Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пӗрремӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Тӑххӑрмӗш пай. Тупар та парӑнар мар

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.23 12:22

Пуплевӗш: 109; Сӑмах: 1352

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Арӑм

Вспольери палламан вокзал ҫӗрле ҫутатакан бомбӑсемпе ҫуталнӑ пек ҫап-ҫутӑ, унӑн хӑйӗн ӗҫ-хӗлӗ, хӑйӗн вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пӑшӑрханӑвӗ пур. Ҫак куҫ курма хӑнӑхман ҫап-ҫутӑ ҫӗрте мӗн кӑна курмастӑн иккен! Асли авӑ, ятлаҫса, хӑй командине пуҫтарать, ыйхинчен тӑранман салху ҫынсем строя тӑраҫҫӗ — вӑрҫӑ! Платформӑри ларекра командировка хучӗпе, е аттестат тӑрӑх ҫиме тавраш параҫҫӗ, салтак аллисем сыхланса тытаҫҫӗ хура ҫӑкӑра — вӑрҫӑ! Пилӗк ҫулхи хӗрача ҫухалнӑ иккен, эшелонран тӑрса юлнӑ, амӑшӗ радиопа ӑна чӗнтерет те, чӗнсе илеймест ҫав — вӑрҫӑ! Моряк, хӑрах аллипе хутаҫ тытнӑ, тепӗрне чемодан тытнӑскер, Мускав поездӗнчен анса, ӑҫта кунта эвакопункт, тесе ыйтать, начальник патне кӗмешкӗн черете тӑрать, пӗчӗкҫеҫҫӗ таса мар пӳлӗмре лӑках халӑх, лараҫҫӗ те, тӑраҫҫӗ те, ҫывраҫҫӗ те — вӑрҫӑ!

Пӗтӗмпех куратӑп та пӗтӗмпех астӑватӑп. Анчах ӑс-тӑнӑм ҫинче вӑрҫӑн тем пысӑкӑш ҫутатакан бомби ҫакӑнса тӑрать те, вӑл шарса тӑран ҫутӑла мӗлкесем хушшинче аран ҫул курать.

Ҫӗрле, ҫуллахи майлах лӑпкӑ уй-хирсем хӗррипе, хуланалла утса пынӑн куратӑп эпӗ хама. Лӑпкӑ ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатакан пӗлӗтре прожекторсем ҫутатаҫҫӗ. Ак хула та — комендатура патрулӗ кашни урамрах мана чарса документӑмсене тӗрӗслет. Акӑ Ленинградран килнисем валли уҫнӑ больница — дежурнӑй сестра мана ҫак больницӑра ӗнтӗ виҫӗ уйӑхранпа Ленинградран килнисенчен пӗри те ҫукки ҫинчен тӗплӗн каласа парать.

— Канцелярине тӑхӑр сехетре уҫаҫҫӗ, — тет вӑл, — халӗ ҫурҫӗр иртсе виҫӗ сехет ҫурӑ кӑна-ха.

Эпӗ клеенкӑпа ҫапса тунӑ диван ҫине выртатӑп. Ҫывӑратӑп та ҫывӑрмастӑп та ӗнтӗ. Ӑҫта манӑн Катя?

Ирпе аслӑ врач мана хӑй кабинетне ертсе кӗрет — сӗтелӗ шурӑ, чӳречисем витӗрех курӑнмаҫҫӗ, шурӑ лутра кушетка, ӑна таса тӳшек ҫиттипе витнӗ. Мана тахҫан пулса иртни аса килет — эпӗ вунҫиччӗри ача, чирлисене йышӑнмалли пӳлӗмре ларатӑп, тепӗр пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫӑларах тӑрать те шурӑ лутра крават ҫинче Марья Васильевна шӑмӑран касса тунӑ пек шап-шурӑ сӑнарлӑ выртать.

— Яту, аҫу ячӗ, хушамату, миҫе ҫулта? — тесе тӗпчет манран аслӑ врач.

Эпӗ ятӑма калатӑп, атте ятне, хушаматӑма, хам миҫе ҫултине калатӑп. Халат тӑхӑнса, сестра кӗрет те Катя карточкине ыйтать, епле вӑл чирлесе кайнине пӗлесшӗн.

Эпир пирус туртатпӑр та калаҫатпӑр, калаҫатпӑр-калаҫатпӑр та пирус туртатпӑр. Акӑлчансен пин ытла самолечӗсем каллех Бремена атакӑланӑ. Мӗнле унта Мускавра — ҫӑкӑр нормине пысӑклатнӑ темеҫҫӗ-и? Халӗ ӗнтӗ Англипе те США-па хамӑр хушшӑмӑрта килӗшӳ турӗҫ пулсан, часах иккӗмӗш фронт уҫӑлать тесе шухӑшламастӑп-и эпӗ? — тесе ыйтса пӗлесшӗн вӑл.

Кӳршӗ пӳлӗмре сестра карточкӑсем суйлать…

— Карточка — вилӗм, — тет вӑл. — Карточка — пурнӑҫ.

Телефон янраса каять, аслӑ врач темӗнччен завхоза ятлать. Эпӗ шарламастӑп. Шарламасӑр кӗтесси темиҫе хут ҫӑмӑлтарах иккен, мӗн илсе килӗ ӗнтӗ сестра — Катя вилӗмне-и, пурнӑҫне-и?

Акӑ хайхискер килет те. Аслӑ врач, завхоза ятласа пӗтернӗ маях, хӑйӗн ачанни пек пӗчӗкҫӗ аллипе карточкӑна тытать.

— Мӗн калас иккен, — тет вӑл — сывлӑхӗ лайӑхланнӑ. Хӗрӗх иккӗмӗш ҫулхи март уйӑхӗнче сывалнӑ хыҫҫӑн тухса кайнӑ.

Эпӗ февраль уйӑхӗнче Катьӑн гемоглобинӗ хӗрӗх икӗ процент ҫеҫ пулнине пӗлсен, ӑнтан каясса ҫитетӗп, врач ҫакна курсан кулсах ярать.

Лагерьпе Новосибирскине тухса кайнӑ иккен, ку халӗ аванах паллӑ ӗнтӗ. Хулинех пулсан лайӑхчӗ те — ҫук ҫав! Лагерӗ Новосибирскинчен икҫӗр километрта, пӗр колхозра вырнаҫнӑ.

Ярославскинчи облисполкомра эпӗ Катьӑн адресне ҫырса илетӗп: Верхне-Ядомская станцийӗ, Большие Лубни ялӗ, Шукинский районӗ, Шукинсхий ялсовечӗ, малалла та ҫаплах каять — телеграммӑн ҫирӗм пилӗк сӑмахӗнчен Катя адресӗ вунҫичӗ сӑмах йышӑнать. Ун ҫумне тата хамӑнне хушатӑп, хам кӑмӑлпа шухӑшӑма пӗлтермешкӗн тата тӑватӑ сӑмах кӑна вырнаҫать.

Ярославльтен ҫак телеграммӑсӑр пуҫне тата виҫӗ телеграмма ҫаптаратӑп: Энскри Даша инкене, ӑна Катя сывах, часах курма ӗмӗтленетӗп, тетӗп. Мускава, Валя Жукова: Катьӑна кунта тупаймарӑм, Новосибирскине лагерьпе тухса кайнӑ пулмалла, тетӗп. Тепӗр телеграммине те Мускавах Слепушкин патне ҫаптаратӑп, хамӑр калаҫса татӑлнӑ пек Катьӑна тата шырама вӑхӑт парӑр, тесе ыйтса яратӑп.

___________

Уйрӑм номер илсе пулмарӗ иккен хальхинче, тем пек пӗр-пӗччен кӑна юлас килетчӗ манӑн, канас килетчӗ, шухӑшламаллаччӗ! Ӗнтӗ манӑн кӳршӗ те, пехотӑра служить тӑвакан майор, мӗн тесен те манран сахал мар ӗшеннӗ пулмалла, ҫавӑнпа вӑл каҫпа сакӑр сехетре тӑсӑлса выртрӗ те, ӑна нимӗн те вӑратаймарӗ — ҫӗрӗпе енчен енне ҫаврӑнса выртнӑ май, хамӑн краватӑм чӗриклетни те, ҫутӑ курӑнмасть-и тесе тӗрӗслекен коридор дежурнӑйӗ икӗ хут килсе кайни те вӑратаймарӗ.

Ҫӗрле вӑл пирус туртма вӑранчӗ, турккӑ ҫынни пек, урисене хӑй айне куклетсе, темӗнччен сӑмах чӗнмесӗр ларчӗ. Эпӗ те пирус туртса ятӑм. Нимӗн те пӗлместӗмччӗ ун ҫинчен, вӑл та ман ҫинчен ним те пӗлместчӗ — анчах эпир тӗттӗмре пӗр-пӗрин пирусӗн вутне пӑхса, чӗнмесӗр пӗр пекех шухӑшлаттӑмӑр. Ҫак пӗчӗк номерте пире, пӗрне-пӗри палламан икӗ арҫынна, пӗрлештерекенни вӑрҫӑ пулчӗ, шухӑшсем те ӗнтӗ пирӗн ҫав вӑрҫахчӗ, ҫав ҫӗршер те пиншер арҫыннӑн пӗрле тумалли ӗҫехчӗ. Ҫакӑн умӗн пирӗн чаҫсем икҫӗр аллӑ кун хушши хӳтӗлесе тӑнӑ Севастополе хӑварнӑ.

Кӳршӗм пирусне туртса пӗтерчӗ те ҫывӑрчӗ, ҫывӑртӑм эпӗ те. Анчах вӑрахах ҫывӑрман пулас, коридорта такам хыттӑн каларӗ:

— Сехет те вӑтӑр минут.

Севастополь ман асӑма килчӗ — хӑйӗн мухтавлӑ шӑпине курма тухнӑ хӗрӗх пӗрмӗш ҫулхи сентябрьти вутлӑ-тусанлӑ та хаяр Севастополь мар, ӗлӗкхи яш-кӗрӗм сасси-куллипе янраса тӑракан хула. Вырсарникунсенче эпир Катьӑпа Севастополе пыраттӑмӑр, катерсем хӑйсем ялан чарӑнакан вырӑнӗнчехчӗ, Исторически бульварта куҫ аран ҫавӑрса илен инҫетри моряксемпе шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсем пӗрле ҫӳретчӗҫ, хӗрсем мӑйӗсене витӗр курӑнан шарӑхсем ҫыхатчӗҫ. Катя шухӑшласа кӑларнӑ кулӑшла вӑййа иксӗмӗр те юрататтӑмӑр эпир: калӑн вӑл манӑн халӗ ҫеҫ палланӑ хӗр тесе, халӗ акӑ ытти ҫамрӑксем пек хӑҫан курӑнас пирки калаҫса тӑмалла, тейӗн, пӗр-пӗрин хушшинче ҫыру ҫӳретсе «эсир» тесе чӗнес пек. Ытарма ҫук пулнӑ иккен ун чухне! Ирпе пилӗк сехетре тӑраттӑм эпӗ, Катя ирхи апат хатӗрлетчӗ те ӗнтӗ — таҫта ҫӳле вӗҫес умӗн вӑл ҫӑмӑл анат ҫеҫ хатӗрлетчӗ. Унтан вара тӗлӗнмелле лайӑх та хӗрӳллӗ кун ҫитетчӗ, интереслӗ вӗҫевсем пулнипе ҫеҫ те мар, пӗлӗте чикелентерсе путарнӑ хура шывра ҫӑвӑнса, малашне «хамӑр вӑхӑт» ҫитессе пӗлнипе хӗпӗртеттӗмӗр, Харакс ҫинчи маяк васкамасӑр ялтӑратчӗ те сӳнетчӗ.

Маншӑн арӑм пулмашкӑн питӗ йывӑрччӗ пулмалла. Анчах Катя эпӗ ӑҫта иккенне пӗлмен чухне ҫеҫ, манпа мӗн пулнине пӗлмен чухне ҫеҫ кансӗр тетчӗ.

Пӗтӗм пурнӑҫра та пӗртен-пӗр хут ҫеҫ пулса иртнӗ хирӗҫӳ мана темӗн пек уҫҫӑн палӑрса тӑчӗ. Ку вӑл Ленинградра чухне, 1936-мӗш ҫулхине, пирӗн йӗрлекен парти паян-ыран тенӗ пек Ҫурҫӗре тухса каяс умӗн пулса иртрӗ. Саня йӑмӑкӑм пӗчӗк ачине тӑлӑха тӑратса хӑварнӑранпа уйӑх та иртменччӗ-ха, ҫав тӑлӑха эпир ӑҫта хӑварассине пӗлмесӗр пӑшӑрханаттӑмӑр, тинех вара Розалия Наумовна (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр унӑн) пире пӗр «вӗреннӗ няня» тупса пачӗ. Унпа курнӑҫрӑмӑр та тухса кайма хатӗрленсе ҫитрӗмӗр кӑна — Петенька пирӗн чирлесе ӳкрӗ.

…Хыпӑнса ӳкнӗ Катя кӗпе-йӗм купи ҫинче выртакан чирлӗ ача умне пӗшкӗнсе ларнӑ та, эпӗ кӗрсен, татӑлса йӗме тытӑнчӗ. Эпӗ ӑна ыталаса илтӗм.

— Мӗн пулчӗ сана, ҫитӗ ӗнтӗ, — терӗм ӑна эпӗ йӗпеннӗ питӗнчен шӑлса. — Эсӗ те пыратӑн-ҫке. Акӑ эсӗ пире Архангельскра хӑваласа ҫитетӗн те, ӗҫӳ те пӗтет.

Тата мӗн каланӑ пулӑттӑм ӑна эпӗ? Йӗрлеме каякан парти Архангельскра пӗр талӑкран ытла чарӑнса тӑраймасть-ҫке-ха.

— Каллех уйрӑлас килмест вӗт манӑн!

— Пурте майлашса ҫитӗ акӑ.

— Нимӗн те майлашмасть. Экспедици кайтӑр тесе хӗлӗпех тертлентӗм эпӗ. Сана ярасшӑн пулса, хам мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех турӑм, акӑ халь эс каятӑн та, эс ӑҫта пулассине, мӗн курассине пӗлеймесӗрех тӑрӑп.

— Катя! Катя!

— Нимӗн те кирлӗ мар мана. Ку экспедици те кирлӗ мар, эс пурпӗрех нимӗн те тупас ҫук. Пӳлӗхҫӗм, ытти хӗрарӑмсем нихҫан ӗмӗтленесшӗн пулман телее те тӑраймастӑп-шим ӗнтӗ! Темле инкек те ӳкме пултарӗ сан пуҫу ҫине!

Эпӗ ҫилене пуҫласса курсах тӑчӗ вал. Анчах хӑй те ӑнран каясса ҫитрӗ ӗнтӗ, ӑшӗ пӑшӑрханчӗ, аллисене кӑкӑрӗ ҫине тытса, лара-тӑра пӗлмесӗр ҫӳрерӗ.

— Саня, эпӗ пӗлетӗп вӗт эсӗ мана хупа пӗрле илесшӗн пулман иккенне! Кала-ха эс ҫак тӗрӗс мар тесе.

— Ҫитӗ тетӗп сана!

— Юрӗ, — терӗ вӑл хайне хӑратасла лӑпкӑ сасӑпа, — пӗтерӗпӗр ку хирӗҫӗве. Эпӗ пыратӑп. Эс мана хирӗҫ пулассине пӗлетӗп, мӗншӗн тесен эсӗ юратмастӑн мана…

Мӗн ҫутӑличченех калаҫрӑмӑр эпир. Тепӗр кунхине Петькӑна ҫӑмӑлтарах пулчӗ, тата тепӗр кун иртсен вӑл сывалсах ҫитрӗ.

Унӑн пӗтӗм пӑшӑрханса тӑрассине те ҫак пирвайхи хут та юлашки хут пулса иртнӗ сӑмахпа пӗтсе ларчӗ. Хамӑн пысӑк ӗмӗтӗме пула хӑш чухне ӑна час-часах хӑварма тӳрӗ килетчӗ те, вӑл ман хута кӗрейменшӗн хуйхӑрса чӗререн йывӑра илетчӗ! Ун ҫинчен шухӑшлас мар тенӗ чух ӑна тата кансӗртерех пулатчӗ. Чӑнах, хама Испание ӑсатнӑ чухнехи пек вӑл мана халь те ӑсататчӗ пулсан, ӗнтӗ чунне епле ҫавӑрмаллаччӗ-ши вӑл? Сарабузра чух, хамӑн эскадриллийӗме каҫхи вӗҫеве чи малтанхи хут ертсе кайнӑ чух, Катя мана кӗтсе ҫӗрӗпех куҫне хупман иккенне ӑнсӑртран пӗлсеттӗм эпӗ.

Ӑҫта ӗнтӗ эсӗ, Катя? Иксӗмӗрӗн пӗр пурнӑҫ пирӗн, пӗр юрату — килсемччӗ ман пата, Катя! Малта ӗҫ-хӗл питӗ нумай, вӑрҫӑ тин кӑна пуҫланчӗ-ха. Ан пӑрах мана, Катя! Манпа сана кансӗр пулнине пӗлетӗп эпӗ, эс хӑрасах тӑнӑ маншӑн, пӗтӗм кун-ҫулӑмӑрта эпир иксӗмӗр ют витӗ айӗнче ҫеҫ курнӑҫаттӑмӑр, элле чухламастӑп-и вара хӗрарӑмшӑн тӑван вучах епле кирлӗ иккенне? Тен, сахал юратнӑ пулӗ эпӗ сана, сахал шухӑшланӑ пуль сан ҫинчен… Каҫар мана, Катя!

…Пӗлместӗп ӗнтӗ, тӗлӗкре-и, е тӗлӗрмесӗрех-и, унран эпӗ ан пӑрах тесе йӑлӑнтӑм, хам нихҫан таврӑнас ҫуккине тӗлӗкӗнте курсан та ан ӗнен, терӗм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех