Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вашаватлӑх – ҫитменлӗх-и?

Автор: Вера ШУМИЛОВА

Ҫӑлкуҫ: Тӑван Ен, 2017.04.17

Хушнӑ: 2019.09.19 13:10

Пуплевӗш: 24; Сӑмах: 272

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Пӗр каларӑш асран тухмасть… «Ҫынна пӗлес тесен ӑна тӗкӗнмелле кӑна. Этем савӑт пекех, ун ӑшӗнче мӗн пур – ҫавӑ тӑкӑнма тытӑнать», – акӑ еплерех илтӗнет вӑл чӑвашла. Унта мӗн калани чӑна килнине пурнӑҫри тӗслӗхсем ҫирӗплетсе панине темиҫе хут та курса ӗнентӗм.

Туллиех мар троллейбуса 2-3 ҫулхи ача йӑтнӑ ҫамрӑках мар хӗрарӑм кӗчӗ. Обществӑлла транспорта вирхӗнсе тенӗ пек кӗчӗ вӑл. Лармалли пушӑ вырӑнсем пулсан та алӑк ҫывӑхӗнчи ҫамрӑк хӗрарӑм ларакан тенкел патне пычӗ. «Эсир ҫамрӑк, сирӗн тӑмалла. Ман алӑра ача», – аллисемпе тӗрте-тӗрте тӑратрӗ лараканскере хайхи, хӑлаҫлана-хӑлаҫлана хыттӑн калаҫрӗ. Ун сӑмахӗсенче «тархасшӑн», «тавтапуҫ» тенине пӗртте илтмерӗм. Хӑйне кӑнттаммӑн тытнине пачах та туймарӗ вӑл, пушаннӑ тенкел ҫине кӗрсе ларса ним пулман пек пӗрле кӗнӗ хӗрарӑмпа хыттӑн калаҫма тытӑнчӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм «Ыйтсан хамах вырӑн параттӑмччӗ те-ха» тени те хӑлхана кӗмерӗ пулас… Ҫынсем те сӑмах чӗнмерӗҫ, ҫапах та ҫак пулӑм чӗрене витерчӗ. Хамӑра хамӑр тытма пӗлменни, кӑнттамлӑх – акӑ мӗн куртӑм ҫав хӗрарӑмра.

Чӑтӑмсӑрлӑхпа, ӑнланманлӑхпа каллех обществӑлла транспортра тӗл пулма лекрӗ. Ирхине хӗрӳ вӑхӑт – пӗрисем ӗҫе, теприсем вӗренме, виҫҫӗмӗшӗсем тӗрлӗ сӑлтавпа таҫта васкаҫҫӗ. Кондуктор ҫынсене хире-хире билетсемпе тивӗҫтерессишӗн унталла-кунталла хутлать. Пӗр пике чӑтаймарӗ – кондуктор иртнӗ чухне «Урасене таптамасӑр май ҫук-им?» тесе мӑкӑртаткаласа илчӗ. Лешӗ та чӗнмесӗр юлмарӗ, сӑмах ҫине сӑмах – тавлашса кайрӗҫ те икӗ ҫын. Кам тӗрӗс пулчӗ ҫак вӑхӑтра – ӑнланаймарӑм. Кондукторӑн ҫынсене билетсемпе тивӗҫтермелле, пикене та ӑнланмалла – вӑл ҫитес ҫӗре меллӗрех ҫитесшӗн. «Часах пуҫ тӑрӑх утса ҫӳреме пуҫлӗҫ», – мӑкӑртатса анса юлчӗ чарӑнура ҫамрӑк.

Пуҫра ирӗксӗрех тӗрлӗ шухӑш явӑнма тытӑнчӗ. Мӗншӗн ырӑ кӑмӑллӑх хӑйӗн хаклӑхне ҫухатрӗ? Нивушлӗ эпир чунпа, чӗрепе хытса пыратпӑр? Тем чухлӗ вӑхӑт иртсен те, кирек мӗнле лару-тӑрура та Этем пулса юлма тӑрӑшасчӗ, тӳрӗ те ҫемҫе кӑмӑл, йӑвашлӑх, вашаватлӑх, сӑпайлӑх, чун-чӗре ӑшши, теприне пулӑшма хатӗрри ҫитменлӗх пулса ан юлтӑрччӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех