Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Саккӑрмӗш пай. Саня Григорьев каласа пани. Кӗрешер те шырар

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.22 22:18

Пуплевӗш: 144; Сӑмах: 1276

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

«Эс мана вӗлерместӗн»

Пурнӑҫ вӗҫсе пынӑ ҫӗртен чарӑннӑ пекех пулса тӑчӗ, хам пынин инерцине вӑхӑтра шута илеймерӗм пек те ҫамкампа тӳрех стенана пырса ҫапӑннӑ пек туйрӑм хама, — ҫакӑн пек кӑмӑлпа пӑхрӑм эпӗ ҫак хӑйне кура ӑслӑ старик ҫине, хамӑн Катьӑна шырас ӗҫе Ромашов та тунине пӗлсен.

Анчах пирӗн калаҫу хушшӑмӑрта нимӗн те пулман пекех пычӗ. Катя ҫинчен каланӑ хыҫҫӑн Вышимирский темӗнле местком членӗ ҫинчен калама тытӑнчӗ, лешӗ ӑна пӗр тивӗҫсӗрех — унӑн аллӑ ҫул хушши ӗҫленӗ стажӗ пур пулин те, «ӗлӗкхи тавраш» тесе кӳрентернӗ пулать; унтан вара, асне илнӗ май, тахҫан, 1908-мӗш ҫулхине вӑл театртан тухсан, капельдинер «Вышимирский карети» тесе кӑшкӑрнӑ та, ҫавӑнтах карета та ҫитсе тӑни ҫинчен каласа пачӗ. Ун чухне вӑл цилиндрпа та плащпа ҫӳренӗ, халь ун пеккисене тӑхӑнмаҫҫӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тӑхӑнмаҫҫӗ-ши, чӑнах, илемлӗ пулнӑ-ҫке-ха».

— Хӑҫан вӑл вилнӗ? — ыйтрӗ вӑл сасартӑк, сталактичӗсене тата ытла усӑнтарса.

— Кам?

— Кораблев.

— Мӗншӗн вилнӗ пултӑр? Сывах вӑл, Николай Иваныч, — терӗм эп шӳт тукаласа. Анчах ӑшӑм вӗресе тӑратчӗ хамӑн; «Халех пурне те пӗлсе ҫитен, сыхланса кӑна тӑр», терӗм хама хам. — Апла эппин эсир леш, майра пирки, хайӗн ӗҫӗ тетӗр-и-ха?

— Хӑйӗн, тетӗп. Питӗ кирлӗ ӗҫ, питӗ кирлӗ ӗҫ. Татаринов капитан — историре паллӑ ҫын. Михаил Васильевич Ленинградра пурӑннӑ. Унта вӑл осада чухне пулнӑ та питӗ выҫӑхнӑ, стена ҫине ҫапнӑ хутсен ҫилӗмне пӗҫерсе ҫинӗ. Унтан вара Михаил Васильевич хӑй какай илме командировкӑна тухса каять, таврӑнать ҫеҫ, — хайхи майра ҫук. Илсе кайнӑ.

— Ӑҫта?

— Ҫавна тӗпчетпӗр те, — ҫӗкленсе кайса пӗлтерчӗ Вышимирский. — Эсир пӗлетӗр-и-ха, мӗн пулса иртрӗ ҫав эвакуаципе? Кай та шыра! Эшелонпа илсе кайнӑ пулсан татаччӗ хуть. Вара кам эшелонӗ иккенне пӗлесси кӑна юлнӑ пулӗччӗ. Хладкомбинатӑн, тейӗпӗр-и. Ӑҫта кайнӑ вӑл? Ҫӗпӗре-и? Эппин Ҫӗпӗрте вӑл. Анчах ӑна самолетпа ӑсатнӑ.

— Епле самолетпа?

— Самолетпа ҫав. Палланӑ ҫын хӗрӗ тенипе пуль. Ҫухалнӑ та хайхискер. Шыра. Самолечӗ Хвойнӑй урлӑ иртни ҫеҫ паллӑ, Михаил Васильевич ҫав станцире какай илнӗ пулнӑ.

Сӑмах хӑҫан хушмаллине е нимӗн чӗнмелле маррине тепле майпа туйса тӑраттӑмччӗ пулас эпӗ. Пурте йӗркелехчӗ-ха. Темле моряк, госпитальтен таврӑнаканскер пулмалла, хура, пӗтсе кайнӑскер, хӑйӗн фронтра уйрӑлнӑ тусӗ патне кӗнӗ те, вӑл мӗн тукаланине, мӗнле пурӑннине ыйтса пӗлет. «Халех пурне те пӗлсе ҫитӗн, сыхланса кӑна тӑр».

— Мӗнле, тупрӑр-и вара?

— Ҫук-ха. Анчах ман проектпа тупатпӑрах, — терӗ Вышимирский. — Эпӗ Бугуруслана, справкӑсем паракан Центральнӑй бюрона ҫырса ятӑм та, усси пулмарӗ, мӗншӗн тесен пире Татариновсем вуннӑн пур, Григорьевсем ҫӗрӗн, тесе ҫырса пӗлтерчӗҫ. Мӗнле хушамата пӗрремӗш вырӑна хурса ҫырмаллине пӗлместпӗр-ҫке эпир. Вара эпӗ хам тӗллӗнех пур кӗпӗрне хулисенчи исполкомсен председателӗсене ҫырса ятӑм. Ку ӗнтӗ пысӑк та чӑрмавлӑ ӗҫчӗ. Ҫапах та Татаринов капитан манӑн тусчӗ-ҫке-ха, ун хӗрӗшӗн тесен эпӗ виҫӗ уйӑх хушши ыйтса пӗлмелли пӗр евӗр ҫырусем ҫырса тӑтӑм — пӗлтерсемӗр мана, эвакопункт, ҫапла-ҫапла историре паллӑ ҫын, ответ парасса кӗтетпӗр, теттӗмӗр. Илтӗмӗр те.

Шӑнкӑрав кӑра шӑнкӑртатрӗ.

— Вӑлах ҫитрӗ, — терӗ Вышимирский. Хӑй шартах сикнӗ пек пулчӗ, пуҫӗ чӗтренчӗ унӑн, мӑйӑхӗ усӑнса анчӗ. Вӑл алӑк уҫма тухрӗ, эпӗ стена хӗррине, Ромашов кӗнӗ маях мана ан асӑрхатӑр тесе, алӑк патнерех тӑтӑм.

_________________

Вӑл каялла тухма та пултаратчӗ, мӗншӗн тесен Вышимирский ӑна кӗрсенех:
— Сире кӗтеҫҫӗ, — терӗ.

— Кам? — тесе ыйтрӗ вӑл васкавлӑн.

— Темле Григорьев, — терӗ старик.

Ромашов тухса тарма ӗлкӗретчӗ пулин те тармарӗ — эпӗ васкамарӑм. Вӑл тӗттӗм кӗтесре пусма карса тунӑ шкаппа стена хушшине тӑчӗ, мана курсанах кӑшкӑрса ячӗ, унтан вара чышкисемпе питне ача пек хупларӗ. Тул енчи алӑкра ҫӑраҫҫи пурччӗ, эпӗ ӑна питӗрсе илтӗм те, уҫҫине кӑларса кӗсьене чикрӗм. Вышимирский таҫта пирӗн хушшӑмӑртах тӑратчӗ, ун ҫине такӑнтӑм та эп, ӑна пукан пек ҫӗклесе урӑх енне тӑратрӑм. Унтан темшӗн тӗртрӗм те, вӑл суланса кайса ҫемҫе пукан ҫине ӳкрӗ.

— Атьа кайрӑмӑр, калаҫӑпӑр, — терӗм эпӗ Ромашова.

Вӑл чӗнмерӗ. Картусӗ аллинчехчӗ унӑн, вӑл ӑна ҫӑварне хыпса шӑлӗсемпе ҫыртрӗ. Тепӗр хутчен те ӑна эпӗ:
— Ну! — терӗм.

Вара вӑл, урнӑ пек, пуҫне ухса илчӗ.

— Пымастӑн-и?

— Пымӑстӑп! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл.

Анчах ку ӗнтӗ мана курнӑ хыҫҫӑнхи аптраса ӳкнин юлашки саманчӗччӗ. Эпӗ ӑна аллинчен туртрӑм та вӑл тӳрленсе тӑчӗ, пӳлӗме кӗрсен вара пичӗ улшӑнсах ҫитрӗ унӑн, пӗр тикӗс те хускалми пулса тӑчӗ, хӑрах куҫӗ ҫеҫ кӑшт чалӑштарса пӑхать.

— Пурӑнатӑп-ха акӑ, — терӗм эпӗ, сассӑма ҫӗклетмесӗр.

Халӗ пӑхса илме те пултартӑм ӑна. Вӑл сӑрӑ костюмпа, кӑкӑрӗ ҫинӗ сарӑ лента ҫакнӑ — йывӑр аманнине пӗлтерекен паллӑ, тӗрӗссипе каласан хӑй вӑл контузипе ҫеҫ кӑштах аптранӑччӗ-ха. Ленти айӗнче тӗттӗмре ҫутатакан тӳмме пур. Хӑй самай тулнӑ вӑл, чанк тӑран хӗрлӗ хӑлхисем те ҫав ҫутатакан тӳмминчен кая мар ҫутатаҫҫӗ пулмалла, вӗсем ҫавӑн пек пулмасан ӑна чечен господин теме те пулатчӗ пуль.

— Пистолет.

Пистолета демобилизаципе таврӑннӑ чух патӑм тесе улталасса кӗтсеттӗм эпӗ. Анчах пистолетӑм ҫине ятӑма ҫырнӑччӗ, мана ӑна полк командирӗ Наров кӗперне бомбӑпа аркатса тӑкнӑшӑн панӑччӗ. Ромашов ҫав пистолета панӑ пулсан, вӑл хӑйне тыттарнах пулӗччӗ. Акӑ мӗншӗн вӑл ҫыру сӗтелӗн сунтӑхне пӗр сӑмахсӑр туртса уҫрӗ те пистолета илчӗ. Пистолета авӑрламанччӗ.

— Документсем.

Вӑл чӗнмерӗ.

— Ну!

— Йӗпенсе пӗтрӗҫ, ҫухалчӗҫ, — терӗ вӑл васкавлӑн. — Ленинградри бомбӑсенчен сыхланмалли вырӑна шыв илчӗ. Манӑн тӑнӑм ҫукчӗ. Ч. фотоӳкерчӗкӗ ҫеҫ юлнӑччӗ, ӑна эпӗ Катяна патӑм. Эпӗ хӑтартӑм ӑна.

— Чӑнах-и?

— Чӑн калатӑп, эпӗ ӑна хӑтартӑм. Ҫавӑнпа хӑрамастӑп та эпӗ. Пурпӗрех эс мана вӗлерместӗн.

— Курӑпӑр-ха. Каласа пар пӗтӗмпех, йытӑ, — терӗм эпӗ ӑна, ҫухинчен ҫавӑрса тытса; ҫинчех вӗҫертрӗм те, мӗншӗн тесен унӑн ҫемҫешке пырӗ часах пӑвӑнма тытӑнчӗ.

— Катя вилессе ҫитнӗ чух эпӗ ӑна мӗн кирлине пӗтӗмпех патӑм. Эх, эс мана ӗненместӗн-ха! — анӑраса кӑшкӑрчӗ вӑл, мана куҫран пӑхасшӑн пулса, умма хӑяккӑн кӗрсе. — Ҫапах ӗненӗн-ха мана, мӗншӗн тесен сана эпӗ пурне те каласа парӑп. Эс нимӗн те пӗлместӗн. Сана юратмастӑп эпӗ.

— Чӑнах те?

— Мӗншӗн юратас иккен сана? Пурнӑҫӑмра мӗн лайӑххи пуррине эс пӗтӗмпех туртса илтӗн. Нумайӑшне пултаратӑп эпӗ, нумайӑшне, — терӗ вӑл, куштанланса. — Манӑн яланах ӑнса пычӗ, мӗншӗн тесен пур ҫӗрте те ухмахсем. Карьерӑма та тунӑ пулӑттӑм. Анчах сурса хурам карьера ҫине.

«Карьера ҫине сурать» — кӑна ытла хытӑ каларӗ вара. Хам пӗлсе тӑнӑ тӑрӑх Ромашов сурма кӑна мар-ха, карьерине тума, пуйма тӑрӑшатчӗ. Шкулта вӗреннӗ чухнехине аса илсен, ун чухне вӑл ытла айванччӗ те, ҫапах та ку ӗҫре унӑн хӑйне кирлӗ майлах пулса пыратчӗ.

— Итле эппин, — терӗ Ромашов, урӑх шуралма ҫук пек пулсан та шуралса кайса. — Эс ӗненӗн мана, мӗншӗн тесен сана эпӗ пӗтӗмпех каласа парӑп. Татаринов капитана шырамалли экспедици ӗҫне эп пӗтерсе хутӑм! Малтанласа эпӗ Катьӑна пулӑшаттӑм, мӗншӗн тесен эс пӗчченех тухса кайӑн тесе шансах тӑраттӑм-ха. Вӑл санпа пӗрле пыма сӑмах татрӗ те, вара эпӗ экспедици ӗҫне пӗтерсе хутӑм. Хам ҫырса парсаттӑм эпӗ, ытла хӑрушӑ хут, вӑл тӗрӗссине нимӗнпе те ӗнентереймен пулсан, эпӗ хамах ҫӗр шӑтӑкне сиксе ҫухалнӑ пулӑттӑм. Анчах ӗнентерме пултартӑм эпӗ.

Сарӑ тир папкинче, «М. Р.» тесе ылттӑн саспаллисемпе тӗрленӗ пӗр стопа хут выртать. Пӗр листине туртса илтӗм, алчӑранӑ Ромашов ун-кун пӑхкаларӗ, ни вилӗ, ни чӗрӗ вӑл. Малашнехине пӑхса илесшӗн тейӗн ҫав ӑна, эпӗ хут илме туртӑннинчен, хут листине хам умма хунинчен унӑн малашнехи кунҫулӗ мӗнле пулассине пӗлесшӗн, тӗшмӗртесшӗн тейӗн.

— Юрӗ, ҫыр, — терӗ вӑл. — Экспедицине чаракан ҫынна кайран инҫете ӑсатнӑ та, унта вилнӗ вӑл. Ну, пурпӗрех ӗнтӗ, ҫаксем сана пурте кирлӗ пулсан, ҫыр.

— Ним чухлӗ те кирлӗ мар, — терӗм эп чӑтса тӑрса.

— Ҫав хут ҫинче эпӗ сана мӗн шкулта вӗреннӗренпех паллатӑп тесе ҫыртӑм, эсӗ яланах маньякчӗ терӗм. Татаринов капитан ҫухӑлнӑранпа ӗнтӗ ҫирӗм ҫул иртнӗ те, санӑн ӑна тупас тесе шухӑшлани маньяк шухӑшӗ ҫеҫ, терӗм. Ҫав шухӑша витӗр пӑхсан, ун хыҫӗнче йӑлтах урӑххи тӑрать, терӗм. Эсӗ Татаринов капитан хӗрне качча илнӗ. Капитан ячӗпе ҫыхӑнтарса шав кӑларни сана карьера тума кирлӗ, терӗм. Пӗччен ҫырмарӑм ҫавна эпӗ.

— Ҫапла пулмасӑр!

— Астӑватӑн-и эс «Ученӑя хӳтӗлесе» тенӗ статьяна? Николай Антоныч пичетлерӗ ӑна, хамӑр заявленире эпир ҫавӑн ҫине тӗллесе кӑтартрӑмӑр.

— Заявленире мар, элеклесе ҫырнӑ хут ҫинче пулать ӗнтӗ?

Халь ӗнтӗ мӗн ӗлкӗрнӗ таран хӑвӑрт ҫырса пыратӑп эпӗ.

— Ҫапла, элеклесе ҫырнӑ хут ҫинче. Пӗтӗмпех, пӗтӗмпех ӗнентертӗмӗр эпир. Пӗр хутне Нина Капитоновнӑна патӑм та, алӑ пусрӗ вӑл; кайран хайне чӗнмелле мар тумашкӑн епле кансӗр пулнӑччӗ мана, тупата, епле йывӑрччӗ! Ҫаксем пурте сана хур кӑтартнине пӗлместӗн те эсӗ! ГВФ-ра чухне те, кайран ху ҫарта чухне те, пулнах ӗнтӗ, пулнах!

Ҫак сӑмахсене итленӗ чухнехи туйӑма епле каласа парас ӗнтӗ? Вӑл мӗншӗн тӳррине калани ҫинчен шухӑшламарӑм эпӗ, — ку часах паллӑ пулчӗ. Анчах хам кирек ӑҫта пулсан та, хама мӗн пулсан та ирӗккӗн е ирӗксӗрех шухӑшланисем тепӗр майӑн ҫуталса курӑнчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех