Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

текех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кичем» тени вӑл каллех Бертӑпа мӗн тӑвасса пӗлместӗп тенине пӗлтерчӗ ӗнтӗ; Берта ытла хӑракан пулса кайрӗ, чӗмсӗрленчӗ, текех черетсене те ҫӳреми пулчӗ, яра куна кунӗпех диван ҫинче выртса ирттерет, ҫинчен тата ҫими те пулчӗ.

«Скучно» — это означало, что она снова не знает, что делать с Бертой, которая становилась всё более пугливой и молчаливой и уже не ходила по очередям, а целые дни лежала на диване и, главное, почти перестала есть.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Розалия Наумовна мана Саня ҫыравӗсене тыттарчӗ те, эпӗ вара ӑна текех сумккӑран кӑлара-кӑлара вуларӑм:

Розалия Наумовна передала мне Санину записку, и я всё вынимала её из сумочки и читала.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ лезвин тӗлӗнтермӗш историйӗ ҫинчен текех шухӑшласа выртрӑм.

Я все думала о нелепой истории с лезвием.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ав Гитлер пуҫне ҫухатнӑ, ухмаха ернӗ, текех ӑса кӗрес ҫук.

Вот Гитлер голову потеряли, с ума съихал, обратно уже николи не повернется…

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сухалне хырман пӗчӗк арҫын текех пиртен тӗпчесе пӗлесшӗнччӗ: пӗр тӑвансем-и эпир, тесе ыйтатчӗ.

Маленький небритый мужчина всё гадал, кто мы такие. Брат и сестра?

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫсерен вӗсене текех ҫутмаҫҫӗ.

А ночью их теперь не зажигали.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Текех ӗнтӗ пӗр-пӗрне тӳрре тухма та, пӗр-пӗрне вӑрҫма та кирлӗ марччӗ.

И больше ничего не нужно было доказывать друг другу и не нужно было ссориться, как мы ссорились всю жизнь.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Текех ӗнтӗ вӑл ача сӑнарлӑ мар, ун ҫинчен халь сана авланма ир теме те юрамастчӗ пулӗ.

Больше он не был похож на мальчика, и теперь о нём, пожалуй, нельзя было сказать, что ему ещё рано жениться.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, пурте чиперех пырать иккен, карчӑк хайхискер текех телефонпа шӑнкӑртаттарма аван мар тесе шухӑшланӑ иккен.

В общем, всё было хорошо, а сиделка не позвонила, потому что ей, оказывается, совестно было так часто беспокоить.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав хӗл эпӗ укҫаран ҫаплах татӑк тӑркаларӑм, укҫа мана Уфаран ярса тӑратчӗҫ, Пушкӑртсен геологи управленийӗ ҫавӑнтах тӑратчӗ, укҫине текех кая юлса яратчӗҫ.

В ту зиму у меня было довольно трудно с деньгами, потому что мне присылали деньги из Уфы, где находилось Башкирское геологическое управление, и часто задерживали.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Текех пӗрле пурӑнас килмест манӑн.

Я больше не хочу здесь жить, понятно?

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл тӗлӗнсе ӳкрӗ, унтан вара амӑшӗ Валя Кирӑна хӑй енне ҫавӑрнӑ тесе ӳпкелешет терӗ, пӗррехинче ҫапла Валя пӳртрен тухса кайсан амӑшӗ ҫамки ҫине йӗпе тутӑр хурса выртрӗ те текех йӑм-хӑмӑр тилӗ гибричӗсем ҫинчен пӗр сӑмах та илтес килмест тесе калать, терӗ.

Она очень удивилась, а потом сказала, что мама каждый день жалуется, что Валя её заговаривает, и однажды даже лежала после его ухода с мокрой тряпкой на лбу и говорила, что больше не может слышать о гибридах чёрно-бурых лисиц и что Кира сумасшедшая, если выйдет замуж за человека, который никому не даёт открыть рта, а сам говорит и говорит.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя сӗтел хушшине ларсах та каймарӗ, текех кухньӑна кая-кая ларатчӗ, вӑл мана пӗччен ларса шухӑшланӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑн пек курӑнчӗ вӑл кашни хут пирӗн хушша килмессерен.

Катя почти не сидела за столом — всё вставала и подолгу пропадала на кухне. И мне казалось, что она уходит, просто чтобы остаться одной и немного подумать: такое у неё было выражение, когда она возвращалась.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ятлаҫатпӑр унпа текех, — терӗ вӑл тарӑнӑн сывласа.

— Ссоримся мы всё с ней, — сказала она со вздохом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрре те вӑл мана «эсӗ» тесе тӳррӗн каламарӗ, вара эпир хамӑр хушӑмӑрта нимӗн те пулас ҫук пек ӑҫтиҫук ҫинчен ҫеҫ калаҫрӑмӑр та, ҫавӑн пек сасӑпа калаҫсах хушӑмӑрта нимӗн те юлас ҫук пек туйӑнчӗ, ӗнтӗ ҫаплипех уйрӑлса каясран, текех телефонпа калаҫмашкӑн та сӑлтавӑм пулмасран манӑн чунӑм юлмарӗ.

Ни разу она не сказала мне «ты», и мы говорили и говорили о чем-то обыкновенными голосами, пока мне не стало страшно, что все так — кончится, то есть мы поговорим обыкновенными голосами и разойдемся, и у меня не будет даже повода, чтобы позвонить ей снова.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ пурте пӗтнӗ, текех ӗнтӗ пирӗн хушӑмӑрта нименех те пулас ҫук, тӗл пуласса та эпир ют ҫынсем пекех тӗл пулӑпӑр.

Сейчас всё кончено, между нами уже нет и не будет ничего и мы встретимся как чужие?

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юр ӗнтӗ текех пире куҫа уҫма чӑрмантараймасть — вӑл ҫӗр ҫинче выртать.

Снег больше не слепил нас — он лежал на земле.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ырӑ мар тӗлӗк курнӑ хыҫҫӑн вӑранса каяс тесе, мӗн те пулин аса илме тӑрӑшнӑ пек шухӑшла-каласа пӑхас килет пулин те, текех ӗнтӗ вӑл-ку ҫинчен шухӑшламастӑп.

Время от времени хотелось как будто проснуться от кошмара, будто хотелось что-то вспомнить, но я об этом не думаю.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та манӑн унпа текех калаҫас килмест, ҫавӑнпа та ӗнтӗ эпӗ ҫаплах-ха вырӑн ҫинче пӗрре ӳпне, тепре месерле, унтан ӳпне, унтан каллех месерле ҫаврӑна-ҫаврӑна выртатӑп.

Но мне не хотелось больше говорить с ним, и поэтому я лежал и лежал на животе, потом на спине, потом снова на животе, упёршись в лицо руками.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗнчере текех ӑна урӑх никампа та пӑтраштарас ҫук.

Его больше нельзя было спутать ни с кем на свете.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех