Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 8 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Иккӗмӗш кӗнеке. Мускав ҫути

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.09.15 15:10

Пуплевӗш: 198; Сӑмах: 1674

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Асли — кӗҫӗнни

«Кремль хӳмисем пире пурне те сыхлаҫҫӗ».

(А. Расщепей кӗнекинчен)

Малтанхи кунсенче, ҫакӑн пекех пулсан, нумаях чӑтаймӑп, теттӗм. Кашни ҫутӑ кун хӑйпе пӗрле тискер хыпар, хумхану кӳретчӗ. Анчах каярах хӑйне хӑйех палӑрчӗ: пӗрмаях вӑрҫӑ ҫинчен калаҫса ҫӳрени вырӑнсӑр. Ҫынсем халӗ те, ӗлӗкхи евӗрлех, ир пулсан - тӑраҫҫӗ, ҫӑвӑнаҫҫӗ, апатланаҫҫӗ, ӗҫе каяҫҫӗ. Анчах ӗҫре ӗлӗкхинчен нумайрах тӑрӑшаҫҫӗ, нумайрах ӗшенеҫҫӗ. Каҫ пулсан киносене ҫӳреҫҫӗ е, хӑй ҫутине пытарса, кӑвакпа карнӑ кантӑксен хыҫӗнче килте лараҫҫӗ. Пурӑна-киле ӗлӗкхи интерессем те таврӑна пуҫларӗҫ. Хӑш чух каллех эпир ҫӗр ҫӑтнӑ гороскопсем ҫинчен те, ҫухатнӑ кимӗ пирки те пуҫа ҫӗмӗркелетпӗр. Каярах пирӗн кимме вырӑнти пулӑҫсем хӑва тӗмисем хыҫӗнчен тупнине илтрӗмӗр. Кам айӑплӑ — тӗплӗн калама ҫук. Васька Жмырев кутруҫӑн пирӗн еннелле ҫӳремест, утрав ҫинчи мыскарасем пирки ӑна шансах пӗтерменни пирӗн асра халичченех пурӑнать, ҫавӑнпа та эпир ун ҫинчен час-часах асӑнатпӑр.

Юлашки вӑхӑтра, комсомол райкомӗн путевкисем тӑрӑх, эпир хула тулашӗнчи пахчасене ӗҫе ҫӳретпӗр. Киле кулленех кая юлса, ывӑнса, анчах паттӑр кӑмӑлпа таврӑнатпӑр Куллен эпир Мускав урамӗсем тӑрӑх иртетпӗр, вӗсем халь хура вӑрман пек тӗксӗм, уҫӑмсӑр. Мускав хули куллен ҫар сӑнне ытларах йышӑнать. Витринӑсем умӗнче хӑйӑр тултарнӑ михӗсенчен тунӑ бастионсем. Вӗсене тул енчен хӑмасемпе, фанерӑпа тыттарнӑ. Подъездсенче хӑйӑр ещӗкӗсем, тимӗр клещесем, ломсем, витресем.

Мускав ҫинче, нихҫан пулман пек, ҫӑлтӑр. Эпир хула ҫинче нихҫан та ун чухлӗ ҫӑлтӑр курман, пӗлӗт ҫутине хула ҫути яланах ҫӑтса тӑнӑ. Халӗ ак вӗсем — пӗлет тулли, шултра та ҫутӑ. Анчах ун вырӑнне Кремль ҫинче пилӗк ҫӑлтӑр сӳннӗ. Башньӑсем ҫинчи рубин ҫӑлтӑрсем ҫине, кӑнтӑрла ан ҫиҫсе тӑччӑр тесе, михӗсем тӑхӑнтарнӑ. Каҫсерен вӗсене текех ҫутмаҫҫӗ. Сыхланас кӑмӑл ӳссех пырать. Мускав хӳмисем ҫине ҫапнӑ плакатсем хаяр самана ҫитни тата, ҫакна пула, кирек камӑн та хӑйӗн вырӑнне пӗлмелли ҫинчен кашни кӗтесрех астутараҫҫӗ. Радио пӗтӗм ӑшчике шӑнтса, сводкӑсем парать. Хӑш чухне вӑл каланине юри итлес мар тетӗн, чуна хускатакан хыпартан упранма пӑхатӑн, анчах ыратнинчен тарма ҫук, кунтан та ҫавах.

Июлӗн иккӗмӗш кунӗнче ӗҫрен пит те кая юлса таврӑнса, эпӗ выртнӑ-выртман вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӑм, сехете ирхи улттӑ ҫине лартма та астӑваймарӑм. Хамӑн ыран иртерех тӑмаллине, пионерсемпе пӗрле хула хӗрринчи пушлӑхсене тирпейлеме каймаллине ыйӑх тӗлӗшпе те манмарӑм, анчах ҫӗрле тӑрса сехете кирлӗ пек лартма ниепле вӑй ҫитереймерӗм.

Ирхине эпӗ такам сассипе вӑрантӑм. Ҫав тери лайӑх пӗлекен сасӑ мана кантӑкран лӑпкӑн чӗннӗ пек туйӑнчӗ:

— Юлташсем! Граждансем! Тӑванӑмсем, тусӑмсем.. Эпӗ сиксе тӑрса, уҫӑ кантӑк патне ыткӑнтӑм. Тин ҫеҫ шӑварнӑ асфальт пӑсланса типет, ун ҫине вӑрӑм мӗлкесем чалӑшшӑн ӳкнӗ. Тулти сехет ҫинче улттӑ та вӑтӑр. Хӗреслӗ урамра, репродуктор айӗнче пер ушкӑн ҫын. Пурте пуҫӗсене итлеме ҫӗкленӗ. Урамсенче шӑп. Трамвайсем, троллейбуссем чарӑннӑ. Шоферсем алӑкӗсене уҫнӑ, трамвайри халӑх уҫӑ чӳречесем умне кӗпӗрленнӗ.

— Сире калатӑп, тусӑмсем! — Ҫакна илтсен эпӗ кам калаҫнине пӗлтӗм те хытсах кайрӑм.

Акӑ кам мана вӑратрӗ ҫак ир! Сталин калать. Вӑл мана та чӗнет. Унӑн сасси пӗтӗм Мускав тӑрӑх ир-ирех янӑрать.

— Гитлерла Германи пирен тӑван ҫӗр-шыв ҫине сӗмсӗрле тапӑнни, июнӗн 22-мӗшӗнче пуҫланса кайнӑскер, халичченех пырать…

Пӳлӗмри репродуктора ярса, эпӗ ҫӳҫенсе тумланма пуҫларӑм. Мӗнле ҫакӑн пек вӑхӑтра ытлашши ҫывӑрма пултарнӑ-ха эп. Акӑ Сталин юлташ тахҫанах тӑнӑ, калаҫать, эпӗ пур…

Хваттерте пирӗн никам та ҫук. Аттепе анне ирех тӑрса кайнӑ. Эпӗ часрах тумланса урама тухрӑм. Манӑн та Сталина ҫынсемпе пӗрле итлес килчӗ.

Лӑпкӑ урамри рупорсем урлӑ Сталин манпа калаҫать:

— Гитлер ҫарӗсем Литва ҫӗрне, Латвин чылай пайне, Белоруссин хӗвеланӑҫ пайне тата Хӗвеланӑҫ Украинӑн пӗр пайне ярса илчӗҫ. Фашистла авиаци хӑйӗн бомбардировщикӗсене ытларах та ытларах ярать, Мурманск, Орша, Могилёв, Смоленск, Киев, Одесса, Севастополь хулисене аркатать…

— Пирӗн ҫӗршыв ҫине пысӑк хӑрушлӑх килсе капланчӗ. Ку сӑмахсене каласан эпӗ хамӑр картишӗн решеткисене ярса тытрӑм, вӑл сӑмахсене Сталин йывӑр хурлӑхпа каларӗ, чӑнлӑх ҫинчен тус-йыша анчах ҫапла куҫкӗрет калаҫҫӗ, пире те вӑл ун ҫинчен ним пытармасӑр пӗлтерчӗ.

Эпӗ Мускав ҫинчи ҫутӑ июль пӗлӗтне пӑхса илтӗм. Ҫакӑ кӑвак тӳпе йывӑр хӑрушлӑх айӗнче аран тытӑнса тӑнине, ҫав хӑрушлӑх ҫӗр ҫинчи мӗнпур чӗрӗ япала ҫине халь-халь ишӗлсе анассӑн туйӑннине эпӗ уҫҫӑн тавҫӑрса илтӗм…

Шӑп ҫакӑ вӑхӑтра Сталин нимӗҫ ҫарӗсен вӑй-хӑвачӗ пирки ыйту пачӗ; чӑнах та вӗсем, каппайчӑк фашистсем, хӑйсем мухтанса янтрашнӑ пек, никам ҫӗнтерейми вӑйсем-и вара?

— Паллах, ҫук! — шанчӑклӑн ответлерӗ Сталин. — Истори ҫакна кӑтартса парать: никам ҫӗнтерейми ҫарсем халиччен пулман та, ҫук та. Авал Наполеон ҫарне никам ҫӗнтерейми тесе шутланӑ, анчах ӑна ҫапса аркатнӑ…

Ҫакна эп мӗнпур чӗререн хумханса итлерӗм, вӗҫкӗн Наполеона, Кутузов мар, эпир Расщепейпе аркатнӑн туйӑнчӗ. Сталин юлташ ҫак тӗслӗхе илсе кӑтартни маншӑн уйрӑмах кӑмӑллӑ пулчӗ. Ҫапла итлерӗм эп Сталина. Унӑн сасси, унӑн сӑмахӗ ҫакӑ йывӑр кунсенче темрен те хаклӑ пулчӗ. Ҫӗнтерӳ сехетне васкатас тесен, совет ҫыннин мӗн-мӗн тумаллине вӑл тӗплӗн каласа пачӗ. Лӑпкӑн, васкамасӑр, шавламасӑр калаҫрӗ Сталин, кашни ҫыннах хӑйне тивӗҫлӗ ӗҫсем ҫинчен ӑнланса, астуса юлтӑр терӗ пулас. Вӑл вӑхӑтран вӑхӑта шыв сыпни илтӗнет, тата графин ҫумне лартнӑ стакан чӑнкӑртатса каять.

— Юлташсем! Пирӗн вӑйсем иксӗлми, — терӗ Сталин. Вара эпир, ӑна итлекенсем, хамӑр чӑнах та иксӗлми нумаййине, ҫӗршыв калама ҫук пысӑккине ҫӗнӗрен курнӑ пек, йӗри-тавра пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илтӗмӗр.

Эпӗ райкома васкарӑм. Кунта эпир, яланхи пек, уяв кунӗсенче, Майра тата Октябрьте, пӗрле пухӑнаканччӗ. Комсомол ялавӗсен айне йӗркеленсе, хамӑр транспорантсене, хӗрлӗ пусма тыттарнӑ шитсене ӑмӑртмалла тытса илекенччӗ. Унтан хамӑр районӑн мӗнпур колоннипе кунтан Хӗрлӗ площаде тухса каяттӑмӑр. Паян та кунта, райком килкартинче, халӑх лӑках. Кунта эп хамӑр комсомолецсене, пурне те тенӗ пек, тата ытти шкулсенчи нумай юлташсене тӗл пултӑм. Пурне те вӗсене кунта чун туртнӑ, пурте кунта хамӑр комсомол ҫуртне васканӑ, мӗншӗн тесен ӑҫта урӑх ҫӗрте паҫӑр каланӑ иксӗлми аслӑ вӑйӑн пӗр пайӗ эсӗ ху та пулса тӑнине ҫакӑн пек туйӑн? Сталин каланӑ ӗмӗр асра тӑракан сӑмахсен чӑнлӑхне ӑҫта кунтинчен ытла витӗр курӑн?

Крыльца ҫине пирӗн секретарь Ваня Самохин тухрӗ.

— Юлташсем, — терӗ вӑл шӑппӑн, анчах пире илтӗнмелле, — комсомолецсен васкавлӑ митингне уҫатӑп…

Ҫак кун эпир, комсомолецсем, тӗрлӗ нарядсене, путевкӑсене, заданисене самантра уйӑрса пӗтертӗмӗр. Кашнин Сталин каланӑ ӗҫе часрах пуҫӑнас килет. Мӗн тумалли паллах, кашни хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлет.

Кӑнтӑрла эпӗ Евгений Макаровича, хамӑр математика, тӗл пултӑм. Вӑл кутамкка ҫакса янӑ, тин ҫеҫ хырӑннӑ, хӑрах аллине сулкаласа утса, мана хирӗҫ килет.

— Аван-и, Евгений Макарович? Ӑҫта ҫул тытатӑр? Хула тулашне-и?

Вӑл шӑппӑн кулса ячӗ.

— Ҫапла, Крупицына, хула тулашне. Уҫӑ сывлӑшпа сывлас килчӗ. Сӑмах май, пӗлетӗр-и, моряксем уҫӑ сывлӑш тесе мӗне калаҫҫӗ? Акӑш-макӑш тӑвӑла! — Вӑл, кӑшт чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан типшӗм аллине ман енне тӑсрӗ. - Ырлӑх пултӑр сире, Крупицына. — Ополчение каятӑп. Илтрӗр пуль, Сталин халӑх ополченийӗ ҫинчен каларӗ? Эпӗ ҫырӑнтӑм та ӗнтӗ. Хӑвӑр юлташӑрсене манран салам калӑр.

— Мӗнле-ха, Евгений Макарович… Сирӗн ӳпке аванах марччӗ пулас…

— Тссс… — сиввӗн пӳлчӗ мана математик. — Кам ӑна сире суеҫтернӗ? Хӑвӑр та ан ӗненӗр, ыттисене те ан хушӑр. Питӗ те ыйтатӑп. Ну, чипер юлӑр.

Вара вӑл, хӑрах аллине сулса, хӑюллӑн малалла утрӗ.

Сталин халӑха асӑрхаттарнӑ хӑрушлӑх хаярлансах пырать, вӑрҫӑ пирӗн алӑк умне ҫывхарнӑҫем ҫывхарса килет. Ӗнтӗ Мускавра темиҫе хутчен сывлӑш тревоги пула-пула иртрӗ. Хӑш-пӗр чухне таҫта, пиртен аякра, зениткӑсен аслатийӗ кӗрлет. Мускав ҫӳлтен тапӑнасран хатӗр тӑрать.

Ҫак кунсенче час-часах эп Александр Дмитриевич сӑмахӗсене аса илетӗп: «Аслӑ хирӗҫтӑру тени, Симочка, чӑнлӑх ӗлкӗрсе ҫитсен килекенскер, ҫутҫанталӑкра кӑна мар, пӗтӗм халӑхӑн кун-ҫулӗнче те пулать Питӗ те хаяр пулӗ пулас аслӑ хирӗҫтӑру, икӗ тӗнче, пӗр-пӗринпе ниепле килӗшӗве килме пултарайман икӗ тӗнче тӗл пулса ҫапӑнӗҫ. Вара этемлӗх пӗрин чӑн-чӑн аслӑлӑхне, тивлетлӗ ҫутӑлӑхне теприн, пире тӑшман пулса тӑраканнин, усал ирсӗрлӗхне хай курса, хӑй пӗлӗ. Шел, Симочка, эпӗ ҫав куна кураймасан…» — тенӗччӗ пӗрре Расщепей.

Чӗртсе тӑратӑттӑм эп ӑна! Мӗн чухлӗ сӑмах каламалли, мӗн чухлӗ канаш ыйтмалли пур манӑн ҫак кунсенче!

Ирина Михайловна патне эп темиҫе хутчен те шӑнкӑравларӑм, кӗрсе тухма пултӑм. Анчах сӑмахӑма тытма манӑн вӑйӑм та, вӑхӑтӑм та ҫитеймерӗ.

Амед патне эпӗ татах тепӗр ҫыру ҫыртӑм. Анчах ответ килни-туни пулмарӗ.

Юлашки вӑхӑтра чӗрем вӑркасах тӑрать, шухӑш вылять: ҫитрӗ самант, Расщепей ӳкернӗ картинӑра мӗнле пулнӑ, халӗ манӑн пурнӑҫра та ҫаплах пулмалла: хӑюллӑ партизанка… Ун вырӑнне эпӗ кунта, Мускав тулашӗнчи пахчасенче ҫӗрулми купалатӑп.

Можайска каякан шоссе ҫумӗнчи пӗр пахчара ӗҫленӗ кун мана ҫак шухӑш канӑҫ памарӗ. Авал ҫак тӗлтен Наполеон ҫарӗ Мускавалла иртнӗ… Халӗ ку ҫулпа, пӗр-пӗрне хистесе, брезентпа витнӗ грузовиксем умлӑ-хыҫлӑн куҫаҫҫӗ, хӗвелпе пиҫнӗ регулировщиксем, юхӑма йӗркелесе, сарӑ тата хӗрлӗ явлӑксем вӑркӑштарса тӑраҫҫӗ. Асфальт сарнӑ яп-яка шоссе аякри вӑрмана икке уйӑрса, горизонта ҫити тӑсӑлать. Таҫта, аякра, шӑп ҫакӑ ҫул урлах фронт линийӗ каҫать. Лӑпкӑ ҫарансем хушшинче асфальтпа ҫуталса тӑракан ҫак ҫул ҫинче лере, тен, халӗ ҫапӑҫу пырать…

Акӑ ҫулпа пӗр пӗчӗк машина килет. Вӑл, пирӗн пахча патне ҫитсен, чарӑнчӗ. Пӗр ҫын сиксе анчӗ — тӗксӗм куҫлӑхпа, баллон пек путиш йӗмпеле, шакмак тӗрӗ чӑлхапа. Ачасем пуҫӗсене ҫӗклерӗҫ, килнӗ ҫын ҫине тӗпчесе пӑхаҫҫӗ.

— Ӗҫлӗр, ан чӑрманӑр, ӗҫлӗр. Салам! — калаҫма пуҫларӗ килнӗ ҫын, камерине куҫ тӗлне ҫӗклесе. — Аппарат ҫине ан пӑхӑр! Савӑнӑҫлӑрах пулӑр. Ну-ка, тӑрӑшарах ӗҫлӗр! Ак ҫапла… Аван…

Вара вӑл аппарат аврине кӑрлаттарма пикенчӗ.

Ачасем ҫӗрулми ҫумлаҫҫӗ, йӑран хӑпартаҫҫӗ, аппаратлӑ ҫын енне пӑхкаласах тӑраҫҫӗ. Вӑл пирӗн тавра уткалать, чупкалать, кукленет, тӑсӑлать, пире е пӗтӗмӗшле планпа, е уйрӑм пысӑклатса ӳкерет. Эпӗ ӑна паҫӑрах палласа илтӗм, вӑл, — Арданов, Расщепейӗн лаборанчӗ, аслӑ операторӗ, ҫавна ӗнтӗ эпир Лабардан тесе чӗннӗ. Шӑп ҫавӑ ӗнтӗ, Павлушӑпа иккӗш, эпӗ кинофабрикӑна чи малтан пырсан, мана сӑнав валли ӳкерсе илекен. Ӑҫтан паллас пур вӑл мана, ӗлӗкхи Устья-партизанкӑна, сӗвкеленсе пӗтнӗ сӑмсаллӑ, арпашӑннӑ ҫӳҫлӗ, хуралнӑ алӑллӑ, ҫул ҫитнӗ хӗре?

Акӑ вӑл ӳкерсе пӗтерчӗ, аппаратне хулпуҫҫи урлӑ ҫакрӗ, шоферне: «Тӑхта-ха, Сережа, халех ҫырса илетӗп те, тепӗр объект патне каятпӑр…» — тесе асӑрхаттарчӗ, унтан пирӗн енне ҫаврӑнса:
— Ҫапла иккен, аван! — терӗ.
Блокнотне кӑларчӗ. — Ну ҫырӑпӑр… Комсомолецсемпе пионерсем, Мускав тулашӗнчи пахчасенче ӗҫлесе, пирӗн тыла тӗреклетме пулӑшаҫҫӗ. Ҫапла. Юрать. Аван сюжет. Мӗнле шкултан?

— 637-мӗшӗнчен! — харӑс ответлерӗҫ ачасем.

— Атьӑр-ха хушаматсене те ҫырар, — терӗ Лабардан. — Ну, санран пуҫлӑпӑр…

— Малинин Игорь… Кинора та кӑтартаҫҫӗ-и вара куна?

— Паллах ӗнтӗ… Санӑн хушамату?

— Сокольская Людмила. Пиллӗкмӗш «А»… Мӗнле кинора пулать?

— Пуринче те, пуринче те пулать… санӑн яту?

— Скорпион, — шӑппӑн тӗртсе хучӗ Игорь.

— Мӗнле?

— Ҫитет сире, ачасем! — кӳренчӗ Витя… Ҫапла ҫырӑр: Минаев Виктор. 1929-мӗш ҫулта ҫуралнӑ. Отличник — ҫырма пултаратӑр.

Ҫапла Лабардан пурин хушамачӗсене те ҫырса илчӗ, унтан, кӗнеки ҫинчен куҫне илмесӗр, мана:
— Эсир кам, вожатӑй-и? — терӗ.
— Так. Юрать, тейӗпӗр. Хушаматӑр, ятӑр, шкул?.. Мӗн? Чимер-ха!.. Сима-и?

Лабардан вӑр-вар куҫлӑхне хыврӗ, пӗр утӑм каялла чакрӗ, пуҫне тайса хучӗ, тӗлӗнсе пӑхса илчӗ, унтан ман пата пысӑк утӑм туса, хулран ярса тытрӗ, хыттӑн силлерӗ:

— Симочка! Эсӗ-и? Епле ӳссе кайнӑ!.. Пулать те пурнӑҫра! Куртӑн-и, мӗнле майпа сана каллех эп экран ҫине тавӑртӑм… Кам шухӑшлама пултарнӑ? Вӑл айккинелле пӑхса, пӗр вӑхӑта чарӑнса тӑчӗ, — Астӑватӑн-и, манман-и, Симочка, Александр Дмитриевича? Эх, ҫынччӗ!.. — терӗ те вӑл, ассӑн сывласа, куҫлӑхне васкавлӑн тӑхӑнчӗ. Аяккарах тӑракан ачасем пирӗн ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхаҫҫӗ.

Акӑ мӗнле — ҫунатлӑ урхамах ҫинче мар, гусар киверне тӑхӑнса, ҫинче хӗҫ ҫӗклесе те мар, алла кукӑр катмак тытса, пахчара чаваланса, эпӗ каллех кино экранӗсем ҫине ӳкрӗм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех