васка…» — аса илчӗ вӑл Савва сӑмахӗсене… Ҫавӑнтах ун куҫӗ умне Ирина тухса тӑчӗ, унӑн хӑюллӑ чӗрӗ куҫӗсем ун ҫине ачашшӑн пӑхса, илӗртсе тӑраҫҫӗ. «Кил, Сережа, мана юрататӑн пулсан, паянах кил». Ку сӑмахсем хӑйсемех аса килчӗҫ, вара вӑл хӗр алӑ панине, пӑшӑрханса пӑхса илнине аса илчӗ те унӑн ҫав тери Иринӑна кайса курас килчӗ. Сергей пӗр самантлӑха килне кӗрсе ҫӗнӗ кительпе бриджи тӑхӑнчӗ, амӑшне апат ҫиес килмест тесе, чӑх-чӗп фермине тухса чупрӗ. Хыҫалтан пӑхса юлнӑ амӑшӗ хурлӑхлӑн пуҫне сулкаларӗ. «Ах, ывӑлӑм, ывӑлӑм, — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, — лара-тӑра пӗлменскер. Текех ҫӳретӗн, ялан сан вӑхӑту ҫук… Киле килни вуннӑмӗш кун ӗнтӗ, эпӗ пур, сана тӑраниччен кураймарӑм та-ха».

Тул ҫутӑлас умӗн Сергей савӑнӑҫлӑн юрла-юрла таврӑннине илтсен, Ниловна шикленсе ӳкрӗ: «Турӑ ҫырлах, ӳсӗр пулас-ҫке ку», — тесе шухӑшларӗ. Сергей хулӑн сасӑпа ӗнеркелесе килкартине кӗчӗ. Вите патне пырса ӗнепе калаҫрӗ, вара шавлӑн алкум алӑкне уҫса ярса, пурне те вӑратрӗ… Малти пӳлӗме иртсе, ыйхӑллӑ, нимӗн ӑнланса илме ӗлкӗреймен Анфисӑна чуптуса пӗтерчӗ.

— Йӑмӑкӑм, — терӗ вӑл куҫӗсене йӑлтӑртаттарса, — манӑн чуна пӗлесчӗ сан, юратнӑ йӑмӑкӑм!

— Эпӗ сисетӗп…

— Сисетӗн пулсан кала, кала эппин!

— Пӗр-пӗр хӗр ҫавӑрчӗ-и?

Ниловна хыпаланса юбка тӑхӑнса ячӗ те, утнӑ ҫӗртех пиҫҫиххине ҫыхса, малти пӳлӗме кӗчӗ. Вӑл ним ыйтма та ӗлкӗреймерӗ, Сергей ӑна ыталаса илсе хӑй кӑкӑрӗ ҫумне сав тери хытӑ пӑчӑртарӗ, карчӑк ахлатсах ячӗ.

— Мӗскер пулнӑ сана, ывӑлӑм?

— Савӑн, ӑнне! Манӑн качча илмелли хӗр пур!

— Турра шӗкӗр… Маттур, маттур, — савӑнса кайрӗ амӑшӗ. — Кам-ши вӑл? Пирӗн станицӑранах-ши?

— Халӗ каламастӑп, анне… секрет!

Аялти кӗпе-йӗмпех пӳрте Тимофей Ильич кӗчӗ. Ҫиелти тумсӑр вӑл тата ҫӳллӗрех те ырхантарах курӑннӑ.

— Мӗскер кӗрлетӗр эсир кунта?

— Авланатӑп, атте!

— Халех-и? — хӗпӗртесе ыйтрӗ старик.

— Мӗн кӗтес?

— Иккӗшӗнчен пӗрне суйлас пулать: е пилӗк ҫуллӑх план, е авлан…

— Эпӗ, атте, ӑна та, куна та харӑс тӑвӑп. Ӗлкӗрӗп…

— Апла пулсан, юрӗ, — мӑнкӑмӑллӑн каларӗ Тимофей Ильич. — Сан куҫҫулӗ те тухнӑ-и? — терӗ вӑл, Ниловна куҫҫуль юхтарнине асӑрхаса. — Инкек ку хӗрарӑмсемпе! Кулмалла чухне макӑраҫҫӗ… Евчисене хӑш еннелле ярӑпӑр-ха? — ыйтрӗ вӑл Сергейрен.

— Евчӗсем кирлӗ пулмаҫҫӗ пулӗ тетӗп, атте. — Сергей кулса ячӗ. — Начар каччӑсене, хӗрпе пӗр сӑмах та калаҫма пӗлмен ҫынсене ҫеҫ евчӗ кирлӗ… Эпӗ хамах чаплӑ евчӗ.

— Вӑл тӗрӗс, — килӗшрӗ ашшӗ. — Анчах йӑлине тӑвасах пулать. Мӗнле апла? Евчӗсӗр епле авланмалла?

Сергей чӗнмерӗ. Кительне хывса, сак ҫине выртрӗ. Аллисене сарлакан сарса пӑрахрӗ те ҫавӑнтах ҫывӑрса кайрӗ. Тимофей Ильич, Ниловна, Анфиса пӳртрен ерипен тухрӗҫ. Чи кайран Анфиса тухрӗ, алӑка хупнӑ чух вӑл пиччӗшӗ ҫине пӑхса илчӗ, пиччӗшӗн хулӑн куҫхаршиллӗ пичӗ тӗлӗкӗнче те кулса выртнине асӑрхарӗ…

Сергей нумай ҫывӑрнӑ. Кӑнтӑрла ӑна Савва вӑратрӗ. Вӑл уя кайса ҫаврӑннӑ, унтан тӗксӗмленсе те питӗ ҫилленсе таврӑннӑ. Сергее тӗрткелесе вӑратсан, вӑл исполком ларӑвне тепӗр виҫ-тӑватӑ куна хӑвармалла пулать, терӗ. Тырӑ типшӗрнӗ, васкавлӑ ӗҫлемелле, тата МТС-ран комбайнсем ҫитнӗ, ыран урпа вырма пуҫламалла.

— Комбайнпа вырма эпир хатӗр мар, — терӗ Савва. — Пӗр колхозра та машина каймалӑх ҫул уҫман. Паян эпӗ Рагулинпа та, Артамашовпа та вӑрҫрӑм. Анчах, мӗн усси! Хире тухса кайрӗҫ. Паян питӗ хӗрӳ кун. Ыран ҫӑмӑлтарах пулать…

Савва тачанка ҫине ларчӗ те Дорофее Кочубей колхозӗн пуссине кайма хушрӗ.

— Сережа! Эсӗ мана ыран кӗт! — тесе ҫухӑрчӗ вӑл урамран.

Иртрӗ пӗр кун, иккӗмӗш те, виҫҫӗмӗш те иртрӗ — Савва пусӑран таврӑнаймарӗ. Пилӗк кунтан урамра урапа сасси илтӗнчӗ, тачанка Тутариновсен килкарти умӗнче чарӑнчӗ.

— Ну, пурне те йӗркелерӗм пулас, — терӗ Савва, Сергей патнелле утса. — Тырра ҫулма пуҫларӗҫ, тырри те элеватора кая пуҫларӗ!

— Исполком ларӑвӗ пирки мӗнле? — ыйтрӗ Сергей.

— Вӑл та хатӗр. Ҫынсене пӗлтернӗ. Пуҫтармалли вырӑн — «Кочубейӗн» иккӗмӗш бригада пусси. Председательсем хатӗрленчӗҫ, вӗсем хӑйсем кӑна мар, экспертсемпе пыраҫҫӗ… Чӑн-чӑн ассамблея пухӑнать!

— Ку аван! — савӑнчӗ Сергей.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех