Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунпӗрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Ҫиччӗмӗш пай. Пилӗк ҫул

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.19 14:36

Пуплевӗш: 163; Сӑмах: 1118

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Каҫхи апат. «Сӑмах ман ҫинчен пымасть!»

Эпир кайнӑ чух вӑл ҫывӑрмастчӗ-ха, — Розалия Наумовна ӑна столовӑйра вырӑн сарса панӑччӗ. Одеялӗ сирӗлнӗ, таса кӗпе-йӗмпе хӑй: Варя ун патӗнчен иртсе пынӑ чух одеялне тӳрлетсе витрӗ. Шӑлӗсене ҫыртса сывлатчӗ вӑл, куҫхупаххисем хушшипе куҫ шӑрҫи кӑштах курӑнатчӗ — ҫавӑн пекех ҫав Ромашов, ӑна пӗтӗм тӗнчипе те урӑх Ромашовпа арпаштарас ҫук!

— Ку вара чи начарри-и? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ Варя.

— Чи начарри.

— Ман шухӑшпа, пырать пек.

— Эсӗ ӑнран кайнӑ!

— Чӑн калатӑп — пырать пек. Вӑл мӗншӗн апла ҫывӑрать, тетӗн-и эс? Унӑн куҫхупаххисем кӗске.

Каҫ пуласпа темшӗн мана Ромашов иртнӗ каҫ ҫухалнӑ тӗлӗк евӗр куҫран ҫухалассӑн туйӑнатчӗ. Вӑл ҫухалмарӗ. Телефонпа шӑнкӑртаттартӑм та манпа калаҫма Розалия Наумовна мар, вӑлах пычӗ.

— Катя, ман сирӗнпе калаҫмалли пур, — терӗ вӑл хисеплӗн те татӑклӑн. — Хӑҫан таврӑнатӑр эсир? Е хама ҫитсе курма юрать-и?

— Килӗр!

— Анчах эп пыни госпитальте именмелле пуласран хӑратӑп-ха.

— Тӗрес те пулӗ. Киле эпӗ тата ик-виҫ кунтан таврӑнатӑп.

Вӑл сас памасӑр чарӑнса тӑчӗ.

— Эсир ним чухлӗ те мана курасшӑн ҫунманнине ӑнланатӑп-ха эпӗ. Манпа тӗл пулас мар тенин сӑлтавӗ… тахҫанах пулса иртнӗ-ҫке…

— Эй, ҫук, ытла тахҫанах та мар.

— Эсир ӗнтӗ Павлов доктортан парса янӑ ҫыру пирки калатӑр пуль-ха? — ыйтрӗ вӑл, хӗрсе кайса. — Илтӗр-и ӑна эсир?

Эп чӗнмерӗм.

— Каҫарӑр мана.

Каллех чӗнмерӗм.

— Эпир тӗл пулни ӑнсӑртран марччӗ-ха. Эпӗ сирӗн патӑра пыраттӑм. Подвалта ачасем юлнӑ, тесе кӑшкӑрнине илтсен эпӗ турех подвала чупса антӑм. Анчах ку темӗн мар-ха. Тӗл пулмаллах пулать пирӗн, мӗншӗн тесен сӑмах сире тивекен ӗҫ ҫинчен пырать.

— Мӗнле ӗҫ.

— Питӗ кирлӗ ӗҫ. Пӗтӗмпех каласа парӑп.

Чӗрем капах сикрӗ манӑн — хам кампа калаҫнине те пӗлмен пек пултӑм.

— Итлетӗп-ха сире.

Хальхинче акӑ вӑл темӗнччен чӗнмесӗр тӑчӗ, телефон трубкине ҫакасса ҫитрӗм эпӗ.

— Юрӗ, кирлӗ мар эппин. Эпӗ кайӑп та, урӑхран эсир мана нихҫан та кураймӑр. Анчах тупа тӑватӑп…

Тата темӗн пӑшӑлтатрӗ; шӑлне ҫыртса, куҫне хӗссе тӑнӑн туйӑнчӗ вӑл мана, трубка ҫинелле йывӑррӑн сывлатчӗ пулас, тата пӗр сӑмах чӗнменни те, ытла аптраса ҫитни те мана ӳкӗте кӗртрӗ. Пыратӑп, терӗм те трубкӑна ҫакса хутӑм.

Сӗтелӗ ҫинче ҫупа сыр пурччӗ — акӑ мӗн куртӑм эпӗ хам ҫӑраҫҫийӗмпе алӑка уҫса кӗрсен. Столовӑялла кӗнӗ чух чарӑнса тӑтӑм. Ӗненмелле те марччӗ кӑна — голландски, чӑн-чӑн сырах, хӗрлӗ, ҫӑвӗ те чӑн-чӑнниех, хӑймаран туниех пулмалла-ха, шур ӑшлӑ крушкӑпа. Ҫӑкӑрӗ, палланӑ пек мар, Ленинградра пӗҫерни мар, ӑна пысӑк чӗлӗсемпе нимӗн уямасӑр каснӑ. Эпӗ кӗнӗ чух Ромашов пысӑк ҫӗҫӗпе консерва банкине уҫатчӗ. Сӗтел ҫинче выртакан кутамккинче бутылка кӗленчи курӑнчӗ.

Телейлӗ Розалия Наумовна тирпейленсе ҫитмесӗрех ҫывӑрмалли пӳлӗмрен тухрӗ.

— Катя, мӗнле шутлатӑр эсир, Берточкӑпа мӗн тӑвар? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ вӑл. — Чӗнес мар-и ман ӑна?

— Пӗлместӗп.

— Ах турӑҫӑм, ҫиленетӗр-и эсир? Эпӗ пӗлесшӗн кӑначчӗ-ҫке.

— Миша, — терӗм эпӗ хыттӑн, — акӑ Розалия Наумовна мана хӑй аппӑшне, Бертӑна, кунта чӗнме юрать-и тесе ыйтса пӗлме сӗнет.

— Мӗн ыйтса тӑмалли пур! Ӑҫта вӑл? Эпӗ ӑна хамах чӗнсе килетӗп.

— Сиртен хӑраса та кайӗ-ха вӑл.

Ромашов именнӗ пек кулса ячӗ.

— Иртӗр, иртӗр!

Каҫхине эпир питӗ савӑнӑҫлӑн апатлантӑмӑр. Мӗскӗн Розалия Наумовна чӗтрекен аллисемпе бутербродсем турӗ те, вӗсене хӗрес хура-хура ҫирӗ. Вӗҫлеке сӑмсаллӑ пӗчӗк Берта, кӑвакарса кайнӑскер, кашни чӗллине тытмассерен темӗн пӑшӑлтатрӗ, пит-куҫӗ те ҫуталчӗ унӑн. Ромашов чарӑна пӗлми сӳпӗлтетрӗ, сӳпӗлтетрӗ те ӗҫрӗ. Акӑ хӑҫан лайӑхах куртӑм иккен ӑна эпӗ. Темиҫе ҫул хушши пӗрне-пӗри курманччӗ-ха. Ӗлӗкрех вӑл самай хулӑнччӗ. Пит-куҫӗнче те, каҫӑрӑларах тӑнӑ пӗвӗнче те тулсах пыракан ҫыннӑн пӗтӗмлӗхӗ палӑра пуҫланӑччӗ. Пур илемсӗр ҫынсем пекех, вӑл тирпейлӗ шукӑль тумланма тӑрӑшатчӗ.

Халӗ вӑл ырхан та имшер, ҫӑтӑртатсах тӑракан пӗрешкине туртӑнтарса ҫыхнӑ, гимнастеркӑпа, петлицисем ҫинче икшер шпал. Майор-ши вӑл, чӑн та? Пуҫ шӑмми те палӑрарах курӑнать. Чарса пӑхнӑ мӑчӑлтатми куҫӗнче темӗн ҫӗнни пур пек — ӗненни-ши?

— Ытла улшӑнтӑм-и эпӗ? — ыйтрӗ вӑл, эпӗ хӑй ҫине пӑхнине асӑрхаса. — Вӑрҫӑ йӑлтах тепӗр май ҫавӑрчӗ мана. Халӗ пурте урӑхла ӗнтӗ — чунӑм та, ӳтӗм те.

Пурте урӑхла пулсан, ун ҫинчен вӑл мана каласа пӗлтермен те пулӗччӗ.

— Миша, ӑҫтан пултӑр сирӗн ҫакӑн чухлӗ пуянлӑхӑр? Вӑрларӑр-и?

Уйӑрсах илеймерӗ пуль вӑл юлашки сӑмаха.

— Ҫийӗр, ҫийӗр! Эпӗ тата тупатӑп. Кунта пурне те тупма пулать. Эсир пӗлместӗр-ха.

— Чӑнах калатӑн-и?

— Чӑнах. Пур кунта ман ҫынсем.

Ӗнтӗ тем каласшӑнччӗ ҫав сӑмахпа, пӗлмерӗм, анчах эпӗ татнӑ бутерброда ирӗксӗрех турилкке ҫине хутӑм.

— Эсир хӑҫантанпа Ленинградра?

— Виҫҫӗмӗш кун. Мана Мускавран военторг начальникӗ патне ӗҫлеме ячӗҫ. Кӑнтӑр фронтӗнчеччӗ эпӗ, йӗри-тавра хупӑрласа илчӗҫ те пире, аран хӑтӑлтӑм.

Ку хыпар чӑнччӗ, ман чӗрене ҫунтаракан чӑнлӑхчӗ ку, эпӗ вара тахҫан хам ӑна пӑхӑнтарса тӑнине туймасӑр, тавҫӑрмасӑр итлерӗм.

— Эпир Киев патнелле чакса пытӑмӑр. Киев ҫулне татнине пӗлмен те эпир, — терӗ вӑл. — Нимӗҫсем шуйттан шӑтӑкӗнче-ха, тенӗ эпир, вӗсем ав Христиновка патӗнче, фронтран икҫӗр ҫухрӑмра иккен. Тамӑк ӗнтӗ, — хушрӗ вӑл кулса илсе, — анчах ун ҫинчен кайран сӑмах пулӗ. Халӗ эпӗ сире хам Мускавра чух Николай Антоныча курни ҫинчен каласа парасшӑнччӗ. Ниҫта та кайман иккен вӑл, тӗлӗнмелле.

— Чӑнах-и? — терӗм эпӗ ӑшӑ кӑмӑлсӑр.

Кӑштах калаҫмасӑр тӑтӑмӑр.

— Эсир, Миша, темӗн ҫинчен каласа парасшӑнччӗ пулас-ха? Атьӑр ман паталла иртӗр.

Вӑл ура ҫине тӑчӗ. Сывлӑшне ҫавӑрчӗ те пӗрешкине тӳрлетрӗ.

— Иртӗпӗр. Эрех илме юрӗччӗ-ши хампа пӗрле?

— Илӗрех.

— Мӗнлине?

— Эпӗ ӗҫместӗп — мӗнлине илес тетӗр, ҫавна илӗр.

Вӑл сӗтел ҫинчи бутылкӑна стакансене илчӗ, Розалия Наумовнӑна тав турӗ те ман хыҫҫӑн утрӗ. Эпир лартӑмар — эпӗ диван ҫине лартӑм, вӑл — Сашӑн тахҫанхи сӗтелӗ умне. Сӗтел ҫинчи ҫӳлӗ бокалра никам сӗртӗнмен пӗчӗк мӗлкесем ҫаплах тӑратчӗҫ.

— Ытла нумай каламалла пулать.

Ӑшӗ вӑркатчӗ унӑн. Эпӗ лӑпкӑнах итлеме пикентӗм.

— Питӗ вӑрӑм пулать тата… Эсир туртатӑр-и?

— Туртмастӑп.

— Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ табак туртма вӗренсе кайрӗҫ.

— Нумайӑшӗ ҫав. Мана госпитальте кӗтеҫҫӗ. Сире шӑпах ҫирӗм минут паратӑп.

— Юрать, — шухӑшласарах та сыпӑккӑн татса каларӗ Ромашов. — Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, август уйӑхӗнче эпӗ Ленинград фронтӗнчен кайнине. Каяс та килместчӗ манӑн, сире курасшӑнах ӗмӗтленсе тӑраттӑм. Анчах приказ приказах ҫав.

Саня час-часах калатчӗ ҫак сӑмаха, ҫавӑнпа ӑна Ромашовран илтме кӑмӑллӑ та марччӗ мана.

— Хам кӑнтӑра епле лекни ҫинчен каламӑп та. Эпир Киев патӗнче ҫапӑҫаттӑмӑр, пире ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ.

Вӑл «Эпир» тет.

— Христиновкӑра эпӗ Киева кӗмесӗрех тӳрех Умане каякан санитарнӑй эшелонпа явӑҫрӑм. Аманнӑ салтаксем теплушкӑсенчех пыратчӗҫ. Йывӑр аманнисем ытларахчӗ. Виҫӗ кун, тӑватӑ кун, пилӗк кун кайрӑмӑр эпир, шӑрӑх, пӑчӑ, тусан…

Кӳршӗри пӳлӗмре Берта кӗлтӑватчӗ.

Вӑл ҫӗкленчӗ те, ҫиленнӗ пек пулса, алӑка хупрӗ.

— Эшелона явӑҫас умӗн икӗ кун малтан мана контузи пулнӑччӗ. Аптрамалли ытла ҫукчӗ, чӑнах, вӑхӑт-вӑхӑт ҫеҫ сулахай енчи аяк пӗрчи чиккелекен пулчӗ. Вӑл халӗ те хӑмӑррӑн курӑнать, — терӗ Ромашов, кулкаласа.

Ҫав каҫхине Ромашова салтӑнтарса тумлантаракан Варя каланӑччӗ ҫав, унӑн сулахай енче темле пиҫнӗ вырӑн пур тесе, ҫавах пулмалла ӗнтӗ вӑл «хӑмӑррӑн курӑнать» текенни.

— Ҫапла вара манӑн эшелонри хуҫалӑх ӗҫне тытӑнмалла пулчӗ. Чи малтан ӗҫме-ҫимене йӗркене кӗртмеллеччӗ, хӗпӗртесех калама пултаратӑп вара, ҫул ҫинче — эрне хушши пытӑмӑр эпир — выҫӑхса вилекенни пӗр ҫын та пуймарӗ. Анчах ман ҫинчен мар-ха сӑмах.

— Кам ҫинчен вара?

— Пирӗнпе пӗрлех икӗ хӗр, Станиславри педтехникумӑн студенткисем, пыратчӗҫ. Аманнӑ салтаксене вӗсем ҫиме леҫетчӗҫ, суранӗсене ҫыхатчӗҫ, мӗн тума пултарнине пурне те тӑватчӗҫ ӗнтӗ. Пӗррехинче ҫапла, вӗсенчен тери мана пӗр летчик патне пыма чӗнет — теплушкӑсенчен пӗринче аманнӑ летчик выртатчӗ.

Ромашов эрех тултарчӗ.

— Ма ӗҫместӗр эсир, Катя? — кӑшт хӑйӑлтата пуҫланӑ сасӑпа ыйтрӗ вӑл. — Тек пӗччен ӗҫместӗп эпӗ. Ӳсӗрлӗп те, мӗн тӑвӑр вара эсир?

— Хӑваласа ярӑп. Каласа пӗтерӗр хӑвӑртрах историйӗре.

Вӑл ҫӑтнӑ пек ӗҫсе ячӗ, кӑштах иртрӗ те ларчӗ. Эпӗ те тутанса пӑхрӑм. Сахал-и тӗнчере летчиксем!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех