Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Коновалов

Автор: Александр Алга

Ҫӑлкуҫ: Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Хушнӑ: 2019.10.26 19:59

Пуплевӗш: 1465; Сӑмах: 14264

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хаҫат листине хӑвӑрт пӑхса пынӑ май, эпӗ Коновалов хушамат тӗл пултӑм та, унпа интересленсе, акӑ мӗн вуласа тухрӑм:

«Ӗнер, ҫӗрле, вырӑнти тӗрмен 3-мӗш камеринче, кӑмака тӗннинчен Муром мещенӗ Александр Иванович Коновалов ҫакӑнса вилнӗ, 40 ҫулта. Ӑна тӗлсӗр ҫапкаланса ҫӳренӗшӗн Псковра хупса лартнӑ пулнӑ та, унтан хӑй ҫуралнӑ ҫӗр-шывнелле этап йӗркипе илсе кайнӑ. Тӗрме начальстви каланӑ тӑрах, вӑл яланах лӑпкӑ, чӗмсӗр те шухӑшлӑ ҫын пулнӑ. Коновалов мӗншӗн ҫакӑнса вилме шут тытнин сӑлтавӗ, тӗрме тухтӑрӗ ҫырса пани тӑрӑх, ӑна кичемлӗх пусса илнинче, темелле».

Эпӗ ҫак кӗске заметкӑна вуласа тухрӑм та, ҫав шухӑшлӑ ҫын пурнӑҫран мӗн сӑлтавпа пӑрахса кайма шут тытнине, тен, кӑшт уҫҫӑнрах ӑнлантарса пама пултарӑп, тесе шухӑшларӑм: эпӗ ӑна пӗлеттӗм. Ун ҫинчен каламасӑр ирттерсе яма пултараймастӑп та пулӗ: вӑл лайӑх ҫынччӗ, ун пеккисене пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче час-часах тӗл пулаймастӑн.

…Коноваловпа тӗл пулнӑ ҫул эпӗ вунсаккӑртаччӗ. Ун чухне эпӗ ҫӑкӑр пекарнинче пекаре пулӑшакан пулса ӗҫлеттӗм. Пекарь салтакра «музыкантсен командинче» пулнӑскерччӗ, вӑл ҫав тери нумай ӗҫетчӗ, час-часах чустана юрӑхсӑра кӑларатчӗ те, ӳсӗрскер тутипе шӑхӑркаласа юрлама тата мӗн ҫинче те пулин пӳрнесемпе пӗр-пӗр юрӑ кӗввине шӑкӑртаттарма юрататчӗ. Пекарня хуҫи ӑна ҫӑкӑра икӗ питлӗ тунӑшӑн е ирхине кӑларса ӗлкӗрейменшӗн ятлас-тӑвас пулсан, вӑл урсах каятчӗ вара, хуҫа ҫине ҫӑвар уҫтарми кӑшкӑратчӗ, кун чухне вӑл яланах хӑйӗн музыкӑра талант пурри ҫинчен каласа хӑваратчӗ.

— Чустана вӑрах тытнӑ! — тесе, вӑрӑм мӑйӑхне шӑртлантарса, хулӑн та тем пирки яланах йӗпе тутине чаплаттарса кӑшкӑратчӗ вӑл. — Пичӗ ҫуннӑ! Ҫӑкӑр чӗрӗ! Ав, епле эсӗ, шуйттан илесшӗ, чалӑш куҫлӑ усал! Эпӗ ҫак ӗҫшӗн ҫуралнӑ-и ҫӗр ҫине? Ылханӑм ҫиттӗрех сан пуҫна ху ӗҫӳпе пӗрле! Эпӗ — музыкант! Ӑнлантӑн-и? Эпӗ пур, альт ӗҫке ярӑнсан — альтпа выляттӑм; гобойя хупса лартсан — гобой вӗреттӗм; корнет-а-пистон чирлесен — ун вырӑнӗнче кам пулнӑ, тетӗн? Эпӗ! Тим-тар-рам-да-ддин! Эсӗ кам? М-мужик, кацап! Расчет пар!

Хуҫа, тачка та шыҫмак ҫын, тӗрлӗ тӗслӗ куҫлӑскер, хӗрарӑм сӑн-питлӗскер, хырӑмне силлентерсе, мӑнтӑр та кӗске урисемпе урайне кисрентерсе, сассине йынӑштарса ҫухӑратчӗ:

— Вӑрӑ-хурах! Христуса сутакан Иуда! — Кӗске пӳрнисене чаркаласа, аллине пӗлӗтелле ҫӗклетчӗ те, сасартӑк хыттӑн, хӑлхана ҫуракан сасӑпа: — Сана пӑлхав тунӑшӑн эпӗ полицие пӗлтерсен? — тесе кӑшкӑратчӗ.

— Патшапа отечество тарҫине полицие-и? — тесе ҫухӑрса яратчӗ те салтак, аллисене чӑмӑртаса, хуҫана хӑмсаратчӗ. Лешӗ тарӑхса ҫитнипе сӑмсине нӑшлаттаркаласа, суркаласа тухса каятчӗ. Ҫапла ҫеҫ; кунсӑр пуҫне вӑл урӑх ним те тума пултарайман, — ҫуллахи вӑхӑтра Атӑл хӗрринчи хулара лайӑх пекарь тупма хӗнччӗ.

Ҫакӑн пек харкашусем кашни кун тенӗ пекех пулса иртетчӗҫ. Салтак ӗҫетчӗ, чустана пӑсатчӗ те тӗрлӗрен маршсемпе вальсем е, хӑй каларӑшле, «нумерсем» вылятчӗ; хуҫа тек шӑлӗсене шатӑртаттаратчӗ вара, мана, ҫакӑн пирки, икӗ ҫыншӑн ӗҫлеме тиветчӗ.

Ҫавӑнпа та, пӗрре хуҫапа салтак хушшинче ҫакнашкал калаҫу хускалса кайсан, эпӗ питӗ хӗпӗртерӗм.

— Ну, салтак, — терӗ хуҫа, ҫиҫсе тӑракан питпе, шӑл йӗрнипе йӑлтӑртатакан пӗчӗк куҫпа пекарньӑна пырса кӗрсе, — ну, салтак, тутуна мӑкӑрт та походнӑй марш выля.

— Тата мӗн?! — терӗ салтак салхуллӑн, чуста хунӑ лар ҫинче выртаканскер; хӑй яланхи пекех ҫурма-ӳсӗр.

— Похода пуҫтарӑн! — терӗ хӗпӗртесе хуҫа.

— Ӑҫта? — ыйтрӗ салтак, лар ҫинчен урисене уснӑ май, темле инкеке сиссе.

— Ӑҫталла кӑмӑлу туртать…

— Кӑна мӗнле ӑнланмалла? — ҫиллессӗн кӑшкӑрчӗ салтак.

— Мӗнле каланӑ, ҫаплах ӑнлан; эпӗ сана тек тытса тӑмастӑп. Расчет ил те, кирек ӑҫталла пултӑр унта — марш!

Салтак, хӑйӗн вӑйне, ҫав хушӑрах хуҫа ним тума пултарайманнине хӑнӑхнӑскер, халӗ хуҫан сӑмахӗ ӑна кӑшт урӑлтарчӗ: хӑй ӗҫне начар пӗлнӗ пирки, вырӑн тупма питӗ хӗн иккенне ӑнланнӑ вӑл.

— Ну, эсӗ ан суй!.. — терӗ вӑл хӑранӑн, ура ҫине тӑрса.

— Каях, кай…

— Каймалла эппин?

— Ҫулу такӑр.

— Ӗҫлесе юрӑхсӑра тухрӑм пулать апла… — хурланса пуҫне сулчӗ салтак. — Ман юна ӗмрӗн-ӗмрӗн те, ӗмсе пӗтерсен, кӑларса ывӑтатӑн пулать. Аван! Эх, эсӗ — эрешмен!

— Эпӗ эрешмен-и? — вӗриленсе кайрӗ хуҫа.

— Эсӗ! Юн ӗмен эрешмен — ҫапла! — витермелле ӗнентерсе каларӗ те салтак, тайкалана-тайкалана, алӑк патнелле утрӗ.

Хуҫа ун хыҫӗнчен шӑл йӗрсе кулса юлчӗ, пӗчӗк куҫӗсем унӑн савнӑҫлӑн ҫиҫсе илчӗҫ.

— Ҫӳре-ха, акӑ халь кам патне те пулсан ӗҫе кӗрейӗн-и! Ҫа-апла! Эпӗ сан ҫинчен, кӑвакарчӑнӑм, таҫта та лайӑх пӑшӑлтатса каласа патӑм, пӗр пуссӑр ӗҫлеме кӗрес тесен те — илес ҫук! Ниҫта та илес ҫук…

— Ҫӗннине тара тытрӑр-им? — ыйтрӑм эпӗ.

— Ҫӗнни вӑл — ӗлӗкхиех. Манӑн пулӑшаканӑмччӗ. Мӗнле пекарь! Ылтӑн! Анчах вӑл та ӗҫекенскер, и-их! Анчах ку вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫеҫ ӗҫке ярӑнать… Акӑ, вӑл килет те ӗҫе тытӑнать, вара виҫ-тӑват уйӑх хушши, упа пек, вӑять кӑна ӗҫе. Ыйхине, канӑҫне пӗлми ӗҫлет, хакшӑн тӑмасть. Юрласа ӗҫлет! Вӑл юрланине, тӑванӑм, итлеме техӗн — чӗрене хурлантарса ярать. Юрлать, юрлать те, унтан каллех ӗҫме тытӑнать!

Хуҫа ассӑн сывласа илчӗ те, «шанчӑкне ҫухатнӑ» тенӗ пек, аллине сулчӗ.

— Ӗҫке ярӑнсан вара — никам та тытса чараймасть ӑна. Чирлесе ӳкиччен е, пӗтӗмпе сутса ярса, ҫарамас тӑрса юличчен ӗҫет… Унтан вара хӑйне намӑс пулнипе-и тен, шуйттан ҫуртаран хӑранӑ пек, таҫта кайса ҫухалать. Акӑ вӑл ҫитрӗ те… Килмеллипех килтӗн-и, Лёса?

— Килмеллипех, — илтӗнчӗ алӑк патӗнчен хулӑн сасӑ.

Унта, хулӗпе алӑк каҫакне тӗренсе, пӗр вӑтӑра ҫитнӗ, ҫӳлӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ арҫын тӑрать. Тумӗпе вӑл чӑн-чӑн босяк, тӗс-пичӗпе — чӑн-чӑн славян ҫынни. Ун ҫинче ҫав тери хуралса, ҫуркаланса пӗтнӗ хӗрлӗ хӑмач кӗпе, пиртен ҫӗлетнӗ шалпар шӑлавар, пӗр уринче калуш юлашки, тепринче — ҫӗтӗк-ҫатӑк сӑран пушмак. Сарӑ-ҫутӑ ҫӳҫӗ сапаланнӑ, ҫӳҫне турпас татӑкӗсем, улӑм пӗрчисем тирӗннӗ; кӑкӑрне хупласа выртакан сарлака сарӑ сухалӗнче те ҫавсемех. Тӑрӑхларах та шуранкарах, ывӑннӑ сӑнарлӑ питне пысӑк кӑвак куҫӗсем ҫутатаҫҫӗ, вӗсем кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ. Сарӑ мӑйӑхӗ айӗнчи тутисем те, илемлӗ те, анчах шуралнӑскерсем, вӗҫӗмех кулаҫҫӗ пек унӑн. Кулли, айӑпа кӗнӗ чухнехи пек: «Акӑ эпӗ ҫапла… Ан тиркӗр», — тесе каланӑн туйӑнать.

— Иртех, ирт, Сашок, акӑ сана пулӑшакан, — терӗ хуҫа, Ҫӗнӗ пекарӗн патвар кӗлеткине кӑмӑллӑн пӑхнӑ май алине сӑтӑркаласа. Лешӗ чӗнмесӗр утӑм ярса пусрӗ те чӑн-чӑн паттӑрӑнни пек сарлака тупанлӗ аллине ман енне тӑсрӗ; эпир пӗр-пӗрне алӑ патӑмӑр; унтан вӑл сак ҫине ларса урисене тӑсса ячӗ те, вӗсем ҫине пӑхса:
— Эсӗ мана, Василий Семеныч, улӑштарма икӗ кӗпе тата йӗм сутӑн ил… Тата калпак валли пир, — терӗ хуҫана.

— Ан хӑра, пурте пулать! Калпакӗсем ман хамӑнах пур; эсӗ мӗнле ҫын иккенне пӗлетӗп. Кӳрентермӗп… Коновалова никам та кӳрентерес ҫук, вӑл — хӑй никама та кӳрентермест. Хуҫа — тискер кайӑк-им? Эпӗ хам та ӗҫлесе курнӑ, пӗлетӗп йӳҫӗ кӑшман куҫҫуль сӑрхӑнтарнине… Ну, юлӑр-ха, эппин, атьсемӗр, эпӗ кайтарам…

Эпир иксӗмӗр ҫеҫ юлтӑмӑр.

Коновалов чӗнмесӗр сак ҫинче ларать, куҫӗпе кулкаласа, йӗри-тавра пӑхкалать. Пекарнине подвала тунӑ, маччи ҫаврака тӑрӑллӑ, виҫӗ чӳречи ҫӗре путса кӗнӗ. Ҫутӑ сахал, ҫавӑн чухлех сывлӑш та, анчах ун вырӑнне нӳрӗ, ҫӳп-ҫап, ҫӑнӑх тусанӗ ытлашшипех вара. Стена ҫумӗнче вӑрӑм ларсем: пӗри чустапа, тепринче кӑвас тӗпӗ ҫеҫ-ха, виҫҫӗмӗшӗ пушах. Кашни ларӗ ҫине чӳречерен кӑшт ҫутӑ ярӑмӗ ӳкет. Ҫав тери пысӑк кӑмака пекарнӗн виҫҫӗмӗш пайне йышӑнать, ун умӗнче, таса мар урайӗнче, ҫӑнӑх миххисем выртаҫҫӗ. Кӑмакара вӑрӑммӑн касса ҫурмаран ҫурнӑ вутӑ шартлатса ҫунать, унӑн хӗлхемӗ, пӗр сӑмахсӑр тем ҫинчен каласа панӑ пек, кӑвакарнӑ стена ҫинче чӗтренсе выляса тӑрать.

Тӗтӗмпе хуралса кайнӑ ҫаврака тӑрӑллӑ мачча хӑйӗн йывӑрӑшӗпе ҫынна лапчӑтса тӑнӑнах туйӑнать, кун ҫутипе кӑмакари ҫулӑм мӗлки пӗрлешет те, ҫавӑ куҫа ывӑнтаракан темле ҫутӑ парать. Чӳречесенчен урамри шавпа тусан кӗрсех тӑрать, Коновалов ҫаксене пурне те сӑнаса пӗтерчӗ те, ассӑн сывласа илсе, салхуллӑ сасӑпа:
— Нумайранпа ӗҫлетӗн-и кунта? — тесе ыйтрӗ.

Эпӗ каласа патӑм. Калаҫма чарӑнса, пӗрне-пӗри куҫ айӗн пӑхатпӑр хамӑр.

— Ак, тӗрме! — терӗ вӑл, каллех ассӑн сывласа. — Урама тухса ларар-и, хапха умне?

Эпир хапха умӗнчи сак ҫине тухса лартӑмӑр.

— Кунта сывлама пулать… Эпӗ ку шӑтӑка часах хӑнӑхса ҫитес ҫук, — пултараймастӑп. Хӑвах шухӑшла, тинӗс ҫинчен килтӗм… Каҫпи ҫинче пӗр ушкӑнра ӗҫлерӗм… Унтан, сасартӑк, ҫавӑн пек ирӗк вырӑнтан — пат шӑтӑка!

Вӑл салхуллӑн кулакан куҫӗпе ман ҫине пӑхса илчӗ те, урам тӑрӑх ҫуран е лашапа иртсе каякансене сӑнаса, калаҫма чарӑнчӗ. Унӑн таса кӑвак куҫӗсем хурлӑхлӑн йӑлтӑраҫҫӗ… Каҫ пулса килет; урамра пӑчӑ, шӑв-шав, тусан, ҫул ҫине пӳрт мӗлкисем ӳкнӗ. Коновалов ҫурӑмӗпе стенана тӗренсе, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хурса, пӳрнисемпе пурҫӑн сухалне майлаштаркаласа ларать. Эпӗ унӑн тӑрӑхларах та шуранка питне айккинчен пӑхатӑп та: «Мӗнле ҫын ку?» тесе шухӑшлатӑп. Анчах унпа сӑмах пуҫласа калаҫма шутламастӑп, мӗншӗн тесен вӑл манӑн начальник, ҫитменнине тата, темшӗн, вӑл ман кӑмӑла пӗтӗмпех хай енне ҫавӑрса илчӗ.

Ҫамки ҫинче ун виҫӗ ҫӳхе йӗр выртать, анчах вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫав йӗрсем ҫухалаҫҫӗ те, манӑн ҫак ҫын мӗн шухӑшланине питӗ пӗлес килсе каять…

— Кӗме вӑхӑт. Эсӗ иккӗмӗш чустине ҫӑр, эпӗ ҫав вӑхӑтра виҫҫӗмӗшне хурӑп.

Пӗр чустине йӑваласа хурсан, тепӗрне ҫӑрса пӗтерсен, эпир чей ӗҫме лартӑмӑр; Коновалов аллине хӗвне чикрӗ те:
— Вулама пӗлетӗн-и? Акӑ, тыт-ха, вуласа пар, — терӗ мана, тӗркеленсе те вараланса пӗтнӗ хут листи парса.

— «Хаклӑ тусӑм Саша! — вуларӑм эпӗ. — Тайма пуҫпа салам ярса чуптӑватӑп сана. Япӑх мана, пурӑнма питӗ кичем, санпала пӗрле тухса каяс куна, санпала пӗрле пурӑнас куна кӗтетӗп-кӗтетӗп — кӗтсе илейместӗп; ҫак ылханлӑ пурнӑҫ, малтан килӗшетчӗ пулин те, халӗ тӳсме ҫук йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Эсӗ ху та ӑна лайӑх ӑнланатӑн, эпӗ те ӑнланма пуҫларӑм, санпала паллашнӑ хыҫҫӑн. Тархасшӑн ҫыру ҫыр-ха хӑвӑртрах; ман ҫав тери санран ҫыру илес килет. Тепре куриччен, эппин, яланлӑха сывпул, теместӗп, ман савниҫӗм, чунӑмҫӑм, сухаллӑ тусӑм. Ним чухлӗ те ӳлкелешсе ҫырмастӑп, ху кӳрентертӗн пулсан та, мӗншӗн тесен эсӗ сысна — тухса кайнӑ, манпа сывпуллашман. Ҫапах та юрӗ ӗнтӗ, эпӗ санран ыррине ҫеҫ курнӑ: эсӗ маншӑн пӗртен пӗр ҫын пултӑн, эпӗ ҫавна нихҫан та манассӑм ҫук. Мана хӑтарас пирки тӑрӑшса пӑхма пулмасть-ши, Саша? Хӑтӑлас-тӑвас пулсан, санран тарса каять вӑл тесе, хӗрсем суйнӑ ҫеҫ сана, ку пӗртте тӗрӗс мар. Санӑн мана хӗрхенес-шеллесчӗ, вара, ҫакӑнтан ҫӑлӑннӑ хыҫҫӑн, эпӗ саншӑн ҫумӑнтан хӑпма пӗлмен йытту пек пулӑттӑм. Эсӗ ҫакна ҫӑмӑллӑнах тума пултаратӑн, маншӑн пулсан — ку йывӑр ӗҫ. Эсӗ ман патӑмра чухне, эпӗ ҫак пурнӑҫа кӗрсе лекме тивнишӗн макӑраттӑм, анчах ун ҫинчен сана каламастӑм. Тепре куриччен. Санӑн Капитолина».

Коновалов манран ҫырӑвне илчӗ те, шухӑша кайса, пӗр аллипе ӑна пӳрнисем хушшипе ҫавӑркалама, теприпе сухалне пӗтӗркелеме тытӑнчӗ.

— Ҫырма пӗлетӗн-и эсӗ?

— Пултаратӑп…

— Чернил пур-и сан?

— Пур.

— Ҫыр-ха ун патне ҫыру, э? Вӑл пур, тен, мана йӗксӗк вырӑнне хурать, мана манчӗ тесе шухӑшлать».. Ҫыр!

— Ҫырас. Кам вӑл?

— Юхха… Куратӑн — ҫӑлӑнас пирки ҫырать. Эпӗ ӑна качча илетӗп тесе, полицие шантармаллине пӗлтерет ку, ара ӑна ун хыҫҫӑн паспортне каялла тавӑрса параҫҫӗ, хӑйсен кӗнекине илеҫҫӗ, ҫавӑнтан пуҫласа вӑл ирӗке тухать! Ӑнкартӑн?

Чуна пырса тивмелле ҫыру тепӗр ҫур сехетрен хатӗр те пулчӗ.

— Вуласа пар-ха, мӗнле пулса тухрӗ? — терӗ Коновалов тӳсеймесӗр.

Ҫырӑвӗ ак мӗнле пулчӗ:

«Каппӑ! Ҫав йӗксӗк мана маннӑ тесе ан шухӑшла эс ман ҫинчен. Ҫук, эпӗ манман сана, ӗҫке ярӑнтӑм та нимӗн юлмиччен ӗҫсе пӗтертӗм. Халӗ каллех ӗҫе кӗтӗм, ыран хуҫаран малаллишӗн укҫа илетӗп те Хӗлип патне ярса паратӑп, вӑл сана хӑтарӗ. Санӑн вара ҫул ҫине укҫу ҫитет. Халлӗхе — тепре куриччен. Санӑн Александр».

— Хм… — терӗ Коновалов, пуҫне хыҫкаласа, — ҫырасса начартарах ҫыратӑн эсӗ. Ҫырӑвӑнта хӗрхентерсе яракан сӑмахсем ҫук, куҫҫуль ҫук. Ҫитменнине, эпӗ санран хама тем те пӗр каласа вӑрҫса ҫырма ыйтрӑм, эсӗ ҫавна ҫырман…

— Мӗн тума кирлӗ вӑл?

— Мана ун умӗнче намӑс иккенне, эпӗ ун умӗнче епле айӑплине хам ӑнланса илнине куртӑр. Ҫавӑншӑн кирлӗ. Капла мӗн! Пӑрҫапа сапнӑ пек — ҫырса кайнӑ! Эсӗ куҫҫуль тумлаттар!

Ҫыру ҫине куҫҫуль тумлатмалла пулчӗ, эпӗ ҫакна ӑнӑҫлах турӑм. Ку Коновалов кӑмӑлне ҫырлахтарчӗ те, вӑл, аллине ман хулпуҫҫи ҫине хурса, кӑмӑллӑн калаҫма пуҫларӗ:

— Акӑ халь чаплӑ! Тавтапуҫ! Эсӗ аван йӗкӗт пулас, — эпир санпа туслӑ пурӑнӑпӑр.

Эпӗ кун пирки иккӗленмерӗм, ҫавӑнпа та унран Капитолина ҫинчен каласа пама ыйтрӑм.

— Капитолина, тетӗн? Хӗрача вӑл, — питӗ ҫамрӑк-ха. Вяткӑран, купца хӗрӗ пулнӑ… Анчах та ҫултан пӑрӑнса аташса кайнӑ. Малалла — тата шаларах, унтан — юххасен ҫуртне ҫитнӗ. Эпӗ — пӑхатӑп та, пӗтӗмпех ача хӑй. Турӑҫӑм, тетӗп ӑшӑмра, ҫапла юрать-и вара? Ну, паллашрӑм унпала. Вӑл — макӑрма. «Тӑхта, чӑт! Эпӗ сана кунтан хӑтарӑп!» тетӗп. Манӑн пурте хатӗрччӗ ӗнтӗ, укҫа та, ытти те… Анчах сасартӑк ӗҫке ярӑнтӑм та — Аҫтӑрханра пултӑм тӑтӑм. Унтан акӑ кунта лекрӗм. Ӑна ман ҫинчен пӗр ҫын хыпар тунӑ, вӑл вара ман пата ҫыру ҫырнӑ.

— Эсӗ, мӗн, — ыйтрӑм эпӗ унран, — ӑна качча илесшӗн-и?

— Ӑҫта ман авланма! Пӗр ӗҫке ерсен — мӗн каччи манран? Ҫук, ахалех эпӗ. Хӑтаратӑп та — кирек хӑш еннелле кайтӑр. Хӑйшӗн вырӑн тупӗ, — тен, ҫынах пулӗ.

— Вӑл санпа пӗрле пурӑнасшӑн…

— Ӑссӑрланни ҫеҫ вӑл… Вӗсем пурте ҫавӑн пек… хӗрарӑмсем… Эпӗ вӗсене питӗ аван пӗлетӗп. Манӑн нумай пулнӑ вӗсем, тӗрлисем пулнӑ. Пӗр купца арӑмӗ таран… Циркра лаша пӑхакан пулса ӗҫлеттӗм, ҫавӑн чухне куҫ хывнӑ вӑл мана. «Кучерта ҫӳреме пыратӑн-и?» тет. Мана вӑл вӑхӑтра цирк йӑлӑхтарнӑччӗ ӗнтӗ, эпӗ килӗшрӗм, кайрӑм. Вара хайхи… Ман ҫумма ҫыпҫӑнма пуҫларӗ. Ҫурт вӗсен хӑйсен, лашасем, тарҫи-тӗрҫисем — дворянсем пек пурӑнаҫҫӗ. Упӑшки унӑн латака та самӑрччӗ, ҫак пирӗн хуҫа евӗр, хӑй ҫинҫешке те кӗрнеклӗ, кушак пек, вӗри. Ыталаса илетчӗ те, тутаран чуптӑватчӗ те — чӗрене шӗл кӑвар пӑрахнӑн туйӑнатчӗ. Пӗтӗмпе чӗтресе илетӗн, хӑрасах та каятӑн. Чуптӑватчӗ те, хӑй вӗҫӗмех йӗретчӗ: хулпуҫҫийӗсем тытса лӑплантарайми чӗтренсе тӑратчӗҫ. Ыйтаттӑм унран: «Мӗн пулчӗ сана, Верунька?» теттӗм. Вӑл мана: «Ача пек эсӗ, Саша, — тетчӗ, — нимӗн те ӑнланмастӑн эсӗ». Лайӑх хӗрарӑмччӗ… Вӑл мана, нимӗн те ӑнланмастӑн тесе, тӗрӗсне каланӑ — ухмахрах эпӗ, хамах пӗлетӗп. Мӗн тӑватӑп? — хам та ӑнланмастӑп. Мӗнле пурӑнатӑп? — шухӑшламастӑп та!

Калаҫма чарӑнчӗ те, куҫӗсене чарса ман ҫине пӑхса илчӗ; унӑн куҫӗсенче те хӑрани, те ыйту палӑрчӗ, те теме асӑрхаттаракан ҫутӑ йӑлтӑртатрӗ; кӑмӑллӑ пичӗ вара тата ытларах салхулланчӗ те илемленчӗ…

— Ҫав купца арӑмӗпе ӗҫ мӗнле пӗтертӗн вара? — ыйтрӑм эпӗ.

— Мӗн калас, мана кичем пусса илет. Пӗлетӗн-и, тӑванӑм, пурӑнма май ҫук, тӳсме ҫук кичем пулса ҫитет. Хама пӗтӗм ҫут тӗнчере пӗр-пӗччен пек туятӑп, мансӑр пуҫне, ниҫта та нимле чӗрчун ҫук пек. Мӗнпурӗ мана йӗрӗнтерет ун чухне; хама хам курайми пулатӑп, ҫынсене те; вилсе пӗтсен те — ахлатса илес ҫук! Чир пулӗ, тетӗп, вӑл манӑн. Ҫавӑн пиркиех ӗҫме тытӑнтӑм… Ҫапла хайхи, эпӗ ӑна: «Вера Михайловна! Кӑларса яр мана, тек кунта пурӑнма пултараймастӑп!» тетӗп. «Мӗн, йӑлӑхтартӑм-им?» тет вӑл. Кулать хӑй, темле ырӑ мар кулать. «Ҫук, тетӗп, эсӗ мар мана йӑлӑхтартӑн, манӑн хама хам курас килми пулчӗ». Малтан ӑнланмарӗ вӑл мана, кӑшкӑрма тытӑнчӗ, вӑрҫма… Кайран ӑнланчӗ. Пуҫне чикрӗ те калать: «Мӗн тӑвӑн, каях эппин…» — тет. Йӗрсе ячӗ. Куҫӗ хура унӑн. Ҫӳҫӗ те хура та кӑтра. Вӑл купцасен йӑхӗнчен мар, чиновниксен таврашӗнчен пулнӑ… Ҫапла… Хӗрхентӗм эпӗ ӑна, анчах ун чух хама хам йӗрӗнтерсе ҫитертӗм. Ӑна, паллах, ҫавӑн пек упӑшкапа кичем пулнӑ. Леш ҫӑнӑх миххипе пӗрехчӗ… Вӑрахчен йӗчӗ вӑл — хӑнӑхнӑччӗ мана… Эпӗ ӑна питӗ ачашлаттӑм: аллӑмсем ҫине илеттӗм те сӑпкари пек ярӑнтараттӑм. Вӑл ҫывӑрса каять, эпӗ ун ҫине пӑхса ларатӑп. Ҫывӑрнӑ чухне ҫын питӗ ырӑ та кӑмӑллӑ; сывлать те йӑл кулать, урӑх ним те ҫук. Е тата — ун чухне дачӑра пурӑнаттӑмӑрччӗ эпир — уҫӑлса ҫӳреме каяттӑмӑр, — вӑл сиккипе ӗрӗхтернине юрататчӗ. Ҫитес ҫӗре ҫитеттӗмӗр те, утсене вӑрманта пӗр-пӗр тӗле кӑкарса хӑварса, хамӑр курӑк ҫине сулхӑна лараттӑмӑр. Вӑл мана выртма хушать, пуҫӑма вара хӑй чӗрҫи ҫине хурать те мана пӗр-пӗр кӗнеке вуласа пама тытӑнать. Эпӗ итлетӗп, итлетӗп те, ҫывӑрса каятӑп. Лайӑх историсем вуласа паратчӗ, питӗ лайӑх историсем. Пӗрне нихҫан та манассӑм ҫук — чӗлхесӗр Карачӑмпа ун йытти ҫинчен. Вӑл, чӗлхесӗрри, чӑн-чӑн ҫын пулнӑ, ӑна, йыттисӗр пуҫне, никам та юратман. Кулаҫҫӗ унран, мӑшкӑллаҫҫӗ, вӑл ун пек чух йытти патне каять… Чуна хӗрхентерекен истори… Ку ӗҫ крепостла вӑхӑтра пулнӑ… Улпут майри ӑна: «Чӗлхесӗрскер, пыр, йыттуна шыва кайса пӑрах, вӑл улать», — тет. Мӗн тӑвӑн, чӗлхесӗрри каять… Кимӗ илет те, ун ҫине йыттине лартса, ишсе каять… Эпӗ ку вырӑнта пӗтӗм ҫан-ҫурӑмпа чӗтреттӗм. Турӑҫӑм! Ҫут тӗнчере чӗрӗ ҫыннӑн пӗртен-пӗр савнӑ чунне вӗлереҫҫӗ. Мӗнле йӗрке вӑл? Тӗлӗнмелле истори! Тӗрӗсне ҫырнӑ — ҫавӑ лайӑххи унта! Пулаҫҫӗ ун пек ҫынсем. Хӑшпӗрисемшӗн пӗтӗм ҫут тӗнчере пӗр-пӗр япала пек хакли ним те ҫук — калӑпӑр, йытӑран хакли ҫук. Мӗншӗн йытӑ? Мӗншӗн тесен ҫав ҫынна юратакан тепӗр ҫын ҫук, йытӑ — юратать ӑна. Мӗнле те пулин юратусӑр — ҫынна пурӑнма май ҫук: юратма тесе ӑна чун панӑ… Тӗрлӗрен историсем нумай вуласа пачӗ вӑл мана. Кӑмӑллӑ хӗрарӑмччӗ, халӗ те хӗрхенетӗп ӑна… Хамӑн хама кура тӗнче пулман пулсан — хӑйӗн ирӗкӗ киличчен е упӑшки пирӗн хушӑмӑрти ӗҫсене пӗличчен те пӑрахса каяс ҫукчӗ. Ачашлама юратакан хӗрарӑмччӗ вӑл — ку чи ырӑ кӑмӑл, парнесем парса мар, ахаль — чӗрипе ачаш кӑмӑллӑччӗ. Чуптӑватчӗ вӑл манпа, вылятчӗ — хӗрарӑм хӗрарӑмах темелле, — анчах килсе тухатчӗ те ун тӗлне лӑпкӑ самант… тӗлӗнсех каяттӑм: мӗн тери лайӑх ҫын пулса тӑратчӗ вара. Пӑхатчӗ те, чуна витӗр курса, ача пӑхакан пек, анне пек, каласа паратчӗ. Эпӗ ҫав вӑхӑтра ун умӗнче пилӗк ҫулхи ача пек пулаттӑм. Пурпӗрех кайрӑм ун патӗнчен — тунсӑх! Таҫта тем туртать мана… «Сывпул, тетӗп, Вера Михайловна, каҫар мана». — «Сывпул, Саша», — тет. Тӗлӗнмелле хӑйӗнчен — ҫанна чавса таран тавӑрчӗ те, шӑлӗпе ӳтрен ҫатӑрах ҫыртрӗ! Эпӗ кӗҫех кӑшкӑрса ямарӑм! Пӗр чылай татӑках кӑштах ҫыртса илмерӗ, — виҫӗ эрнене яхӑн алӑ ыратса ҫӳрерӗ. Халӗ те ак паллӑ пур.

Салхуллӑнрах та кӑмӑллӑн кулса, вӑл мана шурӑ та илемлӗ ӳтлӗ, мускуллӑ аллине кӑтартрӗ. Чавса хутланнӑ ҫӗрти ӳчӗ ҫинче шӑл йӗрӗсем — хӗррисем кӑшт ҫеҫ пӗрлешӗнмен икӗ хире-хирӗҫ ҫурма-ункӑ лайӑхах палӑрса тӑрать.

Коновалов пӑхрӗ те ун ҫине, йӑл кулса, пуҫне сулкаларӗ.

— Тӗлӗнмелле хӗрарӑм! Вӑл ӑна асӑнмалӑх пултӑр тесе ҫыртнӑ.

Эпӗ кунашкал историсене ӗлӗк те илтнӗччӗ. Кашни босякӑн тенӗ пекех хӑйсен иртнӗ кунӗсенче пӗр-пӗр «купца майри» е «таса йӑхран тухнӑ улпут майри» пур, кашни босякӑнах ҫав купца арӑмӗ е улпут майри, ун ҫинчен темиҫе тӗрлӗ каласа панипе, тӗрлӗрен пӳ-силлӗ, тӗрлӗрен туйӑм-кӑмӑллӑ туса кӑтартнипе, юмахри сӑн-сӑпат пек пулса тухать. Паян вӑл кӑвак куҫлӑ, усал та хаваслӑ пулсан, тепӗр эрнерен ун ҫинченех вӑл хура куҫлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ та ачаш чунлӑ пулнине каласа парасса кӗтсех тӑр. Босяк ун ҫинчен вӗҫкӗнленсе, йӗрӗнерех, тем те пӗр хушса, хӗрарӑма мӑшкӑл кӑтартмалла каласа парать.

Анчах та Коновалов каласа пани мана тӗрес сӑмах пекех те туйӑнчӗ, кӗнекесем вулани, патмар пӳ-силлӗ Коновалова ачапа танлаштарни — эпӗ халиччен илтмен-курман япала пулчӗ маншӑн…

Ман куҫӑм умне, сарлака кӑкӑрӗ ҫине пуҫне хурса, алли ҫинче ҫывӑракан тӑп-тӑпӑл пилӗклӗ хӗрарӑм тухса тӑчӗ, — ҫакӑ питӗ илемлӗ пек туйӑнчӗ те мана, вӑл каласа панинче тӗрӗслӗх пуррине тата ытларах ӗнентерчӗ. Ҫитменнине, «купца майрине» аса илсе калаҫнӑ чух унӑн салхуллӑн та ҫемҫен илтӗнекен сасси — пӗрре те ыттисенни пек пулмарӗ. Чӑн-чӑн босяк хӗрарӑмсем ҫинчен те, нимӗн ҫинчен те нихҫан та ҫавӑн пек сасӑпа калаҫмасть — вӑл ҫӗр ҫинче хӑй вӑрҫса-хӑртса тӑкма хӑяйман япала ҫуккине кӑтартма юратать.

— Эсӗ мӗншӗн чӗнместӗн, суйрӗ, тетӗн-им? — ыйтрӗ те Коновалов, ун сассинче шикленни сисӗнчӗ. Вӑл, пӗр аллипе чей тултарнӑ стакан тытса, тепринпе сухалне ерипен шӑлкаласа, ҫӑнӑх миххи ҫинче ларать. Унӑн кӑвак куҫӗсем ман ҫине, тем ыйтнӑ пек, тинкерсе пӑхаҫҫӗ, ҫамки ҫинчи йӗрсем ытларах пӗрӗнчӗҫ…

— Ҫук, эсӗ ӗнен… Мӗншӗн суяс-ха ман? Юрӗ, пирӗн йышшисем, босяксем, халап ҫапма ӑста, тейӗпӗр… Унсӑрӑн май ҫук, тусӑм: ҫыннӑн хӑй пурнӑҫӗнче ним ырри те пулман пулсан, — вӑл хӑйшӗн пӗр-пӗр юмах хайласа кӑларса, ӑна чӑн пулнӑ пек каласа пани никама та сиен кӳрес ҫук-ҫке. Калать-калать те, хӑй те ӗненет ҫавна, ҫаплах пулнӑ пек туйӑнать — ӗненет те, чуна ырӑ пулса каять. Нумайӑш ҫавӑнпа йӑпанса пурӑнать. Мӗн тӑвӑн… Анчах эпӗ сана тӗрӗсне каласа патӑм, — вӑл чӑн-чӑнах ҫапла пулчӗ. Мӗн ытлашши пултӑр кунта? Пурӑнать хӗрарӑм, кичемленсе. Эпӗ кучер, тейӗпӗр, анчах хӗрарӑма вӑл пурпӗр, мӗншӗн тесен кучерӗ те, офицерӗ те — пурте арҫынсем… Пурте сыснасем ун умӗнче, пурте пӗр япаланах шыраҫҫӗ, кашниех тата хӑйне ытларах илесшӗн те сахалтарах тӳлесшӗн. Простой ҫын намӑса ытларах пӗлет. Эпӗ хам питӗ простой ҫын… Хӗрарӑмсем манра ҫак кӑмӑл пуррине лайӑх ӑнланаҫҫӗ — кӳрентерес те мӑшкӑлласа кулас ҫуккине кураҫҫӗ. Хӗрарӑм — вӑл ҫылӑха кӗрет те, нимрен ытла хӑйӗнчен куласран, мӑшкӑлласран хӑрать. Вӑл пиртен ытларах вӑтанать. Эпир хамӑра мӗн кирлине илсен, пасара кайса та мухтанма пултаратпӑр — епле эпир пӗр ухмахне лартрӑмӑр, тесе… Хӗрарӑмӑн ниҫта кайма та ҫук, вӑл ҫылӑха кӗнӗшӗн ӑна никам та «пултарать» тесе мухтас ҫук. Вӗсем, тӑванӑм, йӗркерен тухнисем те, пиртен ытларах намӑса пӗлеҫҫӗ.

Эпӗ итлетӗп те ӑна: «Ниушлӗ ҫак ҫын, хӑйне тивӗҫлӗ мар сӑмахсем каласа, хӑй сӑмахне тӑракан-ши?» тесе шухӑшлатӑп.

Вӑл пур, ачанни пек таса куҫпа ман ҫине шухӑшлӑн пӑхса, хӑйӗн калаҫӑвӗпе тӗлӗнтернӗҫем тӗлӗнтерет мана.

Кӑмакара вут ҫунса пӗтрӗ, шӗл кӑвартан пекарня стени ҫине хӗрхӗлтӗм хӗлхем сапать…

Чӳречерен кӑвак пӗлӗт татӑкӗ тата ун ҫинчен икӗ ҫӑлтӑр пӑхать. Иккӗшӗнчен пӗри — пысӑкки — ҫап-ҫутӑ чул пек йӑлтӑртатать, тепри — унран инҫех те мар, — аран курӑнать.

Пӗр эрне иртрӗ. Эпир Коноваловпа туслашса ҫитрӗмӗр.

— Эсӗ аван ача! Ҫапла кирлӗ те! — тетчӗ вӑл мана, хаваслӑн кулкаланӑ май пысӑк алтупанӗсемпе ман хулпуҫҫинчен лӑпкаса.

Вӑл питӗ ӑста ӗҫлетчӗ. Ҫичӗ пӑт таякан чустана йӑваланине е, лар ҫине пӗшкӗнсе, чавса таран тавӑрнӑ вӑйлӑ аллисемпе тӑкӑскӑ чустана хытӑ пӳрнисем хушшипе нӑчӑртаттарса кӑларса ҫӑрнине курсан, такам та тӗлӗнмеллеччӗ.

Малтан, ывӑс ҫинчен ывӑтса тӑракан кумккаланнӑ чӗрӗ чустана кӗреҫе ҫине аран вырнаҫтарса ӗлкӗрнине курсан, — эпӗ ҫав кумккасем пӗр-пӗрин ҫине купаланса каясран хӑраттӑмччӗ; анчах, виҫӗ хутчен те ҫӗр ҫирӗм каравайран — ҫӳлӗ хӑпартланса тӑракан хӗрлӗ-ҫутӑ питлӗ ҫӑкӑрсенчен — пӗри те «йӗкӗреш» пулманнине курсан, эпӗ вӑл хӑй ӗҫӗнче «артист» иккенне чӑн-чӑнах ӑнланса ҫитрӗм. Ӗҫлеме юрататчӗ вӑл, хавхаланса ӗҫлетчӗ, кӑмака начар пӗҫерсе кӑларсан е чуста ерипен хӑпарать пулсан, ҫиленмеллипех ҫиленетчӗ те чӗрӗрех ҫӑнӑх сутӑн илнӗшӗн хуҫана ятлатчӗ; ҫӑкӑрсем кӑмакаран ҫап-ҫавракан, хӑпартланса, кирлӗ чухлӗ ҫеҫ хӗрелнӗ, ҫӳхе те ҫыртсан кӑшт ҫатӑртатакан питлӗ пиҫсе тухсан, вӑл ача пек савӑнатчӗ, кӑмӑллӑччӗ. Вӑл кӗреҫе ҫинчен чи лайӑх пиҫнӗ ҫӑкӑра илетчӗ те, ӑна, вӗри пирки, алли ҫинчен алли ҫине сиктерсе:
— Эх, мӗнле илемлӗ япала тума пултартӑмӑр эпир! — тетчӗ мана, хавассӑн кулкаласа.

Ҫакӑ чунӗпе ача пек те пӗвӗпе улӑп пек ҫын ҫине, ӗҫ тесен чунне парса ӗҫлекен ҫын ҫине пӑхма кӑмӑллӑччӗ, — кашни ҫынах кирек мӗнле ӗҫре те ҫапла пулмалла та.

— Саша, сана лайӑх юрлать, теҫҫӗ, — терӗм эпӗ ӑна пӗринче.

— Юрлатӑп… — терӗ вӑл. — Анчах та вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫеҫ… Тунсӑхлама тытӑнатӑп та, ҫавӑн чухне юрлатӑп вара… Е юрлама тытӑнатӑп та, тунсӑха кӗрсе ӳкетӗп. Эсӗ юрӑ пирки ан шарла, ан йӗкӗлте мана. Эсӗ ху мӗнле, юрлатӑн-и? Эх, сана, — ак мӗнле вӑл! Чӑт пӑртакҫӑ, мана кӗт. Унтан иксӗмӗр те юрлӑпӑр, пӗрле. Юрать-и?

Эпӗ, паллах, килӗшрӗм унпала; вара, юрлас килсен, шӑхӑркалама тытӑнаттӑм. Хӑш чухне, чуста ҫӑрнӑ май е ҫӑкӑр унанӑ май, сӑмсапа мӑрӑлтатмах пуҫлаттӑм. Коновалов итлетчӗ-итлетчӗ те мана, кӑшт вӑхӑт иртсен, тутине сиктеркелесе, хам панӑ сӑмаха астума хушатчӗ. Тепӗр чух:
— Чарӑн! Ан нӑйӑлтат! — тесе хыттӑнах кӑшкӑрса пӑрахатчӗ.

Пӗринче теплерен эпӗ хам сунтӑхран кӗнеке илтӗм те, чӳрече умне вырнаҫса ларса, вулама тытӑнтӑм.

Коновалов чуста тултарнӑ лар ҫинче тӗлӗрсе тӑсӑлса выртатчӗ, анчах эпӗ ун хӑлхи патӗнчех страницӑсене уҫса хупнӑ сасса илтсен, куҫне уҫрӗ.

— Мӗн ҫинчен ку кӗнеке? — ыйтрӗ вӑл.

Кӗнеки «Подлиповцы» пулса.

— Сасӑпа вула-ха…

Ак эпӗ, чӳрече янаххи ҫинче ларса, вулама тытӑнтӑм, вӑл лар ҫинех вырнаҫрӗ те, пуҫне ман чӗркуҫҫи патне тытса, итлеме пуҫларӗ… Вӑхӑт-вӑхӑт эпӗ кӗнеке урлӑ ун ҫине пӑхкаласа илетӗп те, пирӗн куҫсем тӗл пулаҫҫӗ — ун куҫӗсем халӗ те ман асрах — вӑл куҫне чарса, урӑх ниҫталла пӑхмасӑр, питӗ тимлесе итлет… Ҫурма-уҫӑ ҫӑварӗнче икӗ рет тип-тикӗс шурӑ шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ. Куҫхаршийӗ ҫӗкленнӗ, ҫӳлӗ ҫамки ҫине авӑнчӑк йӗрсем выртнӑ, аллисене чӗркуҫҫинчен явса тытнӑ, хӑй пӗр сиккеленми ларать, — вӑл ҫапла пӗтӗм кӗлеткине тӑп тытса ларни мана хӗрӳлентерсе ячӗ те, эпӗ Сысойкӑпа Пилан хурлӑхлӑ кун-ҫулӗ ҫинчен ӑнланмалларах та куҫ умне тухса тӑмалла вулама тӑрӑшрӑм.

Вуласан-вуласан, ывӑнтӑм та кӗнекене хупрӑм.

— Пӗтрӗ те-и? — ыйтрӗ Коновалов шӑппӑн.

— Ҫуррине кӑшт ҫитеймерӗм….

— Пӗтӗмпех сасӑпа вулӑн-и?

— Мӗншӗн вулас мар…

— Эх! — вӑл ик аллипе пуҫне ҫавӑрса тытрӗ те лар ҫинче ларнӑ ҫӗртенех сулкаланма тытӑнчӗ. Унӑн тем каласси килчӗ, темиҫе хутчен те ҫӑварне уҫа-уҫа хупрӗ, вӗркӗч пек ассӑн сывла-сывла, куҫне хӗсе-хӗсе илчӗ. Эпӗ кӑна кӗтменччӗ, ҫавӑнпа ун хӑтланӑшне ӑнланаймарӑм!

— Мӗнле вулатӑн эс ҫакна! — шӑппӑн калаҫма пуҫларӗ вӑл. — Тӗрлӗрен сасӑпа… Пурте чӗрӗ ҫынсем пек… Апроська! Пила… темле айвансем. Итлеме кулӑшла… Малалла мӗн? Ӑҫта кайӗҫ вӗсем? Эй, турӑҫӑм! Пӗтӗмпех тӗрӗс вӗт ку. Чӑн-чӑн чӗрӗ ҫынсем пекех вӗт… чӑн-чӑн мужиксем… Чӑнласах та чӗрӗ — чӗлхи-ҫӑварӗ те пур, пичӗ-куҫӗ те… Итле-ха, Максим! Ҫӑкӑр хывар та — малалла вула!

Эпир кӑмакана ҫӑкӑр хыврӑмӑр та, тепре хывма хатӗрлесе хурсан, эпӗ тата пӗр сехет те хӗрӗх минут хушши кӗнеке вуларӑм. Унтан каллех чарӑнмалла пулчӗ — ҫӑкӑр пиҫрӗ, ӑна кӑларса ыттисене хыврӑмӑр, ҫӗнӗ чуста ҫӑрса лартрӑмӑр, кӑвас хутӑмӑр… Ку ӗҫсене эпир пӗрне пӗри сӑмах хушмасӑр тенӗ пекех, питӗ хӑвӑрт туса пӗтертӗмӗр.

Коновалов, куҫхаршийӗсене пӗрӗнтерсе, мана мӗн-мӗн тумаллине хутран-ситрен ҫеҫ пӗрер сӑмахпа хушса, васкарӗ те васкарӗ…

Ирпе кӗнекене вуласа тухрӑмӑр, чӗлхем пӗлми пулса ҫитнӗ пек туйӑнчӗ мана.

Ҫӑнӑх миххи ҫине утланса ларса, чӗркуҫҫийӗ ҫине чавсаланса, Коновалов мана темле тӗлӗнмелле куҫпа пӑхрӗ, хӑй ним те чӗнмест…

— Аван-и? — ыйтрӑм эпӗ.

Вӑл, куҫӗсене хӗссе, пуҫне пӑркаларӗ те, темшӗн каллех пӑшӑлтатса:
— Кам шухӑшласа ҫырнӑ кӑна? — терӗ.
Унӑн куҫӗсем сӑмахпа каласа ӑнлантарма ҫук тӗлӗнсе, ҫуталса пӑхаҫҫӗ, пичӗ хӗрӳллӗ туйӑмпа сасартӑк хӗрелсе кайрӗ.

Эпӗ ку кӗнекене кам ҫырнине каласа патӑм.

— Ну — ҫын вӑл! Мӗнле пултарнӑ! Э? Чун хӑрамалла. Чӗререн ярса тытать — акӑ мӗнле! Мӗн вара, ҫав ҫыракана, мӗн тунӑ ӑна?

— Мӗнле «мӗн тунӑ?»

— Калӑпӑр, награда панӑ-и ӑна е мӗн те пулсан урӑххи унта?

— Мӗншӗн-ха награда памалла ӑна? — ыйтрӑм эпӗ.

— Мӗнле «мӗншӗн» пултӑр? Кӗнеке-ҫке… Полицейски ҫырнӑ акт евӗрех, темелле. Халӗ ӑна вулаҫҫӗ… калаҫаҫҫӗ ун пирки: Пила, Сысойка… Мӗнле ҫынсем-ха вӗсем? Пурте хӗрхенмелле вӗсене… Тӗттӗм халӑх. Пурнӑҫӗ пурнӑҫ-и вӗсен? Ҫавӑнпа та ӗнтӗ…

— Мӗн ҫавӑнпа та?

Коновалов именсе пӑхрӗ те ман ҫине хӑюсӑррӑн ҫапла каласа хучӗ:

— Мӗнле те пулин распоряжени тухмалла. Ҫынсем-ҫке, вӗсене пулӑшас пулать.

Эпӗ ун сӑмахне хирӗҫ пӗр лекциех темелле вуласа патӑм… Анчах тӑрӑшни харама кайрӗ, вӑл ӑна хӑлхине те чикмерӗ пулас.

Коновалов шухӑша кайрӗ те пуҫне усрӗ, пӗтӗм кӗлеткипе сулӑнса илчӗ, унтан, ман калаҫӑва пӗр сӑмахпа та пӳлмесӗр, ассӑн сывлама тытӑнчӗ. Калаҫсан-калаҫсан, ывӑнтӑм та, чарӑнтӑм.

Коновалов пуҫне ҫӗклерӗ те салхуллӑн ман ҫине пӑхса илчӗ.

— Апла эппин, нимӗн те паман ӑна? — ыйтрӗ вӑл. — Кама? — пӗлесшӗн пултӑм эпӗ, Решетников ҫинчен манса кайнӑскер.

— Ҫыраканнине.

Эпӗ, хама итлекене хирӗҫ чун тарӑхма тытӑннине туйнипе, чӗнмерӗм; вӑл хӑйне тӗнче ыйтӑвӗсене ӑнланма пултарайман ҫын вырӑнне хурать пулас, терӗм.

Коновалов, эпӗ мӗн каласса кӗтсе тӑмасӑр, кӗнекене хӑй аллине тытрӗ, хӑра-хӑра тенӗ пек ҫавӑркаласа пӑхрӗ, уҫрӗ, хупрӗ, унтан, вырӑнне хурса, вӑрӑммӑн сывласа илчӗ.

— Мӗнле ӑнланса ҫитермелле ҫакна, турӑҫӑм! — терӗ вӑл ҫурма сасӑпа. — Ҫын кӗнеке ҫырнӑ… хут, хут ҫинче тӗрлӗрен пӑнчӑсем — пулчӗ те вара. Ҫырнӑ та… вилнӗ-и вӑл?

— Вилнӗ, — терӗм эпӗ.

— Хӑй вилнӗ, кӗнеки юлнӑ, ӑна вулаҫҫӗ. Пӑхать те ун ҫине ҫын, тӗрлӗрен сӑмахсем калать. Эсӗ итлетӗн те ӑнланатӑн: пурӑннӑ ҫӗр ҫинче ҫынсем — Пила, Сысойка, Апроська… Эсӗ вӗсене нихҫан та курман пулин те, вӗсем саншӑн никам та мар пулсан та, хӗрхенетӗн ҫав ҫынсене. Ҫавӑн пеккисем, чӗррисемех, урампа теҫеткен ҫӳреҫҫӗ-и, тен, эсӗ вӗсене куратӑн, анчах та хӑйсем ҫинчен нимӗн те пӗлместӗн… вӗсем ҫумӗнче санӑн ним ӗҫ те ҫук… иртеҫҫӗ те иртеҫҫӗ… Кӗнекере вуласан, вӗсене ҫав тери хӗрхенетӗн, чӗре ыратса каять… Мӗнле ӑнланмалла ҫакна?.. Ҫыраканни, ҫапла, награда илеймесӗрех вилнӗ эппин? Ӑна нимӗн те тухман-и?

Эпӗ ҫиленсех ҫитрӗм те ӑна кӗнеке ҫыракансене мӗнле наградӑсем тыттарни ҫинчен каласа патӑм…

Коновалов мана, хӑранӑ чухнехи пек куҫне чарса пӑрахса, хӗрхенсе хута кӗнӗн, тутисене сиктеркелесе итлерӗ.

— Йӗрке, — терӗ вӑл, кӑкӑр туллин ассӑн сывласа, унтан, сулахай мӑйӑхне ҫыртса, салхуллӑн пуҫне усрӗ.

Кун хыҫҫӑн эпӗ вырӑс литераторӗсен пурнӑҫне хупах пӗтерсе хуни ҫинчен, йывӑр ӗҫре иртекен пурнӑҫра пӗртен-пӗр йӑпанӑҫ паракан эрехпе вилнӗ пысӑк та тӳрӗ кӑмӑллӑ талантсем ҫинчен каларӑм.

— Ҫавӑн пек ҫынсем те ӗҫеҫҫӗ-и? — шӑппӑн ыйтрӗ манран Коновалов. Унӑн пысӑк куҫӗсенче мана ӗненсех кайманни тата ҫав ҫынсене хӗрхеннипе вӗсемшӗн хӑрани палӑрчӗ. — Ӗҫеҫҫӗ! Мӗнле-ха вӗсем… кӗнекисене ҫырса пӗтернӗ хыҫҫӑн ӗҫке ярӑнаҫҫӗ?

Ку, ман шухӑшпа, вырӑнсӑр ыйту пулчӗ, ҫавӑнпа та ӑна эпӗ тавӑрса каламарӑм.

— Паллах, кайран, — терӗ Коновалов, хӑй шухӑшне ҫирӗплетсе. — Пурӑнаҫҫӗ ҫапла ҫынсем, пурнӑҫа тинкерсе пӑхаҫҫӗ те ҫын хуйхи-суйхине хӑйсен чӗрине илеҫҫӗ. Вӗсен куҫӗсем йӑлтах урӑхла пулас… Чӗрисем те… Пӑхса тӑранаҫҫӗ те ҫав пурнӑҫа, хуйха ӳкеҫҫӗ… Вара ҫав хуйха-суйха кӗнекесем ҫине ӳкереҫҫӗ… Анчах та вӑл пулӑшмасть ӗнтӗ, мӗншӗн тесен — чӗрене вут хыпнӑ, вӑл хурлӑхпа ҫунать… Хурлӑха вут ҫунтарса яраймасть… Эрех сапмалли ҫеҫ юлать вара. Ҫавӑнпа ӗҫеҫҫӗ те… Тӗрӗс калатӑп-и?

Эпӗ унпа килӗшрӗм, ку вара ӑна ҫӗклентерсе янӑ пек пулса тухрӗ.

— Ҫавӑнпа та, тӗрӗслӗхпе пырса, — ҫыракансен кӑмӑл-туйӑмӗ ҫинчен малалла шухӑшласа кайрӗ вӑл, — вӗсене хисеплес пулать. Ҫапла-и? Мӗншӗн тесен вӗсем ыттисенчен нумайрах ӑнланаҫҫӗ те ҫынсене тӗрлӗрен йӗркесӗрлӗхсем ҫине кӑтартаҫҫӗ. Акӑ, сӑмахран, хамах илетӗп — кам эпӗ? Ҫапкаланчӑк, кахал, ӗҫкӗпе супса, ҫулне-йӗрне ҫухатнӑ ҫын. Пурнӑҫӑма нимпе те тӗрӗслӗхе кӑларма ҫук. Пӗр пӑхас-тӑк, мӗншӗн пурӑнатӑп эп ҫӗр ҫинче, кама кирлӗ ҫын? Хам кӗтесӗмсӗр, арӑмсӑр, ачам-пӑчамсӑр, вӗсем патне кӑмӑлӑм та; туртмасть тата. Пурӑнатӑп, тунсӑхлатӑп… Мӗншӗн? Паллӑ мар. Шалта ҫук манӑн, — ӑнланатӑн-и? Мӗнле каламалла ӑна? Чунра, леш, хӗлхемӗ ҫук… вӑй-хӑват ҫук, темелле-и? Ҫук манра ҫав пӗр япала — мӗн тӑвӑн! Ӑнлантӑн-и? Пурӑнатӑп ҫав япалана шыраса, тунсӑхлатӑп ун пирки, вӑл мӗнле япала иккенӗ хама та паллӑ мар…

Вӑл, аллипе пуҫне тытса, ман ҫине пӑхрӗ, пичӗ ҫинче-хӑй пирки тем тӑрӑшса шухӑшлани палӑрчӗ.

— Малалла мӗн? — тӗпчесе ыйтрӑм унран.

— Малалла-и?.. Пултараймастӑп сана каласа пама… Пӗр-пӗр ҫыракан ҫын мана асӑрхасан, — ман пурнӑҫа хама ӑнлантарса пама пултарӗ-ши, тесе шухӑшлатӑп. Мӗн калӑн?

Эпӗ хамах ун пурнӑҫне ӑнлантарса пама пултармалла, тесе шухӑшларӑм та, ҫак ҫӑмӑл та паллӑ ӗҫе тытӑнтӑм та. Эпӗ пурнӑҫ условийӗсем ҫинчен, этем кам таврашӗнче пурӑнни ҫинчен, ҫӗр ҫинче танлӑх ҫукки ҫинчен, пурнӑҫ танатинче асапланакан тата пурнӑҫа хӑйсен аллинче тытакан ҫынсем ҫинчен каласа пама тытӑнтӑм.

Коновалов тимлесе итлерӗ. Вӑл, аллипе питҫӑмартине тӗрелесе, мана хирӗҫ ларчӗ, унӑн пысӑк куҫӗсем, шухӑшлӑ, ӑслӑ куҫсем, ерипен-ерипен ҫӑмӑл тӗтрепе хупланнӑн туйӑнчӗ, ҫамки ҫинчи йӗрсем ытларах палӑракан пулчӗҫ, вӑл, ман сӑмаха ҫав тери ӑнланса илес тесе, сывлама чарӑнчӗ тейӗн.

Ку мана хӗпӗртеттерсех ячӗ. Эпӗ хӗрӳлленсех ун пурнӑҫне сӑнласа патӑм, хӑй ҫапла ҫын пулса тӑнӑшӑн вӑл айӑплӑ марри ҫинчен каларӑм. Ӑна пурнӑҫ условийӗсем ҫакнашкал хурлӑха тӑратса хӑварнӑ, ҫутҫанталӑк ӑна та ыттисене панӑ чухлех пурне те панӑ, анчах ӗмӗр-ӗмӗр тӑршшӗпе пыракан тӗрӗсмарлӑха пула вӑл этемсем хушшинче нуль вырӑнне тӑрса юлнӑ. Эпӗ хам калаҫӑва ҫак сӑмахпа вӗҫлерӗм:
— Сана нимпе те айӑплама ҫук… Сана кӳрентернӗ… — терӗм.

Вӑл, ман ҫинчен куҫне илмесӗр, пӗр сӑмах чӗнми ларчӗ; мана ун куҫӗнче кӑмӑллӑ, уҫӑ кулӑ йӑлтӑртатассӑнах туйӑнчӗ, эпӗ хам сӑмаха хирӗҫ мӗн каласса тӳсейми кӗтрӗм.

Вӑл ачашшӑн кулса илчӗ те, ман ҫумма хӗрарӑмсем пек ҫепӗҫҫӗн уртӑнса, аллине хулпуҫҫи ҫине хучӗ.

— Епле эсӗ, тӑванӑм, ҫӑмӑллӑн каласа паратӑн! — терӗ вӑл. — Ӑҫтан кӑна пӗтӗмпех паллӑ ҫак ӗҫсем сана? Кӗнекесенчен-и? Нумай вуланӑ эсӗ вӗсене. Эх, манӑн ҫӑвӑн чухлӗ вуласа тухасчӗ!.. Анчах тӗп сӑлтавӗ — эсӗ чуна хӗрхентерсе ямалла каласа панинче… Малтанхи хут илтетӗп. Тӗлӗнмелле! Кашни ҫынах тепӗрне хӑйӗн ӑраскале ҫуккишӗн айӑплать, эсӗ пур — пӗтӗм пурнӑҫа, йӗркесене айӑплатӑн. Сан шухӑшупа, ҫапла пулса тухать: ҫын ҫумӗнче ним айӑп та ҫук иккен, анчах ҫырнӑ та, калӑпӑр, ӑна босяк пулма — ҫавӑнпа вӑл босяк. Арестантсем пирки тӗлӗнтерсех пӑрахрӑн: ӗҫ ҫук, ҫиес килет, ҫавӑнпа вӑрлаҫҫӗ… Мӗнле хӗрхентермелле калатӑн эсӗ! Чӗрӳ йӑваш, курӑнать, санӑн!..

— Тӑхта, — терӗм эпӗ, — килӗшетӗн-и манпа? Тӗрӗсне каларӑм-и?

— Тӗрӗссипе суйи сана лайӑхрах паллӑ, — эсӗ хут пӗлетӗн… Вӑл — ыттисене илес-тӗк, — ҫаплах пулӗ… Анчах ман тӗлӗшрен…

— Вара мӗн?

— Эпӗ — урӑхла йышши… Эпӗ ӗҫнӗшӗн кам айӑплӑ пултӑр? Ман тӑванӑм пур, Павлуш, вӑл ӗҫмест — Пермьре унӑн хӑйӗн пекарня. Эпӗ пур, унран лайӑх ӗҫлетӗп — ҫапах та хам босяк, ӗҫке ернӗскер, ятӑм та урӑхла, ӑраскалӑм та ҫук… Пире пӗр анне ҫуратнӑ-ҫке-ха! Вӑл манран ҫамрӑкрах. Ҫапла пулса тухать — манра хамра темле ырӑ мар япала пур… Ҫын пек, мӗнле кирлӗ пек ҫуралман пулса тухать. Хӑвах калатӑн-ҫке, ҫынсем пурте пӗр пек тесе. Эпӗ пур, расна сукмак ҫинче тӑратӑп… Эпӗ ҫеҫ мар — пирӗн йышшисем нумай вӗсем. Расна ҫынсем пулса тӑратпӑр эпир… нимле картана та кӗместпӗр… Пире расна шутламалла… пирӗншӗн саккунсем те хамӑра кура пулмалла… Питӗ ҫирӗп саккунсем — пире пурнӑҫран тасатмаллисем! Ҫавӑнпа та пиртен ним усси те ҫук, пурнӑҫра вырӑн йышӑнатпӑр хамӑр, ыттисен сукмакӗ ҫинче тӑратпӑр… Кам пирӗн умра айӑплӑ пултӑр? Хамӑр умра хамӑр айӑплӑ эпир… Ҫавӑнпа та пирӗн пурӑнас туртӑм ҫук, хамӑра хамӑр та хӗрхенме пӗлместпӗр…

Вӑл — ачанни пек уҫӑ куҫлӑ пысӑк ҫын — хӑйне ҫӑмӑллӑнах пурнӑҫран кӑларса пӑрахать те, салхуллӑн кулкаласа, пурнӑҫа юрӑхсӑр, ҫавӑнпа та пӗтмелле ҫынсем хушшине тӑратать, эпӗ ҫын хӑйне ҫапла пӗтерме пултарнӑран ҫав тери тӗлӗнсе кайрӑм, мӗнпуринчен татӑлнӑ, йӑлтах хирӗҫлекен, кирек мӗн тӗлӗшӗнчен те хӑйсен хаярлӑхне кӑтартма хатӗр нумай босяксем шухӑшланине халиччен курманччӗ эпӗ. Пурне те айӑплакан, пуриншӗн те тарӑхакан, курӑнса тӑракан киревсӗрлӗхсенчен хӑйсене епле те пулин пӑрма тӑрӑшакан, хӑйсене мӗнле майпа та пулин ҫылӑхсӑра хуракан ҫынсемпе ҫеҫ тӗл пулаттӑм, — вӗсем хӑйсен ӑраскалсӑрлӑхне чӗмсӗр шӑпа ҫине, усал ҫынсем ҫине йӑвантаратчӗҫ… Коновалов шӑпана айӑпламастчӗ, ҫынсем ҫинчен калаҫмастчӗ. Хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫапла тӗлсӗр-мӗнсӗр пулнӑшӑн вӑл хӑйне ҫеҫ айӑпа хуратчӗ, эпӗ вӑл «пурнӑҫ условисемпе ҫынсем хушшинче» ҫапла пулса тӑнине тӑрӑшса ӑнлантарса панӑҫем, вӑл мана хурлӑхлӑ шӑпишӗн хӑй умӗнче хӑех айӑплӑ иккенне ҫине тӑрсах ӗнентерме тӑрӑшатчӗ… Ку йӑлтах хӑйне евӗрлӗччӗ ӗнтӗ, анчах ҫилентерсех яратчӗ мана. Вӑл пур, хӑйне хӑй хӗнесе киленетчӗ, чӑнласах та, янӑравлӑ сассипе мана:
— Кашни ҫын хӑйне хӑй хуҫа, эпӗ йӗксӗк пулсан, маншӑн никам та айӑплӑ мар! — тенӗ чух унӑн куҫӗсем ҫав киленӗҫпе ҫиҫетчӗҫ.

Культурлӑ ҫын калаҫӑвӗнче ҫакӑн пек сӑмахсем тӗлӗнтереймен пулӗччӗҫ мана, мӗншӗн тесен «интеллигент» тесе чӗнекен кӑткӑс та арпашӑннӑ ӑс-тӑнлӑ чӗри чунта тупӑнма пултарайман шыҫӑ ҫук-ха. Анчах та босякран, — паллах, ӑраскалсӑр хӑварнӑ, ҫара та выҫӑ, хаяр ҫурма-ҫынсем, ҫурма тискер кайӑксем, хуласен ҫӳп-ҫаплӑ, пылчӑклӑ тӑвӑр кӗтесӗсене тупнӑскерсем хушшинче вӑл та хӑйне кура интеллигент, — ҫав босякран ҫак сӑмахсене илтни мана тӗлӗнтерчӗ. Коновалов «эпӗ — урӑх йышши» тенипе килӗшмеллех пулатчӗ, анчах манӑн ҫакӑнпа килӗшес килместчӗ.

Ҫиелтен пӑхсан, Коновалов пӗтӗмпех чӑн чӑн ҫапкаланчӑкахчӗ; анчах ӑна мӗн сӑнанӑҫем ытларах та ытларах ҫакна куртӑм; вӑл ҫав питӗ те ӗмӗтсӗр, хапсӑнчӑк, питӗ усал та, ҫав хушӑрах ӑссӑр та мар ҫынсем хушшинче — хӑйсене тахҫанах класс вырӑнне шутламалли ҫынсем хушшинче — уйрӑмрах тӑрать; ҫакӑ мана босяксем ҫинчен урӑхла шухӑшлаттарма тытӑнчӗ.

Эпир унпа хӗрсе кайсах тавлашма тытӑнтӑмӑр.

— Тӑхта-ха, — кӑшкӑрсах калатӑп эпӗ, — кирек хӑш енчен те тӗрлӗрен усал вӑйсем сӗкӗнеҫҫӗ-тӗк, ҫын епле-ха ура ҫинче тӑма пултартӑр?

— Хытӑрах тӗрен! — кӑшкӑрать манпа тавлашакан, хӗрӳленсе кайнипе куҫне йӑлтӑртаттарса.

— Мӗн ҫине тӗренмелле?

— Ху тӗревне туп та тӗрен!

— Эсӗ ху мӗншӗн тӗренмен?

— Ҫавӑнпа калатӑп та сана, тӗлӗнтермӗш этеме, эпӗ хам шӑпашӑн хам айӑплӑ тесе!.. Тупаймарӑм эпӗ хам тӗреве! Шыратӑп, тунсӑхлатӑп — анчах та тупаймастӑп!

Ҫӑкӑр ҫинчен те шухӑшламалла-ҫке, эпир, харкам хӑй сӑмахне ҫиеле кӑларасшӑн тавлаша-тавлаша, ӗҫе тытӑнтӑмӑр. Паллах, пӗрне пӗри ним чухлӗ те ӗнентереймерӗмӗр, иксӗмӗр те, хӗрсе кайнӑскерсем, ӗҫе пӗтерсе, ҫывӑрма выртрӑмӑр.

Коновалов пекарня урайне тӑсӑлса выртрӗ те хӑвӑртах ҫывӑрса кайрӗ. Эпӗ ҫӑнӑх миххи ҫинче выртатӑп та ҫӳлтен аялалла лар патне пӑрахнӑ чӑпта ҫинче тӑсӑлса выртнӑ сухаллӑскерӗн мӑн кӗлеткине пӑхатӑп. Вӗри ҫӑкӑрпа йӳҫӗ чуста шӑрши кӗрет… Тул ҫутӑлса килет, ҫӑнӑх тусанӗ витнӗ кантӑкран хӑмӑр пӗлӗт татки курӑнать. Урапа тӑнкӑртатать, кӗтӳҫӗ, кӗтӳне пухса, шӑхличӗ калать.

Коновалов хӑрӑлтаттарса ҫывӑрать. Эпӗ, ун сарлака кӑкӑрӗ пӗр анса, пӗр хӑпартланса сывланине пӑхса, мӗнле-ха ӑна хӑвӑртрах хама май ҫавӑрмалли меслетсем ҫинчен шухӑшларӑм, анчах ним те шутласа кӑлараймарӑм та ҫывӑрса кайрӑм.

Ирпе тӑтӑмӑр та унпа, кӑвас хутӑмӑр, ҫӑвӑнтӑмӑр, унтан лар ҫине чей ӗҫме лартӑмӑр.

— Сан, мӗн, кӗнеке пур-и? — ыйтрӗ Коновалов.

— Пур…

— Вуласа парӑн-и?

— Юрӗ.

— Питӗ аван! Пӗлетӗн-и, мӗн? Пӗр уйӑх пурӑнатӑп та, хуҫаран укҫа илсен, ҫуррине — сана!

— Мӗн тума?

— Кӗнекесем ил… Ху валли туян, кӑмӑлна каяканнисене, ман валли тата — иккӗ те пулин. Мана — мужиксем ҫинчен Пилапа Сысойка пеккине… Пӗлетӗн-и, хӗрхенсе ҫырни пултӑр, кулӑшла ҫырни мар… Хӑшӗсем пур — ним тӗшне тӑмаҫҫӗ! Панфилпа Филатка — малтанхи вырӑнта картинӑсем пулсан та — пӗтӗмпех япӑх. Пошехонецсем, тӗрлӗрен юмахсем. Юратмастӑп ҫавна. Эпӗ санри пек кӗнекесем пуррине пӗлмен.

— Стенька Разин ҫинчен вулас-и?

— Стенька ҫинчен-и? Аван-и вӑл?

— Питӗ аван.

— Йӑтса кил!

Эпӗ часах ӑна Костомаровӑн «Стенька Разин пӑлхавне» вуласа пама тытӑнтӑм. Ӑста ҫырса кӑтартнӑ монографи, эпикӑллӑ поэма, сухаллӑскере, манӑн итлекенӗме, кӑмӑлне каймарӗ малтан.

— Мӗншӗн кунта калаҫу ҫук? — ыйтрӗ вӑл, кӗнекене пӑхса. Эпӗ мӗншӗнне ӑнлантарса парсан — вӑл анасласах илчӗ; анасланине кӑтартасшӑн пулмарӗ, анчах ӗҫ тухмарӗ унӑн, вара, именсе те айӑпа кӗнӗ пек пулса:
— Вула — пырать! Эпӗ ахаль ҫеҫ… — терӗ.

Историк, художник аллипе, Степан Тимофеевичӑн кӗлеткине сӑнласа панӑҫем, «Атӑл ҫинчи вольница княҫӗ» кӗнеке страницинчен куҫ умне тухса тӑнӑҫем, Коновалов улшӑнса кайрӗ. Малтан тӗксӗм те чӗмсӗрскер, тӗтре карнӑ куҫлӑ, юлхав пусса ҫитернипе сӗнксе лараканскер, — вӑл, эпӗ сисмен ҫӗртенех, ерипен, ман умма тӗлӗнмелле тухса тӑчӗ. Лар ҫинче мана хирӗҫ ларса, аллисемпе хӑйӗн чӗркуҫҫине ыталаса тытса, вӑл, урисене сухалӗ витмеллех янахӗ ҫине таяннӑ та, пӗрӗнтернӗ куҫхарши айӗн тӗлӗнмелле ҫунса тӑракан куҫӗпе ман ҫине шӑтарас пек пӑхать. Унӑн мана тӗлӗнтерекен ачанни пек айванлӑхӗнчен, ыррӑн пӑхакан кӑвак куҫне килӗшекен хӗрарӑмсенни пек ачашлӑхӗнчен ним те юлман; ун куҫӗ хӗсӗннӗ, тӗксӗмленнӗ.

— Вула, — шӑппӑн, анчах витерсе каларӗ вӑл.

— Эсӗ мӗн?

— Вула! — терӗ вӑл тепӗр хут, тархасласа та пӑшӑрханса ыйтнӑ сасӑпа.

Эпӗ, вӑхӑт-вӑхӑт ун ҫине пӑхса илсе, малалла вулатӑп та куратӑп — вӑл хӗрнӗҫем хӗрсе каять. Унран хӑйӗнчен ӗнтӗ мана вӗрилентерсе, ӳсӗртсе яракан хӗрӳ ҫапать, — темле хӗрӳ тӗтре пек вӑл. Эпӗ Стенькӑна тытнӑ тӗле ҫитрӗм.

— Тытрӗҫ! — кӑшкӑрса ячӗ Коновалов.

Унӑн ҫамки ҫине тар тапса тухрӗ, куҫне чарса пӑрахрӗ. Вӑл лар ҫинчен сиксе анчӗ, ҫӳлӗскер, хӗрсе кайнӑскер, ман умма пырса тӑчӗ, аллине ман хулпуҫҫи ҫине хучӗ те, хыттӑн, васкавлӑн калаҫма тытӑнчӗ.

— Тӑхта! Ан вула… Кала, мӗн пулать малалла? Ҫук, чим, ан кала! Вӗлереҫҫӗ ӑна? Ҫапла-и? Вула хӑвӑртрах, Максим!

Разинӑн тӑванӗ Фролка мар, Коновалов, тейӗн, ҫакӑ босяка Стенькӑпа виҫҫӗр ҫул хушшинче те сивӗнмен юн халиччен пӗрлештерсе тӑнӑ пек пулса тухрӗ; ҫакӑ босяк виҫҫӗр ҫул маларах тытнӑ ирӗк кайӑкӑн суранӗпе ҫиллине хӑйӗн пӗтӗм чӗрӗ те ҫирӗп ӳт-тирӗпе, хӑйӗн «тӗревне» шыраса, вӗриленсе кайса тунсӑхлакан чунӗпе туять.

— Вула эс тархасшӑн, туршӑн та!

Эпӗ, хӗрӳленсе те пӑлханса, чӗре тапнине туйса, Коноваловпа пӗрле Стенька хурлӑхӗшӗн пӑшӑрханса вулатӑп. Акӑ эпир асаплантарни ҫинчен ҫырни патне ҫитрӗмӗр.

Коновалов шӑлне шатӑртаттарать, унӑн кӑвак куҫӗсем кӑмрӑк пек ҫиҫеҫҫӗ. Вӑл, ман ҫурӑм ҫине таяннӑ та, кӗнеке ҫинчен куҫне илмест. Ун сывлӑшӗ ман хӑлхара шавлать, ҫӳҫӗме вӗрсе куҫ ҫине антарать. Эпӗ, ҫӳҫе сирес тесе, пуҫа сулкаласа илетӗп. Коновалов ҫакна курчӗ те хӑйӗн йывӑр алтупанне ман пуҫ ҫине хучӗ.

«Разин, шӑлне шатӑртаттарчӗ те, урайне юнпа хутӑш шӑл сурса пӑрахрӗ…»

— Ҫитет!.. Ҫӑва тӗпне! — кӑшкӑрчӗ Коновалов, кӗнекене ман алӑран туртса илсе, унтах ӑна вӑл пӗтӗм вӑйӗпе урайне шаплаттарчӗ, ун хыҫҫӑн хӑй те ҫавӑнтах тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Вӑл йӗрет, анчах куҫҫулӗнчен вӑтанса, ӗсӗклесе ярас мар тесе, темле йынӑшса илет. Вӑл, вараланчӑк шӑлаварӗпе куҫне шӑлса, пуҫне чӗркуҫҫийӗсем хушшине пытарса йӗрет.

Эпӗ, йӑпатма сӑмах тупаймасӑр, ун умӗнче лар ҫинче ларатӑп.

— Максим! — терӗ Коновалов, урайӗнче ларнӑ ҫӗртенех. — Хӑрушӑ! Пила… Сысойка. Унтан Стенька… а? Мӗнле шӑпа! Мӗнле вӑл шӑлне сурса пӑрахнӑ!.. а?

Вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтрет.

Ӑна Стенька шӑлне сурса пӑрахни шалтах тӗлӗнтерсе янӑ, вӑл, ыратнӑ чухнехи пек хулпуҫҫийӗсене чӗтрентерсе, вӗҫӗмех ун ҫинчен кала-кала парать.

Эпир унпа иксӗмӗр те, ҫынна ҫапла тӳсме ҫук хӑрушшӑн асаплантарнине куҫ умӗнче пекех курнӑ пирки, ним пӗлми пулса каятпӑр.

— Эсӗ кӑна мана тепӗр хут вуласа паратӑн, илтетӗн-и? — терӗ Коновалов, ӳкӗтлесе, кӗнекене урайӗнчен илсе мана тыттарнӑ май. — Кӑтарт-ха, хӑш тӗлте ҫырнӑ кунта шӑлсем ҫинчен?

Эпӗ кӑтартрӑм та, вӑл ҫав йӗркесем ҫине тирӗнчӗ.

— Ҫаплах, «юнпа хутӑш хӑйӗн шӑлне сурса пӑрахрӗ». Турӑҫӑм! Мӗнле тӳсрӗ-ши, э? Шӑлӗсем те… малалла мӗн пулать тата? Вӗлереҫҫӗ-и? Аха! Турра шӗкӗр, ҫапах та вӗлереҫҫех иккен ҫынна!

Вӑл хӑйӗн хавасне хӗрсе кайса, ҫырлахнипе куҫне вылятса пӗлтерчӗ те, хӗрхеннипе унӑн асаплантарнӑ Стенькӑна ҫав тери вӗлерттерес килнине илтсен, эпӗ чӗтресе илтӗм.

Вӑл кун пирӗншӗн тӗлӗнмелле иртрӗ: эпир шав Стенька ҫинчен калаҫрӑмӑр, унӑн пурнӑҫне, ун ҫинчен хунӑ юрӑсене, унӑн асапӗсене аса илтӗмӗр. Пӗр-икӗ хутчен Коновалов янӑравлӑ уҫӑ сассипе юрлама та тытӑнчӗ, юрласа пӗтермесӗрех пӑрахрӗ.

Ҫав кунран вара эпир унпа тата ҫывӑх юлташсем пулса тӑтӑмӑр.

Эпӗ ӑна тата темиҫе хутчен «Стенька Разин пӑлхавӗ», «Тарас Бульба», «Чухӑн ҫынсем» вуласа патӑм. Тарас та ман итлекенӗме кӑмӑлне кайрӗ, анчах вӑл Костомаровӑн кӗнекинчен илнӗ тарӑн шухӑшне витеймерӗ. Макар Девушкинпа Варьӑна Коновалов ӑнланмастчӗ. Макар хӑйӗн ҫырӑвӗсене ҫавнашкал чӗлхепе ҫырни ӑна кулӑшла ҫеҫ туйӑнатчӗ, Варьӑна вӑл иккӗлентерекен хӗрарӑм вырӑнне хуратчӗ.

— Асту-ха эс, ватӑ ҫынна ҫулӑхать! Чее!.. Лешӗ — чӑн-чӑн катемпи! Пӑрах эс, Максим, ҫавӑнпа аппаланма! Мӗн пур унта? Арҫынни хӗр патне, хӗрӗ арҫын патне… Сая янӑ хута… мур илесшӗсем! Хӗрхенмелли те ҫук, кулмалли те: мӗн тума ҫырнӑ?

Эпӗ ӑна подлиповецсем ҫинчен астутараттӑм, анчах вӑл манпа килӗшместчӗ.

— Пилапа Сысойка ҫинчен — урӑх сӑмах! Вӗсем чӗрӗ ҫынсем, пурнаҫҫӗ, тапаланаҫҫӗ… кусем мӗскер? Ҫырусем ҫыраҫҫӗ… кичем! Кусем, тепӗр тесен, ҫынсемех те мар, так ахаль, шухӑшласа кӑларнӑскерсем. Акӑ, Тараспа Стенька, эхер те вӗсене юнашар тӑратсан… Аттеҫӗм! Мӗнле кӑна ӗҫсем туса хуман пулӗччӗҫ-ши вӗсем. Ун чухне вара Пилапа Сысойка та — вӑй-хӑват илӗччӗҫ-и, тен?

Вӑхӑта вӑл начар ӑнланатчӗ, ун шухӑшӗпе, хӑй юратнӑ геройсем пӗрле пурӑннӑ, имӗш, вӗсенчен иккӗшӗ ҫеҫ Усольере пурӑннӑ, пӗри «хохолра», тепри Атӑл ҫинче… Эпӗ ӑна Сысойкӑпа Пила Кама тӑрӑх анаталла «шӑвӑнтарнӑ» пулсан та, вӗсем Степькӑпа тӗл пулма пултарайманни ҫинчен, Стенька «Дон тӑрӑхӗнчи казаксене пӑрахса хохола вӗҫтернӗ» пулсан, унта вӑл Тараса тупма пултарайманни ҫинчен аран-аран ӑнлантарса патӑм.

Ҫакна ӑнланса илни Коновалова кӳрентерчӗ. Эпӗ ӑна Пугачев пӑлхавӗ ҫинчен каласа пама шут тытрӑм, юри, вӑл Емелька пирки мӗн шухӑшланине пӗлес тесе. Коновалов Пугачева тиркесе пӑрахрӗ.

— Ха, клеме ҫапнӑ шельмӑ, — асту-ха ӑна! Патша ятне илсе пӑлхатать… Мӗн чухлӗ ҫынна вӗлернӗ, йытӑ!.. Степь-ка-и? — вӑл, тӑванӑм, урӑхла йышши. Пугач — шӑрка, ҫавӑ ҫех. Тавтапуҫах! Стенька ҫинчен ҫырнӑ пек кӗнеке ҫук-и тата? Шыра-ха… Леш, ҫуламан пӑрӑва, Макара пӑрах — ним усси те ҫук. Луччӗ эс Степана мӗнле асаплантарса вӗлерни ҫинчен тепӗр хут вула.

Уяв кунӗсенче эпир Коноваловпа юханшыв леш енне, улӑха каяттӑмӑр. Кӑштах эрех, ҫӑкӑр, кӗнеке илеттӗмӗр те, ирех, Коновалов каларӑшле, «уҫӑ сывлӑша» тухаттӑмӑр.

Пуринчен ытла пирӗн кӑмӑла «кӗленче завочӗ» туртатчӗ. Темшӗн-ҫке, «кӗленче завочӗ» тесе, хуларан инҫех мар, хир варринче ларакан пӗр ҫурта калатчӗҫ. Вӑл виҫӗ хутлӑ чул ҫуртчӗ, тӑрри ишӗлсе аннӑччӗ унӑн, чӳречи каҫакӗсем ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗччӗ, тӗпсакайӗсенчен ҫу каҫах шӗвӗ пылчӑк шӑрши ҫапатчӗ. Ҫав ешӗл-сӑрӑ тӗс витнӗ, ҫурма-ишӗлсе йӑтӑнса аннӑ пек ҫурт, хиртен хула еннелле хӑйӗн путса кӗнӗ куҫ пек ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ чӳречисемпе пӑхса ларатчӗ те, хула тулашне кӑларса ывӑтнӑ, шӑпа кӳрентернӗ, вилес патне ҫитнӗ мӗскӗн уксах-чӑлах пек туйӑнатчӗ. Ҫурхи кунсенче ҫулсеренех ҫав ҫурта шыв илетчӗ, анчах та вӑл, никесӗнчен тӑрне ҫити ешӗл пӑнтӑхпа витӗннӗскер, часран-часах полици пырса кӗресрен лӳшкенчӗксемпе сыхланса, никам аркатайми ларатчӗ, — ларатчӗ те, тӑрри пулмасан та, килсӗр-ҫуртсӑр темле ҫынсемшӗн кил вырӑнӗ пулатчӗ.

Унта вӗсем яланах нумайӑнччӗ; ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑскерсем, ҫурма-выҫӑскерсем, хӗвел ҫутинчен хӑраканскерсем, вӗсем ҫак шӑтӑк-шатӑк ҫуртра тӑманасем пек пурӑнатчӗҫ, пире, Коноваловпа иксӗмӗре, хапӑл тусах кӗтсе илетчӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл та, эпӗ те, пекарньӑран тухас умӗн, пӗрер каравай шурӑ ҫӑкӑр илеттӗмӗр, ҫул май пӗр чӗрӗк эрех, ывсӑ тулли «вӗри апат» — ӳпке-пӗвер, чӗре, хырӑмлӑх туянаттӑмӑр. Ик-виҫӗ тенкӗпе эпир, Коновалов каларӑшле, ҫав «кӗленче ҫынсене» лайӑхах хӑналаттӑмӑр.

Ун вырӑнне вӗсем пире, чуна ҫӳҫентерекен хӑрушӑ тӗрӗслӗхе айванла суялӑхпа ӗненмелле мар хутӑштарса ярса, тем ҫинчен те каласа паратчӗҫ, Кашни калавех чӗнтӗр пек туйӑнатчӗ, ҫав чӗнтӗрӗн хура ҫипписем ытларах, вӗсем — тӗрӗслӗх, йӑлтӑр ҫутӑ ҫипсем те тӗл пулатчӗҫ, вӗсем — суялӑх. Ҫакӑ ӗнтӗ пуҫ мимипе чӗре ҫине ӳкетчӗ те, ӑна та, кӑна та хӑйӗн тӗрлӗ тӗсӗпе хытӑ хӗсетчӗ. «Кӗленче ҫынсем» пире хӑйсем пӗлнӗ пек юрататчӗҫ — эпӗ вӗсене час-часах кӗнеке вуласа параттӑм, вӗсем эпӗ вуланине яланах тенӗ пек шухӑша кайса, тимлесе итлетчӗҫ.

Пурнӑҫ урапи ҫинчен ывӑтнӑ ҫынсем ҫав пурнӑҫа тарӑнӑн ӑнланни мана тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтеретчӗ, ҫавӑнпа та вӗсен калавӗсене эпӗ тӑранайми итлеттӗм, Коновалов вӗсене калавҫӑн философине хирӗҫлес тесе тата мана тавлашӑва кӗртсе ярасшӑн пулса итлетчӗ.

Юмахри пек ӗненмелле мар тумланнӑскер, «мана никам та чике тӑршшӗ лартма пултарас ҫук» тенӗ пек сӑнарлӑ субъект пӗр-пӗр ҫын пурнӑҫӗ ҫинчен, вӑл ҫынлӑхран тухни ҫинчен хӑйне яланах тӳрре кӑларса, хӳтӗлесе каласа панине итлесе пӗтерсен, Коновалов шухӑша кайнӑ чухнехи пек йӑл кулатчӗ те, хирӗҫлесе, пуҫне пӑркалатчӗ. Кӑна сисетчӗҫ.

— Ӗненместӗн-им, Лёса? — кӑшкӑратчӗ каласа параканӗ.

— Ҫук, ӗненетӗп… Ҫынна епле-ха ӗненмӗн! Вӑл суйнине куратӑн пулсан та, ӗнен ӑна, итле те вӑл мӗншӗн суйнине ӑнланма тӑрӑш. Суйнӑ чухне ҫынна вӑл тӗрӗс сӑмах каланӑ чухнехинчен те лайӑхрах пӗлсе ҫитетӗн. Ҫапла та пулать тепӗр чух… Мӗн, тепӗр тесен, эпир хамӑр ҫинчен тӗрӗсне калама пултарӑпӑр? Чи чыссӑр тӗрӗслӗхе… Суясса лайӑх суйма пулать… Тӗрӗс-и?

— Тӗрӗс, — килӗшет унпа каласа параканӗ. — Мӗншӗн-ха эсӗ ҫапах та пуҫна пӑркаларӑн?

— Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эсӗ тӗрӗс мар шухӑшлатӑн… Сана итлесен, эсӗ хӑвӑн пӗтӗм пурнӑҫна ху мар, кӳршӳсем тата иртен-ҫӳрекенсем туса панӑ пек пулса тухать. Эсӗ ҫав вӑхӑтра ӑҫта пулнӑ? Мӗншӗн хӑвӑн шӑпуна хирӗҫ нимле вӑй та тӑратман? Мӗнле пулса тухать-ха вӑл капла, эпир пурте ҫынсене ӳпкелетпӗр, хамӑр та ҫынсемех-ҫке? Апла пире те ҫынсем ӳпкелеме кирлӗ. Пире пурӑнма кансӗрлеҫҫӗ, апла пулсан хамӑр та кама та пулин кансӗрленӗ-тӗр, ҫапла-и? Мӗнле ӑнлантарса памалла ҫакна?

— Пуриншӗн те аслӑ, никам никама кансӗрлемелле мар пурнӑҫ тумалла, — теҫҫӗ Коновалова.

— Пурнӑҫне кам тумалла? — тет вӑл ҫиеле тухнипе хавасланса, унтан, ку ыйтӑва хирӗҫ хӑйӗнчен малтан урӑххисем тавӑрасран шикленсе, ҫийӗнчех хӑй ҫапла каласа хурать: — Эпир! Хамӑр! Анчах мӗнле тӑвӑпӑр-ши ҫав пурнӑҫа, эпир ӑна тума пӗлместпӗр пулсан, хамӑрӑн пурнӑҫӑмӑр ӑнӑҫлӑ пулмарӗ пулсан? Ҫапла пулса тухать, тӑванӑмсем, пӗтӗм пурнӑҫ тӗрекӗ — эпир хамӑр! Ну, эпир кам иккенӗ вӑл паллӑ…

Ыттисем, хӑйсене тӳрре кӑларса, ӑна хирӗҫлетчӗҫ, анчах та вӑл ҫине тӑрсах хӑйӗннех перетчӗ: вӗсем умӗнче никам та айӑплӑ мар, кашни хӑй умӗнче хӑй айӑплӑ, тетчӗ.

Ӑна хӑй тӑракан ҫӗр ҫинчен, хӑй шухӑшӗнчен пӑрма тата вӑл ҫынсем пирки мӗн шутланине пӗлме питӗ те хӗнччӗ. Пӗр енчен, ун шухӑшӗпе, вӗсем ирӗклӗ пурнӑҫ тума пултармаллах праваллӑ ҫынсем, тепӗр енчен — вӗсем темле халсӑр, имшеркке, пӗрне пӗри ӳпкелеме пултарнисӗр пуҫне, нимӗне те юрӑхсӑр ҫынсем пулса тӑраҫҫӗ.

Ҫакӑн пек тавлашусем час-часах пулса иртетчӗҫ, кӑнтӑрла пуҫланатчӗҫ, те ҫурҫӗр тӗлнелле тин пӗтетчӗҫ, эпир Коноваловпа вара ҫав «кӗленче ҫынсем» патӗнчен тӗттӗм ҫӗрле, чӗркуҫҫи таран пылчӑк ашса таврӑнаттӑмӑр.

Пӗринче эпир кӗҫех шурлӑха путаттӑмӑр, тепринче пире полици хупӑрласа илчӗ те, эпир вара «кӗленче заводӗнчи» пӗр ҫирӗм туспа, полици шучӗпе шанчӑксӑра тухнӑскерсемпе, частьре ҫӗр каҫрӑмӑр. Хӑш чухне пирӗн пурнӑҫ ҫинчен ҫапла калаҫас-тавлашас килместчӗ те, эпир улӑх тӑрӑх инҫете, юханшыв леш енне, шыв тулнӑ вӑхӑтра кӗрсе юлнӑ нумай-нумай вӗтӗ пулӑ вылякан пӗчӗк кӳлӗсем пур ҫӗре каяттӑмӑр. Ҫавӑн пек пӗр пӗчӗк кӳлӗ хӗрринчи тӗмсем хушшине, хамӑр тавралӑха тата ытларах илемлетме тесе кӑна, вут хураттӑмӑр та кӗнеке вулаттӑмӑр е пурнӑҫ ҫинчен калаҫаттӑмӑр. Хӑш чухне Коновалов:
— Максим! Пӑхар-и пӗлӗтелле! — тетчӗ шухӑшлӑн.

Эпир вара месерле выртаттӑмӑр та хамӑр ҫинчи тӗпсӗр кӑвак тӳпенелле пӑхаттӑмӑр. Малтан эпир хамӑр таврара ҫулҫӑсем вӑштӑртатнине, кӳлӗре шыв чӑмпӑлтатнине итлеттӗмӗр, хамӑр айра ҫӗр пуррине туяттӑмӑр… Унтан кӑвак пӗлӗт пире пӗчӗккӗнех хӑй патне туртса илнӗн туйӑнатчӗ, эпир ҫӗр ҫинчи пурнӑҫа туйми пулаттӑмӑр та, ҫӗртен уйӑрӑлса тенӗ пек, ҫурма-тӗлӗрсе кайнӑн, тавралӑха пӑхса киленнӗн, ҫак сисӗм-туйӑма сӑмахпа та, хускалса та ҫухатас мар тесе, вӗҫӗ-хӗррисӗр пӗлӗтре ярӑнса ҫӳренӗн туяттӑмӑр.

Ҫапла темиҫе сехет хушши выртаттӑмӑр эпир, вара чуна уҫӑлтарса, кантарса, киле, ӗҫ патне таврӑнаттӑмӑр.

Коновалов ҫутҫанталӑка чунтан килекен юратупа, пӗр сӑмахсӑр юрататчӗ; яланах, хирте-и е шыв ҫинче-и, унӑн чӗрине лӑпкӑ кӑмӑл ҫупӑрласа илетчӗ, ҫакӑ вара ахаль те ача пек ҫынна тата та ытларах йӑвашлантарса яратчӗ. Сайра хутра вӑл, пӗлӗтелле пӑхса:
— Эх!.. Ырӑ-ҫке! — тетчӗ, ассӑн сывласа илсе.
Унӑн ҫакӑ чӗререн тухакан сассинче ҫутҫанталӑкӑн калама ҫук кӑмӑллӑ сӑрӗсем умӗнче чӑнласа пуҫ тайнинчен ытла хӑйсене илемлӗхе витӗр пӗлсе тӑракан ҫын вырӑнне хисепленине ҫухатасшӑн мар хавхаланакан нумай поэтсен риторикӑллӑ хӑтланӑвӗнчен шухӑшпа туйӑм яланах ытларахчӗ.

Пур япала пекех, поэзи те, унран професси тӑваҫҫӗ пулсан, хӑйӗн тасалӑхне ҫухатать.

Кун хыҫҫӑн кун… ҫапла икӗ уйӑх иртсе кайрӗ. Нумай калаҫрӑмӑр Коноваловпа, эпӗ ӑна нумай кӗнекесем вуласа патӑм. «Стенька пӑлхавне» час-часах вулаттӑм, ҫавӑнпа та вӑл ӑна, пуҫласа вӗҫне ҫитичченех, страница хыҫҫӑн страница, хӑй сӑмахӗсемпе лайӑхах каласа паракан пулчӗ.

Лайӑх ӑнкаракан ачашӑн асамлӑ юмахсем хӑшпӗр чухне мӗнле илемлӗ кӗнеке вырӑнне пулаҫҫӗ, Коноваловшӑн та ҫак кӗнеке ҫавӑн пекех пулса тӑчӗ. Вӑл унта тӗл пулакан япаласен, кӗнекери геройсен ятне ӗнтӗ калатчӗ, пӗринче ҫапла, ҫӳлӗк ҫинчен ҫӑкӑр чашки ӳксе ҫӗмӗрӗлчӗ те, вӑл кӳренсе:
— Эх, эсӗ, Прозоровский воевода! — терӗ мана.

Начар пиҫнӗ ҫӑкӑра вӑл Фролка, ҫӗпрене «Стенька шухӑшӗсем» тетчӗ; Стенькӑна хӑйне пурнӑҫра пулман, пысӑк, анчах телейсӗр, ӑнӑҫсӑр япалапа танлаштаратчӗ.

Коноваловпа малтанхи хут паллашнӑ кун эпӗ Капитолина ҫырӑвне вуласа ӑна хирӗҫ ҫырса янӑччӗ. Ҫав хӗре ӗнтӗ нихҫан та тенӗ пек аса илместӗмӗр.

Коновалов ун валли темле Хӗлип патне укҫа яратчӗ; вӑл ҫав Хӗлипе полицие кайса хӗр хутне кӗме ҫыратчӗ, анчах Хӗлипрен те, хӗртен те пӗр хыпар та пулмарӗ.

Анчах кӗтмен ҫӗртен, пӗр каҫхине, эпир Коноваловпа кӑмакана ҫӑкӑр хывма тытӑннӑ вӑхӑтра, пекарня алӑкӗ уҫӑлчӗ те, тӗттӗм пӑлтӑртан шикленерех те ҫав хушӑрах иртӗнӳллӗн калаҫнӑ хӗрарӑм сасси илтӗнсе кайрӗ:

— Каҫарӑр…

— Кам кирлӗ? — ыйтрӑм эпӗ; ҫав самантра Коновалов, ҫӑкӑр кӗреҫине урайне антарса ури ҫумне тытрӗ те, именкелесе, сухалне чӗпӗткелесе тӑчӗ.

— Коновалов булочник кунта ӗҫлет-и?

Халӗ ӗнтӗ вӑл алӑкра тӑратчӗ, маччаран ҫакнӑ лампа ҫути тӳрех ун пуҫӗ ҫине ӳкет, — вӑл шурӑ тутӑр ҫыхнӑ. Тутӑр айӗнчен ҫаврака та кӑмӑллӑ, каҫӑр сӑмсаллӑ сӑн-сӑпат курӑнчӗ; хулӑн та хӗрлӗ тути кулнипе, икӗ тулли питҫӑмартийӗ ҫинче икӗ путӑк.

— Кунта! — терӗм эпӗ ӑна.

— Кунта, кунта! — темле хавасланса шавласа илчӗ Коновалов; вӑл кӗреҫине пӑрахрӗ те хӑна патне хӑлаҫланса утса кайрӗ.

— Сашенька! — терӗ хӗр, ӑна хирӗҫ уртӑнса.

Вӗсем ыталашрӗҫ, Коновалова самаях ун умне пӗшкӗнме тиврӗ.

— Ну, мӗнле? Мӗнле майпа? Хӑҫантан? Ак мӗнле эсӗ! Ирӗкре апла? Аван! Куртӑн-и? Каларӑм вӗт сана!.. Санӑн халь ҫул пур! Хӑюллӑн ҫӳре! — васкавлӑн ӑнлантарса парать ӑна Коновалов, хӑй ҫаплах алӑк патӗнче, аллисене сарса ямасӑр, хӗре мӑйӗнчен, пилӗкӗнчен ыталаса тӑрать.

— Максим… эсӗ, тӑванӑм, пӗчченех ҫапӑҫ-ха паян, эпӗ хӗрарӑмпа… Ӑҫта чарӑнтӑн эсӗ, Каппӑ?

— Эпе тӳрех кунта, сан патна…

— Ку-унта? Кунта май ҫук… кунта ҫӑкӑр пӗҫереҫҫӗ… ҫук… кунта юрамасть! Пирӗн хуҫа питӗ хаяр ҫын. Кӗҫӗрлӗхе урӑх ҫӗре вырӑнаҫас пулать… Калӑпӑр, номерте. Кайрӑмӑр!

Вӗсем кайрӗҫ. Эпӗ ҫӑкӑрсемпе ҫапӑҫма юлтӑм; Коновалова ирччен кӗтме те шухӑшламанччӗ, анчах вӑл тепӗр виҫ сехетренех таврӑнчӗ те, ку мана тӗлӗнтерсех пӑрахрӗ. Эпӗ ун сӑн-пичӗ ҫинче савнӑҫ ҫиҫсе тӑнине курма ӗмӗтленнӗччӗ, анчах пӑхрӑм та, тата ытларах тӗлӗнсе кайрӑм: унӑн сӑн-пичӗ пӗтӗмпех кичемленсе, ывӑнса ҫитнӗ чухнехи пек темле йӳҫенчӗк тӗслӗ.

— Мӗн, эсӗ? — терӗм эпӗ, ман тусӑн кӑмӑлӗ паянхи ӗҫшӗн ҫапла улшӑнма кирлӗ мартан улшӑннипе хытӑ интересленсе.

— Ним те мар… — терӗ те вӑл салхуллӑн, калаҫма чарӑнса, ҫиленсех сурса илчӗ.

— Анчах, ҫапах та? — ҫине тӑтӑм эпӗ.

— Сана мӗн ӗҫ? — хирӗҫлерӗ вӑл ывӑннӑн, лар ҫинче пӗтӗм кӗлеткипе тӑскаланса. — Ҫапах та… ҫапах та… Ҫапах та — хӗрарӑм!

Мӗн пулса иртнине калаттарса пама мана питӗ хӗн пулчӗ, ҫапах та, юлашкинчен, вӑл ун ҫинчен ҫакнашкалтарах сӑмахсемпе пӗлтерчӗ:

— Калатӑп — хӗрарӑм тесе! Эпӗ хам ухмах, унсӑрӑн кунашкал пулса тухас ҫукчӗ. Ӑнлантӑн-и? Эсӗ пур: хӗрарӑм, та — ҫын, тетӗн. Паллах, вӑл икӗ кайри урипе ҫӳрет, курӑк ҫимест, калаҫать, вулать — выльӑх мар. Ҫапах та пирӗн тӑвана компани мар… Мӗншӗн, тетӗн-и? А… пӗлместӗп! Пирӗншӗн маррине туятӑп, анчах мӗншӗнне ӑнланма пултараймастӑп… Акӑ вӑлах, Капитолина, мӗнле юрӑ юрлать: «Сан арӑму пулса пурӑнас килет, тет. Сан килне сыхлакан йытту пулса…» тет. Ӑнланма та ҫук! «Ну, савнӑ чунӑм эс, тетӗн ӑна, итле-ха ӑссӑрскер; шухӑшласа пӑх-ха манпа мӗнле пурӑнасси ҫинчен? Эпӗ час-часах ӗҫке ярӑнатӑп. Ку пӗрре. Унтан, ман нимле килӗм-ҫуртӑм та ҫук; ҫитменнине, эпӗ — ҫапкаланчӑк ҫын, пӗр вырӑнта пурӑнма пултараймастӑн…» ҫакнашкал тата нумай сӑмахсем калатӑп… Вӑл хӑйӑннех: «Ӗҫӗсӗн ара — кӳп! Мастеровой арҫынсем пурте ӗҫкӗпе сунаҫҫӗ, ҫапах та вӗсен арӑмӗсем пур, тет; арӑму пулсан, кил те пулать, вара ун чухне ниҫта та тарса каймӑн», тет… Эпӗ ӑна: «Каппӑ, эпӗ урӑхла пурӑнма пултараймастӑп, мӗншӗн тесен эсӗ каланӑ пек пурӑнма пӗлместӗп, ҫав пурнӑҫа хӑнӑхма пултараймастӑп» тетӗп. Вӑл: «Эпӗ, тет, шыва сикетӗп!» Эпӗ ӑна: «Ухма-ах!» тетӗп. Вӑл — вӑрҫма. Мӗнле кӑна вӑрҫмасть хӑй! «Эх, эсӗ, тет, нӗрсӗр, намӑссӑр, суеҫӗ, тӑрнаккай шуйттан!..» Эх, ятлать, эх, ятлать… тем тума хатӗр мана, кӗҫех тухса тараттӑм. Унтан йӗме тытӑнчӗ. Йӗре-йӗре ятлать мана: «Эпӗ сана кирлӗ мар пултӑм пулсан, мӗншӗн мана ҫав вырӑнтан сӗтӗрсе кӑлартӑн? — тет. Мӗншӗн мана унтан илӗртсе кӑлартӑн, халь ӑҫта кайса пуҫа чикес манӑн? Хӗрлӗ ҫӳҫ, ухмах пуҫ эсӗ!» тет. Мӗн тӑвас ӗнтӗ ман унпала?

— Эсӗ, чӑнах та, мӗншӗн-ха ӑна унтан кӑлартӑн? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— Мӗншӗн? Шел мар-им! Вӑт ухмах! Ҫын лачакана путать пулсан… кашни иртен-ҫӳрен хӗрхенет ӑна. Анчах пӗрлешсе йӑва ҫаврасси… тата ытти унта, ни-ни! Эпӗ кунпа килӗшме пултараймастӑп. Мӗнле кил хуҫи эпӗ? Ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ пулсан, тахҫанах ҫапла тунӑ пулӑттӑм. Мӗнле кӑна лайӑх майсем пурччӗ! Пурлӑхӗ-мӗнӗпе ҫаклатма пултараттӑм, тата… мӗн калӑн унта. Анчах чунӑм туртмасть пулсан, мӗн тӑвас-ха ман? Йӗрет вӑл… ку, паллах… мӗн калас, начар ӗҫ… Анчах мӗнле-ха апла? Пултараймастӑп!

Вӑл «пултараймастӑп» сӑмахне пуҫне пӑркаласах ҫирӗплетсе каларӗ, унтан лар ҫинчен анчӗ те, сухалне ик аллипе те тӑрмакаласа, пуҫне усса, суркаласа, пекарня урайӗ тӑрӑх ҫӳреме тытӑнчӗ.

— Максим! — именереххӗн те ҫивӗччӗн калаҫма пуҫларӗ хӑй манпа, — каймӑн-ши эсӗ ун патне, каламӑн-ши ӑна мӗншӗнне… э? Пыр, тӑванӑм!

— Мӗн калам эпӗ ӑна?

— Пӗтӗмпех тӗрӗсне кала!.. Пултараймасть вӑл, те. Вӑл ӗҫ уншӑн юрӑхсӑр, те… Е акӑ мӗн кала… Унӑн леш, усал чирӗ пур, те!

— Капла калани тӗрӗс пулмасть-ҫке? — терӗм эпӗ кулса.

— М-да… тӗрӗс пулмасть… Сӑлтавӗ пит аван, ҫапла-и? Эх, эсӗ те, шуйттан илешшӗ! Ак инкек! Э? Мӗн тума кирлӗ-ха мана арӑм?

Ҫак сӑмахсене каланӑ чух вӑл, темле тӗлӗнсе, хӑраса, аллисене саркаласа ячӗ те, — авлансан, арӑмне ниҫта хума пултарайманни аванах паллӑ пулса тӑчӗ! Вара, мӗн пулса иртнине каласа пани кулӑшла пулса тухрӗ пулин те, калавӑн драмӑллӑ енӗ мана хӗр шӑпи ҫинчен шухӑшлаттармаллипех шухӑшлаттарчӗ. Вӑл, халӗ ӗнтӗ хӑйпе хӑй тенӗ пек калаҫса ҫаплах пекарня урайӗ тӑрӑх уткаласа ҫӳрет.

— Кӑмӑла каймарӗ вӑл мана хальхинче, питӗ те кӑмӑла каймарӗ! Сӗтӗрет те сӗтӗрет пек вӑл мана, тӗпсӗр шурлӑх пек, таҫта путарса антарса ярать пек. Асту-ха эс ӑна, хӑйне валли упӑшка тума куҫ хывнӑ! Ытлашши пысӑк ӑслах та мар, анчах чее хӗрача.

Кӑна ӗнтӗ хӑй мар, босяк туйӑмӗ, хӑйӗн ӗмӗрех ирӗклӗхе туртӑнакан хавалне тапӑннине сиссе, хӗрӳллӗн калаҫма тытӑнчӗ пек пулса тухрӗ.

— Ҫук, мана унашкал ӑманпа улталаймӑн, эпӗ шултра йышши пулӑ! — терӗ вӑл хыттӑнах, мухтанса. — Ак тытӑп та пӗр, ҫапла… мӗн, тепӗр тесен? — Унтан, пекарня варрине чарӑнса тӑчӗ те, йӑл кулса, шухӑша кайрӗ. Эпӗ, ун сӑн-питне кӑвар пулса тапса тухнӑ хӗрӳлӗхне сӑнаса, вӑл мӗн шутласа кӑларнине чухлама тӑрӑшрӑм.

— Максим! Айта Кубане?!

Эпӗ кӑна кӗтменччӗ. Манӑн ун тӗлӗшӗнчен урӑх шухӑшсем, литературӑпа педагогика тӗлӗшпе шухӑшсем пурччӗ: манӑн, ӑна хутла вӗрентсе, хам вӑл вӑхӑтра мӗн пӗлнӗ, ҫавна пӗтӗмпех ӑна вӗрентес ӗмӗт пурччӗ. Вӑл мана, ҫу-каҫа ҫак вырӑнтан хускалмастӑп тесе, сӑмах панӑччӗ; ку эпӗ мӗн шутланине тума ҫӑмӑллатнӑччӗ, анчах сасартӑк…

— Ан калаҫ кирлӗ-мара! — терӗм эпӗ ӑна кӑшт именерех.

— Мӗн тӑвас-ха манӑн? — терӗ вӑл хыттӑнах.

Эпӗ Капитолина ун ҫумне ҫыпҫӑннинчен ытлашши шикленмелли ҫукки ҫинчен, вӑл ун пирки кӑлӑхах ҫапла шутлани ҫинчен калама тытӑнтӑм, малашне мӗн пулӗ унта, тӑхтаса пӑхас пулать, терӗм.

Кӗтме нумай кирлӗ мар пек те туйӑнчӗ.

Эпир каҫ пуласпа, кӑмака умӗнче чӳречене ҫурӑмпа ларса, калаҫатпӑр. Ҫурҫӗр ҫитесси инҫе те мар, Коновалов таврӑннӑранпа пӗр сехет ҫурӑ е икӗ сехет иртнӗ. Сасартӑк, хыҫалта чӳрече чӑнкӑртатрӗ те, урайне пӗр пысӑках чул муклашки шаплатса ӳкрӗ. Эпир хӑранипе харӑсах сиксе тӑтӑмӑр та чӳрече патне ыткӑнтӑмӑр.

— Тивертеймерӗм! — ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрчӗ хӗр Коновалова. — Начар тӗллерӗм. Лекнӗ пулсан…

— Кай-йӑр! — хӑрӑлтатрӗ пысӑк тискер кайӑкӑнни пек хулӑн сас — Кай-йӑр, эпӗ ӑна кайран хӑналӑп!

Урамран, ҫӗмрӗк чӳречерен, чӑрсӑрланса, хаярланса вӑрҫнӑ сасӑпа пӗрле ӳсӗрле ахӑлтатса, нӑйӑлтатса ҫухӑрашнипе чӗрене касса каякан сасӑ вӗҫсе кӗрет.

— Ҫавӑ! — терӗ Коновалов салхуллӑн.

Эпӗ халлӗхе чӳрече умӗнчи шӑтӑка усӑннӑ икӗ ура ҫеҫ куртӑм. Вӗсем, ҫав урасем, кӗлисемпе шӑтӑкӑн чул стенисене тапкаласа, темле масарла ҫапкаланса ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

— Кай-йӑр! — илтӗнет ҫаплах хулӑн сас.

— Яр! Ан сӗтӗр мана, ан чӑрмантар чуна лӑплантарма. Сывӑ пул, Сашка! Сывӑ пул… — малалла намӑс сӑмах илтӗнчӗ.

Эпӗ чӳрече ҫывӑхнерех пытӑм та Капитолинӑна куртӑм. Аялалла пӗшкӗнсе, аллисемпе панеле тӗренсе, вӑл пекарня ӑшнелле пӑхма тӑрӑшать, ҫӳҫӗ хулпуҫҫийӗпе кӑкӑрӗ ҫине сапаланса выртнӑ. Шурӑ тутӑрӗ айӑккалла сирӗлсе кайнӑ, кӗпи кӑкӑр тӗлӗнче ҫуркаланнӑ. Капитолина ӳсӗр, вӑл, ҫуркаланса пӗтнӗскер, эрех ӗҫсе тултарнипе хӗрелсе кайнӑскер, куҫҫуллӗ пит-куҫлӑскер, хӑнклатса, ятлаҫса, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе, пӗр енчен тепӗр енне сулкаланса тӑрать…

Ун ҫине хӑйӗн пӗтӗм кӗлеткипе ҫӳлӗ арҫын пӗшкӗннӗ, вӑл, пӗр аллипе хӗрӗн хулпуҫҫинчен, тепринпе ҫурт стенинчен тӗренсе, вӗҫӗмех:
— Кай-йӑр!.. — тесе хӑрлатать.

— Сашка! Ҫирӗн эс ман пуҫа… асту! Ылханатӑп сана, хӗрлӗ шуйттан! Пурпӗрех ҫутӑ тӗнче кураймӑн. Ӗнентӗм эпӗ сана… култӑн манран, усал… мӑшкӑлларӑн… юрӗ! Татӑлӑпӑр! Пытантӑн! Намӑс-им, кӗҫҫе пит… Саша… кӑвакарчӑнӑм.

— Эпӗ пытанман… — терӗ Коновалов, чӳрече патне пырса, лар ҫине хӑпарса, хулӑн сассипе. — Эпӗ пытанмастӑп… эсӗ кӑлӑхах… Эпӗ сана ырӑ тӑвас, терӗм; ырӑ пулать — тесе шутларӑм, эсӗ пур, кирлӗ-кирлӗмара ахӑрашма пуҫларӑн…

— Сашка! Вӗлерме пултараймӑн-ши мана?

— Мӗншӗн эсӗ ӗҫсе тултарнӑ? Эсӗ ыран… мӗн пулма пултарнине пӗлетӗн-им?

— Сашка! Сашка! Пӑрах мана шыва!

— Ҫи-итӗ! Кай-йӑр!

— Йӗк-ксӗк! Мӗншӗн эсӗ хӑвна юри лайӑх ҫын пек тыткалатӑн?

— Мӗнле шӑв-шав? Кам унта?

Ҫак калаҫӑва ҫӗрлехи хуралҫӑ шӑхӑртнӑ сасӑ хутшӑнчӗ те, харкашу чарӑнсан, хӑй те шӑпланчӗ.

— Мӗншӗн сана, шуйттана, ӗнентӗм-ши… — ӗсӗклесе йӗрет хӗр чӳрече умӗнче.

Унтан ун урисем чӗтренсе илчӗҫ те, ҫӳлелле вӗлтлетсе хӑпарса, тӗттӗмре курӑнми пулчӗҫ. Хӑрӑлтатнӑ сасӑ, кӗрмешни илтӗнчӗ…

— Полицие каймастӑп! Са-аша! — салхуллӑн кӑшкӑрать хӗр.

Урамра йывӑр ура сасси илтӗнчӗ. Шӑхӑрнӑ, хӑрӑлтатнӑ, ҫухӑрнӑ сасӑ…

— Са-аша! Чу-унӑм!

Такама ним хӗрхенми лӑсканӑн туйӑнать. Ҫакӑ сасӑсем пиртен инҫете-инҫете кайса пычӗҫ те, асаплӑ тӗлӗкри пек ҫухалчӗҫ.

Пирӗн умра тӗлӗнмелле хӑвӑрттӑн пулса иртнӗ ҫак ӗҫе курнипе чунӑмӑрсене тӑвӑр пулса ҫитрӗ, эпир Коноваловпа тӗттӗм урамалла пӑхатпӑр, татӑлса йӗрнине, ятлаҫнине, ҫухӑрнине, начальниксем кӑшкӑрнине, йывӑррӑн йынӑшнине илтнипе ниепле те тӑна кӗрсе ҫитейместпӗр. Эпӗ хӑшпӗр уйрӑм сасӑсене аса илтӗм те, ку чӑнах та куҫ умӗнче пулса иртнине аран-аран ӗнентӗм. Ҫак пӗчӗк те, анчах питӗ тискер ӗҫ ҫав тери хӑвӑрт пулса иртрӗ.

— Пӗтрӗ!.. — терӗ Коновалов ним пулман чухнехи пек, анчах темле ытла йӑвашшӑн, чӳречерен чӗмсӗррӗн те ҫилленнӗ пек курӑнакан тӗттӗм каҫ шӑплӑхне тепӗр хут итлесе илнӗ хыҫҫӑн.

— Акӑ вӑл мӗнле мана!.. — тӗлӗнсе сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл тепӗр самантран, вырӑнӗнчен хускалмасӑр, лар ҫинче, аллисемпе чӳрече каҫакӗнчен тӗренсе, чӗркуҫленсе ларнӑ ҫӗртенех. — Полицие ҫакланчӗ… ӳсӗр… темле шуйттанпа. Епле хӑвӑрт шут тытнӑ! — Вӑл ассӑн сывласа илчӗ, лар ҫинчен анса михӗ ҫине ларчӗ, икӗ аллипе те пуҫне ҫавӑрса тытса пӑркаланчӗ те, манран:
— Каласа пар-ха, Максим, мӗн пулса тухрӗ-ха кунта?.. — тесе ыйтрӗ.
— Мӗн тумалла-ха ӗнтӗ манӑн?

Эпӗ каласа патӑм. Чи малтанах хӑвӑн мӗн тӑвас килнине ӑнланса илмелле, ӗҫе пуҫличченех вӑл мӗнле вӗҫленме пултарассине курса тӑмалла. Ҫакна вӑл ӑнланман, пӗлмен — ҫавӑнпа та пӗтӗмпех хӑй айӑплӑ. Эпӗ ӑна ун чухнех ҫиллентӗм — Капитолина йынӑшнипе кӑшкӑрни, яланах «кай-йӑр» тенӗ ӳсӗрскерӗн сасси — ҫаксем йӑлтах ман хӑлхара янласа тӑратчӗҫ-ха, эпӗ юлташа ним хӗрхенми вӑрҫса каласа патӑм.

Вӑл мана пуҫне чиксе итлерӗ, каласа пӗтерсен, пуҫне ҫӗклерӗ те, эпӗ ун пичӗ-куҫӗ хӑранӑ тата тӗлӗннӗ чухнехи пек пулса тӑнине асӑрхарӑм.

— Акӑ мӗнле иккен! — терӗ вӑл хыттӑнах. — Пултаратӑн! Ну, тата… халӗ мӗн ӗнтӗ? А? Мӗнле капла? Ман мӗн тумалла унпа?

Вӑл ҫак сӑмахсене каланӑ чух, унӑн сасси, айӑпа кӗнӗ таса чунлӑ ачанни пек илтӗннӗрен, вӑл ҫав хӗр умӗнче айӑпа кӗнине чӗререн ӑнланса илнӗрен, хӑй халӗ ӗнтӗ ним тума пӗлмен пирки эпӗ юлташа ҫавӑнтах хӗрхенсе кайрӑм та унпа ытла хытӑ калаҫрӑм пулӗ, тесе шутларӑм.

— Мӗншӗн ҫав вырӑнтан хускатрӑм эпӗ ӑна? — терӗ Коновалов ӳкӗнсе. — Эх-ма! Халӗ ӗнтӗ вӑл мана… Эпӗ унта, полицие, каятӑп, ун хутне кӗме… Куратӑп ӑна… тата ытти те. Калатӑп ӑна… мӗн те пулин. Каяс-и?

Эпӗ вӑл кайса курнӑҫса килнинчен мӗнле те пулин усӑ пуласах ҫукки ҫинчен каларӑм. Мӗн калӗ вӑл хӗре? Ҫитменнине, вӑл ӳсӗр, халӗ, паллах, ҫывӑрать пулӗ, терӗм.

Анчах вӑл хӑй шухӑшне пӑрахмарӗ.

— Каятӑп, тӑхта. Ҫапах та эпӗ ӑна ырӑ сунатӑп… кирек те мӗн кала. Унта мӗнле ҫынсем уншӑн? Каятӑп. Эсӗ кунта мӗн… Эпӗ — халех!

Унтан, пуҫӗ ҫине картуз лартрӗ те, кӑшт куштанланса ҫӳреме юратса тӑхӑнакан пушмакӗсӗрех, пекарньӑран хӑвӑрт тухса кайрӗ.

Эпӗ ӗҫлесе пӗтертӗм те ҫывӑрма выртрӑм, ирхине, вӑрансан, яланхи пекех, Коновалов выртакан ҫӗре пӑхрӑм, анчах вӑл ҫукчӗ-ха.

Вӑл каҫпа тин таврӑнчӗ — тӗксӗм хӑй, тӑрмаланнӑ ҫӳҫлӗ, ҫамки ҫинче тарӑн йӗрсем выртаҫҫӗ, кӑвак куҫне темле тӗтре карса илнӗ. Ман ҫине пӑхмасӑр, ларсем патне пычӗ, эпӗ мӗн-мӗн тунине асӑрхарӗ, унтан, чӗнмесӗр, урайне выртрӗ.

— Ну, мӗн, куртӑн-и ӑна? — ыйтрӑм эпӗ.

— Курасшӑн кайрӑм.

— Вара мӗн?

— Ним те мар.

Унӑн калаҫас килменни паллах. Анчах та ҫакнашкал сивлек кӑмӑлӗ унӑн вӑраха пырас ҫуккине пӗлсе, эпӗ хам ыйтусемпе ӑна текех йӑлӑхтармарӑм. Вӑл кун-каҫах чӗнмерӗ, мана ӗҫ пирки ҫеҫ пӗр-ик сӑмах перкелесе, пуҫне чиксе пекарня урайӗ тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, куҫӗсем хӑйӗн килсе кӗнӗ чухнехи пекех тӗтреллӗччӗ. Ун чӗринче ҫулӑмӗ сӳннех пек туйӑнчӗ; ӗҫлессе те вӑл, хӑй шухӑшне сирсе яраймасӑр, вӑрахӑн, юлхавӑн ӗҫлерӗ. Ҫӗрле, унаса хунӑ юлашки ҫӑкӑрсене кӑмакана хывсан, эпир, ҫӑкӑр икӗ питлӗ пуласран хӑраса, тӳрех ҫывӑрма выртмарӑмӑр, вӑл манран:
— Ну-ка, Стенька ҫинчен вула-ха, — тесе ыйтрӗ.

Ӑна Разина асаплантарни тата пуҫне касни ытла вӗрилентерсе янине шута илсе, эпӗ шӑп та ҫав тӗле вулама тытӑнтӑм. Вӑл, урайне месерле тӑсӑлса выртса, тӗтӗмпе хуралса ларнӑ маччана куҫ илми пӑхса, тимлӗн итлерӗ.

— Акӑ, пӗтерчӗҫ те ҫынна, — ерипен калаҫма пуҫларӗ Коновалов. — Ҫапах та вӑл вӑхӑтра пурӑнма пулнӑ. Ирӗклӗх. Пуҫа чикме вырӑн пулнӑ. Халӗ ак шӑплӑх та йӑвашлӑх… аякран пӑхас-тӑк, халӗ пурнӑҫ йӑлтах лӑпланса ларнӑ. Кӗнекесем, хутла вӗренни… Ҫапах та ҫын пӗр хӳтӗлӗхсӗр пурӑнать, ун хутне кӗрекен никам та ҫук. Ҫылӑха кӗме юрамасть, теҫҫӗ ӑна, анчах ҫылӑха кӗмесӗр пурӑнма май ҫук… Ҫавӑнпа та урамра йӗркелӗх, анчах чунра — пӗтӗмпех арпашӑнса кайнӑ. Никам та никама ӑнланма пултараймасть.

— Ну мӗнле ӗнтӗ эсӗ Капитолинӑпа? — -ыйтрӑм эпӗ.

— Мӗн? — терӗ вӑл, чӗтренсе илсе. — Каппӑпа-и? Шабаш… — Вӑл татӑклӑн аллине сулчӗ.

— Пӑрахрӑн, эппин?

— Эпӗ-и? Ҫук… вӑл хӑй пӑрахрӗ.

— Мӗнле апла?

— Нимлех те мар. Хӑйӗннех перет те, урӑх ним те ҫук… Ӗлӗкхи пекех. Анчах ӗлӗкрех ӗҫместчӗ вӑл, халӗ ӗҫме тытӑннӑ… Эсӗ кӑлар вара ҫӑкӑрсене, эпӗ ҫывӑрам.

Пекарньӑра шӑп пулчӗ. Лампа тӗтӗм кӑларса ҫунать, хутран-ситрен кӑмака питлӗхӗ ҫатӑртатса илет, урайӗнче выртакан ҫӑкӑр хыттисем кӑштӑртатаҫҫӗ. Урамра, пирӗн чӳречесене хирӗҫ, каҫхи хуралҫӑсем калаҫаҫҫӗ. Тата, урамранах, темле тӗлӗнмелле сасӑ хӑлхана пырса кӗрет те вывеска хӑйӑлтатать, те такам йынӑшать таҫта.

Эпӗ ҫӑкӑрсене кӑлартӑм, ҫывӑрма выртрӑм, анчах ыйхӑ килменнипе, ҫӗрлехи мӗнпур сасӑсене итлесе, куҫсене хупи-хупми выртрӑм. Акӑ, куратӑп, Коновалов пӗр сас-чӗвӗсӗр урайӗнчен тӑрать те ҫӳлӗк патне пырать, унтан Костомаров кӗнекине илет те, ӑна уҫса, куҫӗ умне тытать. Эпӗ унӑн сӑн-питне аванах куратӑп, вӑл йӗркесем тӑрӑх пӳрнине шутарнине, пуҫне пӑркаланине, тепӗр страницӑна уҫнине, ӑна каллех тинкерсе пӑхнине, унтан ман еннелле куҫ хывнине сӑнатӑп. Унӑн шухӑшлӑ, типшӗм сӑн-пичӗ темле тӗлӗнмелле пек, хытнӑн, тем ыйтнӑн туйӑнать мана, вӑл халӗ йӑлтах урӑхла пит-куҫпа, нумайччен ман енне пӑхса тӑрать.

Эпӗ, ӑна мӗн пулнине питӗ пӗлес килнипе, тӳсеймерӗм, «мӗн тӑватӑн» тесе ыйтрӑм.

— Эп эсӗ ҫывӑратӑн пуль тесе… — терӗ вӑл именсе; унтан ман пата пычӗ те, кӗнекине аллинчех тытса, ҫумма ларса, тытӑнчӑклӑн калаҫма пуҫларӗ: — Эпӗ, пӗлетӗн-и, санран акӑ мӗн ыйтасшӑн… Пурнӑҫ йӗрки-карти ҫинчен ҫырнӑ мӗнле те пулин кӗнеке ҫук-ши? Мӗнле пурӑнмаллине вӗрентекенни? Мӗн тусан сиенлине, мӗн тусан юрӑхлине ӑнлантарса пани кирлӗ мана… Эпӗ, мӗн калас сана, хам ӗҫсенчен хам именетӗп… Хӑшӗсем малтан аванах пек туйӑнаҫҫӗ, кайран начар пулса тухаҫҫӗ. Каппӑпала та ҫаплах пулса тухрӗ. — Вӑл сывлӑш ҫавӑрчӗ те сӑмахне, тем ыйтнӑ чухнехи пек, малалла тӑсрӗ: — Вӑт ҫапла, шыра-ха, ҫук-и хӑвна мӗнле тытмалли ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке? Вара мана вуласа пар.

Темиҫе минут хушши шӑплӑх…

— Максим!..

— Мӗн?

— Мӗнле кӑна ҫутӑлтарса ямарӗ мана Капитолина!

— Юрӗ ӗнтӗ… Ҫитӗ сана…

— Ҫапла, халӗ ӗнтӗ иртнӗ… Анчах кала-ха… Тӗрӗс турӗ-и?

Ку пӑркалантаракан ыйту пулчӗ, анчах, кӑшт шухӑшласан, эпӗ: Капитолина тӗрӗс тунӑ, терӗм.

— Эпӗ те ак ҫаплах шутлатӑп… Тӗрӗс… — салхуллӑн, тӑстарса каларӗ те Коновалов, шӑпланчӗ.

Вӑл урайне сарса пӑрахнӑ чӑпта ҫинче нумайччен тӑрмашрӗ, темиҫе хутчен сиксе тӑчӗ, туртрӗ, чӳрече патне пыра-пыра ларчӗ, каллех выртрӗ.

Унтан эпӗ ҫывӑрса кайрӑм, вӑрансан, вӑл пекарньӑра ҫукчӗ; вӑл каҫа хирӗҫ тин таврӑнчӗ. Ӑна пӗтӗмпех темле тусан витнӗн туйӑнчӗ, унӑн тӗтреллӗ куҫӗсенче тем хытса ларнӑ пек. Картузне ҫӳлӗк ҫине пӑрахрӗ те, ассӑн сывласа илсе, ман ҫумма ларчӗ.

— Ӑҫта пултӑн?

— Капкӑна пӑхма кайрӑм.

— Ну, мӗнле?

— Шабаш, тӑванӑм. Каларӑм-ҫке сана…

— Ним те тӑвас ҫук, курӑнать, ҫав халӑхпа… — терӗм эпӗ ун йывӑр шухӑшне сирсе яма хӑтланса, вара хӑнӑху пысӑк вӑй пулса тӑни ҫинчен, ҫак саманта мӗн юрӑхлӑрах, ҫавӑн ҫинчен калаҫма тытӑнтӑм. Коновалов, урайне пӑхса, ҫаплах пӗр чӗнми ларчӗ.

— Ҫук, ку мӗскер! Вӑй унра мар! Чир ертекен ҫынсем пур, ҫавӑ ҫех… Мана ҫӗр ҫинче пурӑнма пӳрмен. Манран наркӑмӑш шӑрши ҫапать. Эпӗ ҫын умне ҫывӑха пырсанах, вӑл сасартӑках манран чире ерет. Эпӗ кирек кама та хурлӑх ҫеҫ пама пултаратӑп… Пӗр шухӑшлас-тӑк — кама эпӗ хамӑн пурнӑҫӑмпа ырлӑх панӑ? Никама та! Ҫапах нумай ҫынсемпе ӗҫ тума тиврӗ хама… Ҫӗрекен ҫын эпӗ.

— Ку чепуха!..

— Ҫук, тӗрӗс!.. — сӑмахне ӗнентермелле пуҫне сулса илчӗ вӑл.

Эпӗ ӑна урӑхла шухӑшлаттарма тӑрӑшрӑм, анчах ман сӑмахсене итленӗ май, вӑл хӑй пурнӑҫа юрӑхсӑррине ытларах ӗненекен ҫеҫ пулчӗ.

Вӑл хӑвӑрт, йӑлтах улшӑнса кайрӗ. Шухӑша ӳкрӗ, халсӑрланчӗ, кӗнекесемпе интересленме пӑрахрӗ, ӗлӗкхи пек хӗрӳллӗн ӗҫлеместчӗ ӗнтӗ, чӗнмесӗр, кичемленсе ӗҫлекен пулчӗ.

Пушӑ вӑхӑтра урайне выртатчӗ те маччана куҫ илми пӑхатчӗ. Пичӗ типшӗмленчӗ, куҫӗсем ачанни пек уҫҫӑн йӑлтӑртатми пулчӗҫ.

— Саша, мӗн эсӗ? — ыйтрӑм эпӗ.

— Ӗҫке ярӑнатӑп, — терӗ вӑл. — Часах эрех лакма тытӑнатӑп… Шалта тем хӗртет… кӑкӑр хӗртнӗ пек, пӗлетӗн… Вӑхӑт ҫитрӗ… Ҫак истори сиксе тухман пулсан, эпӗ тата мӗн чухлӗ те пулин тытӑнса тӑнӑ пулӑттӑм-и. Анчах — кӑшлать мана ҫавӑ… Мӗнле-ха апла? Эпӗ ҫынна ырӑ тӑвасшӑнччӗ — анчах сасартӑк… йӑлтах тӳртӗн пулса тухрӗ! Ҫапла, тӑванӑм, пурнӑҫра хӑвна тыткаламалли йӗрке питӗ кирлӗ… Ҫынсем пӗрне-пӗри, харкам хӑйне ӑнланнӑ пек, ӑнланма пултармалли пӗр-пӗр закона ниушлӗ шухӑшласа кӑларма ҫук-ши? Пӗри тепринчен ҫапла аякра пурӑнма ниепле те май ҫук-ҫке! Ҫӗр ҫинче йӗркелӗх тумаллине, ҫынсен куҫне уҫмаллине ниушлӗ ӑслӑ ҫынсем ӑнланмаҫҫӗ?.. Э-эхма!

Пурнӑҫа йӗркелӗх кирли ҫинчен шухӑша кайнӑскер, вӑ эпӗ калаҫнине итлеми пулчӗ. Эпӗ вӑл манран темлелле ютшӑннине те сисрӗм. Пӗринче, эпӗ пурнӑҫа улӑштармалли хамӑн проект ҫинчен ҫӗр те пӗрремӗш хут каласа панине итленӗ хыҫҫӑн, вӑл мана ҫиленсех пӑрахрӗ.

— Кай, санпала… — терӗ вӑл. — Илтнӗ эп ӑна… ӗҫ пурнӑҫра мар, ҫынра. Чи малтан — ҫын… ӑнлантӑн-и? Урӑх ним те мар… Апла, сан шухӑшупа, ӑна-кӑна улӑштарнӑ вӑхӑтра, ҫын хальхи вырӑнтах тӑрса юлмалла пулса тухать… Ҫук, эсӗ ҫынна хӑйне улӑштар малтан, ӑна ӑҫтан тухмалли алӑкне кӑтарт… Антив ӑна ҫутӑ пултӑр ҫӗр ҫинче, тӑвӑр ан пултӑр, — ак мӗн тума тӑрӑш эс ҫыншӑн. Ӑна хӑй сукмакне тупма вӗрент.

Эпӗ хирӗҫлеттӗм, вӑл хӗрсе каятчӗ е тӗксӗм пулатчӗ те салхуллӑн:
— Э, пӑрах калаҫма! — тетчӗ.

Пӗринче, тепле, каҫ пулсанах тухса кайрӗ те вӑл, ҫӗрле те, тепӗр кунне те таврӑнмарӗ. Ун вырӑнне хуҫа кӗчӗ те, шикленсе, ҫапла пӗлтерчӗ:

— Кайрӗ пирӗн Лёксара. «Стенкӑра» ларать. Ҫӗнӗ пекарь шырамалла пулать…

— Тен, тӳрленӗ?!

— Ну, асту, кӗтсех тӑр…. Пӗлетӗп эп ӑна…

«Стенка» текен хупаха, чул хӳмене шӑтарса кӗрсе, чее аспа тунӑ. Эпӗ ҫавӑнта кайрӑм. Хупахӗ акӑ мӗнпе паллӑччӗ: унӑн чӳрече ҫукчӗ, ҫутӑ ун ӑшне маччари шӑтӑкран кӗретчӗ. Тӗрӗссипе, ҫӗре алтса тунӑ, тӑррине хӑмапа витнӗ тӑваткал шӑтӑкчӗ вӑл. Унта ҫӗр шӑрши, махорка тата ытлашши ҫунтарнӑ эрех шӑрши ҫапатчӗ, яланах темле паллӑ мар ҫынсем кӗрсе тулатчӗҫ. Вӗсем, ӗҫке ернӗ пӗр-пӗр мастеревоя кӗтсе, унран ҫарамас тӑратса хӑвариччен ӗҫес тесе, кунӗ-кунӗпе тухма пӗлместчӗҫ кунтан.

Коновалов хупах варринче, пысӑк сӗтел хушшинче ларать, ун ҫумне ӑна юри мухтакаласа, хисеп тӑванҫи пулса итлекенсем, ӗненмелле мар ҫӗтӗк-ҫурӑк костюм тӑхӑннӑ, Гофман калавӗсенчи геройсенни пек питлӗ-куҫлӑ ултӑ господин ҫыпҫӑннӑ.

Сӑра, эрех ӗҫеҫҫӗ, темле типнӗ тӑм муклашки пек япалана ҫырткалаҫҫӗ…

— Ӗҫӗр, тӑвансем, кам мӗн чухлӗ пултарать, ҫавӑн чухлӗ ӗҫӗр. Манӑн укҫа та пур, тум та… Пурри пӗр виҫӗ куна ҫитет. Йӑлтах ӗҫсе яратӑп та… шабаш! Урӑх ӗҫлес те килмест, кунта пурӑнассӑм та килмест.

— Ҫав тери ирсӗр хула, — терӗ такӑшӗ, Джон Фольстаф евӗрлӗскерри.

— Ӗҫ-и? — куҫне маччаналла ҫӗклерӗ те тепри, тӗлӗнерех; — Ҫын ҫут тӗнчене ҫавӑншӑн ҫуралнӑ-им? — тесе ыйтрӗ.

Вара пурте пӗр харӑс, Коноваловӑн йӑлтах ӗҫсе яма права пуррине ӗнентерме тӑрӑшса, вӑл ӑна мӗн пуррине ӗҫсе яма тивӗҫлӗ тӑвакан — никампа та мар, вӗсемпе ӗҫсе яма ирӗк паракан права, тесе кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ.

— А Макҫӑм… мӗскӗн тӑванҫӑм! — шӳт туса илчӗ Коновалов, мана курса. — Ну-ка, кӗнекеҫӗ, асамҫӑ, — янклаттар! Эпӗ, тӑванӑм, пуҫӗпех… Шабаш! Ҫаппа-ҫарамас юличчен ӗҫес, тетӗп… Ут ҫинчи ҫӑм курӑнсан — чарӑнатӑп. Яра пар эсӗ те, а?

Вӑл ӳсӗрӗлсех кӑйманччӗ-ха, анчах кӑвак куҫӗсем унӑн ҫиҫсе-йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, кӑкӑрӗ ҫине пурҫӑн пек саркаланса ӳкнӗ капӑр сухалӗ хускалкаласа илет — янахӗ ҫиленнӗ чухнехи пек чӗтрет хӑйӗн. Ҫухине йӳле янӑ, шурӑ ҫамки ҫинче пӑнчӑ-пӑнчӑ вӗтӗ тар йӑлтӑртатать, сӑра тултарнӑ стакан тытнӑ алли чӗтрет. Аллине ман еннелле тӑсать.

— Пӑрах, Саша, каяр кунтан, — терӗм ,эп, аллӑма ун хулпуҫҫийӗ ҫине хурса.

— Пӑрахма-и?.. — Вӑл кулса ячӗ. — Эсӗ ман пата пӗр вунӑ ҫул ӗлӗкрех килсе ҫапла каланӑ пулсан, — тӗн, эпӗ пӑрахнӑ та пулӑттӑм. Халӗ пӑрахам мар луччӗ… Мӗн тӑвас ман? Эпӗ туятӑп-ҫке, пурнӑҫ юхӑмне пӗтӗмпех туятӑп… анчах ним те ӑнланма пултараймастӑп, хам ҫул-йӗрӗме пӗлместӗп… Туятӑп — ҫавӑнпа ӗҫетӗп, мӗншӗн тесен ман урӑх ним тумалли те ҫук… Ӗҫ!

Ун ушкӑнӗнчисем мана питӗ те кӑмӑлсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, ултӑ мӑшӑр куҫ ман кӗлеткене ҫисе ярас пек виҫеҫҫӗ.

Мӑнтарӑнсем, вӗсем эпӗ Коновалова илсе каясран — ҫапла вара, ҫак ӗҫке, тен, пӗр эрне кӗтни кӑлӑхах пуласран хӑраҫҫӗ.

— Тӑвансем! Ку ман юлташ, — ученӑй, шуйттан илешшӗ! Максим, Стенька ҫинчен вуласа параятӑн-и кунта?.. Эх, тӑвансем, мӗнле кӗнекесем пур иккен ҫут тӗнчере! Пила ҫинчен… Максим, а?.. Тӑвансем, кӗнеке мар вӑл, — юн, куҫҫуль. А… Пила вӗт — эпӗ вӑл, Максим!.. Сысойка та — эпех… Туршӑн та! Акӑ ӑнланмалла та пулчӗ!

Вӑл ман ҫине шикленчӗклӗн палӑракан куҫӗсене чарса пӑрахса пӑхать, аялти тути хӑйӗн тӗлӗнмелле чӗтрет. Ушкӑнрисем, кӑмӑлсӑр пулса, мана сӗтел хушшине вырӑн пачӗҫ. Эпӗ Коноваловпа, шӑп та шай вӑл сӑрапа эрех ҫурмалла хутӑштарнӑ стаканне ярса тытнӑ самантра, юнашар кӗрсе лартӑм.

Унӑн, эрехпе сӑра хутӑштарнӑ стаканне ӗҫсе ярса, тӑнне хӑвӑртрах ҫухатасси килчӗ пулас. Ӗҫсе ярсан, тирӗк ҫинчен хайхи тӑм муклашкине илчӗ — вӑл пӗҫернӗ аш пулнӑ иккен — пӑхкаларӗ те ӑна, хулпуҫҫийӗ урлӑ хыҫалалла, хупах стенине печӗ.

Ушкӑнрисем, выҫӑ йытӑ кӗтӗвӗ пек, ҫурма сасӑпа хӑрӑлтатса илчӗҫ.

— Пӗтнӗ ҫын эпӗ… Мӗншӗн мана анне ҫут тӗнче кӑтартнӑ-ши? Нимӗн те паллӑ мар… Тӗттӗм!.. Тӑвӑр!.. Манпала ӗҫессӳ килмест пулсан, сывӑ пул, эппин, Максим. Пекарньӑна эпӗ каймастӑп. Манӑн хуҫаран илмелли укҫа пур — ил те эсӗ ана, мана пар, эпӗ ӗҫсе ярӑп… Ҫук! Ху валли кӗнеке туянма ил… Илетӗн-и? Илес килмест-и? Кирлӗ мар… Тен, илетӗн? Сысна эсӗ, апла-тӑк… Кай ман патӑмран! Ту-ухса кай!

Вӑл ӳсӗрӗлнӗҫем ӳсӗрӗлме тытӑнчӗ, куҫӗсем тискеррӗн ҫуталса илчӗҫ.

Ушкӑнрисем мана хӑйсем хушшинчен ӗнселесе кӑларса ывӑтма хатӗр, эпӗ, ҫавна кӗтсе ларас мар тесе, тухса кайрӑм.

Тепӗр виҫӗ сехетрен каллех «Стенкӑра» пултӑм. Коновалов ушкӑнне тата икӗ ҫын хутшӑннӑччӗ. Вӗсем пурте ӳсӗрччӗ ӗнтӗ, вӑл — урӑраххиччӗ. Сӗтел ҫине чавсаланса, маччари шӑтӑкран пӗлӗтелле пӑхса, юрласа ларать. Ӳсӗрскерсем, кӗлеткисемпе хӑйсене тӗрли тӗрлӗрен тытса, ӑна итлеҫҫӗ, хӑшӗсем хӑнклатаҫҫӗ.

Коновалов, юрлама юратакан пур мастеровойсем пек, сассине фальцета ҫити ҫӗклентерсе ярса, баритонпа юрлать. Питҫӑмартине аллипе тӗрелесе ларса, вӑл хурлӑхлӑ сассине чунтан кӗвӗлесе кӑларать, пӑлханнипе пичӗ шуралса кайнӑ, куҫӗсем ҫурма хупӑ, пырӗ малалла мӑкӑрӑлса тӑрать. Ун ҫине эрехпеле хӗрелсе кайнӑ тӑрлавсӑр сакӑр пит-куҫ пӑхать, хушӑран ҫеҫ мӑкӑртатни тата хӑнклатни илтӗнсе каять. Коновалов сасси чӗтрет, пӗр йӗрет, пӗр йынӑшать, — хӑйӗн хурлӑхлӑ юррине юрлакан ҫакӑ кӑмӑллӑ ҫынна курсан хӗрхеннипе куҫҫуль шӑпӑртатса анассӑн туйӑнать.

Йывӑр шӑршӑ, ӳсӗрпе хӗрелнӗ, тарланӑ пит-куҫсем, мӑкӑрланакан икӗ лампа, хупахӑн пылчӑкпа та тӗтӗмпе хуралса пӗтнӗ стена хӑмисем, унӑн ҫӗр урайӗ, ҫак тӗксӗм шӑтӑк, — ҫаксем пурте чуна тӑвӑрлантарса яраҫҫӗ. Чӗрӗллех тупӑка пӑрахнӑ ҫынсем ӗҫкӗ ӗҫеҫҫӗ пек, вӗсенчен пӗри, вилес умӗн, пӗлӗтпе сывпуллашса, юлашки хут юрлать пек туйӑнать. Ман юлташ сассинче шанчӑка путаракан хурлӑх, чӑрсӑрлӑха ҫӗннӗ лӑпкӑлӑх, тыткӑна илнӗ тунсӑх юрри илтӗнсе тӑрать.

— Максим кунта-и? Манӑн эсаул пулӑн-и? — юрлама чарӑнса, ман енне аллине тӑсса, калаҫма тытӑнчӗ вӑл. — Мана, тӑванӑм, ҫитрӗ… Тупрӑм хам валли эшкер… акӑ вӑл… унтан ҫынсем татах пулаҫҫӗ… Тупатпӑр. Пилапа Сысойкӑна чӗнӗпӗр… Вӗсене кашни кун пӑтӑпа ӗне ашӗ ҫитерӗпӗр… Юрать-и? Пыратӑн-и? Хӑвӑнпа пӗрле кӗнекесем ил… Стенька ҫинчен, ыттисем ҫинчен вулӑн… Тӑванӑм! Тӑвӑр ман чуна, тӑвӑр… тӑ-ӑвӑ-ӑр!..

Вӑл чӑмӑрӗпе пӗтӗм вӑйран сӗтеле ҫапрӗ. Стакансемпе кӗленчесем чӑнкӑртатса илчӗҫ, ушкӑн ыйхӑран вӑранчӗ те, хупахра хӑрушӑ шав пуҫланса кайрӗ.

— Ӗҫӗр, атьсем! — кӑшкӑрчӗ Коновалов. — Ӗҫӗр! Лӑплантар чуна — янклаттар!

Эпӗ вӗҫем патӗнчен тухса кайрӑм, Коновалов ҫыхланнӑ чӗлхипе кӑшкӑрашнине урамра, алӑк патӗнче, итлесе тӑтӑм та, вӑл каллех юрлама пуҫласан, пекарньӑна уттартӑм, ман хыҫҫӑн чылайччен-ха каҫ шӑплӑхӗнче ӳсӗр ҫыннӑн килпетсӗр юрри йынӑшнӑ, йӗнӗ пек илтӗнсе тӑчӗ.

Тепӗр икӗ кунтан Коновалов хуларан таҫта ҫухалчӗ.

Наркӑмӑшлӑ вак-тӗвек суялӑх йӑлана кӗрсе закон пулса тӑнӑ йывӑр тавралӑхран, хӑйсене хӑйсем ҫеҫ юратакан ҫынсенчен, идейӑллӑ сектанствӑран, тӗрлӗрен ултавсенчен, — пӗр сӑмахпа каласан, чуна пӑрлантарса яракан, ӑс-тӑна пӑсакан ниме тӑман ӑпӑр-тапӑртан ӑҫта та пулин тарса хӑтӑлас килмесӗр, пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе ҫав йывӑрлӑха чӑтса пурӑнас тесен, культурлӑ обществӑра ҫуралмалла.

Эпӗ ҫав общество тулашӗнче ҫуралса ӳснӗ, ҫавӑнпа та, ҫак кӑмӑллӑ сӑлтава пула, унӑн культурине пысӑккӑн ҫӑтмастӑп, кӑшт вӑхӑт иртсенех, манӑн ун танатинчен тухас килекен пулса ҫитет, ҫав тем тери чӑркӑш та ҫепӗҫ йӑла-тӗселсенчен пӑрӑнса уҫӑлса ҫӳрес килет.

Ялта та, интеллигенци хушшинчи евӗрлех, чуна тӳсме ҫук тӑвӑр та салхуллӑ. Хуласенчи тӗттӗм кӗтессем вӗсенчен лайӑхрах, унта пӗтӗмпех вараланчӑк пулин те, тӳрӗлӗх пур, хӑвна ху ирӗккӗн тытатӑн е тӑван ҫӗршывӑн хирӗсемпе ҫулӗсем тӑрӑх ҫӳре, ку питӗ интереслӗ, чуна уҫӑлтарса ярать, ҫапла ҫӳреме сана, чӑтӑмлӑ, лайӑх урусемсӗр пуҫне, ытла нимех те кирлӗ мар.

Пилӗк ҫул каярах эпӗ ҫавӑн пек уҫӑлма тухса кайрӑм та, таса Русь тӑрӑх ҫӳре-ҫӳре, Феодосие ҫитсе ӳкрӗм. Унта ҫав вӑхӑтра мол тума тытӑнатчӗҫ, ҫул ҫине кӑштах укҫа тупас тесе, эпӗ ҫавӑнта кайрӑм.

Малтан ӗҫ ҫине картина ҫине пӑхнӑ пек пӑхас килнипе, эпӗ ту ҫине улӑхрӑм та, унтан хӑватлӑ та вӗҫӗ-хӗррисӗр тинӗсе тата ун хӗррине хӳме тытас тесе аппаланакан пӗчӗк ҫынсене пӑхса лартӑм.

Ман умма ҫав ӗҫӗн сарлака картини тухса тӑчӗ: бухта патӗнче чуллӑ ҫырана пӗтӗмпех чавса тӑкнӑ, кирек ӑҫта та шӑтӑксем, чул тата йывӑҫ куписем, тачкӑсем, пӗренесем, тимӗр, свай ҫапмалли копёрсем тата йывӑҫран тунӑ тем те пӗр япаласем, — вӗсем хушшинче ҫынсем унталла-кунталла хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем, тӑва динамитпа аркатса, ӑна, чугун ҫулӗ каймалли вырӑн тӑвасшӑн, киркӑсемпе тӗпретеҫҫӗ, вӗсем ҫав тери пысӑк хурансенче цемент ҫӑраҫҫӗ те, унран кубла сажен чулсем туса, вӗсене тинӗс тӗпне антараҫҫӗ, ҫапла, тинӗс хумӗсен улӑпла вӑйне хирӗҫ чул хӳме хываҫҫӗ. Ҫынсем хӑйсен аллисемпе аркатса илемсӗрлетнӗ тӗттӗм-кӗрен ту таврашӗнче, ӑмансем пек, пӗчӗккӗ курӑнаҫҫӗ те, вак чулсемпе йывӑҫ татӑкӗсем хушшинче, чул тусанӗ айӗнче, вӑтӑр градуслӑ шӑрӑхра, ӑмансем пекех, йӑшӑлтатаҫҫӗ. Вӗсен таврашӗнче йӗркесӗрлӗх, ҫийӗнче — хӗрсе ҫитнӗ тӳпе; ҫынсем, хӗвел паракан пӑчлӑхран тата йӗри-таврари салхуллӑ тӗссенчен ту айне тарса кӗресшӗн ҫав тӑва тӑрмаланӑн туйӑнать.

Пӑчӑ сывлӑшра кӗрлени, шавлани илтӗнсе тӑрать, чул тӗпретекен кирка сасси янӑраса каять, тачкӑ ураписем хӑйӑлтатса юрлаҫҫӗ, йывӑҫ свай пуҫӗ ҫине ухлатса чугун тукмак ӳкет, йӗнӗ пек «дубинушка» илтӗнет, пӗрене чутлакан пуртӑ сасси чалтлатать, хӗвӗшсе ҫӳрекен тӗксӗм те сӑрӑ пӗчӗк кӗлеткесем темиҫе тӗрлӗ сасӑпа кӑшкӑрашаҫҫӗ.

Пӗр ҫӗрте вӗсем ушкӑнпа, хыттӑн ухлатса, пысӑк ту катӑкӗ тавра ӑна вырӑнтан хускатасшӑн аппаланаҫҫӗ, тепӗр ҫӗрте пикенсе йывӑр пӗрене йӑтаҫҫӗ, кӑшкӑраҫҫӗ:

— Ты-ыт!

Чаваласа пӗтернӗ ҫурӑк тусем хушшипе ы-ы-ы! сасӑ янӑраса каять.

Унта-кунта пӑрахкаланӑ авӑнчӑк хӑмасем тӑрӑх, чул тиенӗ тачкӑсем ҫинелле пӗшкӗнсе, ерипен, умлӑн-хыҫлӑн ҫынсем мекӗрленсе утаҫҫӗ, вӗсене хирӗҫ ыттисем, пӗр минутлӑх канӑва икӗ минута тӑсас тесе, ерипен, пушӑ тачкисене тӗксе пыраҫҫӗ… Копёр патӗнче кӗпӗрленсе тӗрлӗ халӑх тӑрать, пӗри ҫинҫе сассипе, тӑстарса, юрӑ пуҫласа ярать:

Э-ех, тӑвансем, питӗ шӑрӑх!

Э-ех, тар юхать питӗм тӑрӑх!

Эх, никам хӗрхенес ҫук!

Йӑтӑн-ха, чукмар,
Ахлатса ҫапар!

Трос турта-турта, ушкӑн вӑйлӑн шавлать, вара чугунтан тунӑ тӑваткал чукмар, копёр тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарать, унтан сасартӑк ӳкет те, ахлатнӑ сасӑ хыттӑн янӑраса каять, копёр чӗтренсе илет.

Тупа тинӗс хушшинчи ҫӗр ҫинче пур тӗлте те, кӑшкӑрашнӑ сасӑсемпе, тусанпа, сывлӑша этем шӑрши тултарса, пӗчӗк сӑрӑ ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ. Вӗсем хушшинче хӗвел ҫинче такамӑн сарӑ сивӗ куҫӗ пек йӑлтӑртатакан, тӳмеллӗ шурӑ китель тӑхӑннӑскерсем, ӗҫе йӗркелекенсем, уткаласа ҫӳреҫҫӗ.

Тинӗс тӗтреллӗ горизонт таранах лӑпкӑн сарӑлса выртать, унӑн тӑрӑ хумӗсем ӗҫ вӗресе тӑракан ҫырана шӑппӑн пырса ҫапӑнаҫҫӗ. Тинӗс хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса кулать; вӑл, шухӑшӗ пулсан, пӗр хускалса илсенех, лилипутсен ӗҫӗнчен йӗр те юлас ҫуккине пӗлсе тӑракан Гуливерӑн ырӑ кулли пек.

Вӑл — пысӑк, вӑйлӑ та ырӑ, хӑйӗн йӑлтӑрккипе куҫа йӑмӑхтарса ярать, чавкаласа пӗтернӗ ҫырана халӗ ӑшшӑн пӑшӑлтатса ачашлакан хумсен ирӗклӗхне кансӗрлессишӗн тӑрӑшакан ывӑннӑ ҫынсене уҫӑлтарса, хӑватлӑ сывлӑшне ҫыраналла вӗрсе выртать. Вӑл ҫав ҫынсене хӗрхеннӗн туйӑнать: ҫак ӗҫченсем хӑйпе хирӗҫ маррине вӑл хӑй ӗмӗрӗнче вӗренсе ҫитнӗ; ку ҫынсем пулӑсем пекех иккенне, вӗсене ҫутҫанталӑкӑн кӗтмен ҫӗртен тухакан инкек-синкекӗсемпе куҫа-куҫӑн тӑрса кӗрешме тивнине, ҫав кӗрешӳре вӗсене ҫутҫанталӑк тавӑрма хатӗр тӑнине тинӗс тахҫанах пӗлнӗ. Вӗсем яланах ӗҫлеҫҫӗ, ӗмӗрех тертленеҫҫӗ, ҫӗр ҫинче цементран туса лартнӑ япаласенче — вӗсен тарӗпе юнӗ; анчах ҫаксемшӗн, — ҫӗр ҫинче тӗлӗнмелле япаласем туса лартассишӗн, тӑрӑшса, халтан кайса, мӗн ӗмӗр-ӗмӗр вӑй хурса ӗҫленӗшӗн — вӗсем нимӗн те илмеҫҫӗ; вӗсен килӗ-ҫурчӗсем те ҫук, тӑранмалӑх ҫӑкӑрӗ те питӗ ҫителӗксӗр. Вӗсем, ҫут-ҫанталӑк пекех, хӑйсем те — стихия, ҫавӑнпа та тинӗс вӗсене ҫиленмест, вӗсен хӑйсене усӑсӑр ӗҫӗ ҫине кӑмӑлласа пӑхать. Вӗсем, тӑва чакалакансем, пӗчӗк сӑрӑ ӑмансем пек — тинӗсӗн малта пыракан, ҫырана ҫитсе, тумламсем пулса, тӗпренсе каякан хумӗсем пек туйӑнаҫҫӗ. Ҫав тумламсем, йышлӑ чухне, тинӗс евӗрлех, тинӗс пекех темелле, — хӑйсем ҫийӗнче ҫил-тӑвӑл тапрансан, пурне те аркатса тӑкасла хӑватлӑ. Тинӗс ҫеҫенхирте пирамидӑсем тунӑ чурасене те, вылямалли кӗперӗсене ҫӗмӗрнӗшӗн тинӗсе виҫҫӗр хут ҫапса тавӑрма шут тытнӑ Ксеркс чурисене те пӗлет. Чурасем пурте яланах пӗр евӗрлӗ пулнӑ, вӗсем яланах пӑхӑнса пурӑннӑ, вӗсене яланах начар ҫитернӗ, вӗсем, хӑйсене ӗҫлеттерекенсене хӑш чухне турӑсем вырӑнне хурса, час-часах ылханса, сайра хутра хӑйсен хуҫисемпе хирӗҫленсе, ӗмӗрех тӗлӗнмелле те илемлӗ япаласем тунӑ…

Хумсене тытса чарасшӑн чул хӳме тӑвакан ҫынсемпе тулнӑ ҫырана хум пыра-пыра ҫапать, пырса ҫапӑннӑҫемӗн, ҫак ҫӗр ҫинче ӗмӗртен хӑй мӗн курни ҫинчен хӑйӗн янӑравлӑ та ачаш юррине юрлать…

… Ӗҫлекенсем хушшинче, темле, тӗлӗнмелле, ырханскерсем, йӗс тӗслӗ, шерепеллӗ чалма, кӗске кӑвак сӑхман тата чӗркуҫҫи тӗлӗнче тӑвӑр та, анчах тӗпне шалпар туса ҫӗлетнӗ шӑлавар тӑхӑннӑскерсем пурччӗ. Вӗсем Анатолири тӗрӗксем иккенне пӗлтӗм эп. Вӗсен пыртан тухакан сасӑпа калаҫни вятчисен вӑраххӑн тӑстарса, Атӑл ҫинчи вырӑссен ҫирӗппӗн те хӑвӑрттӑн калаҫнипе, хохолсен ҫепӗҫ чӗлхипе хутшӑнса каять.

Российӑра выҫлӑх. Ҫав инкек-синкеке кӗрсе ӳкнӗ кӗпӗрнесенчен нумайӑшне тенӗ пекех выҫлӑх ҫакӑнта илсе ҫитернӗ. Вӗсем хӑйсене ушкӑн-ушкӑнӑн тытаҫҫӗ, кашни хӑйӗн енчисемпе пуласшӑн, космополит пулса тӑракан босяксене кӑна ыттисенчен лайӑхах уйӑрса илме пулать — вӗсем хӑйсене хӑйсем никама пӑхӑнман пек тыткалаҫҫӗ, вӗсен тумӗ те, калаҫӑвӗ те ана-ҫарантан выҫлӑх пирки ҫеҫ вӑхӑтлӑха уйӑрӑлнӑ, анчах ӑна манман ҫынсенчен урӑхла. Вӗсем каш-ни ушкӑнрах пур: вятчисем хушшинче те, хохолсем хушшинче те, пур ҫӗрте те хӑйсене хӑйсен вырӑнӗнче туяҫҫӗ, анчах пуринчен ытла вӗсем копёр патӗнче — тачкӑпа тата киркӑпа ӗҫленӗ ҫӗртинчен унта ҫӑмӑлтарах-мӗн.

Эпӗ ҫавсем патне пытӑм. Вӗсем вӑл вӑхӑтра вӗрен тытнӑ аллисене усса, нарядчик копёр шӑтӑрнакне ҫыхланнӑ вӗрене майлаштарасса кӗтсе тӑратчӗҫ. Лешӗ йывӑҫ башня ҫинчен тек-текех:
— Турт! — тесе кӑшкӑратчӗ.

Вӗрене вара юлхавлӑн турткаласа илетчӗҫ.

Юрӑ пуҫласа яраканӗ — сухалне тахҫантанпах хырманскер, шатра питлӗскер, хӑйне хӑй салтакла тыткалаканскер — хулпуҫҫийӗсене турткалантарчӗ, куҫне аяккалла чалӑштарчӗ, ӳсӗрсе илчӗ те — юрласа ячӗ:

— Ба-аба свая ҫапать…

Ҫак юррӑн тепӗр йӗркине, ҫав тери тӑварлине, ытла тиркесех кайман кӑмӑллӑ цензор та тӳсме пултарайман пулӗччӗ, — ҫав сӑмахсем хыҫҫӑн ушкӑн ахӑлтатса кулса ячӗ, юрлаканӗ, юлташӗсем кулнипе киленсе, куракансем юратакан артист пек, мӑйӑхне пӗтӗркелесе кӑна тӑрать.

— Турт! — кӑшкӑрчӗ копёр ҫинчен нарядчик. — Тупнӑ кӗҫенмелли!..

— Митрич, — ҫурӑлса кайӑн!.. — терӗ ӑна пӗр ӗҫлекенӗ. Ку сасса эпӗ тахҫан илтнӗ пек туйӑнчӗ мана, ҫакӑ ҫӳлӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ ӳт-пӗве те, тӑрӑхларах питлӗ, кӑвак куҫлӑ сӑн-сӑпата та курнӑ пек. Ку — Коновалов мар-и? Анчах Коноваловӑн сылтӑм енчи тӑнлавран ҫӳлӗ ҫамки ҫинелле кӗрсе каякан ҫӗвек ҫукчӗ-ҫке, Кововаловӑн ҫӳҫӗ шурӑрахчӗ, кунӑн вӗттӗн-вӗттӗн кӑтраланса выртаҫҫӗ; Коноваловӑн сухалӗ илемлӗ те сарлакаччӗ, ку хырӑннӑ, мӑйӑх вӗҫӗсем, хохолӑнни пек, усӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫапах та кӑна эпӗ курнӑнах туйӑнчӗ. Эпӗ, унпа «кунта ӗҫе кӗрӗшес пирки» кампа калаҫмалли ҫинчен сӑмах хускатасшӑн пулса, свай ҫапса пӗтерессе кӗтсе тӑма шут тытрӑм.

— О-о-ух! О-о-ух! — пӗр пӗшкӗнсе ларса, пӗр сывлӑша вӗҫсе хӑпарса каяс пек хӑвӑрт тӳрленсе сиксе тӑрса, вӗрен туртса мӗнпур халтан кӑшкӑрать ушкӑн. Копёр ҫатӑртатать, чӗтрет, ҫынсен пуҫӗ ҫинче, вӗренпе пӗрле туртӑнса, хӗвелпе ҫунса хуралса кайнӑ, сарӑ та ҫӑмлӑ алӑсем ҫӗкленеҫҫӗ; мускулсем хӑмпӑланса, кӑвакарса каяҫҫӗ, анчах хӗрӗх пӑтлӑ тӑваткал чугун чукмар сахалтан сахалтарах хӑпаракан пулать, йывӑҫ свай пуҫне йӑвашран йӑвашрах ҫапӑнать. Ҫакӑ ӗҫ ҫине пӑхсан, темле киреметсене ӗненекенсем, хӑйсен чӗнмӗш туррине итлеттересшӗн, ун умӗнче пуҫ тайса, аллисене ҫӗклесе, тархасласа кӗлтӑваҫҫӗ, тейӗн. Тармакланса кайнӑ, вараланнӑ, тарланӑ питсем, йӗп-йӗпе ҫамкине ҫыпӑҫса ларнӑ сапаланчӑк ҫӳҫ пӗрчисем, пӑхӑр тӗс ҫапнӑ ӗнсесем, мекӗрленнипе чӗтрекен хулпуҫҫисем — ҫаксем пӗтӗмпех, тата тӗрлӗрен ҫӗтӗк-ҫурӑкпа витӗннӗ ӳтсем йӗри-таврана хӗрӳ те йывӑр шӑршӑ сараҫҫӗ, вара, кӑнтӑрти шӑрӑхпа пӗрлешсе, ҫутҫанталӑка пӑчӑ сывлӑш тултараҫҫӗ.

— Шабаш! — чун-хавалӗнчен кӑшкӑрчӗ такам ҫилӗллӗ сассипе.

Ӗҫ аллисем вӗрене вӗҫертрӗҫ те, копёр тӑрӑх ывӑннӑн усӑнса анчӗҫ, ӗҫлекенсем йывӑррӑн ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлчӗҫ те, ҫилентернӗ тискер кайӑк пек хӑрӑлтатса, ҫан-ҫурӑмӗсене турткалантарса, ассӑн сывласа, тарланӑ пичӗсене шӑлкалама тытӑнчӗҫ.

— Эй, хамӑр енчисем! — чӗнтӗм эпӗ хам асӑрханӑскере.

Вӑл ӳркевлӗн ман еннелле ҫаврӑнчӗ, мана питӗмрен тинкерсе пӑхса, куҫне хӗссе илчӗ.

— Коновалов!

— Тӑхта… — вӑл, мана пыртан ҫатӑрласа пӑвас пек, пуҫӑмран тытса ӑна хыҫалалла каҫӑртрӗ те, ячӗ: сасартӑк хавассӑн, кӑмӑллӑн кулса илчӗ:

— Максим! Эх, эсӗ… шуйттан илешшӗ! Тусӑм… Э? Эсӗ те ху ҫулунтан тухса ыткӑнтӑн-и? Ҫаррансем ҫумне ҫырӑнтӑн-и? Ырлатӑп. Питӗ аван! Хӑҫантан? Ӑҫтан килетӗн? Халӗ ӗнтӗ эпир иксӗмӗр пӗтӗм тӗнчене утса тухатпӑр! Пурнӑҫ-и вӑл… иртни? Тунсӑхлани, кӑлӑх пурнӑҫ; пурӑнмастӑн-ҫӗретӗн! Эпӗ, тӑванӑм, ҫавӑнтанпах тӗнче касса ҫӳретӗп. Ӑҫта кӑна пулмарӑм! Мӗнле кӑна сывлӑш ҫӑтмарӑм… Асту-ха, епле тумланса янӑ эс… палламалла мар: тумупа — салтак, тӗс-питрен — студент. Ну, мӗнле, пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре ҫӳреме лайӑх-и? Эпӗ вӗт Стенькӑна астӑватӑп… Тараса та, Пилана та… пурне те!..

Вӑл мана чӑмӑрӗпе пӗр аякран тӗккелет, пӗр сарлака алтупанӗпе хулпуҫҫинчен ҫапать. Эпӗ унӑн пӗр вӑхӑтрах васкавлӑн персе янӑ ыйтӑвӗсене хирӗҫ нимӗн те каламастӑп, унӑн тӗл пулнӑшӑн савӑнса кӑмӑллӑн ҫиҫсе тӑракан ырӑ пит-куҫне пӑхса йӑл кулса ҫеҫ тӑратӑп. Эпӗ ӑна курнӑшӑн савӑнтӑм, питӗ хавас пултӑм, унпа тӗл пулни мана хам пурнӑҫӑн пуҫламӑшне, ун хыҫҫӑнхи кун-ҫулӑмран тем чухлӗ ыррине, аса илтерчӗ.

Юлашкинчен, эпӗ хамӑн ӗлӗкхи тусӑмран унӑн ҫамки ҫинче ҫӗвекӗ тата пуҫ ҫинчи кӑтрийӗ ӑҫтан пулни ҫинчен ыйтма май тупрӑмах.

— Ку вӑл, пӗлетӗн-и… пӗр истори пулса иртрӗ. Эпӗ юлташсемпе, виҫҫӗн, Румыни чикки урлӑ каҫса кайма шут тытрӑм; унта, Румынире, мӗнле пурӑннине курасшӑн пултӑмӑр. Ну, тухса кайрӑмӑр вара хайхисем Кагулӑран — Бессарабире, чикӗ ҫывӑхӗнче, ҫав ятлӑ местечко пур. Ҫӗрле, паллах, шӑппӑн пыратпӑр хамӑр. Сасартӑк: чарӑн! Чикӗри хурал, шӑпах ун ҫине пырса тӑрӑннӑ. Эпир — тарма! Ҫавӑн чух пӗр салтакӗ печӗ те мана ҫамкаран. Чиперех мар, ҫапах та пӗр уйӑх госпитальте йӑваланса выртма тиврӗ. Вӑт мӗнле истори! Салтакӗ хамӑр енчиех пулнӑ! Муромсем… Ӑна та часах госпитале вырттарчӗҫ — хырӑмӗнчен контрабандист ҫӗҫӗпе чикнӗ. Тӑна кӗтӗмӗр те йӑлтах чухласа илтӗмӗр. Салтак манран: «Эпӗ-им сана ҫамкаран параканни пултӑм?» тет. — «Хӑвах калатӑн пулсан, эсех ӗнтӗ» тетӗп. — «Эпех пулӗ ҫав, тет: эсӗ ан ҫиллен — служби ҫапла. Эсир контрабандӑпа пыратӑр пулӗ тесе эпир. Акӑ, тет, мана та кӑмӑл тумасӑр хӑвармарӗҫ — хырӑма шӑтарчӗҫ. Ним те тӑваймӑн: пурнӑҫ — вӑйӑ мар». Эпир унпа туслашса кайрӑмӑр вара. Лайӑх салтак — Яшка Мазин… Кӑтрусем, тетӗн-и? Кӑтрасем, тӑванӑм, вӗсем тиф хыҫҫӑн пулчӗҫ. Тифпа чирлерӗм. Чикӗ урлӑ каҫма хӑтланнӑшӑн суд тумалла тесе, мана Кишиневра тӗрмене лартрӗҫ те, ҫавӑнта тифпа чирлесе ӳкрӗм… Выртрӑм-выртрӑм та ҫапкаланса, аран аран тӑтӑм. Тен, тӑрайман та пулӑттӑм, чирлисене пӑхакан хӗр питӗ тӑрӑшрӗ. Эпӗ, тӑванӑм, тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм — ачине пӑхнӑ пек пӑхать мана, мӗн тума кирлӗ-ха эпӗ ӑна хӑйне? «Марья Петровна, тетӗп, пӑрахӑр манпа аппаланма, мана аван та мар!» Вӑл пур, кулать ҫеҫ. Ыра кӑмӑллӑ хӗр… Чуна ҫӑмӑллатса яракан кӗнекесем вулатчӗ хӑш чухне. Эпӗ: урӑхлараххи ҫук-и? теттӗм. Пӗр акӑлчан матросӗ ҫинчен ҫырнине илсе пычӗ; карапӗ путсан, никам пурӑнман утрав ҫине тухнӑ та, хӑй тӗллӗн пурнӑҫ тунӑ. Питӗ интереслӗ. Тӗлӗнмелле! Кӗнеке питӗ кӑмӑла кайрӗ; ҫавӑнта, ҫав матрос патне тухса кайӑттӑм. Мӗнле пурнӑҫ! Ӑнланатӑн-и? Утрав, тинӗс, пӗлӗт — эсӗ пӗчченҫи пурӑнатӑн, сан пурте пур, эсӗ ирӗклӗ! Унта тата темле тискерри пурӑннӑ. Эпӗ ӑна шыва пенӗ пулӑттӑм — мӗн тума кирлӗ вӑл мана! Мана пӗччен те кичем мар. Эсӗ ҫавӑн пек кӗнекене вуланӑ-и?

— Тӗрмерен епле тухрӑн вара?

— Кӑларса ячӗҫ. Суд турӗҫ, каҫарчӗҫ те кӑларса ячӗҫ. Ҫӑмӑлах… Акӑ мӗн: эпӗ паян урӑх ӗҫлеместӗп, ҫӑва тӗпне кайтар-и ӗҫ! Ҫитет, аван хуҫкаларӑм алла. Манӑн виҫӗ тенкӗ пур, паянхи ҫур куншӑн тата хӗрӗх пус илетӗп. Мӗн чухлӗ пулать! Апла-тӑк, манпа пирӗн пата каятпӑр. Эпир баракра мар, кунтан ҫывӑхрах, ту чакӑлта… пӗр шӑтӑк пур унта, этеме пурӑнма питӗ вырӑнлӑ. Эпир ҫавӑнта иккӗн пурӑнатпӑр, анчах юлташӑм чирлӗ — сивӗ тытни хуҫлатса пӑрахрӗ… Эсӗ лар-ха кунта, эпӗ подрядчик патне кайса килем… Эпӗ халех!..

Вӑл васкавлӑн сиксе тӑчӗ те, свай ҫапакансем, ӗҫе пуҫӑнма тесе, вӗрентен ярса тытнӑ самантра кайрӗ. Эпӗ хам йӗри-тавра ҫынсем шавласа тӑнине тата кӑвакӑн-симӗсӗн курӑнакан лӑпкӑ тинӗс ҫине пӑхкаласа ларса юлтӑм.

Ҫынсемпе тачкӑсем, чулсемпе йывӑҫ куписем хушшипе хӑвӑрттӑн пӑркаланса пыракан Коноваловӑн ҫӳлӗ кӗлетки аякка кайса ҫухалчӗ. Хай вӑл, ҫине тӑвӑр та кӗске кӑвак кӗпе, урине пир тӑла ҫинчен йывӑр пушмак тӑхӑннӑскер, пысӑк пуҫне витекен сӑрӑ кӑтрисене хумхантарса, аллисене сулкаласа пычӗ. Пырсан-пырсан вӑл каялла ҫаврӑнса, мана аллипе сӗлтсе темскер калакаларӗ. Вӑл темле пӗтӗмпех улшӑнса, чӗрӗлсе кайрӗ, хӑйне хӑй ӗненсе лӑпкӑн тыткалакан вӑйлӑ ҫын пулса тӑчӗ. Ун тавра кирек ӑҫта та ӗҫ вӗресе тӑрать, йывӑҫсем шӑтӑртатаҫҫӗ, чулсем тӗпренеҫҫӗ, тачкӑсем салхуллӑн чӗриклетеҫҫӗ, сывлӑша пӗлӗт пек тусан ҫӗкленет, ҫӗр ҫине тем кӗмсӗртетсе ӳкет, ҫынсем кӑшкӑрашаҫҫӗ, ятлаҫаҫҫӗ, йынӑшнӑ пек, ухлатса юрласа яраҫҫӗ. Ҫак арпашӑнса тӑракан ӗҫпе сасӑсем хушшинче ҫирӗппӗн утса таҫталла кайса пыракан ман юлташӑн илемлӗ пӗвӗ-сийӗ, Коновалова хӑйне ӑнланма кирлине систернӗ пек, пӗтӗмпе уйрӑлса тӑрать.

Унпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн тепӗр икӗ сехетрен эпир «этеме пурӑнма питӗ меллӗ шӑтӑка» кӗрсе выртрӑмӑр. «Шӑтӑкӗ» чӑнах та питӗ меллӗ-мӗн — тахҫан ӗлӗк ҫак туран чул кӑларнӑ пулнӑ та, тӑваттӑн ҫӑмӑллӑнах вырнаҫмалӑх тӑватӑ кӗтеслӗ шӑтӑк пулса юлнӑ. Анчах «маччи» унӑн лутра, унта кӗнӗ ҫӗрте аслӑк пек пулса тӑнӑ пысӑк чул ҫакӑнса тӑрать, ҫавӑнпа та, ҫав шӑтӑка кӗрес тесен, малтан ун умне ҫӗр ҫине выртмалла та, унтан шӑвӑнса кӗрсе каймалла. Ун тарӑнӑшӗ пӗр виҫӗ аршӑн, анчах унта пуҫпа кӗме кирлех те мар, ку хӑрушӑ та, мӗншӗн тесен шӑтӑк умӗнче ҫакӑнса тӑракан пысӑк чул йӑтӑнса анса ҫынна ӗмӗрлӗхе пытарса хумах пултарнӑ. Эпир чул айне пуласшӑн пулмарӑмӑр та ҫапла турӑмӑр: урасемпе тӑлпӑва шӑтӑка чикрӗмӗр (унта питӗ сивӗччӗ), пуҫсене хӗвел ҫине, «алӑка» хӑвартӑмӑр, капла ҫав пысӑк чул йӑтӑнса ӳксен те, пирӗн пуҫчашкисене ҫеҫ тӗпретме пултарать.

Чирлӗ босяк пиртен икӗ утӑма, пӗтӗмпех хӗвеле тухса выртрӗ, сивчир тытса пӑрахнипе унӑн шӑлӗсем шӑтӑртатни пире аванах илтӗнет. Вӑл типсе кайнӑ вӑрӑм хохолччӗ: «з Пилтавы», — терӗ вӑл мана шухӑшлӑн. Саплӑк ҫине саплӑк лартса та шӑтӑк ҫеҫ тӑрса юлнӑ шалпар сӑрӑ халачӗпе лайӑхрах чӗркенесшӗн пулса, вӑл ҫӗр ҫинче йӑваланать, тертленни харама кайнине кура, питӗ те тӑварлӑ сӑмахсемпе вӑрҫа-вӑрҫа илет, хӑй ҫапах та чӗркенмех тӑрӑшать. Ун куҫӗсем пӗчӗккӗччӗ, вӗҫӗмех теме тинкерсе пӑхнӑ пек, яланах хӗсӗкчӗ.

Хӗвел пирӗн енсене тӳсме ҫук пӗҫертет, Коновалов манӑн салтак шинелӗнчен шӑналӑк турӗ — ҫӗре патаксем чиксе лартрӗ те вӗсем ҫине шинеле саркаласа карчӗ. Инҫетрен бухтӑри ӗҫ шавӗ илтӗнет, анчах бухтӑна эпир курмастпӑр: пиртен сылтӑмра тинӗс хӗррине пысӑк та йывӑр шурӑ ҫуртсем купаласа тултарнӑ хула ларать, сулахайра — тинӗс, пирен ҫире те — вӑлах; вӑл темле тӗлӗнмелле те ҫепӗҫ, куҫпа чуна ачашлакан, тӗрлӗ тӗссемпе илемленнӗ пирки ниепле курса-пӗлсе ӑнланмалла мар сӑрсем ҫепӗҫҫӗн пӗрлешсе юмахри сӑнсем пулса тӑнӑ ҫӗрелле инҫете-инҫете тӑсӑлса каять…

Коновалов ҫавӑнталла пӑхать, киленнӗн кулса, мана ҫапла калать:

— Хӗвел анса ларсан, эпир кӑвайт хурӑпӑр та, чей вӗретӗпӗр, ҫӑкӑр та пур пирӗн, ашӗ те пур. Арбуз ҫиетӗн-и?

Вал шӑтӑкӑн пӗр кӗтессинчен урипе арбуз кустарса кӑларчӗ, кӗсйинчен ҫӗҫӗ кӑларчӗ те, арбузне касса, малалла калаҫма тытӑнчӗ:

— Тинӗс хӗрринче пулмассерен, яланах эпӗ ҫакӑн пек шухӑшлатӑп — мӗншӗн-ха ҫынсем ун хӗрринче пурӑнма сахал куҫса килеҫҫӗ? тетӗп. Вӗсем лайӑхрах пулӗччӗҫ кунта, мӗншӗн тесен тинӗс — епле вӑл кӑмӑллӑ… вӑл ҫын чунӗнче ырӑ шухӑшсем вӑратать. Каласа пар-ха, эппин, эсӗ ху ӑҫта пурӑнтӑн ҫак ҫулсенче?

Эпӗ ӑна каласа пама тытӑнтӑм. Тинӗс ӗнтӗ, инҫетре, хӗрхӗлтӗм ылтӑн тӗспе витӗнчӗ, хӗвеле хирӗҫ хӗрлӗ-шурӑрах тӗтӗм тӗслӗ, ҫӳхе хӗрриллӗ пӗлӗт ҫӗкленчӗ. Тинӗс тӗпӗнчен юрпа капӑрлатса тумлантарнӑ, хӗвеланӑҫ шуҫӑмӗпе хӗретнӗ шурӑ тӑрӑллӑ тусем тухнӑнах туйӑнать.

— Кӑлӑхах эсӗ, Максим, хуласенче тӗркӗшетӗн, — терӗ мана Коновалов ӗнентересшӗн, эпӗ хам пурнӑҫӑм ҫинчен каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн. — Мӗн туртать сана ҫавсем патне? Пурнӑҫ унта ҫӗрӗк. Сывлӑш та ҫук, ирӗклех те, ҫынна мӗн кирли ним чухлӗ те ҫук. Ҫынсем-и? Ҫынсем вӗсем кирек ӑҫта та пур… Кӗнекесем-и? Ҫитет ӗнтӗ сана кӗнеке вуласа пурӑнма! Уншӑн ҫуралман пулӗ вӗт эсӗ?.. Кӗнекесем те — ним те мар. Туян та, эппин, вӗсене, хутаҫна чик те уттара пар. Пыратӑн-и манпа пӗрле Ташкента? Е Самарканда, е тата ӑҫта та пулин?.. Унтан Амур ҫине ҫул тытӑпӑр… Юрать-и? Эпӗ, тӑванӑм, ҫӗр ҫинче унталла та кунталла ҫӳреме шут тытрӑм — ку пуринчен лайӑх. Пыратӑн та — ҫӗнӗрен ҫӗннине куратӑн… Ним ҫинчен те шухӑшламастӑн… Ҫил вӗрет те сана хирӗҫ, чунтан тӗрлӗрен туҫана хӑваласа кӑларать. Ҫӑмӑл та ирӗк… Никам та, нимпе те хӗсмест сана: ҫиес килчӗ-тӗк — чарӑн та аллӑ пуслӑх пӗр-пӗр ӗҫ туса пар; ӗҫ пулмасан — ҫӑкӑр ыйт, параҫҫӗ. Ҫапла — нумай ҫӗрсене куратӑн… Илемлӗ вырӑнсене. Кайрӑмӑр-и?

Хӗвел анса ларчӗ. Тинӗс ҫинчи пӗлӗтсем тӗксӗмленчӗҫ, тинӗс хӑй те тӗттӗмленчӗ; сулхӑнлатрӗ. Унта-кунта ҫӑлтӑрсем мӗлтлетсе илчӗҫ, бухтӑра ӗҫ шавӗ чарӑнчӗ, хутран-ситрен кӑна унтан, ассӑн сывланӑ пек, ҫын сассисем шӑппӑн илтӗнкелеҫҫӗ. Ҫил пирӗн еннелле вӗрсен, вӑл пирӗн пата ҫырана ҫапӑнакан хумсен салхуллӑ шавне илсе ҫитерет.

Каҫ хӑвӑрт тӗттӗмленчӗ, хохолӑн пилӗк минут каярах аванах палӑракан кӗлетки халӗ ӗнтӗ темле килпетсӗр кумкка пек курӑнакан пулчӗ.

— Кӑвайтччӗ… — терӗ вӑл ӳсӗркелесе.

— Пулать…

Коновалов таҫтан пӗр купа турпас туртса кӑларчӗ, ӑна шӑрпӑкпа чӗртсе ячӗ те, ҫӳхе кӑна вут чӗлхи сӑмалаллӑ сарӑ турпассене ачашшӑн ҫулама тытӑнчӗ. Тинӗс уҫҫинчи каҫхи нӳрӗ сывлӑшра тӗтӗм явкаланма пуҫларӗ. Йӗри-тавралӑх шӑпланчӗ: пурнӑҫ пиртен таҫта шӑвӑнса кайнӑн, ун сасси тӗттӗме путса ҫухалса пынӑнах туйӑнчӗ. Пӗлетсем сирӗлчӗҫ, тӗксӗм-кӑвак тӳпере ҫӑлтӑрсем ҫуттӑн йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ, тинӗсӗн кӑпӑш ҫийӗнче те пулӑҫ киммисем ҫинчи пӗчӗк вут куҫӗсемпе ҫӑлтӑр мелкисем йӑлтӑртатни курӑнчӗ. Пирен умри вут-ҫулӑм тем пысӑкӑш хӗрле-сарӑ чечек пек, ӳссе-сарӑлса кайрӗ… Коновалов ун ӑшне чейникне тӗртсе лартрӗ те, чӗркуҫҫине аллипе явса тытса; шухӑша кайса, вут ҫине пӑхма пуҫларӗ. Хохол, тем пысӑкӑш калта пек, ун патне шуса пычӗ.

— Ҫынсем нумай-нумай хуласем, ҫуртсем туса тултарнӑ, пухӑннӑ та ҫавӑнта пӗр купана, ҫӗре варалаҫҫӗ, пӗрне-пӗри хӗссе, пӑчӑхса пурӑнаҫҫӗ… Лайӑх пурнӑҫ! Ҫук, акӑ ӑҫта вӑл пурнӑҫ, пирӗнни пек…

— Охо, — терӗ хохол, пуҫне сӗлткелесе, — хӗлле валли сӑран тумтир е ӑшӑ пӳрт тупсан, вара чӑн-чӑн улпут пурнӑҫех пулатчӗ… — Вӑл пӗр куҫне хӗсрӗ те, кулкаласа, Коновалов ҫине пӑхрӗ.

— Ҫапла-а, — терӗ леш именерех, — хӗл — ылханлӑ вӑхӑт! Хӗллене хуласем чӑнахах та кирлӗ… Ним те калаймӑн, ним те тӑваймӑн… Ҫапах та пысӑк хуласем ним тума та кирлӗ мар… Мӗншӗн-ха ҫынсене пӗр ҫӗре чыхса пуҫтармалла, иккӗн-виҫҫӗн те пӗрле пер-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаймаҫҫӗ пулсан?.. Акӑ мӗн пирки калатӑп эпӗ! Пӗр шухӑшласан тата, хулара та, ҫеҫенхирте те, ниҫта та ҫынна вырӑн ҫук. Анчах ун ҫинчен шухӑшламасан та лайӑхрах… ним те шухӑшласа кӑларас ҫук… чуна ҫунтарни кӑна.

Коновалов босяксен пурнӑҫне пӑрахнӑ пулӗ тесе, ҫак ҫулсенче ирӗкри сывлӑшпа сывласа, эпир унпала малтан паллашнӑ чухне чӗрине шыҫӑ пек ыраттарнӑ тунсӑхӗ хывӑх пек вӗҫсе сапаланнӑ пулӗ тесе шухӑшларӑм эпӗ; анчах унӑн хальхи сӑмахӗсене мӗнле саспа каланине илтрӗм те, ман умма каллех, ӗлӗкрех эпӗ ӑна пӗлнӗ чухнехи пекех, хӑйӗн «пурнӑҫ пӑнчине» шыракан ҫын тухса тӑчӗ. Уйӑн вӑй-халлӑ кӗлеткине пурнӑҫа ӑнланса ҫитерейменни, ун пирки шухӑшланӑ шухӑшӗ ҫаплах тутӑхнӑ наркӑмӑш пек каскалать, ҫиет иккен; ҫитменнине, вӑл ырӑ чӗреллӗ ҫуралнӑ. Ҫакнашкал «шухӑша каякансем» вырӑс ҫӗрӗ ҫинче нумайӑн, вӗсем пуринчен те ытларах телейсӗр, мӗншӗн тесен, ӑс-хакӑлӗ суккӑр пирки, вӗсене йывӑр шухӑшӗ ытларах пуснӑ. Эпӗ юлташӑма хӗрхенсе пӑхса илтӗм, вӑл, ман шухӑша ҫирӗплетнӗ пекех, салхуллӑн ҫапла каларӗ:

— Аса илтӗм эпӗ, Максим, хамӑр пурнӑҫа тата ыттине те… мӗн пулни-иртнине. Санран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн ӑҫта кӑна ҫитмерӗм, мӗн амакӗ кӑна курмарӑм… Ҫук маншӑн ҫӗр ҫинче меллӗ вырӑн! Эп хамшӑн вырӑн тупаймарӑм!

— Мӗнле-ха эсӗ нимӗнле хӑмӑта та юрӑхсӑр мӑйпа ҫуралнӑ? — ытахальтен тенӗ пек ҫеҫ ыйтрӗ хохол, вӗреме кӗнӗ чейнике вутран туртса кӑларса.

— Ҫук, кала-ха эсӗ мана… — ыйтса тӗпчерӗ Коновалов, мӗншӗн эпӗ лӑпкӑ пулма пултараймастӑп? Мӗншӗн ҫынсем пурӑнаҫҫӗ… чиперех тенӗ пек, хӑйсен ӗҫне тӑваҫҫӗ, арӑмӗсем пур, ачи-пӑчисем тата ытти те?.. Вӗсен яланах ӑна е кӑна тума кӑмӑлӗсем пур. Эпӗ — пултараймастӑп. Йывӑр. Мӗншӗн мана йывӑр?

— Вӑт нӑйкӑшать этем, — терӗ хохол тӗлӗнсе. — Нӑйкӑшнипе сана ҫӑмӑлрах пулать-им?

— Тӗрӗс… — салхуллӑн килӗшрӗ унпа Коновалов.

— Эпӗ яланах сахал калаҫатӑп та, анчах мӗнле каламаллине пӗлетӗп, — терӗ йывӑрлӑхсене чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерекен ҫын, хӑйӗн тивӗҫлӗхне тытма пултарнӑ туйӑмпа, пурнӑҫри сивчирпе кӗрешме пӑрахмасӑр.

Вӑл каҫӑхсах ӳсӗрме тытӑнчӗ те тарӑхса кайсах вут ҫине сурма пуҫларӗ. Пирӗн йӗри-тавра шӑпчӗ, тӗттӗм каҫ чаршав карса илнӗччӗ. Пирӗн ҫире тӳпе те тӗттӗмччӗ, уйӑх тухманччӗ-ха. Тинӗс курӑннинчен ытла сисӗнет, — умра ҫав териех тӗттӗм. Ҫӗр ҫине хура тӗтре ӳкнӗн туйӑнать. Вут сӳнет.

— Выртса ҫывӑрар пулӗ, — сӗнчӗ хохол.

Эпир «шӑтӑка» кӗтӗмӗр те, пуҫсене тулалла туса, ҫывӑрма выртрӑмӑр. Чӗнместпӗр. Коновалов выртрӗ те чул пекех хытса кайрӗ, йӑшӑлтатмарӗ те. Хохол текех ҫаврӑнкаласа, шӑлне шатӑртаттарса выртать. Эпӗ вут ҫинчи кӑвар сӳнсе пынине пӑхатӑп: малтанлӑха ялтра та пысӑк курӑнакан кӑвар, ерипен пӗчӗкленсе пырса, кӗлпе витӗнет те, ун айне пулса, ҫухалать йӑлтах. Часах ҫав вутран, ӑшӑ шӑршӑсӑр пуҫне, нимӗн те юлмарӗ. Эпӗ сӑнатӑп та шухӑшлатӑп:
«Ҫаплах эпир те пурте… Ҫутӑрах ҫунасчӗ хӑть!» тетӗп.

…Виҫӗ кунтан эпӗ Коноваловпа сывпуллашрӑм. Эпӗ Кубане кайрӑм, вӑл пымарӗ. Анчах эпир тепре тӗл пуласса шанса уйрӑлтӑмӑр.

Май килмерӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех