Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗксӗрех (тĕпĕ: ирӗксӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана сиктерчӗ те, эпӗ аманнӑ ура ҫине ӳксе ирӗксӗрех йынӑшса ятӑм.

меня подбросило, и я невольно застонал, навалившись на раненую ногу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вырӑссен авалхи юрринче шӑпа ҫинчен юрлаҫҫӗ те, эпӗ хуть фаталист мар, ҫапах хам вилни ҫинчен «Красные соколы» хаҫатра хамах вуласа тухнӑ хыҫҫӑн, ҫав сӑмах ирӗксӗрех пуҫӑма килсе кӗчӗ.

В старинных русских песнях поётся о доле, и, хотя я совсем не фаталист, это слово невольно пришло мне в голову, когда в газете «Красные соколы» я прочёл заметку о собственной смерти.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем черетӗн туртса пыраҫҫӗ Бертӑна, тӑвалла иккӗн туртаҫҫӗ, анаталла ҫунашка хӑех анать, пире ҫак ирӗксӗрех кӑтартнӑ кичем тертленӳрен хӑвӑртрах хӑратасшӑн васканӑ пек туйӑнать вӑл.

Мальчики тащат Берту по очереди в гору вдвоём, а на скатах она поспешно съезжает сама, точно торопясь поскорее освободить нас от этих скучных забот, которые она невольно нам причинила.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Блокада кӑтартнӑ пур инкеке хирӗҫ тӑнине пула ирӗксӗрех мана хамӑн хуйхӑма хирӗҫ тӑма та ҫӑмӑлтарахчӗ.

Легче потому, что, сопротивляясь всему, что принесла блокада, я невольно сопротивлялась и собственному горю.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнтӗ тем каласшӑнччӗ ҫав сӑмахпа, пӗлмерӗм, анчах эпӗ татнӑ бутерброда ирӗксӗрех турилкке ҫине хутӑм.

Не знаю, что он хотел сказать этими словами, но я невольно положила свой бутерброд на тарелку:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуҫра ирӗксӗрех тӗрлӗ шухӑш явӑнма тытӑнчӗ.

В голове невольно начали возникать разные мысли.

Вашаватлӑх – ҫитменлӗх-и? // Вера ШУМИЛОВА. Тӑван Ен, 2017.04.17

Вӗсем пӗр-пӗринпе алӑран-алла тытӑнса хастарлӑн пычӗҫ, анчах ҫакна куҫҫуль юхтармасӑр пӑхма пулмарӗ, — ҫак пӗчӗкҫӗскерсем ҫурӑмӗсем ҫине кутамккасем ҫакса кайнине курсан ирӗксӗрех куҫҫуль тӑкӑнчӗ!

Они шли, взявшись за руки, бодро, но это было невозможно, невозможно видеть без слёз, как они идут, такие маленькие и уже с мешками за спиной!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирӗксӗрех калас килет: лар, удовлетворительно.

Так и просится сказать: садитесь, удовлетворительно.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ирӗксӗрех ман каланӑ сӑмахсенех каламалла.

Я повторяла сказанное уже в прошлый раз.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ирӗксӗрех хамӑр поезд иртсе килнӗ стрелка еннелле ҫаврӑнса пӑхрӑм.

Я невольно посмотрела в ту сторону станции, откуда мимо входной стрелки пришел наш поезд.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ирӗксӗрех чарӑнтӑм.

Я невольно остановилась.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ирӗксӗрех эп хам та сӗмленме пуҫларӑм: акӑ эпир ҫиччӗн тӗттӗм те чӗмсӗр, пуш-пушӑ Мускав урамӗсемпе пыратпӑр…

Невольно и я себе представила, как мы всемером пробираемся по темной, молчаливой, пустой Москве.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл мӗнле площадь иккенне пӗлменнишӗн ирӗксӗрех вӑтантӑм, вара Саня вырӑс историйӗн урокне 1917-мӗш ҫулхи ноябрӗн 7-мӗшӗ таранччен мана кӗскен каласа пачӗ.

Очень обидно, но я не знала, что это за площадь, и Сане пришлось прочесть мне краткий урок русской истории с упоминанием 7 ноября 1917 года.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ун ҫине пӑхрӑм та ӑна шкулта чухне «тӑмана» тесе мӑшкӑлланине ирӗксӗрех асама илтӗм.

Я посмотрела на него и невольно вспомнила, что в школе его дразнили «совой».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗри кӑшт кӑна Саня сӑнарлӑччӗ, эпӗ ирӗксӗрех ун ҫине темиҫе хут пӑхса илтӗм, вӑл мӗн каланине те итлесе лартӑм.

Один был похож немного на Саню, я невольно несколько раз взглянула на него и прислушалась к тому, что он говорил.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шхунӑна хатӗрлесе яракан сутуҫӑсем хушшинче епле кӑна ирсӗр хирӗҫӳсем хускалаҫҫӗ, тишкӗрсе шавлаҫҫӗ, ҫавӑнтах тем-тем сутаҫҫӗ — хӑшпӗр хатӗрсемпе ӗҫме-ҫимесене ирӗксӗрех хӑварма тивнӗ те вӗсене ҫавӑнтах йӳнӗ хакпа сута-сута янӑ.

Какие грязные ссоры между торговцами, снаряжавшими шхуну, какие суды и аукционы — часть снаряжения и продовольствия пришлось оставить на берегу, и всё это было продано с аукциона!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах темшӗн эпӗ ҫав ҫырусене вутта пӑрахса ҫунтарасран хӑраттӑм; ӑҫта килчӗ унта выртса таптанатчӗҫ вӗсем, ирӗксӗрех вӗсем ман тӗле килетчӗҫ те, сивлек кӑмӑлпа пӑхса илеттӗм вӗсем ҫине.

Но мне почему-то было страшно жечь эти письма; они валялись где попало, я невольно натыкалась на них — и отдёргивала руку.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Кира ҫаплах кӑшкӑрса сӗтел ҫинчен анасшӑн пулмарӗ, Вальӑн хайхискер ирӗксӗрех альбинос йӗкехӳрине сӑмса тутӑрӗпе ҫыхса тӗпелти сӗтел ҫине вырнаҫтармалла пулчӗ.

Но Кира всё орала и не хотела слезать со стола, так что ему пришлось завязать крысу альбиноса в носовой платок и положить на столик в передней.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирӗксӗрех ман куҫ умне куртка тӑхӑннӑ ача тухса тӑрать, ҫав ача мана Триумфальнӑй площадьре хунарсем ҫутичченех кӗтсе ҫӳретчӗ, эпӗ, площадь урла иртсе, ҫавӑнтах ун патне пыраттӑм.

Мне всё ещё невольно представляется тот мальчик в куртке, который когда-то ждал меня в сквере на Триумфальной и всё ходил и ходил, пока не зажглись фонари, пока я вдруг не решилась и не пошла к нему через площадь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Именсех именнӗ пулмалла ҫав эпӗ, мӗншӗн тесен хам темӗн каларӑм та, сассӑм ирӗксӗрех янраса тухрӗ, Катя та ман ҫине тӳрех куҫӑмран пӑхрӗ.

Вероятно, я всё-таки волновался, потому что сказал что-то, и у меня невольно зазвенел голос, и Катя быстро посмотрела мне прямо в лицо.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех