Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пӗрремӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Ҫиччӗмӗш пай. Пилӗк ҫул

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.15 21:42

Пуплевӗш: 321; Сӑмах: 3577

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Пилӗк ҫул

Тахҫан пӗр сӑвӑ вуланӑччӗ эпӗ, ҫав сӑвӑра иртен ҫулсене «вӑхӑтӑн ҫинҫе ҫиппи ҫинче, ӑсра ҫеҫ» ҫакнӑ пӗчӗк хунарсемпе танлаштарнӑччӗ.

Пӗр йышшисем питӗ ҫуттӑн ҫутатаҫҫӗ, тепӗр йышшисем тӗтӗм кӑларса, аран-аран кӑна мӗлтлетеҫҫӗ.

Эпир Крымра е Инҫетри Хӗвелтухаҫӗнче пурӑнатпӑр. Эпӗ — летчик арӑмӗ, манӑн ҫӗнӗрен палланӑ ҫынсем те пайтах — Крымри те Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнчи летчиксен арӑмӗсем вӗсем… Отряда ҫӗнӗ машинӑсем килсен эпӗ те вӗсем пекех канӑҫа пӗлместӗп. Вӗсем пекех, эпӗ те, Саня вӗҫсе кайсан таврӑнмалли вӑхӑта ҫитеймест те, вара дежурнӑя мӗн йӑлӑхтариччен отряд штабне пӗр-вӗҫӗмсӗр телефонпа шӑнкӑртаттаратӑп. Вӗсем пекех эпӗ те упӑшкам профессине хӑнӑхаймастӑп пулӗ тетӗп те, пыра-киле хӑнӑхатӑп та иккен. Мана капла нимӗн тума та май ҫук пек, анчах пурпӗрех хамӑн геологине пӑрахмастӑп, ватӑ майра-профессор, мана халь те «ачамккӑ» тесе чӗнекенскер, качча тухман пулсассӑн, ҫитменнине летчика-ха тата, тахҫанах кандидат ятне илнӗ пулӑттӑн, тет. Анчах 1936-мӗш ҫулхине, кӗркунне, Инҫетри Хӗвелтухаҫран Мускава Саньӑпа пӗрле тунӑ ҫӗнӗ ӗҫпе пырсан, вӑл сӑмахне каялла илчӗ. Аэромагнитлӑ разведка-ҫке! Самолетпа вӗҫнӗ маях ҫӗр айӗнчи тимӗр-тӑмӑр тупасси ҫинчен ҫырнӑ ӗҫ вӑл манӑн.

Халь ӗнтӗ Иван Павлович та мана: «Эс ӑна пӗлместӗн», тесе каламӗ. Саня шухӑшӗнчи Арктика ҫӑлтӑрӗсен ҫутти хупса кайнӑ ҫуртра каҫсерен темле ҫутӑ ҫунса тӑнӑ пек курӑнать, чӳрече хупписен хушшипе хӗсӗнсе тухакан ҫутӑ ярӑмӗ пек куратӑп эпӗ вӗсене; ҫав ҫута ун ачалӑхне ҫутатнӑ. Чӳрече хупписене хупласа лартнӑ ӗнтӗ. Анчах ҫутӑ ярӑмӗсем хӗсӗнсе тухаҫҫӗ те ҫул ҫине ӳкеҫҫӗ, ҫул тӑрӑх пынӑ чух эпир пӗрне-пӗри ҫухататпӑр та, тупатпӑр та.

— Саня, халь ӑнланатӑп ӗнтӗ эс кам иккенне.

Эпир — Владивостокпа Мускав хушшинче ҫӳрекен поездӑн вагонӗнче, уйрӑм купере. Вунӑ талӑк хушши пӗр-пӗринчен уйрӑлмасӑр ир те, каҫ та пӗрле, пӗр ҫӗрте; ку ӗнтӗ пулма та пултараймасть пек-ха пире. Пӗр сӗтел хушшинчех ларса кунне виҫ ӑстрӑм ҫиетпӗр. Кунӗпех вӗт пӗрне-пӗри куратпӑр, — ҫакӑн пеккинчен тӗлӗнмен хӗрарӑмсем те пур теҫҫӗ-ҫке!

— Кам вара?

— Эсӗ — ҫулҫӳревҫӗ.

— Тӗрӗс, Владивосток — Иркутск, Приморский аэродромран ҫич сехет те хӗрӗх тӑватӑ минутра вӗҫсе тухрӑмӑр.

— Ку нимӗне те пӗлтермест-ха. Сана ху ыйтнӑ ҫӗре ямарӗҫ. Анчах эсӗ пурпӗрех ҫулҫӳревҫӗ пулма ҫуралнӑ, чӗрӳ ҫаплах хушать сана. Ҫулҫӳревҫӗ ҫеҫ вӗт, апат тунӑ хушӑра, хамӑр ҫиекен пулӑ миҫе ҫулта пулни ҫинчен ыйтса пӗлме пултарать.

Саня кулать.

— Ҫулҫӳревҫӗсем ҫеҫ канцеляринче ҫырнӑ хутсенчен ытла хӑраҫҫӗ, ҫулҫӳревҫӗсем ҫеҫ хӑйсене чапа хурса панӑ чечек ҫыххисенчен сан пекех именеҫҫӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем ҫеҫ хӑйсен арӑмӗсене ирсерен ҫирӗм тӑватшар упражнениллӗ гимнастикӑсем тутарса тертлентереҫҫӗ.

— Нӳрлӗ тутӑрпа сӑтӑрӑннине шута илмесӗр.

— Тӗрӗс каларӑн. Ҫулҫӳревҫӗсем ҫеҫ ҫапла ватӑлма пӗлмеҫҫӗ.

— Эп ватӑлатӑп.

Пӗлетӗн-и, мана кирек хӑҫан та кашни ҫыннӑн хӑйне ӳсӗм ҫулӗ пур пек туйӑнать. Пӗри ҫуралсанах хӗрӗх ҫулти пек, тепри пӗтӗм кун-ҫулне вунтӑхӑр ҫулти каччӑн ирттерет. Эсир Ч.-па иксӗр пӗр пекех. Летчиксем пурте ҫавӑн майлӑ ӗнтӗ. Леш, океансем урлӑ вӗҫекеннисем вара, чӑнах та ҫавӑн пек.

— Эсӗ мана та океансем урлӑ вӗҫекенсен шутне кӗртетӗн-и?

— Кӗртетӗп. Океан урлӑ вӗҫсе тухсан пӑрахмӑн-и мана?

— Пӑрахмӑп. Анчах маяа ҫурма ҫултан тавӑрӗҫ.

Эпӗ чӗнместӗп. «Мана ҫурма ҫултан тавӑрӗҫ» тени йӑлтах урӑх калаҫу ӗнтӗ. Вӑл калаҫу ман атте пурнаҫӗ епле ют ҫын аллине ҫакланнипе ҫыхӑнать, Саня ӑна пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарса Энскран Таймыр патне ҫитерчӗ. Татаринов капитанӑн портречӗ Арктика институтӗнче Географи обществинче ҫакӑнса тӑрать. Аттене чысласа поэтсем сӑвӑсем ҫыраҫҫӗ, сӑввисем начар та мар вара. БСЭ кӗнекинче те ун ҫинчен пысӑк статья пур, статьи: Татаринов капитанӑн портречӗ Арктика институтӗнче, айне мухтанмасӑр Н. Т. тесе ҫеҫ палӑртнӑ. Аттен ҫул-ҫӳренӗ историйӗ вырӑссем Арктикӑна пӗлсе ҫитнӗ историре Седов, Русанов, Толь… ячӗсемпе пӗр тан тӑрать. Атте ячӗ ҫӗкленнӗҫемӗн унпа пӗр тӑванӑн ятне те час-часах аса илеҫҫӗ, вӑл полярник-ученӑй, «Св. Марийӑна» хатӗрлес майпа вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне хӗрхенмесӗр панӑ, пӗтӗм пурнӑҫне аслӑ ҫыннӑн биографине пӗлес ӗҫе панӑ.

Николай Антоныч тӑрӑшнине тивӗҫлипех хакланӑ, унӑн «Пӑрсен тӗнчинче» ятлӑ кӗнекине ачасем валли те, пысӑккисем валли те ҫулсеренех кӑларса тӑраҫҫӗ. Хаҫатсенче те вӑл ертсе пыракан темле «ученӑй советсем» ҫинчен пичетлеҫҫӗ. Ҫав «ученӑй советсенче» Николай Антоныч та сӑмахсем тухса калать, ун сӑмахӗсенче эпӗ тахҫанхи тавлашу ҫинчен пыракан сасса та илтетӗп, ҫав тавлашусенчех иртнӗ вӑхӑта эпӗ халь те астӑватӑп, ун чухнечче-ҫке, шурӑ питлӗ хӗрарӑма чулпа сарнӑ сивӗ картишне ҫӗклесе тухрӗҫ те ӗмӗрлӗхех ӑна килтен илсе кайрӗҫ. Анчах вӑл тавлашу халь те пӗтмен-ха! Ахальтен мар пулас ҫав тава тивӗҫлӗ ученӑй хӑйӗн кӗнекисенче: Татаринов капитанӑн вилӗмӗнче темӗнле «промышленниксем» айӑплӑ тесе пӗрмай тӳрре тухма хӑтланать, темле фон-Вышимирский айӑплӑ имӗш. Ахальтен мар-ҫке ҫав хисеплӗ ученӑй хӑй ӗҫне пӑсма хӑтланса ӗҫе тӳрре кӑларма тӑрӑшакан шкул ачин сӑмахӗсем ҫинче юри чарӑнса тӑрать.

Халь шӑпланчӗ-ха, ҫав шкул ачи текенни. Анчах мӗн пудасси малалла-ха.

Шкул ачи шӑпланчӗ те, ҫапах кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ӗҫлет-ха вӑл. Атӑл тӑрӑхӗнче тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑсене пӗтерет, Иркутскпа Владивосток хушшинче почта ҫӳретет, Мускав хаҫачӗсене икӗ талӑк хушшинчех Владивостока ҫитерсен вӑл темӗн пек телейлӗн туять хӑйне. Вӑл иккӗмӗш класс пилочӗн ятне илет те хӑйне Ҫурҫӗре яма ыйтсан, ӑна акӑ миҫемӗш хут-ши ӗнтӗ, пӗр ответ та памаҫҫӗ, каллех ӑна «пӗлӗтри ямшӑк» туса хучӗҫ, хальхинче вӑл Мускавпа Симферополь хушшинче ҫӳрекен ямшӑк ӗнтӗ, вӑл мӗн ыйтнине ыттисем хирӗҫ пынӑшӑн эпӗ хам та чӗререн тарӑхатӑп. Мӗнле вӑрттӑн мӗлке пӳлет иккен ун ҫулне? Пӗлместӗп. Вӑл хӑй те ҫавна пӗлмест.

Вӑл ӗҫлет те, ӑна питӗ лайӑх ӗҫлет теҫҫӗ. Анчах вӑл ҫав пӗр евӗрлӗ рейссем тунипе епле ывӑнса ҫитнине эпӗ хам кӑна пӗлетӗп.

— Иртнӗ кунсенче эп куллен ҫыркалан ҫыру кӗнеки тупрӑм. Эс пӗлетӗн-и чи малтанхи страницӑра мӗн ҫырнине?

Капӑр пароходӑн шурӑ палуби ҫинче эпӗ унпа юнашар тӑратӑп, ҫийӗмре шурӑ кӗпе. Саня отпускра, вӑл отпускра пулни маншӑн та пит лайӑх, акӑ эпир Севастополе кайма шутлатпӑр, унтан ӑҫта каясса хамӑр та пӗлместпӗр-ха.

— «Малалла» ятлӑ иккен унӑн карапӗ. «Малалла», тет те вӑл, чӑнах та малалла пырать. «Нансен Амундсен ҫинчен». Ҫакӑн пекчӗ манӑн вунтӑватӑ ҫулхи девизӑм. Маттурччӗ-и ачи? Халӗ авӑ — малалла та каялла. Мускав — Симферополь.

…Е амаланать пӗчӗк хунар, е сӳнсе ларать, унан улшӑнакан ҫутти ҫине е хуйхӑ-суйхӑ ӳкет, е савӑнӑҫ. Ҫаврӑнса пӑхмасӑр васкать иккен вӑхӑт, пӗр каҫлӑха ҫеҫ чарӑнать вӑл — Саня хӑй пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ каҫхине. Вӑл калаҫу тутарсен поселокӗнчи летчиксен клуб садӗнче пулса иртет. Сад ҫыран тӑрӑх тӑсӑлать, аялалла сукмаксем иртеҫҫӗ, вӗсем чечеке ларнӑ Иуда йывӑҫҫисен хушшипе тинӗселле анса пытанаҫҫӗ. Летчиксем сыхланса ҫеҫ утса кӗнӗ чух гравий кӑчӑртатса тӑрать. Сасартӑк пӗр касӑ ҫил вӑштӑртатса иртет, ун хумӗпе чие ҫулҫисем вӗлтӗртетсе вӗҫеҫҫӗ. Эстрада умӗнчи площадкӑра, уҫӑ ҫӗрте, кӑнтӑрти час тӗттӗмленекен тӳпе айӗнче парти пухӑвӗ пырать-ха.

Пухура Саня савӑнӑҫлӑн та лӑпкӑн каласа парать, хӑвӑрт калама пуҫласанах кӗтмен ҫӗртен чарӑнкаласа илет, эп пӗлетӗп-ха ӗнтӗ вӑл мӗншӗн ҫапла чарӑнкаланине. Ӑшӗ вӑркать унӑн. Вӑркамасӑр!

Саня каланине итлетӗп те, хамӑрӑн ҫурма манӑҫнӑ ҫамрӑк ӗмӗр кинори пек умма тухса тӑрать, такамӑн сасси хӑй ҫинчен каласа панӑ пек янрать, экран ҫинче пӗлӗт юхать, йӑлӑмри анлӑ улӑх тӑрӑх тӗтреллӗ ҫырма йӑрӑмӗ ҫуталса выртать. Ир. Ҫамрӑклӑх мана тӗтреллӗн те телейлӗн курӑнать.

Хурарах кӑна типшӗм комсомолец, ҫӳҫне вирелле янӑскер, тӑваттӑмӗш шкулта Евгений Онегина суд тӑвать. Пӑр ҫинче ярӑннӑ чух вӑл мана малтанхи хут хӑй летчиксен шкулне вӗренме кайма шутлани ҫинчен калать. Энскра ӑна эпӗ Собор садӗнче куркалатӑп, авалхи ҫырусенче мӗн ҫырнине вуланӑ хыҫҫӑн вӑл хытса кайса тӗлӗнчӗ. Мускавра та Ҫурҫӗрте, каллех Мускава — хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартассине пӗтӗм тӗнче умӗнче сӑмах тытма хатӗр вӑл.

Анчах ҫитӗ ӗнтӗ асилӳсемпе! Ун ҫинчен мӗн каланине итлер-ха.

Ана шкул пӑхса ӳстернӗ. Хамӑр общество ӑна ҫын тунӑ — акӑ мӗн теҫҫӗ ун ҫинчен. Нумай вуланӑ вӑл, ҫын хушшинче хӑйне культурӑллӑ тыткалать. Летчик майӗпе ӑна, 1934-мӗш ҫулхинех-ха, Полярти йывӑр условисенче хастар вӗҫнӗшӗн Ненецсен нациллӗ округӗ тав тунӑ, ҫавӑнтан вара вӑл тата та ӑсталаннӑ, сӑмахран каласан, сӗм-тӗттӗм ҫӗрле вӗҫмелли техникӑна вӗренсе ҫитнӗ. Паллах, унӑн та ҫитменлӗхӗсем пур-ха. Час хӗрсе каять вӑл, кӳренме пултарать, чӑтӑмсӑр та. Анчах: «Григорьев юлташ партие кӗме юрӑхлӑ ҫын-и» тесе ыйтсан, пирӗн вара тӳрех: «Юрӑхлӑ», темелле.

…1937-мӗш ҫулхине, хӗлле, Саньӑна Ленинграда куҫараҫҫӗ, эпир Беренштейнсем патӗнче пурӑнатпӑр, хам эпӗ ҫӗр варринче вӑранатӑп та, Саня куҫне уҫса ҫывӑрнине куратӑп, ҫавна курмасан мана пит лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Эпир Невский проспектра кинохроника театрӗнче эрнесерен Испанири вӑрҫа куратпӑр. Тӑваткӑл тӗрӗллӗ кӗпе тӑхӑннӑ ҫамрӑксем Мадрид патӗнчи Университет хулин ишӗлчӗкӗсем хушшинче аллисене винтовкӑсем тытса тӑраҫҫӗ. Акӑ вӗсем пӗр харӑс хускалчӗҫ те атакӑна кайрӗҫ. Пиллӗкмӗш полк хӗҫпӑшал илет. Йӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ Мадридран ачасене ӑсатаҫҫӗ, автобуссем хыҫҫӑн амӑшӗсем йӗрсе чупаҫҫӗ, ачисем аллисене сулаҫҫӗ, чӑнах-и вара ку? Чӑн. Эппин ниҫта та, нихҫан та кун йӗк чӑнлӑх урӑх ан пултӑр. Нихҫан та, ниҫта та! Ӑҫтан тупӑнать иккен ҫак пыра пӑвса тухакан куҫҫуль, ҫак пӗчӗккӗ те пӑчӑ залра пӑшӑрханасси, хаяр пуласси ӑҫтан кӑна тупӑнать?

Икӗ эрне иртсенех Беренштейнсен алӑк умӗ патӗнче Саньӑпа иксӗмӗр тӑратпӑр, кунта темле кивӗ кӗрӗксем те ротондсем пур, эпир шарламасӑр тӑратпӑр. Вӑхӑтлӑха уйрӑлас умӗнхи юлашки чӗрӗк сехет! Саня штатски тумтирпе каять, сарлака хулпуҫҫиллӗ пальтопа та ҫемҫе шӗлепкепе темӗнле курӑнать вӑл манӑн хӑнӑхман куҫа.

— Эсӗ-и ку, Саня? Эсӗ мар пуль ку?

Вӑл кулать.

— Эпӗ мар тейӗпӗр-ха эппин. Эс йӗретӗн-и?

— Йӗместӗп. Сыхла хӑвна, чунӑм, сыхлан, савнӑ ҫыннӑм.

«Эп таврӑнӑп» тет вӑл, тата темле арпашӑннӑ ачаш сӑмахсем калать. Хам мӗн каланине астумастӑп та эпӗ, парашютна ан тирке тенине ҫеҫ астӑватӑп. Хӑшпӗр чухне ҫеҫ илет-ҫке вӑл парашютне.

Ӑҫта каять вӑл? Пӗлместӗп. Инҫетри Хӗвелтухӑҫне, тет хӑй. Эппин мӗншӗн штатски тумтирпех? Мӗншӗн вӑл хальхи командировки ҫинчен ыйтса пӗлнӗ чух уҫҫӑн татса каламасть-ха, пӑртак шухӑшласа тӑрать те вара тин калать? Мӗншӗн ҫӗр варринче хӑйне Мускавран телефонпа чӗнтерсен те вӑл пӗр евӗрле сӑмахсемпе кӑна: «Юрӗ» е «Ҫук», тесе тавӑркалать, унтан вара, пайтахчен пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳренӗ май, савӑнӑҫлӑн та уҫӑ кӑмӑллӑн пирус туртать? Мӗн пирки хӗпӗртет вӑл? Пӗлместӗп, хушман мана пӗлме. Мӗншӗн-ха манӑн ӑна вокзала ҫити ӑсатмалла мар — Инҫетри Хӗвелтухӑҫне каять-ҫке вӑл!

— Апла вырӑнлах мар, — тет Саня, — пӗччен каймастӑп-ҫке эпӗ. Тен, каймастӑп та пулӗ-ха. Май килсен, эпӗ сана вокзалтан телефонпа пӗлтерӗп.

Вокзалтан хыпар ҫитерчӗ вара вӑл, тата вунӑ минутран поезд тапранать, терӗ. Нимӗн пӑшӑрханмалли те ҫук, пурте лайӑх пулать, терӗ. Пӗр вунӑ кунран ман пата ҫыру яма пулчӗ. Парашютне тиркемест пулас-ха…

Вӑхӑт-вӑхӑт Мускав штемпелӗпе пуснӑ ҫырусем илкелетӗп. Ҫав ҫырусем урлӑ вӑл та ман ҫырусене вӑхӑтра илнине пӗлетӗп. Пӗр палламан ҫынсем ман пата телефонпа шӑнкӑртаттараҫҫӗ те сывлӑхӑм ҫинчен ыйта-ыйта пӗлеҫҫӗ. Таҫта, пиншер километр инҫетре, Гвадаррама тӑвӗсем ҫинче, ҫапӑҫу пырать, манӑн каҫхи сӗтел тӗлӗнче пӗчӗк ялавсемпе тирсе тултарнӑ картта ҫакӑнса тӑрать; инҫетри паллайми Испани, Хосе Диаспа Долорес Ибаррури Испанийӗ мана хам ачалӑха ирттернӗ тӑван урам пек ҫывӑх туйӑнать.

Март уйӑхӗнчи пӗр ҫумӑрлӑ каҫхине республика авиацийӗ Валенсие Мадридран уйӑрма хӗрӗннӗ пӑлхавҫӑсене хирӗҫ «мӗнпур ҫуначӗсемпе» вӗҫсе тухать. Ку ӗнтӗ Гвадалахара патӗнчи ҫӗнтерӳ. Ӑҫтарах-ши манӑн Саня?

Июльте Модесто ҫарӗ пӑлхавҫӑсене Брунета патӗнчен сирпӗтсе ярать. Ӑҫтарах-ши манӑн Саня? Басконие татса илнӗ, Бильбаона вӗҫес тесен тӗтреллӗ тусем урлӑ вӗҫмелле, унта та пулин ҫар ӗҫӗ валли хатӗрлемен кивӗ самолетсемпе ҫеҫ. Ӑҫтарах-ши манӑн Саня?

«Командировкӑра ытларах тытӑнса тӑмалла пулать, тесе ҫырать вӑл, — манпа темӗн те пулма пултарӗ, сахал-и сӑлтав? Кирек мӗн пулас пулсан та, эсӗ ирӗкре, ҫавна асрах тыт, пирӗн хушшӑмӑрта тивӗҫлӗхшӗн ҫеҫ манпа пӗрле пулас тенӗ шухӑш ан пултӑр санӑн», тесе ҫырать вӑл.

Володарский урамӗнчи букинист патӗнче эпӗ сарӑхса та ҫуркаланса пӗтнӗ вырӑсла-испанла словарь туянтӑм, ӑна тирпее кӗрттерсе кӗнеке тутартӑм. Вара каҫсерен истанилле вӗренсе пыратӑп: «Ҫапла, тӗрӗс, сан умӑнта эпӗ тивӗҫлӗхӗм пирки ирӗкре-ха. Ытах эсӗ таврӑнмасассӑн эпӗ выртӑттӑм та вилнӗ пулӑттӑм», тетӗп. Е тата: «Чунӑмҫӑм, мӗншӗн эсӗ куҫҫуль тӑктаракан ҫырусем ҫыратӑн?» тесе ыйтатӑп.

Ҫавӑн пек испанилле сӑмахсемпе сӳпӗлтетме пӗлетӗп те, тӗттӗмре вӗсем ӑнсӑртран янранӑ пек, темӗнле илтӗнеҫҫӗ пулмалла, мӗншӗн тесен «наукӑллӑ няня» эпӗ аташатӑп пуль тесе, ман ҫине шӑппӑн хӗрес хывать…

Акӑ сасӑртӑк пулма пултарайманни пулса тӑрать. Пулмаллиех пулать ӗнтӗ, ҫавна кура манӑн сывлӑхӑм та, ӗҫӗм те, ҫутҫанталӑк та пин хут лайӑхланать.

Акӑ Саня таврӑнать те — ытла каҫа юлнӑ пулсан та Мускавран телефонпа шӑнкӑртаттарать, хӑраса ӳкнӗ Розалия Наумовна мана вӑратать, эпӗ телефон патне чупатӑп… Тата темиҫе кун иртсен вӑл ман умма ҫитсе те тӑрать, пӗтсе кайнӑ хӑй, хӗвелпе пиҫӗхсе хуралнӑ, чӑн та, иснанец евӗрлех ӗнтӗ. Гимнастёрки ҫине эпӗ хам аллӑмпа хам Хӗрлӗ Ялав орденне пӑрса хуратӑп.

…Кӗркунне эпир Энска тухса каятпӑр. Петьӑпа ывӑлӗ те тата «наукӑллӑ няня» та ҫулахи вӑхӑта яланах Энскра ирттереҫҫӗ, Даша инке те пире кашни ҫырӑвӗнчех Энска пыма чӗнсе ярать, акӑ каятпӑр та ӗнтӗ эпир — ирхине ҫавӑн пирки калаҫса татӑлатпӑр, каҫхине эпӗ вагон патне ҫитсе тӑратӑп та Саньӑна вӑрҫатӑп, мӗншӗн тесен поезд тапраниччен пилӗк минут кӑна юлать, вӑл ҫаплах ҫук-ха, торт туянма кайнӑччӗ. Поезд пынӑ ҫӗртех сиксе ларать хайхискер, хӑшкӑлнӑ вӑл, хӑй хӗпӗртесе кулать.

— Чунӑмҫӑм, вӗсен унта ҫакӑн пек тортсем ҫук-ҫке!

— Мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ пур!

— Конфетсем тата?

Кун пек конфетсем Энскра чӑн та ҫук пулӗ: коробкине мӗнле уҫмаллине те пӗлмелле мар, хӗрле пӗчӗк медальонӗ ҫине ылттӑн сӑрӑпа сӗрсе: «Сывлӑхлӑ пулӑр та пурлӑхлӑ пулӑр», тесе ҫырнӑ.

Ҫурма тӗттӗм купере ҫутӑ ҫутмасӑр эпир темӗнччен лартӑмӑр.

Хӑҫан пулчӗ-ши ку? Энскран эпир пысӑккисем пек таврӑнаттӑмӑр та пире ватӑ нигилисткӑсем ӑсататчӗҫ. Сухалне хырман пӗчӗк арҫын текех пиртен тӗпчесе пӗлесшӗнччӗ: пӗр тӑвансем-и эпир, тесе ыйтатчӗ. Пӗр сӑнарлӑ мар. Арлӑ-арӑмлӑ-и? Иртерех-ха! Панулмисем мӗнлеччӗ-ха тата — хӗрелсе кӑна пиҫнӗ, хӗлле усрамалли улма — мӗншӗн ҫавӑн пек улмана ача чухне ҫеҫ астивме пулать-ши?

— Ҫав кунхине эпӗ сана юратма пуҫларӑм та.

— Ун чухне мар. Эсӗ мана, Саня, ярӑнса таврӑннӑ чухне конфет панӑччӗ, эпӗ илмерӗм, эсӗ вара тепӗр хӗрачана патӑн.

— Ун чухне эс юратрӑн.

— Ҫук, эп пӗлетӗп эс иккенне. Юратман пулсан, паман пулӑттӑм.

Вӑл шухӑша каять.

— Эсӗ хӑҫан вара?

— Пӗлместӗп… Ялан.

Эпир коридорта тӑратпӑр, курӑнса юлан телефон пралукӗсене ун чухнехи пекех пӑхса ӑсататпӑр. Ӗнтӗ нимӗн те ӗлӗкхи пек мар, телейӗмӗр пирӗн ҫапах та ӗлӗкхи пекех-ха. Мӑйӑхлӑ хулӑн проводник пӗрмай пирӗн ҫине ҫаврӑнса пӑхкалать — ман ҫине-и? — тарӑнӑн сывласа илет те, унӑн та хӗрӗ илемлӗ, тет…

Энск. Ытла ир. Трамвайсем те ҫӳремеҫҫӗ-ха, пӗтӗм хула урлӑ ҫуран иртмелле. Пирӗн япаласене пӗр ҫапкаланчӑк ҫын ҫӗклесе пырать, хӑй чарӑна пӗлми, вӗҫӗмсӗр калаҫать — кӑлӑхах ӑна эпир хамӑр та Энскра ҫуралнӑ тесе ӗнентерме тӑрӑшатпӑр. Вӑл пурне те паллать: вилнӗ Бубенчиковсене те, Даша инкене те, судьяна та, судьяна пуринчен ытла ӗнтӗ, унпа вӑл темиҫе хут та тӗл пулкаланӑ иккен.

— Ӑҫта вӑл?

— Лесник районӗнчи суд камеринче.

Панулмисемпе купӑстасем сутакан плошадьри лавсем патӗнче Даша инке тӑра парать, самай ватӑлнӑ хӑй, аллинчи купӑста пуҫне илес-и, илес мар-и, тесе шухӑшласа тӑрать.

Саня ӑна чӗнсе сӑмах хушать те, вӑл, ват ҫынсем пек, кулмасӑр-тумасӑр куҫлӑх айӗн ҫеҫ пӑхса илет, сасартӑк аллинчи купӑста пуҫӗ лаштах ҫӗрелле ӳкет.

— Санечка! Чӗппӗмҫӗм! Епле-ха капла! Пасара килтӗр-и?

— Ҫук, Даша инке, эпир ҫул майӑн ҫеҫ. Даша инке, ку — ман мӑшӑрӑм.

Вӑл мана Даша инке патне ертсе пырать те Энск пасарӗнче вара суту-илӳ чарӑнса ларать, — лашасем те, миххисенчен пуҫӗсене кӑларса, эпир Даша инкепе иксӗмӗр епле чуптунине тӗлӗнсе пӑхса тӑраҫҫӗ…

Маркузе ҫурчӗ Гоголь урамӗнче, хапхин икӗ енӗпе арӑслан пуҫӗсем тӑва-тӑва хунӑ. Ирхи апат Даша инке юратнӑ пекех ӗнтӗ, ӑна ҫинӗ хыҫҫӑн тӗнчере кӑнтӑрлахипе каҫхи апат пурри ҫинчен шухӑшлама та хӑрушӑ. Телефонпа судьяпа калаҫрӗҫ, судья халь районра иккен-ха, суд сессийӗнче, инҫетрен начар илтӗнен сасси тӑрӑх шайласан, ҫӗр чӑмӑрӗн тепӗр енчен калаҫать теме те пулать. Пӗчӗк Петя та виҫҫӗмӗш ҫула пуснӑ иккен — нумай пулатчӗ-и-ха эпир пӗр генеральнӑй ыйтӑва сӳтсе яваттӑмӑр: ӗмкӗч памалла-и ӑна, памалла мар-и, алӑра сиктермелле-и, крават ҫинче-и, теттӗмӗр.

Пысӑк Петьӑна эпир Собор садӗнче куртӑмӑр, тахҫан эпир Саньӑпа шӑпах ҫав вырӑнта кӑнтӑр варринче уйӑхпа ҫӑлтӑрсене курасчӗ тесе выртсаттӑмӑр. Кунта вӗсем Петьӑпа ҫырусен кӗнекине вуланӑ, пӗрне-пӗри «туслӑхшӑн юнлӑ тупа» тунӑ.

Петя урисене туркӑ ҫынни пек хӗреслӗн хуҫлатса ларать, чӗркуҫҫийӗ ҫине пысӑк пир альбомне сарса хунӑ. Вӑл Решеткӑна — Песчинкӑпа Тихая шывӗ пӗрлешнӗ вырӑна ӳкерсе илет. Картинки ҫинче шурӑ та тирпейле Покровск мӑнастире тем пысӑкӑш хӗвеллӗ сывлӑш тӗлне пулнӑ ӗнтӗ, ун хыҫҫӑн, ҫыранӑн леш енче вӗҫӗ-хӗррисӗр хирсем.

— Айӑп ан тӑвӑр, гражданин, кунта эсир маляра курмарӑр-и?

Вӑл ҫаврӑнса пӑхать те, пире курсан тӗлӗнсе каять.

— Пӗр маляр иртрӗ кунтан, ҫӳхе пиншакпа, шатралӑрахскер.

Хайхи Петя сикет-тӑрать — кӗрнексӗрскер, вӑрӑм га типшӗмрех кӑна ҫын.

— Килтӗр-и? Катя та-и? Эх, маттурсем те! Акӑ савӑнтартӑр! Ну, каласа парӑр ӗнтӗ! Саня, эсӗ лерен вӗт?

— Ҫавӑнтан.

Ватӑ Мартын башни патӗнче икӗ сехет хушши ларатпӑр, унтан вара ҫыран хӗррипе анатпӑр та садсем урлах пӗтӗм хулана ҫаврӑнатпӑр. Епле илемлӗ иккен кӗрхи вӑхӑт! Ботанически садри вӗренесем хӗп-хӗрлӗн курӑнаҫҫӗ. Курӑк пуснӑ аллея тӑрӑх чӑнкӑ сӑрт патне пыма ытармалла мар! Аялта речӗ-речӗпе вуллисене шурӑпа сӑрланӑ лутра улма йывӑҫҫисем курӑнаҫҫӗ.

— Тахҫан эпир ҫавӑнта улма татма ҫӳреттӗмӗр. Эсӗ вара ун чухне хуралҫисен пӑшалне тӑварпа авӑрланӑ тесе улталаттӑн.

— Улталамастӑмччӗ ҫав. Ҫапах та, епле ачасем пулнӑ-ха эпир ун чухне. Акӑ эс, сӑмахран, хӑвна ача чухнехине куратӑн-и? Эпӗ — курмастӑп.

— Тӗлӗнмелле ачаччӗ эсӗ. Астӑватӑн-и, пӗррехинче эсӗ йӗкехӳресен майра патша пур тесе шухӑшласа кӑларнӑччӗ? Туркестан пирки тата? Пулсаччӗ ҫав ӗмӗт. Эсӗ ун чухнех художникчӗ ӗнтӗ, мӗн тесен те — искусство ҫынниехчӗ.

— Мана, сӑмахран, шӑпах эсӗ художник пулассӑн туйӑнатчӗ. Лайӑх ҫыпӑҫтараттӑнччӗ вӗт эсӗ. Мӗншӗн ҫав ӗҫе пӑрахрӑн?

Саня ҫине пӑхатӑп та эпӗ — тӳрре кӑларас-и ӑна, ҫук-и, анчах вӑл ман ҫине хӑрушшӑн пӑхать те, эпӗ пӗр сӑмах та хушмастӑп. Пушӑ вӑхӑчӗ пур чух вӑл халь те ҫыпӑҫтаркаласа хӑтланать, хӑйшӗн кӑна ӗнтӗ.

Судья питӗ каҫа юлса, хӑйне кӗтме пӑрахнӑ чухне ҫеҫ таврӑнать. Сасартӑк таҫта пӗр кӗтесре «газик» кӗмсӗртетни илтӗнет те сукмак ҫине тусанланнӑ шурӑ картуспа старик тухса тӑрать, аллине хӑй икӗ портфель тытнӑ.

— Хӑшӗсем-ха кунта хӑнасем? Питкуҫӑма кайса ҫӑвам та чуптӑвӑпӑр.

Итлетпӗр эпир, кухньӑра, хайхискер, темӗнччен киленсе ҫӑвӑнать, Даша инке те пӗтӗмпех йӗпетсе пӗтертӗн тесе ятлаҫать, вӑл ҫаплах лӗклетсе ҫӑвӑнать: «Пите лайӑх-ҫке!» тет хӑй, унтан ҫӳҫне тураса, якалса ҫара ура вӗҫҫӗн ҫӑмӑл пушмак тӑхӑнса, ҫине таса толстовка уртса, пирӗн пата килет. Вӑл пире черетӗн крыльца ҫинелле сӗтӗрет, малтан мана курасшӑн, унтан Саньӑна. Орденне вара уйрӑмӑнах тинкерсе пӑхать.

— Пырать, — тет вӑл хӗпӗртесе. — Шпалӑпа-и?

— Шпалӑпа.

— Капитан эппин?

— Капитан.

Саня аллине хыттӑн чӑмӑртать вӑл. Ҫапла иртет Энскри ҫак ытарайми каҫ, хамӑр пӗр-пӗрне питӗ юратса тӑратпӑр пулин те, сайра хутран ҫеҫ пухӑнатпӑр ҫав эпир пӗтӗм килйышпа, халӗ акӑ, пурсӑмӑр та пӗрле тӗл пулнӑ чух, хамӑр тӗрлӗ хуласенче пурӑннинчен тӗлӗнмелле пек туйӑнать.

Ҫӗр хута кӗрекере ларатпӑр, вӗҫӗ-хӗррисӗр калаҫатпӑр. Сашӑна та аса илетпӗр, ун ҫинчен эпир ирӗклӗнех, вӑл хамӑр хушӑра пур пекех калаҫатпӑр. Вӑл пирӗн хушӑра — пӗчӗк Петя уйӑхсерен ун сӑнарлӑ пулса пырать: унӑнни пекех монголла чалӑшрах куҫ, тӑнлавӗсем ҫинче, унӑнни пекех, хура мамӑклӑ ҫӳҫ пайӑркисем. Пуҫне пӗшкӗртнӗ май вӑл та куҫхаршине ҫӳле ҫӗклетет…

Саня Испани ҫинчен каласа парать те, мана тахҫан манӑҫнӑ тӗлӗнмелле туйӑм ҫавӑрса илет: такам урӑххи ҫинчен каласа панӑ пек итлетӗп ӑна эпӗ. Эппин, вӑл иккен-ха, пӗррехинче, разведкӑна вӗҫсе кайсан, пилӗк «юнкерса» курса, пӗр иккӗленмесӗр вӗсене хирӗҫ вӗҫсе пыраканни? Вӑл-и-ха, «юнкерссен» хушшипе вӗҫсе иртнӗ чух тӗллемесӗр тенӗ пекех пенӗ, мӗншӗн тесен пурпӗрех вӑл вӗсене тивертмесӗр пултарайман? Вӑл-и-ха, регланӗ ҫуннӑ вӑхӑтра пит-куҫне перчеткипе хупӑрласа, ваннӑ самолетне ҫӗр ҫине лартать те тепӗр сехетренех урӑх самолетпа тӳпенелле вӗҫсе каять?

Судья ӑна итлет те, унӑн лапсӑркка кӑвак куҫхарши айӗн куҫӗсем ачанни пек савӑнӑҫлӑн ялкӑшаҫҫӗ. Тулли куркине ҫӗклесе сӑмах калать вӑл — поезд ҫинче чухнех-ха Саня мана: судья кирек мӗн пулсан та сӑмах калама юратать, тесе пӗлтернӗччӗ.

— Ҫӗклентерекен сӑмахсемех калас мар, эсӗ хуть, хӑвӑн ӗҫне кура, ҫӗклентерекен сӑмахсем илтме те тивӗҫлӗ-ха, Саня. Тахҫан эсӗ мана, летчик пулатӑп, тесеттӗн, «Ҫар летчикӗ-и?» тесе ыйтнӑччӗ те эпӗ, эсӗ мана: «Полярнӑй», терӗн, «кирлех пулсан — ҫар летчикӗ те», терӗн. Акӑ ӗнтӗ эсӗ ҫапӑҫура та пулса куртӑн, ҫар летчикӗ ӗнтӗ, халь ман умра ларатӑн та, сана эпӗ законпах тӑван ывӑлӑм тесе шутлама пултарнӑшӑн савӑнатӑп. Анчах сана хам умра курнӑ чух, пуҫӑма ытти шухӑшсем те килсе кӗреҫҫӗ. Эпӗ санӑн пархатарлӑ ӗмӗтӳ ҫинчен каласшӑн-ха, хӑвӑн ҫамрӑк ҫулусене ӑшӑтса ӳстернӗ ӗмӗтӳ ҫинчен, Татаринов капитанӑн экспедицине тупма ӗмӗтленни ҫинчен каласшӑн. Эсӗ истори ӗҫне хутшӑнса, ӑна ху пӗлнӗ пек тӳрлетесшӗн. Ҫавӑнпа эпир большевиксем-революционерсем те. Ҫапла вара, сана мӗн ҫамрӑкран хӑвна пӗлсе тӑнӑ май, эпӗ шансах тӑратӑп, ҫак ӗҫе эсӗ хӑҫан та пулин пурпӗрех туса пӗтеретӗн.

Тав тӑватпӑр та эпир, Саня испанилле:
— Salud — тет, — «пурнӑҫалла ҫулҫӳресси» пуҫланчӗ кӑна-ха, тейӗпӗр.
Карапӑмӑр ӗнер гаваньрен тухса кайрӗ, инҫетре маяк ҫути курӑнать-ха, вӑл ӑна ҫул саламӗ ярать: — Ҫитес ҫӗре телейлӗн ишсе ҫитӗр», тет. Тахҫан эпир, пӗчӗккӗ пулсан та хастарскерсем, ҫак хулан лӑпкӑ та тӗттӗм урамӗсемпе иртсе пыраттӑмӑр. Пирӗн иксӗмӗрӗн пӗр финка ҫӗҫҫи кӑначчӗ. Петя ун йӗннине кивӗ атӑ кунчинчен ҫӗлесе тунӑччӗ. Анчах эпир ҫапах та лайӑх хӗҫпӑшалланнӑччӗ ҫав. Пӗрне-пӗри эпир тупа тунӑччӗ. Эпир: «Кӗрешер те шырар, тупар та парӑнар мар», тенӗччӗ. Ҫав ҫулпа пытӑмӑр — ҫулӑмӑр пӗтмен-ха.

Саня вара куркине ҫӳле ҫӗклерӗ те тӗпӗ курӑнмалла шалт ӗҫнӗ хыҫҫӑн куркине стена ҫине ҫапса ватрӗ…

1939-мӗш ҫулхине эпир Мускавра — час-часах Сивцево-Вражкӑра пурӑнакан Вальӑпа Кира патӗнче пулкалатпӑр. Сивцево-Вражкӑри хваттерте тӑкӑс пула пуҫларӗ. «Кухня теекеннинче» шурӑ ҫӳҫлӗ пӗчӗк хӗрача ҫывӑрать, сӑмси унӑн Кира амӑшӗнни пекех пысӑк та тӗреклӗ. Валя тахҫан фотолаборатори тунӑ чӑланта кипкесем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. «Ятне тунӑ кухньӑра» Саня кӑшт кӑна пӗр пиеленӗ ҫаврӑм ҫине лараймасть, ҫаврӑм ӑшӗнче ӑслӑ куҫлӑ ача пӑхса выртать, ҫамкине хура ҫӳҫ пайӑрки витнӗ — йӗпкӗн хӑмӑр тилӗсен гибричӗсем ҫинчен лекци илтер тесен шӑмӑ кӑшӑллӑ куҫлӑх кӑна ҫитмест.

Хӗрача сӑвӑсем те сассине вылянтарсах вулама пӗлет имӗш, ку ӗҫпе вара Кира амӑшӗ пайтах ӗҫленӗ иккенне сисетӗрех эсир, вӑл вӗт мухтанчӑка тухнӑ Варвара Рабинович шкулӗн йӑлине йӑлтах хирӗҫ пырать.

Эпир вара, Саньӑпа иксӗмӗр, — сӗтӗрӗнчӗксемпе ҫулҫӳревҫӗсем — Сивцево-Вражкӑри ҫакӑн пек «ача-пӑчалӑ» туссем хушшинче, савнӑ ҫыннӑмӑрсем хушшинче ларса, мӗн ҫинчен шухӑшлатпӑр-ха?

Мӗн ҫинчен иккенни паллах ӗнтӗ, кунҫулӑмӑр та пӗрмаях ют ҫивитти айӗнче иртет, хамӑрӑн ҫурт ҫук пирӗн, ҫак Вальӑпа Кирӑнни пек пӗчӗк ҫурт кӑна пулсан та пырӗччӗ пире.

Вара эпир халӗ пирӗн те Ленинградра ҫакӑн пек ҫурт пулӗ тетпӗр…

Е амаланать, е сӳнсе ларать пӗчӗк хунар, унӑн улшӑнакан ҫутта ҫине е савӑнӑҫ, е хуйхӑ-суйхӑмӑр ӳкет.

Хӗллехи пӗлӗтсӗр кунхине эпир Кремль стени патӗнче тӑратпӑр та, умра шурӑ мрамор хӑми пур, ун ҫине хамӑр юратнӑ ҫыннӑн ятне касса ҫырнӑ. Саня ҫакӑнтан иртнӗ чух макӑрса ярас марччӗ-ха тесе, пӗррехинче епле майӗпен ҫеҫ шухӑшласа пынине асне илет, кунта ҫитсен вара телефонпа калаҫнӑ пек:
— Ч. юлташӑм. Кӑна Григорьев калаҫать-ха, — терӗ.

Пӗр пысӑк хулана ун ятне панӑранпа ҫулталӑк та иртрӗ ӗнтӗ, ҫӗршер чаплӑ урамсем, театрсем, парксемпе садсем пур, пире Саньӑпа унӑн «о» тесе яракан хулӑн сассине урӑх илтме ҫукки темӗнле пек туйӑнать…

1941-мӗш ҫулхине эпир Ленинграда куҫатпӑр, май килсен ӗмӗрех ҫавӑнта пурӑнасшӑн. Виҫӗ пӳлӗмлӗ дача илетпӗр, пусси те пур, хуҫи вара, вырӑссен авалхи стрелецӗ пек, пит илемлӗ ват ҫын, Петя ун сӑнарне ҫинчех ӳкерме те тытӑнчӗ. Эпир пӗтӗм килйышпах дачӑра пурӑнатпӑр — икӗ Петя та «наукӑллӑ няньӑпа» пӗрле, кӑҫал Энска кайманскерсем, — кӳлӗре шыва кӗретпӗр, пысӑк хырӑмлӑ йӗс сӑмавартан чей ӗҫетпӗр, ҫакӑн пек ытарайми шӑплӑха та ҫакӑн пек телее ытти хӗрарӑмсем асӑрхаман пек туйӑнать мана.

Шӑмӑткунсенче эпир Саньӑна кӗтсе илетпӗр. Пӗтӗм килйышӗпех станцине тухса каятпӑр, пӗчӗк Петя, паллах ӗнтӗ, пуринчен ытла Саня пиччӗшне кӗтет. Вӑл хальхинче пиччӗшӗнчен броненосец илӗп тесе шанса тӑрать-ха. Шанчӑкӗ унӑн тӳрре килет. — Акӑ Саня хамӑр умран иртнӗ вагон пусми ҫинчен, аллине пӗр пысӑк чаплӑ карап тытса сиксе анать те пире ал сулать, анчах хӑй темшӗн вагон хыҫҫӑнах утать-ха. Поезд чарӑнать, Саня аллине тӑсать. Пусма тӑрӑх пӗчӗк кӑна типшӗм карчӑк анать, пит-куҫӗ шухӑшлӑ хӑйӗн, хӑрах аллинче зонтик пур, тепринче — пир саквояж. Хам куҫӑма ӗненессӗм килмест. Кукамай-ҫке ку, чипер кӑна костюмпа, вӗҫкӗн улӑм шӗлепкепе. Саня ман кукамая пӗр самантрах тулса ҫитнӗ пӗчӗк перронри шавлӑ ушкӑнсенчен сыхла-сыхла ал вӗҫҫӗн ҫавӑтса килет…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех