Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑххӑрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Улттӑмӗш пай. Катя Татаринова каласа пани. Ҫамрӑклӑх хунать

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.12 20:09

Пуплевӗш: 113; Сӑмах: 1175

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Кӗтсе илни

Кӗтнинчен пин хут та лайӑх пулса иртрӗ, ирхине эпир Сашӑна ҫыру ятӑмӑр, тӗрлӗ конфет, магазинра чи пысӑк кунтӑ чечек туянса ятӑмӑр. Ҫавсене пурне те Сашӑна панӑ чух служителӗ «Охо!» терӗ, дежурнӑйра тӑракан сестра та: «Охо!» терӗ.

Пурте лайӑх иртрӗ, анчах малтанхи кунхине хам юратса пӑрахнӑ профессора темӗн ҫитмен пекчӗ. Тен ҫапла туйӑнчӗ кӑна пуль мана. Темшӗн Сашӑна палатӑна час куҫармарӗҫ, кайран вара ҫапах та хамӑр унта чухнех куҫарчӗҫӗ. Эпир ун патне хайхи телефонпа пӗлтерсех тӑракан карчӑка ятӑмӑр та вӑл Сашӑран пӗчӗкҫӗ ҫыру илсе килсе пачӗ.

«Петенька, сан сӑнарлах пулчӗ, сан пекех пысӑк сӑмсаллӑ. Эпӗ каламарӑм-и вара пӗтӗмпех лайӑх ирте тесе? Катя, хаклӑ ҫыннӑм, темиҫе хут чуптӑватӑп. Тавах ҫав тӗлӗнмелле чечексемшӗн. Пурне те кун пек нумай ан ярӑр. Беренштейнсене салам калӑр. Сирӗн Сашӑр».

Ҫак ҫырӑва вуласа тухнӑ хыҫҫӑн кӑштах йӗрессӗм те килчӗ. Тен кӑштах йӗтӗм те пулӗ, анчах ҫав вӑхӑтра приемнӑйран такамӗ мӗн чухлӗ вӑхӑт тесе ыйтрӗ, вуннӑ ҫитме те вунпилӗк минут кӑначчӗ-ха.

Вара эпир Петьӑпа уйрӑлтӑмӑр, вӑл ҫак ҫуртран ниепле те тухса каясшӑн марччӗ. Мурманскран поезд 10 сехет те 40 минутра ҫитмеллеччӗ, эпӗ вокзала ларса кайрӑм.

Саньӑпа чылай вӑхӑт хушши курман хыҫҫӑн курнӑҫсан ӗлӗкрех мана сасартӑк темле тарӑхнӑ пек туйӑм явса илетчӗ. Тӗлпуласси ҫинчен хам асӑмра пин хут та шухӑшланинчен урӑх нимӗн те лайӑххи пулас ҫук пек туйӑнатчӗ. Саня Ҫурҫӗртен таврӑнсан та Мускавра Пысӑк театр патӗнче курнӑҫнӑ чух ҫавӑн пек пулчӗ. Ун чухне мана ҫӗр ҫинче те, пӗлӗт ҫинче те темӗн ытарса илмелле марри пулмалла пекчӗ. Анчах нимӗн те пулса иртмерӗ, ҫитменнине тата ҫавӑн чух курнӑҫнине иксӗмӗр те йывӑра илтӗмӗр. Акӑ халӗ те, вокзала килсен, ҫавӑн пек туйӑм пуласран чӗрем шартах сикрӗ манӑн: ытти ҫынсем акӑ ман пекех такама кӗтсе илме пуҫтарӑннӑ, носильщиксем поезд патнелле васкаҫҫӗ, тӑрнаккай кондуктор, тирпейсӗр кӑвак мӑйӑхлӑскер, проводника темшӗн хаяррӑн ятлать.

Анчах ҫав туйӑм иртессе ӑнлантӑм эпӗ, мӗншӗн тесен халь ӗнтӗ пирӗн йӑлтах урӑхла курнӑҫу.

Поезд курӑнчӗ те, перронри халӑх пурте хускалчӗ. Кӗтсе илекенсем нумайӑнах марччӗ, эпӗ ҫапах та пуринчен катара, хама уйрӑм тӑтӑм, вӑл мана ҫинчех асӑрхатӑр терӗм. Лӑпкӑччӗ пулас эпӗ. Хам таврара мӗн пулса иртни ҫеҫ мана питӗ ерипен иртнӗ пек туйӑнчӗ — поезд платформа патнелле ытла майӗпен килет, пусма тӑрӑх анакан пирвайхи пассажирсем те питӗ майӗпен анаҫҫӗ, мана хирӗҫ те вӗсем тӗлӗнмелле майӗпен утаҫҫӗ — утаҫҫӗ те утаҫҫӗ вӗсем, Саня манӑн ҫаплах ҫук, каллех халӑх иртет, чӗрем татӑлса анас пек ӗнтӗ хамӑн, ҫук-ҫке вӑл. Вӑл килмен.

— Катя!

Эп ҫаврӑнса пӑхатӑп. Вӑл пӗрремӗш вагон патӗнче тӑра парать, эп, хайхискер, чупатӑп-чупатӑп ун патне, телейӗме кура чӗрем сиксе тухас пек.

Эпир те платформа тӑрӑх питӗ хуллен иртрӗмӗр, мӗншӗн тесен пӗр-пӗрне пӑхас тесе пӗрмай чарӑнкаласа утрӑмӑр. Саня темӗн ҫинчен васкавлӑн ыйтатчӗ, эпӗ ун сӑмахне илтмесӗрех ответ парса пытӑм. Унтан эпӗ Саша ҫинчен каласа патӑм та эпир каллех чарӑнтӑмӑр — хальхинче кансӗр вырӑнтах чарӑнмалла пулчӗ, ҫавӑнтах пире тӗрткеле пуҫларӗҫ; эпир чылайччен Саша ҫинчен калаҫрӑмӑр.

— Петька тата? Вӑл ӗнтӗ пӗтӗм Ленинграда ура ҫине тӑратрӗ пуль. Пуҫсӑр-ҫке вӑл. Эх! Хӑҫантанпа курман ӗнтӗ эп вӗсене!

Эпир «Асторие» кайрӑмӑр, мӗншӗн тесен Саня гостиницӑра чарӑнсан лайӑхрах пулӗ терӗ, унтанах Петьӑна телефонпа шырама пуҫларӑмӑр, малтан киле шӑнкартаттартӑмӑр, унтан — клиникӑна. Клиникӑра паллатчӗҫ иккен ӗнтӗ ӑна, вӑл маковкӑсем туянма кайрӗ, тесе пӗлтерчӗҫ.

— Мӗн тетӗр?

— Маковкӑсем.

— Маковкӑсем туянма кайнӑ, — терем эпӗ кӑмӑлсӑрланса, унтан телефон трубкине ҫакса хутӑм.

Саня ӑшне тытса кула пуҫларӗ.

— Саша маковка ҫиме юратнине асне илнӗ ӗнтӗ вӑл, — ӑнлантарчӗ Саня. — Пирӗн Саша тахҫанах маковкӑсем юратать. Эх! Савнӑ Петьӑм! «Шуйттан тункати» темест-и-ха вӑл тата? Вӑл вӗт «шуйттан тункати» те «кулӑшла» тесе калаҫатчӗ. Мӗн пӑхса тӑратӑн эсӗ?

Вӑл мана калама ҫук килӗшрӗ те ҫавӑнпа эп ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхрӑм. Эпир каллех ҫулталӑк хушши пӗрне-пӗри курман, анчах хальхинче хамӑр уйрӑлнӑ чухнехинчен пин хут ҫывӑх туйрӑмӑр эпир хамӑра. Темшӗн вӑл мана кӑҫал тата пысӑкланнӑ пек, кӑкӑрӗпе хулпуҫҫийӗсем тата сарлакарах пулнӑ пек курӑнчӗ. Сӑнарӗ унӑн лайӑхланса улшӑннӑ, вӑйлӑрах та пултараканскерӗн курӑнать. Текех ӗнтӗ вӑл ача сӑнарлӑ мар, ун ҫинчен халь сана авланма ир теме те юрамастчӗ пулӗ. Пуҫ тӑрринче ҫеҫ унӑн пӗр пайӑрка ҫӳҫӗ епле тӑрӑшса якатнӑ пулин те хӑйне итлемест.

— Эс мӗнле илемлӗ иккенне маннӑ-ха эпӗ, — терӗ вӑл. — Хам та пӗлместӗп ӗнтӗ лере мӗншӗн ун ҫинчен шухӑшласах кайманне.

— Кунта вара?

Вӑл мана чуптуса илчӗ те эпир каллех телефонпа Петьӑна чӗнтерме тытӑнтӑмӑр.

Хальхинче вӑл килӗнчечӗ-ха, манпа пӗрлех Саня тӑрать тесен, Саня ман алӑран телефон трубкине туртать тесен, Петя мӗкӗрсе ячӗ. Нумайччен вӗсем кӑшкӑрашрӗҫ: «эй, епле унта, старик, э?» терӗҫ те пӗр-пӗрне «шуйттан тункати» тесе вӑрҫма пуҫларӗҫ. Унтан Саня, маковкӑсем тупрӑн-и, тесе ыйтрӗ, вара, кулӑпа чыхӑнса, тулайман тесе мана пуҫне сулкаланипе ҫеҫ пӗлтерчӗ. Каярахпа тин вӗсем калаҫса татӑлчӗҫ, Саня клиникӑна кӗрет те вара пӗрле Саша патне кӗме хӑтланса пӑхаҫҫӗ.

— Эпӗ вара?

Вӑл мана каллех ыталаса илчӗ.

— Ӑҫта кайӑп ӗнтӗ халӗ сансӑр, — терӗ вӑл. — Халь, тӑванӑм, пӗтрӗ ӗнтӗ. Ҫитрӗ, ҫитрӗ!

Тахҫан ӑна поездпа ӑсатнӑ чухнехи пекех вӑл манран пӑшӑлтатса ҫеҫ:
— Эс мана юрататӑн-и? — тесе ыйтрӗ.

— Юрӗ, юрӗ.

Паллах ӗнтӗ, пире Саша патне кӗртмерӗҫ, эпир ӑна каллех ҫыру патӑмӑр та ответ илтӗмӗр, хальхинче вӑл пире Петьӑна чарма сӗнетчӗ, вӑл «пурне те йӑлӑхтарса ҫитернӗ» имӗш, кунта ӗҫлекен хӗрарӑмсем те вара «ку социализм чухнехи упӑшка» теҫҫӗ. Пирӗнпе уҫӑлса ҫӳрес килет тесе ҫырнӑччӗ Саша, вӗҫӗнче тата: «эсир апатланнӑ-и», тесе ыйтать, апатланман пулсан упӑшкама та ертсе кайӑр, «мӗншӗн тесен вӑл, асӑнтармасан, икӗ талӑк хушши те ҫимесӗр тӑма пултарать», терӗ.

Апат тӑвассипе нимӗн те тухмарӗ. Саньӑн Арктика институтне каймаллаччӗ те эпӗ ӑна ӑсатма кайрӑм — хам ҫапла тӑвассӑм килнипе мар ӗнтӗ, ӗҫ ҫинчен калаҫмашкӑн та вӑхӑт ҫитнӗччӗ-ҫке, ҫавӑншӑнах эпир Ленинградра курнӑҫрӑмӑр та. Манӑн юлашки ҫырусене Саня илеймен иккен, «Пахтусов» ҫинчен те вӑл пӗр хыпар-хӑнар та илтмен, ҫавӑ Маточкин Шар урлӑ каясси ҫинчен сӑмах пӗтерсе ҫеҫ хунӑччӗ-ха; «Пахтусов» унтан вара Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ хӗррипе ҫаврӑнса Ляховский утравӗсем патнелле каймаллаччӗ.

— Апла лайӑх та, вӑхӑтӑмӑр нумайрах пулать пирӗн, ҫавӑ кӑна, — терӗ Саня, — Мана пуринчен ытла вӑхӑт ҫитересси пӑшӑрхантарать.

Шыракансен партине кам-кам кӗни ҫинчен калаҫа пуҫларӑмӑр. Диксонран пӗр радиста сӗнтӗм, терӗ вӑл, унтан Иван Иванович доктора, хӑй механикне Лурине — ун ҫинчен вара мана Заполярьерен час-часах ҫырса пӗлтеретчӗ.

— Радист пит пултараканскер. Кам иккенне пӗлетӗн-и?

— Ҫук.

— Корзинкин, — савӑнса пӗлтерчӗ Саня. — Шӑп хӑех.

Ку хушамата пирвайхи хут илтетӗп эпӗ терӗм те, Саня мана ӑнлантарса пачӗ: Амундсен Кӑнтӑрти полюса кайсан, унпа пӗрле икӗ вырӑс пулнӑ, вӗсенчен пӗри Корзинкин иккен. Амундсен ун ҫинчен хӑй кӗнекинче те асӑнать-ха.

— Лайӑх вӗт, ҫапла-и? Пиллӗкмӗшӗ — эпӗ. Улттӑмӑше вара — эсӗ. Сана эп «хӗрӗ» тесе сӗнтӗм.

— Чӑнах, те? Татаринов капитан хӗрӗ мар пулин те вӑл экспедицире пулмашкӑн тивӗҫӗм пур пек туйӑнатчӗ-ха мана. Епле вара эс, профессийӗме кӑтартнӑ чух хӗрӗ тесех ҫыратӑн пуль?

Саня вӑтанчӗ.

— Мӗнех вара? — мӑкӑртатрӗ вӑл. — Инкекӗ ҫук-ҫке. Айванла пулса тухрӗ-и?

— Ытла та.

— Урӑхла майпа тунӑ пулсан эпӗ хам арӑмӑн хутне кӗнӗ пек пулса тухатчӗ. Аван мар.

— Саня, эп сана каламан-ҫке хута кӗме, — терӗм майӗпен — Хӗрӗ те, арӑмӗ! Эпӗ тата пӗр тӑванӗн хӗрӗ те мӑнукӗ. Саня, эпӗ тахҫанхи геолог, Главсевморпути начальникӗнчен мана ҫав экспедиципе пӗрле геолог тесех яма хам ыйтрӑм, сан мӑшӑру тесе мар. Сӑмах май каласан, эп сан арӑму та мар-ха, ытах хӑвна ҫапла айванла тытан пулсан, тытӑп та урӑххине качча тухӑп. Эпир ҫырӑнман пулас-ха?

Хӗрхенсе те илтӗм ӑна эпӗ, куҫне мӑчлаттаркаласа именнӗн кулкаларӗ те вӑл, картусне хывса аллипе ҫамкине шӑлса илчӗ.

— Каҫар мана, Катя, чӑнах! — терӗ вӑл майӗпен.

Ҫавӑнтах ӑна чуптуса илтӗм; эпир ӗнтӗ Арктика институчӗн картишне пырса кӗнӗччӗ:
— Пурте ӑнӑҫлӑ пултӑр, — терӗм эпӗ.

Ултӑ сехет тӗлне Саня мана телефонпа пӗлтерме пулчӗ, е, май килсен, Петя патне кӗрсе тухӑп терӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех