Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлсен (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ача халӗ тавҫӑрса илчӗ, нумай япаласем ҫинчен калаҫма та юрамасть, пӗлсен те нимӗн пӗлмен пек шавламасӑр ҫӳрес пулать.

Но мальчик понимал уже, что существуют вещи, о которых лучше ничего не говорить, а молчать, делая вид, будто ничего не знаешь.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

1. …Ҫак вырӑна пурнӑҫ епле ҫывхарнине пӗлсен, тӗлӗнсех кайрӑм эпӗ, пит инҫетре пек туйӑнатчӗ-ҫке вӑл мана.

1. …Я был поражён, узнав, как близко подступила жизнь к этому месту, которое казалось мне таким бесконечно далёким.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑхӑт-вӑхӑт хам палланӑ хӗрсем фокстротсем ташланӑ хушӑра ман сӗтел хушшине пырса ларатчӗҫ те, вара хам та ташлама пӗлсен манӑн пурнӑҫӑм урӑхла, питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ тесе каласа кӑтартсан, вӗсем питӗ кулатчӗҫ.

Но знакомые девушки, время от времени, между фокстротами, садившиеся за мой столик, очень смеялись, когда я объяснял им, что, если бы я умел танцевать, у меня была бы совершенно другая, блестящая жизнь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ февраль уйӑхӗнче Катьӑн гемоглобинӗ хӗрӗх икӗ процент ҫеҫ пулнине пӗлсен, ӑнтан каясса ҫитетӗп, врач ҫакна курсан кулсах ярать.

И от души смеётся, когда я прихожу в отчаяние, узнав, что в феврале у Кати было всего сорок два процента гемоглобина.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурнӑҫ вӗҫсе пынӑ ҫӗртен чарӑннӑ пекех пулса тӑчӗ, хам пынин инерцине вӑхӑтра шута илеймерӗм пек те ҫамкампа тӳрех стенана пырса ҫапӑннӑ пек туйрӑм хама, — ҫакӑн пек кӑмӑлпа пӑхрӑм эпӗ ҫак хӑйне кура ӑслӑ старик ҫине, хамӑн Катьӑна шырас ӗҫе Ромашов та тунине пӗлсен.

Как будто жизнь остановилась с разбегу и, не рассчитав инерции движения, я крепко стукнулся лбом о воображаемую стену, с таким чувством смотрел я на старого, в общем нормального человека, стоявшего передо мной в светлой, тоже нормальной комнате и сообщившего, что Ромашов разыскивает Катю, то есть делает то же, что я.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тем те курса асаплантӑм, анчах Катьӑна курасси ҫинчен каламастӑп ӗнтӗ, пӗр-пӗринпе чӗрӗ иккенне пӗлсен те мана тем пек ҫӑмӑл пулнӑ пулӗччӗ!

Многое было пережито, но насколько было бы легче, если бы мы с Катей не то что встретились, но хоть узнали друг о друге, что живы!

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ытла ҫӳле вӗҫме кайнине пӗлсен, эпӗ ӑна ирхаллӗн ҫырткаламалли апат хатӗрлеттӗм.

я готовила ему лёгкий завтрак, когда знала, что он идёт на высокий полёт.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Варя шӑршлаттарма хушнӑ темӗнле кӗленче савӑтпа чӑнах та эпӗ ун умӗнче тӑнине пӗлсен, Ромашов тӗлӗнмерӗ.

Он не удивился, убедившись в том, что именно я стою перед ним с какой-то бутылочкой в руках, которую Варя велела ему понюхать.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫан эпир Варяпа Саратова упӑшкамӑрсем патне кайнӑччӗ те, ҫавӑн чухнех-ха эпӗ вӑл шӑл тухтӑрӗ иккенне пӗлсен, хам тӗлӗннине астӑватӑп.

Когда-то мы с этой Варей ездили к мужьям в Саратов, и ещё тогда я, помнится, удивилась, узнав, что она зубной врач.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ромка Каштан, эпӗ Коревановӑна каяссине пӗлсен, сасартӑк сӗлкӗшленчӗ.

Ромка Каштан, узнав о моем намерении отправиться в Кореваново, нахмурился.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эхер те эс вӗсем ҫинчен пӗтӗмпех пӗлсен, вӗсемпе ҫыхланман та пулӑттӑн.

Если бы ты то всё про них знала, может, и не стала б с ними связываться.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Авалхи астрологсем, ҫӑлтӑрҫӑ-халдейсем, этемӗн пурнӑҫ шӑпине ҫӑлтӑр тӑрӑх чухланӑ иккенне пӗлсен, манӑн ачасем чылай кулса йӑпанчӗҫ.

Ребята сперва долго потешались над тем, что древние астрологи, халдеи, звездословы расчисляли судьбу человека по звездам.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пирӗн шухӑша пӗлсен ашшӗ-амӑшӗсем савӑнсах ӳкмерӗҫ, хӑйсен ачисене ҫак экскурсине, пысӑккисемсӗр пуҫне, манпала кӑна ярасшӑн пулмарӗҫ.

Родители сперва не очень соглашались пустить своих ребят в эту экскурсию без взрослых, только со мной одной.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Каласан та, маншӑн пурпӗрех те-ха, — мӑнкӑмӑллӑн хушрӗ вӑл, — Николай Антонович ҫаван ҫинчен пӗлсен, ӑна хальхин пек улталасси ӳлӗмрен пулмасть вара.

Или, впрочем, скажите, мне всё равно, — надменно прибавил он, — только это может стать известно Николаю Антонычу, и тогда мне не удастся больше обмануть его, как сегодня.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав шантаракан документ ҫинчен эп ыйтса пӗлсен, чӗтресе ӳкрӗ.

Он затрясся, когда я спросил у него об этой доверенности.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Куҫса ҫӳрекенсем пурнакан вырӑна ҫитсен вӑл мана вӗсен патӗнче кӑштах чарӑнса тӑма ыйтрӗ чарӑнса тӑма май ҫуккине пӗлсен вара вӑл ҫав тери хурланчӗ.

Над одним кочевьем он попросил меня немного постоять и был очень огорчён, узнав, что постоять, к сожалению, не придётся.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Патша килйышӗ «Царское Селора» пулнине пӗлсен, вӑл ҫавӑнтах чарӑнса тӑма шут тытнӑ.

Узнав на почтовом дворе, что Двор находился в то время в Царском Селе, решилась тут остановиться.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӗсем ӑна часах питӗ килӗштернӗ, мӗншӗн тесен, вӑл мӗнлине пӗлсен, ӑна юратмасӑр тӑмалла та мар.

Вскоре они к ней искренно привязались, потому что нельзя было ее узнать и не полюбить.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Шкул кӑна пӗлсен те нимех те марччӗ-ха.

И хорошо еще, если только школа.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑл та Саня, Анчах та вӑл эпе Энскран тухса кайнӑранпа ун патне пӗр ҫыру та ҫырманнине пӗлсен, тата ытларах тӗлӗнчӗ.

— Тоже Саня, Но еще больше она удивилась, когда узнала, что я ни разу не написал сестре с тех пор, как уехал из Энска.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех