Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вуннӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.02 23:32

Пуплевӗш: 153; Сӑмах: 1096

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ырӑ мар япала

Малтанхи тӗлпулупа малтанхи хут ыйӑх вӗҫсе кайни-ха вӑл — малтанхи ырӑ пурнӑҫах. Анчах та тепӗр кунхине ырӑ мар ӗҫсем пуҫланса кайрӗҫ.

Ирхи апат хыҫҫӑн эпӗ Катя патне шӑнкӑртаттартӑм — ӑнӑҫлах пулмарӗ. Трубкӑна Николай Антоныч тытрӗ. — Кам чӗнет ӑна?..

— Юлташӗ.

— Тӗрӗссипе кам?

Эпӗ чӗнмерӗм.

— Ну-с?

Эпӗ трубкӑна ҫакса хутӑм…

Вунпӗр сехетре эпӗ пахча ҫимӗҫ сутакан лавккана кӗрсе лартӑм, кунтан петӗм Тверской-Ямской курӑнать. Кунхинче мана никам та вӑрӑ вырӑнне хумарӗ. Эпӗ хама телефонпа калаҫасшӑн пулнӑ пек кӑтартрӑм, йӳҫӗтнӗ панулми туянтӑм, ним пулман пек алӑк патӗнче тӑтӑм. Нина Капитоновнӑна кӗтрӗм эпӗ. Иртнӗ ҫулсенче эпӗ вӑл хӑш вӑхӑталла пасартан таврӑннине пӗлеттӗм. Акӑ кӗҫех вӑл та курӑнса кайрӗ. Вӑл, пӗчӗкҫӗскер, курпунланнӑскер, хӑйӗн ешӗл бархатран ҫӗлетнӗ пальтине тӑхӑннӑ, шартлама сивӗре — зонтик тытнӑ! Аллинче — уйрӑлма пӗлми сумки.

— Нина Капитоновна!

Вӑл ман ҫине ҫилӗллӗн пӑхса илчӗ те, пӗр сӑмах хушмасӑр, малалла утрӗ. Эпӗ тӗлӗнсе кайрӑм.

— Нина Капитоновна!

Вӑл сумкине ҫӗре лартрӗ те тӳрленсе тӑчӗ, тарӑханҫи пулса, ман ҫине пӑхса илчӗ.

— Акӑ мӗн, ырӑ ҫыннӑм, — терӗ вӑл ҫирӗппӗн. — Эпӗ сан ҫине ҫилленсе ҫӳреместӗп. Анчах та сана урӑхран курам мар, сассуна та илтем мар.

Пуҫӗ унӑн кӑштах чӗтрерӗ.

— Эсӗ — кунталла, эпир — кунталла! Урӑхран ан ҫырнӑ, ан шӑнкӑртаттарнӑ пултӑр! Халӗ калама пултаратӑп: эп сана ун пек мар пулӗ тесеччӗ! Йӑнӑшрӑм курӑнать!

Вӑл сумкине тытрӗ. Ҫак вӑхӑтра, лӑп та шӑп манӑн умрах, хапха шалтлатса хупӑнчӗ.

Эпӗ ҫӑвара карса пӑхса тӑрса юлтӑм. Пиртен кам тӑнран тухрӗ-ши? Эпӗ-ши, вӑл-ши?..

Ку вӑл чи малтанхи ырӑ мар калаҫу пулчӗ. Ун хыҫҫӑн иккӗмӗшӗ ҫитрӗ, унтан — виҫҫӗмӗшӗ.

Киле таврӑннӑ май эпӗ алӑк патӗнче Лихопа тӗл пултӑм. Вӑхӑт марччӗ ӗнтӗ унпала ҫак самантра манӑн сочинени пирки калаҫма!

Пусма тӑрӑх эпир пӗрле хӑпартӑмӑр. Вӑл, яланхи пекех, пуҫне каҫӑртса, сӑмсине айванла сиккелеттерсе утрӗ, манӑн пуҫӑмран вара ӑна урапа тапса ывӑтас шухӑш пӗрре те тухма пӗлмерӗ.

— Лихо юлташ, эпӗ сочинение илтӗм, — сасартӑк персе ятӑм эпӗ. — Эсир: «Идеализм», тесе ҫыратӑр. Анчах та вӑл хаклани пулмасть, — айӑплани. Айӑплас тесен, малтан айӑпне кӑтартмалла.

— Кайран калаҫӑпӑр.

— Ҫук, халех калаҫӑпӑр, — хирӗҫлерӗм эпӗ. — Эпӗ комсомолец, эсир мана идеализмпа айӑплатӑр. Нимӗн те пӗлместӗр эсир.

— Мӗн, мӗн тетӗр? — ыйтрӗ вӑл, хӑй кӑвакарса кайрӗ.

— Эсир идеализм мӗн иккенне пӗлместӗр, — малалла каларӑм эпӗ, кашни сӑмах каланӑ хыҫҫӑнах унӑн питҫӑмартийӗсем улшӑннипе хӗпӗртесе. — Эсир мана мӗнпе кӳрентермеллине пӗлеймен, ҫавӑнпа «идеализм» тесе ҫырса хунӑ. Сан ҫинчен ахалех каламаҫҫӗ пулӗ-ха…

Эпӗ, ҫав тери усал сӑмах калас мар тесе, пӗр самантлӑха чарӑнса тӑтӑм. Унтан пурпӗрех:
— Сирӗн пуҫӑр какос мӑйӑрӗ пекех: ҫийӗ — хытӑ, варри — шӗвӗ, — терӗм.

Ку вара ҫав тери кӗтмен ҫӗртен пулнипе, эпир иксӗмӗр те юпа пек хытса тӑтӑмӑр.

Унтан вӑл сӑмси ҫуначӗсене сарса ярса, кӗскен те хаяррӑн:
— Апла?! — тесе хучӗ.

Унтан хӑвӑрт куҫран ҫухалчӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн лӑп та шӑп пӗр сехетрен мана Кораблев хай патне чӗнтерчӗ. Ку хӑрушӑ япала. Кораблев хӑй патне хваттерне сайра-пӗрре кӑна чӗнтерет.

Вӑл кун пек ҫилӗллӗ пулнине эпӗ чылайранпа курманччӗ ӗнтӗ. Пуҫне усса, вӑл алӑкӑн-тӗпелӗн уткаласа ҫӳрет, эпӗ кӗрсен вара, йӗрӗннӗ пек айккинелле пӑрӑнчӗ.

— Акӑ мӗн! — Унӑн мӑйӑхӗсем ҫилӗллӗн чӗтренчӗҫ. — Лайӑх хыпар ҫӳрет сан ҫинчен! Итлеме кӑмӑллӑ!

— Иван Павлыч, эпӗ хамах каласа парӑп, — терӗм эпӗ, лапкӑнрах калаҫма тӑрӑшса. — Эпӗ критиксене юратмастӑп. Ку тӗрӗс япала. Анчах та ку вӑл идеализм мар вӗт-ха! Ытти ачасем пурне те критиксенчен ҫырса илеҫҫӗ, ун пек ӗҫе кӑмӑллать вӑл. Эпӗ идеалист иккенне малтан кӑтарттӑр-ха. Вӑл ҫак сӑмах мана ҫиллентернине пӗлме тивӗҫ.

Эпӗ Кораблева тетрадь тӑсса патӑм, анчах та вӑл ун ҫине куҫ хӳрипе те пӑхмарӗ.

— Санӑн хӑвӑн ӗҫӳсем пирки педагогсен ларӑвӗнче каласа памалла пулать.

— Пултӑрах!.. Иван Павлыч, — сасартӑк персе ятӑм эпӗ. — Эсир Татариновсем патӗнче пулни чылай пулать-и?

— Мӗн вара?

— Нимех те мар.

Кораблев ман куҫӑмран шӑтарас пек пӑхрӗ.

— Ну, тӑванӑм, — лӑпкӑн кӑна каларӗ вӑл, — эсӗ Лихона ахалех ҫиллентермен пулӗ, тетӗп эпӗ. Лар, каласа пар. Анчах, чим, суйма юрамасть.

Эпӗ Катьӑна юратса пӑрахни ҫинчен, ун пирки ҫӗр ҫывӑрмасӑр шухӑшласа выртни ҫинчен хамӑн тӑван аннене те каласа паман пулӑттӑм. Ӑҫтан калас тетен-ха ӑна. Анчах та манӑн Татариновсен килӗнчи улшӑнусем, хамӑн кӑмӑла кайман улшӑнусем ҫинчен тахҫанах Кораблева каласа парас килетчӗ.

Вӑл эпӗ калаҫнисене алӑкӑн-тӗпелӗн уткаласа ҫӳресе итлерӗ. Хушӑран-хушӑран чарӑна-чарӑна тӑчӗ, ман ҫине хуйхӑллӑн пӑха-пӑха илчӗ. Манӑн калав унӑн кӑмӑлне хумхатрӗ курӑнать. Пӗр вӑхӑтра вӑл пуҫне аллипе те тытса пӑхрӗ, анчах мана систерес мар тесе, ҫамкине сӑтӑрнӑ пек турӗ.

— Юрать, — терӗ вӑл, эпӗ ӑна Татариновсем патне шӑнкӑртаттарса, мӗн пулнине ыйтса пӗлме хушсан. — Эпӗ калаҫса пӑхӑп. Эсӗ тепрер сехетрен кил вара.

— Иван Павлыч, ҫур сехетрен!

Вӑл салхуллӑн та ырӑ кӑмӑллӑн кулса илчӗ…

Эпӗ ҫакӑ ҫур сехете актовӑй залрах ирттерсе ятӑм. Актовӑй залри паркета шакмаклатса тунӑ, кантӑк патӗнчен алӑк патнелле утнӑ чух вара тӗксӗм ярӑмӗсем ҫуттӑн, ҫуттисем — тексӗммӗн курӑнчӗҫ. Хӗвел ҫути йӑлтӑртатса тӑрать, сарлака кантӑксем тӗлӗнче тусан ҫаврӑнать. Пурте темӗнле лайӑх пек! Темӗнле начар та пек!

Эпӗ таврӑннӑ ҫӗре Кораблев диван ҫинче табак туртса ларатчӗ. Лапсӑркка ешӗл френчне вӑл (ырӑ мар вӑхӑтсем ҫитсен яланах вара ҫав френчне тӑхӑнса ҫӳрет) хулпуҫҫийӗ урлӑ уртса, ҫемҫе ҫухине йӳле янӑ.

— Ну, тӑванӑм, кӑлӑхах калаҫса пӑхма хушрӑн эсӗ мана, — терӗ вӑл. — Халӗ ӗнтӗ эпӗ санӑн вӑрттӑн ӗҫӳсене витӗр пӗлсе тӑратӑп.

— Мӗнле вӑрттӑн ӗҫсем?

Вӑл ман ҫине халиччен курман пек пӑхса илчӗ.

— Вӗсене пытарма пӗлмелле, — малалла каларӗ вӑл. — Эс пур, пӗлместӗн. Калӑпӑр, паян эсӗ пӗр-пӗр хӗрпе ҫӳретӗн, ыран ҫавна пӗтӗм шкулӗпех пӗлеҫҫӗ. Шкул кӑна пӗлсен те нимех те марччӗ-ха.

Манӑн сӑн-пуҫӑм ҫав тери айван курӑнчӗ пуль ҫав, Кораблев ирӗксӗртен кулса илчӗ. «Кам тунӑ ку ӗҫе? Ромашка! Вӗлеретӗп эпӗ ӑна. Акӑ мӗншӗн Катя килмерӗ иккен! Карчӑк ҫавӑнпа хӑваласа кӑларчӗ иккен мана!»

— Иван Павлыч, эпӗ юрататӑп ӑна, — татса каларӑм эпӗ.

Вӑл аллисене сарса ячӗ.

— Шкулӗпех калаҫчӑрин, маншӑн пурпӗрех!

— Шкулта калани нимех те мар пултӑр эппин, — терӗ Кораблев. — Анчах та Марья Васильевнӑпа Нина Капитоновна каланине санӑн итлесех пулать. Тӗрӗс вӗт?

— Ҫук, вӑл та нимех те мар, — хӗрсе кайрӑм эпӗ.

— Тӑхта, сана пӳртрен хӑваласа кӑларман-и-ха?

— Мӗнле пӳртрен? Вӑл Катьӑсен пӳрчӗ мар. Вӑл шкултан вӗренсе тухасса ҫеҫ кӗтет, вара тухса каять вӑл унтан.

— Тӑхта… тӑхта… Мӗне пӗлтерет ку? Апла эсӗ авланма шутлатӑн-и?

Эпӗ кӑштах тӑна кӗтӗм.

— Никамӑн та ӗҫ ҫук унта!

— Паллах, — васкаса каларӗ Кораблев. — Анчах пӗлетни эсӗ, хӑратӑп-ха эпӗ, ку вӗт вӑл ҫӑмӑл ӗҫех мар! Катьӑран та ыйтса пӑхас пулать. Тен, вӑл качча тухма пачах шухӑшламасть пуль. Кирек мӗнле пулсан та, вӑл Энскран таврӑниччен кӗтсе пӑхмалла пулать.

— А, — терӗм эпӗ лӑпкӑн кӑна. — Вӗсем ӑна Энскине янӑ-и? Питӗ аван.

Кораблев каллех ман ҫине пӑхса илчӗ. Хальхинче хӑй тинкерсе пӑхнине пытарасшӑн пулмарӗ вӑл.

— Унан пысӑк аппӑшӗ чирленӗ, вӑл ӑна курма кайнӑ, — терӗ вӑл. — Вӑл темиҫе кунлӑха кӑна кайнӑ, занятисем пуҫланиччен таврӑнать. Кун пирки ытлашши пӑшӑрханмаллиех те ҫук!

— Пӑшӑрханмастӑп-ҫке, Иван Павлыч. Лихо пирки каласан, эсир хушсан, эпӗ каҫару ыйтма та пултаратӑп. Анчах та вӑл та хӑйӗн сӑмахне, мана идеалист тенине, калле илтӗр…

Эпир, нимӗн те пулман пекех, Катя та Энска кайман пекех, эпӗ те Ромашкӑна вӗлерме шутламан пекех, пӗр вунпилӗк минут хушши манӑн сочинени ҫинчен лӑпкӑн кӑна калаҫса лартӑмӑр. Унтан эпӗ сывпуллашса, ирӗк парсан, ыран татах кӗрсе тухма сӑмах патӑм та тухса кайрӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех